Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Сарӑ шуйттан хули

Автор: Александр Алга

Источник: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Добавлен: 2019.10.29 23:28

Предложений: 215; Слово: 3542

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

… Океанпа ҫӗре ҫӑра тӗтӗмпе хутшӑннӑ тӗтре хупӑрласа тӑрать, хулан тӗксӗм ҫурчӗсем ҫине тата пӑрахутсем тӑракан вырӑнти пӑтранчӑк шыв ҫине ӳркевлӗн вӗтӗ ҫумӑр ҫӑвать.

Пӑрахут палуби ҫине эмигрантсем пухӑнса тӑнӑ; вӗсем, теме шанчӑклӑн кӗтсе, темрен сыхланса, хӑравҫӑ та хаваслӑ куҫсемпе йӗри-тавра тинкерсе пӑхкалаҫҫӗ.

— Кам вӑл? — шӑппӑн ыйтрӗ поляк хӗрӗ, «Ирӗклӗх» статуйи еннелле тӗлӗнсе пӑхса. Ӑна хирӗҫ такам:
— Америка турри, — терӗ.

Йӗс хӗрарӑмӑн пысӑк кӗлеткине, уринчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранах, симӗс тутӑх витнӗ. Ун сивӗ пичӗ, хӗвеле кӗтнӗ пек, ҫав хӗвел ҫути суккӑр куҫне уҫасса шаннӑн, тӗтре витӗр вӗҫсӗр-хӗрсӗр океан еннелле пӑхать. «Ирӗклех» ури айӗнче — ҫӗр сахал, вӑл океан тӗпӗнчен талпӑнса тухнӑ пек; ун никӗсӗ — чарӑнса хытса ларнӑ хумсем пек. Океанпа карап мачтисем ҫине ҫӗкленнӗ алли — пӗтӗм пӗвне мӑнаҫлантарса илем кӳрет. Ун аллинчи ҫатӑрласа тытнӑ факел ак халь йӑлкӑшса илес пек те, кӑвак тӗтӗме сирсе, йӗри-таврана хӗрӳллӗ те хаваслӑ ҫулӑмпа ҫутатса ярас пек туйӑнать.

«Ирӗклӗх» тӑракан пӗчӗк ҫӗр татӑкӗ тавра, океан шывӗ тӑрӑх, сӗм авалхи мӑйракаллӑ шуйттансем пек, тем пысӑкӑш хурҫӑ карапсем тата, выҫӑпа касӑлса ҫитнӗ тискер кайӑксем пек, пӗчӗк катерсем ишсе-шуса ҫӳреҫҫӗ. Сиренӑсем юмахри тем пысӑкӑш ҫынсен сассипе ҫухӑрнӑ пек ҫухӑраҫҫӗ, хаяррӑн шӑхӑрнисем янӑраса каяҫҫӗ, якӑр сӑнчӑрӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, океан хумӗсем ҫилленнӗн явкаланаҫҫӗ.

Йӗри-тавра пӗтӗмпех чупкалашни, талпӑнни, чӗтренми курӑнса-сисӗнсе тӑрать. Пӑрахутсен винтисемпе ураписем васка-васка шыва ҫапӑнаҫҫӗ; шыв, йӑраланса-тӗркеленсе, сарӑ кӑпӑкпа витӗнсе выртать.

Ҫаксем пурте — хурҫӑ-тимӗр, чулсем, шыв, йывӑҫ — хӗвелсӗр, юрӑсӑр, телейсӗр пурнӑҫа хирӗҫ тӑраҫҫӗ пек, йывӑр ӗҫ тыткӑнӗнче пек. Этеме хирӗҫ пыракан темле пытарӑнчӑк вӑя пӑхӑнса тӑрса, йӗритавралӑх йынӑшать, ҫухӑрать, шӑлне шатӑртаттарать, тейӗн. Хурҫӑ-тимӗр чӗркелесе-таткаласа пӗтернӗ шыв кӑкӑрӗ ҫинче, ҫуллӑ нефть тумламӗсемпе вараланнӑ, турпас-ҫункавсемпе, улӑмпа, апат-ҫимӗҫ юлашкийӗсемпе ҫӳпӗленнӗ шыв кӑкӑрӗ ҫинче — кирек ӑҫта та — куҫа курӑнма Усал хӑйӗн усал ӗҫне тӑвать. Вӑл куҫпа виҫейми ҫак пурнӑҫ машинине ялан хаяррӑн та пӗр евӗрлӗн тӗртсех тӑрать, унта карапсемпе доксем — пӗчӗк пайсем анчах, этем вара — армак-чармак вараланчӑк тимӗрпе йывӑҫ хушшинче, карапсемпе кимӗсем тата вагонсем тиенӗ темле лаптӑк кимӗсем хушшинче — кирлӗ-кирлӗ мар пӗчӗк винт пек, куҫа курӑнми пӑнчӑ пек кӑна.

Шӑв-шав хушшинче илтми пулса анраса кайнӑ, хурҫӑпа шыв ташши минретнӗ ик ураллӑ чӗрчун, хура тӗтӗмпе тата ҫупа вараланса пӗтнӗскер, аллисене шӑлавар кӗсйине чиксе, ман ҫине темле тӗлӗнмелле пӑхса тӑрать. Унӑн питне ҫӑра пылчӑк витнӗ, мана чӗрӗ ҫын куҫӗ мар — шурӑ шӑл шӑмми анчах курӑнать.

Ерипен шӑвать карап ытти нумай карапсем хушшипе. Эмигрантсен пичӗсем тӗлӗнмелле кӑвакарса кайнӑ, вӗсен куҫӗсем анранӑ сурӑхсенни пек пӑхкалаҫҫӗ. Ҫынсем палуба хӗрринчен тӗтре витӗр чӗмсӗррӗн таҫталла пӑхаҫҫӗ.

Тӗтре ӑшӗнчен, хӑрушшӑн шавласа, калама ҫук пысӑк кӗлеткеллӗ, темскер ҫывхарса тухать; вӑл ҫынсене хирӗҫ йывӑр та шӑршлӑ сывлӑшпа сывлать, ун енчен ҫӑтса яма хатӗр тискер кайӑкӑнни пек хаяр сасӑ илтӗнсе каять.

Вӑл — хула, вӑл — Нью-Йорк. Ҫыр хӗрринче ҫирӗм хутлӑ тӗксӗм ҫуртсем чӗмсӗррӗн пӗлӗтелле кармашса лараҫҫӗ. Ҫав тӑваткал йывӑр ҫуртсем, илемлӗ пулас ӗмӗтне ҫухатнӑскерсем, кичеммӗн те салхуллӑн ҫӳлелле кармашаҫҫӗ. Кашни ҫурт хӑйӗн ҫӳллӗшӗпе, хӑйӗн нӗрсӗрлӗхӗпе мухтанса мӑнаҫланать пек. Чӳречесенче чечексем те, ачасем те курӑнмаҫҫӗ…

Инҫетрен пӑхсан хула чӑлӑш-чалӑш та хура шӑллӑ пысӑк ҫӑвар пек туйӑнать. Вӑл тӳпенелле хура пӗлӗт пек тӗтӗм кӑларса сывлать те, мӑнтӑрпа аптранӑ тӑранма пӗлми ҫын пек, хашӑлтатать.

Ҫав хулана кӗрсен, эс хӑвна тимӗр-тӑмӑр тултарнӑ хырӑма лекнӗ пек туятӑн. Ҫав хырӑм темиҫе миллион ҫынна ҫӑтса янӑ та, халь ӗнтӗ вӗсене нӳтӗркесе ҫӗртет, тейӗн.

Урам — апат антарса яракан яка пыр; ун тӑрӑх таҫта аялалла хула ҫимӗҫӗн хура тӗпренчӗкӗсем — чӗре ҫынсем шуса анса каяҫҫӗ. Кирек ӑҫта та — пуҫ ҫинче те, ура айӗнче те, ҫумра та — хурҫӑ-тимӗр; вӑл, хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗпе хавхаланнӑ пек, кӗрлесе тӑрать. Вӑл, Ылттӑн вӑйӗпе пурнӑҫа пырса кӗнӗскер, Ылттӑнпа чӗрӗлнӗскер, этеме эрешмен карти пек ҫавӑрса илнӗ те, ун сассине хупласа, нервисемпе пуҫ мимине ӗмсе, ӳтне кӑшласа тӑрать; чӗмсӗр чулсем ҫине таянса, хӑйӗн сӑнчӑрне тӑснӑҫем тӑсса, ӳснӗҫем ӳссе пырать вӑл. Хӑйсем хыҫӗнчен вагонсем сӗтӗрсе, тем пысӑкӗш ӑмансем пек, локомотивсем шӑваҫҫӗ; автомобильсем мӑнтӑр кӑвакалсем пек нартлатаҫҫӗ, салхуллӑн ҫухӑрать электричество, — пӑчӑ сывлӑш пин-пин сасӑпа тулса ларнӑ. Фабрикӑсен тӗтӗмӗпе вараланнӑ чыссӑр хулара, хуралса ларнӑ ҫӳлӗ стенасем хушшинче, ҫав сывлӑш ниҫталла та хускалаймасть.

Площадьсемпе пӗчӗк садсенче, тусанланнӑ йывӑҫ ҫулҫисем вилнӗ пек ҫакӑнса тӑнӑ ҫӗрте, — хура монументсем ҫӳлелле кармашнӑ. Пичӗсем вӗсен пылчӑкланса пӗтнӗ, тахҫан тӑван ҫӗршывне юратнипе ҫуталса тӑнӑ куҫӗсем халӗ хула тусанӗпе хупланнӑ. Арпашӑнса ларакан нумай хутлӑ ҫуртсем хушшинче ҫав йӗс ҫынсем тӑлӑх-турат пек тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫӳлӗ стенасем ӳкернӗ сулхӑнта карликсем пек туйӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен таврашӗнчи ухмахла пӑтрашса тӑракан пурнӑҫра пӗтӗмпех ҫухалса кайнӑ; вӗсем ҫурма-суккӑрскерсем хӑйсен ури айӗнче ҫынсем тем шыраса кӗшӗлтетнине, чӗрисене ыраттарса, хурлӑхлӑн пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫынсем, пӗчӗк те хураскерсем, монументсем умӗнчен хыпаланса чупа-чупа иртеҫҫӗ, анчах пӗри те герой сӑн-питне пӑхса илмест. Капиталӑн ихтиозаврӗсем ирӗклӗх туса параканнисене вӗсен пӗлтерӗшне ҫынсен асӗнчен кӑларса ывӑтнӑ.

Йӗс ҫынсен кашнийӗнех пӗртен-пӗр йывӑр шухӑш пур пек туйӑнать:
— Эпӗ ҫакӑн пек пурнӑҫ тӑвасшӑн пултӑм-и элле? — тесе калаҫҫӗ пек вӗсем.

Йӗри-тавра, плита ҫине яшка пӗҫерме лартнӑ пек, хыпӑнчӑк пурнӑҫ вӗресе тӑрать: пӗчӗк ҫынсем, ҫав яшкари кӗрпе пек, е тинӗсри турпас татӑкӗ пек, чупкалаҫҫӗ, ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ. Хула ҫухӑрать те — вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне хӑйӗн тӑранма пӗлми ҫӑварӗпе хыпса-ҫӑтса ярать.

Геройсенчен пӗрисем аллисене уснӑ, теприсем ҫынсен пуҫӗсем ҫине ҫӗкленӗ.

— Чарӑнӑр! Ку — пурнӑҫ мар, ку ухмаха ерни… — тесе асӑрхаттараҫҫӗ пек вӗсем.

Пурте — урамри тӗркӗшӳллӗ пурнӑҫра ытлашши вӗсем, пӗри те ҫак тискер кайӑкла ҫӳхӑрашура, чултан, кӗленчерен те тимӗртен тунӑ салхуллӑ, тӑвӑр читлӗхре, хӑй вырӑнӗнче мар.

Хӑҫан та пулин пӗрре каҫхине вӗсем пурте, пьедесталӗсем ҫинчен анӗҫ те, кӳреннӗскерсем, урамсем тӑрӑх йывӑр утӑмпа утса, хӑйсен тунсӑхне, пӗччен пурӑннипе йӑлӑхтарса ҫитернӗ тунсӑхне пӑрахса, ҫак хуларан хире, уйӑх ялкӑшнӑ ҫӗре, уҫ сывлӑша, лӑпкӑ та канӑҫлӑ хире тухса кайӗҫ. Ҫын, хӑй ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗ пулсан, вилсен вара вӑл канӑҫлӑх илме тивӗҫлех.

Тротуарсем тӑрӑх унталла та кунталла, нумай урамсенче, ҫынсем васкаса утаҫҫӗ. Вӗсене чул стенари шӑтӑксем ҫӑта-ҫӑта яраҫҫӗ. Хурҫӑ-тимӗрӗн хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗпе хавхаланнӑ хулӑн сасси, электричество хыттӑн ҫухӑрашни, металран ҫӗнӗ ҫулсем хывнӑ чух е чултан ҫӗнӗ стенасем купаланӑ чух ӗҫ шавӗ янӑраса тӑни — ҫаксем пурте, океан ҫинчи тӑвӑл вӗҫен кайӑк юррисене хупланӑ пек, ҫынсен сассисене хупласа хураҫҫӗ.

Ҫынсен сӑн-пичӗсем питӗ лӑпкӑ — пурнӑҫ чури пулни тата тискер хулашӑн апат-ҫимӗҫ пулни хӑйсемшӗн пысӑк инкек иккенне вӗсенчен пӗри те туймасть пулас. Ӑнланса илейменскерсем, хамӑр шӑпапа хамӑр хуҫа, тесе шутлаҫҫӗ вӗсем — куҫӗсенче хӑшпӗр чухне «эпӗ никама пӑхӑнмастӑп» тенӗ шухӑш ҫуталса илет, анчах та вӗсем ҫав никама пӑхӑнманлӑх платник аллинчи пуртӑн, тимӗрҫӗ аллинчи мӑлатукӑн никама пӑхӑнманлӑхӗ ҫеҫ иккенне ӑнланмаҫҫӗ пулас. Вӑл, ҫав пӑхӑнманлӑх, каменщик аллинчи кирпӗчӗн, чеен кулкаласа, пурин валли те пысӑк, анчах та тӑвӑр тӗрме тӑвакан куҫа курӑнми каменщик аллинчи кирпӗчӗн никама пӑхӑнманлӑхӗ ҫеҫ иккенне те ӑнланмаҫҫӗ пулас вӗсем. Вӑй-халне палӑртакан сӑн-питсем нумай тӗл пулаҫҫӗ, анчах кашни сӑн-сӑпатрах чи малтан шӑлсем куратӑн. Ӑшри ирӗклӗхӗ, чун ирӗклӗхӗ — ҫуталмасть ҫынсен куҫӗсенче, ҫак ирӗклӗхсӗр хӑват мӑкалса ҫитеймен ҫӗҫӗ йӑлтӑртатнине аса илтерет. Вӑл — Сарӑ Шуйттан пулса тӑракан ылттӑн аллинчи куҫа курӑнми ҫӗҫӗ ирӗклӗхӗ.

Эпӗ ҫакӑн пек тӗлӗнмелле тискер хула малтанхи хут куратӑп, ҫынсем мана нихҫан та ҫакӑн пек курӑнман, ытла ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ вӗсем кунта, чӑтма ҫук пусмӑрта пурӑнаҫҫӗ. Ҫӑткӑнлӑха пула ухмахланса кайса, выльӑх пек тискеррӗн мӗкӗрсе, ҫын пуҫ мимипе нервисене тӑранма пӗлми хыпса ҫӑтакан хула хырӑмӗнче ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗпе ҫырлахса пурӑнаҫҫӗ; ҫакӑн пек кулӑшла мӑнтарӑн ҫынсене нихҫан та тӗл пулман эпӗ…

Ҫынсем ҫинчен калаҫма хӑрушӑ, калаҫсан — чун ыратса каять.

Тӑвар урамри ҫуртсен стенисем хушшипе, тимӗр балконсемпе пусмасен тимӗр решеткисем пӗр евӗрлӗн каркаланса тӑнӑ ҫӗрте, виҫӗ хутлӑ ҫуртсен ҫӳллӗшӗнче, рельсӑсем тӑрӑх, «сывлӑш ҫулӗпе» вагон кӗмсӗртетсе те ҫухӑрса ыткӑнать. Ҫурт чӳречисем уҫӑ, вӗсенче кашнинчех ҫын кӗлеткисем курӑнаҫҫӗ. Пӗрисем — ӗҫлеҫҫӗ, темскер ҫӗлеҫҫӗ е, конторкӑсем ҫине пуҫӗсене пӗксе, темскер шутлаҫҫӗ; теприсем, кашни самантрах куҫ умӗнчен чупса иртекен вагонсене пӑхса, чӳрече умӗнче ним ӗҫсӗрех лараҫҫӗ е чӳрече ани ҫинче кӑкӑрпа таянса выртаҫҫӗ. Ваттисем те, ҫамрӑккисем те, ачасем те — пӳрте пӗр евӗрлӗ чӗмсӗр, лӑпкӑ. Вӗсем йӗри-таврари пурнӑҫ пӗр тӗлсӗр иртсе пынине хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, кунта тӗллев пурах, тесе шухӑшлама хӑнӑхнӑ. Тимӗр пуҫ пулса тӑнине хирӗҫ, вӑл ҫӗнтернипе хавхаланнине хирӗҫ хаярланса ҫунмаҫҫӗ вӗсен куҫӗсем. Вагонсем вӗлтлетсе иртнӗ чух, ҫурт стенисем чӗтреннӗ май, хӗрарӑмсен кӑкӑрӗсемпе арҫынсен пуҫӗсем силленсе илеҫҫӗ; карлӑклӑ балконсем ҫинче пӗчӗк ачасем йӑваланса выртаҫҫӗ, вӗсем те чӗтреҫҫӗ; вӗсем ҫак йӗрӗнчӗк пурнӑҫа чӑн-чӑн пурнӑҫ вырӑнне хума пӗчӗкренех хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Яланах чӗтренсе тӑракан пуҫ миминче шухӑш илемлӗ эрешсем тӑваймасть, ахӑр, хӑюллӑ, чӑрсӑр ӗмӗтсем ҫуратаймасть.

Акӑ, кӑкӑр умӗнчи тӳмисене вӗҫертсе янӑ, вараланчӑк кофта тӑхӑннӑ карчӑк сӑн-сӑпачӗ вӗлтлетсе иртрӗ. Йывӑр шӑршӑпа наркӑмӑшланнӑ, ӗшеннӗ сывлӑш, вагонсене ҫул парса, хӑраса сикнӗ пек, чӳречерен кӗрсе кайрӗ те — карчӑк пуҫӗнчи кӑвак ҫӳҫ, чӑпар вӗҫен-кайӑк ҫуначӗ пек, хумханса илчӗ. Карчӑк сӳннӗ куҫӗсене хупрӗ. Ҫухалчӗ!

Ӑпӑр-тапӑрпа тулнӑ пӳлӗмсенче ҫӗтӗк-ҫатӑкпа витсе хунӑ кровать тимӗрӗсем, сӗтел ҫинче вараланчӑк чашӑк-тирӗксем, апат юлашкисем курӑнса юлаҫҫӗ. Чӳречесем ҫинче чечексем курас килет, кӗнеке тытса ларнӑ ҫынна шыратӑн. Куҫ умӗнчен стенасем ирӗлнӗ пек юхса иртеҫҫӗ, вӗсем куҫа хирӗҫ пӑтранчӑк юхӑм пулса килеҫҫӗ, ҫав хӑвӑрт юхӑмра чӗмсӗр ҫынсем асаплӑн кӗшӗлтетеҫҫӗ.

Тусанпа хупланнӑ кантӑк витӗр кукша пуҫ курӑнса юлчӗ. Вӑл темле станок умӗнче пӗр евӗрлӗн силленсе тӑратчӗ. Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫинҫешке хӗр, чӳрече умӗнче, миҫе йӑлӑ тунине тӗксӗм куҫӗсемпе шутла-шутла, чӑлха ҫыхса ларать. Сывлӑш хумӗ ӑна пӳлӗм ӑшнелле сулӑнтарчӗ — анчах вӑл ӗҫӗ ҫинчен куҫне илмерӗ, сывлӑш вӗрсе хӑпартнӑ кӗпине тӳрлетмерӗ. Икӗ арҫын ача, пӗр пилӗк ҫулхискерсем пулас, балкон ҫинче турпассенчен пӳрт купалаҫҫӗ. Пӳрчӗ вагонсем чӗтретнипе ишӗлсе анчӗ. Ачасем ҫӳхе турпасӗсене, балкон карлӑкӗ витӗр урама ан ӳкчӗр тесе, пӗчӗк аллисемпе тытаҫҫӗ, — вӗсем те хӑйсен ӗҫне чӑрмантарнӑ сӑлтав ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ. Чӳрече витӗр темиҫе тӗрлӗ сӑн-пит умлӑн-хыҫлӑн курӑна-курӑна юлаҫҫӗ, вӗсем ҫапӑнса, тӗпренсе кайнӑ темле пӗр пысӑк япалан ванчӑкӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Сывлӑш, вагонсем урнӑ пек чупса хӑваланипе, ҫынсен кӗписемпе ҫӳҫӗсене вӗлкӗштерет, пичӗсене пӑчӑ ҫил хумӗпе пыра-пыра ҫапать, хӑлхасене пин-пин сасӑ тӗртсе кӗртет, куҫа тусан ҫиет, суккӑрлатать, — ҫапла йӗри-тавра пӗр чарӑнми шӑв-шав тӑрать, илтми тӑвать…

Шухӑшлакан ҫынна, хӑй пуҫ миминче ӗмӗтсем, картинӑсем, сӑнсем ҫуратакан, тунсӑхлакан, ӗмӗтленекен, хирӗҫекен, тем кӗтсе пурӑнакан чӗрӗ ҫынна, ҫак кӑшкӑрашу, ҫухӑрашу, шӑв-шав, чул стенасем чӗтрени, чӳрече кантӑкӗсем шикленнӗн чӑнкӑртатни пурӑнма кансӗрленӗ пулӗччӗ. Вӑл, тарӑхса ҫитнӗскер, тухӗччӗ те хӑй килӗнчен, ҫак йӗрӗнчӗке — «сывлӑш ҫулне» ватса ҫӗмӗрсе тӑкӗччӗ, каппайчӑк чӑрсӑр тимӗр ҫӑварне хуплӗччӗ, вӑл пурнӑҫ хуҫи, пурнӑҫ — уншӑн, ҫавӑнпа та ӑна мӗн кансӗрлет — ҫавна пӗтермелле.

Сарӑ Шуйттан хулинчи ҫынсем хӑйсене чӗрӗллех кӑшланине лӑпкӑнах тӳссе ирттереҫҫӗ.

Аялта, «сывлӑш ҫулӗн» тимӗр карлӑкӗсем айӗнче, урамри тусанпа пылчӑк ӑшӗнче, ача-пӑча кӗшӗлтетет, — чӑн та, пӗтӗм тӗнчери ачасем пекех кулаҫҫӗ те, кӑшкӑраҫҫӗ те вӗсем, анчах сассисем, ҫӳлти шӑв-шав хупланипе, тинӗсе ӳкнӗ ҫумӑр тумламӗ пекех, кӗрлеве путса ҫухалаҫҫӗ. Такамӑн тискер алли чӳречерен пылчӑклӑ урама кӑларса ывӑтнӑ чечек пекех туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Хулан вараланчӑк ҫӑра сывлӑшӗпе сывланӑ пирки, вӗсен пичӗсем шурса, сарӑхса кайнӑ, юнӗ пӑсӑлнӑ, нервисем, тутӑх металл усаллӑн кӑшкӑрашнипе, ҫын аллинчи ҫиҫӗм салхуллӑн ҫухӑрнипе чӗтренсе, суранланса пӗтнӗ.

Пулайӗҫ-ши вара ҫак ачасенчен те сывӑ, хӑюллӑ, мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем? — тесе ыйтатӑн хӑвӑнтан ху. Ответ вырӑнне пур енчен те темскер шӑтӑртатнипе ахӑлтатнине, усаллӑн ҫухӑрашнине кӑна илтетӗн.

Вагонсем Ист-Сайд тӗлӗнчен, чухӑнсен кварталӗ патӗнчен, хулари ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗ тӗлӗнчен иртсе пыраҫҫӗ. Тарӑн канавсем, вӗсемех урамсем ӗнтӗ, ҫынсене таҫта хула ӑшнелле илсе кӗреҫҫӗ. Ҫав урамсемпе шалалла кӗрсе кайсан, ӑспа виҫме ҫук тем пысӑкӑш хуран е ҫатма евӗрлӗ тӗпсӗр шӑтӑк тӗл пулатӑн; ҫавӑнта ҫынсем пур енчен те килсе пухӑнаҫҫӗ, унта вӗсене шӑратса ылттӑн кӑлараҫҫӗ. Урам канавӗсенче ачасем кӗшӗлтетеҫҫӗ.

Эпӗ чухӑнлӑха нумай курнӑ, эпӗ унӑн кӑвакарнӑ, шӑмӑллӑ, юнсӑр сӑн-питне лайӑх паллатӑп. Унӑн куҫӗсӗм выҫӑпа тата тӑранма пӗлми ҫӑткӑнлӑхпа йӑлкӑшса ун-кунӑн пӑхкалаҫҫӗ; вӗсем чее те тавӑрас ӗмӗтлӗ е чура пек мӗскӗн мӑнтарӑн — нихҫан та чӑн-чӑн ҫыннӑнни пек мар. Эпӗ чухӑнлӑха кирек ӑҫта та курнӑ, анчах Ист-Сайдри чухӑнлӑх вӗсенчен пуринчен те хӑрушӑрах та тискертерех.

Кӗрпе чыхса тултарнӑ михӗ пекех ҫынсемпе тулнӑ урамсенче, панель умӗнче ларакан ҫӳп-ҫап коробкисенче, ачасем хыпаланса ҫӗрнӗ пахча-ҫимӗҫсем шыраҫҫӗ, тупсан ҫавӑнтах, куҫа ҫиекен тусанпа пӑчӑ ҫывлӑшрах, пӑнтӑхӗ-мӗнӗпех хыпса-ҫӑтса яраҫҫӗ.

Кӑвакарнӑ ҫӑкӑр хытти тупсан, ачасем, уншӑн хирӗҫсе, тавлашса каяҫҫӗ; пӗри те тепри хӑвӑртрах хыпса-ҫӑтса ярасшӑн пулса, вӗсем, йытӑ ҫурисем пек, пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ. Выҫӑпа аптранӑ кӑвакарчӑн ушкӑнӗ пек, вӗсем урамсене кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ, ҫурҫӗр иртсен пӗр сехетре-и, иккӗре-и, е тата каярахпа та — вӗсем, чухӑн пурнӑҫӑн мӗскӗн тӗпренчӗкӗсем, ҫаплах пылчӑкра чакаланаҫҫӗ-ха вӗсем — Сарӑ Шуйттанӑн пуян чурисен ҫӑткӑнлӑхне ӳпкев кӳрекен чӗрӗ чунсем.

Пылчӑклӑ урам кӗтессисенче темле кӑмакасем лараҫҫӗ, вӗсенче тем пӗҫереҫҫӗ, тӑвӑр трубаран тухакан пӑс, труба вӗҫне ҫитсен, шӑхлич пек шӑхӑрса ярать. Хӑлхана ҫурса каякан ҫинҫе сасӑ урамри ытти сасӑсем хушшине ҫивӗччӗн пырса кӗрет, вӑл татти-сыпписӗр чӑсӑлса тӑрать, куҫа шартса яракан шурӑ та сивӗ ҫип пек, мӑй тавра явӑнать, пуҫри шухӑшсене пӑтраштарса ярать, уртарать, таҫта хӑвалать; вӑл, пӗр самантлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗрӗк шӑрши тулнӑ пӑнтӑхнӑ сывлӑшра, ҫак таса мар пурнӑҫран усаллӑн витлесе кулнӑ пек, чӗтренсе тӑрать.

Пылчӑк — стихия, вӑл ҫурт стенисене, чӳрече кантӑкӗсене, ҫын тумне, унӑн ӳтне, пуҫ мимине, ӗмӗчӗсемпе шухӑшне — пӗтӗмпех витсе хупӑрласа хунӑ…

Ҫак урамсенчи алӑксем чул стенасенчи хуралса кайнӑ ҫӗрӗк суран пек курӑнаҫҫӗ. Ҫав алӑксем витӗр шалалла пӑхсан, ҫӳп-ҫаплӑ, пылчӑклӑ пусмасем куратӑн, унта, виле ӑшӗнчи пек, мӗн пурӗ йӑлтах ҫӗрсе кайнӑн туйӑнать. Ҫынсем ӑмансем пек…

Пысӑк та тӗксӗм куҫлӑ ҫӳлӗ хӗрарӑм алӑк умӗнче тӑрать; унӑн аллинче ача, хӑй вӑл кофтин тӳмисене вӗҫертнӗ: кӑвакарнӑ, лӗнчӗркесе кайнӑ кӑкӑрӗ вӑрӑм хутаҫ пек усӑннӑ. Ачи амӑшӗн ҫемҫелсе кайнӑ выҫӑ ӳтне пӳрнисемпе чӗрмелесе ҫухӑрать, амӑш кӑкӑрне пичӗпе сӗртӗнет, тутине чаплаттарса илет, самантлӑха кӑшкӑрма чарӑнать те, каллех ҫӗнӗ вӑйпа хытӑрах ҫухӑрса ярать, алли-урисемпе тапаҫланма тытӑнать. Амӑшӗ чул пек хытса тӑрать, унӑн куҫӗсем тӑмананни пек ҫаврака — вӗсем пӗр илӗнми хӑйсен умӗнчи пӗр пӑнча тӗлленӗ. Вӗсем, ҫӑкӑрсӑр пуҫне, урӑх нимӗн те курмаҫҫӗ пек туйӑнать. Хӗрарӑм тутине тӑп тытса тӑрать, сӑмсапа сывлать, сӑмси шӑтӑкӗсем, урамран кӗрекен шӑршлӑ та ҫара сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; ку ҫын ӗнер ҫинӗ апат ҫинчен аса илнӗ шухӑшпа, тен, хӑҫан та пулин ҫыртса ҫиес ҫӑкӑр татӑкӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ ӗмӗтпе пурӑнать. Ача пӗчӗк сарӑ ӳтне чӗтретсе кӑшкӑрать, — амӑшӗ ун сассине илтмест, вӑл тапаҫланнине туймасть…

Кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ; ҫара пуҫлӑ вӑрӑм та типшӗм старик, тискер кайӑк сӑн-питлӗскер, чирпе хӗрелнӗ куҫне хӗскелесе, ҫӳп-ҫап купине чавкаласа, кӑмрӑк катӑкӗсем шырать. Ун умне ҫын пырса тӑрсан, вӑл кашкӑр пек килпетсӗррӗн ҫаврӑнать те тем мӑкӑртатать.

Ҫамрӑк ача, питӗ шурса кайнӑскер, хытканскер, хунар юпи ҫумне таянса, ҫырӑ куҫӗсемпе урама тӑрӑх пӑхать те хутран-ситрен кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫне силлесе илет. Аллисене вӑл шӑлаварӗн тарӑн кӗсйисене чикнӗ, пӳрнисем шалта чӗтрене-чӗтрене хускалаҫҫӗ…

Кунта, ҫак урамсенче, ҫын пурри палӑрать, унӑн ҫилӗллӗ, хаяр та тавӑрас шухӑшпа ҫивӗчленнӗ сасси илтӗнет. Кунта ҫыннӑн выҫӑпа аптранӑ, тунсӑх пуснӑ сӑн-пичӗ курӑнать. Ҫынсен туйӑм-сисӗмӗ, вӗсем шухӑшлани палӑрать кунта. Вӗсем пылчӑклӑ канавсенче кӗшӗлтетеҫҫӗ, пӑтранчӑк шыв юхӑмӗ ҫинчи ҫӳп-ҫап евӗр, пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнеҫҫӗ; вӗсене выҫлӑх вӑй-хӑвачӗ ҫавӑркаласа тӑрать, мӗн те пулин хыпса ҫиес шухӑш чӗрӗллӗх кӗртет.

Апат-ҫимӗҫ тупасса кӗтсе, тутӑ пулнипе киленесси ҫинчен ӗмӗтленсе, вӗсем наркӑмӑш тулнӑ сывлӑша ҫӑтаҫҫӗ те, тӗксӗм чун тӗпӗнче вӗсен ҫивӗч шухӑшӗсем, чее туйӑм-сисӗмпе усал ӗҫ тӑвас ӗмӗчӗсем ҫуралаҫҫӗ.

Вӗсем хула хырӑмӗнче чир саракан микробсем пек; хӑҫан та пулин (вӑл вӑхӑт ҫитетех) вӗсем чӑн та халь хӑйсене тӑраниччен паракан хула наркӑмӑшӗпех хулана хӑйне наркӑмӑшпа чир ертӗҫ.

Хунар патӗнче тӑракан ҫамрӑк, выҫӑ шӑлӗсене хытӑ ҫыртса, хутран-ситрен пуҫне силлесе илет. Эпӗ вӑл мӗн шухӑшланине, унӑн мӗн тӑвас килнине ӑнланатӑп пек, мӑн тӗлӗнмелле пысӑк та вӑйлӑ алӑсем тата ҫурӑм хыҫӗнче ҫунатсем пулинччӗ, тесе шухӑшланӑн туйӑнать вӑл. Апла пулсан, вӑл пӗрре, кӑнтӑр кунӗнче, хула ҫине вӗҫсе улӑхӗччӗ те, хурҫӑ рычаг пек аллисене аялалла тӑсса, хулари мӗнпур ӑпӑр-тапӑра, кирпӗчсемпе хаклӑ йышши чулсене, ылттӑнпа чура какайне, кантӑкпа миллионерсене, пылчӑкпа тӑр ухмахсене, чиркӳ таврашсене, пылчӑкпа вараланса чире ернӗ йывӑҫсене, ҫак нумай хутлӑ ухмахла «пӗлӗт хырчӑкӗсене» пӗтӗмпех, пӗтӗм хулана, пӗр купа туса, пылчӑкпа этем юнӗнчен ҫӑрса тунӑ чуста ӑшне путарса, йӑлтах пӑтраштарса пӗтерӗччӗ. Ҫак тискер ӗмӗт, ырхан ӳт ҫине тухнӑ шыҫӑ пек, ҫамрӑкӑн пуҫ мимине кӗрсе вырнаҫнинчен нимӗн чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук. Чурасен ӗҫӗпе пурӑннӑ ҫӗрте творчествӑллӑ ирӗк шухӑшсемшӗн вырӑн пулма пултараймасть, унта аркатас та ҫӗмӗрес шухӑш ҫеҫ, тавӑрас ӗмӗтӗн наркӑмӑшлӑ ҫеҫкисем, чӑрсӑр выльӑх пек хирӗҫ тӑни ҫеҫ ашкӑрса ӳссе кайма пултарать. Ку мӗншӗн ҫапла иккенни паллӑ — этемӗн чунне пӑсса тӑраҫҫӗ пулсан, ҫынсем ҫав этемрен ырлӑх кӗтмелле те мар.

Этемӗн тавӑрма право пур — вӑл правӑна ӑна ҫынсем параҫҫӗ.

Хӑрӑмпа хуралнӑ пӑтранчӑк пӗлӗтре кун ҫути сӳнет. Тем пысӑкӑш ҫуртсем, тӗксӗмленнӗҫем тӗксӗмленсе, йывӑрланаҫҫӗ пек. Ҫав ҫуртсем хушшинче, унта та кунта, ҫав тупӑксенчи хурлӑха ҫӗр-хута сыхлама тӑратнӑ тӗлӗнмелле хӑрушӑ тискер кайӑксен сарӑ куҫӗсем пек, ҫутӑсем мӗлтлетсе хыпса илеҫҫӗ.

Ҫынсем яра кунхи ӗҫне пӗтернӗ, халӗ — вӑл ӗҫе мӗншӗн туни ҫинчен, вӗсене вӑл мӗн тума кирлӗ е кирлӗ марри ҫинчен шухӑшламасӑр — васкаса, ҫывӑрма чупаҫҫӗ. Тротуарсем тулли этем мӗлкисем иртсе пӗтми шӑвӑнаҫҫӗ. Пурте пӗр евӗрлӗ ҫаврака шлепке тӑхӑннӑ, пуҫ мимисем — вӑл куҫран пӑхсах паллӑ — ҫывӑраҫҫӗ ӗнтӗ. Ӗҫ пӗтнӗ, нимӗн ҫинчен те шухӑшламалли ҫук. Пурте хуҫашӑн ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ, хӑйсем ҫинчен шухӑш та ҫук: ӗҫ пулсан — ҫӑкӑр та, пурнӑҫ паракан йӳнӗ киленӗҫ те пулать; унсӑр пуҫне, Сарӑ Шуйттан хули ҫыннине ним те кирлӗ мар.

Ҫынсем хӑйсем сарса хунӑ вырӑнӗсем патне, хӑйсен арӑмӗсем, хӑйсен упӑшкисем патне пыраҫҫӗ, ҫӗрле вара, пӑчӑ пӳлӗмсенче, тарласа чӑм шыва ӳкнӗскерсем, хулашӑн ҫӗнӗ ҫимӗҫ шӑтса ҫуралтӑр тесе, пӗрне-пӗри чуптӑваҫҫӗ…

Утаҫҫӗ. Кулӑ илтӗнмест, хаваслӑ калаҫу ҫук, куҫсем йӑлтӑртатмаҫҫӗ.

Автомобильсем нартлатаҫҫӗ, электричество провочӗсем юрлаҫҫӗ, вагонсем кӗмсӗртетеҫҫӗ. Таҫта музыка вылять пулас.

Ача-пӑчасем хаҫат ячӗсене ҫивӗччӗн кӑшкӑрса калаҫҫӗ. Шарманкӑн йӗрӗнчӗк сассипе такам ӗсӗклесе макӑрни, ҫын вӗлерекенпе балаганри култаракан ҫын ыталашнӑ пек, пӗрлешсе каять. Чӗнмесӗр утаҫҫӗ пӗчӗк ҫынсем; ту ҫинчен чулсем шуса анаҫҫӗ, тейӗн.

Сарӑ ҫутӑсем нумайлансах пыраҫҫӗ — сӑра, виски, супӑнь, ҫӗнӗ бритва, сигара, театр ҫинчен ҫырнӑ сӑмахсем стенасем тӑршшӗпе ялкӑшма тытӑнаҫҫӗ. Тимӗр шӑв-шавӗ, ӑна урамсем тӑрӑх кирек ӑҫта та Ылттӑн хӑваланӑ пирки, ним чухлӗ те шӑпланмасть. Халӗ, кирек ӑҫта та ҫутӑ йӑлтӑртатнӑ вӑхӑтра, вӑл тата ытларах, ҫӗнӗрен вӑйланса каять.

Ҫурт стенисенчен, вывескӑсенчен, ресторан чӳречисенчен — куҫа шартса яракан ҫутӑ, шӑратнӑ Ылттӑн ҫути юхса тӑрать. Намӑса пӗлмесӗр ҫиҫсе, вӑл пур ҫӗрте те хавхаланса йӑлтӑртатать, хӑйӗн сивлекӗпе куҫа ҫиет, ҫын сӑн-сӑпатне пӑсса ярать. Ҫав чее ҫутӑсем ҫыннӑн ӗҫлесе илнӗ пур-ҫук укҫине кӗсйинчен кӑларса илесшӗн йӑлкӑшаҫҫӗ, — вӗсем куҫ хӗссе илеҫҫӗ те сӑмахсем пулса тӑраҫҫӗ, ҫав сӑмахсем вара рабочисене ним тӗшне тӑман киленӗҫ патнелле илӗртсе чӗнеҫҫӗ, лайӑх япаласем сӗнеҫҫӗ…

Ҫав тери нумай ҫутӑ ҫак хулара! Малтан пӑхсан, вӑл ҫутӑсем питӗ илемлӗ пек туйӑнаҫҫӗ те, чун хавалне ҫӗклеҫҫӗ. Ҫутӑ — ирӗклӗ стихия, хӗвелӗн мӑнаҫлӑ ачи. Ун чечекӗсем ашкӑрса ӳссе кайсан — ҫӗр ҫинчи пур ҫеҫкесенчен те илемлӗ йӑлкӑшаҫҫӗ. Вӑл пурнӑҫа тасатать, мӗнпур хавшак, вилӗ, вараланчӑк япаласене пӗтерме пултарать.

Анчах ҫак хулара кантӑкран туса лартнӑ читлӗхсенчи ҫутӑ ҫине пӑхатӑн та — кунта вӑл та, ытти пур япаласем пекех, чуралӑхра иккенне ӑнланса илетӗн. Вӑл Ылттӑншӑн ҫеҫ иккен, Ылттӑна пӑхӑнса, ҫынсенчен инҫетре тӑрать.

Тимӗр те, чул та, йывӑҫ та, вӗсемпе пӗрлех ӗнтӗ ҫутӑ та ҫынна хирӗҫ, пурте пӗр каварлӑ вӗсем. Ҫутӑ тени ҫынна, суккӑрлатса:
— Кил кунта! — тесе чӗнет.

— Укҫуна пар! — тесе илӗртет.

Ҫынсем, вӑл чӗннӗ хыҫҫӑн кайса, хӑйсене кирлӗ мар йӗрӗнчӗк япаласем туянаҫҫӗ, хӑйсене минретекен япаласем ҫине пӑхаҫҫӗ.

Таҫта, хула варринче, киленсе итлемелле сасӑпа, хӑраса каймалла хӑвӑртлӑхпа пысӑк Ылттӑн чӑмӑркки ҫаврӑнса тӑнӑн туйӑнать, вӑл пӗтӗм урамсем тӑрӑх хӑйӗн тусанне, тӗпренчӗкӗсене, вӗҫтерсе сапалать те, ҫынсем вара кунӗпех ҫав тусан пӗрчисене шыраҫҫӗ, ҫӑткӑнланса яра-яра илеҫҫӗ. Анчах каҫ пулать те, Ылттӑн чӑмӑркки, вут-ҫулӑмпа хутӑшнӑ ҫавраҫил пек юпаланса, тепӗр май ҫаврӑнма тытӑнать, ҫынсене хӑй патнелле каялла пуҫтарать. Ҫынсем яланах ӑна хӑйсем тупнинчен ытларах параҫҫӗ, тепӗр кун ирхине вара ҫав Ылттӑн чӑмӑркки пысӑкланать, тата хӑвӑртрах ҫаврӑнма пуҫлать, унӑн чури пулса тӑракан тимӗр сасси тата вӑл: пӑхӑнтарнӑ мӗнпур вӑй-хӑват шӑв-шавӗ хытӑрах янӑраса каять.

Хӑйӗн влаҫне татах та ытларах ӳстернӗскер, вӑл, ӗнерхинчен те ҫӑткӑнрах пулса, ҫынсен юнӗпе пуҫ мимине ӗмет; каҫхине ҫав юнпа пуҫ миминчен вӑл сарӑ металл тӑвать. Ылттӑн чӑмӑркки — хула чӗри. Вӑл тапса тӑни — пӗтӗм пурнӑҫ, унӑн ӳсӗмӗнче — пурнӑҫӑн мӗнпур пӗлтерӗшӗ.

Ҫавӑншӑн ҫынсем кунӗ-кунӗпе ҫӗр чаваҫҫӗ, тимӗр шаккаҫҫӗ, ҫуртсем тӑваҫҫӗ, фабрика тӗтӗмӗпе сывлаҫҫӗ, пӑсӑк та шӑршлӑ сывлӑш тусанне ҫӑтаҫҫӗ, уншӑн вӗсем хӑйсен илемлӗ ӳчӗсене сутаҫҫӗ.

Ҫак йӗрӗнчӗк асамлӑ вӑй чуна ҫывратса ярать. Ҫынсене Сарӑ Шуйттан аллине парать; ку вара вӗсенчен ылттӑн шӑратса кӑлармалли тимӗр тӑпри тӑвать, ҫынсем вара унӑн ӳчӗпе юнӗ — пӗтӗм пурнӑҫӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Океан енчен, хула ҫине тӑвар тути ҫапнӑ сивӗ сывлӑш вӗрсе, каҫ пулса килет. Пин-пин сӑнӑ пек тирӗнеҫҫӗ каҫ сӗмлӗхӗпе сивӗ ҫутӑсем. Ҫав сӗмлӗх ҫуртсен йӗрӗнчӗкне, тӑвӑр урамсенчи ирсӗрлӗхе, чухӑнсен пылчӑклӑ ҫӗтӗк-ҫатӑкӗсене — хӑйӗн хура тумӗпе вите-вите килет. Ҫывхарса килекен каҫ шӑплӑхне сирсе, ӑна хирӗҫ тискер кайӑкӑнни пек усал сасӑ янӑраса пырать, — каҫ ҫапах, хулан пӳрленнӗ суранне хӑйӗн ачаш аллисемпе витсе, намӑса пӗлмесӗр йӑлтӑртатакан пусмӑрланнӑ ҫутӑсене сӳнтерсе шӑвать.

Анчах урлӑ-пирлӗ каркаланса выртакан урамсене кӗрсен, вӑл хӑйӗн таса сывлӑшӗпе хулан наркӑмӑшлӑ сывлӑшне сирсе яма, ҫӗнтерме пултараймасть. Вӑл хӗвелпе хӗрнӗ чул стенасем ҫумне пырса сӗртӗнет, ҫурт ҫийӗнчи тутӑх тимӗр листи тӑрӑх, пылчӑклӑ урамсем тӑрӑх шӑвать, наркӑмӑшла тусанпа тусанланать, шӑршлӑ сывлӑша ҫӑтать, вара, халтан кайнипе ҫуначӗсене уснӑ кайӑк пек, пӗр хускалмасӑр ҫурт ҫийӗсем ҫине, урамри канавсем тӗпне тӑсӑлса выртать. Унран ӗнтӗ хура сӑнӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ: чул, тимӗр, йывӑҫ, ҫынсен вараланчӑк ӳпкисем ҫӑтса янипе, таса сывлӑшӗпе ырӑ сулхӑнӗ ҫухалнӑ ун. Унӑн ачашлӑхӗ, поэзийӗ ҫук ӗнтӗ…

Хула пӑчлӑхра ҫывӑрать. Вӑл тем пысӑкӑш чӗрчун пек хӑрлатать. Вӑл, кун-каҫиччен кавлесе, хырӑмне тем чухлӗ тӗрлӗрен апат чыхса тултарнӑ та, халӗ ӑна пӑчӑ, ҫывӑрма кансӗр, вӑл хӑрушӑ, усал тӗлӗксем курать.

Реклама чури пулса хӑйӗн чура ӗҫне туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫутӑ чӗтрене-чӗтрене сӳнет. Ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чул ҫуртсене кӗре-кӗре пӗтеҫҫӗ.

Кӑшт пӗшкӗнерех ҫӳрекен типшӗм те ҫӳлӗ ҫын урам кӗтессинче тӑрать. Пуҫне ерипен пӑркаласа, тӗссӗр куҫӗсемпе вӑл пӗр сылтӑма, пӗр сулахая кичеммӗн пӑхкаласа илет. Ӑҫта каймалла? Урамсем пурте пӗр пек, пур ҫуртсем те пӗр-пӗрин ҫине куҫ шурри пек кантӑкӗсемпе пӗр евӗрлӗн, ним шухӑшсӑр пӑхса лараҫҫӗ…

Пӑчӑх тунсӑх, сывлӑша питӗрсе, ӑшӑ аллипе пыра пӑвать. Ҫурт ҫийӗсем ҫинче мӑнтарӑн хулан кӑнтӑрла сывланӑ ылханлӑ сывлӑшӗ ниҫталла хускалмасӑр, пӗлӗт пек, ҫакӑнса тӑрать. Ҫак ҫӳхе чатӑр витӗр тӗссӗр тарӑн пӗлӗтре тӳлек ҫӑлтӑрсем шупкан йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Ҫын шлепкине хыврӗ те, пуҫне ҫӗклесе, ҫӳлелле пӑхрӗ. Ку хулара ҫӳлӗ ҫуртсем, ниҫтинчен ытла, пӗлӗте ҫӗртен аякка тӗксе уйӑрса янӑ. Ҫӑлтӑрсем — вӗтӗ, тӑлӑххӑн ҫуталаҫҫӗ…

Инҫетре, тем систерсе, пӑхӑр труба мӗкӗрет. Ҫыннӑн вӑрӑм урисем чӗтренсе илеҫҫӗ. Пуҫне пӗшкӗртсе, аллисене сулкаласа, вӑл ерипен пӗр урама кӗрсе каять. Тахҫанах каҫ пулнӑ ӗнтӗ, урамсем пушансах пыраҫҫӗ. Пӗччен ҫӳрекен пӗчӗк ҫынсем тӗттӗмре, шӑнасем пек, ҫухалаҫҫӗ, Урам кӗтессисенче кӑвак шлепке тӑхӑннӑ патак тытнӑ полицейскисем тӑраҫҫӗ. Вӗсем, янаххисене ерипен сиктерсе, табак чӑмлаҫҫӗ.

Ҫын ҫавсем умӗнчен, телефон юписемпе тем чухлӗ хура алӑксем ҫумӗпе иртсе пырать, — ҫурт стенисене шӑтарса кӗнӗ хура алӑксем ыйхӑ пуснипе пысӑк ҫӑвар пек туйӑнаҫҫӗ. Таҫта аякра трамвай вагонӗ чӑнкӑртатса кӗрлет. Каҫ читлӗхри пек пӑчӑ урамсенче сывлайми пулчӗ; вӑл вилнӗ, тейӗн.

Ҫын хӑйӗн вӑрӑм кӗлеткипе сулланса, пӗшкӗнерех, хӑлаҫланса утса пырать. Вӑл тем шухӑшлать пек, анчах шухӑшӗ, ҫирӗп пулсан та — иккӗленчӗклӗ…

Мана вӑл вӑрӑ пек туйӑнать.

Хулан хура стенисем хушшинче хӑйне хӑй чӗрӗ туякан ҫынна курма кӑмӑллӑ.

Уҫӑ чӳречесенчен тар шӑрши персе тухать.

Пӑчӑ, кичем тӗттӗмре темле ӑнланмалла мар сасӑсем илтӗнеҫҫӗ…

Сарӑ Шуйттанӑн кичем хули тӗлӗкӗнче аташса ҫывӑрать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней