Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Евр 10

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Еврейсене янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 09:28

Предложений: 28; Слово: 579

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Саккун вӑл пулас ырӑлӑхсенӗн чӑн сӑнарӗ мар, вӗсенӗн ӗмӗлки анчах; саккун хушнипе ҫуллен-ҫул, ялан парне кӳрсе тӑраҫҫӗ пулин те, ҫакӑн урлӑ саккун парне паракансене нихӑҫан та пӗтӗмпех ырӑ туса ҫитереймест. 2. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, парне кӳме чарӑнӗччӗҫ: парне кӳрекенсем пӗрре йӑлтах тасалӗччӗҫ те хӑйсене айӑплӑ туйми пулӗччӗҫ. 3. Ҫуллен парне кӳни вӗсенӗн ҫылӑхӗсене астутарса тӑрать: 4. пӑру юнӗпе качака юнӗ ҫылӑхсене пӗтерме пултараймасть. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос тӗнчене килсессӗн ҫапла калать: «пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, Эсӗ Ман валли ӳт хатӗрлерӗн. 6. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем те Сана юрӑхлӑ мар. 7. Вара Эпӗ каларӑм: «эй Туррӑм, Ман ҫинчен кӗнекере ҫырнӑ пек, Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн акӑ Эпӗ Хам каятӑп, терӗм» тет. 8. Малтан Вӑл: «саккун тӑрӑх пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, вӗсене кӑмӑл та тумарӑн» тенӗ; 9. унтан ҫапла хушса каланӑ: «эй Туррӑм, акӑ Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫлама каятӑп» тенӗ. Ҫапла кайранхине ҫирӗплетес тесе малтанхине пӑрахӑҫа кӑларать. 10. Ҫав ирӗке пурӑнӑҫланипе эпир Иисус Христос Хӑй ӳтне пӗр хут парнене кӳнипе тасалнӑ. 11. Кирек хӑш священник та куллен кӗлӗре тӑрать, темиҫе хут та пӗр пек парнесем кӳрет, анчах та ҫав парнесем нихӑҫан та ҫылӑхсене пӗтереймеҫҫӗ. 12. Ку Священник вара пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗр парне кӳнӗ те ӗмӗрлӗхе Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, 13. кайран Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑйӗн ури айне тӑвассине кӗтме пуҫланӑ. 14. Тасалмалли ҫынсене Вӑл пӗрре парне кӳнипех ӗмӗрлӗхе тап-таса тунӑ. 15. Ҫакӑн ҫинчен пире Таса Сывлӑш та пӗлтерсе тӑрать. Ҫавӑнпа каланӑ та: 16. «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа; Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн чӗринех кӗртсе лартӑп, вӗсенӗн ӑсне-тӑннех ҫырса хурӑп, 17. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ. 18. Ҫылӑхсене каҫарсан, вӗсемшӗн парне кӳме те кирлӗ мар.

19. Эй тӑвансем, ҫапла ӗнтӗ Иисус Христос Юнӗ урлӑ пирӗн ҫӗнӗ ҫулпа, чӗрӗлӗх ҫулӗпе сӑваплӑ вырӑна кӗме шанчӑк пур; 20. ҫав ҫӗнӗ ҫула пире Иисус чаршав урлӑ — Хӑйӗн Ӳчӗ урлӑ — уҫса панӑ. 21. Пирӗн мухтавлӑ Аслӑ Священникӑмӑр Турӑ ҫуртне пӑхса тӑрать, 22. таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе, чун-чӗремӗре пур тасамарлӑхран та тасатса, ӳтӗмӗре таса шывпа ҫуса ҫавӑнта ҫывӑхарар, 23. хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен эпир пӗр иккӗленмесӗр, уҫҫӑн калатпӑр, мӗншӗн тесессӗн Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ. 24. Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. 25. Хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ; ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар.

26. Чӑнлӑха пӗлсе ҫитсессӗн те эпир пӗрех ҫылӑха кӗрсе пурӑнатпӑр пулсан, ҫылӑх каҫарттармалли урӑх парне ҫук ӗнтӗ; 27. сут пулассине, хирӗҫ тӑракансене пӗтерме хатӗр тӑракан хаяр вут-ҫулӑма хӑраса кӗтсе тӑрасси ҫеҫ юлать вара. 28. Хӑвӑрах шухӑшласа илӗр: Моисей саккунне пӑсакан ҫынна — унӑн айӑпне икӗ е виҫӗ кӳнтелен кӑтартса парсассӑн — пӗр хӗрхенмесӗр вӗлереҫҫӗ пулсан, 29. Турӑ Ывӑлне хисепе хуман ҫын, ҫӗнӗ халал Юнне — хӑйне тасатнӑ Юна — нимӗн вырӑнне хуман ҫын, тивлет паракан Сывлӑша хурлакан ҫын мӗн тери йывӑр асап курма тивӗҫлӗ! 30. «Хирӗҫ тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Хам тавӑрӑп» тесе Калакана пӗлетпӗр эпир. Тата ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне сут тӑвӗ» тенӗ. 31. Чӗрӗ Турӑ аллине лекме питӗ хӑрушӑ!

32. Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр: 33. е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр; 34. эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр. 35. Ҫапла ӗнтӗ шанса тӑма ан пӑрахӑр: уншӑн сире пысӑк ырӑлӑх пулӗ. 36. Туррӑн ирӗкне туса ҫитерсе, пама асӑннине илмешкӗн сире тӳсӗмлӗх кирлӗ. 37. «Тата кӑштах, кӑштах ҫеҫ кӗтмелле — Килекенни килӗ, Вӑл тӑхтаса тӑмӗ! 38. Тӳрӗ ҫын ӗненнипе чӗрӗ пулӗ, Манӑн чунӑм иккӗленекен ҫынна юратмасть». 39. Эпир — иккӗленсе пӗтсе ларас ҫынсем мар, эпир чунӑмӑр ҫӑлӑнасса ӗненсе тӑратпӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней