Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Йӑлтӑр ҫутӑ

Автор: Николай Григорьев

Источник: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Добавлен: 2019.11.24 13:36

Предложений: 146; Слово: 1531

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Чэнь Ши-чэн уезд управленийӗнче экзамен тытнисен списокне, стена ҫумне ҫакса хунӑскерне, пӑхкаланӑ хыҫҫӑн киле таврӑнма тухнӑ чухне кӑнтӑрла иртнӗччӗ ӗнтӗ. Управление самай иртерех ҫитрӗ те вӑл списокра хӑй хушаматне шыра пуҫларӗ.

Чэнь иероглифсем сахал мар унта, вӗсем ун куҫӗ умӗнчен темрен хӑранӑ пек вӗлтлетсе ҫеҫ иртеҫҫӗ. Ниҫта та Ши-чэн ятпа Чэнь иероглиф курӑнмасть.

Хӑйӗн ятне тупасса шанса, вӑл тӗрлӗ ятсем ҫырса тултарнӑ вуникӗ листаллӑ списока темиҫе хутчен те пӑха-пӑха тухрӗ.

Список тӗрӗслеме килнисем пурте тахҫанах саланса пӗтнӗ ӗнтӗ, экзамен тытмалли зал умӗнче Ши-чэн кӑна ҫаплипех тӑрать-ха.

Хӗл ҫывхарать. Чэнӗн кӑвакара пуҫланӑ кӗске ҫӳҫне сулхӑн ҫил варкӑштарса иртет, сивӗнме ӗлкӗреймен хӗвел пайӑркисем унӑн вӗри ҫапнӑ хыҫҫӑнхи пек тӗксӗмленсе пыракан сӑн-питне ӑшӑтаҫҫӗ. Сасартӑк ывӑннипе хӗрелсе тӑртаннӑ куҫсенче темле тӗлӗнмелле ҫутӑ йӑлкӑшса илчӗ. Чэнь текех нимле иероглифа та асӑрхамасть ӗнтӗ: вӗҫӗмсӗр хура пӑнчӑксем кӑна мӗлтлетеҫҫӗ ун куҫӗ умӗпе.

Епле аван! Пӗрремӗш степень илӗ те вӑл провинци тӗп хулине кайӗ. Унта тепӗр ученӑй степень илме лайӑхах экзамен тытӗ… Ятлӑ ҫынсем унпа туслашасшӑн пулӗҫ, пурте хисеплӗҫ ӑна, ку таранччен ун ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑшӑн пӑшӑрханӗҫ. Вӗсене пула пуҫ та ҫаврӑнса кайӗ… Акӑ вӑл хӑйӗн ишӗлсе ана пуҫланӑ пӳртӗнче тӑвӑрлатса пурӑнакансене хуса кӑларӗ. Ҫук! Хуса кӑларса хӑтланать-и вара, хӑй унтан урӑх ҫӗре куҫса кайӗ. Ун ҫӗнӗ пысӑк ҫурт пулӗ. Хапха умӗнче, шалҫа ҫинче, ялав вӗлкӗшӗ, таблица… Малашне вара — кам пӗлет, тен, тӗп хулари чиновнике тухма та май килӗ. Ӑнсӑртран капла ним те тухмасан? Ҫук? Луччӑ шутлас та мар кун пирки…

Акӑ ӗнтӗ вӑл ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ӗмӗтленнӗ пулас пурнӑҫ, шыва путнӑ сахӑр юпа пек, арканчӗ.

Халран кайнӑскер, вӑл варт ҫаврӑнчӗ те, умра никама ним курмасӑр, килелле сӗнкӗлтетрӗ.

Ши-чэн алӑк пусаки урлӑ каҫнӑ-каҫманах ун ҫичӗ вӗренекенӗ харӑслатса урок хатӗрлеме тапратрӗҫ. Хӑлха умӗнче параппан ҫапнӑ пекех туйӑнса кайрӗ ӑна, ҫавӑнпа вӑл сасартӑк шарт сиксе илчӗ. Ун куҫне пӗчӗк ҫивӗтлӗ ача пуҫӗсем курӑна пуҫларӗҫ, вӗсем пӳлӗм туллиех иккен. Чэнь ура ҫинче тытӑнса тӑма пултараймарӗ, тенкел ҫине ларчӗ. Вӗренекенӗсем вӑл мӗн хӑтланнине вӑрттӑн сӑнаса тӑчӗҫ.

— Кайӑр ӗнтӗ, — терӗ вӑл салхуллӑн, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн.

Ачасем хӑпӑл-хапӑл кӗнекисене пуҫтарчӗҫ те тухса ҫухалчӗҫ, Чэнь Ши-чэн куҫӗ умӗнче вара ҫаплипех-ха ача пуҫӗсем мӗлтлетеҫҫӗ, е хура ҫаврашкана пӗрлешеҫҫӗ вӗсем, е тӗлӗнмелле илемлӗн курӑнса каяҫҫӗ.

— Ак ӗнтӗ, ку хутӗнче веҫех пӑчланчӗ!

Чэнь хӑранипе яштах сиксе тӑчӗ. Ҫывӑхрах, хӑлха умӗнчех, илтӗнчӗ ку сасӑ. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ — никам та ҫук. Сасартӑк хӑлха умӗнче каллех параппан ҫапнӑн туйӑнса кайрӗ.

— Ак ӗнтӗ, ку хутӗнче веҫех пӑчланчӗ! — такам сӑмахне йышӑннӑ пек пӑшӑлтатрӗ Чэнь.

Аллине карт туртса илчӗ те вара пӳрне хуҫса шутлама тытӑнчӗ: вунпӗр, вунвиҫҫӗ… кӑҫалхи ҫула та шута илсен — вунултӑ хут экзамен тытрӗ вӑл, анчах ун литература сочиненийӗсене тивӗҫлипе хак паракан экзаминатор ҫаплипех тупӑнмарӗ-ха. Шел, паллах, шел! Ячӗшӗн лартса янӑ куҫ пек ҫеҫ вӗт ку! Чэнь сасартӑк кулса ячӗ. Анчах ҫавӑнтах кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ, шурӑ хут ҫине куҫарса ҫырнӑ сочиненийӗпе экзамен тытмалли билетне кӗнеке хушшинчен хӑпӑл-хапӑл кӑларса илчӗ те алӑк патнелле утрӗ. Алӑкра чарӑнса тӑчӗ, темле йӑлтӑр ҫутӑ ун куҫне шартарса ячӗ. Хӑйӗнчен чӑхсем те кулнӑн туйӑнчӗ ӑна… вӑл тухма хӑяймасӑр алӑка хупса лартрӗ. Куҫӗсем ҫунса тухаҫҫӗ. Ҫав куҫсем умӗнче халь темле тӗлӗнмелле япаласем, ун арканнӑ малашлӑхӗн ванчӑкӗсем — шыва путнӑ сахӑр юпа ванчӑкӗсем — мӗлтлетеҫҫӗ. Ҫав тӗлӗнмелле япаласем ӳссе пысӑклансах пыраҫҫӗ, ун умри ҫулне пӳлсе лартаҫҫӗ.

Юнашар килсенчи вучахсем паҫӑрах сӳннӗ ӗнтӗ, вӗсем чашӑк-тирӗке ҫуса пуҫтарма та ӗлкӗрнӗ пулӗ, Чэнь Ши-чэн вара каҫхи апат ҫинчен аса та илмест. Экзаменсем пӗтнӗ хыҫҫӑн Чэнь Ши-чэн куҫӗнче темле расна ҫутӑ палӑрнине, ун пек чух ӑна чӑрмантарма юраманнине, киле иртерех питӗрӗнсе лармаллине ҫывӑхра пурӑнакансем ытти ҫулсенчи тӗслӗхсенченех лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Сас-хурасем майӗпенех шӑпланчӗҫ, хӑй ҫутисем сӳнчӗҫ, пӗччен уйӑх ҫеҫ ҫӗрлехи сивлек тӳпене майӗпен шӑвӑнса хӑпарать. Чэнь алӑка уҫрӗ, тула тухрӗ.

Кӑвак тӳпе тинӗс евӗр туйӑнать, унта шыв ҫине тумлатнӑ сӗт пек ҫӑмӑл пӗлӗтсем тӳлеккӗн ишеҫҫӗ. Уйӑх Чэнь Ши-чэна хӑйӗн сулхӑн пайӑркисемпе ҫупӑрлать. Ҫав уйӑх ӑна ултавлӑ та асамлӑ ҫутӑ сапакан, тепӗр хут сӑрласа ҫутатнӑ тимӗр тӗкӗр евӗр туйӑнать. Ҫак ҫутӑ Чэнь ӳт-пӳне сӑрхӑнса кӗрет тейӗн, уйӑхӗ вара ун куҫӗсенче йӑлтӑр ҫаврашкан ҫуталса тӑрать.

Чэнь картиш тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткалать. Тавралӑх шӑп. Майӗпен-майӗпен вӑл лӑплана пуҫлать, куҫӗсем те тӑрӑлса пыраҫҫӗ. Сасартӑк ун канлӗхӗ каллех ҫухалать.

— Сулахая ҫаврӑн, сылтӑма ҫаврӑн… — аванах илтрӗ вӑл такамӑн васкавлӑ та янравсӑр сассине.

Чэнь пӑшӑрхана пуҫларӗ, пуҫне усрӗ те тимлесех итлеме пикенчӗ. Каллех ҫав сасӑ, анчах хальхинче вӑл кӑшт хытӑрах илтӗнчӗ:

— Сылтӑма ҫаврӑн…

Чэнь шухӑша кайрӗ. Ҫак картишӗнче ирттернӗ ҫуллахи сулхӑн каҫсене аса илчӗ. Вӑл вӑхӑтра вӗсен ҫемйи арканманччӗ-ха. Ун чух Чэнь вуннӑраччӗ, пӑчӑ каҫсенче вӑл картишӗнче ҫывӑратчӗ. Асламӑшӗ ӑна бамбукран тунӑ путмар ҫине майласа вырттаратчӗ те, юнашар ларса, нумай-нумай тӗлӗнмелле халап ярса кӑтартатчӗ. Вӑл та пӗтӗмпех хӑй асламӑшӗнчен илтнисене каласа паратчӗ. Ӗлӗк Чэнь йӑхӗ питӗ пуян йӑх пулнӑ, шӑп вӗсен пӳрчӗ ларакан вырӑнта тахҫан ҫав йӑхӑн склепӗ пулнӑ, унта тем чухлӗ кӗмӗл чавса хунӑ имӗш. Ҫак кӗмӗле вӗсен чи телейлӗ несӗлӗ, сутмалли юмах тупсӑмне шыраса пӗлекенӗ, тупӗ, халлӗхе ӑна никам та тупайман-ха. «Сулахая ҫаврӑн, сылтӑма ҫаврӑн, пӗр утӑм малалла, пӗр утӑм каялла, ҫакӑнта ылтӑнпа кӗмӗл савӑчӗ выртать».

Ҫак сутмалли юмах тупсӑмне никамран вӑрттӑн шутласа тупас тесе, Чэнь час-часах пуҫне ваткаланӑ. Анчах та, юлашкинчен пурпӗрех шыраса тупрӑм тенӗ чух, кашни хутӗнчех, шалти туйӑм ӑна хӑй йӑнӑшни ҫинчен систернӗ.

Пӗррехинче Чэнь чавса пытарнӑ укҫа шӑпах ҫав Тан ҫемйине тара панӑ пӳрт айӗнче пулма кирлӗ тесе ӗнентернӗ хӑйне, анчах унта кайса чавма ниепле те хӑю ҫитереймен. Тем вӑхӑтран вӑл хӑй ку хутӗнче те йӑнӑшнине туйса илнӗ.

Хӑй пӳрчӗн урайне Чэнь пӗтӗмӗшпех чавса пӗтернӗ ӗнтӗ. Ӑнӑҫсӑр экзаменсем хыҫҫӑн чӗтре-чӗтре чавнӑ вӑл ӑна, кайран вара хӑй те ҫак ӑссӑр хӑтланнӑ ӗҫ ҫине намӑсланмасӑр пӑхайман.

Паян та акӑ Чэнь Ши-чэна тимӗр ҫути тепӗр хут астарса ячӗ, ниепле те канӑҫ памасть вӑл. Хӑйне астаракан вӑя тӗрӗслес шутпа кӑна кӑштах тӑхтаса тӑчӗ. Юлашкинчен, тӳссе тӑраймарӗ, палт ҫаврӑнса хӑй пӳрчӗн уҫӑ алӑкӗнчен пӑхрӗ.

Унта ҫаврака шурӑ веер евӗр тимӗр ҫути йӑлкӑшать.

— Пурпӗр ҫакӑнтах вӑл! — терӗ те Чэнь пӳрте арӑслан пек ҫӑмӑллӑн сиксе кӗчӗ. Йӑлкӑшакан ҫутӑ вӑл кӗрсенех ҫухалчӗ. Юхха кайнӑ кивӗ пӳртре кӗнеке хумалли лӑчӑр-лачӑр сӗтелсем кӑна ларса юлчӗҫ. Чэнь тимлесех пӑхма тытӑнчӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫутӑ каллех курӑнчӗ. Хальхинче вӑл ҫунакан кӗкӗртрен те ҫутӑрах, тасарах, ирхи тӗтререн те ҫепӗҫрех, курӑнасса хӑй тухӑҫ енчи стена ҫумне тӗртсе лартнӑ ҫыру сӗтелӗ айӗнчен курӑнать.

Чэнь Ши-чэн алӑкран якӑлт ҫеҫ сиксе тухрӗ, хусӑк шыра пуҫларӗ. Ӑнсӑртран темле хура мӗлке ҫине пырса перӗнчӗ те хӑранипе шартах сиксе ӳкрӗ. Хӑй ҫутса пӑхрӗ. Хусӑкӗ ҫавӑнтах иккен. Сӗтеле вырӑнтан куҫарса, Чэнь хусӑкпа тӑватӑ пысӑк кирпӗчне хирсе кӑларчӗ, пӗшкӗнсе ларчӗ — умра тап-таса сарӑ хӑйӑр. Чэнь ҫанӑ тавӑрсах чаврӗ, хӑйӑр айӗнчен хура ҫӗр сийӗ тухрӗ. Сывлама пӑрахсах, питӗ асӑрханса чаваланчӗ, ҫӗрлехи шӑплӑхра сулмаклӑ хусӑк сасси кӑна илтӗнсе тӑчӗ.

Тарӑн шӑтӑках алтса кӑларчӗ Чэнь, кӗмӗл тултарнӑ савӑт ҫаплипех тупӑнмарӗ. Иккӗленнипе юлашкинчен кӑмӑлсӑррӑн кӑшкӑрса ячӗ, ывӑннипе ыратакан аллине шӑнӑр туртса хутларӗ. Ҫав самантра хусӑк ҫивӗччӗшӗ темле хытӑ япалана пырса перӗнчӗ. Хусӑкне ывӑтса ячӗ те Чэнь хытӑ япалана васкаварлӑн хыпашласа тупрӗ. Кирпӗч иккен вӑл, ун айӗнче каллех хура ҫӗр. Чэнь тарӑха-тарӑхах малалла чавалама тытӑнчӗ, сасартӑк пысӑках мар темле хытӑ япала ал айне пырса лекрӗ. Тутӑхса ҫийӗнсе пӗтнӗ укҫа пулчӗ имӗш вӑл. Ҫавӑнтах чечче ванчӑкӗсем сике-сике тухрӗҫ.

Чэнь чӗри ҫурӑлсах кайрӗ. Йӗп-йӗпе тара ӳксех чавать вӑл, кӗҫех лаша такан евӗр темле япала патне пырса тухрӗ, питӗ патракскер хӑй. Лампа ҫутинче пӑхас шутпа Чэнь асӑрханса ӑна алла илчӗ. Ку ӗнтӗ ҫӗрсе кайнӑ янах шӑмми пулчӗ, хӑшпӗр шӑлӗсем ҫаплипех сыхланнӑ. «Аялти янах шӑмми ку», — тупнӑ япалине тинкерсе сӑнанӑ май шухӑшларӗ Чэнь. Сасартӑк янах шӑммине чун кӗнӗ пек пулчӗ, Чэнь аллинче вӑл чӗтрешсе илчӗ. Шӑмӑ ахӑрса кулса янӑ евӗр, «ну, ку хутӗнче пӗтрӗнех ӗнтӗ», тенӗнех туйӑнчӗ.

Хӑранипе ӑна шӑнтса пӑрахрӗ. Хӗссе тытнӑ пӳрнисем лӑнчӑр уҫӑлчӗҫ, янах шӑмми пӗр шавсӑр шӑтӑка кӗрсе ӳкрӗ. Чэнь пӳлӗмрен тарса тухрӗ те пӳрт ҫивитти ӳкерекен мӗлке хӳттине пытанса тӑчӗ. Текех каялла кӗрес ҫук, тесе шутларӗ вӑл, вара, пӗтӗм вӑйне пухса, уҫӑ алӑкран шалалла сӑнаса пӑхрӗ: унта малтанхи пекех лампа мӗлтлетсе ҫунать, янах шӑмми шӑл йӗрсе ахӑрать. Чэнь мӗлке хӳттине выртрӗ, куҫне хупрӗ. Каҫхи шӑплӑх ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӗ.

— Кунта ним те ҫук… Сӑрт ҫине кай… — сасартӑк хӑлха умӗнчех илтӗнчӗ пӑшӑлтатнӑ сасӑ.

Чэнӗн ывӑннӑ пуҫӗнче темле уҫӑмсӑр асаилӳ мӗлтлетрӗ: кӑнтӑрлах, урамра чухнех, илтӗннӗччӗ ӑна ку сӑмахсем. Вӗсем тепӗр хут илтӗнессе кӗтме кирлех те мар. Яшт! ҫеҫ каҫӑртса хучӗ вӑл пуҫне. Уйӑх Сигафын тӳпемнелле ҫывхарать. Ҫак инҫетри тусем ун куҫӗ умӗнчех тӑраҫҫӗ. Вӗсен шӑллӑ хысакӗсем тӳпене ҫитиех кармашаҫҫӗ, талкӑшпе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫутӑ йӑлкӑшать. Каллех леш алла лекми йӑлтӑр ҫутӑ!

«Сӑрт ҫине каяс!» — тесе шухӑшларӗ те вӑл ҫула хускалчӗ.

Хапха уҫӑлса хупӑннӑ сасӑ илтӗнчӗ. Вара картишӗнче никам хускатми шӑплӑх пулса тӑчӗ. Лампа, юлашки хут ялт! туса, пушанса юлнӑ пӳрте тата урайне алтнӑ шӑтӑка ҫутатса пӑхрӗ те, пӑшӑлтатса илсе, сӳнсе ларчӗ. Лампӑра ҫу пӗтрӗ.

Шуҫӑм ҫутинче хулан анӑҫ хӗрринчи хапхинче: «Хапхуна уҫӑр»… тенӗ сасӑ илтӗнчӗ. Ҫил ҫинчи эрешмен карти евӗр чӗтренекен ҫак сасӑра шанчӑк та, шанчӑк пӗтни те сисӗнчӗ.

Тепӗр кунне тахӑшӗ Ван-лю кӳллинче, хулан хӗрринчи хапхинчен вунпилӗк ли леререх, виле пуррине асӑрханӑ.

Ку хыпар староста хӑлхине кӗриччен малтан ял тавра чупса ҫаврӑнчӗ. Влаҫрисем ун ӳтне ҫырана туртса тухма хушрӗҫ. Аллӑсенчен иртнӗ, вӑтам пӳллӗ, сухалсӑр арҫын пулчӗ вӑл. Ҫаппа-ҫарамас хӑй. Чэнь Ши-чэн вӗт ку, текенсем тупӑнчӗҫ, анчах ӑна кайса пӑхма пускилӗсене юлхав аптратрӗ, тӑван-пӗтенӗсем пачах та курӑнмарӗҫ. Уезд начальникӗ тӗпчекеленӗ хыҫҫӑн вилене староста кайса пытарчӗ.

Ҫын мӗншӗн вилни никама та иккӗлентермерӗ. Шыва путнӑ ҫын ҫинче тумтир ҫук пулин те, ҫакӑ ӑна ҫаратас шутпа вӗлернӗ текен шухӑш патне те илсе пыма пултараймарӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех, тӗпчесе пӗлекен чиновник: ку ҫын хӑйне хӑй вилнӗ, терӗ. Ку вара ун чӗрнисем хушшине юшкӑн тулса ларнинчен палӑрать имӗш. Шыв тӗпне ҫитсен ҫӑлӑнса тухас тесе тапаланнӑ пулмалла ӗнтӗ лешӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней