Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

умӗнчех сăмах пирĕн базăра пур.
умӗнчех (тĕпĕ: умӗнчех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗн чинсем умӗнчех йӑлт тустарса пӗтерет вара генерал командира: «Мӗнле тытса пыратӑр ротӑна!

А генерал при нижних чинах давай пушить командира: «Как ведете роту!

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ун чух пирӗн офицерсем хушшинче, Арчаковский евӗр, карт шулерӗсем е, сирӗн Назанскийӗр пек, куҫ уҫса пӑхайми ӳсӗр-пӳсӗрсем пулмӗччӗҫ; ун чухне хӑйсемпе хӑйсемех пӗтсе ларӗччӗҫ амикошонлӑхсем, пухура, тарҫи-тӗрҫи умӗнчех, ним туртӑнусӑр-ҫӳҫенӳсӗр шӑл йӗрессисем, сирӗн ҫав пӗр-пӗрне киревсӗр сӑмахсемпе тӑкӑлтарассисем, пӗрне-пӗри пуҫран графинсемпе вӑркӑнтарассисем, тӗллевӗ ҫапах та лектересси мар, айккинелле ярӑнтарасси кӑна пулсассӑн та.

Тогда у нас не будет в офицерской среде карточных шулеров, как Арчаковский, или беспросыпных пьяниц, вроде вашего Назанского; тогда само собой выведется амикошонство, фамильярное зубоскальство в собрании, при прислуге, это ваше взаимное сквернословие, пускание в голову друг другу графинов, с целью все-таки не попасть, а промахнуться.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тӗрӗслеве ларса тухать ҫакскер ҫакӑнпа, тухать те — лешӗ сасартӑк ҫарсен командующийӗ умӗнчех испан ташши ҫатлаттарма та пуҫлать.

Выехал на ней на смотр, а она вдруг перед самим командующим войсками начала испанским шагом парадировать.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Унтан вара, тинӗс тулсан, вӑл пӗчӗк кимӗпе бухтӑна кӗнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ман пата: «Сирӗн карап алӑкӑр умӗнчех ларать», — тесе пӗлтерме васкаса килнӗ.

Затем, дождавшись прилива, он на ялике вошел в бухту и поспешил ко мне сообщить, что его корабль находится, так сказать, у моих дверей.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку вырӑнта чарӑнни маншӑн питӗ аван пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, ҫав пӗчӗк бухтӑна кӗнӗ пулсан, ман кил-ҫурт умӗнчех пулнӑ пулӗччӗҫ, — кам пӗлет! — мана крепоҫран хӑваласа кӑларса, пӗтӗм пурлӑхӑма ҫаратса пӗтернӗ пулӗччӗҫ.

Я был счастлив, что они высадились именно там, ибо, если бы они вошли в бухточку, они очутились бы, так сказать, у порога моего жилья и — кто знает! — может быть, выгнали бы меня из моей крепости и разграбили бы все, что там было.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Ан тив, эпӗ хаяр ҫапӑҫура кӗрешсе вилем, ан тив, вӗсем мана таткаласа тӑкчӑр, — терӗм эпӗ хама хам — анчах эпӗ хамӑн куҫӑм умӗнчех ҫынна ҫиме памӑп!»

«Пусть я погибну в неравном бою, пусть они растерзают меня, — говорил я себе, — но не могу же я допустить, чтобы у меня на глазах люди безнаказанно ели людей!»

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Карап путасси ӗнтӗ куҫ умӗнчех.

Было очевидно, что судно должно затонуть.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсене шкул умӗнчех касса тураса тӑкнӑ.

Их изрубили на месте.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стайка хӑй куҫ умӗнчех мӗн пулнине ним ас тумасӑр пӑхса тӑчӗ.

Стайка с величайшим недоумением смотрела на то, что происходило перед ее глазами.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавна илтнӗ Рада тем пек хӑраса ӳкрӗ пулин те чӳрече умӗнчех тӑчӗ; сасартӑк вӑл юнашарти тӑкӑрлӑкран чупса килекен башибузуксем икӗ пӑлхара урам варринчех ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернине курах кайрӗ…

Ошеломленная, подавленная, стояла она у окна и вдруг увидела, как из соседнего переулка выбежали башибузуки с обнаженными ножами в руках, нагнали двух болгар и зарезали их…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Студент пӑлтӑра хӑпарчӗ, ун урри сасси Соколов пӳлӗмӗн алӑкӗ умӗнчех илтӗнсе кайрӗ.

Студент вошел в коридор, и его шаги послышались у самой двери в комнату Соколова.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӳрече умӗнчех ӳсекен абрикоспа персик ӗнчӗ сапса тухнӑ пек хитре.

Росшие у самых окон абрикосовые и персиковые деревья были словно усыпаны жемчугом.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лешсене те пит йывӑр килчӗ, ҫапах та вӗсем, ҫак мӗскӗн суккӑр куҫ умӗнчех ан вилсе кайтӑр тесе, ирттерсе ямашкӑн май ҫитерчӗҫ.

Те хоть с трудом, но отодвигались и пропускали вперед несчастного умирающего слепого, не испытывая ни малейшего желания, чтобы он испустил дух у них на плече.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бей хӑй умӗнчех, пуҫлӑх умӗнчех, Огнянов ҫавӑн пек чӑрсӑрланса революци юррине юрласса шухӑша та илмен, ҫавӑнпа вӑл Стефчова ним чухлӗ те шанмарӗ.

Бей не мог допустить, чтобы Огнянов решился петь революционную песню в присутствии начальства, и потому не поверил Стефчову.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ кунхине вӑл пӗр онбаши умӗнчех тӗрӗксен Мохаммечӗн пророкне ятланӑччӗ, онбаши ӑна ҫавӑншӑн вӗлерес пек хӗнесе пӗтерчӗ.

Надо сказать, что несколько лет назад Мунчо обругал пророка Магомета в присутствии одного онбаши, и тот избил юродивого до полусмерти.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирсанов алӑк патне ҫитсе тухнӑ; голиафсем еннелле ҫаврӑннӑ та: «Тӑрӑр! Алӑк умӗнчех тӑрӑр! Атту ӑна пӑвса вӗлеретӗп. Сирӗлӗр, атту ӑна пӑвса вӗлеретӗп», — тенӗ.

А Кирсанов говорит, обращаясь к появившимся у дверей голиафам: «Стой! а то его задушу. Расступитесь, а то его задушу».

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑт лаплаттарчӗ, — Верочка умӗнчех!

Вот брякнул, — при Верочке-то!

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫак инҫетри тусем ун куҫӗ умӗнчех тӑраҫҫӗ.

и этот пик, оказался у него прямо перед глазами:

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Сӑрт ҫине кай… — сасартӑк хӑлха умӗнчех илтӗнчӗ пӑшӑлтатнӑ сасӑ.

Ступай в горы… — но тут над его ухом снова прозвучал глухой шепот.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Ҫывӑхрах, хӑлха умӗнчех, илтӗнчӗ ку сасӑ.

Эти слова так отчетливо прозвучали над ухом.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней