Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир Базаров господинпа кӑштах харкашса илтӗмӗр те, манӑн уншӑн кӑштах тӳсмелле пулчӗ.Мы немножко повздорили с господином Базаровым, и я за это немножко поплатился.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кадриль пӗтсен, Ситников Аркадие Одинцова патне илсе пычӗ; анчах вӑл унпа кӑштах пулин те паллашнӑ-ши вара: вӑл хӑйӗн сӑмахӗсене йӑлтах пӑтратса пӗтерчӗ, Одинцова ун ҫине кӑштах тӗлӗнерех пӑхрӗ.
XIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тӗтӗм шӑрши те кӗрет, курӑк шӑрши те, кӑштах тикӗт шӑрши те, кӑштах тир шӑрши те пур.И дымком-то пахнет, и травой — и дегтем маленько — и маленько кожей.
Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.
Ильинична кӑштах нӗшӗклесе илчӗ те, каллех тупӑсем кӗмсӗртетнӗ, унтан тата Дон леш енче пулемет шатӑртатнӑ сасӑсене пӑртак шиклӗн итленӗ хыҫҫӑн, кӑштах та пулин тыра пытарса ӗлкӗреҫ тесе, кӗлете кӗрсе кайрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫамрӑк йывӑҫсем — пӗрисем ҫап-ҫара хулӑ пек, кушӑрка та ҫӳхе хупӑллӑскерсем, теприсем, кӑштах хӗрлӗрех сарӑ ҫулҫӑллӑскерсем — тӑррисемпе ещӗк айккисенелле тӗршӗнсе урлӑн выртаҫҫӗ, кӑштах тӑпраллӑрах тымарӗсем — ещӗк тӗпӗнче.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Анчах ҫанӑн, Прохор Афанасьевич, ҫакӑн пек паллӑ вӑхӑта кӗтсе илме хӑвна кӑштах йӗркене кӗртес пулать: сухална тикӗслетмелле, уссине кӑштах касмалла…
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тата кӑштах шухӑшланӑ пулсан, Евсей кирлӗ ответа тупнӑ пулӗччӗ тен, анчах ҫак вӑхӑтра Буланый тырӑ патнелле туртӑнчӗ те юланутҫӑна хӑйӗн пуҫӗ урлӑ кӑштах ывӑтса ямарӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫапла туса, эпӗ хамран кӑштах хамшӑн кӑмӑллине туртса илетӗп, хамшӑн кӑштах кӑмӑлсӑр ӗҫ тӑватӑп, анчах ун вырӑнне хама сывлӑхлӑ пулма май тупатӑп, урӑхла каласан, эрехе нумай вӑхӑт хушши нумай ӗҫмешкӗн май тупатӑп, — вӑл эрехе наркӑмӑш яманнине эпӗ пӗлетӗп.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Калаҫнӑ май чиртен кӑштах кулса илчӗҫ, шӳт тукаласа Вера Павловнӑна сатур арӑм тесе мухтарӗҫ, Вера Павловна пӑшӑрханмалла мар ҫӗртенех пӑшӑрханса кӑштах хӑй чирлесе ӳкмен-ҫке-ха.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ҫеҫен хир ҫинче ҫулнӑ курӑкӑн пуҫа ҫавӑракан, яланах кӑштах салхулантаракан ырӑ шӑрши тӑрать, ҫул хӗррипе ларса тухнӑ юманлӑхсенчен сулхӑн тата ҫӗрме тытӑннӑ ҫулҫӑсен чуна ҫӗклекен шӑрши перет; каврӑҫӑн пӗлтӗрхи ҫулҫинчен вара темшӗн ҫурхи шӑршӑ, кӑштах тата фиалка шӑрши те кӗрет.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эхер те вӑл Обломовӑн чӗринчи пытанса юлнӑ ӗлӗкхи йӗрсене: кӑштах ывӑннипе, кӑштах палӑракан ыйхӑлӑха асӑрхасан, — Ольга унӑн чунне шалтанах курма пӗлет, — вал ӑна ӳпкелешет, сайра хутра ҫак ӳпкевре ӳкӗнни те, хӑй йӑнӑш тӑвасран хӑрани те хутшӑнса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн куҫӗсенче нихҫан та вулаймастӑн: «эпӗ халь тутана кӑштах чӑмӑртатӑп та шухӑша каятӑп — ҫапла чипер курӑнатӑп эпӗ, Унталла пӑхатӑп та, хӑраса ӳксе, хуллен кӑшкӑрса яратӑп, вара ҫавӑнтах ман пата чупса пыраҫҫӗ. Фортепиано умне ларатӑп та ура вӗҫӗ кӑштах курӑнмалла тӑсса хуратӑп»… тенине.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирвайхи сивӗ шыв ҫине кӑштах тӗтре сарӑлнӑ пек, Обломов кӗлетки тӑрӑх ырӑ канӑҫлӑх сӑрӑлтатса саланчӗ, тӗлӗрнӗҫемен туйӑмсем кӑштах сӳрӗлме тытӑнчӗҫ, тепӗр минутранах шухӑш йӗрӗ татӑлатчӗ пулӗ, анчах Илья Ильич сасартӑк тӑна кӗрсе, куҫне уҫрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Жуков — профессор патӗнче, — терӗ мана пӗр вунпилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын ача, кӑштах Валька пекрехскер, унӑнни пекех кӑмӑллӑ та кӑштах ухмахрах сӑн-питлӗскер.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ калани чӑнах та тӗрӗсех ӗнтӗ: парнесем унӑн кӑмӑлне ҫурри таран ҫеҫ ҫавӑрчӗҫ; кӑштах ачашланчӗ вӑл, кӑштах шанакан пулчӗ — ытлашшийӗ нимӗн те ҫук; аптранипе вара Печорин юлашки меслетне ӗҫе кӗртесшӗнччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ эпӗ ларатӑп, манӑн умри сӗтел пӑрахут ҫинчи пек чӗтренет, тахӑшӗ мана шыв парать, тахӑшӗ пирус сӗнет, анчах эп ӑна алӑра тытма пултараймастӑп, тахӑшӗ ман урасене пушмак тӑхӑнтартма хӑтланать те — вӗсем кӗмеҫҫӗ, тет, унтан мана кӑштах ҫавӑтса, кӑштах йӑтса пусма тӑрӑх аялалла, автомобиль патне илсе каяҫҫӗ; эпир машинӑпа пыратпӑр, тахӑшӗ каллех ман ҫине револьверпа тӗллет, маншӑн ку кулӑшла; эпир каллех шурӑ чечексенчен тунӑ шерепесемпе илемлетнӗ трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр, анчах та ку тӗлӗк, аташни, вилӗм умӗн юлашки хут асапланни кӑна е вилӗм ҫитсе килни пулӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫурт тӑррин кӑштах вистенме пуҫланӑ ҫивитти те мар, хапхан кӑштах тайӑлма пуҫланӑ юпи те мар, сулахайри чӳречин кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлни те мар — карта юпи ҫинче ларакан кӑсӑя.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
37. «Тата кӑштах, кӑштах ҫеҫ кӗтмелле — Килекенни килӗ, Вӑл тӑхтаса тӑмӗ!37. ибо еще немного, очень немного, и Грядущий придет и не умедлит.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата кӑшт ҫеҫ, кӑштах, кӑштах, вара Кармил тӑвӗ йывӑҫ пахчи пулса тӑмӗ-и, йывӑҫ пахчине вара вӑрмана хапӑл тунӑ пек хапӑллӗҫ-и?
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗсем акӑ мӗнле йышӑнаҫҫӗ: ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах, — ӗнтӗ кайӗҫ вӗсем, месерле кайса ӳкӗҫ, сусӑрланӗҫ, серепене лекӗҫ, ҫакланӗҫ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.