Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Бэла

Раздел: Пирӗн вӑхӑтри герой

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Источник: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Добавлен: 2019.08.19 20:54

Предложений: 752; Слово: 11017

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Эпӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна лав тыта-тыта, Тифлисран таврӑнаттӑм. Лавӑм ҫинче мӗн пурӗ те пӗр пӗчӗк чемодан кӑначчӗ, ӑна Грузи ҫинчен ҫул тӑрӑх ҫырса пынӑ хутсемпе ҫурри таран тултарнӑччӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, сирӗн телейӗре кура, ҫухалса пӗтнӗ, чемоданӗ вара ытти япаласемпе пӗрле, хам телее кура, тӗрӗс-тӗкӗлех тӑрса юлнӑ.

Эпӗ Койшаур айлӑмне анса ҫитнӗ ҫӗре хӗвел юрпа витӗннӗ ту хыҫне пытанма пуҫларӗ те ӗнтӗ. Лавҫӑ-осетин, ҫӗрлеччен Койшаур тӑвӗ ҫине улӑхма ӗлкӗрес тесе, лашасене ырми-канми хисте-хисте, сасси ҫитнӗ таран юрласа пырать. Чаплӑ вырӑн ку айлӑм! йӗри-тавра улӑхма ҫук ҫӳллӗ тусем ешӗл плюшпа пӗркенсе тӑраҫҫӗ, тата чинарӑ тӗмӗсемпе тумланнӑ хӗрлӗрех сӑмсахсем, ҫуркаланса пӗтнӗ чӑнкӑ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, лере, таҫта ҫӳлте, ылтӑн ҫӳҫеллӗ ӗмӗрхи юрсем палӑраҫҫӗ, аялта тата Арагвӑ шывӗ хура та сӗм-тӗттӗм ту хушшинчен шавласа сикекен пӗр ятсӑр ҫырмапа ыталаннӑ та, кӗмӗл ҫил пек тӑсӑлса, тирне йӑлтӑртаттаракан ҫӗлен пек ҫуталса выртать.

Койшаур тӑвӗ патне ҫитсен, эпир духан умне чарӑнтӑмӑр, унта грузинсемпе горецсем пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ, вӗсенчен инҫе те мар тӗве караванӗ ҫӗр выртма чарӑннӑ: хамӑн урапана ҫак ҫӗр ҫӑтасшӗ ту ҫине сӗтӗрсе хӑпартма манӑн вӑкӑрсем тытмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗр вӑхӑчӗ ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫулӗ те пӑрланнӑччӗ — тӑвӗ тата икӗ ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлатчӗ-ха.

Мӗн тӑвас тетӗн, эпӗ ултӑ вӑкӑр тара илтӗм, темиҫе осетин кӗрӗшрӗҫ. Вӗсенчен пӗри ман чемодана хӑй ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ, ыттисем, кӑшкӑрашса кӑна темелле, вӑкӑрсене пулӑшма тытӑнчӗҫ.

Ман урапа хыҫҫӑн тепӗр урапа пырать, лавне тӳпелесе тиесе тултарнӑ пулин те, ӑна тӑватӑ вӑкӑр ним мар туртса пырать. Ҫакӑ вара мана тӗлӗнтерсех ячӗ. Хуҫи, кӗмӗлле тыттарнӑ пӗчӗк кабардин чӗлӗмне ӗмсе, урапи хыҫҫӑн утать. Хӑй ҫине вӑл офицерсен эполетсӑр сюртукне уртса янӑ, пуҫне черкессен лапсӑркка ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ; Сӑнран пӑхсан ӑна пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ темелле; хӗвелле пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ вӑл Кавказ леш енчи хӗвелпе тахҫанах паллашнине кӑтартать, вӑхӑтсӑр кӑвакарнӑ мӑйӑхӗ те унӑн ҫирӗп уттипе, маттур сӑн-сӑпачӗпе килӗшсех каймасть. Эпӗ ун патне пытӑм та пуҫ тайрӑм; пуҫ тайнине хирӗҫ вӑл нимӗн чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ те ҫӑварӗ тулли тӗтӗм мӑкӑрлантарчӗ.

— Эпир сирӗнпе ҫула май пулас?

Вӑл нимӗн чӗнмесӗр каллех пуҫ тайрӗ.

— Эсир Ставрополе каятӑр пулмалла?  — Так-с точно… хысна япалисемпе.

— Калӑр-ха, чӑнах, мӗнле майпа сирӗн йывӑр урапӑра тӑватӑ вӑкӑр ним мар туртса пырать, манӑн пушӑ лава та ҫак осетинсем пулӑшнипе ултӑ выльӑх аран-аран сӗтӗрет?

Вал чеен кулса илчӗ те ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

— Эсир Кавказа килни нумай пулмасть пуль-ха?

— Ҫулталӑка яхӑн, — терӗм эпӗ. Вӑл тепӗр хут йӑл кулса ячӗ.

— Мӗн вара?

— Нимех те мар! Калама ҫук айван ҫав азиатсем! Вӗсем кӑшкӑрашнипе пулӑшаҫҫех тетӗр пуль эсир? Шуйттан пӗлет-и вӗсем мӗн кӑшкӑрашнине? Вӑкӑрӗсем ӑнланаҫҫӗ-ха вӗсене; хуть те ҫирӗм вӑкӑр кӳлтер, анчах лешсем хӑйсем майлӑ кӑшкӑрсан, вӑкӑрсем пӗри пӗр вырӑнтан тапранмаҫҫӗ… калама ҫук пӳтсӗр ҫынсем! Мӗн тӑвас тейӗн вӗсемпе?.. Иртсе ҫӳрекенсенчен укҫа шӑйӑрма юратаҫҫӗ ӗнтӗ… Иртӗхтернӗ ханттарсене! Акӑ курӑр-ха, сирӗнтен вӗсем тата эрех ӗҫме те илӗҫ. Эпӗ вӗсене паллатӑп, мана улталаймӗҫ!

— Эсир кунта нумайранпа службӑра тӑратӑр-и?

— Алексей Петрович чухнех кунта службӑра пулнӑ эпӗ, — терӗ вӑл, каҫӑрӑларах тӑрса. — Вӑл Лини ҫине килнӗ вӑхӑтра эпӗ подпоручикчӗ, — хушса хучӗ тата, — горецсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑшӑн мана кунта икӗ чин пачӗҫ.

— Халӗ эсир?..

— Халӗ эпӗ виҫҫӗмӗш линейнӑй батальонра тӑратӑп. Ыйтма хӑям-ха, эсир тата?..

Эпӗ каласа патӑм ӑна.

Калаҫу ҫакӑнпа пӗтрӗ те, каллех эпир пӗр-пӗринпе юнашар пӗр сӑмахламасӑр утрӑмӑр. Ту тӑррине ҫитсен, юр курӑнса кайрӗ. Хӗвел анчӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн часах ҫӗрле пулса ларчӗ, кӑнтӑр енче кирек хӑҫан та ҫавӑн пек пулать; ҫапах юр йӑлтӑртатса тӑнипе эпир халь те пӗрех май тӑвалла улӑхакан ҫула ҫӑмӑллӑнах уйӑрма пултаратпӑр, анчах хальхинче ҫулӗ паҫӑрхи пекех чӑнкӑ марччӗ. Чемоданӑма урапа ҫине хума хушрӑм, вӑкӑрсене тӑварса лашасем кӳлме каларӑм та аялалла, улӑх ҫинелле, юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӑм, — ту хушшинчен хумлӑн-хумлӑн тапса тухнӑ ҫӑра тӗтре улӑха пӗтӗмпех хупласа илнӗччӗ, ҫав енчен пирӗн пата пӗр сас-чӳ те ҫитеймест. Осетинсем мана хупӑрласа илчӗҫ те манран эрехлӗх укҫа аптратма пуҫларӗҫ, анчах штабс-капитан вӗсем ҫине сиввӗн пӑхса пӗрре кӑна кӑшкӑрчӗ, лешсем пӗр самахсӑрах таҫта тарса пӗтрӗҫ.

— Пулать-ҫке ҫавӑн пек халӑх! — терӗ вӑл. — Ҫӑкӑр тени вырӑсла мӗнле пулать, ҫавна пӗлмест хӑй, «офицер, эрех ӗҫме укҫа пар!» теме вӗреннӗ те; маншӑн пулсан, тутарсем лайӑхрах пек: вӗсем хуть эрех ӗҫмеҫҫӗ…

Станцие ҫитме тата ҫухрӑма яхӑн юлчӗ. Таврипех шӑлчӗ, калама ҫук шӑпчӗ, вӑрӑм туна ӑҫтан вӗҫсе иртнине те вӑл нӑйӑлтатнӑ сасӑпах сӑнама пулатчӗ. Сулахайра сӗм-тӗттӗм ту хушши курӑнать; ун хыҫӗнче те, пирӗн умра та юрпа витӗннӗ кӑвак ту тӑррисем шупка пӗлӗт тӳпемӗнче хӗвел шевлин юлашки хӑватсӑр ҫутипе сӑнланса пӗрхеленнӗн курӑнаҫҫӗ. Тӗттӗм пӗлӗтре ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ, хайхи вара тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ, кунта вӗсем хамӑрӑн ҫурҫӗртинчен чылай ҫӳллӗрех пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫулӑн икӗ айккипе якалнӑ хура чулсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, юр айӗнчен унта-кунта йывӑҫ тӗмӗсем курӑнкалаҫҫӗ, пӗр ҫулҫӑ та вырӑнӗнчен хускалмасть, ҫакӑн пек вырӑнта, вилнӗ пек тӗлӗрсе ҫывӑран ҫут ҫанталӑкра, вырӑс шӑнкӑравне, ӗшеннӗ почтӑ тройки пыни питех те савӑнтарать.

— Ыран лайӑх ҫанталӑк пулать! — терӗм эпӗ. Штабс-капитан пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, пӳрнипе ҫеҫ вӑл хамӑр умри ҫӳллӗ ту ҫине тӗллесе кӑтартрӗ:
— Вӑл мӗн тата? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Гуд-Гюра ятлӑ ту. Мӗнех вара?

— Пӑхӑр-ха, епле тӗтӗм пек йӑсӑрланса тӑрать. Чӑнах та, Гуд-Гора тӑвӗ ҫинче тӗтре йӑсӑрланса тӑрать, аяккипе ҫӑмӑл пӗлӗтсем юхаҫҫӗ, чи тӑрринче вара хура пӗлӗт выртать, ҫав тери хура вӑл, тӗттӗм тӳпере те ҫав пӗлӗт хура саплӑк пек палӑрарах курӑнать.

Акӑ эпир почта станцине те куратпӑр, ҫав таврашри сакльӑ тӑррисене асӑрхарӑмӑр, пирӗн умра хӑйӑ ҫутисем те тараватлӑн курӑнса кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах акӑ нӳрлӗ сивӗ сывлӑш та вӗрсе ячӗ, ту хушши кӗрлеме пуҫларӗ, унтан йӗпхӳ те пӗрӗхкелеме тытӑнчӗ. Бурка уртса яма ӗлкӗртӗм ҫеҫ, юр вӗркӗшсе ҫума та пуҫларӗ. Штабс-капитан ҫине ырӑ кӑмӑлпа пӑхса илтӗм эпӗ…

— Пирӗн кунтах ҫӗр выртмалла пулать, — терӗ вӑл пӑшӑрханса, — кунашкал ҫил-тӑманра тусем урлӑ каҫасси пулмасть ӗнтӗ. Мӗскер тетӗн? Крестовой ҫинчен юрпа пӑр шуса анман-и? — тесе ыйтрӗ вӑл лавҫӑран.

— Анман-ха, господин, анчах унта халь-халь шуса анас пек капланса тӑрать, — терӗ лавҫӑ-осетин.

Иртсе ҫӳрекенсем валли станцире уйрӑм пӳлӗм пулманнипе пире ҫӗр каҫма пӗр тӗтӗмлӗ сакльӑна вырнаҫтарчӗҫ. Эпӗ юлташӑма хампа пӗрле пӗрер стакан чей ӗҫме чӗнтӗм, манӑн чугун чейник — Кавказра ҫӳренӗ чухнехи пӗртен пӗр савӑнӑҫ — шӑпах хампа пӗрлеччӗ.

Саклине пӗр енчен чул ту ҫумне тӗртӗнтернӗ. Унӑн алӑкӗ патне шутарса ӳкерекен виҫӗ картлашка тӑрӑх хӑпармалла. Аллӑмпа хыпашласа кӗтӗм те пӗр ӗне ҫумне пырса ҫапӑнтӑм; ку таврашри ҫынсем тарҫӑсем пурӑнмалли вырӑнта вите тӑваҫҫӗ иккен. Ниҫта кайса кӗме те пӗлейми пултӑм: унта сурӑхӗ макӑрать, лере йытти хӑрлатать. Юрать-ха, тепӗр енче тӗксӗм ҫутӑ курӑнса кайрӗ, хайхи мана алӑк евӗрлӗ пӗр хушӑ тупма та ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Кунтан тухсан кӑмӑла килмелли картина курӑнса кайрӗ: аслӑ пӳртре туллиех халӑх. Тӗтӗмпе хуралнӑ пӳрт маччи икӗ юпа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫӗр урай варринче вучах ҫатӑртатса ҫунать; маччари тӗнӗ витӗр тухакан тӗтӗме ҫил каялла вӗрсе кӗртет те, шалта нимӗн курӑнми пулса тӑрать, пайтах вӑхӑт ирттермелле пулчӗ манӑн мӗн те пулин куриччен: вут умӗнче икӗ карчӑк тата темӗн чухлӗ ача-пӑча ларса тухнӑччӗ, вӗсемпе пӗрле ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ пӗр типшӗмрех кӑна грузин ларатчӗ. Пирӗн халь нимӗн тума та ҫукчӗ ӗнтӗ, вут умне лартӑмӑр та чӗлӗмсене чӗртрӗмӗр. Чейникӗмӗр кӑмӑллӑн чашкӑрма тытӑнчӗ.

— Мӗскӗн ҫынсем! — терӗм эпӗ штабс-капитана, хамӑрӑн таса мар хуҫасем ҫине кӑтартса. Лешсем пирӗн ҫине хытса кайнӑ пек нимӗн чӗнмесӗр пӑхаҫҫӗ.

— Ытла тӑр-тар халӑх! — тӗрӗ вӑл. — Ӗненетӗр-и? Нимӗн тума та пӗлмеҫҫӗ вӗсем, нимӗне те вӗренме пултараймаҫҫӗ! Пирӗн кабардинецсене е чеченецсене илер-ха, сӑмахран, вӗсем хӑйсем, вӑрӑ-хурах та ҫара пакарта кӑна пулин те, нимӗнрен те хӑраса тӑмаҫҫӗ. Кусенӗн хӗҫ-пӑшал тытмашкӑн та кӑмӑлӗсем туртмаҫҫӗ, пӗрин ҫинче те йӗркеллӗ кинжал кураймастӑн. Каснӑ-лартнӑ осетинсем ӗнтӗ!

— Эсир чеченецсем патӗнче нумай пурӑннӑ-и вара?

— Крепоҫра ротӑпа пӗр вунӑ ҫул хушши тӑрсаттӑм эпӗ унта, Чуллӑ каҫма патӗнче, пӗлетӗр пулӗ?

— Илткеленӗ.

— Вӑт, ачам, ҫав пуҫ касакансем пире шӑлтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-ҫке, халь ӗнтӗ вӗсем, мухтав турра, кӑштах лӑпланнӑ темелле, анчах ӗлӗкрех крепоҫ картинчен ҫӗр утӑма та пулин уйӑрлас пулсан, сана пӗр-пӗр эсрелӗ сыхласах ларать: кӑшт асӑрханмасан, кӗтсех тӑр вара — е пӑяв ывӑтса мӑйӑйтан пӑваҫҫӗ, е ӗнсӳне пульӑ туянӑн. Пултараҫҫӗ те-ҫке вӗсем!

— Сирӗн унта темӗн те курма тӳрӗ килчӗ пуль? — тесе ыйтрӑм эпӗ пӗлес килнӗрен.

— Ара, тӳре килмесӗр! Куркаланӑ ӗнтӗ…

Хайхи вӑл, пуҫне усса, сулахай мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ те шухӑша кайрӗ. Манӑн темӗн пек мӗнле те пулин пӗр пӗчӗк истори ыйтса пӗлес килетчӗ, — курса ҫӳренине ҫыракансен кӑмӑлӗ пурин те ҫавнашкал. Ҫав хушӑрах чей те вӗресе тухрӗ; ҫул ҫине илсе тухнӑ икӗ печӗк стакана чемоданран кӑларса чей тултартӑм та пӗрне ун умне лартрӑм. Вӑл тутанса пӑхрӗ те хӑй ӑшӗнче ҫеҫ каланӑ пек: «Куркаланӑ ӗнтӗ!» — тесе хучӗ. Унӑн сӑмахӗ мана пысӑк шанчӑк пачӗ. Ватӑ кавказецсем калаҫма та, каласа кӑтартма та юратнине пӗлетӗп эпӗ; калаҫмашкӑн вӗсене хутран-ситрен кӑна май килет; тепре, акӑ, хӑй ротипе ӑҫта та пулин пӗр пилӗк ҫул хушши пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре пурӑнать, ҫапах ҫав пилӗк ҫул хушшинче те ӑна никам та здравствуйте те темест (мӗншӗн тесен фельдфебель здравия желаю тет). Калаҫас тесен, мӗн ҫинчен калаҫмалли тупӑнӗччех. Таврашӗпех чурӑс халӑх, кунсерен кунта хӑрушлӑх пур, тӗлӗнмелле ӗҫсем те пулса иртеҫҫӗ, ирӗксӗрех вара: пирӗн ҫавсем ҫинчен ытла сахал ҫыраҫҫӗ, тесе шеллетӗн.

— Чейне ромпа хутӑштарас теместӗр-и? — терӗм эпӗ хампа калаҫса ларакан ҫынна: — Манӑн ҫутти те пур та, Тифлисран илсе тухни, халӗ ытла сивӗрех, — терӗм.

— Ҫук, тавах сире, ӗҫместӗп. — Мӗншӗн апла?

— Ахалех. Тарӑхса ҫитнипе, ӗҫместӗп тесе, сӑмах панӑ эпӗ. Подпоручикра тӑнӑ чухнех пӗрре эпир пӗринпе сыпкаларӑмӑр та, ҫӗрле тревогӑ пулчӗ; акӑ хайхи пирӗн, хӗрсе ҫитнӗскерсенӗн, фрунт умне тухса тӑмалла пулчӗ. Пирӗн Алексей Петрович пӗлчӗ те ун ҫинчен, кайран пире лекрӗ те: ӗнтӗ турӑ ан хуштӑрах ҫавӑн пек ҫилленнине курма! Кӗҫех суда паратчӗ. Вӑл тӗрӗс те, пӗр хисепрен, тепӗр чухне ҫулталӑк пурӑнатӑн, акӑ, никама курмастӑн, кунтах тата эрехӗ те пулать — йӑлтах пӗтен вара!

Ҫакна илтнӗ хыҫҫӑн эпӗ хам шанчӑка ҫухататӑп пулӗ тесеттӗм.

— Акӑ, черкессенех илер-ха, эппин, — терӗ вӑл малалла, — туйра-и, вилӗ пытарнӑ чухне-и, вӗсем эрех ӗҫсе супаҫҫӗ те пуҫлаҫҫӗ вара хӗҫӗсемпе каскалашма. Пӗррехинче эпӗ хам мирной княҫ патӗнче хӑнара пулнӑ чух аран-аран ҫӑлӑнса юлнаӑччӗ.

— Мӗнле пулчӗ-ха вӑл тата?

— Акӑ, — чӗлӗмне тултарчӗ те вӑл пӗрре ӗмсе илчӗ, вара калама пуҫларӗ, — ак ҫапла пулчӗ вӑл: эпӗ ун чухне ротӑпа Терек леш енчи крепоҫра тӑраттӑм, унтанпа пилӗк ҫул иртет ӗнтӗ. Пӗрре, ҫапла, кӗркунне ӗҫме-ҫимелли япаласем турттаракан лав килсе кӗчӗ, унпа пӗрлех пӗр ҫирӗм пилӗк ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑк офицер килчӗ. Вӑл ман пата пӗтӗм формине тӑхӑнсах пырса кӗчӗ те, хӑйне ман пата крепоҫра юлма хушнӑ, терӗ. Хӑй ҫав тери ҫинҫешке те шурӑччӗ, ҫийӗнчи мундирӗ те вӗр-ҫӗнӗччӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӑл хамӑр пата, Кавказа, килни нумаях та мар иккенне тавҫӑрса илтӗм. «Сире кунта Российӑран куҫарнӑ пулӗ-ха?» — тесе ыйтрӑм эпӗ унран. — «Тӗрӗс, штабс-капитан господин», — терӗ вӑл. Ӑна аллинчен тытрӑм та эпӗ: «Питӗ лайӑх, питӗ лайӑх. Сире кунта кӑшт кичемрех пулӗ те, ҫапах сирӗнпе эпир туслӑ пурӑнӑпӑр-ха… Манӑн ҫакна калас тата, эсир мана тӳрех Максим Максимыч тесе чӗнӗр… мӗне кирлӗччӗ ӗнтӗ ҫакӑн пекех чыслӑ тумланса килмешкӗн? Ман пата кирек хӑҫан та эсир карттусӑра кӑна тӑхӑнса килӗр», — терӗм эпӗ. Ана хайхи хваттер тупса патӑмӑр та, вӑл пурӑнмаллипех крепоҫа куҫрӗ.

— Мӗн ятлӑччӗ вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ Максим Максимычран.

— Ятне… Григорий Александрович Печорин, теттӗмӗр ӑна. Тӳррипех калам сире, кӑмӑллӑ ҫынччӗ вара; анчах кӑшт тӗлӗнмеллерехчӗ. Сӑмахран, акӑ, ҫумӑрта е сивӗре яра куна кунӗпех сунарта ҫӳретчӗ вӑл; пурте шӑнатчӗҫ, ӗшенсе ҫитетчӗҫ, уншӑн вара нимӗн те марччӗ. Тепӗр чухне тата килӗнчен те тухмастчӗ, кӑштах ҫил вӗркеленӗ вӑхӑтра кантӑк умне ларсан та, шӑнса пӑсӑлтӑм тесе, ӗнтӗркеме тытӑнатчӗ; чӳрече хупӑлчи уҫӑлса хупӑннипех шарт сиксе илетчӗ хӑй, кӑвакарса каятчӗ, хӑй ҫапах хир сысни тытмашкӑн та пӗр пӗччен ҫӳретчӗ, ӑна хам та курнӑ, хӑш чухне, калӑпӑр, темиҫе сехетре те унран пӗр самах ыйтса пӗлеймӗн, тепӗр чухне вара калаҫма пуҫлатчӗ те ӑш ыратичченех култаратчӗ, ҫаплаччӗ ҫав, питӗ те тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл; пуянччӗ пулас хӑй: хаклӑ япаласем нумайччӗ унӑн!..

— Чылай пурӑнчӗ-и вӑл сирӗнпе пӗрле? — тесе ыйтрӑм эпӗ каллех.

— Ҫулталӑка яхӑн. Ҫавӑн чухлӗ кӑна пулсан та, манас ҫук ӑна эпӗ. Чылай пӑтӑрмах кӑтартрӗ вӑл мана, калама та вырӑнлӑ мар! Чӑнах, пулаҫҫӗ-ҫке ҫавӑн пек ҫынсем, вӗсем те калама ҫук тӗлӗнмелле япаласем пулассине малтанах ҫырса хунӑ темелле!

— Тӗлӗнмелле япаласем тетӗр-и? — терӗм эпӗ, ӑна чей тултарса панӑ май хамӑн пӗлес килнине ун умӗнче пытараймасӑр.

— Акӑ, сире каласа парам-ха эппин. Крепоҫран ултӑ ҫухрӑмалла пӗр мирной княҫ пурӑнатчӗ. Унӑн ывӑлӗ, пӗр вун пилӗк ҫулхискер, пирӗн пата ҫӳреме иленчӗ: кун сиктермесӗр пыратчӗ вӑл, пӗрре унӑн ҫавна тумалла пулать, тепре тата темӗн тумалла, тесе. Ӑна эпир Григорий Александровичпа иксӗмӗрех иртӗхтерсе ятӑмӑр пулас. Хӑй те питӗ ҫивӗч ачаччӗ, мӗн кирлине пурне те тӑватчӗ: утпа ут-вӗттин вӗҫтерсе пынӑ чух ҫӗртен ҫӗлӗк илмеллеччӗ-и е пӑшалпа пемеллеччӗ-и — пурне те пултаратчӗ. Анчах унӑн пӗр лайӑх мар йӑла пурччӗ: укҫашӑн вилсе каятчӗ вара. Пӗррехинче ҫапла Григорий Александрович кулас тесе кӑна: эсӗ аҫу кӗтӗвӗнчен чи лайӑх качака такине вӑрласа килсен, сана вунӑ тенкӗ парӑп тесе каланӑ. Мӗн тейӗр эсир? Тепӗр каҫхинех вӑл такине мӑйракинчен ҫавӑтса килчӗ. Хӑш чухне эпир ӑна вӑрҫтарма юрататтӑмӑр та, унӑн куҫӗсем юнпа хӗрелсе тулатчӗҫ, ҫавӑнтах кинжалне ярса тытатчӗ вара. «Эй, Азамат, санӑн пуҫу чӗрӗ юлаймӗ, яман пулӗ санӑн пуҫна!» — теттӗм вара ӑна.

Пӗрре ҫапла ватӑ княҫ хӑех пире туя чӗнме пычӗ: аслӑ хӗрне качча паратчӗ вӑл, эпир вара унпа кунаксемччӗ, тӑраймастӑн вӗт ӗнтӗ пымасӑр, вӑл тутар пулин те, хӑвӑрах пӗлетӗр. Кайрӑмӑр… Аулра темӗн чухлӗ йытӑсемччӗ, вӗсем пире хаяррӑн вӗрсе хирӗҫ чупса тухрӗҫ. Хӗрарӑмсем пире курсанах кӗрсе пытанчӗҫ, эпир куркаланисенчен сар пике темеллисемех ҫукчӗ ҫав. «Черкес хӗрарӑмӗсем питӗ хитре тесе шутланӑччӗ эпӗ», — терӗ мана Григорий Александрович. «Тӑхтӑр-ха!» — терӗм эпӗ кулкаласа. Пуҫӑмра урӑхла шухӑш пурччӗ манӑн.

Княҫ патӗнче пӳрт тулли халӑхчӗ. Азиатсен йӑли ҫавӑн пек: кама курнӑ, кама тӗл пулнӑ, ҫавсене пурне те туя чӗнеҫҫӗ. Пире кунта питӗ хисеплӗ йышӑнчӗҫ, тӗпеле кӗртрӗҫ. Эпӗ ҫапах та хамӑр лашасене ӑҫта тӑратнине асӑрхама ӗлкӗртӗм, кӗтмен ҫӗртен темӗн те пулма пултарать-ҫке.

— Туйне мӗнле ирттереҫҫӗ вара вӗсем? — тесе ыйтрӑм эпӗ штабс-капитанран.

— Яланхи пекех. Малтан вӗсене пӗр-пӗр мулла Коранран темӗскер вуласа парать; унтан вара ҫӗнӗ ҫынсемпе вӗсен мӗн пур тӑванӗсене парне параҫҫӗ, хӑнисем ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ; унтан джигитовкӑ пуҫланать; кирек хӑҫан та вара пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк, таҫта вараланса пӗтнӗскер, лӑкӑшти уксах лашине утланать те хуҫкаланать, тӑрӑхлать, ырӑ ҫынсене култарать; кайран акӑ, каҫ пула пуҫласан, хӑнасем пухӑннӑ ҫӗрте, пирӗнни пек каласан, бал пуҫланать. Пӗр-пӗр мӗскӗн старик виҫӗ хӗлӗхлӗ япалапа кӗвӗ калать… темӗнле купӑс тетчӗҫ-ха вӗсем ҫавна, пирӗн балалайкӑ евӗрлӗскер. Хӗрсемпе ҫамрӑк йӗкӗтсем пӗр-пӗринпе хире-хирӗҫ икӗ йӗркен тӑрса тухаҫҫӗ те алӑ ҫупса юрлаҫҫӗ. Хӗрпе каччӑ варрине тухса тӑрать, вӗсен хӑйсен асне мӗн килет, ҫавна пӗрне-пӗри такмакласа параҫҫӗ, ыттисем вара пӗр харӑс юрлама тытӑнаҫҫӗ. Эпир Печоринпа ҫапла хисеплӗ кӗрекере лараттӑмӑр, акӑ хӑйхи ун патне хуҫан вун ултӑ ҫулхи кӗҫӗн хӗрӗ пырса тӑчӗ те, мӗнле калас иккен?.. ну, комплимент пекскерне ӑна юрласа пачӗ. — Мӗн юрласа пачӗ-ха вӑл, ас тӑваймастӑр-и?

— Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм.

Хӗр уйрӑлса кайсан, эпӗ Григорий Александровичран: «Ну, мӗнле пек?» — тесе пӑшӑлтатса ыйтрӑм.

— Питӗ чипер, мӗн ятлӑ вӑл? — терӗ Григорий Александрович.

— Бэла ятлӑ, — терӗм эпӗ.

Чӑнах та, хӗр питӗ чиперччӗ: ҫуллӗ кӑна, хӳхӗмскер, хир качаканни пек хура куҫӗ чӗрене кӗрсе ӑшӑтатчӗ. Шухӑша кайнӑ Печорин ун ҫине куҫне илмесӗр пӑхса тӑчӗ. Хӗр те ун ҫине час-часах куҫ айӗн пӑхкаласа илнӗ. Анчах пӗр Печорин кӑна мар иккен ытараймасӑр пӑхса тӑнӑ княҫӑн хӗрне: пӳлӗм кӗтессинчен ун ҫине тата тепӗр ҫулӑмлӑ мӑшӑр куҫ сикмесӗр пӑхса тӑнӑ. Эпӗ тинкеререх пӑхрӑм та ҫапла, хамӑн ӗлӗкхи палланӑ качча асӑрхарӑм. Те мирнойччӗ вара вӑл, те мирной марччӗ — пӗлсе те илейместӗп. Ашкӑннине хам асӑрхаман пулин те, таврара ӑна шансах пӗтерместчӗҫ. Хӑш чухне вӑл пирӗн пата крепоҫа такасем илсе пыратчӗ те йӳнӗ хакпах сутса хӑваратчӗ, нихӑҫан та хаклашса тӑмасччӗ вара: хӑй мӗн чухлӗ ыйтать, ҫавӑн чухлӗ пар, пулсан та урӑх чакмастчӗ. Вӑл Кубань таврашӗнче абраксемпе сӗтӗрӗнме юратать тесе калаҫатчӗҫ. Чӑннипе калас-тӑк, унӑн пит-куҫӗ вӑрӑ-хурахсенни пекехчӗ вара: пӗчӗккӗ типшӗмрех кӑна та анлӑ хул пуҫҫиллӗскерччӗ… Вичкӗнччӗ вара хӑй, шуйттан пек вичкӗнччӗ! Бешмечӗ унӑн яланах ҫурӑкчӗ, саплӑклӑччӗ, хӗҫ-пӑшалне ҫапах та кӗмӗлпе тыттарса пӗтернӗччӗ. Лаши вара унӑн пӗтӗм Кавардиле мухтава тухнӑччӗ, — чӑнах та, ҫав лашаран та лайӑхраххине аса илме те ҫукчӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ун лашине хӗрӗнекенсем чылай пулнӑ та, май килмен. Акӑ, халь аса илетӗп те эпӗ ҫав лашана, тӗлӗнетӗп, тикӗт пек йӑм-хураччӗ, урисем — хӗлӗх пек, куҫӗ вара Бэла куҫӗнчен пӗртте кая мар; вӑйӗ мӗнлеччӗ тата ун! Аллӑ ҫухрӑм пӗр чарӑнми чуптар хуть, ӑна тата ҫав тери лайӑх вӗрентсе ҫитернӗччӗ — хуҫа хыҫӗнчен йытӑ пек чупатчӗ; сассине те уйӑратчӗ унӑнне! Ӑна вӑл нихҫан та кӑкармастчӗ. Шӑпах хурахсен лашиччӗ ҫав ӗнтӗ…

Ҫав каҫхине Казбич яланхи пек мар тӗксӗмрехчӗ, бешмечӗ айне кольчуга тӑхӑннине те асӑрхарӑм эпӗ. «Ахаль мар вӑл кольчуга тӑхӑннӑ, вӑл мӗн те пулин тӑвасшӑнах», — тесе шухӑшларӑм эпӗ. Сакльӑра пӑчӑ пулса ҫитрӗ те, уҫӑлма тесе, эпӗ тула тухрӑм. Тусем ҫине каҫ санӗ ҫапнӑччӗ, ту хушшинче тӗтре юхма пуҫларӗ.

Манӑн хамӑр лашасем тӑракан аслӑк айне ҫитсе курас килчӗ, унта ут ҫимӗҫӗ пурри-ҫуккине пӗлесшӗп пултӑм, тата сыхланарах тӑни нихӑҫан та ытлашши пулмасть: лашам манӑн лайӑхчӗ, ун ҫине кабардинецсем час-часах ӑмсанса пӑхатчӗҫ те: яеши тхе, чек якши текелесе йӑнкӑлтататчӗҫ.

Хӳме ҫумӗпе утса пыратӑп та ҫапла, сасартӑк тем калаҫкаланине илтетӗп: пӗр сассине тӳрех уйӑрса илтӗм: вӑл чарусӑр Азамат сассиччӗ, хамӑр хуҫа ывӑлӗ; тепри вара сайрарах та хуллентерех калаҫать. «Мӗн ҫинчен канашлаҫҫӗ кунта вӗсем?» — тесе шухӑшларӑм эпӗ: «Хамӑн лаша ҫинченех мар-и?» — терӗм. Хайхи, хуме ҫумне пӗшкӗнсе лартӑм та итлесе тӑратап, хам пӗр сӑмах та сиктересшӗн мар. Хутран-ситрен сакльӑран юрлани те илтӗнет, мана итлемешкӗн кансӗр.

— Чаплӑ-ҫке санӑн лашу! — тет Азамат, — енчен эпӗ килте хам хуҫа пулсан, виҫ ҫӗр лаша таран кӗтӳ тытсассӑн, сан урхамахушӑн ҫур кӗтӗвӗме панӑ пулӑттӑм, Казбич!

«Казбич иккен!» — тесе шухӑшларӑм та эпӗ вӑл кольчуга тӑхӑннине аса илтӗм.

— Тӗрӗс, — терӗ Казбич пӑртакҫӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн: — ун пеккине пӗтӗм Кавардара та урӑх тупаймастӑн. Пӗрре эпир абрексемпе пӗрле Терек леш енне кайрӑмӑр та вырӑссен лаша кӗтӗвне ҫавӑрса илме тытӑнтӑмӑр; телейӗмӗр пулман пирки пурсӑмӑр та тӗрлӗ ҫӗре сапаланса пӗтрӗмӗр. Ман хыҫҫӑн тӑватӑ казак вӗҫтерсе пыратчӗҫ; хыҫӑмра гяурсем кӑшкӑрашнине те илте пуҫларӑм эпӗ, хам умрах тата ҫӑра кӑна сӗм вӑрман сарӑлса ларать. Эпӗ йӗнер ҫинерех лӑпчӑнтӑм та, Аллаха шанса, утӑма пӗрех пушӑпа сӑтӑрса илтӗм, унччен ӑна пӗрре те ҫапса кӳрентерменччӗ-ха. Утӑм кайӑк пек чӑмрӗ турат хушшипе; йӗплӗ хулӑ йывӑҫҫисем ман тум-тире йӑлтах ҫурса пӗтерчӗҫ, карагачӑн типӗ турачӗсем питрен ҫапӑнса юлаҫҫӗ. Манӑн ут тункатасем урлӑ сике-сике пырать, ӑмӑрӗпе туратсемпе йывӑҫ тӗмисене сирсе вӗҫет. Ӑна вӑрман хӗррине пӑрахса хӑварса, хам ҫуранах вӑрманалла кӗрсе пытаннӑ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, анчах ӑна ытла хӗрхентӗм эпӗ — ӑрӑмҫӑ ҫӑлса хӑварчӗ вара мана. Пуҫ ҫийӗнченех темиҫе пульӑ шӑхӑрса иртрӗ; учӗсем ҫинчен аннӑ казаксем хыҫӑмран чупнине те илтетӗп акӑ… Пӗр самантрах ман ума пӗр тарӑн ҫырма тухса тӑчӗ; урхамахӑм кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те — турех сикрӗ. Унӑн кайри ури чӗрнисем ҫыранран хӑпса кӑна кайнӑччӗ, малти урисем ҫинче вӑл аран ҫакӑнса тӑма ӗлкӗрчӗ. Эпӗ чӗлпӗре вӗҫертрӗм те ҫырма тӗнелле вӑркӑнтӑм, шӑпах, ҫапла туса, лашана ҫӑлса хӑвартӑм: вӑл сиксе те тухрӗ. Казаксем ҫакна пӗтӗмпех курса тӑчӗҫ, анчах мана шырама ҫырма тӗпне пӗри те анмарӗ; вӗсем мана ӳксе вилчӗ тесе шутларӗҫ пулас: пурте ман лашана тытма чупрӗҫ. Чӗрем юнпа ҫӑвӑнать; ҫырма тӑрӑх ҫӑра курӑк хушшипе шуса иртрӗм те, — пӑхатӑп: вӑрман пӗтрӗ, темиҫе казак уҫланка учӗсене уттарса тухрӗҫ, ҫатантах манӑн Карагез та тӳрех вӗсен умне сиксе тухрӗ, ак хайхисем пурте кӑшкӑрашса ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ: темӗнччен хӑваларӗҫ вӗсем ӑна, уйрӑммӑнах пӗри ик-виҫӗ хутчен те кӗҫех ӑна йӑлмакпа тӑхӑнтартса тытатчӗ; эпӗ сехӗрленсе ӳкрӗм, пуҫӑма усрӑм та кӗл тума тытӑнтӑм. Кӑштах тӑрсан пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп та куратӑп: манӑн Карагез хӳрине вӗлкӗштерсе ҫил пек ирӗккӗн ҫӗмӗрттерсе килет, гяурсем хӑйсен ывӑнса ҫитнӗ лашисемпе пушӑ хирте таҫта аякра тӑрса юлнӑ. Паллах тӗрессине калатӑп, пӗтӗмпех тӗрӗс! Мӗн тӗттӗм пуличченех ҫырмара лартӑм эпӗ. Мӗн тейӗн ҫав, Азамат? Сасартӑк тӗттӗмре илтетӗп акӑ, ҫыран хӗррипе ут чупать, тулхӑрать вӑл, кӗҫенет, урисемпе ҫӗре кукалет; эпӗ хам Карагеза сассинчен палларӑм: вӑлах пулчӗ ҫав, манӑн ҫывӑх юлташ!.. Ҫавантан вара эпир пӗрре те уйрӑлман.

Вӑл хӑйӗн урхамахне, тӗрлӗрен ачаш ятсем парса, яка мӑйӗнчен аллипе лӑпкӑн ачашлани илтӗнчӗ.

— Манӑн пӗр пин кӗсреллӗ кӗтӳ пулнӑ пулсан, — терӗ Азамат, — пӗр Карагезшӑнах пӗтӗмпе сана панӑ пулӑттам.

— Йок, кирлӗ мар, — терӗ Казбич лӑпкӑн.

— Итле-ха, Казбич, — терӗ Азамат йӑпӑлтатса, — эсӗ ырӑ ҫын, эсӗ хӑюллӑ джигит, ман атте акӑ вырӑссенчен хӑрать те мана ту ҫине кӑлармасть, пар мана хӑвӑн утна, сана уншӑн мӗн кирлӗ, йӑлтах парӑп, аттен чи лайӑх винтовкине е хӗҫне вӑрласа килӗп те сана парӑп, кала, мӗн кӑна кирлӗ сана, — хӗҫӗ унӑн чӑн-чӑн гурда, ҫивӗччине аллу ҫумне тыт кӑна, хӑех ӳте касса кӗрет, санӑнни пек кольчуга вара уншӑн нимӗне те тӑмасть.

Казбич чӗнмерӗ.

— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ. Енчен эпӗ ӑна мана сутмасан, эп вилетӗп, Казбич! — терӗ Азамат чӗтрекен сасӑпа.

Вӑл йӗрсе янӑ пек те туйӑнчӗ мана: тӳррипех калас пулать сире, Азамат калама ҫук кутӑн ачаччӗ, ача чухнех вӑл нихҫан та куҫҫульне кӑлармастчӗ.

Вӑл йӗнине хирӗҫ темӗнле кулса янӑ пек сасӑ илтӗнчӗ.

— Итле! — терӗ Азамат ҫиреп сасӑпа, — куратӑн-и акӑ, эпӗ тем тума та хатӗр. Кирлех пулсан, эпӗ сан валли халех хамӑн аппана вӑрласа килеп. Кирлӗ-и? Епле ташлать вӑл, епле юрлать! Тӗрӗ тунӑ чух ылтӑнпа тӗрлет те — тӗлӗнсе кайӑн! Тӗрӗк падишахӗн те ун пек арӑм пулман… Кирлӗ-и? Ыран каҫпа кӗтсе тӑр мана ҫав юхан шыв патӗнчи ту хушшинче: эпӗ унпа пӗрле кӳршӗ аула каятӑп, — вӑл вара санӑн пулӗ. Бэла санӑн урхамахна тӑмасть-и вара?

Казбич темӗнччен пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Тӑрсан-тӑрсан тин вӑл тавӑрса калас вырӑнне авалхи юрра хуллен тӑсса ячӗ:

Пирӗн ялсенче нумай чипер хӗрсем,
Ҫӑлтӑр пек ҫунаҫҫӗ вӗсен куҫӗсем.

Вӗсене савма шӑпа питех хитре,
Йӗкӗтӗн анчах хавасӗ ирӗкре.

Ылтӑн тӑватӑ арӑм илет. Урхамах, ун хакӗ — ылтӑнран ирттерет.

Вӑл пуш хирти ҫилсенчен те юлмасть,
Вӑл сивӗнмест, вӑл улталамасть.

Азамат ӑна кӑлӑхах кунӑҫма йӑлӑнчӗ, куҫҫульне те тӑкрӗ, йӑпӑлтатса та пӑхрӗ, тупа та турӗ; юлашкинчен Казбич ӑна чӑтаймасӑр татса пӳлчӗ:

— Кай кунтан, ӑссӑр ача! Ӑҫта сана ман ут ҫине ларма! Вӑл сана виҫӗ утӑмранах ӳкерсе хӑварать, чул ҫине ӳксе ӗнсӳне хуҫасшӑн-им?

— Эпӗ-и! — тесе урса кайрӗ Азамат, унтан хӑйӗн пӗчек кинжалӗпе кольчугӑна чанкӑртаттарчӗ. Вӑйлӑ алӑ ӑна аяккалла тӗртсе ячӗ те, вӑл карта ҫатанне пырса ҫапӑнса кисрентерчӗ. «Пулать-ха мыскара», — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ; вите патнелле чупрӑм, унтан хамӑр лашасене ҫӑварлӑхласа, хыҫри картишне ҫавӑтса тухрӑм. Икӗ минутранах сакльӑра акӑш-макӑш шӑв-шав пуҫланчӗ. Акӑ мӗн пулнӑ иккен унта. Азамат хӑйӗн ҫурӑк бешмечӗпе чупса кӗнӗ те, имӗш, Казбич мана чиксе пӑрахма тӑчӗ, тенӗ пулать. Хайхисем пурте тула сиксе тухрӗҫ, пӑшалӗсене ярса тытрӗҫ — пуҫланчӗ вара мыскара. Кӑшкӑрашу та шав, пӑшал пенӗ сасӑсем; Казбич ҫеҫ утне утланнӑччӗ, халӑх хушшинче хӗҫӗпе сулкаласа урам тӑрӑх эсрелӗ пек ҫаврӑнкаларӗ. «Ют ӗҫкӗри мухмӑр — начар япала», — терӗм те эпӗ Григорий Александрович аллинчен тытса: — Пирӗн кунтан часрах шӑвӑнни лайӑхрах пулӗччӗ! — терӗм.

— Кӗтер-ха кӑштах, мӗнпе пӗтет.

— Мӗнпе пӗтесси паллах ӗнтӗ, начар пулать кунта, ку азиатсен йӑли ҫавӑн пек: эрех кӳпсе тултарчӗҫин, чикӗшмех тытӑнаҫҫӗ!  — Эпир утсем ҫине утлантӑмӑр та килелле вӗҫтертӗмӗр.

— Казбича мӗн пулнӑ вара? — чӑтаймасӑр ыйтрӑм эпӗ штабс-капитанран.

— Мӗн пултӑр иккен ун пек ҫынсене! — терӗ вӑл стаканри чейне ӗҫсе ярса, — тарса хӑтӑлнӑ!

— Суранланман та пулнӑ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Турӑ пӗлет-и ӑна! Хурахсем те вилмеҫҫӗ! Вӗсене эпӗ куркаланӑ та, сӑмахран, акӑ, штыксемпе чикӗшсе пӗтӗмпех ала пек шӑтса пӗтнӗ, хӑй ҫапах та хӗҫӗпе юнать-ха, — штабс-капитан пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн ҫӗре урипе тапрӗ те малалла калама пуҫларӗ.

— Ҫакӑншӑн каҫарас ҫук вара хама нихҫан та: шуйттанӗ илӗртрӗ-и мана крепоҫа пырсан хам мӗн илтнине йӑлтах Григорий Александровича каласа памашкӑн; вӑл кулкаларӗ — чееччӗ хӑйне кура! — ҫав вӑхӑтрах мӗн те пулин тума шутласа та хунӑ.

— Мӗн тума-ши? Каласа парсамӑр эппин.

— Нимӗн те тума ҫук вӗт! Калама пуҫланӑ-тӑк, каласа пӗтермеллех ӗнтӗ.

Ҫакӑнтан вара пӗр тӑватӑ кун иртсен Азамат крепоҫа пычӗ. Яланхи пекех вӑл Григорий Александрович патне кӗчӗ, ӑна вӑл кирек хӑҫан та тутлӑ ҫимӗҫсемпе хӑна тӑватчӗ. Эпӗ те унтах. Лашасем ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ те, Печорин Казбич лашине мухтама тытӑнчӗ: вӑл ҫав тери ҫивӗч те, хитре те, хир качаки пекех, тет, — ӗнтӗ, ун сӑмахӗпе калас пулсан, ҫавӑн пек лаша пӗтӗм тӗнчипе те урӑх ҫук, темелле.

Тутар ачин куҫӗсем йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ. Печорин ӑна асӑрхаман пек тӑвать; эпӗ сӑмаха урӑх еннелле пӑрма тӑрӑшатӑп, вӑл пур — куҫ кӗретех пирӗн сӑмаха Казбич лаши ҫинех сулӑнтарать. Азамат пирӗн пата пымассерен ҫакӑн пек истори пулса иртетчӗ. Виҫӗ эрне иртсен, хайхи Азамат темӗнле шурӑхса та типсе пынине асӑрхарӑм, шалтах романсенчи юратури пек ӗнтӗ. Мӗн пулса тӑчӗ, тетӗп…

Каярахпа кӑна пӗтӗмпе пӗлсе ҫитрӗм акӑ: Григорий Александрович ҫав тери йӗкӗлтесе ҫитернӗ иккен ӑна, хуть те шыва сик. Пӗррехинче вӑл ӑна ҫавӑн пек кала та хур: «Пӑхатӑп та; Азамат, ҫав ут питӗ килӗшрӗ пуль сана, анчах эсӗ ху ӗнсӳне курайман пекех нихҫан та ӑна кураймӑн, — терӗ». «Кала-ха эппин, ҫав лашана сана парсан, мӗн тӑваттӑнччӗ эсӗ?» — тесе илӗртрӗ вӑл ачана.

— Мӗн тумалла, ҫавна пӗтӗмпех тӑвӑттӑм, — терӗ Азамат.

— Эппин сана тупса паратӑп ӑна эпӗ… Сӑмахна тытатӑп тесе тупа ту!

— Тупа тӑватӑп… Эсӗ те тупа ту!

— Питӗ лайӑх! Лаша санӑн пулӗ тесе тупа тӑватӑп; анчах мана эсӗ уншӑн Бэла аппуна пар: Карагез унӑн хулӑмӗ пулӗ. Ҫапла тусан саншӑн та тупӑшлӑ пулма кирлӗччӗ. Азамат чӗнмерӗ.

— Килӗшместӗн пулсан, кирек мӗн ту! Эпӗ сана арҫын пулӗ терӗм, эсӗ ача кӑна иккен-ха, сана юлан утпа ҫӳреме ытла ир…

Азамат хӗремесленсе кайрӗ. «Атте вара мӗн калӗ?» — терӗ вӑл.

— Вӑл ниҫта та каймасть-и вара?

— Чӑнах та-ҫке…

— Килӗшетӗн-и ҫапла?..

— Килӗшетӗп, — тесе пӑшӑлтатрӗ Азамат, вилнӗ пек кӑвакарса. — Хӑҫан вара? — Акӑ Казбич кӑна кунта килтӗр: вӑл кунта пӗр вунӑ така илсе килме пулнӑччӗ; ытти — ман ӗҫ пулӗ. Ас ту эппин, Азамат!

Хайхисем ӗҫе майлаштарнӑ та… тӗрессипе каласан, питӗ начар ӗҫ! Кайран эпӗ Печорина хӑйнех каларӑм та, анчах вӑл: чурӑс черкес хӗрӗ ман пек савнӑ упӑшкипе телейлӗ пулӗ, терӗ, мӗншӗн тесен кунти йӑлапа эпӗ ҫапах та унӑн упӑшки пулӑп, Казбич хураха вара пӗрре асӑнтармаллах, терӗ вӑл мана. Хӑвӑрах шутлӑр-ха ӗнтӗ, мӗн каламаллаччӗ ман ӑна хирӗҫ?.. Ун чухне эпӗ вӗсем ҫапла пӗр кавара килнине нимӗн те пӗлмен. Ак хайхи пӗррехинче Казбич пычӗ те, такасем тата пыл кирлӗ мар-и сире, тесе ыйтрӗ; эпӗ ӑна тепӗр кун илсе килме каласа ятӑм. «Азамат! — терӗ Григорий Александрович: — Карагез ыран ман алӑра пулать; паян ҫӗрле Бэлӑна кунта илсе килмесен, эсӗ Карагеза нихҫан та кураймӑн…»

— Юрӗ! — терӗ те Азамат, аула вӗҫтерчӗ. Каҫхине Григорий Александрович пӑшалне ҫакрӗ те крепоҫран тухса кайрӗ: ӗҫне мӗнле туна вӗсем, пӗлейместӗп, — анчах ҫӗрле ҫаксем иккӗшӗ те таврӑннӑ, часовой ҫеҫ Азамат йӗнерӗ урлӑ хӗрарӑм выртнине курса юлнӑ, хӗрарӑмӑн аллисемпе урисене ҫыхса хунӑ пулнӑ, пуҫне пӗркенчӗкпе пӗркенӗ.

— Лаши мӗнлеччӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ штабс-капитанран.

— Халех. Халех. Тепӗр кунне ирпе ирех Казбич пырса ҫитрӗ, сутма тесе вӑл пӗр вунӑ така ертсе килчӗ. Лашине хӳме ҫумне кӑкарчӗ те ман пата кӗчӗ, эпӗ ӑна чей ӗҫтертӗм; хурах пулин те, манӑн хӑначчӗ-ҫке-ха вӑл.

Эпир унпа ун-кун ҫинчен сӑмах сӳтме тытӑнтӑмӑр… Унччен те пулмарӗ, пӑхатӑп, Казбич шартах сикрӗ, сӑнран улшӑнчӗ, тӳрех чӳрече патнелле ыткӑнчӗ: чӳречи — инкеке — картиш еннелле пӑхатчӗ. — «Мӗн пулчӗ сана?» — терӗм эпӗ.

— Манӑн лашам!.. Лашам! — терӗ вӑл, чӗтреве ӳксе. Хама та лаша ури сасси илтӗннӗ пек туйӑнчӗ: «Пӗр-пӗр казак килсе ҫитрӗ пулӗ», — тесеттӗм.

— Ҫук! Урус яман, яман! — тесе кӑшкӑрса ячӗ тискер барс пек ним тума пӗлмесӗр тухса чупрӗ вӑл.

Пӗр-иккӗ сиксенех картишне ҫитрӗ, крепоҫ хапхи патӗнчи часовой унӑн ҫулне пӑшалпа пӳлсе хунӑччӗ, вӑл пӑшалӗ урлах сиксе каҫрӗ те ҫул тӑрӑх чупрӗ… Инҫетре тусан тухать. Азамат йӑлттам Карагезпа сиккипе вӗҫтерет. Казбич чупса пынӑ ҫӗртех пӑшалне йӗннинчен туртса кӑларчӗ те персе ячӗ. Пӗр самант хушши вӑл хӑй вырӑнӗнче пӗр сикмесӗр тӑчӗ, унтан тивӗртейменнине пӗлчӗ те ҫухӑрса ячӗ; пӑшалне чул ҫине ҫӗклесе ҫапса пӗтӗмпех салатрӗ, вара ҫӗре ӳкрӗ те пӗчӗк ача пек макӑрса ячӗ… Часах ун тавра крепоҫри халӑх пухӑнчӗ; вӑл никама та курмасть, лешсем калаҫкаларӗҫ-калаҫкаларӗҫ те сапаланчӗҫ, эпӗ такашӑн памалли укҫана ун ҫумне хума хушрӑм; Казбич ӑна тӗкӗнсе те пӑхмарӗ, ӳпне ӳкнипех вӑл вилнӗ пек выртрӗ. Ӗненетӗр-и эсир, вӑл ҫапла ҫӗрлечченех, мӗн ҫӗр каҫичченех хускалмасӑр выртрӗ. Тепӗр кунхине вара ирпе крепоҫа пычӗ те ун лашине вӑрласа каяканӑн ятне калама ыйтрӗ. Лашине салтса утланса тараканӗ Азамат пулнине куракан часовой хӑй курни ҫинчен тунма шутламан ӗнтӗ. Ҫав ята илтсенех Казбичӑн куҫӗ ҫиҫсе илчӗ, вӑл вара Азамат ашшӗ пурӑнакан аула тухса кайрӗ.

— Ашшӗ епле вара?

— Ӑна курман ҫав Казбич; вӑл пӗр ултӑ кунлӑха таҫта тухса кайнӑ пулнӑ, вӑл килӗнче пулнӑ пулсан, епле вара Азамат хӑй аппӑшне вӑрлама пултартӑр-ха?

Ашшӗ килне таврӑннӑ ҫӗре хӗрӗ те, ывӑлӗ те пулман. Азамат чее пулнӑ ҫав: пӗр ҫаклансан пуҫӗ тӗрӗс-тӗкел юлас ҫуккине тавҫӑрса илнӗ-мӗн. Ҫавӑнтан вара ҫухалнӑ та: пӗр-пӗр аврексен шайккине кӗнӗ те ӗнтӗ вӑл чӑрсӑр пуҫне таҫта ҫав Терек е Кубань леш енче хунӑ пулмалла; ҫав кирлӗ те ӑна!..

Тӳррипех калас-ха, ман пая та самай инкек тупӑнчӗ-ҫке. Черкес хӗрӗ Григорий Александрович патӗнче иккенне пӗлсенех эпӗ эполетлӑ тумтирӗме тӑхӑнтӑм та шпага ҫакса ун патне пытӑм.

Вӑл малти пӳлӗмӗнче вырӑн ҫинче выртатчӗ, хӑрах аллине ӗнси хыҫне хунӑччӗ, теприне сӳннӗ чӗлӗмне тытнӑччӗ; иккӗмӗш пӳлӗмне кӗмелли алӑкне ҫӑрӑпа питӗрнӗ, уҫҫи ҫӑра шӑтӑкӗнче ҫукчӗ. Ҫаксене пурне те ҫинчех асӑрхарӑм эпӗ… Ӳсӗркелерӗм те атӑ кӗлисемпе алӑк уратине шаккакаларӑм, — вӑл илтмӗш пулма хӑтланчӗ.

— Прапорщик господин! — терӗм эпӗ хытӑ сасӑпа, — курмастӑр-и вара эпӗ хӑвӑр пата килнине?

— Ах, Максим Максимыч, сывлӑх сунатӑп! Чӗлӗм туртас теместӗр-и? — терӗ вӑл, вырӑн ҫинчен ҫӗкленмесӗр.

— Чимӗр-ха! Эпӗ Максим Максимыч мар: эпӗ штабс-капитан.

— Пур пӗрех. Чей ӗҫес теместӗр-и? Пӗлсемӗрччӗ эсир эпӗ мӗнпе тертленнине!

— Пурне те пӗлетӗп, — терӗм эпӗ, кравать патне ҫывхарса.

— Апла тата лайӑхрах: манӑн каласа та кӑтартас килмест-ха.

— Прапорщик господин, эсир айӑпа кӗтӗр, уншӑн манӑн та ответ тытмалла пулать…

— Ҫитӗ ӗнтӗ сире! Мӗнле инкек пултӑр-ха? Пирӗн тахҫантанпах пурте ҫурмаран-ҫке.

— Мӗн шӳт тӑвасси пултӑр! Парӑр кунта шпагӑра!

— Митька, илсе кил-ха шпагӑна!..

Митька шпагине илсе пычӗ. Хамӑн ӗҫе пӗтерсен, ун патне кравать ҫине пырса лартӑм… «Итле-ха, Григорий Александрович, тӳррипех кала, лайӑх мар вӗт капла», — терӗм эпӗ.

— Мӗн лайӑх марри?

— Эсӗ Бэлӑна вӑрттӑн илсе килни… Ух, ҫав Азамата!.. Ну, тӳррипех каласа пар-ха, — терӗм эпӗ ӑна.

— Юрататӑп ӑна эпӗ, мӗн тӑвас ӗнтӗ манӑн?..

Мӗн калӑн-ха ҫакна хирӗҫ?.. Эпӗ нимӗн тума пӗлмерӗм. Ҫапах та, ашшӗ ӑна ыйта пуҫласан, тытса тӑма юрамасть, терӗм эпӗ ӑна кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн.

— Кирлӗ те мар.

— Хӗрӗ кунтине пӗлет вӗт вӑл?

— Мӗнле пӗлтӗр-ха вӑл?

Эпӗ каллех нимӗн те калаймарӑм…

Итле-ха, Максим Максимыч!.. — терӗ Печорин, вырӑнӗ ҫинчен ҫӗкленсе, — эсир ырӑ ҫын вӗт, — енчен эсир ҫав тискерӗн аллине парсан, ӑна вӑл пусса пӑрахать-ҫке е сутса ярӗ. Ӗҫне тунӑ, ӑна пӑсма кирлӗ мар ӗнтӗ, ӑна ман патӑмрах хӑварӑр, шпагӑна хӑвӑр патӑра илсе кайӑр…

— Кӑтартӑр-ха эппин хӗрӗре, — терӗм эпӗ.

— Ҫак алӑк леш енче вӑл; эпӗ хам та паян ирпе кӑлӑхах курасшӑн пултӑм ӑна: пӗркенчӗкне пӗркеннӗ те ларать кӗтесре, калаҫмасть те, пӑхмасть те, хир качаки пек, хӑравҫӑ. Эпӗ хамӑрӑн духанщицӑна тара тытрӑм-ха, вӑл тутарла калаҫма пӗлет, пӗрле ҫӳрӗҫ, терӗм, ӑна хам енне ҫавӑрма та пулӑшӗ, терӗм, пур пӗрех вӑл урӑх никамӑн та пулмӗ, — тесе хушса хучӗ вӑл, сӗтел ҫине чышкипе ҫапса. Эпӗ кунпа та килӗшрӗм… Мӗн тӑвас тетӗн?.. Тӗрлӗрен пулаҫҫӗ-ҫке ҫынсем, хӑш-перисемпе килӗшесех пулать.

— Мӗнле-ши вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ Максим Максимычран: — вӑл чӑнах та ҫавӑрнӑ-ши ӑна хӑй енне, е лешӗ тӑван килне каясшӑн пулнипе тыткӑнра ҫунса пӗтсех кайнӑ-ши?

— Чимӗр-ха, мӗншӗн тӑван килне каяссишӗн пултӑр? Крепоҫран, аулри пекех, ҫав сӑрт-тусемех курӑнаҫҫӗ-ҫке, леш чурӑс ҫынсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар вӗт. Григорий Александрович Бэлӑна кашни кунах епле те пулин парнесем илсе панӑ: малтанхи кунсенче Бэла ҫав парнесене йышӑнман, сӑмах хушмасӑр, мӑнаҫлӑн тӗртсе янӑ, вӗсем вара чӗлхи япшарланнӑ духанщицӑна юлнӑ. Эх, ҫакӑ парнесем! Хӗрарӑм мӗн-мӗн кӑна тумӗ-ши ҫав чечеклӗ тутӑр татӑкӗшӗн!.. Ун ҫинчен калаҫмӑпӑр-ха эппин… Чылайччен тӗрмешрӗ унпа Григорий Александрович; ҫав вӑхӑтрах вӑл тутарла та вӗренме тытӑнчӗ. Бэла та пирӗн чӗлхере ӑнкара пуҫларӗ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑл ун ҫине пӑхма та хӑнӑхса ҫитрӗ, малтан куҫ айӗпе, чалӑшшӑн пӑхкалатчӗ, хӑй ҫапах та пӗрмай хуйхӑратчӗ, хуллен кӑна хӑйсен юррисене те юрлакалатчӗ, хӑш чухне вара, юнашар пӳлӗмрен унӑк сассине илтсен, мана та хуйхӑ пусатчӗ. Нихӑҫан та манас ҫук ҫакна: вӗсен умӗнчен иртсе пыраттӑм та ҫапла, тепле майпа эпӗ чӳречерен пӑхрӑм; Бэла сак ҫинче ларатчӗ, пуҫне кӑкӑрӗ ҫинелле уснӑччӗ. Григорий Александрович ун умӗнче тӑратчӗ. «Итле-ха, манӑн пери, — тет вӑл, — хӑвах пӗлетӗн, эсӗ халь мар пулсан, ӳлӗмрен-и — пур пӗрех манӑн пулатӑн-ҫке, — мӗншӗн асаплантаратӑн-ха мана? Е пӗр-пӗр чеченеца юрататӑн-и? Апла пулсан эпӗ сана халех киле яратӑп». Вӑл кӑшт ҫеҫ чӗтренсе илчӗ те пуҫне пӑркаларӗ. «Е эсӗ мана пачах кураймастӑн-и?» — терӗ Печорин малалла. Хӗр ассӑн сывласа илчӗ. «Е санӑн тӗнӳ мана юратма чарать-ши?» Бэла шуралса кайрӗ те пӗр сӑмах чӗнмерӗ. «Ӗнен мана, — терӗ Печорин. — Аллах пур йӑхсемшӗн те пӗрре ҫеҫ, енчен вӑл мана савма чармасть пулсан, мӗншӗн сана юратма чарса тӑтӑр иккен?»  — Бэла, ҫак сӑмахран тӗлӗннӗ пек пулса, ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ. Ӗненмен пек те пулчӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах унӑн шанас ӗмӗчӗ те палӑрчӗ. Мӗнле куҫӗсем, чӑнах! Вӗсем кӑвар пек йӑлтӑртатрӗҫ.

— Итле-ха, чунӑмҫӑм, ырӑ Бэла! — терӗ малалла Печорин, — куратӑн-ҫке эпӗ сана мӗнле савнине, сана хаваслантарасшӑн пулса, эпӗ хамӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех пама хатӗр, телейлӗ тӑвас килет сана манӑн, енчен эсӗ каллех кулянма тытӑнсан, эпӗ вилетӗп. Кала-ха, кӑштах та пулин хаваслӑрах пулӑн-и? — Бэла, хӑйӗн хура куҫне унӑн куҫӗнчен илмесӗр, шухӑша кайса тӑчӗ, унтан вара, ачашшӑн йӑл кулса, унпа килӗшнӗ пек пуҫне тайрӗ. Печорин ӑна аллинчен тытрӗ те: чуп ту мана, тесе йӑлӑнма тытӑнчӗ. Бэла ытлах хирӗҫмерӗ, темиҫе хутчен вӑл: «Поджалуста, поджалуста, не нада, не нада», — тесе кӑна илчӗ. Печорин ҫине тӑрсах чуп тутарасшӑн пулчӗ. Бэла чӗтресе макӑрса ячӗ. «Эпӗ сан патӑнта тыткӑнра пурӑнатӑп, эпӗ санӑн тарҫу, — терӗ вӑл, — эсӗ мана ху мӗн хушнине тутарма пултаратӑн ӗнтӗ», — тесе каллех куҫҫуль тӑкма пуҫларӗ.

Григорий Александрович хӑйне ҫамкинчен чышкипе ҫапса илчӗ те тепӗр пӳлӗмне сиксе тухрӗ. Эпӗ ун патне кӗтӗм; аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреҫлетсе, вӑл калле-малле утса ҫӳрет. «Мӗн пулчӗ?» — терӗм эпӗ ӑна. — «Хӗрарӑм мар вӑл, эсреле!» — терӗ Печорин, — ҫапах та сире чӑннипе калатӑп, вӑл пур пӗрех манӑн пулать…»

Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм. «Тупӑшатӑр-и акӑ? Тепӗр эрнеренех!» — терӗ вӑл: — «Юрӗ!» — тесе килӗшрӗм эпӗ. Алӑ ҫапрӑмӑр та уйрӑлтӑмӑр.

Тепӗр кунхине вӑл, акӑ, юри ҫын тытса тӗрлӗ япаласем туянма Кизляра янӑ пулнӑ. Тӗрлӗрен персидски пусма-тавар питӗ нумай тиесе килнӗччӗ, пурне те шутласа тухма та ҫук.

«Мӗнле шухӑшлатӑр, Максим Максимыч! — терӗ вӑл мана, парнисене кӑтартса.  — Ҫакнашкал батарейӑсене хирӗҫ тӑрайӗ-ши Ази пики?»  — «Эсир черкес хӗрӗсене пӗлместӗр-ха, — терӗм эпӗ, — вӗсем грузинкӑсем пек мар, Кавказ леш енчи тутар хӗрӗсем пек те мар, — пачах вӗсем пек мар. Вӗсен хӑйсен йӗрки пур, урӑхла пӑхса ӳстернӗ ҫав вӗсене», — терӗм эпӗ. Григорий Александрович йӑл кулса илчӗ те шӑхӑрса юрлам пек турӗ.

Эпӗ калани чӑнах та тӗрӗсех ӗнтӗ: парнесем унӑн кӑмӑлне ҫурри таран ҫеҫ ҫавӑрчӗҫ; кӑштах ачашланчӗ вӑл, кӑштах шанакан пулчӗ — ытлашшийӗ нимӗн те ҫук; аптранипе вара Печорин юлашки меслетне ӗҫе кӗртесшӗнччӗ. Пӗр ирхине вӑл утне йӗнерлеме хушрӗ, хӑй черкесла тумланчӗ, унтан пӑшалне ҫакса ун патне кӗчӗ. «Бэла, — терӗ вӑл, — эпӗ сана мӗнле юратнине хӑвах пӗлетӗн. Пӗлсе ҫитсен, мана юратӗ-ха тесе, сана эпӗ илсе кайма шутланӑччӗ, йӑнӑшрӑм иккен. Сыв пул! Хуҫа пулса юл ҫакӑнта, манӑн мӗн кӑна пур — пурте санӑн; кӑмӑлу пулсан, аҫу патне таврӑн, — эсӗ ирекре. Айӑпа кӗтӗм сан умӑнта, ҫавӑншӑн хама хам инкек кӑтартӑп ӗнтӗ. Сыв пул! Эпӗ каятӑп, — ӑҫта каяс манӑн? Епле пӗлӗп ӑна эпӗ! Нумаях та ҫӳрес ҫук пульӑ шыраса-и е хӗҫпе касӑлса вилессе: ун чухне вара ман ҫинчен аса ил те каҫар мана». — Вӑл кӑштах пӑрӑнчӗ те юлашки хут аллине тӑсрӗ. Лешӗ ун аллине тытмасть, сӑмах та хушаймасть. Алӑк хыҫӗнче тӑрса хушӑкран кӑна пӑхрӑм та эпӗ, хӗре йӑлтах хӗрхентӗм, унӑн чечен пит-куҫӗ пӗтӗмпех шурса кайрӗ! Сӑмах паманнине кура Печорин алӑк патнелле ик-виҫӗ утӑм пусрӗ, хӑй чӗтрет, каласа парам-ха сире, ҫав вӑхӑтра вӑл шӳт туса каланине те чӑнласах тума пултарнӑ пулӗччӗ. Ҫынни ҫавӑн пекчӗ ӗнтӗ вӑл, турӑ пӗлет ӑна! Печорин алӑк патне ҫитсе тӗртӗнчӗ ҫеҫ, Бэла сиксе те тӑчӗ, йӗрсе ячӗ апӑрша, унтан чупса пырса ун мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ. Ӗненетӗр-и эсир? Эпӗ алӑк хыҫӗнче тӑраттӑм пулин те, йӗрсе ятӑм, йӗрсех темелле мар та, ҫапах та кӑмӑлӑм хуҫӑлчӗ ҫав.

Штабс-капитан шӑп пулчӗ.

— Тӳррипех калатӑп, — терӗ вӑл малалла, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, — хама пӗр хӗрарӑм та нихӑҫан та ҫавӑн пек юратманшӑн калама ҫук ӳкӗнтӗм эпӗ.

— Вӑрӑма пычӗ-и вара вӗсен телейӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Бэла пире каярахпа тӳррипех каласа пачӗ, Печорина малтанхи хут тӗл пулсанах вӑл ӑна час-часах тӗлӗкӗнче курса тӗлӗрнӗ, ҫинчен тата ун кӑмӑлне ҫавӑнччен пӗр арҫын та Печорин пек хускатайман. Чӑнах та вӗсем питӗ телейлӗччӗ.

— Епле кичем иккен ку! — ирӗксӗрех кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Чӑнах та ӗҫ пит хуйхӑллӑ пӗтет пулӗ тесе кӗтнӗччӗ, анчах пӗр кӗтмен ҫӗртен эпӗ улталантӑм!

— Мӗнле-ха, — терӗм эпӗ малалла, — ашшӗ те пӗлмен-и вара хӗрӗ сирӗн патӑрта крепоҫра пулнине?

— Сиснӗ пулас вӑл ӑна. Анчах ҫавӑнтан вара темиҫе кун иртсен, старике вӗлерни ҫинчен илтрӗмӗр эпир. Вӑл акӑ мӗнле пулнӑ тата…

Итлес кӑмӑлӑм каллех ҫӗкленчӗ.

— Сире ҫакна калас пулать, Казбич шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн лашине Азамат хӑй ашшӗпе пӗр каварлӑ пулса вӑрланӑ, имӗш. Эпӗ хам ҫавӑн пек пулӗ тесе шухӑшлатӑп. Хайхи вара, пӗррехинче, Казбич аулран пӗр-виҫӗ ҫухрӑм катара, ҫул хӗрринче, старике сыхласа тӑма; старик хӗрне шыранӑ ҫӗртен таврӑннӑ; хӑйпе пӗрле кайнӑ узднӑйсем кая тӑрса юлнӑ — ку ӗҫ каҫ кӳлӗм пулса иртнӗ, — шухӑша кайнӑ май старик лашине уттарса кӑна пынӑ, сасартӑк йывӑҫ тӗми хыҫӗнчен Казбич кушак пек сиксе тухнӑ та лаши ҫине хыҫалтан сиксе утланнӑ, старикне кинжалпа чиксе ҫӗре ӳкернӗ, вара чӗлпӗрне тытнӑ та — шӑвӑннӑ, хӑш-пӗр узденӗсем ҫакна сӑртран курса юлнӑ; хӑваласа та пӑхнӑ ӑна, анчах хуса ҫитеймен.

— Лаши ҫухалнӑшӑн тавӑрнӑ ӗнтӗ вӑл, — терӗм эпӗ, хампа калаҫакан мӗн калӗ-ха тесе.

— Паллах, — терӗ штабс-капитан, — хӑйсен йӑлипе вӑл тӗрӗс тунӑ темелле.

«Вырӑс ҫынни те кунти халӑх хушшинче пурӑнсан ҫакӑн пек йӑласене хӑнӑхма пултарать-ши?» — тесе тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ; пӗлейместӗп, чӑнах, тиркемелле-ши ҫакӑн пек ӑса, мухтамалла-ши, анчах вӑл ӑс-пуҫӑн калама ҫук пысӑк пултарулӑх пуррине, вӑл уҫҫӑн та тӗрӗс шухӑшлама пултарнине кӑтартса парать, вӑл вара кирек мӗнле усала та, ӑна пӗтерме май ҫук пулсан, каҫаратех.

Чейне те ӗҫсе янӑ ӗнтӗ, тахҫанах кӳлнӗ лашасем те сивӗре шӑнса тӑраҫҫӗ; хӗвеланӑҫ енчен уйӑх шупкаланать, вӑл инҫетри тусен тӑрринчи чаршав татӑкӗсем пек ҫакӑнса тӑракан хура пӗлӗтсен ӑшне пытанма хатӗрленсе ҫитнӗ. Эпир сакльӑран тухрӑмӑр. Юлташӑм каланӑ пек пулмарӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те пире тӳлек ир пуласса ӗмӗтлентерчӗ; инҫетре тӳпе хӗрринчи ҫӑлтӑрсен карти тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗ пек тӗрленсе пӗтнӗ те, ӗмӗрхи юрпа витӗннӗ тусен чӑнкӑ ҫамкисене хӗвелтухӑҫӗнчи шупкарах ҫутӑ ерипен ҫутатса, тӗттӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх сарӑлса пынӑҫемӗн ҫӑлтӑрсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ. Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать.

Пӗлӗтре те, ҫӗр ҫинче те, ирхи кӗлӗ вӑхӑтӗнче, ҫын чӗринчи пекех, хутран-ситрен кӑна хӗвелтухӑҫ енчен сулхӑн ҫил вӑшӑрхать те лашасен пасарнӑ ҫилхине хускатать. Эпир тапранса кайрӑмӑр; пилӗк ырхан лаша пирӗн лавсене кукӑр-макӑр ҫул тӑрӑх Гуд-Гора тӑвӗ ҫинелле йывӑррӑн сӗтӗрет, эпир хыҫалтан ҫуран утса пыратпӑр, лашасем ӗшенсе ҫитсен, кустӑрмасен айне чулсем хуратпӑр; пӗлӗт ҫинелле улӑхнӑ пек туйӑнать ҫул, мӗншӗн тесен куҫ мӗн чухлӗ курма пултарнӑ таранах вӑл ҫӳлелле пырать, унтан вара ӗнертенпех Гуд Гора тӑрринче ҫимӗҫ кӗтсе тӑран ҫӑхан пек хулӑн пӗлӗт ӑшне кӗрсе ҫухалать; ура айӗнче юр кӑчӑртатать; сывланӑ чух сывлӑш ҫитейменнипе ӑш вӑркакан пӳлчӗ. Пуҫа минутсерен юн капланса килет, ҫапах та манӑн мӗн пур шӑнӑр тӑрӑх темӗнле хаваслӑх сисӗмӗ сарӑлнӑ пек пулчӗ, хам ҫав тери ҫӳлте тӑнӑшӑн темӗнле хӗпӗртерӗм эпӗ; — паллах, ачалла сисӗм ӗнтӗ, тавлашассӑм ҫук, анчах обществӑри условисенчен уйрӑлса, ҫутҫанталӑк патнелле ҫывхарнӑҫемӗн эпир ирӗксӗрех ачасем майлӑ пулса каятпӑр: пурнӑҫра тем те пӗр курса иртни чӗре ҫумӗнчен пӗтӗмпех хӑйпӑнать, чун-чӗре ҫӗнӗрен тахҫанхи пек тасалать те ӳлӗмрен вара каллех ҫавӑн пек таса пуласса ӗмӗтлентерет. Камӑн, ман пек, чул тусем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме, вӗсен тӗлӗнтермӗш сӑн-сӑпатне темӗнччен сӑнаса, ту ҫинчи таса та сиплӗ сывлӑша тӑрана пӗлмесӗр ҫӑтма тӳрӗ килнӗ, ҫав ӑнланатех ӗнтӗ манӑн ҫав тӗлӗнмелле картинӑсене ӳкерсе, вӗсем ҫинчен каласа кӑтартас килнине. Акӑ эпир Гуд-Гора тӑвӗ ҫине те улӑхса ҫитрӗмӗр, чарӑнса тӑтӑмӑр та йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр: ун таврашӗнче шупка пӗлӗт ҫакӑнса тӑрать, вӑл сиввӗн сывлани часах тӑвӑл хускаласса систерет; анчах хӗвелтухӑҫ енче таврипех уяр та ылтӑн тӗслӗ, ҫавӑнпа эпир штабс-капитанпа иксӗмӗр тӑвӑл тухасси ҫинчен пачах манса кайрӑмӑр… Чӑнах, штабс-капитан та манса кайрӗ, ҫутҫанталӑкӑн илемӗпе унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑлӑхне ахаль ҫынсен чӗри тӗлӗнсе кайсах каласа паракансемпе ҫыракансенчен ҫӗр хут вӑйлӑрах та чӗрӗрех туйса илет.

— Эсир ҫак чаплӑ сӑн-сӑпата курма хӑнӑхса ҫитнӗ пулӗ ӗнтӗ? — терӗм ӑна эпӗ.

— Ҫапла, пульӑ шӑхӑрнине те хӑнӑхма пулать-ҫке, урӑхла каласан, чӗре сехӗрленсе сикнине те пытармашкӑн хӑнӑхатӑн.

— Эпӗ вара урӑхла каланине те илтнӗ, пульӑ сасси хӑш-пӗр ватӑ салтаксен кӑмӑлне те каять, имӗш.

— Тӗрӗсех вӑл, пӗлессӗр килет пулсан, ҫав сасӑ кӑмӑллӑ та, анчах ҫапах та вӑл чӗре ытла хӑвӑрт тапма тытӑннӑшӑн ҫеҫ кӑмӑллӑ. Пӑхӑр-ха, — тесе хушса хучӗ вӑл, хӗвелтухӑҫ еннелле кӑтартса, — епле ытарма ҫук тавралӑх!

Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ. «Каларӑм-ҫке сире, — терӗ вӑл, — паян ҫанталӑк пӑсӑлать тесе; васкамалла пирӗн, унсӑрӑн вӑл пире Крестовайра хуса та ҫитӗ». «Тапранӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл ямшӑксене.

Лавӑн кустӑрмисене сӑнчӑрсемпе ҫавӑрса ҫыхрӑмӑр, каялла чакасран хунӑ савӑлсене илтӗмӗр, лашасене ҫавӑтса анма пуҫларӑмӑр, сылтӑмра чул ту, сулахайра ҫав тери тарӑн сакӑлта, тӗпӗнче курӑнакан осетинсен ялӗ чӗкеҫ йӑви пек кӑна палӑрать. Эпӗ кунта час-часах ҫак икӗ лав пӗр-пӗринчен иртсе кайма ҫук тӑвӑр ҫул тӑрӑх сӗм ҫӗрле пӗр-пӗр курьер хӑйӗн сиктӗрмеллӗ экипажӗнчен тухмасӑр ҫулталӑкра сахалтан та пӗр вунӑ хут иртсе кайни ҫинчен шухӑшларӑм та, чӗрем сӳлетсе кайрӗ. Пирӗн лавҫӑсенчен пӗри Ярославль вырӑсӗ, тепри осетин: пичеври лашасене тӑварса, тӗприне ҫав тери асӑрханса ҫавӑтса пырать, — пирӗн ним шухӑша илмен вырӑс ҫынни ларкӑч ҫинчен те анмарӗ! Эпӗ ӑна хамӑн чемодана та пулин хӗрхенсе ларкӑч ҫинчен анма сӗнтӗм, мӗншӗн тесен (манӑн ҫав чемоданшӑн тӗпсӗр сакӑлтана анас кӑмӑлӑм ҫукчӗ. Вӑл мана хирӗҫ: «И, улпутӑмҫӑм! турӑ пулӑшсан, вӗсенчен начар ҫӳремӗпӗр-ха: эпир кунта малтанхи хут мар вӗт», — терӗ. Чӑнах та тӗрӗс каларӗ вӑл: пыма кансӗрччӗ пулин те, эпир ҫитес ҫӗре чиперех ҫитрӗмӗр; енчен ҫынсем пурте ҫавӑн майлӑ шухӑшласан, пурнӑҫ пирки ытла пӑшӑрханмалла та мар иккен, мӗншӗн тесен пурнӑҫ тени вӑл хӑйшӗн ытла тертленнине те тӑмасть…

Анчах Бэла историне вӗҫне ҫитиех пӗлесшӗн пуль-ха эсир? — каласах хурас-ха, эпӗ повеҫ ҫырмастӑп, ҫул ҫинче мӗн курни ҫинчен кӑна ҫыратӑп, ҫавӑнпа та штабс-капитана хӑй калас килнӗ пек кӑна калаттарма пултаратӑп. Кӗтмеллех пулать ӗнтӗ, е кирлех пулсан, тата темиҫе страницӑ, сиктерӗр те вулӑр, анчах эпӗ сире ун пек тума сӗнместӗп, мӗншӗн тесен Крестовой Ту урлӑ каҫасси (е Гамба ятлӑ ученӑй каларӗшле Ze Tonst-Chustophe) сире интереслентерме тивӗҫлӗ. Ҫапла эпир Гуд-Гораран Чертовой Улӑхне антӑмӑр… Акӑ романтикӑллӑ ят! Эсир ҫав Чертовой улӑх тенипех ҫын пырса кӗмелле мар чӑнкӑ чул тусем хушшинче усал сывлӑшӑн йӑви пур-тӑр тесе шутлатӑр пуль ӗнтӗ, — ун пек мар вара: Чертовой Улӑх ячӗ чорт сӑмахран мар, «черта» сӑмахран тухса кайнӑ, тахҫан авал (кунта Грузи чикки пулнӑ. Ку улӑх вара пирӗн тӑван ҫӗршывӑн Саратовпа Тамбоври пек е тата ытти лайӑх вырӑнсене аса илтерет, вӑл юр кӗрчӗпе витӗннӗ.

— Акӑ Крестовой та, — терӗ мана штабс-капитан, хамӑр Чертовой Улӑхне ҫитсен юрпа витӗннӗ сӑрт ҫинелле кӑтартса; ун тӑрринче тӗксӗм чул хӗрес курӑнать, хӗрес патӗнчен аран-аран палӑракан сукмак иртет, аяккинчи ҫула юр хӳсе кайсан, ҫав сукмакпа ҫӳреҫҫӗ пирӗн лавҫӑсем: тусем ҫинчен юр ишӗлсе анман-ха, тесе пӗлтерчӗҫ те, лашасене хӗрхеннипе пире тавра ҫулпа ҫавӑрттарса кайрӗҫ. Ҫавӑнтан таврӑннӑ чухне эпир пӗр пилӗк осетина тӗл пултӑмӑр; вӗсем пире пулӑшасшӑн пулчӗҫ, пирӗн урапасене хыҫалтан тӗксе тӑвалла май тӗртме тытӑнчӗҫ. Ҫулӗ чӑнах та хӑрушӑ, сылтӑмра, пуҫ тӑрринче, юр кӳмерккисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫил вӗрнӗ-вӗрменех ту хушшине татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ; тӑвӑр ҫул хӑш-пӗр тӗлте юрпа хывӑннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ура путса анать, хӑш-пӗр ҫӗрте тата хӗвел ӑшӑтнипе юр ирӗлнӗ те каҫхи сивӗпе пӑрланса ларнӑ, эпир хамӑр та аран-аран утатпӑр, лашасем шуса ӳкеҫҫӗ. Сулахайра тарӑн хушӑк, аялта ҫавӑнта шыв юхса тӑрать; пӗрре вӑл пӑр айне кӗрсе пытанать, тепре чулсем урлӑ кӑпӑкланса ишет. Икӗ сехет иртеспе эпир аран Крестовой Ту тавра ҫаврӑнса тухрӑмӑр, икӗ сехетре икӗ ҫухрӑм! Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт те анчӗ, яра пачӗ пӑр, ҫума пуҫларӗ юр. Ту хушшине ҫӗмӗрттерсе кӗнӗ ҫил Хурах Шӑпчӑк пек улать, шӑхӑрать, часах акӑ чул хӗрес те хӗвелтухӑҫ енчен капланса килекен ҫӑра тӗтре хумӗсен ӑшне пытанчӗ… Сӑмах ҫаврӑннӑ май, ҫакна та калас: ҫав хӗрес ҫинчен ку таврашра пӗр ӗненмелле мар халап ҫӳрет. Ку хӗресе, имӗш, пӗрремӗш Петр император Кавказ урлӑ иртсе кайнӑ чух лартнӑ пулать; анчах Петр пӗр енчен, Дагестанра ҫеҫ пулнӑ, тепӗр енчен тата, хӗресӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе: ку хӗресе Ермолов господин хушнипе 1824-мӗш ҫулта лартнӑ, тесе ҫырнӑ. Ҫапла ҫырнӑ пулин те, халапӗ ҫав тери сарӑлса кайнӑ вара, ҫавӑнпа эпир ҫырнине кӑна ӗненме хӑнӑхман та, чӑнах та, та; хӑшне ӗненмелле ӗнтӗ пирӗн.

Коби станцине ҫитиччен пирӗн пӑрланнӑ чулсем тӑрӑх та юр тӑрӑх ашса тата пӗр пилӗк ҫухрӑм анмаллаччӗ. Лашасем ӗшенсе ҫитрӗҫ, хамӑр та шӑнса кайрӑмӑр; тӑман пирӗн таврашри ҫурҫӗр енчи пекех, вӑйлӑрах та вӑйлӑрах вӗркет; юрри кӑна салхурах та хурлӑхлӑрах илтӗнет. «Эсӗ те, мӗскӗнӗм, хӑвӑн анлӑ та ирӗк ҫеҫен хирӳсемшӗн макӑратӑн! — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — унта санӑн сивӗ ҫунаттусене сарма вырӑн ҫитнӗ пулӗччӗ, кунта вара, тимӗр читлӗхри кӑшкӑрашса ҫапӑнакан ӑмӑрткайӑк пек, сана пӑчӑ та хӗсӗк».

— Начар! — терӗ штабс-капитан, — пӑхӑр-ха, тӗтрепе юртан пуҫне урӑх йӗри-тавра нимӗн те курӑнмасть, — тепӗр сакӑлтана анса каясса кӗтсех тӑр, е пӗр-пӗр шӑтака кӗрсе ларӑпӑр; лере ав, аяларах, Байдарӑ урӑм-сурӑм иртӗхнӗ пуль, ун урлӑ каҫса та каяйрас ҫук. Эх, ку Ази ӑшӑма кӗрсе ларчӗ те! Ҫыннине те, шывне те ниепле те шанма ҫук! — лавҫӑсем кӑшкӑрса та ятлаҫса лашисене ҫаптараҫҫӗ, чӑпӑрккисем хистесе шӑхӑраҫҫӗ пулин те, лашисем вырӑнтан та тапранасшӑн мар, тулхӑраҫҫӗ вӗсем, чӑхӑмлаҫҫӗ. «Ваше благородие, — терӗ юлашкинчен пӗри, — эпир паян Кобине ҫитейместпӗр; май пур чухне сулахаялла ҫавӑрма хушмастӑр-и? Ав ҫавӑнта, ту аяккинче, темӗн хури курӑнать, — сакльӑсем пулма кирлӗ ҫавӑнта; ҫанталӑк начар чухне иртен-ҫӳренсем яланах унта чарӑнаҫҫӗ; эрехлӗх паран, ӑсатса яратпӑр, теҫҫӗ вӗсем», — тесе хушса хучӗ вӑл, осетин ҫине кӑтартса.

— Пӗлетӗп, тӑванӑм, сансӑрах пӗлетӗп! — терӗ штабс-капитан. — Ку эсрелсем ӗнтӗ эрехлӗх тесен темӗн тума та хатӗр.

— Ҫапах та, тӳррипех калӑр-ха, — терӗм эпӗ, — вӗсемсӗр пире тата кансӗр пулнӑ пулӗччӗ-ҫке.

— Ҫаплине ҫаплах та, — тесе мӑкӑртатса илчӗ вӑл, — ӗнтӗ вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ! Ӑҫтан шӑнӑрмаллине шӑршӑпах пӗлеҫҫӗ пулас, вӗсемсӗр ҫул та тупаяс ҫук, тейӗн;
Акӑ, эпир сулахаялла пӑрӑнтӑмӑр; чылай тертленнӗ хыҫҫӑн пӗр мӗскӗн хӳтлӗхе чарӑнтӑмӑр.
Унта чулсенчен тунӑ икӗ сакльӑ пурччӗ. Чухӑн хуҫасем пире ытла тарават йышӑнчӗҫ. Каярахпа пӗлсеттӗм эпӗ, вӗсене, тӑвӑл айне пулнӑ иртен-ҫӳренсене пӑхса тӑччӑр тесе, патшалӑх тӳлесе тӑрантарать иккен. «Кирек мӗн пулсан та, — терӗм эпӗ, вучах хӗррине ларса, — халӗ эсир хӑвӑрӑн Бэла ҫинчен пуҫланӑ историйӗре каласа пӗтеретӗрех ӗнтӗ: ӗҫ унпах пӗтмен пулӗ-ха, тетӗп эпӗ».

— Мӗншӗн эсир ҫапла пулӗ-ха тесе ӗненсех тӑратӑр? — терӗ мана штабс-капитан, чеен кулнӑ майӑн куҫне хӗссе.

— Мӗншӗн тесен апла пӗтме пултараймасть: тӗлӗнмелле пуҫланнӑ япала тӗлӗнмеллех пӗтмелле.

— Эсир чӑнах та пӗлтӗр…

— Питӗ хаваслантаратӑр эппин.

— Сире хавасланма лайӑх, анчах эпӗ аса илсенех куллянма тытӑнатӑп. Лайӑх хӗрччӗ ҫав Бэла! Пыра киле эпӗ ӑна хам хӗрӗме хӑнӑхнӑ пекех хӑнӑхса ҫитрӗм, вӑл та мана кӑмӑл тӑватчӗ. Сире тӳррипех калас пулать, манӑн кил-йышӑм ҫук: аттепе анне ҫинчен эпӗ пӗр вун икӗ ҫул хушши нимӗн те пӗлместӗп, авланма хӗрарӑм палӑртса хуманшӑн ӗлӗкрех чухлаймарӑм, халь ӗнтӗ килӗшсех те каймасть; эпӗ хама йӑпатакан ҫынна тупнӑшӑн хӗпӗртенӗччӗ. Вал пире юрласа паратчӗ, лезгинка ташласа кӑтартатчӗ… Мӗнле ташлатчӗ вара хӑй! Эпӗ кӗпӗрнери хӗрсене куркаланӑ та, Мускавра та пӗрре ҫапла, пӗр ҫирӗм ҫул каялла, благороднӑй собранинче пулсаттӑм, — анчах унти хӗрсен ӑҫта ӑна ҫитме!.. Григорий Александрович Бэлӑна пукане пек тумлантаратчӗ, лайӑх усратчӗ, ачашлатчӗ, ҫавӑнпа вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫав тери чиперленсе ҫитнӗччӗ, тӗлӗнсех каймаллаччӗ; пичӗпе аллисем шуралчӗҫ, пит ҫӑмартисем хӗрелчӗҫ… Калама ҫук хаваслӑскерччӗ вара, — ялан мана тӑрӑхлатчӗ… Турӑ каҫартӑрах ӑна!..

— Эсир ӑна ашшӗ вилни ҫинчен пӗлтерсен мӗн пулчӗ?

— Вӑл хыпара эпир нумайччен пытарса тӑтӑмӑр, хӑнӑхса ҫиттӗр, терӗмӗр, унтан каларӑмӑр та, вӑл пӗр-икӗ кун хушши макӑрчӗ, каярахпа лӑпланчӗ.

Ӗҫсем пӗр тӑватӑ уйӑх хушши питӗ лайӑх пычӗҫ. Сире каларӑм пулас-ха эпӗ, Григорий Александрович сунара ҫӳреме юрататчӗ, тесе: хӑш чух ӑна вӑрманти хир сыснисем е хир качакисем хыҫҫӑн кайма питех те туртатчӗ вара, акӑ, хайхискер крепоҫ валӗ умне тухма та пӑрахрӗ. Пӑхатӑп та ҫапла, вӑл каллех шухӑша кая пуҫларӗ, аллисене каялла хуҫлатать те пӳлем тӑрӑх утса ҫӳрет; пӗрре хайхи никама каламасӑрах сунара тухса кайнӑ та ирччен ҫухалса ҫӳренӗ; ҫавӑн пек пӗрре пулчӗ, иккӗ пулчӗ, унтан вара тӑтӑшах ҫӳреме тытӑнчӗ… Ку лайӑх мар, тесе шутларӑм эпӗ: вӗсен хушшинчен хура кушак каҫнӑ пулмалла!

Пӗр ирхине кӗретӗп те вӗсем патне — хальхи пекех куҫ умӗнче-ха: Бэла хура пурҫӑн бешмет тӑхӑннӑ, кравать ҫинче ларать, шуралса кайнӑ хӑй, салху: эпӗ хӑрасах ӳкрӗм.

— Печорин ӑҫта? — тесе ыйтрӑм.

— Сунарта.

Паян кайрӗ-и? — терӗм те, Бэла нимӗн те чӗнмерӗ, сӑмах уҫса калама та йывӑрччӗ ӑна.

— Ҫук, ӗнерех кайнӑ, — терӗ вӑл юлашкинчен, йывӑррӑн сывласа.

— Мӗнле те пулин инкек пулман-ши ӑна?

— Эпӗ ӗнер яра куна кунӗпех пӑшӑрхантӑм, — терӗ вӑл куҫҫуль витӗр, — тӗрлӗрен инкексем пуласса та шухӑшларӑм, ӑна тискер хир сысни амантнӑ пек те туйрӑм, е пӗр-пӗр чеченец ӑна тусем хушшине тытса кайнӑ пек туйӑнчӗ… Паян ӗнтӗ вӑл мана савма пӑрахнӑ пек те туйӑна пуҫларӗ…

— Чӑнах та, чунӑмҫӑм, эсӗ ҫавӑнтан хӑрушӑраххине нимӗн те шухӑшласа тупма пултараймарӑн пуль ҫав!  — Вӑл йӗрсе ячӗ, унтан вара пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртрӗ те, куҫҫульне шӑлса, малалла калама тытӑнчӗ:

— Вӑл мана юратмасть пулсан, мана киле ӑсатмашкӑн кам чӑрмантартӑр иккен? Эпӗ тытса тӑмастӑп-ҫке ӑна. Малашне те ҫакӑн пек пулсан, эпӗ хамах каятӑп; эпӗ ун чури мар: эпӗ княҫ херӗ!..

Эпӗ ӑна ӳкӗтлеме тытӑнтӑм:

— Итле-ха, Бэла, — терӗм ӑна, — арку ҫумне ҫӗлесе янӑ пек, ялан кунта лармалла мар-ҫке унӑн: вӑл ҫамрӑк ҫын, тискер кайӑк хыҫҫӑн ҫӳреме юратать, — ҫӳрет-ҫӳрет те килет акӑ; эсӗ пӗрмаях ҫапла кулянса тӑрсан, ӑна йӑлӑхтарса та ҫитерӗн.

— Чӑнах та, чӑнах та! — терӗ вӑл, — эпӗ хаваслӑрах пулӑп; — хайхи, ахӑлтатса, хӑйӗн бубенне илчӗ те манӑн умра юрласа ташлама та сикме пуҫларӗ; анчах ку нумая пымарӗ, вӑл каллех вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.

Мӗн тумалаччӗ ӗнтӗ манӑн? Пӗлетӗр-и, эпӗ нихҫан та хӗрарӑмсене йӑпатса курман, ӑна мӗнле лӑплантармаллине шухӑшласа тупаймарӑм, пӗр кӑна иксӗмӗр те нимӗн те чӗнмерӗмӗр… Ҫав тери лайӑх мар пулса тӑчӗ.

— Вал ҫине уҫӑлса ҫӳреме пыратӑн-и? Ҫанталӑк лайӑх! — терӗм эпӗ ӑка юлашкинчен. Ку сентябрь уйӑхӗнче пулчӗ. Чӑн та, кунӗ тӗлӗнмелле лайӑхчӗ, ҫутӑччӗ, ытла шӑрӑх та марччӗ; пур тусем те чей чашки ҫинчи пек курӑнатчӗҫ; эпир кайрӑмӑр, нимӗн шарламасӑр крепоҫ валӗ тӑрӑх каллӗ-маллӗ утса ҫӳрерӗмӗр; каярахпа вӑл ҫерем ҫине ларчӗ, эпӗ те ун ҫумне лартӑм. Чӑн та, аса илме те кулӑшла, эпӗ ун хыҫҫӑн ача пӑхакан пекех ҫӳреттӗм.

Пирӗн крепоҫ ҫӳллӗ вырӑнта тӑратчӗ. Ҫавӑнпа вал ҫинчен пӑхма илемлӗччӗ: пӗр енче темиҫе ҫырма ҫурса пӗтернӗ сарлака уҫланкӑччӗ, вӑл тусен тӑррине ҫитичченех сарӑлнӑ вӑрман хӗррине тухатчӗ; ун ҫинче тӗллӗн-паллӑн аулсем тӗтӗм кӑларатчӗҫ, ут кӗтӗвӗсем ҫӳретчӗҫ, — тепӗр енче ӑшӑх ҫырма юхатчӗ, ун ҫумнелле Кавказӑн тӗп тӑрӑхӗпе пӗрлешекен чуллӑ сӑртсене витсе тӑракан ҫӑра ката тӑсӑлса анатчӗ. Эпир бастион кӗтессинче лартӑмӑр та — ҫапла ик еннелле те йӑлтах курса тӑратпӑр. Пӑхатӑп: вӑрмантан такам кӑвак лашапа тухрӗ те ҫывхарса пычӗ, юлашкинчен вара ҫырма леш енчен пирӗнтен пӗр ҫӗр чалӑшра чарӑнса, хӑйӗн лашине урса кайнӑ пек ҫавӑркалама пуҫларӗ… Мӗн хӑямачӗ, тетӗп ӑшӑмра…

— Бэла, пӑх-ха, — терӗм эпӗ, — санӑн куҫу лайӑх курать, мӗнле джигит ҫав, кама тӗлӗнтерме килнӗ вӑл кунта?..

Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те, — Казбич ку! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

— Ах, вӑрӑ-хурах! Пирӗнтен кулма килнӗ-и вӑл кунта? — тинкеререх пӑхатӑп, Казбич пекех туйӑнать: пичӗ тӗксӗм унӑн, яланхи пекех, ҫӗтӗк-ҫатӑк та таса марскер. — Ку ман атте лаши, — терӗ Бэла, мана алӑран ярса тытса; — хӑй ҫулҫӑ пек чӗтрет, куҫӗ йӑлтӑртатать. «Эхе! — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — сан ӑшӑнта та, чунӑм, хурах юнӗ ҫывӑрмасть иккен».

— Кил-ха, кунта, — терӗм эпӗ хуралта тӑракан салтака, — тӗрӗсле те пӑшална, ҫав йӗкӗте ут ҫинчен антарса пар-ха мана, — пӗр тенкӗ кӗмӗл илӗн.

— Итлетӗп, ваше высокоблагородие; анчах вӑл пӗр вырӑнта тӑмасть-ҫке… — Эсӗ тӑма хуш ӑна! — терӗм эпӗ кулса. — «Эй, юратнӑ ҫыннӑм! — тесе кӑшкӑрчӗ часовой, ӑна аллипе сулкаласа: — кӑшт тӑхта-ха, мӗн эсӗ кӑлтӑрмачӑ пек ҫаврӑнкалатӑн?» — терӗ. Казбич, чӑнах та, чарӑнса тӑчӗ те итлеме тытӑнчӗ: вӑл хӑшӗ калаҫасшӑн пуль-ха тесе шутларӗ пулас. Апла ан пултӑр!.. Манӑн гренадер тӗллерӗ те… бах! персе ячӗ, тивертеймерӗ, — тарӗ ҫеҫ хыпӑнса илчӗ. Казбич лашине урисемпе хӗстерчӗ те аяккинелле систерчӗ. Йӗнер пускӑчи ҫине тӑрса, хӑйсен чӗлхипе темӗн кӑшкӑрчӗ вӑл, саламачӗпе юнарӗ те вӗҫтере пачӗ.

— Епле намӑс мар сана! — терӗм эпӗ часовоя.

— Ваше высокоблагородие! Вӑл вилме кайрӗ, ҫав тери ирсӗр халӑх, часах вӗлереймӗн ӑна, — терӗ вӑл.

Вӑхӑт кӑштах иртсен, Печорин сунартан таврӑнчӗ; Бэла ӑна мӑйӗнчен уртӑнчӗ, йынӑшмарӗ те вӑл, ӳпкелешмерӗ те ҫапла нумай ҫӳренӗшӗн… Эпӗ хам та Печорин ҫине ҫилленсе ҫитрӗм. «Итлӗр-ха, — терӗм эпӗ ӑна: — шыв леш енче халь кӑна кунта Казбич ҫӳретчӗ, эпир ӑна пӑшалпа петӗмӗр, ун тӗлнех пулатӑрччӗ вӗт эсир? Горецсем вӗсем тавӑрма пӑхаҫҫӗ: мӗн, эсир Азамата пулӑшкаланине ӑнланмасть тетӗр-им ӑна? Эпӗ акӑ тупӑшма та хатӗр, паян вӑл Бэлӑна палларӗ тесе. Пӗлтӗр ӑна Бэла питӗ килӗшнӗччӗ, ҫавна пӗлетӗп эпӗ, ун ҫинчен мана Казбич хӑех каласа панӑччӗ, — хулӑм укҫи ҫитерейсен, вӑл ӑна ҫураҫнӑ та пулӗччӗ, тен…» Печорин хайхи шухӑша кайрӗ: — «чӑнах та, асӑрхансах тӑмалла иккен… Бэла, паянтан вара эсӗ крепоҫ валӗ патне тухса ан ҫӳре», — терӗ вӑл.

Каҫхине эпӗ унпа нумайччен калаҫрӑм; вӑл ҫав мӗскӗн хӗр ҫине урӑх куҫпа пӑхма пуҫлани кӳрентерчӗ мана; ҫуршар кун сунарта ҫухалса ҫӳрет, килсен те Бэла ҫине сиввӗн пӑхакан пулчӗ; хутран-ситрен кӑна ӑна ачашлакалатчӗ; Бэла пӗтсе кайрӗ, чечен пит ҫӑмарти путса кӗчӗ, куҫӗ тӗксӗмленчӗ. «Бэла, мӗншӗн эсӗ ассӑн сывласа илтӗн? кулянатӑн-им ытла?» — тесе ыйтаттӑмччӗ хӑш чух. «Ҫук!» — тетчӗ вӑл. «Сана мӗн те пулсан кирлӗ-и?» «Ҫук!» Эсӗ тӑванусене тунсӑхланӑран пуль, тесен: «Манӑн тӑвансем ҫук», — тетчӗ вӑл. Хӑш чухне кунӗпе те унран «ҫапла» та «ҫук» тенинчен пуҫне урӑх пӗр сӑмах та илтейместӗнччӗ.

Ҫакӑн ҫинчен калама тытӑнтӑм та эпӗ Печорина: «Итлӗр-ха, Максим Максимович, — терӗ вӑл, — чӗрем телейсӗр манӑн: хама ҫавӑн пек пӑхса ӳстернӗ-ши вара, турӑ мана ҫавӑн пек тунӑ-ши, пӗлместӗп; ҫакна ҫеҫ пӗлсе тӑратӑп акӑ: ыттисене инкек кӳретӗп пулсан, эпӗ хам та вӗсенчен кая мар телейсӗр. Апла калани вӗсене йӑпантараймасть те-ха, анчах вӑл чӑннипех ҫавӑн пек. Тахҫан, ытла ҫамрӑк чухнех-ха, атте-анне ҫуртӗнчен тухса кайсанах, хама мӗн илӗртет, ҫавна урса кайнӑ пек астивесшӗн пулса, укҫа тӑкнӑ, ҫав ырлӑхсем, паллах ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ мана. Унтан вара эпӗ пысӑк света кӗтӗм те, часах мана унта та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; эпӗ илемлӗ пикесене савнӑ, вӗсем те мана юратнӑ, анчах вӗсен юратӑвӗ ман шухӑшпа ӗмӗте тарӑхтарса кӑна тӑнӑ-мӗн, чӗрем пуш-пушах тӑрса юлчӗ… Эпӗ вулама та, вӗренме те тытӑнтӑм, вӗренесси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; ӗнтӗ чап та, телей те вӗсенчен килмест иккен, терӗм эпӗ, мӗншӗн тесен чи телейлӗ ҫынсемех тӑмсай ҫынсем пек курӑнчӗҫ, чаплӑ пулас-ха тени вара — ӑнсӑртран ӑнӑҫни кӑна, ӑна тупас тесен, вичкӗн ҫеҫ пулмалла. Вара мана кичемлӗх пуса пуҫларӗ. Часах мана Кавказа куҫарчӗҫ, ку вӑхӑт вара кун-ҫулӑмра чи телейли пулса тӑчӗ. Чеченецсен пули айӗнче кичем пулмӗ, тенӗччӗ эпӗ — кӑлӑхах иккен; пӗр уйӑх иртсен эпӗ пульӑ шӑхӑрнине те, вилӗм ҫывӑхрах ҫӳренине те ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, пыра киле мана ӳпре сӑхни те ытларах пӑтӑрмах кӑтартнӑ пек туйӑнатчӗ. Ҫавӑнтан вара мана тата кичемрех пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен манӑн чи юлашки шанчӑкӑм та ҫухалчӗ. Бэлӑна хамӑн килте курса, чӗркӗм ҫине лартсан, унӑн хура ҫӳҫ кӑтрисене пӗрремӗш хут чуп тусан, эпӗ, айванскер, ӗнтӗ мана ӑраскалӑм хӗрхенчӗ пулӗ те пирӗшти ячӗ-ха, тесе шутланӑччӗ… Каллех йӑнӑшрӑм иккен: ҫутҫанталӑк ирӗкӗнче ӳснӗ хӗрӗн юратӑвӗ паллӑ улпут хӗрӗ савнинчен кӑшт кӑна лайӑхрах-мӗн; пӗрин тӗттӗмлӗхӗпе ырӑ чӗри, теприн тата арҫынсен кӑмӑлне каяс тесе йӑпӑлтатса ейкеленни мана шалтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Пӗлес килет пулсан, эпӗ ӑна халь те юрататӑп-ха, темиҫе минут хушши савӑннӑшӑн ҫав тери тав тӑватӑп, уншӑн хам пурнӑҫа татмашкӑн хатӗр, ҫапах та унпа кичем мана… Те айван ӗнтӗ эпӗ ытла та, те усал тӑвакан ҫын, пӗлейместӗп; анчах тӗрӗсси пӗрре: эпӗ те ҫавӑн вырӑнӗнчи ҫын пекех хӗрхенме тивӗҫлӗ ҫын, унтан ытларах та пулӗ, тен: ман чуна чаплӑ пурнӑҫ пӑснӑ, шухӑшӑм канӑҫсӑр, чӗрем тӑрана пӗлмен; мана пурте сахал пек; кулянассине те, савӑнӑҫа хӑнӑхнӑ пекех, час хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа вара пурнӑҫӑм та кунсерен пушанса пычӗ; манӑн халӗ ҫул ҫӳресси кӑна тӑрса юлчӗ ӗнтӗ. Май пулсанах тухса каятӑп, — анчах Европӑна мар, турӑ хӑтартӑрах! — Америкӑна, Аравие, Индие каятӑп; кирек ӑҫта та пулин ҫитсе, ҫул ҫинче ӳксе вилӗп-и! Тен, тӑвӑл таврашӗ пулӑшӗ, е тумхахлӑ ҫул-и — мана юлашки канӑҫ кӳрессе шанса тӑратӑп эпӗ». Ҫапла вӑл нумайччен калаҫрӗ, сӑмахӗсем варӑ асра нихҫан манӑҫми тӑрса юлчӗҫ, мӗншӗн тесен унашкал калаҫнине эпӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пӗрремӗш ҫынран илтрӗм, урӑхран илтес те ҫук-и, тен… Мӗн хӑямачӗ иккен! Каласамӑр эсир мана, — терӗ малалла штабс-капитан, ман еннелле ҫаврӑнса, — эсир, ак, столицӑра та халь ҫеҫ пулнӑ пулас: унти ҫамрӑксем пурте ҫавӑн пек-и вара?

Ҫавӑн пек калакан ҫынсем нумай, вӗсен хушшинче чӑнласах калаканнисем те пур пулӗ; йӑлӑхса ҫитесси вӑл, хай, модӑ пекех, обществӑн ҫӳлти сийӗнчен пуҫланса, аялти сийне анать те, ӑна вара ҫӗтӗлсе пӗтичченех сӗтӗреҫҫӗ; ҫавӑнпа хальхи вӑхӑтра чӗререн салхуланнисем ҫав инкеке, шӑпа вырӑнне хурса, пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, — терӗм эпӗ. — Штабс-капитан ман сӑмаха ӑнланаймарӗ пулас, пуҫне сулкаларӗ те чеен кулса илчӗ: салхуланас йӑлана французсем шухӑшласа кӑларнӑ пулӗ.

— Ҫук, акӑлчансем.

— Э-э, акӑ мӗнле иккен!.. вӗсем яланах чи чарусӑр ӗҫке ерсе кайнӑ ҫынсемччӗ ҫав, — терӗ вӑл.

Ирӗксӗрех эпӗ Мускаври пӗр улпут майрине аса илтӗм, вӑл Байрон никам та мар, ӗҫке ярӑннӑ ҫын ҫеҫ пулнӑ, тесе ӗнентерчӗ, — анчах штабс-капитан сӑмахне йывӑра илме ҫук. Эрех ӗҫес мар тенипе вӑл хӑйне хай, тӗнчере пур инкек те эрех ӗҫнинчен килет, тесе ӗнентерме тӑрӑшать.

Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйӗн калавне малалла тӑсрӗ: Казбич урӑх килкелесе ҫӳремерӗ. Анчах унччен килни ырра мар икенне туйсах тӑраттӑм эпӗ, вӑл мӗнле те пулин инкек пуҫарасса кӗтсех тӑмаллаччӗ.

Акӑ пӗррехинче Печорин мана хӑйпе пӗрле хир сысни тытма кайма тимлерӗ; эпӗ нумайччен турткаланса тӑтӑм: мӗне кирлӗ иккен мана! Ҫапах та вӑл мана хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ-кайрех. Эпир пӗр пилӗк салтак илтӗмӗр те ирпе ирех тухса кайрӑмӑр. Хӑмӑшлӑхсенче те вӑрманта вун сехетчен ҫӳрерӗмӗр, — нимӗн те курмарӑмӑр. «Килелле таврӑнар мар-и? — терӗм эпӗ. «Мӗн кутӑнлашмалли пур? Кунӗ ҫавӑн пек телейсӗр пулчӗ!» — терӗм. Григрий Александрович ҫав шӑрӑхра ӗшенсе ҫитнӗ пулин те, кайӑк тытмасӑр таврӑнасшӑн пулмарӗ… Ҫынни ҫавӑн пекчӗ ӗнтӗ вӑл: шухӑшланӑ-тӑк, ӑна чарса та ан тӑр. Ахӑртнех, ӑна ача чухнех амӑшӗ иртӗхтернӗ пулас… Акӑ кӑнтӑрла ҫитеспе ҫӗр ҫӑтасшӗ хир сыснине шыраса тупрӑмӑрах, — бах! бах! персе ятӑмӑр эпир, тивертеймерӗмӗр, хир сысни хӑмӑш ӑшне кӗрсе тарчӗ… ҫав тери телейсӗр кун пулчӗ ҫав! Эпир вара кӑштах юсантӑмӑр та килелле май уттартӑмӑр.

Чӗлпӗрсене алӑран вӗҫертнӗччӗ эпир, нимӗн шарламасӑр юнашар уттарса пыратпӑр, крепоҫ патнех ҫите пуҫланӑччӗ, ката урлӑ кӑна тухмаллаччӗ. Сасартӑк пӑшал пенӗ сасӑ… Эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр: иксӗмӗре те пире пӗр шухӑш тӗлӗнтерчӗ. Тӳрех пӑшал сасси илтӗннӗ ҫӗрелле вӗҫтертӗмӗр; пӑхатпӑр: вӑл патне пуҫтарӑннӑ салтаксем пире уялла кӑтартаҫҫӗ, уйра пӗр юлан ут ут-вӗттин вӗҫтерсе пырать, йӗнерӗ ҫине темле шурӑ япала хунӑ. Григорий Александрович чеченецран та кая мар кӑшкӑрса ячӗ; унтан пӑшалне тытрӗ те унталла сиктерчӗ; эпӗ ун хыҫҫӑн.

Сунӑр ӑнӑҫман пирки пирӗн лашасем ӗшенсех ҫитменччӗ-ха: вӗсем малалла сиккипе пыраҫҫӗ, кашни самантрах эпир ҫывхарса та ҫывхарса пыратпӑр. Акӑ хайхи эпӗ Казбича палласа илтӗм, вӑл хӑй умне мӗн витнине ҫеҫ уйӑрса илейместӗп. Печорина хуса ҫитрӗм те: «Казбич ку!..» — тесе кӑшкӑртӑм. Вӑл ман ҫинелле пӑхрӗ, пуҫӗпе сулчӗ те утне чӑпӑрккапа ҫапрӗ.

Пыра киле вӑл пиртен пӑшалпа пемелӗх хушӑра кӑна тӑрса юлчӗ; лаши ывӑнса ҫитнеччӗ-ши Казбичӑн, те пирӗннинчен начартарахчӗ вара, анчах вӑл хуҫи мӗнле хистесен те питех васкасшӑн пулмарӗ. Ман шухӑшпа ҫав самантра вӑл хӑйӗн Карагезне те аса илчӗ пулмалла…

Пӑхатӑп: Печорин сиккипе пынӑ ҫӗртӗнех пӑшалӗпе тӗллет… «Ан перӗр! — тесе кӑшкӑратӑп ӑна: — перекетлӗр пемеллине, ҫаплах хӑваласа ҫитетпӗр ӑна», — тетӗп. Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ. Казбич ӳкрӗ те анчӗ, тинех куртӑмӑр акӑ: хӑй аллинче вӑл пӗркенчӗкпе чӗркенӗ хӗр-арӑма тытнӑ… Вӑл Бэла пулнӑ иккен… Мӗскӗн Бэла! Казбич пире хӑйсен чӗлхипе темӗскер кӑшкӑрчӗ те кинжалне ҫӗклерӗ… Тӑхтама вӑхӑт ҫук… Эпӗ те акӑ, мӗн пулать те мӗн килет тесе, персе ятӑм; пульӑ Казбича хул пуҫҫинчен лекрӗ пулас, мӗншӗн тесен вӑл аллине сасартӑк антарчӗ… Тӗтӗм сирӗлсен пӑхатпӑр та, ҫерте аманнӑ лаша выртать, ун патӗнчех Бэла; Казбич хӑй пӑшалне пӑрахрӗ те йывӑҫ тӗмисем хушшипе, кушак пек йӑпшӑнса, чул ту ҫинелле улӑхать; манӑн персе антарас килчӗ ӑна — пӑшала авӑрламанччӗ! Лашасем ҫинчен сиксе антӑмӑр та Бэла патне пытӑмӑр. Эх, апӑрша, вӑл пӗр хускалмасӑр выртать, суранӗнчен пӗр чарӑнми юн юхать… Чӗринчен те чикмен-ҫке ҫав тискер ҫын, асаплантарасшӑн пулса, ҫурӑмӗнчен чикнӗ… шӑлтах вӑрӑ-хурахла тунӑ ҫав! Бэла нимӗн те пӗлмест. Эпир ун пӗркенчӗкне ҫуртӑмӑр та суранне май ҫитнӗ таран хытӑрах туртса ҫыхрӑмӑр; Печорин кӑлӑхах унӑн сивӗннӗ тутине чуп тӑвать — Бэла тӑна кӗреймерӗ.

Печорин лашине утланчӗ; эпӗ Бэлӑна ҫӗклесе аран-аран ун патне йӗнер ҫине лартрӑм; вӑл ӑна аллипе ҫавӑрса тытрӗ те, эпир каялла кайрӑмӑр. Темиҫе минут хушши сӑмах чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн: «Итлӗр-ха, Максим Максимыч, — терӗ мана Григорий Александрович, — капла майпа ӑна эпир чӗррӗн илсе ҫитереймӗпӗр». — «Чӑнах та!» — терӗм те эпӗ, вара лашасене эпир мӗн пур вӑйпа чуптартӑмӑр. Крепоҫ алӑкӗ патӗнче пире пӗр ушкӑн халӑх кӗтсе илчӗ; Бэлӑна Печорин патне хуллен кӑна ҫӗклесе кӗрсе, эпир лекаре чӗнтертӗмӗр. Лекарь ӳсӗр пулин те пычӗ; суранне пӑхрӗ, вара вӑл Бэла пӗр кунтан ытла пурӑнаймасть, тесе пӗлтерчӗ, анчах вӑл йӑнӑшрӗ…

— Сывалчӗ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ штабс-капитанран, хӗпӗртенипе аллинчен ярса тытса.

— Ҫук, — терӗ вӑл, — лекарь йӑнӑшни пирки калас пулсан, Бэла тата икӗ кун пурӑнчӗ.

— Ӑнлантарса парӑр-ха мана, Казбич ӑна мӗнле майпа вӑрласа кайнӑ?

— Акӑ мӗнле пулнӑ вӑл: Печорин ӑна: ниҫта та ан тух, тесе хӑварнӑ пулин те, вӑл крепоҫран ҫырма хӗррине тухнӑ. Ҫанталӑк питӗ шӑрӑхчӗ; вӑл урисене шыва ярса чул ҫинче ларнӑ. Казбич йӑпшӑнса пынӑ та ун патне, кап! ярса тытнӑ, ҫавӑнтах унӑн ҫӑварне хупласа, йывӑҫ тӗми хушшине сӗтӗрсе кӗнӗ, унтан лаши ҫине утланнӑ та вӗҫтере панӑ! Лешӗ ҫав хушӑра кӑшкӑрса яма та ӗлкӗрнӗ; хыпӑнса ӳкнӗ часовойсем персе те янӑ, анчах тивертеймен, шӑпах ҫав вӑхӑтра эпир те пырса ҫитрӗмӗр.

— Казбич мӗншӗн вара ӑна вӑрласа каясшӑн пулнӑ-ха?

— Ак тамаша! Ҫав черкессем вӑрлама юратакан халӑх-ҫке: мӗн урлӑ выртать, ҫавна илмесӗр чӑтаймаҫҫӗ вӗсем, тепӗр япала кирлех те мар, тейӗпӗр, вӗсем ҫапах та ҫавна вӑрласа каяҫҫех… Уншӑн вӗсене айӑпламалли ҫук ӗнтӗ! Ҫитменнине тата Казбич Бэлӑна тахҫантанпах юратса пурӑннӑ-ҫке.

— Бэла вилчӗ-и вара?

— Вилчӗ: анчах питӗ нумай асапланчӗ, эпир те унпа самаях тертлентӗмӗр. Каҫхине пӗр вунӑ сехетре Бэла тӑна кӗчӗ; эпир ун патне пырса лартӑмӑр; вӑл куҫне уҫсанах Печорина чӗнме пуҫларӗ. «Эпӗ кунта, сан патӑнтах, мӑнӑн джанечка (пирӗн пек каласан, чунӑмҫӑм тени пулать), — терӗ вӑл, ӑна аллинчен тытса. — «Эпӗ вилетӗп!» — терӗ Бэла. — Эпир ӑна лӑплантарма пуҫларӑмӑр, лекарь сана темле пулсан та сыватма пулчӗ, тетпӗр; вӑл пуҫне сулчӗ те стена ҫумнелле ҫаврӑнса выртрӗ, вилесси килместчӗ ҫав унӑн!..

Ҫӗрле вӑл аташма пуҫларӗ, пуҫӗ вӗриччӗ унан, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл пӗтӗм тӑлппӑвӗпе сивӗ чир тытнӑ чухнехи пек чӗтренсе илчӗ, ашшӗ ҫинчен те, шӑллӗ ҫинчен те темле ҫыхӑнусӑр сӑмахсем калакаласа аташрӗ; унӑн ту хушшинелле, килне каясси килчӗ пулас… Ҫавӑн пекех вӑл Печорин ҫинчен те калаҫрӗ, ӑна тӗрлӗрен ачаш ятпа асӑнчӗ е хӑйӗн джанечкинчен сивӗннишӗн ӳпкелешсе илчӗ.

Печорин пуҫне алли ҫине тӗрентерчӗ те нимӗн шарламасӑр ӑна итлесе ларчӗ; анчах эпӗ унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче пӗр тумлам куҫҫулӗ те курмарӑм; йӗрейместчӗ-ши вӑл чӑннипе те е хӑйне хӑй хытӑ тытма пултаратчӗ-ши, — пӗлместӗп: эпӗ хам вара ҫавӑнтан ытла хӗрхенмеллине урах нимӗн те курман.

Ҫутӑлас умӗн аташма пӑрахрӗ, шуралса халран кайрӗ вӑл, пӗр сехете яхӑн нимӗн тапранмасӑр выртрӗ, сывлани те аран-аран кӑна палӑратчӗ; унтан ӑна ҫӑмӑлтарах пек пулчӗ те, вӑл калаҫма пуҫларӗ, анчах мӗн ҫинчен тейӗттӗрччӗ-ши эсир?.. Унашкал шухӑш вилекен ҫыннӑн кӑна пулать пуль ҫав! Эпӗ Христос тӗнӗнчен мар, ҫавӑнпа леш тӗнчере манӑн чунӑм нихҫан та Григорий Александрович чунне кураймӗ, ҫӑтмахра та унӑн юлташӗ урӑх хӗрарӑм пулӗ, тесе кулянма пуҫларӗ. Манӑн ӑна вилес умӗн тӗне кӗртес шухӑш та пурччӗ; ҫавӑн ҫинчен каларӑм та ӑна, вӑл ман ҫине иккӗленсе пӑхрӗ, нумайччен сӑмах хушаймарӗ: юлашкинчен вара ӗнтӗ мӗнле тӗнпе ҫуралнӑ, ҫав тӗнпех вилем, терӗ. Ҫапла кун иртрӗ. Мӗн тери улшӑнчӗ вӑл ҫав кунхине! Сӑнсӑр пит ҫӑмартисем путса анчӗҫ, куҫӗсем тата пысӑкланчӗҫ, тути ҫунать. Хӑй калама ҫук вӗриленчӗ, какӑрӗнче хӗртнӗ тимӗр выртать, тейӗн.

Тепӗр каҫ ҫитрӗ: эпир куҫ хупмарӑмӑр, ун вырӑнӗ патӗнчен те уйрӑлмарӑмӑр. Тем пек асапланчӗ вӑл, ахлатрӗ, ыратни кӑшт тамалсанах Григорий Александровича: мана ҫӑмӑлтарах ӗнтӗ, эсӗ ҫывӑрма кай, тесе йӑлӑна пуҫларӗ, ун аллине чуп турӗ, хӑй аллинчен кӑлармарӗ ӑна. Ир умӗн хайхи вилӗм ҫывхарнине сисе пуҫларӗ, ниҫта кайса кӗрейми тапкаланма тытӑнчӗ, ҫыхса янине салтса пӑрахрӗ те, каллех унӑн юн юхма пуҫларӗ. Суранне ҫыхса лартнӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр самантлӑха лӑпланчӗ, Печорина: эсӗ мана чуп ту, тесе йӑлӑнчӗ. Печорин кравать патне чӗркуҫленсе ларчӗ, унан пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклесе, хӑйӗн тутине унӑн сивӗнекен тутипе тивертрӗ, лешӗ чӗтрекен аллипе ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, ҫапла чуп тунӑ чухне вӑл ӑна хӑйӗн чунне парасшӑн пулчӗ, тейӗн… Ҫук, мӗн тесен те вӑл шӑпах вӑхӑтра вилсе кайрӗ ҫав. Енчен ӑна Григорий Александрович пӑрахнӑ пулсан, мӗн пулатчӗ-ши вара? Ҫавӑн чухнех-и, ӳлӗмрен-и, вӑл ӑна пур пӗрех пӑрахнӑ пулӗччӗ-ҫке.

Пирӗн лекарь ӑна ӑшӑтса, тӗрлӗ микстура ӗҫтерсе чылай асаплантарчӗ пулин те, Бэла тепӗр кунхине кӑнтӑрлачченех лӑпланса выртрӗ, пӗр сӑмах та каламарӗ вӑл, мӗн хушнине пурне те итлерӗ. «Чимӗр-ха! — терӗм эпӗ лекаре, — эсир хӑвӑрах каларӑр-ҫке вӑл пур пӗрех вилет, тесе, мӗне кирлӗ пулччӑр ӗнтӗ сирӗн им-ҫамӑрсем?» — терӗм. «Ҫапах та, Максим Максимыч, кӳренӳ ан юлтӑр», — тесе тавӑрчӗ вӑл мана — питӗ лайӑх кӑмӑл ӗнтӗ, ним каламалли те ҫук!

Кӑнтӑрла иртсен, Бэла шыв ӗҫес килнипе аптрама пуҫларӗ. Эпир чӳречесене уҫса ятӑмӑр, анчах тулта пӳртринчен те пӑчӑччӗ, вара кравачӗ патне пӑр лартрӑмӑр, — пур пӗрех усси пулмарӗ. Эпӗ пӗлеттӗм ӗнтӗ: тӳсме ҫук ӗҫес килни вӑл вилӗм ҫывхарнине пӗлтерет, ҫавӑнпа эпӗ ун ҫинчен Печорина каласа патӑм. Бэла вырӑн ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ те: «шыв парӑр!..» — терӗ хӑрӑлтатакан сассипе.

Печорин катан пир пек шуралса кайрӗ, стакан ярса тытрӗ те шыв тултарса пачӗ. Эпӗ аллӑмпа куҫа хупрӑм та, ас тумастӑп ӗнтӗ, темӗнле кӗлӗ тума тытӑнтӑм… Ҫапла, тӑванӑм, ҫынсем мӗнле вилнине госпитальсенче те, вӑрҫӑ хирӗнче те пайтах куркаланӑ та эпӗ, анчах ку вара йӑлтах ун пек мар, ҫук, йӑлтах урӑхла!.. Тӳррипе каласан, мана акӑ тата мӗн кулянтарать: эпӗ ӑна ашшӗ пекех юрататтӑм пулин те, вилес умӗн вӑл ман ҫинчен пӗрре те асӑнмарӗ… Ну, ӑна турӑ каҫартӑрах та!.. Чӑннипе каласан, кам иккен эпӗ, вилес умӗн те ман ҫинчен асӑнмашкӑн?

Вӑл шывне сыпрӗ кӑна, хӑйне ҫӑмӑлтарах пек туйрӗ, тепӗр виҫе минутран вилсе те кайрӗ. Тути ҫине тӗкӗр хутӑмӑр — тӗкӗр пасармасть!.. Печорина пӳлӗмрен ҫавӑтса тухрӑм та, крепаҫ валӗ патнелле утрӑмӑр. Аллӑмӑрсене ҫурӑм хыҫнелле тытрӑмӑр, пӗр сӑмах вакламасӑр, эпир юнашарӑн нумайччен каллӑ-маллӗ утса ҫӳрерӗмӗр: унӑн пит-куҫӗ ҫинче пӑшӑрханнӑ паллӑ ҫук та, ҫавӑнпа эпӗ йӑлтах кӳренсе ҫитрӗм: хам ун вырӑнӗнче пулас пулсан ӗнтӗ — кулянсах вилмелле. Унтан вара вӑл ҫӗр ҫине, пӗр сулхӑнарах вырӑна пырса ларчӗ те хӑйӑр ҫинче темӗн чӗркелеме пуҫларӗ. Ҫын кӑмӑлне тупас пек, ӑна йӑпантарас тесе, эпӗ калаҫма пуҫларӑм; вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те кулса ячӗ… унӑн куллипе ман ҫан-ҫурӑмӑм та ҫӳҫенсех кайрӗ… эпӗ тупӑк тутарма утрӑм.

Тӳррипе каласан, эпӗ шухашӑма йӑпатасшӑн кӑна тытӑнтӑм ҫав ӗҫе. Манӑн термаламӑ татӑкӗ пурччӗ, тупӑкне ҫавӑнпа сӑртӑм та Григорий Александрович Бэла валлиех илсе тултарнӑ черкессен кӗмӗл галунӗсемпе илемлетрӗм.

Тепӗр кунхине эпир Бэлӑна крепоҫ тулашне, ҫырма хӗррине, хӑй юлашки хут ларнӑ тӗлех пытартӑмӑр; халӗ унӑн тӑпри тавра шурӑ акацисемпе бузина тӗмисем ӳссе тулнӑ ӗнтӗ. Эпӗ хӗрес лартасшӑнччӗ те, анчах темӗнле, лайӑх мар пек туйӑнчӗ: ҫапах та вӑл Христос тӗнне йышӑнманччӗ-ҫке-ха…

— Печорин мӗнле вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Печорин нумайччен сывлӑхсӑр пурӑнчӗ, начарланса ҫитрӗ, мӑнтарӑн; анчах ҫавӑнтан вара эпир Бэла ҫинчен нихҫан та сӑмах пуҫарман: ун ҫинчен калаҫни хӑйшӗн лайӑх мар пулассине туяттӑм эпӗ, мӗншӗн калаҫас-ха? Пӗр виҫӗ уйӑхран ӑна пӗр полка куҫармалла турӗҫ те, вӑл вара Грузие тухса кайрӗ. Эпир унпа ҫавӑнтан вара тӗл пулман… Чӑнах та, ас тӑватӑп, нумаях та пулмасть, такам мана вӑл Российӑна таврӑнни ҫинчен каласа панӑччӗ, анчах корпус тӑрӑх приказсенче нимӗнле сас-хура та пулман. Тепӗр тесен тата, хыпарсем пирӗн пата питӗ кая килсе ҫитеҫҫӗ-ҫке.

Кунта вара вӑл, кичем аса илӳсене пусарас тенипе пулас, ҫӗнӗ хыпарсене ҫулталӑк кайран пӗлни мӗн тери кӑмӑллӑ марри ҫинчен нумайччен каласа пачӗ.

Пӳлмерӗм те ӑна эпӗ, итлемерӗм те.

Тепӗр сехетрен ҫула тухма май пулчӗ; тӑман лӑпланчӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те, эпир тухса кайрӑмӑр. Ҫул тӑрӑх эпӗ ирӗксӗрех ҫав Бэла ҫинчен те Печорин ҫинчен сӑмах хускатрӑм.

— Илтмен-и кайран, Казбича мӗн пулнӑ-ши вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Казбича-и? Тем пулнӑ вара, пӗлейместӗп… Илтнӗччӗ эпӗ ҫапла, шапсугсен сылтӑм флангӗнче темӗнле Казбич, хӑюллӑскер, пур тетӗҫ, вӑл, имӗш, хамӑрӑннисем персе тӑнӑ вӑхӑтра та хӑйӗн хӗрлӗ бешмечӗпе ҫав таврашрах утса ҫӳренӗ пулать, пульӑ ҫывӑхран шӑхӑрса иртсен, вӑл питӗ те хисеплӗн пуҫне таять, тет; анчах пӗлме ҫук, вӑлах-ши вара!..

Кобире эпир Максим Максимычпа уйрӑлтӑмӑр: эпӗ почтӑ лавӗ ҫине ларса кайрӑм, лав йывӑр пирки вӑл манпа пыраймарӗ. Эпӗ урӑх нихҫан та тӗл пуласа шанманччӗ, ҫапах та тӗл пултӑмӑр, кирлех пулсан, каласа парам акӑ, ун историйӗ пысӑк… Ҫапах та тӗрӗссипе калӑр-ха, Максим Максимыч хисеплеме тивӗҫлӗ ҫын вӗт?.. Эсир ҫакна йышӑнатӑр пулсан, эпӗ хамӑн ытла та вӑрӑм калавӑмшӑн хӗпӗртенӗ те пулӑттӑм.

Сайт:

 

Статистика

...подробней