Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах, пуҫ мимине кӑштах хускатса, кӑштах тертленсе пӑхас вырӑнне, вӑл, юлташӗсем еннелле пӑхса, сӑмсине ҫиллессӗн те чиперккеленсе хускаткалать, аялти тутине кӳренчӗклӗн пӗркелет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Кӑштах иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн Кай Ганник, шикленсе аялалла пӑхса, кӑштах илтӗнмелле ҫеҫ: — Эпир, паллах ӗнтӗ, Кассие хирӗҫ ҫапӑҫӑпӑр та, анчах Падус урлӑ каҫмастпӑр, — тесе хунӑ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӗсем ӑна ывӑтаҫҫӗ те хӑйсем кӑштах ишсе каяҫҫӗ, унтан ытти пайне кӑларса ывӑтаҫҫӗ, вара каллех кӑштах ишсе каяҫҫӗ.
Сӗреке // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Кӑштах ҫӗкленчӗк сӑмси, кӑштах тӳрех мар ҫӑварӗ ачаннилле ҫепӗҫ.Слегка приподнятый нос, слегка неправильный рот были по-детски нежны.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Тата кӑштах, тата кӑштах, — ответлерӗ хресчен.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӑштах сивӗ юр муклашкисене ҫӑварне хыпнӑ хыҫҫӑн пур ҫӗрте те шӑп иккенне пула окопсенче никам та ҫуккине тавҫӑрса илсен, Юлдаш пӗр вӑхӑт хушши Галаулинпа нимӗҫсен хушшинчи перкелешӳ вӑйлӑрах пуласса кӗтсе тӑнӑ, унтан ҫӗҫҫине шӑлӗпе ҫыртса, автоматне предохранитель ҫине лартса, тӳрех окопа сикнӗ, пӗр хускалмасӑр, кӑштах кукленсе тӑнӑ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Кӑштах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн сурансенчен юхакан юн сивӗпе шӑнса ларнӑ, эпӗ вара кӑштах тӑна кӗнӗ пулмалла.Через некоторое время мороз остановил кровотечение и привел меня в неполное сознание.
Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Сӑрнайсем те кӑштах шӑппӑнрах ҫухӑрма, ташӑҫӑсем те кӑштах хуллентерех ташлама пуҫларӗҫ.И трубы начинают гудеть чуть-чуть тише, и танцоры танцуют чуть-чуть медленней.
Юлашки каҫ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Алексей уншӑн кӳренмен, ӑна инке тесе чӗннӗ, сайра хутра кӑна кӑштах тарӑхса: — Чаран ӗнтӗ, инке, йӑлӑхтарчӗ! Эпӗ чирлӗ ҫын, мана кӑштах иртӗнтерсен те сиенлӗ мар, — тенӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах бомбӑсем тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗх хыҫне, штабс-капитан кӗрсе ларнӑ шӑтӑкран сылтӑмалла, питӗ инҫете кая-кая ӳкеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл кӑштах лӑпланчӗ, эрех ӗҫрӗ, сыр ҫыртрӗ, пирус тивертсе туртрӗ те вара, турра пуҫҫапса, кӑштах тӗлӗрсе илме шут тытрӗ.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ан та шырӑр, шырани кӑлӑхах пулӗ, ҫук кунта ун пеккисем: эсир кунта пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр хӑйсен кулленхи ӗҫне тӑвакан ҫынсене ҫеҫ курма пултаратӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ, эсир хӑвӑра хӑвӑр, кунта килсе кӗриччен ытлашшипех хавасланнӑшӑн, тен, кӑштах ятласа та илӗр, тен, эсир, Севастополе хӳтӗлекенсен геройла ӗҫӗсем ҫинчен темӗн те пӗр илтнӗскер, хӑвӑр илтнӗ сӑмахсем тӗрӗсех мар пулӗ тесе, кӑштах иккӗленме те пӑхӑр; тен, сирӗн, Ҫурҫӗр енче пӑшал пенисене илтнӗскерӗн, геройла ӗҫсем ҫине кӑшт урӑхларах пӑхас кӑмӑл та хускалма пултарӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Питҫӑмарти, ӗлӗкхинчен пӑхсан, кӑштах путса кӗнӗ иккен те, тепӗр тесен, вӑл та темӗнех мар-ха, ҫӗрӗпе куҫ хупманнипе те кӑштах пӗрӗннӗ пуль.Правда, щеки сильно ввалились по сравнению с прежним, да оно и понятно — не спал всю ночь.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тельмарша ялта «философ» тесе шутланӑ, ку ӗнтӗ хресченсем пек каласан, вӗрӳҫӗ, кӑштах тухтӑр тата хирург, кӑштах асамҫӑ та пулать.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Эпӗ ӑна ӑнланатӑп, — терӗ Голышев кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — сире кӳрентерместӗп пулсассӑн, тӳрех калатӑп: унӑн пурнӑҫӗнчен эсир кӑштах уйрӑлса кайрӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Малтан типнӗ ҫӗр лаптӑкӗнче кӑштах лапталла, кӑштах кусналла, пӑртак юсталла вылярӗҫ, пӗрре ҫурхи шыв тулса ларнӑ улӑха ушах курӑкӗ татма кайса килчӗҫ — ҫавӑ кӑна.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унӑн ҫӳҫӗ кӑштах сапаланнӑ, икӗ питҫӑмарти ҫинче те пӗчӗк хӗрлӗ пӑнчӑсем палӑраҫҫӗ, тути ӑшшӑн кулать, кӑштах хӗснӗ куҫӗсем те кулӑпа ҫуталса тӑраҫҫӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫумӑр виҫӗ кун ӗнтӗ пачах ҫумарӗ, кӑштах ӳкнӗ юр кӗрпи пӳрт тӑррисемпе хирсене, лартса ӳстернӗ хырсен вуллисемпе ҫул айккисене кӑштах шуратнӑ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир ҫынсен пӗр ушкӑнӗ патӗнчен тепӗр ушкӑнӗ патне пырса тӑнӑ, иртсе пыракансене кӑштах сӗртӗнсе илнӗ, хуллен кулкаласа кӑштах тӗккеленӗ.Мы переходили от толпы к толпе, чуть задевая прохожих, чуть толкая, чуть подсмеиваясь.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Кӑштах суранланнӑ та, кайса кил-ха, тет, матушка кӑштах йод памӗ-ши, терӗ.Повредилась немного, так поди, говорит, не даст ли попадья малость йоду.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Пурне те кӑштах аванах мар, кӑштах салхуллӑрах пек туйӑнать, тӗрӗссипе илсен, пурне те питӗ аван.Всем было немножко неловко, немножко грустно и в сущности очень хорошо.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.