Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I сыпӑк

Раздел: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах

Автор: Леонид Агаков

Источник: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Добавлен: 2019.08.10 21:48

Предложений: 226; Слово: 1425

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Ҫирӗм тӑватӑ сехет

Вунӑ сехет ҫитесси пилӗк минут. 1942 ҫулхи апрелӗн 24-мӗшӗнчи ытарма ҫук ӑшӑ ҫурхи каҫ.

Кӑшт уксахлакан типтерлӗ господин мӗн тери васкама пултарать — эпӗ те ҫавӑн пек (хама юриех уксах господин евӗр кӑтартасшӑн), Елинексем патне, вӗсем ҫӗрле алӑкне питӗрсе лартиччен ҫитме тесе, васкаса утатӑп. Унта мана хамӑн «адьютант» Мирек кӗтет. Эп пӗлетӗп: вӑл мана паян нимӗнле пысӑк хыпарах та пӗлтерес ҫук, манӑн та ӑна каламалли нимех те ҫук, анчах хамӑр калаҫса татӑлнӑ пулсан та пымасан — пӑшӑрханса ӳкме пултараҫҫӗ. Пуринчен ытла тата ҫав тери ырӑ Елинексем тӑрӑшнине сая ярассӑм килмест.

Мана чунтанах кӑмӑл туса, пӗр чашӑк чей ӗҫме сӗнеҫҫӗ. Мирек тахҫанах ҫитнӗ, унпа пӗрле Фридсем — упӑшкипе арӑмӗ те пынӑ.

— Каллех кирлӗ пек асӑрханмастӑр. Юлташсем, эпӗ сире курма хавас, анчах та ҫакӑн пек ушкӑнӗпе мар. Ку вӑл — тӳрех тӗрмене е вилме каймалли ҫул. Е конспираци йӗркисене ҫирӗп тытса пырӑр, е ӗҫе пӑрахӑр, унсӑрӑн эсир хӑвӑра та, ыттисене те хӑрушлӑх умне тӑрататӑр. Ӑнлантӑр-и?

— Ӑнлантӑмӑр.

— Эсир ман валли мӗн илсе килтӗр?

— «Руде правон» май уйӑхӗнчи номерне.

— Пит аван. Санӑн мӗн пур, Мирек?

— Ытлашши нимех те мар. Ҫӗнни нимӗн те ҫук. Ӗҫ лайӑх пырать…

— Юрӗ. Ҫитӗ. Майӑн пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн курнӑҫӑпӑр. Эп сире пӗлтереп. Сывпулӑр!

— Тата тепӗр чашӑк чей ӗҫмӗр-ши?

— Ҫук, ҫук, пани Елинек, эпир кунта ытлашши нумаййӑн.

— Ну, пӗр чашӑк кӑна, тархасшӑн.

Вӗри чей тултарнӑ чашӑкран пӑс хӑпарать. Шӑнкӑрав сасси.

Халӗ, ҫӗрле? Кам пулма пултарать ку?

Хӑнисем тусӗмлӗскерсем мар. Алӑка кӗмсӗртеттереҫҫӗ.

— Уҫӑр! Полици!

— Чӳречесем патне, часрах! Ҫӑлӑнӑр! Манан револьвер пур, эпӗ вӗсене тытса чаратӑп!

Кая юлтӑмӑр! Чӳречесем умӗнче — аллисене револьверсем тытнӑ гестаповецсем. Петлерен туртса антарнӑ алӑкран гестаповецсем кухньӑна сиксе кӗреҫҫӗ, унтан — пӳлӗме. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… тӑхӑр ҫын. Мана вӗсем курмаҫҫӗ, эпӗ уҫса пӑрахнӑ алӑк хӳттинче, вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче тӑратӑп. Кунтан пеме пултаратӑп. Анчах та икӗ хӗрарӑмпа хӗҫпӑшалсӑр виҫӗ арҫын ҫине тӑхӑр револьверпа тӗлленӗ. Эпӗ персе ярсан, чӑн малтан вӗсем пӗтеҫҫӗ. Хам перӗнсе вилсен, пурпӗрех гестаповецсем пеме тытӑнса вӗсене вӗлереҫҫӗ. Эпӗ пемесен, ҫак икӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын восстани пуличчен пӗр ҫур ҫул е ҫулталӑк лараҫҫӗ те, восстани пулсан ирӗке тухаҫҫӗ. Мирекпе маншӑн кӑна ҫӑлӑнӑҫ ҫук, пире ӗнтӗ асаплантараҫҫӗ. Манран нимӗн те пӗлеймӗҫ, анчах Мирекрен епле-ши? Испанире ҫапӑҫнӑ ҫын, Францире икӗ ҫул хушши концентрационнӑй лагерьте ларнӑ, унтан вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Францирен Прагӑна килнӗ, — ҫук, ун пек ҫын тӑшмана парӑнас ҫук. Шухӑшлама манӑн ик-виҫ секунд вӑхӑт пур.

Эпӗ пени никама та ҫӑлас ҫук, эпӗ хама асаплантарассинчен хӑтӑлма пултаратӑп ҫеҫ, анчах тӑватӑ юлташӑн пурнӑҫне пӗтерсе хуратӑп. Ҫапла-и? Ҫапла.

Эпӗ хӳтлӗхрен тухатӑп.

— А-а, тата тепре пур!

Питрен ҫапаҫҫӗ. Кун пек ҫапсан ҫынна вӗлерсех пӑрахма пулать.

— Нӑnde auf!!!

Каллех ҫапаҫҫӗ. Унтан татах, ҫакӑн пек пулать тесе шутланӑччӗ те ӗнтӗ эпӗ.

Ҫав тери лайӑх тирпейлесе лартнӑ хваттер кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса ҫапнӑ сӗтел-пукансен, ҫӗмрӗк япаласен купи пулса тӑрать.

Каллех чышкӑсемпе ҫапаҫҫӗ, урасемпе тапаҫҫӗ.

— Марш!

Машина ӑшне тӗксе кӗртеҫҫӗ. Мана яланах револьверсемпе тӗллесе пыраҫҫӗ. Ҫул синчех допрос пуҫланать.

— Кам эсӗ?

— Учитель Горак.

— Суятӑн!

Эпӗ хулпуҫҫисене хускатса илетӗп.

— Кала, атту персе пӑрахатӑп!

— Перӗр!

Перес вырӑнне — чышкӑпа ҫапаҫҫӗ.

Трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр. Вагона шурӑ шерепесемпе илемлетнӗ пек курӑнать. Мӗн ку? Халӗ, ҫӗрле, туй трамвайӗ ҫӳрет-и? Эпӗ аташма пуҫлатӑп пулмалла.

Петчек дворецӗ. Эпӗ кунта чӗррӗн ҫитейместӗп пулӗ, тесе шутланӑччӗ. Тӑваттӑмӗш хута чупнӑ пекех хӑпаратпӑр. Аха, коммунистсен ӗҫӗсене пӑхакан II-А-1 текен чапа тухнӑ отдел. Эпӗ кӑштах интересленме те пуҫлатӑп пулас.

Тӑсланкӑ та ырхан гестаповец, налета ертсе пынӑскер, револьверне кавурӗ ӑшне чикет те мана канцелярие илсе каять. Пирус парать.

— Эс кам?

— Учитель Горак.

— Суятӑн!

Унӑн аллинчи сехет вунпӗр кӑтартать.

— Ухтарӑр!

Ухтарма тытӑнаҫҫӗ. Ман ҫири тумтире ҫӑтӑр-ҫатӑр хывса илеҫҫӗ.

— Унӑн хӑй камне ӗнентерекен хут пур!

— Кам ячӗпе панӑскер?

— Учитель Горак ячӗпе.

— Тӗрӗслӗр! Телефон шӑнкӑртатать.

— Ну, паллах ӗнтӗ! Ниҫта та ҫырман. Удостоверени — суя.

— Кам панӑ ӑна сана?

— Полици управленийӗ.

Патакпа ҫапаҫҫӗ. Татах. Виҫҫӗмӗш хут… Шутласа пырас-и? Ҫук, кун пек статистика нихҫан та кирлӗ пулмасть пулӗ.

— Хушамату мӗнле? Ответ пар! Адрес? Ответ пар! Кампа тӗл пулса пурӑннӑ? Ответ пар! Тӗл пулмалли хваттерсем ӑҫта? Ответ пар! Порошок туса хуратпӑр!

Сывӑ ҫын хӑйне миҫе хут ҫапнине тӳсме пултарать-ши?

Радиопа ҫурҫӗр ҫитнине пӗлтерекен сигнал илтӗнет. Ӗнтӗ кафесем хупӑнаҫҫӗ, юлашки ҫынсем килӗсене таврӑнаҫҫӗ, мӑшӑрсем хапхасем умӗнче чарӑнса тӑрса, ниепле те уйрӑлаймаҫҫӗ. Тӑсланкӑ та ырхан гестаповец пӳлӗме савӑнӑҫлӑн кулса кӗрет.

— Пурте йӗркеллӗ-и… пане редактор?

Кам каланӑ ӑна? Елинексем-и? Фридсем-и? Анчах та вӗсем манӑн хушамата та пӗлмеҫҫӗ-ҫке.

— Куратӑн-и, эпир пӗтӗмпех пӗлетпӗр. Кала. Ӑслӑ-пуҫлӑ пул.

Ҫав тери хӑйсене майлӑ калаҫаҫҫӗ. Ӑслӑ-пуҫлӑ пул тени — сутӑн тенине пӗлтерет. Эп ӑслӑ-пуҫлӑ мар.

— Ҫыхӑр ӑна! Кӑтартӑр мӗн кӑтартмаллине!

Пӗр сехет. Юлашки трамвайсем хуллен иртсе каяҫҫӗ, урамсем пушаннӑ, радио хӑйне итлекенсене ырӑ каҫ сунать.

— Сансӑр пуҫне Центральнӑй Комитетра тата камсем? Ӑҫта сирӗн радиопередатчиксем? Типографи ӑҫта? Ответ пар!

Халӗ мана хама мӗн чухлӗ ҫапнине шутлама ҫӑмӑлтарах. Ҫыртса татса пӗтернӗ тутасем ҫеҫ ыратаҫҫӗ.

— Пушмакне хывса илӗр!

Ура тупанӗсем ыратма чарӑнман-ха. Ана эпӗ туятӑп. Пиллӗк, улттӑ, ҫиччӗ… Патакпа ҫапни пуҫ мими патнех ҫитнӗн туйӑнать.

Икӗ сехет. Прага ҫывӑрать, ӑҫта та пулин пӗр-пӗр ача тӗлӗкре макӑрса ярать пулӗ тата упӑшки арӑмне хулпуҫҫинчен тӗртсе илет пуль. — Ответ пар! Ответ пар!

Чӗлхене шӑл тунисем тӑрӑх шутаратӑп, миҫе шӑла ҫапса ӳкернине шутлама пикенетӗп. Ниепле те май килмест. Вуниккӗ, вунпиллӗк, вунҫиччӗ-и? Ҫук, гестаповецсем мана ҫаван чухлӗн «допрос» тӑваҫҫӗ. Хӑшӗсем ывӑннӑ та пулмалла ӗнтӗ.

Виҫӗ сехет. Хирсенчен хуланалла ир шуса кӗрет. Пахча ҫимӗҫ сутакансем пасарсем еннелле утаҫҫӗ, урам шӑлакансем урама тухаҫҫӗ.

Мана тата тепӗр ире пурӑнса ирттермешкӗн пӳрнӗ пулмалла.

Манӑн арӑма илсе пыраҫҫӗ.

— Эсир ӑна пӗлетӗр-и?

Вӑл курасран, тутасем ҫинчи юна ҫуласа илетӗп… Тӗрӗссипе, ку — ухмахланса хӑтланни ҫеҫ, мӗншӗн тесен юн — пур ҫӗрте те, вӑл пӳрнесен вӗҫӗсенчен те тумлать.

— Эсир ӑна пӗлетӗр-и?

— Ҫук, пӗлместӗп!

Ҫапла каларӗ те, хӑй епле хӑранине куҫӗсемпе те палӑртмарӗ. Чунӑмҫӑм! Мана: епле пулсан та сана палламан пек пулӑп, тесе сӑмах панине ҫирӗп тытрӗ — халӗ ку кирлех те мар. Ҫапах та, кам каласа панӑ-ха ман пирки?

Ӑна илсе кайрӗҫ. Эпӗ хам пултарнӑ таран ҫав тери савӑнӑҫлӑн пӑхса ӑсатрӑм ӑна. Анчах та эпӗ савӑнӑҫлах пӑхайман пулӗ ҫав. Пӗлместӗп.

Тӑватӑ сехет. Ҫутӑлнӑ-ши? Е ҫутӑлман-ха? Тӗттӗмлетнӗ чӳречесем ответ памаҫҫӗ.

Эпӗ тахӑшне ҫапрӑм та урайне ӳкрӗм. Ман ҫине сиксе лараҫҫӗ. Урасемпе тапаҫҫӗ. Халь ӗнтӗ часах пурте пӗтет. Хура гестаповец мана сухалран ярса тытать те, туртса кӑларнӑ пайӑркине кӑтартса, мӑшкӑлласа кулать. Ку чӑнах та кулӑшла. Эпӗ ӗнтӗ ним ыратнине те туймастӑп.

Пилӗк сехет, улттӑ, ҫиччӗ, вуннӑ, кӑнтӑрла ҫитрӗ, рабочисем ӗҫе каяҫҫӗ, ӗҫрен таврӑнаҫҫӗ, ачасем шкула каяҫҫӗ те шкултан таврӑнаҫҫӗ, магазинсенче сутӑ тӑваҫҫӗ, килте апат пӗҫереҫҫӗ, анне мана аса илет пулӗ, юлташсем мана арестлени ҫинчен пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, асӑрханмалли майсем шыраҫҫӗ… енчен те эпӗ каласа пама пуҫласан асӑрханма… Ҫук, ан хӑрӑр, эп ним те каласа парас ҫук. Вилӗм те инҫех мар. Пурте тӗлӗкри евӗр йывӑр та канӑҫсӑр ыйхӑра. Ҫаплах ҫапаҫҫӗ, унтан ман ҫине шыв тӑкӑнать, кайран каллех ҫапаҫҫӗ, каллех: «Ответ пар, ответ пар, ответ пар!» Анчах эпӗ ниепле те вилейместӗп-ха. Аннеҫӗм, анне, мӗншӗн эпӗ ҫакӑн пек вӑйлӑ пулса ҫуралнӑ?

Кун пӗтсе пырать. Пилӗк сехет. Пурте ывӑнса ҫитнӗ ӗнтӗ. Халӗ сайра хутра, нумайлӑха чарӑнкаласа, хӑнӑхнине пула кӑна хӗнеҫҫӗ. Унтан, сасартӑк, инҫетрен калани хуллен илтӗнет:
— Er hat schon genug!!!

Акӑ ӗнтӗ эпӗ ларатӑп, манӑн умри сӗтел пӑрахут ҫинчи пек чӗтренет, тахӑшӗ мана шыв парать, тахӑшӗ пирус сӗнет, анчах эп ӑна алӑра тытма пултараймастӑп, тахӑшӗ ман урасене пушмак тӑхӑнтартма хӑтланать те — вӗсем кӗмеҫҫӗ, тет, унтан мана кӑштах ҫавӑтса, кӑштах йӑтса пусма тӑрӑх аялалла, автомобиль патне илсе каяҫҫӗ; эпир машинӑпа пыратпӑр, тахӑшӗ каллех ман ҫине револьверпа тӗллет, маншӑн ку кулӑшла; эпир каллех шурӑ чечексенчен тунӑ шерепесемпе илемлетнӗ трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр, анчах та ку тӗлӗк, аташни, вилӗм умӗн юлашки хут асапланни кӑна е вилӗм ҫитсе килни пулӗ. Вилме йывӑр вӗт-ха, анчах мана йывӑр мар ӗнтӗ, эпӗ тӗк пекех ҫӑмӑл, акӑ тепре сывласа илетӗп те — пурнӑҫ вӗҫне тухатӑп…

Пурнӑҫ вӗҫӗ? Ҫук-ха, вӗҫӗ мар, ҫаплах вӗҫӗ мар. Эпӗ каллех тӑратӑп, ҫапла ҫав, тӑратӑп, пӗчченех, ҫын пулӑшмасӑрах тӑратӑп, ман умра — вараланчӑк сарӑ стена, темпе сапнӑ стена — мӗнпе сапнӑ ӑна? — юнпа пулас… Тӗрӗс, юнпа… Эпӗ ӑна пӳрнепе сӑтӑрса яма тӑрӑшатӑп… вӑл сарӑлса каять… Манӑн юн ку…

Такам ман пата хыҫалтан пырса пуҫран ҫапать те, мана алӑсене ҫӗклесе пӗрре кукленме, тепре тӑма хушать; виҫҫӗмӗш хутӗнче эпӗ ӳкетӗп…

Тӑсланкӑ эсэсовец ман умра тӑрса мана урипе тапа-тапа тӑратма хӑтланать; кӑлӑхах тӑрӑшать вӑл; такам мана каллех шывпа сапать, эп каллех ларатӑп, темле хӗрарӑм мана эмел парать, манӑн мӗн ыратни ҫинчен ыйтать, вара мана хамӑн чӗре ыратнӑ пек туйӑнать.

— Санӑн чӗре ҫук, — тет тӑсланкӑ эсэсовец.

— Ҫапах та, вӑл ман пурах! — тетӗп те эпӗ, хамӑн чӗре хутне кӗмеллӗх вӑй тупӑннӑшӑн сасартӑк мӑнкӑмӑлланатӑп.

Унтан каллех куҫ умӗнчен пӗтемпех ҫухалать: стена та, хӗрарӑм та, тӑсланкӑ эсэсовец та..!

Халӗ ман умра камерӑна кӗмелли уҫӑ алӑк. Самӑр эсэсовец мана шалалла сӗтерсе кӗрет, ман ҫинчи ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпене сӳсе илет, улӑм тӳшек ҫине хурать, шыҫса кайнӑ кӗлеткене хыпашлать те компрессем хума хушать.

— Пӑх-ха, — тет те вӑл теприне, пуҫӗпе сулкалать, — ҫынна юсама пит те ӑста вара.

Унтан каллех таҫтан инҫетрен, эпӗ курман ҫӗртен, хуллен каланине илтетӗп:

— Ирччен пурӑнаймасть.

Вунӑ сехет ҫитесси пилӗк минут. Ытармалла мар ӑшӑ ҫурхи каҫ. 1942 ҫулхи апрелӗн 25-мӗшӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней