Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIII

Раздел: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.28 23:40

Предложений: 47; Слово: 574

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Хӑй шутланӑ пекех, Кирсановӑн ӗҫ лайӑх пулса пычӗ. Унӑн каллех Лопуховсем патне каясси килчӗ, ку туйӑм ӗлӗкхинчен те вӑйлӑрах пулчӗ. Анчах ку туйӑмпа кӗрешесси пӗрре те асаплӑ пулмарӗ, ҫӑмӑл пулчӗ. Акӑ вӑл Дмитрий Сергеич сывални пӗр эрне иртнӗ хыҫҫӑн Лопуховсем патӗнче иккӗмӗш хут пулчӗ, 9 сехетчен ларчӗ — юрать, килсе ларнӑ пек туса ирттерчӗ ӗнтӗ вӑл; тепринче Кирсанов вӗсем патне тата икӗ эрнерен килӗ: вара ҫӳреме пӑрахма та юрать темелле. Халлӗхе тата тепӗр сехете яхӑн лармалла-ха. Ку эрнере ун туйӑмӗ ҫурри таран пӗтрӗ ӗнтӗ, аталанмасть; тепӗр уйӑхран пӗтӗмпех иртсе кайӗ. Вӑл питӗ хавас. Калаҫма питӗ ирӗклӗн калаҫать, ҫак ӑнӑҫу ӑна савӑнтарать, вара ҫак савӑнӑҫа пула тата ирӗккӗнрех калаҫма пуҫлать.

Лопухов ыран пӗрремӗш хут килтен тула тухса ҫӳресшӗн. Ҫакна пула Вера Павловна питӗ хавас, вӑл чирлӗ выртнӑ Лопуховран та ытларах савӑнать пулас. Калаҫнӑ май чиртен кӑштах кулса илчӗҫ, шӳт тукаласа Вера Павловнӑна сатур арӑм тесе мухтарӗҫ, Вера Павловна пӑшӑрханмалла мар ҫӗртенех пӑшӑрханса кӑштах хӑй чирлесе ӳкмен-ҫке-ха. «Кулӑр, кулӑр, — терӗ вӑл, — анчах ман вырӑнта урӑхла тума сирӗн хӑвӑрӑн та вӑй ҫитес ҫукчӗ».

— Ыттисем уншӑн тӑрӑшни ҫынна хӑйне те улӑштарать, — терӗ Лопухов, хӑйшӗн пӑшӑрханнине курса, вӑл хӑй те ҫав тери асӑрхануллӑ пулма тӑрӑшать. — Эпӗ акӑ виҫӗ кун каяллах килтен тухма пултарнӑ, анчах ҫаплах килтех лартӑм. Паян ирпе тухас тенӗччӗ, хӑрарӑм та каллех ырана хӑвартӑм.

— Ҫапла, санӑн тахҫанах тухма юрать, — ҫирӗплетрӗ Кирсанов.

— Вӑт ҫакна эпӗ паттӑрлӑх тетӗп, анчах тӗрӗссипе каласан, калама ҫук йӑлӑхтарчӗ вӑл: халех тухса тарнӑ пулӑттӑм.

— Савнӑ тусӑм, мана лӑплантарас тесе паттӑрланнӑ вӗт эсӗ. Чӑнах та, санӑн халех тухас килет пулсан, тухса чупар эппин халех. Эпӗ часах пӗр ҫур сехете мастерскоя каятӑп. Пурте пӗрле кайӑпӑр: эсӗ сывалнӑ хыҫҫӑн пуҫласа пирӗн пата пырса курӑн, ку вӑл сан енчен питӗ лайӑх пулӗ. Пирӗн хӗрсемпе хӗрарӑмсем кӑна асӑрхӗҫ те эсӗ пынишӗн питӗ савӑнӗҫ.

— Юрать, пӗрле кайӑпӑр, — терӗ Лопухов, паянах уҫӑ сывлӑшпа сывлассипе савӑнса.

— Вӑт сире йӗркене пӗлекен хӗрарӑм, — терӗ Вера Павловна, — шухӑшласа та пӑхман эпӗ, тен, сирӗн, Александр Матвеич, пирӗнпе пырас та килмест пулӗ?

— Ҫук, ку питӗ интереслӗ, эпӗ тахҫанах пуҫтарӑнсаччӗ. Эсир тӗрӗс шухӑшланӑ.

Чӑнах та, Вера Павловна шухӑшӗ лайӑх пулнӑ. Лопухов вӗсем патне сывалнӑ хыҫҫӑн пуҫласа пынӑшӑн хӗрсем питӗ хавасланчӗҫ. Кирсанов мастерскойпа, чӑнах та, питӗ интересленчӗ: ун пек шухӑшлакан ҫынна интересленмесӗр юраман та ҫав. Расна сӑлтав чарса тӑман пулсассӑн, вӑл мастерскойра мӗн пуҫламӑшӗнченех тӑрӑшса ӗҫлекен преподавательсенчен пӗри пулнӑ пулӗччӗ. Ҫур сехет, тен, сехет те пулӗ, ним сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ. Вера Павловна, ӑна пурне те кӑтартса, тӗрлӗрен пӳлӗмсем тӑрӑх илсе ҫӳрерӗ, вӗсем столовӑйран тухса ӗҫлемелли пӳлӗме кӗнӗ чухне пӗр хӗр пӳлӗме кӗчӗ те Вера Павловна патне пычӗ. Хӗрпе Кирсанов пӗр-перин ҫине пӑхса илчӗҫ:  — «Настенька!»  — «Саша!» — ыталашса илчӗҫ.

— Сашенька, тусӑм, санпа тӗл пулнӑшӑн епле хавас эпӗ! — хӗр ӑна чуптуса пӗтерчӗ, кулчӗ те, йӗчӗ те. Унтан вӑл: — Ҫук, Вера Павловна, ӗҫ ҫинчен каламӑп ӗнтӗ халӗ. Уйрӑлма пултараймастӑп унран. Каяр, Сашенька, ман пӳлӗме, — терӗ.

Кирсанов та хӗр пекех хаваслӑ пулчӗ. Анчах Вера Павловна, Кирсанов хӗре палласа илсенех, ун куҫӗнче хуйхӑ та нумай пулнине асӑрхарӗ. Кунтан тӗлӗнмелли те ҫук ӗнтӗ: хӗр чахоткӑпа питӗ вӑйлӑ чирленӗ пулнӑ.

Крюкова мастерскоя ҫулталӑка яхӑн каялла ӗҫлеме кӗнӗ, вӑл ун чухнех питӗ чирлӗ пулнӑ. Малтан вӑл магазинта ӗҫленӗ, халӗ те унтах юлнӑ пулсан, вӑл ҫӗвӗ ҫӗлес ӗҫпе тахҫанах вилнӗ пулӗччӗ. Анчах ун валли мастерскойра кӑшт нумайрах пурӑнса ирттерме май тупӑннӑ. Хӗрсем ӑна ҫӗвӗ ҫӗлессинчен пачах хӑтарнӑ: ӑна вӗсем сиенлӗ мар ӗҫ тупса панӑ; вӑл мастерскойри вак-тӗвек ӗҫсене тӑвакансем вырӑнне ӗҫленӗ, тӗрлӗрен кладовойсене тытса пынӑ ҫӗре хутшӑннӑ, заказсем йышӑннӑ, ҫапла вара Крюкова мастерскойра ыттисем чухлӗ усӑ памасть тесе никам та калама пултарайман.

Лопуховсем Крюковӑпа Кирсанов калаҫса пӗтериччен кӗтсе тӑмарӗҫ, тухса кайрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней