Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 5-мӗш сыпӑк

Раздел: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Источник: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.10.18 13:27

Предложений: 175; Слово: 1884

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Хӑвӑртлӑх — пултаруллӑх

Ирпеле, шкула кайнӑ чухне, Санька кӗпер тӗлӗнче шыв ҫӳлелле нумай хӑпарнине, кӑваккӑн курӑнакан чӑрӑш вӑрманӗ енчен ӑшӑ та вӑйлӑ ҫил вӗрнине асӑрхарӗ.

«Кун пек ҫил пӑра та ватать, — шухӑшларӗ вӑл. — Кӗтсех тӑр, пӑр халех тапранса каять».

Аван та-ҫке, парта кантӑк патӗнче чух урамрине пӗтӗмпех курма пулать. Анчах виҫӗмкун ун кунӗ ӑнӑҫмарӗ.

Коншаков класри доска ҫине пӑхас вырӑнне ытларах урамалла пӑхнине асӑрхасан, Надежда Петровна ӑна «Чукотка ҫурутравӗ» патне (класри ачасем чи кӗтесри партӑна ҫапла калаҫҫӗ), куҫарса лартрӗ.

Анчах пӑр кайнине сисмесӗрех ирттерсе яма юрамасть.

Санька Петька Девяткинпа калаҫса пӑхрӗ, лешӗ унтан ҫур кӑранташ ыйтса илсе, вӑхӑтлӑха кӑна хӑйӗн кантӑк патӗнчи вырӑнне ӑна пама пулчӗ.

Юлашки урок пуҫланчӗ.

Кӗтмен ҫӗртенех тулта кантӑк ваннӑ чухнехи пек сасӑ пулчӗ. Анчах ҫак аякран килекен вӑйсӑр сасса ачан ҫивӗч хӑлхи лайӑхах илтрӗ. Санька чӳрече умне тӗренчӗ. Юханшыв тапранман-ха, лӑпкӑ. Акӑ хӑмӑр пӑр ҫийӗнчен кукӑр-макӑр йӗр чупса иртрӗ, пӑр таткаланчӗ, шыв чашкӑрса, кӑпӑкланса тапса тухрӗ, юханшыв чӗтренсе илчӗ, сиккеленкелерӗ, аякри йывӑр ҫула тухас умӗн хӑйӗн вӑйне сӑнасшӑн пулнӑ пекех, ерипен тапранса кайрӗ.

Ҫак вӑхӑтра пӗтӗм класӗпех хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗҫ:

— Тапранчӗ! Каять!

— Мӗн пулчӗ, Коншаков? — математикӑпа вӗрентекенӗ пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. — Мӗншӗн эсӗ каллех чӳрече патне куҫса лартӑн?

— Пӑр тапранчӗ, Надежда Петровна! — пӗлтерчӗ Маша, хӑй Санька ҫине хапсӑнса пӑхрӗ. Яланах вӑл пӑр кайнине чи малтан курать! Ку ӗнтӗ унӑн вырӑнӗ телейлӗ ҫӗрте, кантӑк патӗнче пулнӑран.

Надежда Петровна, куҫлӑхне сӑмси ҫине лартса, кантӑк патне пычӗ, юханшыв ҫинелле пӑхрӗ.

— Чӑнах та — килӗшрӗ вӑл. — Вӑхӑт ҫитнӗ, ҫутҫанталӑк йӗрки. Надежда Петровна вара сӗтелӗ патне пырса, яланхи пекех кӑшт хупӑрах сассипе, Санькӑна хӑйӗн вырӑнне кайса ларма хушрӗ.

Санька ассӑн сывласа илчӗ те Петькӑпа вырӑнӗсене улӑштарса ларчӗ, вара ирӗксӗрех Андрей Иваныча аса илчӗ.

Андрей Иваныч дисциплинӑна ҫирӗп тытатчӗ, анчах, пӑр тапрансан яланах замаскине хӑех чакаласа, кантӑка уҫса яратчӗ, ачасемпе пӗрле ҫырма енне вӑрахчен пӑхса тӑратчӗ.

«Хӗл кунҫулӗ хӑйӗн ӗмӗрне выляса ирттернӗ. Халӗ ӗнтӗ пирӗн лӑпкӑ-лӑпкӑ Стожаркӑна чарса тӑраймастӑн — тинӗсех юхса ҫитӗ», тетчӗ те вӑл ҫурхи сывлӑша савӑнӑҫлӑн сывласа илетчӗ.

Ҫырма енчен вӗрекен уҫӑ ҫил класа варкӑшса кӗрет, кӗнеке страницисене уҫа-уҫа хупать, географи картине ҫилкӗҫ пек карса хурать, тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ ачасемшӗн ун ҫинчи кӑвак юханшывсемпе кӳлӗсем кантӑк тӗлӗнчи пӗчӗк Стожарка пекех чун кӗрсе тапранса кайнӑ пек туйӑнатчӗҫ пулӗ. Хӗл каҫа шкапра пурӑннӑ ватӑ кӗлетке-мулкачӑн хӑлхисем сиккеленеҫҫӗ, ҫӑмӗ вирелле тӑрать, мулкачӑ класран урама сиксе тухса, хӗвел хӗртнипе ӑшӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ патнелле каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, чупма хатӗрленет тейӗн ҫав.

Ҫак кун юлашки урок ытла та вӑрӑма тӑсӑлчӗ-ҫке.

Шкул сторожӗ пӑр кайнине пӑхса сехете сӑнама маннӑ пулӗ тесе те шухӑшласа пӑхрӗ Санька.

Акӑ тин шӑнкӑрав сасси хаваслӑн янрарӗ.

«Пӑр каять, — кайрӗ», — тенӗ пекех туйӑнчӗ вӑл Санькӑна, — шыв ахӑрать, енчен енне сирпӗнет, ҫыранран тухса каять, эсӗ пур ҫаплах класра ларатӑн, задачӑсем шутлатӑн. Хӑнӑхнӑ-и эсӗ ҫакӑн пек чухне — пӑр кайнине, шыв тулнине, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунине, вӑрманти вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла е ялти пушара курмасӑр ирттерсе яма?»

Санька утнӑ ҫӗртех сумки вырӑнне ҫакса ҫӳрекен противогаз сумкине кӗнекисене чикрӗ, крыльца ҫине чупса тухрӗ. Итлеме пуҫларӗ. Шавлать, кӗрлет тапраннӑ юханшыв! Аслӑ Торбеево ялне, шкул ҫав ял вӗҫне вырнаҫнӑ, ҫурмалла уйӑрать вӑл, унтан, авӑнса юхса, ҫарансемпе уйсене тапса тухать, лутра вӑрман урлӑ каҫса каять, чӑнкӑ ҫыран хӗррине таччӑн лӑпчӑнса Стожар патнелле пырать.

Кӗҫех шкул крыльци ҫине Стожар вӗренекенӗсем пухӑнчӗҫ. Киле, шкула хӗл каҫиччен ҫӳренӗ хӑма сарнӑ ансӑр каҫма урлӑ е тавра ҫулпа, кӗпер урлӑ каясси пирки хирӗҫӳ пуҫланчӗ.

Алеша Семушкин шыв урлӑ хывнӑ хӑма каҫӑ пӑрпа пӗрле юхса кайма пултарни ҫинчен пӗлтерчӗ, киле мӑн ҫулпах, кӗпер урлах таврӑнма тивет пулӗ.

Петька Девяткин хӑй ӑшӗнче Семушкин шухӑшӗпе килӗшрӗ, анчах темле пулсан та Санька ҫине пӑхса илчӗ. Кам пӗлет, ун пуҫне темӗнле шухӑш та пырса кӗрӗ!

Девяткин хӑйне, Санькӑн чи ҫывӑх юлташӗ тесе шутланӑ пулин те, хӑть мӗн пулсан та «Эпир Коншаковпа» теме юратнӑ пулин те, Санька ун шухӑшӗпе сайра хутра ҫеҫ килӗшнӗ.

Девяткин Петька, ашшӗне салтака илсенех, хӑйне мӑн ҫын пек туйма пуҫларӗ. Ҫаруран чупса ҫӳресси ӑна пӗчӗк ачалла хӑтланнӑ пек туйӑнчӗ, кирек мӗнле ҫанталӑкра та ашшӗн ухутана ҫӳремелли аттине тӑхӑнатчӗ. Анчах атти ӑна сахалах асаплантарман. Хӑйне валли вӑл ҫӳҫеллӗ, пурҫӑн енчӗк тупрӗ, килте лартнӑ хаяр табак туртма тытӑнчӗ, пластмассӑран тунӑ чие ҫырли тӗслӗ тура, кӗсье куҫкӗски туянчӗ, ирсерен ҫӳҫне шывпа йӗпетсе аяккинелле тураса яракан пулчӗ.

Петька аран-аран вӗренкелет, иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ улттӑмӗш класра ларать, хӑйне «иртнӗ ӗмӗртенпех юлса пыраканни» тенишӗн те кӳренсех каймасть.

Амӑшӗ ӑна ҫаксемшӗн ятламасть, кӳршӗ-аршисемпе калаҫнӑ чухне: «Петя питӗ ӑслӑ, пурнӑҫра вӑл хӑйне хӑй хур кӑтартмӗ», тет.

Петька чӑкӑлтӑш, аташма юратакан ача, анчах вӑл хӑюллӑ та вӑр-вар ҫаврӑнакан ача мар, тен ҫавӑнпах та вӑл киле час-часах сӑмсине ватса, куҫне кӑвакартса таврӑнать.

Евдокия ывӑлне час-часах Санька Коншаковпа пӗрле ҫӳреме хушать: «эсир тӑвансем пӗр-пӗриншен хытӑ тӑрӑр», тесе вӗрентет. Хӑш чухне вӑл Санькӑна хайсем патне чӗнсе кӗртет, хӑна тӑвать, ашшӗ ҫинчен ыйтса пӗлет, унӑн вилнӗ амӑшне асӑнма юратать.

Петька яланах Санькӑпа ҫӳресшӗн, Санькӑн вара тек-текех ӑна тӗрлӗ инкекрен хӑтарма лекет.

Халӗ Санька ҫинҫен кӑна шӑхӑрса ячӗ.

Пӑр кайнине кам кӗпер ҫинчен пӑхса тӑтӑр-ха! Чи интереслӑ вырӑн вӑл — юханшыв юппинче! Унта яланах пӑр капланать, пӑрсем капланса тӑраҫҫӗ.

— Каҫса каятпӑр, — терӗ те Санька хӗллехи ҫул ҫинелле пӑрӑнчӗ.

Ачасем пырасса шанса, каялла пӑхмасӑрах утрӗ вӑл. Девяткин паттӑрланса аллине сулчӗ.

— Кайрӑмӑр! Пирӗннисем таҫта та ҫитеҫҫӗ! Шкул ачисем Санька хыҫҫӑн кайрӗҫ.

Семушкин та, пӗр вырӑнта тапӑртаткаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, ыттисемпе пӗрле хӗллехи ҫулпа утрӗ.

Маша, мӗшӗлти, мӑнтӑртарах Зина Колесовӑна ҫаннинчен туртрӗ те:
— Эпир те кайӑпӑр! Курар-ха, — терӗ.

Пурте юханшыв хӗррине пухӑнчӗҫ. Юханшыв халӗ ӗнтӗ шкул ачисем класс чӳречинчен курнӑ чухнехи пек марччӗ.

Ҫул уҫӑлнине пӗлнӗ пекех, вӑйлӑ та чӗрӗ япала куҫнӑ пек, пӑр малалла шӑвать, кӗтеслӗ-кӗтеслӗ пӑр катӑкӗсем шатӑртатса пӗр-пӗрин ҫине хӑпара-хӑпара каяҫҫӗ, шуса анаҫҫӗ, хӑяккӑн тӑраҫҫӗ.

Ачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ: хӑмаран тунӑ каҫма ҫук та.

— «Пирӗннисем пур ҫӗртрен те каяҫҫӗ», — йӗкӗлтерӗ Семушкин Санькӑна. — Пӗри ҫавӑн пек кӗрсе кайнӑ та, шыв тӗпне вара виҫӗ кун хушши пакӑрсемпе шыранӑ, тет. Кам манпа пӗрле кӗпер урлӑ каяс тет? Атьӑр!

Хӗрачасемпе арҫын ачасен пӗр ушкӑнӗ Семушкин хыҫҫӑн утрӗ.

— Атьӑр эпир те кӗпер урлӑ каятпӑр, Коншак, — терӗ Девяткин.

Санька, куҫне хӗссе, юханшыв тӑрӑх куҫакан пӑрсене сӑнарӗ. Санька Коншаков ҫакӑнтан каҫса каяймасть-и вара! Е вӑл партизан пулсан? Нимӗҫсем ял ҫывӑхнелле килнӗ чухне ӑна амӑшӗ хӑйпе пӗрле илсе кайман пулсан, вӑл партизан пулма та пултаратчӗ. Ҫамрӑк кӑна партизан, разведчик е связной пулатчӗ. Калӑпӑр, ҫуркунне, хальхи пек пӑр каять, командир ӑна хӑй патне чӗнтерет, кирлӗ ӗҫпе шыв леш енне каҫма хушать. Кӗпер урлӑ кайма юрамасть, унта нимӗҫ хуралҫисем. Пӑр каять, тейӗпӗр. Мӗн тумалла? Санька пуҫӗнчи пилоткине тӳрлетрӗ, атӑ кунчисене туртса хӑпартрӗ, тем пӑхкаласа шыраса ҫыран тӑрӑх утрӗ.

Унта вӑл Маша Ракитинӑна асӑрхарӗ. Вӑл шыв хӗрринчех тӑрать, пӑр кайнине куҫ илмесӗр пӑхать, тутӑрӗ унӑн ӗнси ҫине анса ларнӑ, ҫӳҫне ҫил варкӑштарать.

— Маша, сана вӑрах кӗтмелле-и? Кӗпер урлӑ кайӑпӑр! — сӑрт ҫинчен чӗнчӗ ӑна Зина Колесова.

Анчах хӗрача нимӗн те илтмерӗ.

— Пӑх-ха, — кӑтартрӗ вӑл Санькӑна, — пӑрсем мӗнле юхаҫҫӗ…

— Сана чӗнеҫҫӗ! Илтместӗн-им? — сиксе пычӗ ун патне Девяткин.

Маша ун ҫине пӑхса илчӗ те каллех Санька еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Тинӗсе ҫитичченех кайма пултараҫҫӗ-и вӗсем?

— Пултараҫҫӗ пулмалла. Чӑнахах та, Маша, санӑн Семушкинсемпе кӗпер урлӑ каймаллаччӗ, — канаш пачӗ ӑна Санька.

— Ҫук… эпӗ пӑхатӑп-ха. Эсӗ вӗт леш енне пӑр урлӑ каҫса каятӑн?

— Ӑҫтан шухӑшласа тупрӑн? — тӗлӗнчӗ Санька.

— Каҫса каятӑн, эпӗ пӗлетӗп. Эпӗ класрах ун ҫинчен шухӑшларӑм, эсӗ юханшыв ҫинелле пӑхнӑ чухнех. Хӑрушӑ мар-и вӑл, Саня?

Санька нимӗн те шарламарӗ. Мӗн ҫылӑха пытармалли пур унта, Маша Семушкин хыҫҫӑн кайманни Санькӑна кӑштах савӑнтарчӗ те.

Анчах та Санька ҫине Девяткин ҫиленсе пӑхать, вӑл кӑмӑлсӑр пулнӑ. Нимӗнле ӗҫе те Машӑсӑр тума ҫук-ҫке-ха.

Санькӑпа вӗсем паллӑ вырӑнсене кӑмпана е ҫуннӑ йӳҫлӗхе хура ҫырла пуҫтарма каяс тесе ачасене пухса ял хапхинчен тухма кӑна ӗлкӗретчӗҫ, хыҫран Маша вӗҫтерсе те ҫитетчӗ: «Юрӗ-ха, юрӗ! Кӑмпана каяҫҫӗ, мана каламан та. Эпӗ те кирлӗ пулӑп-ха» тесе пӗр утӑм юлмасть вара, кунӗпех вӗсемпе пӗрле ҫӳретчӗ…

Кӑмпана та ҫырлана Машӑпа пӗрле кайнине кӑна тӳсме пултарнӑ-ха Девяткин, анчах та уя, пӑрҫа татма е вӑрмана вут хума каймалла пулсан, Маша ӑна кансӗрленӗ кӑна.

«Сивӗтмелле-ха ку хӗрачана, унсӑр ниҫта та кайма ҫук» тесе шухӑшланӑ Петька. Пӗррехинче ҫапла Маша арҫын ачасем патне пырсан, Санька ҫук чухне, Петька «ҫара алӑсене кӑтартмалла мар» текен вӑййа выляма сӗнчӗ.

— Вылятпӑр, вылятпӑр! — терӗҫ савӑнса кайнӑ ачасем. Кашниех аллисене симӗс хупахпа чӗркерӗҫ, вӑрӑм вӗлтӗрене туни мӗнӗпех тата-тата илчӗҫ. Ун хыҫҫӑн пур-те — «ҫара алӑсене кӑтартмалла мар, ҫара алӑсене ан кӑтарт» тесе юрласа ячӗҫ, пӗр-пӗрне хӑваласа ҫитсе вӗлтӗренпе ҫара урасенчен, алӑсене ҫатлаттарма пуҫларӗҫ. Малтанах кун пек вӑйӑ Машӑна килӗшрӗ: чупатӑн, кӑшкӑрашатӑн, таратӑн. Анчах кофта ҫаннисем кӗске, юбка та чӗркуҫҫи таран кӑна иккенне пула пуринчен ытларах Машӑна лекрӗ. Унӑн алли-урисем хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗҫ, куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем туха пуҫларӗҫ. «Пӗтинччӗ хӑть хӑвӑртрах», шухӑшларӗ Маша, анчах ачасем иртӗхсех кайрӗҫ — ун йӗри-тавра чупса ахӑлтатса ҫӳрерӗҫ, вӗлтӗренсемпе вӗтелерӗҫ, Маша ҫилленсе ҫитрӗ. Вӗлтӗрене пӗр пысӑк ывӑҫ тытса илсе, вӑйӑ йӗркине манса, милкӗпе ҫапнӑ пек арҫын ачасене ҫурӑмран, алӑран, ураран сылтӑм еннелле, сулахай еннелле ҫатлаттара пуҫларӗ. Пуринчен ытла Девяткина лекрӗ. Ҫакӑнтан вара арҫын ачасем Машӑна тивмерӗҫ, ӑна хӑйсенчен уйӑрса яма хӑракан пулчӗҫ.

Санька ҫул айккинче кивӗ турат тупрӗ, унӑн вӗтӗ турачӗсене иртсе пӑрахрӗ, аяккалла пӑхса илчӗ те Маша пуррипе ҫуккине пӑхрӗ — шыв патнелле пычӗ.

Часах пӗр пысӑк та ҫирӗп пӑр катӑкӗ хурмипе Австрали майлӑскер, ҫыран хӗррине пырса ҫапӑнчӗ. Санька ун ҫине сиксе хӑпарса тӑчӗ те шалҫипе тӗртсе ячӗ. Юхӑм пӑр катӑкне ҫавӑрса илчӗ, пӗр вырӑнта ҫавӑрса тӑчӗ, унтан малалла илсе кайрӗ, пӑр катӑкӗ пӑр капланнӑ ҫӗре пырса ҫапӑнчӗ.

«Австрали» ҫурмалла пайланчӗ, анчах Санька пӗрре сиксех тепӗр пӑр катӑкӗ ҫине хӑпарса тӑчӗ, унтан виҫҫӗмӗш ҫине, тӑваттӑмӗш ҫине…

Маша ун ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ.

Вӑт Коншак — ача-тӑк ача! Яланах вӑл чуна ҫавӑрса илмелли япала шухӑшласа кӑларать.

Ахальтен мар ӗнтӗ Стожар ачисем, ытларах Аслӑ урамрисем, Санькӑна чи хӑюлли тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑна пӗр хирӗҫмесӗрех хӑйсене ертсе пыраканӗ тӑваҫҫӗ.

Санька юлашки хут сикрӗ, юханшывӑн тепӗр енне тухса та тӑчӗ. Пуҫӗнчи пилоткине хывса, сывлӑшра ҫавӑрчӗ те темскер кӑшкӑрчӗ; анчах пӑр шавлани ун сассине хупласа хучӗ.

Санька вара аллипе аяккалла тӑсса кӑтартрӗ — пурте кӗпер патне кайӑр, унта тӗл пулӑпӑр, — терӗ пулас.

Арҫын ачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Хӑйсене ертсе пыраканӗнчен юлсан, килӗшет-и вара вӗсене? Шалҫасем тытса, вӗсем шыв хӗрринелле пычӗҫ.

Пысӑк пуҫлӑ, лутрарах Степа Карасев пуринчен малтан пӑр ҫине сикрӗ. Ӑна сарлака хулпуҫҫиллӗ, лутра пӳлӗ пулнишӗн Апла-Капла Степа тесе чӗнеҫҫӗ.

— Чи кирли кунта — хӑвӑртлӑх, пултарулӑх! — кӑшкӑрчӗ ӑна Девяткин.

Степа хыҫҫӑн шыв урлӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Ваня Строкин чупса каҫрӗ.

Черет Девяткина ҫитрӗ. Вӑл чылаях хӑюланса пӑр ҫине сикрӗ, анчах каялла чакрӗ, аттипе шыва ӑсса илчӗ, каялла ҫыран хӗррине тухрӗ.

— Путма та пулать! — Хӑрушӑ япала!

— «Эпир Коншакпа»! — виртлесе каларӗ Маша. Ҫитменнине мӗн виличченех тус-юлташсем тетӗр хӑвӑра.

— Мӗнех вара!.. Юлташ шыва сикет тесе манӑн та сикмелле-и? Тавтапуҫах!

Кӗтмен ҫӗртенех Маша Петька аллинчи шалҫана туртса илчӗ те пӑр ҫине сикрӗ.

— Тӑнран кайнӑскер! Путатӑн! — кӑшкӑрчӗ Петька. Маша аллине кӑна сулчӗ.

Малтанлӑха пурте йӗркеллехчӗ-ха. Хӗрача ҫӑмӑллӑнах пӗр пӑр татӑкӗ ҫинчен тепӗрин ҫине сикетчӗ, ҫыранран чылай аякка кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Анчах кӗтмен япала килсе тухрӗ. Йывӑр хапха алӑкӗсем икӗ еннелле уҫӑлнӑ пек пӑрсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайрӗҫ. Юханшыв варринче пӗр пӑр катӑкӗ те юлмарӗ. Маша тӑракан пӗчӗк пӑр катӑкне кӗпер патнелле вӑйлӑн илсе пычӗ, пӑр катӑлса-вӗтелсе хуранри пек кӑпӑкланса вӗресе тӑракан ҫӗре кӗпер айӗнчи юпасем патнелле илсе кайрӗ.

Санька хӗрачана шалҫапа хытӑрах ишме хушрӗ. Маша мӗн пур вӑйран тӑрӑшрӗ. Сасартӑк вӑл шуса кайрӗ те аллинчи шалҫине шыва ӳкерчӗ. Юханшыв хӗрача нимӗнсӗр тӑрса юлнине сиснӗ пекех, пӑр катӑкне хӑвӑртран хӑвӑрт кӗпер патнелле илсе кайрӗ.

Санька хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле нимӗн тума пӗлмерӗ. Ҫыран хӗрринче, аллисемпе хӑлаҫланкаласа, чупса ҫӳрерӗ, унтан вӑл ҫыран хӗрринче, ӳпне выртакан хура кимӗ патне ыткӑнчӗ. Ӑна пулӑшма Апла-Капла Степӑпа Ваня Строкин чупса пычӗҫ. Виҫҫӗн вӗсем кимме ҫавӑрса пӑрахса, ҫыран хӗрринелле сӗтӗрчӗҫ.

— Ачасем, шӑтнӑ вӗт вӑл кимӗ! — ним тума пӗлмесӗр кӑшкӑрса ячӗ Степа, кимӗ тӗпӗнчи шӑтӑка кӑтартса.

Санька кимме пӑрахса шыв хӗрнелле чупрӗ. Тепӗр енчи ҫыранран ун патне Девяткинӑн ҫинҫе те чун хавалӗпе кӑшкӑракан сасси илтӗнчӗ:

— Путать! Хӑвӑртрах!.. Хӑтарӑр!..

Сайт:

 

Статистика

...подробней