Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: V сыпӑк

Раздел: Обломов –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.10 15:35

Предложений: 413; Слово: 5309

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

«Халӗ е нихҫан та!» — ҫак хаяр сӑмахсем Обломов пуҫне ыйхӑран вӑрансанах пырса кӗчӗҫ.

Вӑл вырӑн ҫинчен тӑчӗ, пӗр-икӗ хутчен пӳлӗм тӑрӑх утса тухрӗ те хӑна пӳлӗмне пырса пӑхрӗ: унта Штольц ҫырса ларать.

— Захар! — кӑшкӑрчӗ Обломов.

Кӑмака ҫинчен сикни илтӗнмерӗ — Захар ун патне пымарӗ: Штольц ӑна почта янӑ.

Обломов тусан витнӗ сӗтел хушшине пырса ларчӗ, перо тытрӗ, ӑна чернил кӗленчи ӑшне пуҫрӗ, анчах унта чернил пулмарӗ, хут шырарӗ — тупаймарӗ.

Вӑл шухӑша кайса, ним шутламасӑрах тусан ҫинче пӳрнипе йӗрлеме пуҫларӗ, кайран мӗн ҫырнине вуласа тухрӗ, унта «Обломовщина» тесе ҫырнӑ иккен.

Вӑл хӑй ҫырнине ҫийӗнчех ҫаннипе шӑлса тасатрӗ. Ҫак сӑмах ӑна ҫӗрле, Бальтазара ӗҫкӗре курӑннӑ евӗр, тӗлӗкре, стена ҫине вутпа ҫырнӑ пек курӑннӑ.

Захар таврӑнчӗ те Обломов вырӑн ҫинче мар, ура ҫинче пулнине курсан, тӗлӗннипе улпучӗ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ. Вӑл ҫакнашкал тӑмпайла тӗлӗнсе пӑхнинче «Обломовщина!» тесе ҫырни палӑрчӗ.

«Пӗр сӑмах, — шухӑшларӗ Илья Ильич, — анчах мӗнле… наркӑмӑшлӑскер!..»

Захар, кулленхи йӑлипе, тура, щетка, питшӑлли илчӗ те Илья Ильич ҫӳҫне турама пычӗ.

— Мур патне кай! — хаяррӑн каларӗ Обломов, унтан Захар аллинчи щеткӑна ҫапса ӳкерчӗ, Захар вара турине хӑех урайне пӑрахрӗ.

— Каллех выртас теместӗр пулӗ те? — тесе ыйтрӗ Захар. — Эпӗ вырӑна майланӑ пулӑттӑм.

— Мана чернилпа хут килсе пар, — терӗ Обломов. Обломов вара «Халӗ е нихҫан та!» тенӗ сӑмахсем пирки шухӑша кайрӗ.

Ӑспа вӑй ҫапла тарӑхса ыйтнине итлесе, вӑл хӑйӗнче ирӗклӗх вӑйӗ пӗтменнине, ҫак вӑйӑн пӗчӗк татӑкӗ ӑна ӑҫта илсе кайса, ӑҫта чикме пултарассине тишкерсе тухрӗ.

Ҫак тертлӗ шухӑшсем хыҫҫӑн вӑл перо ярса тытрӗ, кӗтесрен кӗнеке туртса кӑларчӗ, вунӑ ҫул хушшинче мӗн вуламаннине, мӗн ҫырманнине, мӗн шухӑшламаннисене пӗтӗмпех пӗр сехетре вуласа, ҫырса, шухӑшласа пӗтересшӗн пулчӗ.

Халӗ мӗн тумалла-ха унӑн? Малалла каймалла-и е ҫакӑнтах юлмалла? Обломовӑн ҫак ыйтӑвӗ хӑйшӗн пулсан Гамлет ыйтӑвӗнчен йывӑртарах пулчӗ. Малалла каясси — ку ӗнтӗ шалпар халата сасартӑк хулпуҫҫи ҫинчен ҫеҫ мар, чунӗ ҫинчен, ӑсӗ ҫинчен сирсе пӑрахассине пӗлтерет; стена ҫинчи эрешмен картисемпе тусана сӑтӑрнӑ вӑхӑтра куҫ ҫинчи эрешмен картине те шӑлса пӑрахса, курма пуҫлани пулать!

Ун пек тума малтан мӗнле утӑм тумалла-ха? Мӗнтен пуҫламалла? Пӗлместӗп, пултараймастӑп… ҫук… чееленетӗп, пӗлетӗп те… Ара, Штольц та кунтах, юнашар ларать; вӑл каллех каласа парать.

Тата мӗн калӗ-ха вӑл? «Пӗр эрне хушшинче, тейӗ, повереннӑй валли тӗплӗ инструкци ҫырса хатӗрлемелле те ӑна яла кӑларса ямалла, Обломовкӑна залог шучӗпе хумалла, ҫӗр туянмалла, ҫурт-йӗр тумалли план ярса памалла, хваттере урӑх ҫынна памалла, паспорт илсе ҫур ҫула ют патшалӑха каймалла, ытлашши ҫӑва пӑрахмалла, самӑрлӑха чакармалла, тахҫан ӗлӗк юлташпа пӗрле ӗмӗтленнӗ сывлӑшпа сывламалла, халатсӑр, Захарсӑр, Тарантьевсӑр пурӑнмалла, хӑвӑнах чӑлха тӑхӑнмалла, атта хӑвӑн хывмалла, ҫӗрле ҫеҫ ҫывӑрмалла, пурте кайнӑ ҫӗрелле, чугун ҫулӗпе, пӑрахутпа каймалла, унтан… Унтан… Обломовкӑна пурӑнма куҫмалла, тырӑ акни, авӑн ҫапни мӗн иккенне, мужик мӗншӗн пуян, мӗншӗн чухӑн пурӑннине пӗлмелле; уй-хир тӑрӑх утмалла, суйлавсене, заводсене, армансене, пристане ҫӳремелле, ҫав хушӑрах хаҫатсем, кӗнекесем вуламалла, акӑлчансем хӗвелтухӑҫне мӗншӗн карапсем янишӗн пӑлханмалла…»

Акӑ мӗн калӗ вӑл! Ҫакӑ ӗнтӗ малалла кайни пулать… Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫакӑн пек! Сывӑ пул пурнӑҫӑн илемлӗ идеалӗ! Ку пурнӑҫ мар, темле тимӗрҫӗ лаҫҫи; кунта ӗмӗрӗпех ҫулӑм, тӑнкӑртату, пӑчлӑх, шӑв-шав… хӑҫан пурӑнмалла-ха? Килтех юлсан авантарах пулмасть-ши?

Кунта юлни — кӗҫене тӳнтерле тӑхӑнмаллине, Захар кӑмака ҫинчен тӑрслаттарса сикнине итлессине, Тарантьевпа апатланассине, пурин ҫинчен те сахал шухӑшламаллине, Африкӑна кайса ҫӳрени ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене вӗҫне тухиччен вуламасӑр пӑрахассине, Тарантьев кумӑшӗ патӗнче хваттерте пурӑнса лӑпкӑн ватӑлассине пӗлтерет…

«Халӗ е нихҫан та!», «Пурӑнмалла е вилмелле!» Обломов кресла ҫинчен тӑрасшӑнччӗ, анчах урисемпе тӳрех туфлие лектереймен пирки каллех ларчӗ.

Тепӗр икӗ эрне иртсен Штольц Англие тухса кайрӗ, Обломовран тӳрех Парижа пыратӑп, тесе сӑмах илчӗ. Илья Ильичӑн паспорт та хатӗр ӗнтӗ, вӑл хӑй валли ҫул ҫинче тӑхӑнмалли пальто та ҫӗлетрӗ, картуз туянчӗ. Акӑ ӗҫсем мӗнле малалла шурӗҫ.

Захар вара ӑна кайма пӗр мӑшӑр атӑ ҫӗлеттерсен те ҫитет, тепӗр мӑшӑрӗн тӗпне ҫаптарнипех юрамалла тесе ӗнентерчӗ. Обломов ӗнтӗ утиял, ҫӑм фуфайка, ҫул ҫинче илсе ҫӳремелли несессер туянчӗ, апат-ҫимӗҫ валли михӗ те туянасшӑнччӗ, анчах вунӑ ҫын ӑна: ют ҫӗршывсенче апат-ҫимӗҫ турттарса ҫӳремеҫҫӗ, терӗҫ.

Захар, лачкам тара ӳксе, ӑстаҫӑсем патне, лавккасем тӑрӑх чупрӗ, лавккасенчен каялла панӑ вунӑ пуссемпе пилӗк пуссене хӑй кӗсйине нумай хӑварчӗ пулсан та, Андрей Ивановича, ҫул ҫӳреме шухӑшласа кӑларакансене пурне те ылханчӗ.

— Мӗн тӑвӗ-ха вӑл унта пӗччен пуҫпа? — терӗ вӑл лавккара. — Унта, итле-ха, господасене пӗтӗмпех хӗрсем тирпейлесе тӑраҫҫӗ. Хӗрсем ӑҫтан-ха атӑ хывайччӑр? Тата вӗсем улпутӑн ҫара урисене чӑлха мӗнле тӑхӑнтараҫҫӗ-ха?..

Вӑл кулса та илчӗ, унӑн бакенбарчӗсем айккинелле ҫӗкленчӗҫ, пуҫне сулкаларӗ. Обломов ӳркенсе тӑмарӗ, хӑйпе пӗрле мӗн илмеллине, киле мӗн хӑвармаллине ҫырса хатӗрлерӗ. Сӗтел-пукансемпе ытти япаласене Тарантьева, Выборг енне, хӑй кумӑшӗ патне леҫме, вӗсене виҫӗ пӳлӗме питӗрсе илсе, хӑй ют ҫӗршывран таврӑниччен упрама хушрӗ.

Обломовӑн палла-тӑранӗсем те ӗнтӗ, пӗрисем шанчӑксӑррӑн, теприсем кулкаласа, виҫҫӗмӗшӗсем темле хӑраса ӳксе: — Каять; шухӑшласа пӑхӑр-ха, Обломов вырӑнтан тапранчӗ! — терӗҫ.

Анчах тепӗр уйӑхран та, виҫӗ уйӑхран та Обломов тухса каймарӗ.

Ыран тухса каяс тенӗ чух унӑн тути хӑпарса тухрӗ. — Шӑна сӑхса илчӗ, ҫавӑн пек тутапа тинӗсе тухаймастӑн ӗнтӗ! — терӗ те вӑл, тепӗр пӑрахут кӗтме пуҫларӗ.

Акӑ август уйӑхӗ ӗнтӗ, Штольц тахҫантанпах Парижра, ун патне хаяр ҫырусем ҫырать, анчах ответ кӗтсе илеймест.

Мӗншӗн-ха? Чернил кӗленчинче чернилӗ типсе ларнӑ, хучӗ те ҫук пулӗ-и? Тен, Обломовӑн ҫыру йӗркинче хӑшӗ тата мӗн сӑмахсем тӑтӑшах тӗл пулнӑран пулӗ, е, юлашкинчен, Илья Ильич халӗ е нихҫан та тенӗ хаяр чӗнӗвӗн юлашки самах ҫинче чарӑнса, аллисене айне хучӗ пулӗ — ахалех вӑратать пулӗ ӑна Захар.

Ҫук, унӑн чернил кӗленчинче чернил туллиех, сӗтел ҫинче ҫырусем выртаҫҫӗ, ҫитменнине тата герблӑ хутсем ҫине ун аллипе ҫырнӑскерсем. Темиҫе страница ҫырса та вӑл хӑшӗ сӑмаха пӗрре те икӗ хутчен асӑнмарӗ; унӑн сӑмахӗсем ирӗклӗн юхрӗҫ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне лайӑх палӑртрӗҫ, илемлӗ пулчӗҫ, леш, хӑй Штольцпа ӗҫлӗ пурнӑҫ ҫинчен, ҫул ҫӳресси ҫинчен ӗмӗтленнӗ чухнехи пек пулчӗҫ.

Вӑл ҫичӗ сехетре ҫывӑрса тӑрать, вулать, таҫта кӗнекесем илсе каять. Пит-куҫӗнче ӗшенни те, кичемленни те палӑрмасть. Питне хӗрлӗ сӑн та ҫапрӗ, хастарлӑх е, иҫмасса, хӑй ҫине шанни, куҫӗсенче ҫуталса тӑрать. Ун ҫийӗнче халат кураймастӑн: ӑна Тарантьев ытти япаласемпе пӗрле кумӑшӗ патне илсе кайнӑ.

Обломов ҫырма е вулама килте тӑхӑнакан пальто пӗркенсе ларать, мӑйӗнче — ҫӳхе тутӑр; кӗпе ҫухавине галстук ҫине кӑларнӑ, вӑл юр пек шуралса тӑрать. Вӑл илемлӗ ҫӗлетнӗ сюртукпа капӑр шлепке тӑхӑнса тухать… Вӑл хавас, юрлакалать… Мӗне пула-ха ку?..

Акӑ вӑл хӑйӗн дачин чӳречи умӗнче ларать (вӑл дачӑра, хуларан темиҫе ҫухрӑмра пурнать), ун ҫумӗнче чечек ҫыххи выртать. Вӑл васкавлӑн тем ҫырса пӗтерет, хӑй вара яланах тӗмӗсем урлӑ, сукмак ҫине пӑхкаласа илет, унтан каллех ҫырма васкать.

Сасартӑк ҫулпа ҫӑмӑллӑн пусса утнипе хӑйӑр чӑштӑртатрӗ; Обломов пероне пӑрахрӗ те чечек ҫыххи тытса, чӳрече патне чупса пычӗ.

— Эсир-и ку, Ольга Сергеевна? Халех, халех! — терӗ вӑл, унтан картузӗпе туйине ярса тытрӗ, калиткерен чупса тухрӗ, темле чипер хӗрарӑма аллине пачӗ те унпа пӗрле вӑрмана, ҫӳлӗ те сарлака чӑрӑшсен ҫулхӑнне, кӗрсе ҫухалчӗ.

Захар темле кӗтесрен сиксе тухрӗ, ун хыҫҫӑн пӑхса юлчӗ, унтан пӳлӗме питӗрсе илчӗ те кухньӑна кӗчӗ.

— Тухса кайрӗ! — терӗ вӑл Анисьйӑна.

— Кӑнтӑр апатне килет-и?

— Кам пӗлет ӑна? — терӗ Захар ыйхӑллӑн.

Захар ним те улшӑнман: унӑн ҫав пысӑк бакенбардсемех, сухалне хырман, ҫав сӑрӑ жилетпах тата ҫав ҫурӑк сюртукпах ҫӳрет, анчах вӑл авланнӑ, те кумӑшӗпе уйрӑлнипе, те ҫын тени арлӑ-арӑмлӑ пулмалла тенипе, Анисьйӑна качча илсе; анчах халӑх сӑмахӗнче каланӑ пек улшӑнман.

Штольц Обломова Ольгӑпа тата унӑн инкӗшӗпе паллаштарнӑ. Штольц Обломова пирвайхи хут Ольга инкӗшӗн ҫуртне илсе пынӑ чух унта хӑнасем пурччӗ. Обломова йывӑр тата, яланхи пекех, авӑн мар пулчӗ.

«Перчетке хывсан лайӑх пулмалла, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — пӳлӗмре ӑшӑ вӗт. Мӗнле ютшӑннӑ эпӗ пуринчен те!..»

Штольц Ольга ҫывӑхне пырса ларчӗ. Ольга лампа айӗнче, чей ӗҫекен сӗтелтен аяккарах, кресла ҫине таянса ларнӑ та, таврара мӗн пулнипе сахал интересленет.

Вӑл Штольца курсан питӗ хавасланчӗ; унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатмарӗҫ, питҫӑмартисем хӗрелмерӗҫ, анчах пичӗ пӗтӗмпех лӑпкӑн ҫуталса кайрӗ, ӑшшӑн кулчӗ.

Ольга Штольца хӑй тусӗ тесе шутлать, хӑйне яланах култарса кичемленме паманшӑн юратать, анчах кӑштах хӑракалать те, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ун умӗнче ача вырӑнне кӑна хурать.

Унӑн мӗнле те пулин ыйту, иккӗленӳ пулсан, Ольга труках Штольца ӗненме шутламасть: вӑл унран ытла аякра, унран ытла ҫӳлте тӑрать, ҫавӑнпа та ҫак ҫитӗнсе ҫитеймен кӑмӑла тата ӑспа ҫулсем хушшинчи уйрӑмлӑха пула, тепӗр чухне Ольгӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ хуҫӑлать.

Штольц та унпа, ытарма ҫук чипер хӗрпе, хапсӑнмасӑр киленет, унӑн ӑс-пуҫӗпе шухӑш-кӑмӑлӗ чӗрӗ пулнишӗн савӑнать. Ольга ун умӗнче пысӑк шанчӑк паракан чипер ача пек ҫеҫ.

Апла пулсан та Штольц ытти хӗрарӑмсемпе калаҫнинчен ытларах унпа кӑмӑллӑн та тӑтӑшрах калаҫать, мӗншӗн тесен Ольга, ним шухӑшламасӑр пулсан та, пурнӑҫӑн чӑн-чӑн ҫулӗпе утать, хӑйӗн телейлӗ характерне, ним ултавсӑр ӳссе ҫитӗннине пула, шухӑшран, туйӑмран, хай тӗллӗн килсе тухакан кӑмӑлӗнчен пӑрӑнмасть, куҫне, тутине, аллине кӑштах хускатнинчен те Штольц ун шухӑшне туйса илет.

Тен, ҫавӑнпа та пулӗ, вӑл ҫав ҫулпа ҫапла шанчӑклӑн утать, мӗншӗн тесен вӑхӑт-вӑхӑтпа вӑл «тусӗн» тата ҫирӗпрех уттине илтет, ӑна ӗненет; хӑй утӑмӗсене унӑн утӑмӗсемпе танлаштарать.

Кирек епле пултӑр, анчах сайра ҫӗрте тӗл пулакан ҫакнашкал хӑй ирӗкӗпе кӑмӑллӑн пӑхнине калаҫнине мӗн те пулин тунине. Унӑн куҫӗсенче нихҫан та вулаймастӑн: «эпӗ халь тутана кӑштах чӑмӑртатӑп та шухӑша каятӑп — ҫапла чипер курӑнатӑп эпӗ, Унталла пӑхатӑп та, хӑраса ӳксе, хуллен кӑшкӑрса яратӑп, вара ҫавӑнтах ман пата чупса пыраҫҫӗ. Фортепиано умне ларатӑп та ура вӗҫӗ кӑштах курӑнмалла тӑсса хуратӑп»… тенине.

Хуҫкаланасси те ҫынна юрасшӑн тӑрӑшса йӑпӑлтатасси те, нимӗнле суя та, нимӗнле ултавлӑ йӑлтӑркка та, нимӗнле вӑрттӑн шухӑш та ҫук унӑн! Ҫавӑнпа та ӑна Штольц, пӗччен тенӗ пекех, хакланӑ та ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫынсем мазурка ташланӑ чухне кичем пуснине пытараймасӑр пӗччен ларса ирттернӗ; ҫавӑнпа та чи кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫынсенчен пӗри те, ун ҫине пӑхсан, ӑна мӗн каламаллине пӗлмесӗр, чӗмсӗрленнӗ…

Пӗрисем Ольгӑна айван, кӗске ӑслӑ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ ҫинчен, юрату ҫинчен ӑслӑ сӑмахсем пӑшӑлтатман, ҫынсем калаҫнӑ чухне никам кӗтмен хӑюллӑ сӑмахсем хӑвӑрттӑн каласа хуман, музыкӑпа литература пирки тишкернӗ чухне кӗнекесем ҫинчен вуласа е ҫынсенчен: илтсе пӗлнине калаҫура палӑртман: вӑл сахал калаҫнӑ, хӑйӗн ытлашши ӑслах мар шухӑшӗсене пӗлтернӗ — унран аслӑ та ҫивӗч «кавалерсем» пӑрӑннӑ; ҫивӗч маррисем, пачах урӑхла, ӑна ҫав тери ӑслӑ тесе шутланӑ, кӑштах унран хӑракаланӑ та. Пӗр Штольц ҫеҫ, унпа чарӑнми калаҫса, ӑна култаркаланӑ.

Ольга музыкӑна юратать, анчах юрлама пӗрмаях вӑрттӑн, е Штольца, е пансионри пӗр-пӗр тантӑшне юрласа парать; юрлама вӑл, Штольц каланӑ тӑрӑх, кирек мӗнле юрӑҫӑран та лайӑх юрлать.

Штольц Ольга патне пырса ларчӗ те, пӳлӗмре хӗрӗн кулли илтӗнсе кайрӗ; ҫак кулӑ ҫав тери янӑравлӑ, ҫав тери чӗререн, илӗртӳллӗ пулчӗ, кам ку кулла илтет, ҫавӑ, мӗн пирки кулнине пӗлмесӗрех, тем тесен те, кулса ярать.

Анчах Штольц та пӗрмай култармасть: тепӗр ҫур сехетрен Ольга вӑл каланине интересленсех итлет, тата ытларах интересленсе Обломов ҫине пӑхать, Обломов вара ҫапла пӑхнипе ҫӗр тӗпне путса анас патнех ҫитет.

«Мӗн калаҫаҫҫӗ-ха вӗсем ман ҫинчен?» — шухӑшлать Обломов, шикленнипе вӗсем ҫине хӑяккӑн пӑхса, Вӑл тухса та каясшӑнччӗ ӗнтӗ, анчах Ольга инкӗшӗ ӑна хӑй ҫумне чӗнсе илчӗ те, калаҫакансем пурте курмалла ҫӗре лартрӗ.

Обломов Штольц ҫине шиклӗн ҫаврӑнса пӑхрӗ — вӑл унта ҫук ӗнтӗ. Обломов Ольга ҫине пӑхрӗ те лешӗ ун ҫине унчченхи пекех интересленсе пӑхнине курчӗ.

«Халӗ те пӑхать-ха!» — шухӑшларӗ Обломов, унтан именнипе хӑйӗн тумтирне пӑхкаласа илчӗ.

Вал, хӑйӗн сӑмси хуралнӑ пуль тесе, питне тутӑрпа та шӑлчӗ, галстукне тытса пӑхрӗ — салтӑнса кайман-и: ҫакнашкал пулкалать унӑн тепӗр чухне: ҫук, пурте йеркеллӗ пулас. Ольга вара ун ҫине пӑхать!

Акӑ тарҫӑ пӗр курка чей тата крендельсем хунӑ поднос лартса пачӗ. Обломов именнине ирттерсе ярасшӑн пулса, хӑйне ирӗккӗн тыткалама тӑрӑшрӗ; ҫавӑнпа та вӑл пӗр купа сухари, бисквит, крендель пуҫтарса тытрӗ, хӑйпе юнашар ларакан кулса ячӗ. Теприсем купа ҫине интересленсе пӑхрӗҫ.

«Турӑҫӑм, вӑл та пӑхать! — шухӑшларӗ Обломов. — Мӗн тӑватӑп-ха эпӗ ҫак купапа?»

Обломов Ольга хӑй вырӑнӗнчен тӑрса тепӗр кӗтесе пырса тӑнине пӑхмасӑрах курчӗ. Обломовӑн чӗри лӑпланчӗ.

Ольга вара, вӑл сухарисемпе мӗн тума пултарнине кӗтсе, куҫӗсене вичкӗнлетрӗ.

«Ҫисе ярам хӑвӑртрах», — шухӑшларӗ те Обломов, бисквитсене васкавлӑн тӗп тума тытӑнчӗ; ун телейне пула, вӗсем хӑйсемех ҫӑварта ирӗлсе кайрӗҫ.

Икӗ сухари ҫеҫ тӑрса юлчӗ ӗнтӗ; Обломов ирӗккӗн сывласа ячӗ те Ольга кайнӑ еннелле пӑхса илме шут тытрӗ…

Турӑҫӑм! Вӑл бюст ҫумӗнче, пьедестал ҫине таяннӑ та Обломова сӑнаса тӑрать. Ольга хӑй ларакан кӗтесрен те Обломов ҫине ирӗккӗн пӑхма тесе тӑрса кайнӑ пулас: вӑл Обломов сухари пирки аванмарланнине асӑрхарӗ пулмалла.

Каҫхи апат вӑхӑтӗнче Ольга сӗтелӗн тепӗр кӗтессинче ларчӗ, калаҫрӗ, ҫирӗ, Обломовпа пачах интересленмен пек туйӑнчӗ. Анчах Обломов шиклӗн, Ольга хӑй ҫине пӑхмасть, пулӗ-ха тесе, ун еннелле ҫаврӑнса пӑхсанах, хӗрӗн интересленсе, анчах ҫав вӑхӑтрах питӗ ыррӑн пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулчӗ…

Каҫхи апат хыҫҫӑн Обломов Ольга инкӗшӗпе васкавлӑн сывпуллашма пуҫларӗ: инкӗшӗ ӑна тепӗр кун апата килме чӗнчӗ, тата Штольца та апата чӗннине пӗлтерме хушрӗ. Илья Ильич пуҫ тайрӗ, пуҫне ҫӗклемесӗрех зал тӑрах утса иртрӗ. Акӑ рояльтен иртсен чаршав, унтан алӑк. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ — рояль умӗнче Ольга ларать, ун ҫине ҫав тери интересленсе пӑхать. Вӑл йӑл кулса илнӗ пек те туйӑнчӗ Обломова.

«Мана ӗнер хӑрахшар чӑлха тӑхӑнтарнине е кӗпене тӳнтерле тӑхӑнтарнине Андрей каласа панӑ пулас ӑна, чӑнах та!» — тесе шухӑшларӗ те вӑл, ҫапла шутланипе, тата хӑйне апата чӗнсен, вӑл пуҫ тайса тав тунинчен Обломов ытларах кӑмӑлне хуҫса килне таврӑнчӗ, пуҫ тайрӗ пулсан — апата кайма килӗшрӗ-ҫке вӑл.

Ҫак минутран пуҫласа Ольга тинкерсе пӑхни Обломов пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗ. Ахалех месерле тӑсӑлса выртрӗ вӑл, ахалех кахаллӑн та лӑпкӑн выртма тӑрӑшрӗ, ыйхӑ килмерӗ, ним те тӑваймастӑн. Халачӗ те ӑна ирсӗррӗн, Захар та чӑтма ҫук айван пек, тусанпа эрешмен картисем те чӑтмалла мар пек туйӑнчӗҫ.

Темиҫе япӑх картинӑна, чухӑн артистсене пулӑшакан темле ҫын ирӗксӗрлесе панӑскерсене, пӳлӗмрен кӑларса пӑрахма хушрӗ, тахҫантанпах сирмен чӳрече каррисене хӑй майларӗ, Анисьйӑна чӗнсе кӗртсе чӳрече кантӑкӗсене шӑлса тасатма хушрӗ, эрешмен картисене шӑлса тухрӗ, унтан айккӑн выртрӗ те пӗр сехет пек Ольга ҫинчен шухӑшларӗ.

Вӑл малтанах унӑн кӗлеткине тӗплӗн тинкерсе тухрӗ, асӗнче ун портретне сӑнарларӗ.

Ольгӑна чипер пике тесех калама ҫук, урӑхла каласан, вӑл шурӑ ӳтлӗ те мар, питҫӑмартисемпе тути те уҫҫӑн палӑрса тӑмаҫҫӗ, куҫӗсем те шалти туйӑмӗсене палӑртса ҫунмаҫҫӗ; тути ҫинче мерчен те ҫук, ҫӑварӗ те ахах пӗрчисӗр, аллисем те пӗчӗк те ытлашши илемлех мар, пӳрнисем те, пилек ҫулхи ачанни пек, виноград евӗрлӗ мар.

Анчах ӑна статуя вырӑнне лартсан, вӑл ытарма ҫук илемпе килӗшсе тӑракан кӗлетке пулнӑ пулӗччӗ. Кӑштах ҫулӗрех пӗвне пуҫ пысӑкӑшӗ килӗшет, пуҫ пысӑкӑшне — ҫаврашка пичӗ, ҫаксем пурте вара хулпуҫҫийӗсемпе, хулпуҫҫиӗсем — пӗтӗм ӳт пӗвӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ…

Ӑна кирек кам тӗл пултӑр, ҫав ҫын тимсӗр пулсан та, ҫак ҫирӗп, ӑс-пуҫпа, маҫтӑррӑн тунӑ чун умӗнче самантлӑха чарӑнса тӑрать.

Сӑмси тӳрӗ унӑн, кӑштах курпунтараххи палӑрать; тути ҫӳхе те пӗрмаях чӑмӑртанса тӑрать: ку ӗнтӗ яланах мӗн ҫинчен те пулин шухӑшланине пӗлтерет. Ҫивӗч, яланах вичкӗн, ниме те курмасӑр сиктерсе хӑварман тӗксӗм-кӑвак куҫӗсенче те шухӑшсем пуррине курма пулать. Куҫхаршийӗсем унӑн куҫӗсене илем парса тӑраҫҫӗ; вӗсем пӗкӗ пек авӑнчӑк мар, пӳрнепе чӗпӗтсе пӗтернӗ ҫип пек, куҫ тавра ҫинҫе йӗрпе ҫаврӑнса тӑмаҫҫӗ — ҫук, ун куҫхаршийӗсем сарӑ, кӑпӑшка та икӗ тӳрӗ йӑрӑм пек, сайра хутра ҫеҫ вӗсем пӗр виҫере пулаҫҫӗ; пӗри тепринчен кӑшт ҫӳлӗрех, ҫавна пула куҫхарши айӗнче пӗр пӗркеленчӗк йӗр пур, ҫав йӗр темӗн каланӑ пек, унта шухӑш пулнӑ пек туйӑнать.

Ольга хӑйӗн ҫинҫе те мӑнаҫлӑ мӑйӗ ҫинче илемлӗн, ыррӑн вырнаҫнӑ пуҫне кӑштах малалла пӗшкӗртсе утать; асӑрхаса юлмалла мар пекех ҫӑмӑллӑн пусса, пӗтӗм кӗлеткипе тикӗссӗн хускалса утать…

«Мӗншӗн-ха вӑл ман ҫине ӗнер ҫав териех тинкерсе пӑхрӗ? — шухӑшларӗ Обломов — Андей ӑна чӑлхасемпе кӗпе ҫинчен каламан-ха тесе, турра асӑнать, хӑй манпа туслӑ пулни ҫинчен, эпир мӗнле ӳсни, вӗренни ҫинчен, пирӗн пурнӑҫра мӗн лайӑххи пулнӑ, ҫавсем ҫинчен йӑлтах каласа кӑтартнӑ, ҫав хушӑрах (акӑ ҫакна та каласа панӑ), Обломов мӗнле телейсӗр, ҫынсем ҫителӗксӗр пулӑшнипе унӑн мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗ тӗп пулнине, пурнӑҫӗ епле япӑх иртсе пынине тата…»

«Мӗншӗн кулмалла-ха? — малалла шухӑшларӗ Обломов. — Унӑн мӗн чухлӗ те пулин чӗри пур пулсан, ҫав чӗре кӳтмелле, мана хӗрхеннипе юнпа пӗвӗнмелле, вӑл пур… ну, турӑ ҫырлахтӑр! Шухӑшлама та пӑрахатӑп! Паян кайса апатланатӑп та — ура та ярса пусмастӑп».

Кун хыҫҫӑн кун иртрӗ: вӑл икӗ урипе те, аллисемпе те, пуҫӗпе те унта пулчӗ.

Пӗр илемлӗ ирхине унӑн япалисене пӗтӗмпех Тарантьев хӑйӗн кумӑшӗ патне, Выборг Енчи тӑкӑрлӑка тиесе кайрӗ, Обломов вара тахҫантанпах пурӑнса курман пек виҫӗ куна яхӑн вырӑнсӑр, дивансӑр ирттерчӗ, Ольга инкӗшӗ патӗнче апатланчӗ.

Сасартӑк тата вӗсен дачине хирӗҫ пӗр пушӑ дача тупӑнчӗ. Обломов ӑна ҫын урлӑ йышӑнчӗ те халь ҫавӑнта пурӑнать. Иртен пуҫласа каҫченех Ольгӑпа вӑл… вӑл, Обломов, унпа пӗрле вулать, ӑна чечексем ярса парать, кӳлӗ хӗрринче, тусем ҫинче уҫӑлса ҫӳрет.

Мӗн пулмасть ҫут тӗнчере? Мӗнле пулма пултарнӑ-ха ку? Акӑ ҫапла.

Вӗсем Штольцпа иккӗшӗ Ольга инкӗшӗ патӗнче хӑнара чухне Обломов апат хушшинче ӗнерхи тертех тӳссе ирттерчӗ. Вӑл Ольга куҫӗ умӗнче чӑмларӗ, калаҫрӗ, ун куҫӗсем хӗвел пекех хӗртнине, шиклентернине, нервсене, юнне хускатнине пӗлсе, туйса ларчӗ. Аран-аран вара балкон ҫинче, сигарӑсем туртнӑ чухне, Ольга чӗмсӗррӗн тинкерсе пӑхнинчен тӗтӗм айӗнче самантлӑха пытанма май тупрӗ.

— Мӗн-ха ку вара? — терӗ вал, пур еннелле те ҫаврӑнкаласа. — Ку — асап вӗт! Ӑна култарма ҫуралнӑ-и эпӗ? Ыттисенчен никам ҫине те ҫапла пӑхмасть: хӑяймасть. Эпӗ йӑвашрах ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл… Эпӗ унпа калаҫса пӑхатӑп, — шутларӗ Обломов, — вӑл хӑй пӑхнипе ман чунтан туртса кӑларасшӑн пулнӑ сӑмахсене хамах каласа паратӑп.

Сасартӑк Ольга ун умне, балкон пусми ҫине, тухса тӑчӗ; Обломов ӑна пукан лартса пачӗ, Ольга вара ун ҫывӑхне ларчӗ.

— Эсир питӗ кичемленетӗр, тет, тӗрӗс-и ку? — ыйтрӗ Ольга Обломовран.

— Тӗрӗс, — хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов, — анчах ҫав териех мар… Манӑн ӗҫ пур.

— Эсир темле план тӑватӑр, тенӗччӗ Андрей Иваныч.

— Ҫапла, эпӗ пурӑнма яла куҫасшӑн, ҫавӑнпа та хуллен-хуллен хатӗрленетӗп.

— Ют патшалӑха каятӑр-и тата?

— Ҫапла, тем пулсан та, Андрей Иваныч хатӗрленсе ҫитсенех каятпӑр.

— Эсир кӑмӑллӑнах каятӑр-и унта? — ыйтрӗ Ольга.

— Ҫапла, эпӗ пӗтӗм кӑмӑлтан…

Обломов пӑхса илчӗ: Ольга пичӗ ӑшӑ кулӑпа ҫуталса тӑрать, ҫак кулӑ е унӑн куҫӗсенче ялкӑшать, е питҫӑмартисене сарӑлать, тути ҫеҫ, яланхи пек, чӑмӑртаннӑ. Обломовӑн лӑпкӑн суйма кӑмӑлӗ ҫаврӑнаймарӗ.

— Эпӗ кӑштах кахал… — терӗ вӑл, — анчах…

Ольга ӑна ҫапла ҫӑмӑллӑн, ыйтса-туса тӑмасӑрах, юлхавланни ҫинчен калаттарма пултарнӑшӑн кӳренчӗ вӑл. «Мӗн вӑл мана? Эпӗ хӑратӑп-и унран?» — шухӑшларӗ вӑл.

— Юлхав! — хирӗҫ тавӑрчӗ хӗр, кӑштах палӑрмалла кулса. — Кун пек пулма пултарать-и вара? Арҫын — юлхав, эпӗ ҫакна ӑнланаймастӑп.

«Мӗн ӑнланмалла мар-ха кунта? — шухӑшларӗ Обломов. — Ку ҫӑмӑл пек туйӑнать».

— Эпӗ ытларах килте ларатӑп, ҫавӑнпа та Андрей шутлать те ӗнтӗ эпӗ…

— Анчах эсир нумай ҫыратӑр пулас, — терӗ хӗр, — вулатӑр пулӗ. Вулатӑр-и эсир?..

Ольга Обломов ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

— Ҫук, вуламан — сасартӑк каласа хучӗ Обломов, хӗр хӑйӗнчен тӗпчесе ыйтасран хӑраса ӳксе.

— Мӗн? — ыйтрӗ хӗр кулса. Обломов та кулса ячӗ.

— Эсир манран мӗнле те пулин роман ҫинчен ыйтатӑр пулӗ тесе шутларӑм эпӗ: романсем вуламастӑп эпӗ.

— Чухласа илеймерӗр; ҫул ҫӳрени ҫинчен вуланине ыйтасшӑнччӗ эпӗ…

Обломов ун ҫине вичкӗннӗн пӑхса илчӗ: хӗр пичӗ пӗтӗмӗшпех кулать, тути кулмасть…

«Э! Вӑл… унпа сыхлануллӑ пулмалла…» — шухӑшларӗ Обломов.

— Мӗн вуларӑр-ха эсир? — интересленсе ыйтрӗ хӗр.

— Эпӗ, чӑнах та, ытларах ҫул ҫӳренисем ҫинчен вулама юрататӑп…

— Африкӑна кайса килни ҫинчен-и? — чеен те лӑпкӑн ыйтрӗ хӗр.

Обломов вара (паллах, сӑлтавсӑр мар) ҫак хӗр вӑл мӗн вуланине кӑна мар, мӗнле вуланине те пӗтӗмпех пӗлсе тӑнине чухласа, хӗресле кайрӗ.

— Эсир музыкант-и? — ыйтрӗ хӗр, вӑл вӑтаннине сирсе ярас шутпа.

Ҫак вӑхӑтра Штольц пырса кӗчӗ.

— Илья! Акӑ эпӗ Ольга Сергеевнӑна эсӗ музыкӑна питӗ юратнине каласа патӑм тата мӗн те пулин юрласа пама ыйтрӑм…

— Мӗншӗн эсӗ ман ҫине йӑвантаратӑн? — терӗ Обломов. — Эпӗ музыкӑна питех юратмастӑп…

— Мӗнлескер? — пӳлчӗ Штольц. — Вӑл кӳреннӗ пек пулчӗ! Эпӗ ӑна йӗркеллӗ ҫын вырӑнне хурса сирӗнпе паллаштаратӑп, вӑл пур — хӑйӗнчен тӗлӗнтерме васкать!

— Эпӗ музыкӑна юратакансен шутӗнчен ҫеҫ пӑрӑнатӑп: ку иккӗленӳллӗ тата йывӑр ӗҫ!

— Мӗнле музыка сире ытларах килӗшет? — тесе ыйтрӗ Ольга.

— Ку ыйту ҫине ответ пама йывӑр! Кирек мӗнли те килӗшет! Тепӗр чухне эпӗ хӑйӑлти шарманкӑна та, мӗнле те пулин кӗвве, хам асра юлнисене, каҫса кайсах итлетӗп, тепӗр чухне оперӑран та, ҫуррине итлесен тухса каятӑп; унта Мейербер ман чуна хускатать; баркӑри юрӑ та; кӑмӑл-туйӑм мӗнлине кура! Тепӗр чухне Моцарт кӗввисене каланӑ чухне те хӑлхана хуплатӑп…

— Апла пулсан, эсир музыкӑна чӑнласах юрататӑр.

— Мӗн те пулин юрласа парӑр ӗнтӗ, Ольга Сергеевна, — ыйтрӗ Штольц.

— Обломов мсье шӑпах урӑх шухӑш-кӑмӑллӑ пулас, хӑлхине хупласа хурӗ, — терӗ Ольга, ун еннелле ҫаврӑнса.

— Халӗ мӗн те пулин ырласа каламалла, — хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов. — Эпӗ пӗлместӗп, пӗлсен те калама хӑяйман пулӑттӑм…

— Мӗншӗн тата?

— Эсир япӑх юрлас пулсан! — айванла астутарчӗ Обломов. — Мана кайран питӗ аван мар пулнӑ пулӗччӗ…

— Ӗнӗр сухарисемпе пулнӑ пек-и… — сасартӑк персе ячӗ те Ольга, хӑй те хӗрелсе кайрӗ, ҫакна каламалла мар пулнӑшӑн вӑл мӗн панӑ пулӗччӗ, турӑ пӗлет. — Каҫарӑр — айӑпа кӗтӗм!.. — терӗ вӑл.

Обломов пачах ҫакна кӗтменччӗ, ҫавӑнпа та аптраса ӳкрӗ.

— Ку усал элек! — терӗ вӑл ҫурма сасӑпа.

— Ҫук, тен, кӑштах тавӑрни пулӗ ку та, турӑшӑн та, юриех туни мар, сирӗн мана ырлама ырӑ сӑмах тупӑнманшӑн калани кӑна пулать.

— Тен, юрланине илтсен, тупӑнӗ.

— Эсир эпӗ юрланине итлесшӗн-и? — ыйтрӗ Ольга.

— Ҫук, акӑ вӑл итлесшӗн — терӗ Обломов, Штольц ҫине кӑтартса.

— Эсир вара?

Обломов килӗшмесӗр пуҫне сулчӗ.

— Эпӗ хам пӗлмен япалана итлеме килӗшейместӗп.

— Эсӗ тӳрккес, Илья, — астутарчӗ Штольц. — Акӑ мӗне пӗлтерет килте выртса, чӑлхасене…

— Чим-ха, Андрей, — хӑвӑрттӑн пӳлчӗ Обломов, ӑна каласа пӗтерме памасӑр, — пӗрре те йывӑр мар каласси.

«Ах! Эпӗ питӗ хавас, телейлӗ пулатӑп, эсир, паллах, лайӑх юрлатӑр… — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, Ольга енне ҫаврӑнса. — Ку мана килентерет…» Кирлӗ-и вара ҫакна калама?

— Анчах эсир, иҫмасса, мана юрлаттарма кӑмӑлланине. интересленсе те пулин, калама пултарнӑ вӗт-ха.

— Хӑяймастӑп, — хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов, — эсир актриса мар…

— Ну, эпӗ юрласа паратӑп, — терӗ Ольга Штольца.

— Илья, ырламалли сӑмах калама хатӗрлен.

Ҫак хушӑра каҫ пулса килчӗ. Краҫҫын ҫутрӗҫ, унӑн ҫути вара, уйӑх пек, плющь сӑрнӑ трельяж ҫийӗн шурӗ. Каҫ тӗксӗмӗ Ольгӑн пит-куҫӗпе кӗлеткине ҫӳхе пӗркенчӗк витнӗ пек хупласа хучӗ; унӑн пичӗ ҫине мӗлке ӳкерчӗ; ҫинҫе те анчах вӑйлӑ сасӑ ҫеҫ, туйӑмсене пула, чӗтревлӗн илтӗнсе тӑчӗ.

Ольга, Штольц кӑтартса панине, арисем, романссем нумай юрларӗ; пӗрисенче — телее уҫӑмсӑррӑн туйса тӑнипе тертленни, теприсенче хаваслӑх пулчӗ, анчах ҫак сасӑсенче хуйхӑ-суйхӑ тӗвӗленме пуҫлани палӑрчӗ ӗнтӗ.

Сӑмахсенчен, сасӑсенчен, хӗрӗн ҫак таса та вӑйлӑ сассинчен нервсем чӗтрерӗҫ, куҫсем ҫулӑмланчӗҫ те куҫҫулӗсемпе шывланчӗҫ. Пӗр самантрах вилсе те выртас килет, сасӑсене илтсе вӑранас та килмест, ҫийӗнчех тата чӗре пурнӑҫшӑн та ҫунать…

Обломов ҫулӑмланчӗ, халтан кайрӗ, куҫҫульне аран-аран тытса чарчӗ, чӗререн сиксе тухма пулса хатӗр тӑракан хаваслӑ сасса пытарасси вара ҫавӑнтан та йывӑртарах пулчӗ. Нумайранпа туйманччӗ вӑл ҫакӑн пек ҫирӗплӗхе, ҫакӑн пек вӑя; ҫак вӑй, паттӑрла ӗҫ тума хатӗрскер, унӑн чунӗ тӗпӗнчен ҫӗкленсе тухнӑ пек туйӑнчӗ.

Вӑл ҫак минутра ют патшалӑха та тухса кайнӑ пулӗччӗ, ларса каймалли ҫеҫ пултӑр.

Юлашкинчен Ольга Casta diva юрласа пачӗ: пӗтӗм хавхаланулӑх, пуҫра ҫиҫӗм пек ҫиҫекен шухӑшсем, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх йӗппе чикнӗ пек сӑрӑлтатни — ҫаксем пурте Обломова пӗтерсех хучӗҫ: вӑл халтан кайрӗ.

— Эсир кӑмӑллӑ-и паян манпа? — ыйтрӗ Ольга Штольцран, юрлама чарӑнсан.

— Обломовран ыйтӑр, вӑл мӗн калать? — терӗ Штольц.

— Ах! — терӗ Обломов.

Вӑл сасартӑк Ольга аллинчен ярса тытнӑччӗ, анчах ҫийӗнчех вӗҫертрӗ те — калама ҫук именчӗ.

— Каҫарӑр… — мӑкӑртатрӗ вӑл.

— Илтетӗр-и? — терӗ Штольц Ольгӑна. — Ним пытармасӑр кала-ха, Илья: чылайранпа пулманччӗ вӗт санӑн ҫакӑн пек кӑмӑл?

— Ҫакӑн пек кӑмӑл паян ирхине, чӳречесем умӗнче хӑйӑлти шарманка юрлаттарса иртнӗ пулсан, пулатчӗ… — терӗ Ольга ыррӑн калаҫӑва хутшӑнса, куллинчи хаярлӑха пытарса.

Обломов ун ҫине ӳпкелешсе пӑхрӗ.

— Унӑн хваттерӗнчи иккӗмӗш хут чӳречисене ку тарана ҫитсе илсе хуман-ха, ҫавӑнпа та тулта мӗн пулни илтӗнмест, — хушса хучӗ Штольц.

Обломов Штольц ҫине ӳпкевлӗн пӑхрӗ. Штольц Ольга аллине тытрӗ.

— Ольга Сергеевна, эсир мӗне пула паян унччен нихҫан та юрламан пек юрлани ҫинчен калама пӗлместӗп, иҫмасса, эпӗ чылайранпа илтмен ҫакӑн пек юрланине. Акӑ манӑн мухтаса калас сӑмахӑм! — терӗ вӑл, унӑн кашни пӳрнинех чуптуса.

Штольц кайрӗ. Обломов та кайма хатӗрленчӗ, анчах ӑна Штольцпа Ольга чарчӗҫ.

— Манӑн ӗҫ пур, — асӑрхаттарчӗ Штольц, — эсӗ выртма каятӑн вӗт… ир-ха…

— Андрей! Андрей! — тархасласа калаҫма пуҫларӗ Обломов. — Ҫук, паян эпӗ кунта юлма пултараймастӑп, эпӗ каятӑп! — тесе хушса хучӗ те вӑл, ларса кайрӗ.

Вӑл ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӗ: салхуллӑн, шухӑша кайса, пӳлӗм тӑрӑх унталла-кунталла утса ҫӳрерӗ; шурӑмпуҫӗ килсен килтен тухса кайрӗ, Нева хӗррипе, урамсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, турӑ пӗлет вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине, мӗнле туйӑмсем пулнине…

Тепӗр виҫӗ кунтан вӑл каллех Ольгӑсем патӗнче пулчӗ, каҫхине вара, ытти хӑнасем картла выляма ларсан, рояль патӗнче Ольгӑпа иккӗшӗ ҫеҫ пулчӗҫ. Ольга инкӗшӗн пуҫӗ ыратрӗ; вӑл кабинетӗнче спирт шӑршласа ларчӗ.

— Килӗшетӗр-и, эпӗ сире Андрей Иванович мана валли Одессӑран илсе килнӗ картинӑсене кӑтартам? — ыйтрӗ Ольга. — Вӑл сире кӑтартман-и?

— Эсир кил хуҫи вырӑнне пулса, мана мӗнпе те пулин йӑпатасшӑн тӑрӑшатӑр эппин? — ыйтрӗ Обломов. — Ахалех ҫапла шутлатӑр!

— Мӗншӗн ахалех? Эпӗ сире кичем ан пултӑр тетӗп, кунта эсир килти пекех пулӑр, сире кунта ҫӑмӑл та ирӗк, эсир кунтан… ҫывӑрма ан кайӑр, тетӗп.

«Вӑл — усал, кулӑшла чун!» — шухӑшларӗ Обломов, ирӗксӗрех унӑн кашни хусканӑвӗпе киленсе.

— Эсир мана ҫӑмӑл та ирӗк пултӑр, тата кичем ан пултӑр тетӗр эппин? — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫапла, — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга, ун ҫине ӗнерхи пекех, анчах тата ытларах интересленсе, ытларах ырӑ сунса пӑхрӗ.

— Апла тӑвас тесен, малтанах, ман ҫине хальхи пек, ӗнер пӑхнӑ пек, ан пӑхӑр…

Ольга куҫӗсенче интересленни ытларах ӳсрӗ.

— Шӑпах эсир ман ҫине ҫапла пӑхнипе кӑмӑлӑм пӑсӑлать… Ӑҫта манӑн шлепке?..

— Мӗншӗн пӑсӑлать-ха? — тесе ҫемҫен ыйтрӗ те Ольга, унӑн куҫӗсенче интересленни палӑрми пулчӗ. Обломов вара ырӑ кӑмӑллӑ та ачаш ҫеҫ пулчӗ.

— Пӗлместӗп; анчах мана, эсир ҫапла пӑхнипе манран ыттисене, уйрӑммӑнах сире, мӗн пӗлме юраманнине пӗтӗмпех тӗпчесе пӗлесшӗн пулнӑ пек туйӑнать…

— Мӗншӗн-ха? Эсир Андрей Иваныч тусӗ, вӑл манӑн тус, апла пулсан…

— Апла пулсан Андрей Иваныч мӗн пӗлнине пӗтӗмпех сире пӗлтерме сӑлтавӗ ҫук, — хӑй сӑмахне вӗҫлерӗ Обломов.

— Сӑлтавӗ ҫук, май пур…

— Манӑн тус ним пытармасӑр каланине пула май пур, ку — вӑл мана япӑх пулӑшни пулать!..

— Сирӗн ҫынна пӗлтермелле мар япаласем пур-и? — ыйтрӗ Ольга. — Тен, киревсӗр ӗҫ? — тесе хушса хучӗ те вӑл кулкаласа, Обломовран айккинелле пӑрӑнчӗ.

— Пулма пултарать, — ассӑн сывласа каларӗ Обломов.

— Ҫапла, ку пысӑк преступлени — хӑрахшар чӑлха тӑхӑнасси, — терӗ Ольга хӑюсӑррӑн та шӑппӑн.

Обломов шлепкине ярса тытрӗ.

— Чӑтаймастӑп! — терӗ вӑл, — Эсир мана кӑмӑллӑ пултарасшӑн! Эпӗ Андрея юратма пӑрахатӑп… Вӑл ҫакна та каларӗ-и сире?

— Вӑл паян мана ҫакна каласа, култарса вӗлеретчӗ, — хушса хучӗ Ольга, — вӑл яланах култарать. Каҫарӑр, тек каламастӑп, тек каламӑп тата сирӗн ҫине урӑхла пӑхма тӑрӑшӑп…

Ольга пит-куҫне чеен улӑштарчӗ.

— Ку пӗтӗмпех пӗрремӗшӗ-ха, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл; — ну, эпӗ сирӗн ҫине ӗнерхи пек пӑхмастӑп, апла пулсан, халь сире ҫӑмӑл, ирӗк. Малалла, иккӗмӗшӗ: сире кичем ан пултӑр тесен, мӗн тумалла?

Обломов тӳрех Ольгӑн чакӑр, ачаш куҫӗсенчен пӑхрӗ.

— Акӑ эсир хӑвӑр та ман ҫине темле тӗлӗнмелле пӑхатӑр… — терӗ Ольга.

Обломов, чӑнах та, ун ҫине куҫӗсемпе мар, куҫ пӑвакан пек, шухӑшӗпе, пӗтӗм кӑмӑлӗпе пӑхрӗ, анчах ирӗксӗр, пӑхмасӑр тӑма вӑй ҫитереймесӗр пӑхрӗ.

«Турӑҫӑм, мӗнле чипер вӑл! Ҫут тӗнчере пулаҫҫӗ-ҫке ҫакӑн пеккисем! — шухӑшларӗ вӑл, ун ҫине шиклӗн тенӗ пекех пӑхса. — Ҫак шурӑ сӑн, ҫак куҫсем, авӑрти пек, тӗксӗм; тата куҫӗсемпе пӗрле чунӗ те ҫуталса тӑрать пулас! Куллине кӗнеке пекех вулама пулать; куллипе пӗрле шӑлӗсем, пуҫӗ… мӗнле ҫепӗҫҫӗн ларать ун пуҫӗ майӗ ҫинче, ҫеҫке пекех чечекленет, ырӑ шӑршӑ сарать»…

«Ҫапла, мана унран темӗн кирлӗ, — шухӑшларӗ Обломов, — унран мана темӗн япала куҫать. Чӗре патӗнче, акӑ ҫакӑнта, вӗреме, тапма пуҫланӑ пек… Эпӗ кунта темӗн ытлашшине туятӑп, ку манӑн пулманччӗ пулас… Турӑҫӑм, ун ҫине пӑхасси мӗнле телей! Сывлама та йывӑр».

Ҫак шухӑшсем унӑн пуҫӗнче ҫавраҫил пек ҫаврӑнчӗҫ, вӑл вара ун ҫине пӑхрӗ-пӑхрӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫете, тӗпсӗр шӑтӑка пӑхнӑ пек, хӑйне хӑй пӗлми пулса, ирӗлсе кайса пӑхрӗ.

— Ҫитет ӗнтӗ, мсье Обломов, халь акӑ эсир хӑвӑр мӗнле пӑхатӑр ман ҫине! — терӗ Ольга, именчӗклӗн пуҫне пӑрса, анчах интересленесси ӑна ҫӗнтерчӗ те, вӑл ун пичӗ ҫинчен куҫне илме пултараймарӗ.

Обломов нимӗн те илтмерӗ.

Вӑл, чӑнах та, куҫ илмесӗр пӑхрӗ, Ольга сӑмахӗсене илтмерӗ, хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине шарламасӑр тӗрӗслерӗ; пуҫне аллипе перӗнсе пӑхрӗ, унта та темӗн пӑлханать, питӗ хӑвӑрттӑн ыткӑнать. Вӑл шухӑшӗсене йӗркелесе ӗлкӗреймест: кайӑк ушкӑнӗ пекех вӗҫсе ҫӗкленчӗҫ вӗсем, чӗри патӗнче вара, сулахай аякра, темӗн ыратнӑ пек.

— Ҫапла тӗлӗнмелле ан пӑхӑр ӗнтӗ ман ҫине, — терӗ Ольга, — мана та аван мар… Эсир те ман чӗререн мӗн те пулин илесшӗн пулас…

— Мӗн илме пултаратӑп эпӗ сиртен? — ним шухӑшламасӑр ыйтрӗ Обломов.

— Манӑн та плансем пур, вӗсене тума пуҫланӑ, анчах туса пӗтермен, — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга.

Обломов вара Ольга унӑн туса пӗтермен планӗ ҫинчен систерсе каланипе тӑна кӗчӗ.

— Тӗлӗнмелле! — астутарчӗ вӑл. — Эсир хӑвӑр усал, анчах ыррӑн пӑхатӑр. Ахальтен каламаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ, хӗрарӑмсене ӗненме юрамасть тесе: вӗсем усал шухӑшпа пулсан — чӗлхепе суяҫҫӗ, усал шухӑшсӑр пулсан — куҫӗсемпе, кулӑпа, питне хӗретсе суяҫҫӗ, тӑнсӑр пулса ӳксе те суяҫҫӗ…

Ольга ӑс-тӑнра юлакан шухӑш-кӑмӑлне вӑйланма памарӗ, Обломов аллинчен шлепкине хуллен илчӗ те пукан ҫине ларчӗ.

— Каламӑп, каламӑп, — терӗ вӑл хӑвӑрттӑн. — Ах, каҫарӑр, йӗрӗнтермӗш чӗлхе! Анчах, турӑшӑн та, ку кулни мар! — юрланӑ пекех каларӗ вӑл, ҫак юрӑра вара унӑн туйӑмӗ сисӗнчӗ.

— Обломов лӑпланчӗ.

— Ҫак Андрей!.. — терӗ вӑл ӳпкелешсе.

— Ну, иккӗмӗшӗнчен, сире кичем ан пултӑр тесен, мӗн тумалла? — ыйтрӗ Ольга.

— Юрласа парӑр! — терӗ Обломов.

— Акӑ вӑл, эсир мана мухтаса каласса кӗтнӗ сӑмах! — хавхаланса кайса пӳлчӗ ӑна Ольга. — Пӗлетӗр-и мӗн, — хӑвӑрттӑн малалла калаҫрӗ вӑл, — эхер те эсир виҫӗмкун эпӗ юрланӑ хыҫҫӑн мана хӑвӑрӑн ҫав «ах!» тенӗ сӑмахӑра каламан пулсан, эпӗ ҫӗрле ҫывӑрайман пулӑттӑм, тен, макӑрнӑ та пулаттӑм.

— Мӗне пула? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Обломов. Ольга шухӑшласа илчӗ.

— Хам та пӗлместӗп, — терӗ вӑл кайран.

— Эсир хӑвӑра юрататӑр: ҫавӑнпа ҫапла пулнӑ.

— Паллах, ҫавӑнпа, — терӗ Ольга, шухӑша, кайса тата хӑрах аллипе клавишсене перӗнкелесе, — анчах мӑнаҫлӑх пур ҫӗрте те пур вӗт, тата нумай та. Андрей Иваныч ҫакӑн пирки: ку шухӑш-кӑмӑла йӗркелесе тӑракан пӗртен-пӗр двигатель, тет. Сирӗн акӑ мӑнаҫлӑх ҫук пулас, ҫавӑнпа эсир яланах…

Вӑл каласа пӗтермерӗ.

— Мӗн? — ыйтрӗ Обломов.

— Ҫук, ахалех, ним те мар, — тесе ирттерсе ячӗ Ольга. — Андрей Иваныча юрататӑп эпӗ, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Ольга. — Вӑл мана култарса йӑпатнӑран мар, тепӗр чухне вӑл калать — эпӗ йӗретӗп, вӑл мана юратнӑран та мар, акӑ мӗншӗн… вӑл мана ыттисенчен ытларах юратнӑран пулас: куратӑр-и, мӑнаҫлӑх ӑҫта илсе ҫитерчӗ!

— Эсир Андрея юрататӑр-и? — тесе ыйтрӗ те Обломов, Ольга куҫӗнчен тинкерсе, сӑнаса пӑхма тытӑнчӗ.

— Ҫапла, паллах, вӑл мана ыттисенчен ытларах юратать пулсан, эпӗ пушшех, — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга ним шӳтлемесӗр.

Обломов ун ҫине сӑмах хушмасӑр пӑхрӗ; Ольга ун ҫине чӗнмесӗр хирӗҫ пӑхрӗ.

— Вӑл Анна Васильевнӑна та, Зинаида Михайловнӑна та юратать, анчах пӗрне те мана юратнӑ пек мар, — терӗ Ольга, — вӑл вӗсемпе икӗ сехет лармасть, култармасть, нимӗн те чунтан каламасть; вӑл вӗсемпе ӗҫсем ҫинчен, театр, ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен калаҫать, манпа вара йӑмӑкӗпе калаҫнӑ пек… ҫук, хӗрачипе калаҫнӑ пек, — васкавлӑн хушса хучӗ Ольга, — тепӗр чухне эпӗ мӗне те пулин сасартӑк ӑнланса илейместӗп пулсан е итлемесен, унпа килӗшмесен, ятлаҫать те. Вӗсене ятламасть вӑл, эпӗ вара ӑна ҫакӑншӑн ытларах юрататӑп пулас. Мӑнаҫлӑх! — хушса хучӗ вӑл шухӑша кайса. — Анчах вӑл кунта юрланӑ чух мӗнле лекнине пӗлме пултараймастӑп. Юрӑ ҫинчен тахҫанах мана лайӑххине калаҫҫӗ, эсир вара итлесшӗн те пулмарӑр, сире вӑйпа тенӗ пекех итлеттерчӗҫ. Эсир ҫавӑн хыҫҫӑн мана пӗр сӑмах та каламасӑр тухса кайнӑ пулсан, эпӗ сирӗн пит-куҫӑрта нимӗн те асӑрхаман пулсан… Эпӗ чирлесе ӳкнӗ пулӑттӑм… ҫапла, чӑнах та, ку мӑнаҫлӑх! — татӑклӑн каласа хучӗ вӑл.

— Эсир вара ман пит-куҫра мӗн те пулин асӑрхарӑр-и? — ыйтрӗ Обломов.

— Эсир пытарасшӑн пултӑр пулсан та, куҫҫульне асӑрхарӑм; ку вӑл арҫынсен япӑх палли — хӑй чӗринчен вӑтанасси. Ҫакӑ та мӑнаҫлӑх, анчах суя мӑнаҫлӑх. Вӗсем тепӗр чух хӑйсен ӑсӗнчен вӑтансан аван пулмалла: ӑс тӑтӑшах йӑнӑшать. Андрей Иваныч та чӗрипе вӑтанать. Ҫакӑн ҫинчен эпӗ ӑна каларӑм, вӑл манпа килӗшрӗ. Эсир мӗнле?

— Сирӗн ҫине пӑхсан мӗнле килӗшместӗн! — терӗ Обломов.

— Ку татах мухтаса калани! Тата мӗнле мухтани-ха… Ольга кирлӗ сӑмах шырарӗ.

— …ирсӗррӗн мухтани! — ун сӑмахне каласа пӗтерчӗ Обломов, Ольга ҫинчен куҫне илмесӗр.

Ҫак сӑмахӑн пӗлтерӗшне Ольга ӑшшӑн кулса ҫирӗплетрӗ.

— Эпӗ сиртен юрласа пама ыйтмасӑр тӑнӑ чухне ҫакӑнтан хӑрарӑм та… Пирвайхи хут итлесен мӗн калӑн-ха? Калани кирлех. Пӗр вӑхӑтрах ӑслӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма йывӑр, уйрӑммӑнах, туйӑмра, ӑс-тӑнра юлнӑ шухӑш-кӑмӑл ҫавӑн пек… ун чухнехи пек…

— Эпӗ вара ун чухне юрланӑ пек чылайранпа, тен, нихҫан та юрламан пулас… Юрласа пама ан ыйтӑр манран, эпӗ текех ун чухнехи пек юрлаймастӑп ӗнтӗ… Чимӗр-ха, тата тепӗрне юрласа парам… — терӗ те Ольга, ҫавӑнтах унӑн пичӗ хӗрелсе кайрӗ, куҫӗсем ҫунма пуҫларӗҫ, вӑл пукан ҫине ларчӗ те, икӗ-виҫӗ аккорда вӑйлӑн илсе, юрлама пуҫларӗ.

Турӑҫӑм, мӗн илтӗнчӗ ҫак юрӑра! Шанчӑк, аҫа-ҫиҫӗмрен уҫӑмсӑррӑн шикленни, аҫа-ҫиҫӗм кӗмсӗртетни, телей саманчӗсем — пурте илтӗнчӗҫ, анчах юрӑра мар, унӑн сассинче.

Чылайччен юрларӗ вӑл, хушӑран-хушӑран Обломов ҫине пӑхса илчӗ, ача пек ҫапла ыйтрӗ:

— Ҫитет-и? Ҫук, тата акӑ ҫакна юрлатӑп, — терӗ те Ольга, каллех юрларӗ.

Пӑлханнипе унӑн питҫӑмартисемпе хӑлхисем хӗрелчӗҫ; тепӗр чухне унӑн выляса тӑракан пит-куҫӗнче чӗре ҫиҫӗмӗсем ялтӑраса илчӗҫ, пиҫсе ҫитнӗ хӗрӳллӗ туйӑмӑн пайӑркисем ҫиҫрӗҫ, вӑл тахҫан иртнӗ пурнӑҫа чӗрипе туйса тӳссе ирттернӗ пек пулчӗ, унтан ҫав пайӑркасем сасартӑк сӳнчӗҫ, сасси каллех уҫӑмлӑн та ҫинҫен янӑрарӗ.

Обломов чӗринче те ҫак пурнӑҫ пулчӗ; ӑна ҫаксене пӗтӗмпех пӗр сехет мар, иккӗ те мар, ӗмӗрӗпех, темиҫе ҫул хушши курса тӑнӑ пек туйӑнчӗ…

Иккӗшӗ те вӗсем, пӑлханнине палӑртмасӑр, шалти вут-ҫулӑмпа асапланчӗҫ, пӗр пек туйӑмпа чӗтрерӗҫ: иккӗшӗн те куҫӗсене пӗр пек шухӑш-кӑмӑлпа пулнӑ куҫҫульсем тулчӗҫ. Ҫаксем пӗтӗмпех хӑҫан та пулсан Ольгӑн ҫамрӑк ӗмӗрӗнче вылянма тивӗҫлӗ хӗрӳ туйӑмсен паллисем пулас; вӗсем халӗ тӗлӗрекен пурнӑҫ вӑйӗн вӑхӑт-вӑхӑтӑн пулакан хӗрӳлӗхӗнчен кӑна килеҫҫӗ-ха.

Ольга вӑрӑм янӑравлӑ аккордпа юрласа пӗтерчӗ, унӑн сасси ҫав аккорд ҫинче шӑпланчӗ. Вӑл сасартӑк чарӑнчӗ, аллисене чӗркуҫҫисем ҫине хучӗ, хӑй те пӑлханнӑскер, кӑмӑлне хускатнӑскер, Обломов ҫине пӑхса илчӗ: вӑл мӗнле-ши?

Обломов пичӗ ҫинче унӑн чунӗ тӗпӗнчен хускалса тухнӑ телей ҫуталать; куҫҫульпе тулнӑ куҫӗсем Ольга ҫине тинкереҫҫӗ.

Халӗ ӗнтӗ Ольга, Обломов пекех, ирӗксӗррӗн ӑна аллисенчен ярса тытрӗ.

— Мӗн пулчӗ сире? — ыйтрӗ Ольга. — Пит-куҫӑр мӗнле сирӗн! Мӗншӗн ҫапла?

Анчах Обломовӑн пит-куҫӗ мӗншӗн ҫапла пулнине пӗлчӗ Ольга, тата хӑйӗн вӑйӗ ӑна ҫавнашкал ҫавӑрса илнипе киленсе, хӑй ӑшӗнче сӑпайлӑн савӑнчӗ те.

— Тӗкӗр ҫине пӑхӑр-ха, — терӗ Ольга, ӑшшӑн кулса, Обломова тӗкӗр ҫинчи сӑнне кӑтартса, — турӑҫӑм, сирӗн куҫӑрсем ялтӑртатса тӑраҫҫӗ, куҫҫуль те тухнӑ! Мӗнле лайӑх ӑнланатӑр эсир музыкӑна!..

— Ҫук, эпӗ музыкӑна мар… ӑ… юратӑва… туятӑп! — терӗ Обломов шӑппӑн.

Ольга сасартӑк ун аллине вӗҫертрӗ те сӑнран улшӑнчӗ. Унӑн куҫӗсем Обломовӑн куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ: Обломов куҫӗсем, ӑссӑр ҫыннӑнни пекех, пӗрре те хускалмаҫҫӗ; ҫак куҫсемпе Обломов мар, хӗрӳллӗ туйӑм пӑхать.

Ольга ӑнланчӗ: вӑл ҫав сӑмаха ирӗксӗррӗн каласа хучӗ, вӑл халь хӑйне хӑй те хуҫа мар, ҫав сӑмах — чӑнлӑх.

Обломов тӑна кӗрсе ҫитрӗ, шлепкине илчӗ те, ниҫталла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӳлӗмрен чупса тухрӗ. Ольга та ӗнтӗ интересленсе пӑхса ӑсатмарӗ ӑна, вӑл чылайччен, пӗр хускалмасӑр, статуя пекех, фортепиано патӗнче ҫӗрелле тинкерсе тӑчӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫеҫ вӑйлӑн хӑпарса анчӗ…

Сайт:

 

Статистика

...подробней