Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр хӳтлӗх айне ҫитсе чарӑнсан ҫеҫ вӑл хӑй мӗншӗн кунта килсе тӑнинчен тӗлӗнчӗ, килӗнчен мӗншӗн ҫаплах аякка кайнӑ пирки шухӑшласа тӑчӗ…
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ушкӑн аякка кайма та ӗлкӗреймерӗ, кашкӑрсем вӗтлӗх патне ҫитсе те тӑчӗҫ.Не успел отряд отойти прочь, как волки подошли к кустарнику.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Темиҫе кун, темиҫе ҫул хушши чӗре патне вӗри юн хӑваланӑ, чӗрене кӳрентерсе, кӳлештерсе, ыраттарса тӑнӑ япаласем халӗ, Тимофей вилнӗ хыҫҫӑн пурте таҫта аякка, ӗмӗр каялла таврӑнмалла мар кайрӗҫ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑй ҫитменнипе аяла пулнисен мӗскӗн сасси таврари тискер кӑшкӑрашупа хутшӑнса каять; вӗсене аякка сирсе ывӑтнӑ та, халь ӗнтӗ вӗсем, выҫӑ пирки, тутӑ чухнехи пурнӑҫшӑн мӗскӗнленсе макӑраҫҫӗ; анчах ҫав пурнӑҫшӑн кӗрешме пултараймаҫҫӗ вӗсем, хӑравҫӑскерсем, вӑйсӑрскерсем.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫакӑ хайрӑлса тухакан сасӑ, сывлӑша, чуна ҫӳҫентерсе яраканскер, тата тимӗр хӗлӗхӗсем уласа янӑрашни, Ылтӑн хӑвачӗ пусмӑрланипе пурнӑҫ хурланса ахлатни, Сарӑ Шуйттан ахӑлтатса кулса тӑни, — ҫакӑ шӑв-шав ӗнтӗ хулан шӑршлӑ ӳт-тирӗ вараласа пӗтернӗ, лапчӑтса хунӑ ҫӗр ҫинчен ҫынна таҫта аякка хӑвалать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ку хулара ҫӳлӗ ҫуртсем, ниҫтинчен ытла, пӗлӗте ҫӗртен аякка тӗксе уйӑрса янӑ.Высота домов в этом городе оттолкнула небо дальше от земли, чем где-либо.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Кушак пек чӗрӗскер, Нунча ун умне пӗшкӗнчӗ те, ыттисемпе пӗрле кула-кула: — Хӗрӗм, — терӗ хӑйӗн вӑйлӑ аллипе хӗрӗн сапаланнӑ ҫӳҫне якатса, — ачамҫӑм, пӗлес пулать: чӗре вӑл вӑйӑра, ӗҫре, юратура пиҫет — пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм чӗри вӑл, пурнӑҫа ӑна вӑтӑртан аякка иртсен тин пӗлсе ҫитетӗн… ан кӳрен, хӗрӗм!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫынсемпе тачкӑсем, чулсемпе йывӑҫ куписем хушшипе хӑвӑрттӑн пӑркаланса пыракан Коноваловӑн ҫӳлӗ кӗлетки аякка кайса ҫухалчӗ.Высокая фигура Коновалова, быстро шмыгая между людей, груд камня, дерева и тачек, исчезала вдали.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хӑшпӗр чухне Федьӑна шалҫаран ытлашши аякка кайма тиврӗ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗрача ҫӑмӑллӑнах пӗр пӑр татӑкӗ ҫинчен тепӗрин ҫине сикетчӗ, ҫыранран чылай аякка кайнӑччӗ ӗнтӗ.Девочка легко перепрыгивала с льдины на льдину и вскоре была уже далеко от берега.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аякка кармашатӑн, анчах хӑратӑп, Катюша.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Соломон патша вӑтам ҫулсене те — хӗрӗх пиллӗке — ҫитмен-ха, ун ӑсӗпе илемӗ, ун пурнӑҫӑн ӗлккенлӗхӗпе килӗ-ҫурчӗн капӑрлӑхӗ ҫинчен вара чап Палестина ҫӗрӗнчен чылай-чылай аякка саланнӑ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах мӗнле сӑлтава пула-ха вӗсем хӗрӳллӗн тавлашнӑ, шӑппӑн калаҫнӑ, вуланӑ, мӗншӗн уҫӑлса ҫӳреме аякка ҫӳренӗ?Но что же было предметом этих жарких споров, тихих бесед, чтений, далеких прогулок?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Верхлево урлӑ ҫул хывас пирки тата кӗпер хывас пирки акӑ мӗн: сирӗнтен чылай хушӑ ҫыру илмен пирки, эпӗ хам именинчен Нелькине ҫул хывма Одонцовпа тата Беловодовпа калаҫса татӑлтӑм, Обломовка вара ҫултан аякка юлать.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чылай ҫӗрлеччӗ ӗнтӗ, эпир, сывпуллашса, пӗр-пӗринчен самай аякка уйрӑлса кайма ӗлкӗрнӗччӗ, эпӗ сасартӑк хам хыҫра Олеся сассине илтрӗм:
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Малтанах вӑл ачана ҫивӗч пӑхать, хӑйӗнчен аякка ямасть, вӑл шухӑланнӑшӑн хыттӑн мӑкӑртатать, унтан хӑйне парӑнтаракан чир ҫывхарнине туйса, ачана: хапхаран ан тух, качакана ан тӗкӗн, кӑвакарчӑнсен йӑвине е галерея ҫине ан хӑпар, тесе йӑлӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран амӑшӗ ӑна тепӗр хут ачашласа илет те, сад пахчине, картишне, ҫаран ҫине выляма кӑларса ярать; ачана пӗччен хӑвармалла марри ҫинчен, лашасен ҫывӑхне, йытӑсемпе качакасем патне ямалла марри ҫинчен, килтен аякка кӑймалла марри ҫинчен, уйрӑмах, ялта усал вырӑн тесе шутлакан типӗ ҫырмана, чи хӑрушӑ вырӑна, ҫывӑхне те пымалла марри ҫинчен няньӑна хыттӑн асӑрхаттарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ачасем кунтан таҫта аякка тарса кайма ӗлкӗрнӗ пулсан та тӗлӗнместӗп.Я не удивлюсь, если эти дети уже находятся где-нибудь далеко отсюда.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Халь тек кирлӗ мар вӗсене вӑратма, Вӗсем кайрӗҫ пит аякка.
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Монтекристо пур ачасен чапӗ хӑйсем пурӑнакан кварталтан чылай аякка сарӑлнӑ.Мальчики, имевшие монтекристо, были известны далеко за пределами своего квартала.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949