Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI

Раздел: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.28 12:38

Предложений: 23; Слово: 689

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Пӗррехинче вырсарникун, — ку вӑл ҫуллахи кунсем вӗҫленсе пынӑ вӑхӑталла пулчӗ, — хӗрсем хула тулашне тухса уҫӑлса ҫӳреме шутларӗҫ. Ҫулла вӗсем кашни уявра тенӗ пекех кимӗсемпе утравсем ҫине ҫӳретчӗҫ. Вера Павловна та вӗсемпе ҫӳретчӗ, хальхинче вара Дмитрий Сергеич та вӗсемпе пычӗ, ҫакна пула уҫӑлса ҫӳресси питӗ лайӑх пулчӗ: вӑл вӗсемпе сайра хутра кӑна пӗрле ҫӳренӗ, хальхипе шутласан, пурӗ те иккӗмӗш хут ҫеҫ тухнӑ вӑл кун пек. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсен, мастерскойра ӗҫлекенсем питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ: Вера Павловна ытти чухнехинчен те хаваслӑрах пулать ӗнтӗ, тата уҫӑлса ҫӳренӗ чухне уйрӑмах, уйрӑмах хаваслӑ пуласса кӗтмелле. Хӑшпӗрисем, вырсарникуна урӑхла ирттерме шухӑшланӑскерсем, хӑйсен планне улӑштарчӗҫ те ыттисемпе пӗрле кайма шут тытрӗҫ. Тӑватӑ кимӗ вырӑнне пилӗк кимӗ илмелле пулчӗ, вӗсем те сахал пулнипе, улттӑмӗшне те илчӗҫ. Мӗн пурӗ аллӑ ҫын е ытларах та пухӑнчӗҫ; ҫӗвӗҫсем ҫирӗм хӗр ытла, — улттӑшӗ ҫеҫ хутшӑнман, — ватӑ хӗрарӑмсем виҫҫӗн, пӗр вунӑ ача, ҫӗвӗҫсен амӑшӗсем, йӑмӑкӗсем тата шӑллӗсем, виҫӗ ҫамрӑк ҫын, каччӑсем: пӗри — сехет ӑсти патӗнче вӗренекенскер, тепри — вак-тӗвек таварсемпе сут тӑвакан, виҫҫӗмӗш — уезднӑй училище учителӗ, лешсем иккӗшӗ те хӑйсене ҫак учитель евӗрлех тыткалаҫҫӗ; тата ҫамрӑк ҫынсем пиллӗкӗн, тӗрлӗ ӗҫпе пурӑнакансем, вӗсем хушшинче икӗ офицер, университет студенчӗсемпе медик-студентсем пӗр сакӑр ҫын. Вӗсем тӑватӑ пысӑк сӑмавар, тӗрлӗрен булкӑсем, сивӗ пӑру какайӗ тата тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсем темӗн чухлӗ илчӗҫ: халӑхӗ ҫамрӑк, хускалмалли нумай пулать, ҫитменнине тата уҫӑ сывлӑшра — апат анатех ӗнтӗ; пӗр ултӑ бутылка хӗрлӗ эрех чикрӗҫ: аллӑ ҫын валли, вӑл шутра 15 йӗкӗт пулсан, нумаях та мар пулас.

Чӑнах та, вӑхӑт калама ҫук лайӑх иртрӗ. Пурте пулчӗ кунта: 16 мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, 12 мӑшӑрӑн та, пӗр кадриле ташланӑ чухне тата 20 мӑшӑр ташларӗ; тытмалла вылярӗҫ, 22 мӑшӑрӑн та пулӗ, йывӑҫсем хушшинче виҫӗ чуччу туса лартрӗҫ, каннӑ хушӑра чей ӗҫрӗҫ, апатланчӗҫ; халӑхӑн ҫурри пулӗ, пӗр ҫур сехете яхӑн, — ҫук, сахалтарах, чылай сахалтарах, — Дмитрий Сергеичпа икӗ студент тавлашнине итлерӗ, вӗсем Лопуховӑн чи ҫамрӑк юлташӗсенчен чи ҫывӑх тусӗсем шутланатчӗҫ; вӗсем пӗр-пӗрне эсӗ консеквентнӑй мар, сан модерантизм тата буржуалла туйӑм пур тесе хӑратрӗҫ; анчах, уйрӑммӑн илсен, вӗсен кашниннех расна ҫылӑх та тупӑнчӗ. Пӗр студентӑн романтизм, Дмитрий Сергеичӑн — схематистика, тепӗр студенчӗн — ригоризм; паллах, ют ҫынна ҫакӑн пек чакаланнине пилӗк минутран ытла итлесе тӑма йывӑр ӗнтӗ, тавлашакансенчен пӗри, романтик, сехет ҫурӑран ытларах чӑтса тӑраймарӗ, ташлакансем патне тарчӗ, анчах мухтавсӑрах тармарӗ. Вӑл темӗнле модерантист ҫине ҫилленсе кайрӗ, эпӗ унта пулман пулсан та, кӑштах ман ҫине ҫилленсе каятчӗ, вара вӑл, эпӗ чылай ватӑ пулнине пӗлсе, кӑшкӑрчӗ: «Ара, мӗн калаҫатӑр эсир ун ҫинчен. Эпӗ сире пӗр йӗркеллӗ ҫын, питӗ ӑслӑ хӗрарӑм мана ҫак кунсенче каланӑ сӑмахсене илсе кӑтартӑп: ҫын 25 ҫула ҫитиччен кӑна тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма пултарать», — терӗ вӑл, — вӑл хӗрарӑм камне пӗлетӗп вӗт эпӗ, — терӗ офицер тавлашакансем патне пырса, ку вӑл романтикӑшӑн инкек кӑна пулчӗ. — ку вӑл N г-жа, ӑна вӑл ман умрах каларӗ; вӑл чӑнах та питӗ лайӑх хӗрарӑм, анчах ӑна ҫавӑнтах тытрӗҫ вӗт, — вӑл унччен ҫур сехет маларах кӑна хӑй 26 ҫулта тесе мухтаннӑччӗ, астӑватӑн-и, пуринпе пӗрле епле ахӑлтатса кулчӗ вӑл, халӗ ӗнтӗ тӑваттӑшӗ те ахӑлтатса кулса ячӗҫ, романтик ахӑлтата-ахӑлтатах аяккалла тарчӗ. Анчах ун вырӑнне офицер тавлашма пуҫларӗ, вара унчченхинчен те хытӑрах ахӑлтатма пуҫларӗҫ, мӗн чей ӗҫме тытӑничченех ахӑлтатрӗҫ. Офицер ҫапла пӗлтерчӗ: халлӗхе эпӗ, ҫулпа шутласан, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем шутне кӗретӗп-ха ҫавӑнпа та эпӗ ҫав ҫулти ытти ҫынсемпе пӗрлешме хирӗҫ мар, терӗ. Дмитрий Сергеич та ҫапла турӗ; вара ригористӑн та тӳрех ҫапла тумалла пулчӗ: ташласса ташламарӗҫ, анчах тытмалла вылярӗҫ. Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ. Улттӑмӗш хут тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн Дмитрий Сергеич хӑй вӑйсӑррине уҫҫӑнах йышӑнчӗ: вӗсем иккӗш те халтан кайрӗҫ. Виҫӗ шухӑшлавҫӑ курӑк ҫине выртса малалла тавлашма тытӑнчӗҫ; халӗ ӗнтӗ огюст — контист Дмитрий Сергеич пулса тӑчӗ, офицер схематист пулчӗ, анчах ригорист ригористах пулса юлчӗ.

Киле кайма 11 сехетре тапранчӗҫ. Карчӑксемпе ачасем кимӗсем ҫинчех ҫывӑрса кайрӗҫ; ӑшӑ тумтир нумай хатӗрлесе хуни лайӑх пулчӗ; ыттисем пӗрмаях калаҫрӗҫ, ултӑ кимӗ ҫинче пӗр чарӑнмасӑр шӳт турӗҫ, кулчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней