Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VIII сыпӑк

Раздел: Обломов –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.15 00:02

Предложений: 427; Слово: 5973

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Штольц темиҫе ҫул хушши Петербурга килмерӗ. Вӑл пӗррехинче кӑна кӗске вӑхӑтлӑха Ольга именине, Обломовкӑна, кӗрсе тухрӗ. Илья Ильич унран ҫыру илчӗ: Андрей ӑна яла кайса, йӗркене кӗртнӗ имение хӑй аллине илме ӳкӗтлет, хӑй вӑл Ольгӑпа Крымӑн кӑнтӑр енне икӗ тӗллевпе каять: унӑн Одессӑра ӗҫсем пур, арӑмӗн ҫуратнӑ хыҫҫӑн сывалмалла. Вӗсем лӑпкӑ кӗтесре, тинӗс хӗрринче вырнаҫрӗҫ. Вӗсен пӳрчӗ пуян та, капмар та мар. Пӳрт ӑшчикӗ те, тулашӗ пекех, хӑйне евӗрлӗ, хуҫасен шухӑш-кӑмӑлне кура. Вӗсем хӑйсемпе пӗрле нумай тӗрлӗрен пурлӑх илсе килчӗҫ; Российӑран та, ют патшалӑхран та вӗсем патне нумай тавар тӗркисем, чӑматансем, лавсем ярса тӑчӗҫ.

Килӗшӳллӗ капӑр пӳлӗмсенче пурӑнма юратакан ҫын ҫакӑнти тӗрлӗрен тӗслӗ сӗтел-пукана, кивӗ картинӑсене, алсӑр-урасӑр статуйӑсене, япӑх пулин те, хаклӑ гравюрӑсене, ӑпӑр-тапӑра курсан, тӗлӗннипе хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе ҫеҫ илӗччӗ. Тен, ӑнланакан ҫын ҫеҫ вӑл-ку картина ҫине, ӗлӗкренпе сарӑхса кайнӑ пӗр-пӗр кӗнеке ҫине, кивӗ фарфор е чулсемпе укҫасем ҫине ӑмсанса пӑхнӑ пулӗччӗ.

Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.

Кунтах Андрей ашшӗнни евӗрлӗ ҫӳлӗ конторка, замш перчеткесем пур; минералсемпе, рак хуранӗсемпе, кайӑк кӗлеткисемпе, тӗрлӗрен тӑм, тавар тӗслӗхӗсемпе шкап ҫумӗнче, кӗтесре, клеенкӑллӑ плащ ҫакӑнса тӑрать. Ытти япаласенчен хисеплӗрех вырӑнта ылтӑнпа капӑрлатнӑ Эрар роялӗ йӑлтӑртатса ларать.

Пӳрт стенисене иҫӗм ҫырли ҫеҫки, плющпа мирт тӗмӗсем хупласа тӑраҫҫӗ. Галерейӑран тинӗс курӑнать, тепӗр енчен — хуланалла каякан ҫул.

Унта Андрея Ольга кӗтсе ларать, Андрей таврӑннине курсанах, вӑл аяла анать, капӑр чечек пахчипе, вӑрӑм тополь аллейипе чупса иртет те упӑшкин кӑкӑрӗ ҫине ыткӑнать, качча тухнӑранпа пӗр ҫул мар, иккӗ те мар иртнӗ пулин те, унӑн пичӗ савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшать, куҫӗсем ҫунса тӑраҫҫӗ, чӗри чӑтӑмсӑр телейпе хӗрӳленет.

Юратупа авлану ҫине Штольц хӑйне евӗрлӗ, ытлашши хакласа пӑхать пулӗ, тен, анчах мӗнле пулсан та, ҫынсем пӑхнӑ пек мар. Кун пирки те вӑл, хӑй шучӗпе, ирӗклӗ те тӳрӗ ҫулпа пырать; анчах ҫав «тӳрӗ ҫулпа» утма вӗреннӗшӗн вӑл мӗн чул сӑнарӗ, тӳсрӗ, тӑрӑшрӗ!

Пурнӑҫри пур япала ҫине те, вак-тӗвек ҫине те шӳтлемесӗр пӑхма вӑл ашшӗнчен вӗреннӗ; тен, вӑл унран вак-тӗвек ӗҫе те ытлашши тума вӗреннӗ пулӗччӗ, — нимӗҫсем пурнӑҫри кашни утӑма, ӑнланӑва та ҫавнашкал педантла хаклаҫҫӗ.

Штольц ашшӗн пурнӑҫӗ, чул ҫинчи авалхи ҫыру пек, пуриншӗн те паллӑ пулнӑ, ҫав пурнӑҫра нимӗнле урӑх йӗр те пулман. Анчах юрлани, ачашшӑн пӑшӑлтатни, унтан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫынлӑ князь ҫурчӗ, кайран университет, кӗнекесем, светри пурнӑҫ — ҫаксем йӑлтах Андрея ашшӗ кӑтартса панӑ тӳрӗ ҫул-йӗртен пӑрса янӑ; вырӑс пурнӑҫӗ илӗртӳллӗ курӑннӑ, ҫавӑнпа леш тӗссӗр ҫыруран яр уҫӑ, анлӑ картина пулса тӑнӑ.

Андрей хӑйӗн туйӑмӗсене педантла путарса пыман, ирӗклӗн ӗмӗтленме те пултарнӑ, ҫапах ытлашши усӑсӑр ӗмӗтсене парӑнман, ҫав ӗмӗт-туйӑмсене вӑл кайран, хӑйӗн нимӗҫ ӑс-хакӑлӗпе, тӗплӗ сӳтсе явса вывод тунӑ.

Вӑл ӑсӗпе ырӑ-сывӑ пулнӑран ӳчӗпе те сывӑ пулнӑ. Ача чухне вӑл ҫивчӗ, ашкӑнакан пулнӑ, ашкӑнман чухне ашшӗ сӑнаса пынипе ӗҫленӗ. Унӑн ӗмӗтсемпе киленме вӑхӑчӗ те юлман. Ӑс-тӑнӗ саланман унӑн, чӗри пӑсӑлман; ӑна та, кӑна та амӑшӗ ҫирӗп упранӑ.

Каччӑ чухне хӑйӗн ҫамрӑк вӑй-халне ним шухӑшламасӑр упранӑ, кайран вӑл ҫакна ӑнланса илнӗ: ҫав вӑй-хал сывлӑхпа хаваслӑх ҫуратать, хӑюллӑ пулма пулӑшать; пурнӑҫ темле йывӑр пулин те, ӑна йывӑрлӑх, асап вырӑнне йышӑнма мар, тивӗҫ вырӑнне ҫеҫ йышӑнма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсенчен хӑрамасӑр тӑма, тивӗҫлӗн кӗрешме вӗрентет.

Хӑйӗн чӗрине те, унӑн ӑслӑ саккунӗсен те вӑл нумай шухӑшпа пӑшӑрхантарнӑ. Илеме ӑнланса та ӑнланмасӑр, вӑл мӗнле шухӑш-ӗмӗт ҫуратнипе савӑннӑҫемӗн, йӗри-тавра мӗн пулнине курса пурӑннӑҫемӗн вӑл ҫакна ӑнланнӑ: юрату Архимед рычакӗн вӑйӗпе тӗнчене ҫавӑрать, юратура мӗн чухлӗ ултавпа киревсӗрлӗх, ҫавӑн чухлех — никам пӗтерсе хумалла мар чӑнлӑхпа ырлӑх. Ӑҫта ырлӑхӗ? Ӑҫта шырлӑхӗ? Ӑҫта вӗсен хушшинчи чикӗ?

Ултавӗ ӑҫта? тесе ыйтсан, ун куҫӗ умне ӗлӗкхипе хальхи тӗрлӗ маскӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса тӑнӑ. Вӑл кулкаласа, пӗрре хӗрелсе, тепре куҫхаршисене пӗрсе, юрату геройӗсемпе героинисем ҫине пӑхнӑ; ун умне хурҫӑ перчеткеллӗ Дон Кихотсем, вӗсен ӗмӗтӗнчи дамӑсем, аллӑ ҫул хушши савнисене манмасӑр, улталамасӑр пурӑннӑскерсем, хӗрлӗ питлӗ, чакӑр, ӑшӑ куҫлӑ кӗтӳҫсем, вӗсен така пӑхакан савнийӗсем туха-туха тӑнӑ.

Ӑна пудра сӗрнӗ, чӗнтӗрлӗ ҫухавиллӗ, ӑссӑр куҫлӑ, аскӑнла кулакан маркизсем курӑннӑ; унтан перӗнсе, ҫакӑнса, пӑвӑнса вилнӗ Вертерсем курӑннӑ; малалла — шанса кайнӑ хӗрсем, ялан юратса йӗрекенскерсем, мӑнастире хупӑннӑскерсем, тилӗрекен ҫулӑмлӑ куҫлӑ, уссиллӗ геройсем, айван та чее Дон-Жуансем, савнийӗсене ӗненмен, ҫапах хӑйсен ключницисемпе пурӑнакан ӑслисем… пурте, пурте курӑннӑ!

Чӑнлӑх ӑҫта-ха? тесе ыйтсан, вӑл ҫывӑхра та, инҫетре те, куҫпа та, ӗмӗтпе те тӳрӗ, хӗрӳллӗ, уйрӑлми юратан хӗрарӑма шыранӑ, анчах тупайман; тупнӑ пек туйӑнсан та, ку тӗрӗс мар пулнӑ, кайран ӳкӗнме тивнӗ, ҫавӑнпа вӑл салхуллӑ шухӑша путнӑ, кӑмӑлне те хуҫнӑ.

«Ку ырлӑха туллин курма ҫук пулас», шухӑшланӑ вӑл: «е телейлӗ юратман чӗресем именчӗклӗ: вӗсем именсе пытанаҫҫӗ, ӑслӑ ҫынсене тавлашса ҫӗнтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; тен, ун пек ҫынсене хӗрхенеҫҫӗ вӗсем, хӑйсем телейлӗрен лешсен ҫылӑхне каҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен лешсем хӑйсен телейне, аталанма памасӑр, хӑйсемех пылчӑк ӑшне таптаҫҫӗ».

Вӑл мӑшӑрлӑ, пурӑнакансем ҫине пӑхнӑ та вӗсен пурнӑҫӗ ӑна яланах ӑнланмалла мар пек, уҫӑмлӑ мар пек туйӑннӑ; ҫав хушӑрах леш упӑшкасем ӑслӑ шухӑшсемпе пуҫа ҫӗмӗрмен, вӗсен ним шырамалли, тупмалли ҫук пекех, арлӑ-арӑмлӑ, лӑпкӑ та ӑнлануллӑ пурӑннӑ.

«Тӗрӗс тӑваҫҫӗ-и вӗсем? Тен, чӑнах, урӑх ним те кирлӗ мар?» хӑйне хӑй ӗненмесӗр шухӑшланӑ Штольц, хӑшпӗрисем мӗнле хӑвӑрт авланса, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма тытӑннинчен тӗлӗнсе.

Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗн ҫуркуннипе хӑвӑрт сывпуллашаҫҫӗ; нумайӑшӗ кайран арӑмӗсенчен ӗмӗрлӗхех ютшӑнаҫҫӗ, тахҫан вӗсене айванла юратнӑшӑн кӳренеҫҫӗ, тейӗн.

Теприсем питӗ нумай хушӑ, ватӑлса ҫитичченех юратаҫҫӗ, анчах вӗсем нихҫан та тӑрӑхласа кулма та пӑрахмаҫҫӗ…

Юлашкинчен, нумайӑшӗ именишӗн, хӗр пурлӑхӗпе киленсе пурӑнассишӗн авланаҫҫӗ: арӑм киле йӗрке кӳрет, вӑл — кил хуҫи арӑмӗ, амӑшӗ, ачасене ӑс паракан; юрату ҫине вара практика енӗпе ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, хуҫи ӑна пӗрре хӑнӑхать те урӑх нихҫан та асӑрхамасть.

— Мӗнле-ха ку: ҫутҫанталӑк саккунӗсене пула этем ҫапла пултарулӑхсӑр ҫуралать-и? — шухӑшланӑ Штольц: — е ку хатӗрленментен, вӗренментен килет-и? — Ӑҫта-ха ҫав хӑйӗн илӗртӳне нихҫан ҫухатман, кулӑшла пулман, улшӑнакан, ҫапах та сӳнме пӗлмен кӑмӑл-туртӑм? Мӗнлерех унӑн, пур ҫӗре сарӑлнӑ тулли ырлӑхӑн, ҫав пурнӑҫ сӗткенӗн, сӑнӗпе тӗсӗсем?

Штольц пророкла малалла пӑхнӑ, унта вӑл тӗтрери пек, хӑйӗн туйӑмӗсен сӑнарне курнӑ, ҫав сӑнарпа пӗрлех ӑна хӗрарӑм сӑнарӗ те курӑннӑ: вӑл — ун ӗмӗчӗсенчи пекех, ҫав тери нимпе палӑрман пекех, анчах ҫутӑ та таса сӑнар.

— Ӗмӗт! Ӗмӗт! — тенӗ Штольц, хӑйӗн усӑсӑр ӗмӗтӗнчен кулкаласа.

Ҫапах ҫав ӗмӗт мӗлки ун пуҫӗнчен тухма пӗлмен.

Малтанах вӑл ҫав сӑнар урлӑ хӗрарӑмӑн пуласлӑхне курма ӗмӗтленнӗ; анчах кайран, вӑл пӗве ҫитнӗ Ольгӑна курсан, унӑн чаплӑн чечекленнӗ илемне кӑна мар, пурӑнма, вӗренме, пурнӑҫпа кӗрешме вӑйӗ пуррине курсан, Штольца хӑйӗн ӗмӗчӗ ҫитнӗ пек туйӑнчӗ, вӑл мана пуҫланӑ юрату сӑнарне аса илчӗ, ӑна Ольгӑпа танлаштарма пуҫларӗ, иккӗшӗн хушшинче пӗр кӑлтӑксӑр чӑнлӑх пулассӑн туйӑнчӗ.

Штольц юрату, авлану ыйтӑвӗпе вылямарӗ, укҫашӑн, палла-тӑран пулӑшӑвӗшӗн, ӗҫшӗн вакланма шут тытмарӗ, ҫапах вӑл, турист, негоциант пулнӑскер, килтен тухмасӑр мӗнлерех пурӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшлакаларӗ. Вӑл малтанхи пек чупкаласса, тӗнче касса ҫӳреме пӑрахса лӑплансан, унӑн килти пурнӑҫӗ мӗнпе тулӗ? Ачисене пӑхса ӳстересси, вӗрентесси, пурнӑҫ ҫулӗ кӑтартасси, паллах, ҫӑмӑл та ӑссӑр задача мар, анчах унччен инҫе-ха, унччен мӗн тӑвӗ-ха вӑл?

Ҫак ыйтусем ӑна тахҫантанпах час-часах пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа ӑна хусах пурнӑҫ хӑратман; илеме ҫывӑх курса чӗре сикме пуҫласан, вӑл авланас шут тытман. Ҫавӑнпа вӑл Ольгӑран та ютшӑннӑ пекех пулнӑ — ӑна вӑл хӗре юратнӑ пек мар, пысӑк шанчӑк паракан лайӑх ачана кӑмӑлланӑ пек ҫеҫ кӑмӑлланӑ; шӳтлесе, сӑмах майӗн, вӑл пурне те пӗлме тӑрӑшакан Ольгӑна ҫӗнӗ, хӑюллӑ шухӑшсем пӗлтернӗ, хӑй пурнӑҫра курнине ӑнлантарнӑ, ӑна пурнӑҫра мӗн пулни-иртнине чӗррӗн, тӗрӗссӗн ӑнланма хистенӗ, унтан вара Ольгӑна та, хайӗн тӗплӗ мар урокӗсене те маннӑ.

Хушӑран, Ольга питӗ ӑслӑ шухӑшлама, ӑнланма пултарнине, вӑл суйманнине, пурне те юрасшӑн тӑрӑшманнине, унӑн туйӑмӗсем мӗнле ҫуралнӑ, ҫавнашкалах ирӗклӗн сӳрӗлнине, вӑл никам евӗрлӗ те мар, хӑй евӗрлӗ, хӑюллӑ, ҫирӗп, таса пулнине курсан — Штольц вӑл ҫапла пулнинчен тӗлӗннӗ кӑна, хӑй вӗрентсе каланисене астуса та илеймен.

Штольц ӑна ун чухне тинкеререх сӑнанӑ пулсан, ҫакна тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ; Ольга хӑй ҫулӗпе пӗчченпе пӗрех пырать, инкек-синкекрен ӑна инкӗшӗ ячӗшӗн ҫеҫ сыхлать; авалхи йӑх, хушамат, сослови, кивелнӗ йӑла-пӑла ҫинчен вӗрентсе каласа, ӑна ырӑ ятлӑ няньӑсем, асламӑшӗсем, инкӗшӗсем чӑрмантармаҫҫӗ; ӑна кивӗ ҫулпа вӑйпа ертсе каймаҫҫӗ; вӑл ҫӗнӗ сукмакпа утать, ҫав сукмак ҫинче вӑл хӑй ӑсӗпе, куҫӗпе, туйӑмӗпе йӗр хывать.

Ҫутҫанталӑк ӑна ку енӗпе кӳрентермен; инкӗшӗ унӑн ӑсӗпе ирӗклӗхне хӗсӗрлемест, ҫавӑнпа Ольга нумай япалана хӑех тавҫӑрса илет, ӑнланать, пурнӑҫа асӑрхануллӑн сӑнать, итлет… сӑмах майӗн тусӗ каланисене, канашӗсене те итлет…

Штольц ҫакна ним те сисмен, вӑл Ольгӑран малашне нумайӑшне кӗтнӗ, анчах питӗ малашне; вӑл Ольгӑна хӑйӗн мӑшӑрӗ пуласса нихҫан та сунман.

Ольга, хӑйне юратнипе именсе, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне чылайччен кӑтартман, Штольц ют ҫӗршывра асапланса кӗрешнӗ хыҫҫӑн тин ӑна асӑрхарӗ те тӗлӗнсе кайре; ҫав нумай шанчӑк паракан, манӑҫа тухнӑ ача халӗ кӑмӑллӑ та вӑйлӑ сӑнар пулса тӑнӑ. Унта Штольц Ольгӑн тӗпсӗр тарӑн чунне ӑнланма пуҫларӗ: ҫав чуна вӑл нихҫан та канӑҫтарма пултарайман.

Малтанах Штольцӑн Ольгӑн ӑс-хакӑлӗпе чылай кӗрешме, ҫамрӑклӑхӑн хӗрӳлӗхне пытарма, кӑмӑл хавхаланӑвӗсене лӑплантарма, пӗр пек лӑпкӑ пурӑнма тивнӗ, анчах ку нумайлӑха пыман: Штольц кӑшт ӗненсе куҫ хупсанах, каллех пӑлхану пуҫланнӑ, пурнӑҫ вӗреме тытӑннӑ, канӑҫсӑр ӑс, пӑлханнӑ чӗре ҫӗнӗ ыйтусем панӑ; пӑшӑрханнӑ шухӑш-ӗмӗте пусармалла пулнӑ, хӑйне хӑй сахалтарах е ытларах юратма тивнӗ. Ольга пӗр-пӗр япала ҫинчен шухӑша кайсан — Штольц ун тупсӑмне ӑнлантарма васканӑ.

Ӑнсӑртлӑха, ултавлӑ туйӑмсене ӗненесси пурнӑҫра яланлӑхах ҫухалса пынӑ. Ольгӑна ирӗклӗ те ҫутӑ малашлӑх курӑннӑ, вӑл вара, тӑрӑ шыври кашни чула, лакӑма, таса шыв тӗпне курнӑ пек, ҫав малашлӑхри пур япалана та курнӑ.

— Эпӗ телейлӗ! — пӑшӑлтатнӑ вӑл, иртнӗ пурнӑҫӗ ҫине пархатарлӑ пӑхса, вара, пулассине тӗпчесе, хӑй тахҫан Швейцарире, хӗр чухне курнӑ тӗлӗке, шухӑшлӑ кӑвак каҫа аса илнӗ, ҫав тӗлӗк ун пурнӑҫӗнче мӗлке пек пӗрле ҫӳренине ӑнланнӑ.

«Мӗншӗн пӳрчӗ-ши ку мана?» йӑвашшӑн шухӑшланӑ вӑл.

Ольга шухӑша кайнӑ, ҫак телей пӗтесрен хушӑран хӑранӑ та.

Ҫулсем иртнӗ, вӗсем пурӑнса ывӑнман. Шӑплӑх та ҫитнӗ, кӑмӑл ҫӗкленнисем те иртнӗ; вӗсем пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ӑнланма, чӑтӑмлӑн та хӑюллӑн тӳссе ирттерме вӗренсе ҫитнӗ, пурнӑҫ ҫаплах шӑпланса ларман вӗсен.

Ольга пурнӑҫа тӗплӗ ӑнланакан пулнӑ; Андрейпе унӑн пурнӑҫӗ пӗр юхӑма пӗрлешнӗ; вӗсен юратӑвӗ виҫерен тухса тилӗрмен; йӑлтах илемлӗ те лӑпкӑ пулса пынӑ.

Ҫак тивӗҫлӗ канӑҫра ҫывӑрса каяс та ырӑ курас, темелле пек: лӑпкӑ вырӑнта пурӑнакансем, кунне виҫҫӗ тӗл пулса, ырӑ кураҫҫӗ, вӗсем анасласа кулленхи калаҫӑва тӑсаҫҫӗ, ним шарламасӑр тӗлӗреҫҫӗ, яра куна тертленсе тунсӑхлаҫҫӗ: мӗн шухӑшламаллине шухӑшласа, мӗн калаҫмаллине калаҫса, мӗн тумаллине туса пӗтернӗ, урӑх ним калаҫмалли те, ним тумалли те ҫук, «пурнӑҫ ҫапла ӗнтӗ тӗнчере» тесе, ӗҫе пикенеҫҫӗ.

Ҫиелтен пӑхсан, Штольцпа Ольга пурнӑҫӗ ыттисенни пекех. Вӗсем, шуҫӑмпа пӗрлех мар пулин те, ирех тӑраҫҫӗ; нумайччен чей ӗҫсе ларма юратаҫҫӗ, хӑш чухне, ӳркеннӗ пекех, сӑмах чӗнмеҫҫӗ, унтан харпӑр хӑй кӗтессине каяҫҫӗ е пӗрле ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, уя кайса ҫӳреҫҫӗ, музыкӑпа киленеҫҫӗ… ыттисем пекех, Обломов ӗмӗтленни пекех.

Анчах тӗлӗресси, кулянасси ҫук вӗсен; вӗсем кичемленмесӗр, сӳрӗкленмесӗр пурӑнаҫҫӗ; вӗсем сӳрӗккӗн пӑхмаҫҫӗ, сӳрӗккӗн калаҫмаҫҫӗ; вӗсен калаҫу пӗтмест, час-часах хӗрӳллӗ пулкалать.

Пӳлӗмсенче вӗсен уҫӑ сассисем янӑраҫҫӗ, сада илтӗнеҫҫӗ, е вӗсем сӑмахпа ӑнлантарма ҫук шухӑш-туйӑма, хӑйсен ӗмӗчӗн тӗррине пӗр-пӗрне ӳкерсе кӑтартнӑ пек, шӑппӑн пӗлтереҫҫӗ…

Вӗсем чӗнменни те — хӑш чухне шухӑшлӑ телей, — ун пек телее Обломов ӑмсанатчӗ, — е пӗр-пӗрин пирки вӗҫӗмсӗр шухӑшлани…

Ӗмӗр ҫӗнӗ, йӑлтӑрти ҫутҫанталӑк илемӗ умӗнче вӗсем час-часах ним чӗнмесӗр тӗлӗнеҫҫӗ. Вӗсен сисӗмлӗ чунӗсем ҫав илеме хӑнӑхса ҫитеймеҫҫӗ: ҫӗр, тӳпе, тинӗс — йӑлтах вӗсен туйӑмне ҫутатать, вӗсем вара, юнашар ларса, ҫак аслӑ илеме сӑнаҫҫӗ, сӑмахсӑрах пӗр-пӗрне ӑнланаҫҫӗ.

Вӗсем ире ним пӑлханмасӑр кӗтсе илмеҫҫӗ; ҫӑлтӑрлӑ, ӑшӑ каҫсене те ним туйӑмсӑр ирттермеҫҫӗ. Вӗсен яланах шухӑшлас, туяс килет, ӗмӗр пӗрле шухӑшлас, туяс, калаҫас килет!..

Анчах мӗнле сӑлтава пула-ха вӗсем хӗрӳллӗн тавлашнӑ, шӑппӑн калаҫнӑ, вуланӑ, мӗншӗн уҫӑлса ҫӳреме аякка ҫӳренӗ?

Пур сӑлтава пула та. Ют ҫӗршывра Штольц пӗччен вулама, ӗҫлеме манчӗ: кунта Ольгӑпа куҫа-куҫӑн, вӑл шухӑшлама та Ольгӑпа пӗрле шухӑшлать. Ольгӑн шухӑшӗпе ирӗкӗ хыҫҫӑн вӑл аран-аран ҫеҫ ӗлкӗрсе пыракан пулчӗ.

Килйыш пурнӑҫӗнче мӗн тӑвас ыйту тахҫанах майлашрӗ, хӑй тӗллӗнех йӗркене кӗчӗ. Штольц Ольгӑна хӑйӗн канӑҫсӑр, ӗҫлӗ пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, мӗншӗн тесен Ольга хускалусӑр, сывлӑшсӑр пекех, пурӑнма пултараймасть.

Мӗнле те пулин ҫурт-йӗр тӑвасси, Обломовкӑри е именири ӗҫсем, ушкӑнпа пӗрлешсе тумалли ӗҫсем — пӗри те Ольга хутшӑнмасӑр е пӗлмесӗр пулса иртмеҫҫӗ. Вӑл вуламасӑр Штольц пӗр ҫыру та ямасть, пӗр шухӑша та ӑна пӗлтермесӗр пурнӑҫламасть; Ольга йӑлтах пӗлет, пуринпе те интересленет, мӗншӗн тесен Штольца интереслентерет.

Малтанах Штольц Ольгӑран пытарма ҫукран ҫеҫ ҫапла тӑватчӗ: ҫыру ҫырать-и, повереннӑйпа, пӗр-пӗр подрядчикпе калаҫать-и — яланах Ольга умӗнче, ун куҫӗ умӗнче; кайран ку хӑнӑхӑва кӗре пуҫларӗ, юлашкинчен йӑлана кӗрсе юлчӗ.

Ольга асӑрхаттарни, канаш пани, ырлани е ырламанни Штольцшӑн яланхи тӗрӗслев пулса тӑчӗ: Ольга та ун пекех ӑнланнине, унран япӑхах мар тавҫӑрнине, шухӑшланине сисрӗ Штольц… Захар хӑйӗн арӑмне ҫакнашкал пултарулӑхшӑн кӳренетчӗ, нумайӑшӗ ҫаплах кӳренеҫҫӗ — Штольц вара куншӑн телейлӗ!

Вуласси, вӗренесси тата — шухӑша ӗмӗр аталантарасси, вӗҫӗмсӗр ӳстересси! Ольга хӑйне кӑтартман кашни кӗнекешӗн, журналти статьяшӑн кӳлешет; Штольц, хӑй шучӗпе, пӗр-пӗр япалана Ольгӑшӑн ӑнланма йывӑр, кичем, ытла ӑслӑ тесе, ӑна кӑтартмасан, Ольга чӑнласах ҫиленет; кӑна вӑл педантизм, ирсӗрлӗх, тӗттӗмлӗх, тет, Штольца вара «кивӗ нимӗҫ парикӗ» тесе вӑрҫать. Кун пирки вӗсем хушшинче ҫивӗч, тарӑхтаруллӑ тавлашусем пулкалаҫҫӗ.

Ольга ҫилленет, Штольц кулать, Ольга пушшех ҫилленет; Штольц унпа килӗшсен, пӗлнине е вуланине каласан тин, вӗсем мирлешеҫҫӗ. Ӗҫ ҫакӑнпа пӗтет: Штольцӑн мӗн пӗлмелле, вуламалла, Ольгӑна та ҫавах кирлӗ.

Кайран, «ӑслӑ арӑмпа» мухтанас шутпа, Штольц Ольгӑна ытлашши ӑслӑ япаласем ҫинчен вӗрентмен. Ольга пӗр-пер япалана пӗлменнине палӑртсан, Штольц сахалрах именнӗ пулӗччӗ, анчах Ольга «ӑслӑ арӑм» пулма тӑрӑшнине кӑшт палӑртсанах, Штольц хытӑ хӗрелнӗ пулӗччӗ. Штольц мӗн те пулин тӑвас тенине Ольга икӗ хут ытларах пултарасшӑн ҫунать, уншӑн ним те паллӑ марри ан юлтӑр — пӗлме мар, ӑнланма тӑрӑшать вӑл.

Штольц ӑна таблицӑсемпе числосем ӳкерсе кӑтартмасть, анчах пурин ҫинчен те калать, пӗр-пӗр экономика теорине те, социаллӑ е философиллӗ ыйтусене те асӑнмасӑр хӑвармасть, вӑл, хӗрсе кайса, пикенсех калаҫать: вӑл Ольга умӗнче хайӗн пӗлӗвӗсен вӗҫӗмсӗр чӗрӗ картинне ӳкерсе кӑтартать, тейӗн. Ольга кайран вак-тӗвексене манать, анчах ун асӗнче ҫав картина, сӑрсем ҫухалмаҫҫӗ, унӑн шухӑшӗсене ҫутатса тӑран ҫулӑм та сӳнмест.

Ҫав ҫулӑм кайран Ольга куҫӗсенче йӑлкӑшнине, хӑйӗн шухӑшӗ Ольга сӑмахӗсенче палӑрнине, хӑйӗн шухӑшӗсене Ольга ӑнланса илнине курсан, Штольц мӑнкӑмӑллӑн та телейлӗн савӑнать; Штольц кӗскен те кичеммӗн калани, вӑл каланинчен мӗн те пулин асра юлни кайран Ольга хӗрарӑмла илемлӗ каланӑран пушшех илӗртӳллӗ пек туйӑнать.

Ӑславҫӑ евӗр те, художник евӗр те Штольц Ольгӑна ӑслӑ пурӑнма вӗрентет; вӑл вӗреннӗ чухне те, пурнӑҫпа кӗрешсе ҫирӗпленнӗ йывӑр кунсенче те хальхи пек тимлӗ пулман; халӗ ӑна хӑйӗн тусӗн лӑпланма пӗлмен ӑс-хакӑлӗ пӑшӑрхантарсах тӑнӑ.

— Мӗнле телейлӗ эпӗ! — тет Штольц хӑйне хӑй, вара хайне евӗрлӗ ӗмӗтленет, малашнехине асланнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш уйӑх иртсен мӗн пулассине курма тӑрӑшать.

Ольга ӑна малашне хӑйне хӑй юратакан хӗрарӑм пек мар, хӗрӳллӗ юратакан арӑм пек мар, ача пӑхса ӳстерекен, кайран пурнӑҫра никама кирлӗ мар амӑшӗ пек те мар, темле урӑхла, халиччен пулман пысӑк ҫын евӗр курӑнать…

Ольга пӗтӗм телейлӗ ӑру ӳстерсе, ӑна тӳрӗ ӑс-хакӑллӑ тума пултаракан ҫын пуласса ӗмӗтленет Штольц.

Вӑл шикленсе шухӑшлакалать: Ольгӑн ирӗкӗпе вӑйӗ ҫитӗ-ши?.. ҫавӑнпа вӑл ӑна хӑвӑртрах пурнӑҫа парӑнтарма, пурнӑҫпа кӗрешмелӗх хӑюлӑх пухма пулӑшать, — халӗ, вӗсем иккӗшӗ те ҫамрӑк чух, пурнӑҫ вӗсене хӗрхеннӗ чух, хуйха юратупа ҫӗнтернӗ чух — халӗ шӑпах ҫавна тума вӑхӑт.

Вӗсен кунӗсем салхуланаҫҫӗ, анчах нумайлӑха мар. Ӗҫсем ӑнманни, пысӑк укҫа ҫухатни — ку йӑлтах вӗсене кӑшт ҫеҫ пӑшӑрхантарать. Ку вӗсене ытлашши хут чӑрмантарать, ҫӳреме хистет, вара хӑвӑртах манӑҫа тухать.

Инкӗшӗ вилсен, Ольга чӗререн хурланса йӗрчӗ, анчах ку та ӑна ҫур ҫул пек ҫеҫ кулянтарчӗ.

Ачасем чирлени ӑна яланах хӑратать, чӑрмав кӳрет, анчах чир иртсе кайсанах Ольга каллех телейлӗ.

Штольца пуринчен ытла Ольга сывлӑхӗ пӑшӑрхантарать; Ольга ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн часах сывалса ҫитеймерӗ, ку Штольца питӗ пӑшӑрхантарчӗ. Кунтан хӑрушӑ хуйхӑ уншӑн ҫук.

— Мӗнле телейлӗ эпӗ! — тет шӑппӑн Ольга, хӑйӗн пурнӑҫне сӑнаса, ҫакна ӑнланнӑ чухне вӑл хушӑран шухӑша каять… уйрӑмах качча тухнӑранпа виҫӗ-тӑватӑ ҫул иртсен.

Тӗлӗнмелле вӑл, этем! Ольгӑн телейӗ мӗн тери туллирех, вӑл ҫав тери шухӑша каять… шикленет те! Вӑл хӑйне ҫирӗп сӑнанӑ хыҫҫӑн ҫакна асӑрхарӗ: ӑна ҫак пурнӑҫ шӑплӑхӗ, унӑн телейлӗ саманчӗсем иментереҫҫӗ. Вӑл, ҫак шухӑша каяслӑха вӑйпа сирсе, васкаса шӑв-шав курса, хускалса, тимлесе пурӑнма тӑрӑшать, вӑл упӑшкипе пӗрле хулана каясшӑн, светра, ҫынсем хушшинче пурӑнса курасшӑн пулчӗ, анчах нумайлӑха пымарӗ ку.

Светри хӗвӗшӳ ӑна кӑшт ҫеҫ сӗртӗнчӗ, вӑл вара, унти мӗнле те пулин йывӑр, ют япаласене манас тесе, каллех хӑй кӗтесне васкарӗ, каллех килти пурнӑҫӑн вак-тӗвек чӑрмавӗсемпе аппаланчӗ, кунӗ-кунӗпе ачасен пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, ачасемшӗн амӑшӗ те, няня та пулчӗ е Андрейпе пӗрле тимлесе вуларӗ, «ӑслӑ тата кичем» япаласем ҫинчен калаҫрӗ, иккӗшӗ поэтсене вуларӗҫ, Италие каясси ҫинчен калаҫкаларӗҫ. Ольга хӑй Обломов евӗр сӳрӗкленсе каясран шикленчӗ. Анчах вӑл чунӗ вӑхӑтран вӑхӑта самантлӑх тӗлӗрсе, хытса кайнине тем пекех пӗтерес тесен те, ирӗксӗрех малтан телее ӗмӗтленет, ӑна кӑвак каҫ, сӗмлӗх хупӑрласа илет, унтан каллех, пурнӑҫ канлӗхӗ ҫитнӗ пек, тутлӑ ӗмӗт татӑлать, кайран вара Ольга именет, шикленет, темшӗн тунсӑхлать, унӑн канӑҫсӑр пуҫӗнче темле уҫӑмсӑр тӗтреллӗ ыйтусем ҫуралаҫҫӗ. Ольга тимлӗ итлет, хӑйне хӑй тӗпчет, анчах нимле те тӗпчесе тупаймасть, вӑхӑт-вӑхӑтӑн чунӗ мӗн ыйтнине, мӗн шыранине пӗлме пултараймасть; калама та хӑрушӑ — унӑн чунӗ тунсӑхлать, ӑна телейлӗ пурнӑҫ ҫитмен пек, ҫак пурнӑҫ ӑна ывӑнтарнӑ пек, вӑл, урӑх, халиччен пулман ҫӗнӗ япаласем ыйтса, малалла туртӑннӑ пек туйӑнать.

«Мӗн-ха ку?» хӑраса шухӑшлать Ольга. «Чӑнах тата мӗн те пулин тума кирлӗ-и, мӗне те пулин ӑмсанма пулать-и? Ӑҫта каяс-ха? Ниҫта та! Малалла ҫул ҫук!.. Чӑнах ҫук-ши, чӑнах эсӗ пурӑнса пӗтертӗн те-ши? Чӑнах йӑлт… йӑлт пӗтрӗ-ши?..» тет унӑн чунӗ, анчах каласа пӗтереймест… ҫав чун пӑшӑлтатнине никам ан пӗлтӗрччӗ, ан илттӗрччӗ тесе, Ольга шиклӗн йӗри-тавра пӑхкалать… Вӑл куҫӗпе тӳпене, тинӗсе, вӑрмана йӑлӑнать… ниҫта та ответ ҫук: тӳпе — ҫӳлӗ, тинӗс — тарӑн, вӑрман — тӗттӗм.

Ҫутҫанталӑк ялан пӗр евӗрлӗ калать; Ольга ҫутҫанталӑкра пӗр вӗҫӗ-хӗррисӗр, анчах улшӑнусӑр, пуҫламӑшсӑр, вӗҫсӗр пурнӑҫ юхӑмне ҫеҫ курать.

Вӑл ҫак пӑшӑрхантарусем ҫинчен камран ыйтса пӗлмеллине чухлать, вӑл ответ тупнӑ пулӗччӗ, анчах мӗнле ответ? Е ҫакӑ вӑл — усӑсӑр ӑс ӳпкевӗ, е унтан та япӑхраххи, юратма пӗлмен хытӑ чӗрен канӑҫсӑрлӑхӗ-и? Турӑҫӑм! Ольга Штольцӑн кумирӗ — чӗресӗр, нимпе ҫырлахман хытӑ ӑслӑ хӗрарӑм! Мӗн пулӗ-ха унран? Кӑвак чӑлха-и?

Ҫак халиччен пулман, ҫӗнӗ, ҫапах паллӑ асапсене Штольц пӗлсен, Ольга ун умӗнче мӗнлерех япӑхланнӑ пулӗччӗ!

Куҫӗсем ирӗксӗрех темле типпӗн те хӗрӳллӗн пӑхнӑ чух, сӑнӗ салхулансан, темле тӑрӑшсан та, кулас, калаҫас килмесен, Штольц политика ҫинчен, наукӑри ҫӗнӗ утӑмсем ҫинчен, искусствӑри ҫӗнӗ творчество ҫинчен хавхаланса калаҫнине ним пӑлханмасӑр итленӗ чух — Ольга унран пытанма е чирлӗ пек пулма тӑрӑшать.

Ҫав хушӑрах ун макӑрас килмест, вӑл нервсем вылянӑ, ҫамрӑк вӑй вӑранса палӑрнӑ чухнехи пек ӑнсӑртран хумханса чӗтремест.

— Мӗнле-ха ку? — ӗмӗтне татса ыйтать вӑл, илемлӗ, лӑпкӑ каҫ сӑпка умӗнче ларнӑ чух е упӑшки ачашланӑ, калаҫнӑ чух сасартӑк кичемленсе, нимпе те интересленмесӗр.

Вӑл сасартӑк хытса кайнӑ пек пулать те шӑпланать, унтан, хӑйӗн сывалми чирне пусарасшӑн пулса, юри хавасланнӑ пек пулать е, пуҫ ыратать тесе, ҫывӑрма выртать.

Анчах ҫивӗч куҫлӑ Штольцран пытанма ҫӑмӑлах мар: Ольга ҫакна лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа вӑл, вӑрттӑн пӑлханса, унпа тӳрӗ калаҫма хатӗрленет; тахҫан вӑл ҫапла ӑна хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен тӳрӗ каласа панӑччӗ. Калаҫасси ҫитрӗ.

Пӗррехинче, каҫхине, вӗсем тополь аллейинче уҫӑлса ҫӳрерӗҫ. Ольга Штольц хулӗнчен хытӑ уртӑнчӗ те нимӗн те чӗнмерӗ, Вӑл хӑйӗн паллӑ мар тытамакӗпе асапланчӗ, Штольц мӗн ҫинчен сӑмах пуҫарсан та, вӑл кӗскен кӑна хирӗҫ тавӑрчӗ.

— Нянька калать, Оленька ҫӗрле ӳсӗрчӗ, тет. Ыран тухтӑр патне ярас мар-ши? — ыйтрӗ Штольц.

— Эпӗ ӑна ӑшӑ сӗт ӗҫтертӗм, ыран уҫӑлса ҫӳреме ямастӑп, кайран — курӑпӑр! — терӗ Ольга, сассине улӑштармасӑр.

Аллея вӗҫне ҫитичченех вӗсем шӑп пычӗҫ.

— Мӗн эсӗ хӑвӑн Соничка тусу патне ҫыру ҫырса ямарӑн? — ыйтрӗ Штольц. — Эпӗ пӗрмай кӗтрӗм, аран ҫеҫ почтӑна ҫитме ӗлкӗртӗм. Эсӗ унӑн виҫҫӗмӗш ҫырӑвне ответлеместӗн ӗнтӗ.

— Ҫапла, манӑн ӑна часрах манас килет… — терӗ те Ольга шӑпланчӗ.

— Эпӗ Бичурина санран салам каларӑм, — каллех калаҫма пуҫларӗ Андрей: — вӑл сана юратса пӑрахнӑ вӗт, тен, вӑл куншӑн та пулин кӑштах лӑпланӗ.

Ольга кичеммӗн йӑлкӑшса кулчӗ.

— Ҫапла, эсӗ каласаттӑн, — ним пӑлханмасӑр каларӗ вӑл.

— Мӗн эсӗ, ҫывӑрасшӑн-им ? — ыйтрӗ Штольц.

Ольга чӗри кӑртах турӗ; хӑй ҫинчен ыйтмассерен ҫапла вӑл.

— Ҫук-ха, — юри харсӑрланса каларӗ вӑл: — мӗн вара?

— Сывӑ мар-им? — каллех ыйтрӗ Штольц.

— Ҫук. Сана ҫапла туйӑнать-им?

— Ну, тунсӑхлатӑн эппин!

Ольга икӗ аллипе те ун хулпуҫҫине ҫирӗп чӑмӑртарӗ.

— Ҫук, ҫук! — хирӗҫлерӗ вӑл юри лӑпкӑ сасӑпа, ҫапах ҫав сасӑра тунсӑх пур пек сисӗнчӗ.

Штольц Ольгӑна аллейӑран ҫавӑтса тухрӗ те ӑна уйӑх еннелле ҫавӑрса тӑратрӗ.

— Пӑх ман ҫине! — терӗ те вӑл Ольгӑна куҫӗнчен пӑхрӗ.

— Эсӗ… телейсӗр теме те пулать! Паян сан куҫусем ҫав тери тӗлӗнмелле, паян кӑна та мар… Мӗн пулчӗ сана, Ольга!

Вӑл ӑна пилӗкрен тытса каллех аллейӑна илсе тухрӗ.

— Пӗлетӗн-и-мӗн: ман… хырӑм выҫрӗ! — терӗ Ольга, кулса яма тӑрӑшса.

— Ан суй, ан суй! Эпӗ суйнине юратмастӑп! — юри хаярланнӑ пек каларӗ Штольц.

— Телейсӗр! — ӳпкевлӗн каларӗ Ольга, ӑна аллейӑра чарса. — Тен, ытлашши телейлӗ пулнӑран… телейсӗр пулӗ! — ҫав тери ачаш, ҫемҫе сасӑпа каласа пӗтерчӗ те вӑл — Штольц ӑна чуптуса илчӗ.

Ольга хӑюланчӗ. Штольц ҫӑмӑллӑн, шӳтлесе те пулин, вӑл телейсӗр тесе шутланине кӗтмен ҫӗртенех Ольгӑна тӳрӗ калама хистерӗ.

— Мана кичем мар, кичем пулма та пултараймасть: эсӗ ху пӗлетӗн кӑна, паллах, ху каланине ӗненместӗн; чирлӗ мар эпӗ, анчах… хушӑран мана… тунсӑх пусать… Акӑ сана йӑлӑхтармӑш этем, санран пытанма май ҫук пулсан! Ҫапла, тунсӑх, мӗншӗнне хам та пӗлместӗп!

Ольга пуҫне ун хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

— Авӑ мӗн! Мӗншӗн-ха? — ыйтрӗ Штольц, ун умне шӑппӑн тайӑлса.

— Пӗлместӗп, — тепӗр хут каларӗ Ольга.

— Ҫапах та сӑлтавӗ пулма кирлӗ, манра мар, сан тавра та мар пулсан, санра хӑвӑнта пулма кирлӗ. Тепӗр чух ун пек тунсӑх чиртен ҫеҫ килет… Сывӑ-и эсӗ?

— Ҫапла, пулма пултарать, — шӳтлемесӗр каларӗ Ольга. — Эпӗ ним те туймастӑп пулин те, ку тунсӑх ҫавнашкалскер пулӗ. Эпӗ мӗнле ҫинине, уҫӑлса ҫӳренине, ҫывӑрнине, ӗҫленине куратӑн эсӗ. Сасартӑк мана тем амакӗ пулать… вара мана пурнӑҫ та… тулли мар пек туйӑнать… Ҫук, эсӗ ав итле: ку йӑлтах пустуй сӑмах.

— Кала, кала! — ҫине тӑрсах ыйтрӗ Штольц: — ну, пурнӑҫра тем ҫитмен пек: тата мӗн?

— Тепӗр чухне ҫакӑ улшӑнасран, пӗтесрен хӑратӑп пек… хам та пӗлместӗп! — малалла каларӗ Ольга. — Е тата мӗн пулӗ-ши тесе, ухмахла шухӑшласа асапланатӑп. Мӗнех-ха ҫак пӗтӗм телей… пӗтӗм пурнӑҫ… — шӑппӑнрах, шӑппӑнрах, ҫӑк ыйтусенчен вӑтанса каларӗ Ольга: — ҫак пӗтӗм савӑнӑҫ, хуйхӑ… ҫутҫанталӑк… — пӑшӑлтатрӗ вӑл: — мана пӗрмай таҫта урӑх ҫӗре туртать; эпӗ нимпе те ҫырлахмастӑп… Турӑҫӑм! ҫапла ухмахланнишӗн намӑс мана… ку ӗмӗтпе киленни… Эсӗ ан асӑрха, ан кур… — хушса хучӗ вӑл, йӑлӑнакан сасӑпа, Штольц ҫумне йӑпшӑнса. — Ку тунсӑх часах иртет, вара эпӗ каллех хальхи пек хавасланатӑп!

Ольга Штольц ҫумне именчӗклӗн те ачашшӑн йӑпшӑнчӗ, чӑнласах вӑтанчӗ, «ухмахланнӑшӑн» каҫару ыйтнӑ пек пулчӗ.

Упӑшки чылайччен ыйтса пӗлчӗ, Ольга хӑйӗн тунсӑхӗн сӑлтавӗсене тухтӑра каланӑ пек чылайччен каларӗ, пӗтӗм вӑрттӑн ыйтусене, чунӗ мӗнле пӑшӑрханнине, кайран ҫав ӗмӗтсем ҫухалнине — йӑлтах, йӑлтах, мӗн аса илме пултарнине пӗлтерчӗ.

Штольц чӗнмесӗр каллех аллейӑпа утрӗ, пуҫне усрӗ, арӑмӗ калани пирки пӑшӑрханса, ним тавҫӑрса илмесӗр шухӑшларӗ.

Ольга ун куҫӗнчен пӑхрӗ, анчах ним те кураймарӗ; виҫҫӗмӗш хут аллея вӗҫне ҫитсен, вӑл Штольца таврӑнма памарӗ, хӑй черечӗпе, ӑна уйӑх еннелле ҫавӑрчӗ те куҫӗнчен пӑхрӗ.

— Мӗн эсӗ? — именчӗклӗн ыйтрӗ вӑл. — Эпӗ ухмахланнинчен кулатӑн-и, ҫапла-и? Капла тунсӑхлани — ухмахланни ҫеҫ, ҫапла мар-и?

Штольц чӗнмерӗ.

— Мӗншӗн чӗнместӗн эсӗ? — чӑтӑмсӑр ыйтрӗ Ольга.

— Эпӗ, сан тунсӑхна сиснӗ пулин те, нумайччен шарламарӑм; мана та чӗнмесӗр шухӑшлама пар ӗнтӗ. Эсӗ мана йывӑр задача патӑн.

— Эсӗ акӑ шухӑшлама тытӑнатӑн, эсӗ пӗчченех шухӑшланӑшӑн эпӗ асапланма пуҫлатӑп. Кӑлӑхах каларӑм! — хушса хучӗ вӑл. — Каласам мӗн те пулин…

— Мӗн калам-ха эпӗ сана? — шухӑшлӑн тавӑрчӗ Штольц. — Тен, сан нервусем йӗркеллех мар пуль: вара санпа мӗн тумаллине эпӗ мар, тухтӑр пӗлет. Ыран тухтӑр патне ярас пулать… Апла мар пулсан… Апла мар пулсан… — калама пуҫларӗ те вӑл шухӑша кайрӗ.

— «Апла мар пулсан», мӗнле-ха вара, кала! — чӑтӑмсӑр, ҫине тӑрсах ыйтрӗ Ольга. Штольц пӗрмай шухӑшласа пычӗ.

— Калаччӗ, — терӗ Ольга, ӑна аллинчен туртса.

— Тен, ку ытлашши ӗмӗтленнӗрен пуль: — эсӗ ытла чӗрӗ… тен, санӑн ҫавнашкал вӑхӑт ҫитрӗ пуль… — хӑй тӗллӗн калаҫнӑ пекех, ҫурма сасӑпа каласа пӗтерчӗ Штольц.

— Сасӑпа каласамччӗ, тархасшӑн, Андрей! Эсӗ мӑкӑртатнине тӳсме пултараймастӑп! — ӳпкелешрӗ Ольга. — Эпӗ ӑна ухмахла сӑмахсем каларӑм, вӑл пур — пуҫне усрӗ те тем мӑкӑртатать! Мана хӑрушӑ санпа кунта, тӗттӗмре…

— Мӗн каламалла — пӗлместӗп… «Тунсӑх пусать, темле ыйтусем пӑшӑрхантараҫҫӗ»: мӗн ӑнланас ку сӑмахсенчен? Эпир кун пирки каллех калаҫӑпӑр та курӑпӑр: каллех тинӗсре шыва кӗмелле пулать пулас…

— Эсӗ ху тӗллӗн каларӑн: «тен… вӑхӑт ҫитнӗ», терӗн; мӗн шухӑшларӑн эсӗ? — ыйтрӗ Ольга.

— Эпӗ шухӑшларӑм, — хуллен каларӗ Штольц; хӑй шухӑшне ӗненмесӗр, хӑй сӑмахӗсенчен вӑтаннӑ пекех каларӗ вӑл: — пӗлетӗн-и… ҫавнашкал минутсем пулаҫҫӗ… урӑхларах, эпӗ ҫакна каласшӑн: ку пӗр-пӗр кӑмӑл хуҫӑлнине ҫеҫ пӗлтерет пулсан, эсӗ йӑлтах сывӑ пулсан, вара тен эсӗ пурӑнас ӗмӗт сӳрӗкленнӗ вӑхӑта ҫитнӗ пулӗ… вара нимӗн пӗлмелли те ҫук, йӑлтах паллӑ…

— Эсӗ мана ватӑлнӑ тесшӗн пулас, — хӑвӑрт пӳлчӗ Ольга. — Ан хай ун пек калама! — вӑл ӑна пӳрнепе юнаса илчӗ. — Эпӗ ҫамрӑк-ха, вӑйлӑ, — хушса хучӗ вӑл, тӳрленсе тӑрса.

Штольц кулса ячӗ.

— Ан хӑра, — терӗ вӑл: — эсӗ нихҫан та ватӑлас пек мар! Ҫук, ку вӑл мар… ватлӑхра вӑй пӗтет, пурнӑҫпа кӗрешес килмест. Ҫук, сан тунсӑху, тертӳ — эпӗ шутлани тӗрӗсех пулсан — вӑй нумаййинчен килет… Пӗр хускалнӑ чӗрӗ ӑс пурнӑҫра ҫуккине шырать, тупаймасть те, вара тунсӑх… пурнӑҫпа ҫырлахманни пуҫланать… Ку вӑл — пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхне пӗлесшӗн ҫунакан чун тунсӑхӗ. Тен, санӑн та… Ку ҫаплах пулсан, вара ухмахланни мар.

Ольга ассӑн сывласа ячӗ, анчах ытларах савӑннипе пулас: унӑн хӑрани иртсе кайрӗ, вӑл упӑшки умӗнче куҫран ӳкмерӗ, йӑлтах урӑхла…

— Анчах эпӗ телейлӗ-ҫке; манӑн шухӑшӑм тӗлӗрмест, эпӗ ӗмӗтпе пурӑнмастӑп; пурнӑҫӑм манӑн улшӑнми пӗр евӗрлӗ мар — тата мӗн кирлӗ? Мӗн тума ку ыйтусем? — терӗ Ольга. — Ку — чир, хӗн-хур!

— Ҫапла, тӗттӗм, вӑйсӑр, айван ӑсшӑн ҫеҫ вӑл хӗн-хур пулӗ. Тен, ҫак тунсӑхпа ыйтусем нумайӑшне тӑнран янӑ; хӑшне-пӗрне вӗсем киревсӗр тӗлӗк пек, ӑссӑрланни пек курӑнаҫҫӗ…

— Телейӗме ниҫта чикме ҫук, ҫав тери пурӑнас килет… кӗтмен ҫӗртен сасартӑк хуйхӑ тупӑнать…

— А! Ку вӑл Прометей вучӗшӗн асапланни! Тӳсни кӑна сахал, вӑл тунсӑха юрат, иккӗленӳсемпе ыйтусене хисепле: вӗсем тулли пурнӑҫран килеҫҫӗ, тӳрккес туртӑмсем ҫук чухне, телей тулли чухне пулаҫҫӗ; вӗсем хуйхӑпа нуша чухне пулма пултараймаҫҫӗ; ҫынсен ушкӑнӗсем ҫав иккӗленӳсен тӗтрине, ыйтусен тунсӑхне пӗлмесӗрех пурӑнаҫҫӗ… Анчах кам хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене пӗлет, вӗсем уншӑн — асап мар, кӗтнӗ хӑнасем.

— Анчах вӗсене ҫӗнтерме ҫук: вӗсем тунсӑхлаттараҫҫӗ, пур япала ҫине те сӳрӗккӗн пӑхтараҫҫӗ… — хӑюсӑртараххӑн хушса хучӗ Ольга.

— Нумайлӑха-и? Кайран вӗсем пурнӑҫа тасатаҫҫӗ, — терӗ Штольц.

— Вӗсем тӗпсӗр авӑр патне илсе пыраҫҫӗ, вара каллех пурнӑҫа хытӑ юратма хистеҫҫӗ… Вӗсем ҫынна тӗлӗрсе кайма памаҫҫӗ, кӗрешме вӗрентеҫҫӗ…

— Темле тӗтреллӗ шухӑш-ӗмӗтсемпе асапланма! — ӳпкелешрӗ Ольга. — Йӑлтах ҫутӑ, сасартӑк пурнӑҫа темле сивлек мӗлке хуплать! Хӑтӑлма май ҫук-им?

— Мӗнле ан пултӑр: пурнӑҫ тӗревӗ! Вӑл ҫук пулсан, ыйтусемсӗр те пурӑнма йывӑр.

— Мӗн тумалла-ха? Пурӑнмалла та тунсӑхламалла-и?

— Ним те мар, — терӗ Штольц: — ҫирӗп пулмалла та ху ҫулупа тӳсӗмлӗ, тимлӗ утмалла. Эпир титансем мар, — малалла каларӗ вӑл, Ольгӑна ыталаса: — Эпир Манфредсемпе, Фаустсемпе пӗрле пӑлхавлӑ ыйтусене хирӗҫ кӗрешес ҫук, вӗсемпе хирӗҫес те ҫук; йывӑр саманта пуҫа тайса ирттерсе ярар, вара каллех телейлӗ пурнӑҫ пулӗ…

— Анчах вӗсем нихҫан та канӑҫ памасан: тунсӑх ытларах та ытларах пӑшӑрхантарма пуҫласан? — ыйтрӗ Ольга.

— Мӗнех-ха? Эпир ӑна хӑнӑхса ҫитӗпӗр… Ҫук, ун пек пулмасть, пирӗн пулма пултараймасть вӑл! Ку сан тунсӑху мар, этемлӗхӗн пӗтӗмӗшле чирӗ. Сана унӑн пӗр тумламӗ сирпӗннӗ… Ку йӑлтах хӑрушӑ, этем пурнӑҫран уйрӑлсан… ун тӗрекӗ ҫук пулсан. А иксӗмӗрӗн… Сан тунсӑху эпӗ шутланиех пултӑринччӗ, темле чир палли ан пултӑрччӗ… вара япӑхрах. Вӑл хуйхӑ умӗнче эпӗ хӳтлӗхсӗр, вӑйсӑр ӳкнӗ пулӑттӑм. Анчах темле тӗтре, тунсӑх, иккӗленӳ, ыйтусем пӗтерме пултараҫҫӗ-и пирӗн телее пирӗн…

Вӑл каласа пӗтереймерӗ, Ольга ун ытамне вакханка евӗр ыткӑнчӗ, ӑна мӑйран ыталаса, пӗр самантлӑха хытса тӑчӗ.

— Тӗтре те, тунсӑх та, чир те… вилӗм те! — савӑнса пӑшӑлтатрӗ вӑл, каллех телейлӗскер, лӑпланнӑскер, хаваслӑскер. Вӑл Штольца хальхи пек хӗрӳллӗ нихҫан та юратман пек туйӑнчӗ ӑна.

— Асту, эсӗ ӳпкелешни пурнӑҫӑнта чӑн пулса ан тӑтӑр, — терӗ Штольц, тӗшмӗшле шикленсе: — шӑпа сана хур ан тутӑрччӗ! Вӑл хӑйӗн парнисене хакламан ҫынсене юратмасть. Халиччен эпӗ пурнӑҫпа паллашнӑ кӑна, анчах ӑна тӳсмелле пулать. Асту акӑ, йывӑр кунсем, хуйхӑ килсе тухсан… ку ыйтусемпе аппаланаймӑн… Упра вӑйна! — хуллен, хӑй тӗллӗн каланӑ пекех хушса хучӗ Штольц Ольга хӗрӳленсе ыталанине хирӗҫ. Ун сӑмахӗсенче хурлӑх сисӗнчӗ, вӑл умра ҫав «йывӑр кунсене» курнӑ пекех туйӑнчӗ.

Унӑн хурлӑхлӑ сассинчен тӗлӗннӗ Ольга чӗнмерӗ. Вӑл ӑна та, ун сассине те виҫесӗр ӗненчӗ. Вара вӑл та тарӑн шухӑша кайрӗ.

Штольц ҫине таянса, Ольга ним чӗнмесӗр, ним сисмесӗр, аллея тӑрӑх хуллен утрӗ. Вӑл упӑшки хыҫҫӑн инҫетелле, «йывӑр кунсем», «асап» тенӗ вӑхӑталла шикленсе пӑхрӗ.

Ӑна урӑх сӑн курӑнчӗ — кӑвак каҫ мар, урӑх пурнӑҫ курӑнчӗ — шӑплӑхра, виҫесӗр ырлӑхра, Штольцпа пӗрле ирттерен ҫутӑ та уявлӑ пурнӑҫ мар.

Ҫук, вӑл унта хуйхӑллӑ ҫухату хыҫҫӑн ҫухату, тертлӗ йывӑр пурӑнӑҫ, халиччен пӗлмен хӑрушӑ туйӑмсем пуласса ҫеҫ ӑнланчӗ; тӗрлӗрен чирсем, ӗҫсем май килменни, упӑшкана ҫухатни ҫеҫ курӑнчӗ ӑна унта…

Вӑл ҫӳҫенчӗ, вӑйран кайрӗ, ҫапах ҫав ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫине хӑюллӑн тӗпчесе пӑхрӗ, ӑна хӑраса сӑнарӗ, хӑйӗн вӑйне виҫсе пӑхрӗ… Пӗр юрату кӑна улталамарӗ ӑна ҫав тӗлӗкре, ҫӗнӗ пурнӑҫра та вӑл ҫирӗп сӑнарӗ; анчах ҫав юрату та урӑхларах пулчӗ!

Ольга вӗрин сывламасть, ҫутӑ пайӑркасем те, кӑвак каҫ та ҫук; анлӑ та хаяр пурнӑҫри юрату умӗнче ҫулсем иртнӗ хыҫҫӑн ҫаксем йӑлтах ача вӑййи пек ҫеҫ туйӑнаҫҫӗ. Вӑл пурнӑҫра чуптуни те, кулни те ҫук, чечексем хушшинчи боскетра, ҫутҫанталӑкпа пурнӑҫ уявӗнче, хумханса-шухӑшласа калаҫнисем те ҫук… Йӑлтах «шанса ларнӑ, иртсе кайнӑ».

Леш сӳрӗкленме те, пӗтме те пӗлмен юрату, пурнӑҫ вӑйӗ пек, вӗсен сӑнӗнче хӑватлӑ палӑрса тӑрать — пӗрле асапланнӑ вӑхӑтра вӑл вӗсен куҫӗсенче, куҫҫулӗнче, хуллен макӑрнинче сисӗнет…

Ольгӑн тӗтреллӗ тунсӑхӗпе ыйтӑвӗсем ҫумне урӑхла, инҫетре пулин те, ҫапах уҫӑмлӑ, паллӑ та хӑрушӑ тӗлӗксем шӑппӑн хушӑнчӗҫ…

Хӑйӗн пурне те паллӑ мар, уҫӑмсӑр тунсӑхӗнчен те, пуласлӑхӑн асамлӑ та хӑрушӑ тӗлӗкӗсенчен те Ольга упӑшкин лӑплантаракан ҫирӗп сӑмахӗсемпе, упӑшкине виҫесӗр ӗненнипе канӑҫ тупрӗ, малалла хӑюллӑн утрӗ.

«Тӗтре» хыҫҫӑн ҫутӑ ир килет, кил хуҫи арӑмӗн, амӑшӗн чӑрмавӗсем пуҫланаҫҫӗ; ӑна хирти чечек пахчи илӗртет е упӑшкин кабинечӗ. Анчах Ольга, ним шухӑшламасӑр киленсе, пурнӑҫпа вылямасть, вӑрттӑн, хӑюллӑ шухӑшпа пурӑнать, вӑл хатӗрленет, кӗтет…

Вӑл ӳснӗҫемӗн ӳсет… Андрей хӑй тахҫан курма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑмпа арӑмӑн идеалӗ инҫетрине ӑнланчӗ, анчах вӑл Ольга ҫав идеала кӑшт аса илтернипе те телейлӗ: вӑл ҫакна та нихҫан кӗтменччӗ.

Ҫав хушӑрах ӑна чылайччен, ӗмӗрӗпех темелле, хӑйне хӑй юратакан, мӑнкӑмӑллӑ Ольга умӗнче хӑйӗн тивӗҫне сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшма тивет, киревсӗр килӗшӳшӗн мар, Ольга таса пурнӑҫне тӗксӗмлетес мар тесе; Ольга ӑна кӑшт ӗненми пулсан та, унӑн пурнӑҫӗ тӗксӗмленнӗ пулӗччӗ…

Хӗрарӑмсенчен нумайӑшне ҫакӑ кирлӗ мар: качча тухсан, вӗсем упӑшкин лайӑх енӗсене те, япӑх енӗсене те йышӑнаҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫӗпе ним хирӗҫмесӗр килӗшеҫҫӗ, е ҫавнашкалах пӗрремӗш курнӑ ҫынпа ҫыхланаҫҫӗ, ӑна хирӗҫ кӗрешме май ҫук е кирлӗ мар теҫҫӗ: «шӑпа, илӗртӳ, хӗрарӑм — вӑйсӑр чун», теҫҫӗ т. ыт. те.

Упӑшки ҫынсенчен ӑспа — арҫыннӑн ытарайми вӑйӗпе — уйрӑлса тӑрать пулин те, унашкал хӗрарӑмсем ҫав ӑспа пӗр-пӗр хаклӑ мӑйҫыххипе мухтаннӑ пек ҫеҫ мухтанаҫҫӗ, ӑна та ҫав ӑс вӗсен мӗскӗн ултавӗсене асӑрхасан ҫеҫ мухтаҫҫӗ. Анчах ҫав ӑс вӗсен ним тӗшне тӑман, ултавлӑ, ҫылӑхлӑ пурнӑҫне витӗр курать пулсан, вӑл вара вӗсен чунне тӑвӑрлатать, кансӗрлет.

Ольга шӑпана ҫапла суккӑрла парӑнассине, хӗрарӑмӑн мӗскӗнле вӑхӑтлӑх юратӑвне пӗлмест. Пӗрре суйланӑ ҫын хӑйне чӑннипех тивӗҫлӗ тесе, Ольга ӑна ӗненнӗ, ҫавӑнпа юратнӑ та, ӗненме пӑрахсан — юратма та пӑрахнӑ; Обломовпа ҫакӑн пек пулчӗ.

Анчах ун чухне вӑл хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ марччӗ; вӑл пурнӑҫа тинкерме, ӑнланса илме пикенетчӗ кӑна, хӑйӗн ӑсӗпе кӑмӑлне тӗрӗслеме тытӑнатчӗ кӑна; пурнӑҫ тума тытӑнманччӗ, пурнӑҫ ҫулӗсене пӗлменччӗ.

Анчах халӗ вӑл Андрее суккӑрла мар, ӑнланса илсе ӗненчӗ, Андрей уншӑн чи лайӑх арҫын идеалӗ пулса тӑчӗ. Ольга ӑна хытӑрах ӑнланнӑҫемӗн, Андрее унӑн чӗрипе ӑсне кӑна мар, шухӑш-ӗмӗтне те ҫырлахтарма йывӑртарах пулса пычӗ. Ольга ӑна ҫав тери хытӑ ӗненет, вӑл иккӗшин хушшине, турӑсӑр пуҫне, никама та кӗртес ҫук.

Ҫавӑнпа вӑл Андрей ҫӳҫ пӗрчи чухлӗ япӑхсан та тӳсеймен пулӗччӗ, Андрейӗн кӑмӑлӗнче е ӑсӗнче кашни кӑлтӑках Ольгӑна питӗ кӳрентернӗ пулӗччӗ. Арканнӑ телей ӑна пӗтерсе хурӗччӗ, е, вӑл юлас пулсан, Ольга тата шырӗччӗ…

Анчах ҫук, ун пек хӗрарӑмсем икӗ хут йӑнӑшмаҫҫӗ… Ҫавнашкал ӗненӳ, ҫавнашкал юрату пӗтнӗ хыҫҫӑн тепӗр хут чӗрӗлме ҫук.

Штольц хӑйӗн тулли, хумхануллӑ, чечеклӗ ҫуркунне пек пурнӑҫӗпе телейлӗ, вӑл ӑна тимлесе илемлетет, ачашласа упрать, ҫакна аса илсен ҫеҫ Штольц хӑраса ӳкет: Ольга тахҫан вилӗмрен ҫӳҫ пӗрчи вӗҫне юлнӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗрле утас ҫулӗ уйрӑлса кайма пултарнӑ, пурнӑҫ ҫулӗсене пӗлменни хӑрушӑ йӑнӑш патне илсе пыма пултарнӑ, Обломов ӑна…

Штольц ҫӳҫенсе илет. Мӗнле! Ольга хӑйне Обломов туса панӑ пурнӑҫпа пурӑнать! Ольга кунсерен вак-тӗвекпе аппаланать, вӑл — ялти улпут майри, хӑй ачисен няньки, кил хуҫи арӑмӗ — ҫав анчах!

Унӑн пӗтӗм ыйтӑвӗсем, иккӗленӗвӗсем, пӗтӗм канӑҫсӑр пурнӑҫӗ хуҫалӑхри чӑрмавсем пирки, уявсене, хӑнасене кӗтсе илесси пирки, килйышпа пухӑнса ӗҫесси, ача ҫуратасси, тӗне кӗртесси пирки, упӑшкин сӳрӗклӗхӗпе ыйхи пирки ҫеҫ пулнӑ пулӗччӗҫ!

Вӑл качча кайни ячӗшӗн кӑна, тӗллев мар, май ҫеҫ пулнӑ пулӗччӗ-и, хӑнана ҫӳреме, хӑнасене йышӑнма, апатланма, вечерсем ирттерме, пушӑ сӑмах ваклама май туса пани ҫеҫ пулнӑ пулӗччӗ?..

Мӗнле чӑттӑр-ха Ольга ун пек пурнӑҫа? Малтанлӑха пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхне шыраса пӗлме тӑрӑшса асапланӗ, макӑрӗ, тертленӗ, кайран хӑнӑхӗ, самӑрланӗ, ҫийӗ, ҫывӑрӗ, тамсайланӗ…

Ҫук, Ольга ун пек пулмӗ: вӑл макӑрӗ, асапланӗ, типсе ларе те ырӑ кӑмӑллӑ та вӑйсӑр упашки ытамӗнче вилсе кайӗ… Мӗскӗн Ольга!

Е чӗре вучӗ сӳнмесен, пурнӑҫ пӗтмесен, тӳсӗмлӗ вӑй ирӗклӗхелле туртӑнсан? Самантлӑха вӑйсӑр алла лекнӗ вӑйлӑ та вичкӗн куҫлӑ ӑмӑрткайӑк ами ҫуначӗсене сулать те ҫӳлӗ чул ту ҫинелле ыткӑнать, унта унран та вӑйлӑрах, вичкӗн куҫлӑрах ӑмӑрткайӑк ларать; е Ольга та ҫавнашкалах ыткӑнсан?.. Мӗскӗн Илья!

— Мӗскӗн Илья! — терӗ пӗррехинче Андрей, иртнине аса илсе.

Ҫак ята илтсен, тӗрлесе ларакан Ольга аллисене чӗркуҫҫи ҫине хучӗ, пуҫне каялла тайрӗ те шухӑша кайрӗ. Андрей калани ӑна иртнине аса илтерчӗ.

— Мӗнле-ши вӑл? — ыйтрӗ вӑл кайран. — Пӗлме те май ҫук-ши?

Андрей хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ.

— Почта ҫук чухне ҫынсем пӗр-пӗринчен уйрӑлсан, пӗр-пӗрине ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑ пек шутланӑ, чӑнах, ҫухатнӑ та; эпир ҫав вӑхӑтра пурӑнатпӑр, тейӗн, — терӗ Андрей.

— Хӑвӑн юлташусем патне каллех ҫырасчӗ сан: мӗн тесен те, пӗлнӗ пулӗччӗҫ…

— Эпир пӗлнинчен ытларах нимӗн те пӗлмен пулӗччӗҫ: сывах пурӑнать, ҫав хваттертех — кӑна эпӗ юлташсемсӗр те пӗлетӗп. Вӑл мӗнле пурӑннине, унӑн ӑс-хакӑлӗ мӗнлине, пурнӑҫ хӗлхемӗ сӳннипе сӳнменнине — ют ҫын пӗлеймӗ…

Ольга макӑрма хатӗрччӗ.

— Ҫуркунне Петербургра пулатпӑр — хамӑр пӗлӗпӗр.

— Пӗлнипе сахал, йӑлтах тӑвас пулать…

— Эпӗ тӑрӑшман-им? Сахал ӳкӗтлерӗм-и ӑна, уншӑн тӑрӑшрӑм, ун ӗҫӗсене майларӑм — вӑл чӗнмерӗ те хирӗҫ! Куҫ умӗнче чухне вӑл тем тума та хатӗр, кӑшт пӑрӑнатӑн кӑна — вӑл каллех ҫывӑрса каять. Ӳсӗр ҫынпа тӑрмашнӑ пек тӑрмашатӑн!

— Мӗншӗн пӑрӑнатӑн? — чӑтӑмсӑр хирӗҫлерӗ Ольга. — Унпа хӑюллӑрах пулас пулать: каретӑна лартмалла та илсе каймалла. Эпир халӗ имение куҫатпӑр ӗнтӗ; вӑл пирӗн ҫывӑхра пулать… ӑна хамӑрпа пӗрле илсе каятпӑр.

— Тупӑнчӗ ӗнтӗ иксӗмӗре валли чӑрмав! — пӳлӗм тӑрӑх уткаласа калаҫрӗ Андрей. — Вӗҫӗ-хӗррисӗр чӑрмав!

— Сана кансӗрлет-им вӑл? — терӗ Ольга. — Ку — ҫӗнӗ хыпар! Эсӗ ку чӑрмавшӑн ӳпкелешнине пӗрремӗш хут илтетӗп.

— Эпӗ ӳпкелешместӗп, — тавӑрчӗ Андрей. — Эпӗ шухӑшлатӑп.

— Ӑҫтан тухрӗ вӑл, шухӑшласси? Ку — кичем, чӑрмавлӑ ӗҫ, терӗн-им хӑвна ху — ҫапла-и?

Ольга ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Штольц хирӗҫлесе пуҫне пӑркаларӗ.

— Ҫук, чӑрмавлӑ мар, усӑсӑр: хушӑран эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп.

— Ан кала, ан кала! — чарчӗ ӑна Ольга. — Эпӗ каллех, иртнӗ эрнери пек, ун ҫинчен шухӑшласа тунсӑхлама пуҫлатӑп. Эсӗ унпа текех туслӑ мар пулсан та, этеме юратнӑран санӑн уншӑн тӑрӑшас пулать. Эсӗ ывӑнсан, эпӗ пӗччен каятӑп та унсӑрӑн тухмастӑп: вӑл эпӗ ыйтнине итлетех; унӑн виллине курас пулсан, эпӗ питӗ хурланса макӑрасса пӗлетӗп. Тен, куҫҫулӗ…

— Ӑна чӗртӗ тетӗн-им? — пӳлчӗ Андрей.

— Ҫук, ӗҫлеме чӗртеймӗ, анчах ӑна йӗри-тавра пӑхма, хӑйӗн пурнӑҫне урӑхлатма, лайӑхлатма пулӑшӗ. Вӑл пылчӑк ӑшӗнче мар, хӑйпе тан ҫынсем хушшинче, пирӗнпе пӗрле пулӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ ун патӗнче курӑнтӑм кӑна — вӑл пӗр минутлӑха вӑранчӗ, вӑтанса кайрӗ…

— Эсӗ ӑна малтанхиллех юратмастӑн-им? — шӳтлесе ыйтрӗ Андрей.

— Ҫук! — шӳтлемесӗр, шухӑша кайса, иртнине аса илнӗ пек каларӗ Ольга. — Эпӗ ӑна ӗлӗкхи пек юратмастӑп, анчах унра темскер пур, эпӗ ҫавна юрататӑп, ыттисем пек улӑштарассӑм ҫук.

— Кам-ха ыттисем? Кала, наркӑмӑшлӑ ҫӗлен, амант, сӑхса ил: эпӗ-им! Тӗрӗссине пӗлессӳ килет пулсан, Обломова юратма сана эпӗ вӗрентрӗм, кӑшт ҫеҫ ырлӑх патне ҫитереймерӗм. Мансӑр эсӗ ун умӗнчен ӑна асӑрхамасӑрах иртнӗ пулӑттӑн. Эпӗ сана ҫакна ӑнлантарам: унӑн ӑсӗ те ыттисенчен сахал мар, анчах вӑл тӗрлӗрен йӑх-ях айне пулнӑ та ним тумасӑр тӗлӗрет. Вӑл саншӑн мӗн пирки хаклине, эсӗ ӑна халӗ те мӗншӗн юратнине калас-и?

Ольга килӗшсе пуҫне сӗлтрӗ.

— Таса, тӳрӗ чӗреллӗ пулнӑшӑн! Ку темле ӑсран та хаклӑрах! Ку — ӑна ҫутҫанталӑк панӑ ылтӑн; вӑл ӑна вараламасӑр, пурнӑҫ ҫулӗпе утса тухнӑ. Вӑл, тӗксен ӳккеленӗ, сивӗннӗ, юлашкинчен, пӗтнӗскер, кӑмӑлне ҫырлахтарайманскер, пурӑнас вӑя ҫухатса, ҫывӑрса кайнӑ, анчах хӑйӗн тасалӑхне, тӳрелӗхне ҫухатман. Ун чӗри нихҫан та улталаса курман, ун ҫумне пылчӑк ҫыпӑҫман. Ӑна нимӗнле илемлӗ ултав та илӗртес ҫук, суя ҫул ҫине кӑларас ҫук; ан тив, ун тавра пӗтӗм киревсӗрлӗх, шырлӑх океанӗ хумхантӑр, пӗтӗм тӗнче наркӑмӑшпа пӑсӑлса, тӳнтерле ҫаврӑнтӑр — Обломов нихҫан та ултав туррине пуҫҫапас ҫук, унӑн чунӗ яланах таса, ҫутӑ, тӳрӗ пулӗ… Вӑл хрусталь пекех витер курӑнакан, таса чун; ун пек ҫынсем сахал; вӗсем сайра; вӗсем — халӑх хушшинчи ахахсем. Ун чӗрине нимпе сутӑн илеймӗн; ӑна кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та шанма пулать. Акӑ мӗншӗн эсӗ ӑна манмастӑн, акӑ мӗншӗн мана уншӑн нихҫан та тӑрӑшма йывӑр мар. Ырӑ ҫынсене нумай курнӑ эпӗ, анчах унран тасарах, ҫутӑрах, кӑмӑллӑрах чӗреллине курман; нумайӑшне юратрӑм эпӗ, анчах Обломова юратнӑ пек, ҫирӗп те хӗрӳллӗ, никама та юратман. Ӑна пӗрре пӗлсен, юратмасӑр тӑма май ҫук. Ҫапла-и? Пӗлтӗм-и?

Ольга, тӗрри ҫине пӑхса, чӗнмерӗ. Андрей шухӑша кайрӗ.

— Йӑлтах каламарӑм-и? Мӗн-ха тата? Ах!.. — аса илсе, хаваслӑн хушса хучӗ вӑл кайран. — «Кӑвакарчӑнла ачашлӑхне» пачах манса хӑварнӑ…

Ольга кулса ячӗ, хӑйӗн ӗҫне хӑвӑрт хучӗ, Андрей патне чупса пычӗ, ӑна мӑйран ыталарӗ, йӑлкӑшакан куҫӗсемпе темиҫе минут Андрее куҫран тӳрӗ пӑхрӗ, унтан, пуҫне ун хулпуҫҫи ҫине хурса, шухӑша кайрӗ. Вӑл Обломовӑн йӑваш та шухӑшлӑ сӑнне, унӑн ачаш куҫӗсене, уйрӑлнӑ чухне Ольга ӳпкеленине хирӗҫ Обломов мӗнле именчӗклӗн кулнине аса илчӗ те… вара вӑл питӗ хурланчӗ, Обломова питӗ шеллерӗ…

— Эсӗ ӑна манмастӑн-и, пӑрахмастӑн-и? — терӗ вӑл, упӑшкине ытамӗнчен вӗҫертмесӗр.

— Нихҫан та! Пирӗн хушӑмӑрта тӗпсӗр авӑр уҫӑлсан е стена ӳссе ларсан ҫеҫ…

Ольга упӑшкине чуптуса илчӗ.

— Петербургра эсӗ мана ун патне илсе каятӑн-и? Штольц ним калама пӗлмерӗ.

— Каятӑн-и? Каятӑн-и? — ҫине тӑрсах ыйтрӗ Ольга.

— Итле-ха, Ольга, — терӗ Штольц, мӑйне Ольга ытамӗнчен кӑларма тӑрӑшса: — малтанах…

— Ҫук, кала: илсе каятӑп, те, унсӑрӑн ямастӑп!

— Илсе кайӑп, — терӗ Штольц: — анчах пӗрремӗш хутӗнче мар, иккӗмӗшӗнче: ӑна систермесӗр курсан, сана мӗн пуласса пӗлетӗп эпӗ…

— Ан кала, ан кала!.. — пӳлчӗ Ольга. — Ҫапла, эсӗ мана илсе каятӑн: иксӗмӗр йӑлтах тӑватпӑр. Эсӗ пӗччен пултараймастӑн, кӑмӑлу та туртмӗ!

— Ҫапла пултӑр эппин; анчах сан кӑмӑлу хуҫӑлӗ, тен, нумайлӑхах, — терӗ Штольц, Ольга ӑна ирӗксӗрех килӗшме хистенӗшӗн.

— Асту эппин, — каларӗ Ольга, хӑй вырӑнне ларса: — Эсӗ иксӗр хушӑра «тӗпсӗр авӑр уҫӑлсан, стена ӳссе ларсан ҫеҫ» ӑна пӑрахатӑн. Эпӗ ку сӑмахсене манмастӑп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней