Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 15:15

Предложений: 192; Слово: 2179

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Госпожина Рада (Равоама хаджи пикен келейници пулнӑран ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна) ҫӳллӗ те чипер, илемлӗ пике, тап-таса куҫлӑ, хитре сӑн-сӑпатлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, пуҫне ҫыхнӑ хура тутӑрӗ унӑн шур питне тата ытларах палӑртса тӑрать. Рада пӗчӗккӗлех тӑлӑха тӑрса юлнӑ, халь ак темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ Ровоама хаджи патӗнче ӗҫлесе пурӑнать. Хӗрача пысӑклансан, ӑна пӑхаканӗ Радӑна послушница пулма хушрӗ — хӗр-манах пулмашкӑн хатӗрленме хушрӗ эппин — ӑна хӗр-манахсен хура тумтирне тӑхӑнтартрӗҫ. Халӗ Рада шкулти пӗрремӗш класри хӗрачасене вӗрентет, ҫавӑншӑн ӑна ҫулталӑкне пин гроша укҫа тӳлеҫҫӗ.

Ашшӗ юратнине те, амӑшӗ артакласа хӳтӗленине те пӗлмен тӑлӑх хӗрачасен пурнӑҫ шӑпи ҫӑмӑл мар; вӗсен пӗтӗм кун-ҫулӗ ҫынсен ыр кӑмӑлӗнчен е хаярлӑхӗнчен килет: ют ҫынсен хушшинче-ҫке вӗсем, хӑйсен хутне кӗмен ҫынсем патӗнче ӳссе кун кураҫҫӗ, вӗсене никам та ачашласа ӑшӑтмасть, никам та кӑмӑлтан кулса хаваслантармасть. Тӑлӑх ӳснӗ хӗрсем, аслӑк айӗнчи чечексем пек, ытла черченке, вӗсен ырӑ шӑрши те палӑрмасть. Ҫав чечексенех чӗрӗлӗх хӑвачӗ кӗртекен хӗвел ҫути кӑтарт-ха, вӗсен унччен малтан пытанса тӑнӑ ырӑ шӑрши пӗтӗм ҫутҫанталӑка техӗмлӗн сарӑлнӑ пулӗччӗ.

Рада хӗр-манахсен пӑчӑхса пурӑнмалли тӗксӗм пӳлӗмӗнче хаяр йӑлана пӑхӑнса ӳснӗ, ватӑ элекҫӗ ӑна ҫутӑ кун кӑтартман. Ҫак тӑлӑх хӗрачана кӑштах хӗрхенсе те пулин ӑшшӑн пӑхмаллаччӗ пек ӗнтӗ, анчах Ровоама хаджи ун ҫинчен асне те илмен, Рада ҫакӑн пек асаппа та хӗн-хурпа пурӑнать тесе шухӑшлама та пултарайман вӑл, хӗр чунӗнче хӑй тивӗҫне лайӑх тытас туйӑмӗ ҫӗкленсех пынӑ май, ӑна пурӑнмашкӑн тата йывӑртарах пулса пынӑ. Малта эпир вуласаччӗ-ха, Рада ҫав Ровоама хаджин шӑллӗ патӗнче пуҫтарнӑ хӑнасене мӗнле пӑхни ҫинчен, вӑл ун чухнех учительницӑра тӑратчӗ.

Юлашки кунсенче Радӑн шкул ӗҫӗ пит нумайччӗ, ҫулталӑкра вӗреннӗшӗн памалли экзамен ҫывхаратчӗ. Шӑпах ҫав кун персе те ҫитрӗ. Шкула ир пуҫласах хӗр-ачасем пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ, амӑшӗсем вӗсене тумлантарма та, ҫӳҫне тураса якатма та ӗлкӗрнӗ — лӗпӗшсем пек пит илемлӗн пычӗҫ вӗсем, вара, кӗнекисене уҫса, мӗн вӗреннине юлашки хут пӑхкаласа, класра вӗлле хурчӗ пек сӗрлесе тӑчӗҫ.

Кӗлӗ тӑвасси пӗтрӗ те, тахҫан хӑнӑхнӑ йӑла йӗркипе, ҫынсем хӑйсен хӗрачисем мӗнле вӗреннине пӗлесшӗн пулса, шкула пуҫтарӑнчӗҫ. Алӑксене, чӳречесене, кафедрӑна чечек шереписем илемлетсе тӑраҫҫӗ. Кирилпа Мефоди таса аттесен сӑнарӗсем шкула пуҫтарӑннӑ ҫынсен енне куҫ сиктермесӗр лӑпкӑн пӑхаҫҫӗ, вӗсене шӑланран та хирти чечекрен, чӑрӑш лӑссинчен те самшитран кӑшӑл туса капӑрлатнӑ. Акӑ малти партӑсем хушшине хӗрачасем лара пуҫларӗҫ, пуҫтарӑннӑ халӑх ытти ирӗк вырӑнсене йышӑнчӗ, хисеплӗрех хӑнасем мала ирте-ирте ларчӗҫ, хӑшӗсем пукансем ҫине вырнаҫрӗҫ. Тата виҫ-тӑват пукана никам та йышӑнманччӗ-ха, вӗсене кунта килсе ҫитеймен ятлӑ хӑнасем валли хатӗрленӗ.

Рада шкул ачисене парта хушшине ларта-ларта тухнӑ май, хӑй куҫ кӗрет вӑтанса, хӗрачасене темле канашсем парса пӑшӑлтатрӗ. Вӑл пысӑк куҫлӑ, ҫакӑ ун питне ытармалла мар чипер сӑнар кӗртет, хальхи мухтавлӑ сехетре унӑн ҫиҫсе-йӑлкӑшса тӑракан пит-куҫӗ пит чеченӗн курӑнать. Чунӗ вӑтаннине пула, унӑн пит ҫӑмарти хӗрелнӗ. Тен, ҫӗр ҫын та пӑхать пуль ӑна ҫак самантра, ҫавӑнпа вӑл хӑйне халь-халь аптраса ӳкес пек тыткалать. Анчах ак ватӑ учительница сӑмах пуҫларӗ те, ҫынсем пурте ун еннелле пӑхма тытӑнчӗҫ, Рада ӑшӗ тинех ытла вӑрками пулчӗ. Хӑюланнӑ хӗр енчен енне пӑхкаласа илчӗ. Юрать-ха, залра Кирияк Стефчов ҫук, ҫак ӑна савӑнтарчӗ, ӑна вӑй кӗрсе кайнӑ пек те пулчӗ. Ватӑ учительница хӑй сӑмахне пӗтернӗ вӑхӑтра халӑх пӗтӗмпе шӑпланса ҫитнӗччӗ, — вӑл саманара алӑ ҫупса хапӑлламастчӗҫ-ха. Программа тӑрӑх пӗрремӗш класра вӗренекенсен экзаменӗ пуҫланчӗ.

Климент аслӑ учителӗн ыр кӑмӑллӑ та лӑпкӑ сӑнарӗ хӗрачасене хӑйсен пӗлӗвӗ енӗпе шанчӑклӑрах пулма ҫӗклентерчӗ. Хӗрачасем мӗнле ответ парса пынине Рада калама ҫук тимсӗлсе итлерӗ, лешсем кӑшт ҫеҫ такӑнас пулсан та, унӑн пичӗ-куҫӗ салхуланнӑ пек курӑнчӗ. Ҫак пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ тутасем, — чуп тусах илес килет-ҫке вӗсене! — вӗсен таса янӑравлӑ сассисем шӑпах халь ун шӑпине татса параҫҫӗ. Рада вӗсене ыр кӑмӑллӑн пӑхса ӑшӑтать, ачашлӑн кулкаласа хавхалантарать, пӗтӗм чунне панӑ пулӗччӗ вӑл ҫак самантра ачасен чӗлхине.

Анчах ак алӑк патӗнчи халӑх икӗ еннелле пӑрӑнса тӑчӗ, кая юлса килекен икӗ хӑна валли иртсе пымалӑх ҫул турӗ, лешсем, шӑв-шав хускатасшӑн пулмасӑр малалла иртсе, ирӗк пукансене йышӑнчӗҫ. Рада вӗсен енне пӑхса илчӗ. Килнӗ ҫынсенчен пӗри, асли, Мичо, чорбаджи иккен, вӑл ҫак шкула пӑхса тӑраканни, тепри — Кирияк Стефчов. Рада ӑна курсан шурса кайрӗ, ҫак кӑмӑллӑ мар унӑн чунне тӑвӑрлантарнӑ тата хӑратнӑ та, Рада хальхинче ун еннелле пӑхсах пӑхасшӑн пулмарӗ.

Кирияк Стефчов хӑйне саламлакан ҫынсене пуҫ сӗлтсе тав турӗ, хӑйпе юнашарах ларакан Соколов тухтӑра сывлӑх та сунмарӗ, тухтӑр та ун енне ҫаврӑнса пӑхмарӗ. Кирияк урисене хутлатса, ҫакӑнта килнӗ ҫынсене виртленӗ пек куштанланса пӑхса ларчӗ. Итлессе ӗнтӗ веле-селе кӑна итлем пек турӗ, анчах Юрдан хӗрӗ Лалка тӑнӑ еннелле тӑтӑшах ҫаврӑнса пӑхкаларӗ. Радӑна вара пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури тупанне ҫити, тиркешсе те кӑмӑлсӑр пулса, пӗр хут, ик хут пӑхса илчӗ. Сӑнарӗ унӑн чунӗ типсе ҫитнӗ ҫыннӑнни пек хаяр курӑнчӗ. Кирияк вӑхӑт-вӑхӑт аллинчи хӗрлӗ чечекне шӑршлакаласа илет, унтан каллех хӑй таврашнелле тӗлли-паллисӗр ӑнтӑлать. Аслӑ учитель акӑ Михалаки Алафрангова кӗнеке тӑсрӗ те хӗрачасенчен ыйтса пӗлме хушрӗ. Михалаки, француз чӗлхипе экзамен ирттерӗп тесе, халь хушнӑ ӗҫрен пӑрӑнчӗ. Учитель сылтӑмра ларакан Стефчов енне ҫаврӑнчӗ, ҫак ӗҫе ирттерме ӑна сӗнчӗ. Кирияк килӗшрӗ, пуканне маларах ирттерсе сиктерчӗ.

Халӑх пӑшӑлтатма тытӑнчӗ. Пурте Кирияк енне пӑхрӗҫ. Болгари историйӗпе экзамен пуҫланчӗ. Стефчов истори кӗнекине сӗтел ҫине хучӗ, шухӑша каям пек туса, тӑнлавне хыҫкаласа илчӗ, унтан экзамен паракан хӗрачаран хытӑ сасӑпа ыйтрӗ. Хӗрача нимӗн те каламарӗ. Хӗрача хӑйӗнчен мӗн ыйтнине те манса кайрӗ, вӑтанса ӳкрӗ, Рада пулӑшасса кӗтнӗ пек ун еннелле пӑхса илчӗ. Стефчов тепӗр хут ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. Лешӗ ҫаплах нимӗн те каламарӗ.

— Лартӑр эппин, — терӗ экзаменатор, учительница енне ҫаврӑнса, — тепӗрне чӗнтерӗр.

Тепӗр хӗрача тухса тӑчӗ. Стефчов унран та ыйтрӗ. Хӗрача ун сӑмахне илтессе илтрӗ те, анчах мӗн ыйтнине ниҫтан ӑнланаймарӗ, ҫавна пула вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ. Пухӑннӑ ҫынсем пурте шӑпах пулчӗҫ, вӗсене темле йывӑр хурлӑх пуснӑ пек пулчӗ. Юпа пек хытса тӑнӑ хӗрачан куҫне куҫҫуль карса илчӗ. Вӑл хӑйӗн пур пек хевтине пуҫтарса тем каласшӑн та пулчӗ — ҫавӑнтах такӑнчӗ; шӑпланчӗ. Стефчов Радӑна сиввӗн пӑхса илчӗ.

— Вӗрентес ӗҫ кунта пит начар пынӑ пулас, — лӑркарӗ вӑл. — Тата тепӗр вӗренекенӗре чӗнӗр-ха эппин.

Рада шӑппӑн кӑна тепӗр хӗрачана чӗнсе кӑларчӗ.

Виҫҫӗмӗш вӗренекен йӑлтах пӑтраштарса калама тытӑнчӗ, хӑйӗнчен мӗн ыйтнине вӑл та ӑнланаймарӗ. Хӑй тӗрӗс мар каланине вӑл Стефчов пӑхса илнинченех сисрӗ, аптраса ӳкрӗ, енчен енне шанчӑксӑр тинкерчӗ. Стефчов унран тепӗр хут ыйтрӗ. Хӗрача тавӑрса калаймарӗ. Ытла вӑтаннипе вӑл йӑлтах арпашӑнса кайрӗ, юн тартнӑ тути чӗтреме тытӑнчӗ, унтан сасартӑк йӗрсе ячӗ те амӑшӗ патнелле ыткӑнчӗ. Ҫак япала пурне те пӑшӑрхантара пуҫларӗ. Ыйтма ӗлкӗреймен ачасен амӑшӗсем пӗр-пӗрин енне шуйхӑнса та шикленсе пӑхкаласа илчӗҫ. Хӑй ачине чӗнсе кӑларасран кашниех хӑрама тытӑнчӗ.

Рада йӑлтах аптраса тӑчӗ. Питӗнчен юн тарнӑ тейӗн унӑнне, шурнӑ пит ҫӑмартисем канӑҫсӑр турткаланчӗҫ, тап-таса ҫамкине тар тумламӗсем тапса тухрӗҫ. Ҫамрӑк учительницӑ пуҫне усрӗ. Ҫӗр тӗпне анса каясса ҫитрӗ вӑл. Кӑкӑрне тем хӗссе-хӗссе илчӗ, кӑшкӑрса уласа ярӗччӗ те, ҫапах хӑйне аран-аран тыткалама пултарчӗ.

Текех чӑтса тӑрайман халӑх шапӑлтатса хускалчӗ. Кунта мӗн пулса иртнине пӗлес тенӗ пек, ҫынсем пӑшӑрханса пӗр-пӗрин ҫине пӑхаҫҫӗ. Ӗнтӗ кирек кам та ҫак йывӑр вӑхӑта ҫӑмӑллатасшӑн. Стефчовӑн мухтанчӑклӑ сӑн-сӑпачӗ кӑна хӑй ӗмӗтне тултарнӑ пек курӑнать. Халӑхӑн ӳпкелешнӗ шавӗ ҫаплах чарӑнмасть. Анчах ак сасартӑк хыҫаларах тӑнӑ ҫынсен хушшинчен Бойчо Огнянов тухни курӑнчӗ, ҫынсем шӑпах пулса тӑчӗҫ, пурте ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Вӑл малалла иртрӗ, Стефчов патне пычӗ те татӑклӑн ҫапла каларӗ:

— Стефчов господин, халиччен эп сирӗнпе паллашман та, ҫавӑнпа эсир мана айӑпа ан хывӑр ӗнтӗ. Сирӗн ыйтӑвӑрсене ӑнкарса илме йывӑр, вӗсем историпе ҫыхӑнман пек пулса тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа эсир мӗн ыйтнине пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем те чиперрӗн тавӑрса парайман пулӗччӗҫ… Ҫак пурӑнса курман ачасене хӗрхенсемӗр эсир… Пикеҫӗм, эп ирттерем-и экзамена? — ыйтрӗ вӑл Радӑран.

Хӑй ҫавӑнтах экзамен паракан хӗрачасенчен пӗрне чӗнтерсе кӑларма хушрӗ. Халӑх ҫӑмӑллӑн сывлӑш ҫавӑрса ячӗ. Огнянов пурне те хӑй енне илештерчӗ, ҫынсен кӑмӑлне кайрӗ вӑл, пурте ун еннелле пӑхрӗҫ. Ровоама хаджин элеклӗ сӑмахӗсем те тинех витӗмсӗр пула пуҫларӗҫ. Ҫамрӑк ҫыннӑн тертпе асап курса шурӑхнӑ сӑнарӗ хӑюллӑн ҫуталнӑ пек пулса тӑчӗ, Огнянов халӑх чӗрине хӑй еннелле ҫавӑрчӗ. Ҫынсем хӗпӗртерӗҫ, ӑна шанса пӑхрӗҫ. Огнянов хӑйне итлеттерме мелне ҫитерчӗ.

Акӑ вӑл учитльницӑ чӗнсе кӑларнӑ ачапа калаҫма тытӑнчӗ. Вӑл паҫӑр Стефчов ыйтнӑ пиркиех ыйтать те, анчах сӑмахӗсем пурне те ӑнланмалла. Хӗрача тӗрӗсех каласа пачӗ. Ачасен амӑшӗсем тинех сывлӑш ҫавӑрса ячӗҫ, Огнянова тав туса пӑхрӗҫ. Унӑн халиччен пӗлмен-илтмен ятне пӗрин хыҫҫӑн тепри калама тытӑнчӗ, пурте асра тытасшӑн пулчӗҫ.

Тепӗр хӗрачана чӗнтерчӗҫ. Вӑл та, хӑй ҫулне кура, чиперех каласа пачӗ.

Хайхи леш экзаменатор хӑратса шиклентернӗ ачасем Огнянова ӑшшӑн кӑмӑлласа пӑхрӗҫ. Пурин те хавалӗсем ҫӗкленчӗҫ. Ҫак ырӑ пиччӗшӗ умне пӗр-пӗринчен маларах тухасшӑн пулса, хӗрачасем тава та кӗре пуҫларӗҫ, вӗсем ҫӗне экзаменатора хисеплесе юратрӗҫ.

Радӑна та чун кӗчӗ. Ҫакӑн пек йывӑр чухне хӑйне пулӑшу кӳрекен ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна вӑл тав туса пӑхрӗ, вӑл тӗлӗнчӗ те, савӑннипе куҫҫулӗ тухасса та ҫитрӗ. Пӗрремӗш хут ӑна ҫакӑн пек юлташла пулӑшаҫҫӗ — кам пулӑшать-ха тата, пӗр палламан ҫын! Ҫавна шпион теҫҫӗ-и? Вӑл ҫын халь уншӑн ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен пирӗшти вырӑнӗнче! Стефчова вӑл ӑмана таптаса лапчӑтнӑ пек лапчӑтрӗ. Рада кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ, вӑл пур енне те савӑнса телейлӗн пӑха-пӑха илчӗ. Чунӗ хӗпӗртерӗ, куҫӗ йӑлкӑшса ҫуталчӗ.

Виҫҫӗмӗш хӗрачаран Огнянов ҫакӑн пек ыйтрӗ:

— Райна, каласа пар-ха мана, пӑлхарсене мӗнле патша вӑхӑтӗнче тӗне кӗртнӗ, хӑҫан христиансем пулнӑ вӗсем?

Ачашланӑ пек пӑхрӗ вӑл хӗрачана, лешӗ те шанса тӑнӑ пек курӑнчӗ.

Хӗрача кӑштах асне илсе тӑчӗ, тем мӑкӑртатас пек тути хускалкаларӗ, унтан янравлӑ та ҫинҫе, таса сасӑпа ир кӳлӗм ҫӳлте тӑри юрланӑ пек каласа та хучӗ:

— Пӑлхарсене пӑлхарсен Борис патши тӗне кӗртнӗ!

— Пит те аван. Райна, маттур эс… Халь ак мана ҫакна каласа пар: пӑлхарсен азбукине кам тунӑ?

Хӗрача аптрасах тӑчӗ. Мӗнле каламаллаччӗ-ши тесе тӑрӑшса, вӑл куҫне мӑч-мӑч хупкаласа илчӗ, сӑмах калам тесе, ҫӑварне те карчӗ, ҫапах нимӗн те каламарӗ, вӑтана пуҫларӗ.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра ӑна Огнянов пулӑшрӗ:

— Райна, пирӗн саспаллисене чи малтан кам ҫырнӑ? Хӗрача тинех куҫне йӑлкӑштарса пӑхса илчӗ. Чавса таран ҫара аллине ҫӗклесе, Кирилпа Мефоди сӑнӗсене кӑтартрӗ, лешсем ун еннелле лӑпкӑн пӑхса тӑраҫҫӗ.

— Тӗрес, тӗрӗс, ачам, — Кирилпа Мефрди таса аттесем, — илтӗнчӗ малти ретрен.

— Сывлӑху чипер пултӑр, Райна. Кирилпа Мефоди таса аттесем пулӑшчӑрах сана патша майри пулмашкӑн, — мӑкӑртатрӗ хӗпӗртенӗ Ставри пуп.

— Пит маттур, Райна, кайса ларах ху вырӑнна, — терӗ вара Огнянов.

Савӑннӑ Райна тем ҫӗнтернӗ пек кӑмӑлпа амӑш патнелле чупрӗ. Амӑшӗ ӑна ыталаса илчӗ, кӑкӑрӗ ҫумне тытса пӑчӑртарӗ, хӗрне куҫҫуль витӗр чуп тӑва-чуп тӑва илчӗ.

Огнянов аслӑ учитель енне ҫӑвранчӗ те аллинчи кӗнекине тӑсрӗ.

— Пирӗн Сыбкӑран та ыйтӑр ӗнтӗ, — терӗ Огнянова Мичо чорбаджи.

Сап-сарӑ ҫӳҫлӗ йӑрӑ хӗрача Огнянов умне тухса тӑчӗ те йӑвашшӑн пӑхса илчӗ. Огнянов шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, унтан вара:

— Сыбка, кала-ха мана, пӑлхарсене грексен чуралӑхӗнчен мӗнле патша хӑтарнӑ?

— Пӑлхарсене тӗрӗксен чуралӑхӗнчен хӑтараканӗ… — тесе кала кӑна пуҫланӑччӗ хӗрача, Мичо чорбаджи ӑна пӳлме те ӗлкӗрчӗ:

— Чим-ха, Сыбка! Эс, ачам, грексен чуралӑхӗнчен пӑлхарсене кам хӑтарнине кала, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтараканӗ тупӑнать вӑл…

— Турра мӗн юрӑхлӑ, ҫав пулать те, — асамлӑн каласа хучӗ Ставри пуп.

Мичо чорбаджи мӗн систерсе каланине пухӑннӑ ҫынсем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ. Пӑшӑлтатса илчӗҫ, кулкалакансем те пулчӗҫ.

Сыбка янравлӑн кӑшкӑрса тавӑрчӗ:

— Пӑлхарсене грексен пусмӑрӗнчен Асен патша хӑтарнӑ, тӗрӗксен чуралӑхӗнчен вырӑс патши Александр хӑтарать!

Ашшӗ мӗн каланине начартарах ӑнланчӗ пулмалла вӑл.

Сыбка сӑмахӗ хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх шӑпланса тӑчӗ.

Нумайӑшӗ пӑшӑрханса ӳкрӗҫ, ирӗксӗрех Рада енне ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Рада хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ, аптраса пуҫне чикрӗ. Сывлӑш ҫавӑрмассерен хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫӗклене-ҫӗклене илет. Пӗри ун енне ӳпкелешнӗ майлӑ пӑхать, тепри куҫ кӗрет тенӗ пек хӗпӗртет. Пурте аптрасарах тӑчӗҫ. Стефчов минут каялла кӑна-ха, тинех пӗтрӗм иккен тесе, ытла мескӗннӗн курӑнатчӗ, халь ак тавраналла хӑй ҫӗнтернӗ пек куштанланса пӑхса ҫаврӑнчӗ. Вӑл бейпе туслӑ пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, вӑл тӗрӗксемпе килӗштерсе ҫыхӑнать, халь ӗнтӗ мӗн шухӑшлать-ши вӑл, тесе пӑхрӗҫ ун еннелле. Радӑпа Огнянова хутне кӗрес тенӗ пек ҫӗкленнӗ ӑшӑ кӑмӑл кӗтмен ҫӗртен сӗврӗле пуҫларӗ, ҫынсем шӑпланни кун пек юрамастчӗ тенине пӗлтерчӗ. Стефчовпа пӗр пек шухӑшлакансем хыттӑн ӳпкелешме тытӑнчӗҫ, ӑнманланса савӑнчӗҫ, халиччен учительницӑ хутне кӗрекенсем шӑпах ларчӗҫ.

Ставри пуп та нимӗн тӑва пӗлмерӗ, чӗлхинчен вӗҫерӗнсе тухнӑ сӑмахӗшӗн хӑраса ӳкрӗ, ӑшӗнче вара: «Турӑ ан пӑрахтӑрах мана», — тесе кӗл турӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче хирӗҫле енсем тата ытларах палӑра пуҫларӗҫ. Стефчовӑн пӗтӗм халӑх умӗнче ят янине чӑтма пултарайман Ровоама хаджи, учительницӑпа Огнянова тарӑхса ҫилленсе, тем кӑшкӑрашса каларӗ. Ҫамрӑк ҫынна вӑл «пӑлхавҫӑ» та терӗ, хӑй унччен кӑна-ха Огнянов тӗрӗксен шпионӗ тесе сӑмах ҫӳрететчӗ. Радӑпа Огнянов хутне кӗрсе кӑшкӑракансем те пулчӗҫ. Гинка сасси вара пӗтӗм залра янраса кайрӗ:

— Мӗн хӑраса тӑратӑр тата? Христоса пӑталарӗ-и вара ҫак хӗрача? Вӑл тӗрӗс каларӗ! Эпӗ хам та ҫаплах калатӑп, пире Александр патшаран урӑх никам та хӑтармасть!

— Ӑсран кайнӑскер! Чарӑн! — пӑшӑлтатрӗ амӑшӗ.

Сыбка аҫа ҫапнӑ чухнехи пек хытса тӑчӗ. Ашшӗнчен те, хӑйсем патне ҫӳрекен хӑнасенчен те илтнӗ вӑл хӑй Огнянова тавӑрса каланӑ сӑмаха, эппин, мӗншӗн халь пурте пӑшӑлтатаҫҫӗ, хӗрача ҫавна ниҫтан та тавҫӑраймарӗ.

Стефчов ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те, малти ретрисен енне пӑхса:

— Хуҫасем, кунта революци шухӑшӗсене сараҫҫӗ, аслӑ султан правительствине хирӗҫ калаҫаҫҫӗ. Эпӗ кунта урӑх ларма пултараймастӑп, тухса каятӑп…

Унпа пӗрле Нечо Пиронков та тата виҫ-тӑватӑ ҫын тухса кайрӗ. Ыттисем ниҫталла та хускалмарӗҫ.

Ҫав пӑтӑрмах иртсен, часах пурте лӑпланчӗҫ, ытлашшиех нимӗн те пулманнине пурте тӗшмӗртрӗҫ. Ача кӑшт вырӑнсӑртарах каласа хучӗ иккен те, анчах сӑмахӗсем йӑнӑш мар, тӗрӗссине каларӗ… Мӗнех иккен ҫавӑншӑн? Каллех лӑпланчӗҫ, лӑпланнӑ май Огнянова хисеплесси те малтанхи пекех пулса тӑчӗ, каллех ӑна пурте тенӗ пекех тус вырӑнне хучӗҫ. Паян вӑл паттӑра тухрӗ, тӳрӗ ҫынсемпе пӗрлех хӗрачасен амӑшӗсем те ун майлӑ пулса тачӗҫ.

Экзамен чиперех иртрӗ, халӑх пит кӑмӑллӑ ларчӗ.

Хӗрачасем кайран юрласа пачӗҫ, килӗсене пит хавасланса саланчӗҫ. Огнянов Радӑпа сыв пуллашма пычӗ, Рада вара ӑна ҫапла каларӗ:

— Огнянов господин, сире эп хам енчен те, вӗренекен хӗрачасенчен те чунтан-вартан тав тӑватӑп. Эсир мана епле пулӑшнине нихҫан та манас ҫук.

Куҫӗ йӑлкӑшса пӑхрӗ унӑн, хӑй хӗпӗртесе тӑчӗ.

— Пикеҫӗм, эпӗ хам та учительте ӗҫлесе курнӑ ҫын, паҫӑр сире мӗнле йывӑр килнине пит лайӑх ӑнлантӑм. Тепӗр тесен, тем мар-ха вӑл… Сире эп ҫак хӗрачасене ӑста вӗрентнӗшӗн тав тӑватӑп, — терӗ Огнянов, ҫамрӑк пикен аллине ӑшшӑн чӑмӑртаса. Унтан тухса кайрӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Рада хӑйне тав тума пыракан хӑнасене те асӑрхаса юлаймарӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней