Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк

Раздел: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Источник: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Добавлен: 2019.12.10 15:58

Предложений: 196; Слово: 2744

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Утравра пурӑнакан ҫӗнӗ ҫынсем. — Акӑлчансем килни

Халӗ ҫеҫ тыткӑнран хӑтарнӑ, сывӑ мар хӑнасем валли палатка тусан, вӗсене эпӗ шала кӗртсе вырнаҫтартӑм, унта канса вӑй илӗҫ, терӗм. Халӗ ӗнтӗ вӗсене валли апат хатӗрлемелле пулчӗ. Эрнене эпӗ, качака кӗтӗвне кайса, пӗр ҫулхи качака путекки илсе килме хушрӑм. Эпӗ хушнипе вӑл путекке пусрӗ те малтан ашне ӑшаларӗ, унтан шӳрпе пӗҫерчӗ. Шӳрпене эпир пӑртак урпапа рис ятӑмӑр, вара вӑл питӗ тутлӑ пулчӗ. Апатне тулашри стена хыҫӗнче пӗҫертӗмӗр, мӗншӗн тесен крепоҫре эпӗ нихӑҫан та вут хурса курман (кун ҫинчен эпӗ ӗнтӗ маларах каланӑччӗ).

Каҫхи апат палаткӑра турӑмӑр, тӑваттӑн пӗрле ҫирӗмӗр.

Апатланнӑ чухне эпӗ кӗреке пуҫӗнче хӑнасене калаҫтарса лартӑм, Эрне тӑлмач пулчӗ, эпӗ унӑн ашшӗпе калаҫнӑ чухне кӑна мар, испанецпа калаҫнӑ чухне те вӑл мана куҫарса пычӗ. Испанец тискер этемсен чӗлхипе лайӑхах калаҫма вӗренсе ҫитнӗ иккен.

Кӑнтӑрлахи, тӗрӗссипе каласан, каҫхи апат хыҫҫӑн, эпӗ Эрнене пӗр кимӗпе кайса пӑшалсене пухса килме хушрӑм, эпир вӗсене васканӑ пирки ҫапӑҫура ӑҫта килчӗ унта пӑрахнӑччӗ; тепӗр кунне вилнӗ тӑшмансен ӳчӗсене, вӗсен юнлӑ уявӗн юлашкисене шӑтӑк алтса пытарма хушрӑм.

Эрне эпӗ хушнисене пурне те тунӑ. Вӑл лайӑх тирпейлесе пытарнине пула ҫынҫиенсен йӗрӗсем те юлман, ҫав вырӑна тепре пырсан, эпӗ ӑна часах палласа та илеймерӗм. Вӑрман хӗрринче ӳсекен йывӑҫсене астунипе ҫеҫ ҫав ҫынҫиенсен ӗҫки-ҫики вырӑнне пӗлтӗм.

Темиҫе кунтан, пирӗн хӑнасем канса кӑштах вӑй илсен, эпӗ вӗсемпе калаҫма тытӑнтӑм. Вӗсен сӑмахӗсене мана Эрне куҫарса пычӗ.

Эпӗ чи малтан Эрне ашшӗнчен акӑ мӗн ҫинчен ыйтса пӗлтӗм: «Тарса ӳкме пултарнӑ тӑшмансем, хӑйсен ҫыннисене пухса, утрав ҫине каялла килсе пире тапӑнасран хӑрамастӑн-и?» — терӗм.

Старик шутланӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне тарнӑ ҫынҫиенсем хӑйсен ҫыранӗ хӗрне ҫитме пултарайман, мӗншӗн тесен ҫав каҫ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ахӑрса кайрӗ, ҫынҫиенсем, киммисем ӳпӗнсе кайнипе, шыва путса вилнех, пулмалла.

— Тарнӑ ҫынҫиенсем чӗрӗ юлнӑ пулсан, — терӗ вӑл, — вӗсене ҫил аяккалла, хӑйсен тӑшманӗсем пурӑннӑ ҫӗрелле, илсе кайнӑ, унта вӗсене ҫисе янӑ ӗнтӗ.

Унтан старик малалла ҫакӑн пек каларӗ:

— Вӗсем килӗсене ӑнӑҫлӑн ҫитнӗ пулсан та, кунта тепӗр хут килме хӑяс ҫук. Эсир сасартӑк тапӑнни тата пӑшал вучӗпе сасси вӗсене калама ҫук хытӑ хӑратрӗ. Хӑйсен ҫыннисене вӗсем юлташӗсене аслатипе ҫиҫӗм ҫапса вӗлерчӗ тесе каласа парӗҫ. Сире Эрнепе иксӗре пӗлӗт ҫинчен хӑйсене вӗлерме аннӑ хаяр сывлӑшсем, усалсем тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫавӑн пек калаҫнине эпӗ хам илтрӗм. Ахаль ҫын хӑйӗн ҫӑварӗнчен вут кӑларма, аслати сассипе калаҫма тата ҫынсене инҫетрен вӗлерме пултарнине вӗсем ниепле те тавҫӑрса илме пултараймаҫҫӗ.

Старик тӗрӗс каларӗ. Ман утрав ҫине темиҫе ҫул хушшинче те пӗр ҫынҫиен пырса кӗме хӑяйманни ҫинчен эпӗ кайран кӑна пӗлтӗм. Тарнӑ тискер этемсем, эпир пӗтнӗ тесе шутланӑскерсем, килӗсене таврӑннӑ та, каласа парса, ыттисене те хытӑ хӑратнӑ пулмалла. Тен, вӗсем хушшинче ҫав утрав ҫыранӗ ҫине, ура ярса пусакансене турӑсем вутпа ҫунтарса яраҫҫӗ тесе ӗненес йӑла та пуҫланса кайнӑ пулӗ.

Ун пек пуласса шанмасӑр, эпӗ нумай вӑхӑт хушши, ҫынҫиенсем пирӗн пата ҫӗнӗрен килӗҫ тесе, хӑраса пурӑнтӑм. Тепӗр тесен тата манӑн пӗчӗк ҫар вӑрҫма яланах хатӗр тӑратчӗ: халӗ ӗнтӗ эпир тӑваттӑн пултӑмӑр, пирӗн пата ҫӗр тӑшман килсе кӗрсен те, вӗсене хирӗҫ эпир кирек мӗнле вӑхӑтра та ҫапӑҫма хӑрамастпӑр.

Анчах вӗсем икҫӗр тата виҫҫӗр ҫын килме пултарнӑ, ун пек пулсан вара вӗсем пире ҫӗнтернӗ пулӗччӗҫ.

Анчах кунсем иртсе пычӗҫ, тискер этемсен киммисем пӗрре те курӑнмарӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах манӑн чӗрере тахҫан-авалхи ӗмӗтӗм — материк ҫине каяс ӗмӗт — ҫӗкленсе пычӗ. Эрне ашшӗ мана пӗрре кӑна мар: пирӗн ҫынсем сана лайӑх кӗтсе илессе хӑюллӑнах шанма пултаратӑн, мӗншӗн тесен эсӗ манӑн ывӑла тата мана хама вилӗмрен хӑтартӑн, терӗ.

Ҫапах та, испанецпа пӗррехинче тӗплӗн калаҫнӑ хыҫҫӑн, эпӗ материк ҫине кайма шутласа хунӑ плана пурнӑҫа кӗртес пирки иккӗленме тытӑнтӑм.

Испанец каласа панӑ тӑрӑх, тискер этемсем чӑнахах та ҫав тинӗсре арканса кайнӑ карап ҫинчи вун-ҫичӗ испанецпа португалеца хӑйсем патне пурӑнма вырнаҫтарнӑ, апла пулсан та, европеецсем унта калама ҫук чухӑн пурӑнаҫҫӗ, час-часах выҫӑ лараҫҫӗ иккен. Тискер этемсем вӗсене хӗсӗрлемеҫҫӗ, ирӗкре ҫӳреме пӗрре те чармаҫҫӗ. Анчах хӑйсем юрлӑ пурӑннӑ пирки аякран килнӗ ҫынсене хӑшпӗр чухне тӑрантарма та вӑй ҫитереймеҫҫӗ.

Испанецран эпӗ вӗсем ӑҫта кайма тухни ҫинчен тӗплӗрех каласа пама ыйтрӑм. Вӗсен карапӗ Рио-де-ла-Платӑран Гаванӑна кайнӑ-мӗн, карап унта, кӗмӗл тата тунӑ тир илсе пырса, Европӑран илсе килнӗ тӗрлӗ таварсем тиемелле пулнӑ.

Тӑвӑл вӑхӑтӗнче вӗсен карапӗнчи командӑран пилӗк ҫын шыва путнӑ. Ыттисем вара, темиҫе кун хушши асап курса, ҫимӗҫсӗр, шывсӑр аптӑраса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, тискер этемсен ҫыранӗ хӗрне пырса ҫитнӗ. Ҫав ҫӗршыва ансан, вӗсем ытла та хытӑ хӑранӑ, мӗншӗн тесен тискер этемсем вӗсене кӗҫ-вӗҫ ҫисе яраҫҫӗ пулӗ тесе шутланӑ. Вӗсен хӑйсен ҫумӗнче пӑшалсем пулнӑ, анчах тарпа пӑшал етрисем пулман: хӑйсемпе илнӗ тар пӗтӗмӗшпе тенӗ пекех кимӗ ҫинче йӗпенсе пӑсӑлнӑ, пӑсӑлмасӑр упранса юлнине вара тахҫанах персе пӗтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем малтанхи вӑхӑтра сунара ҫӳресе кӑна ҫимелли тупма пултарнӑ.

Эпӗ испанецран: «Санӑн юлташусем тискер этемсен ҫӗршывӗнче малашне мӗнле пурӑнӗҫ, вӗсем унтан тухса кайма хӑҫан та пулин тытӑнса пӑхман-и?» — тесе ыйтрӑм. Вӑл мана: «Кун пирки пирӗн канашлу нумай пулса иртрӗ, анчах канашлусенче кулянса та хурланса ларни ҫеҫчӗ», — терӗ.

Пирӗн уҫӑ тинӗсе тухса каймалли карап та, карап тумалли хатӗрсем те, ҫул ҫине илмелли апат-ҫимӗҫсем те пулман, — терӗ вӑл малалла. Унтан вара эпӗ ӑна ҫакӑн пек каларӑм:  — Эпӗ сире хам шухӑшӑма пытармасӑрах калатӑп. Сирӗн юлташӑрсем, вӗсене кунта, ман утрав ҫине, куҫса килме сӗнсе пӑхсан, кунта килӗҫ-ши? Ман шутпа, эпир пурте пӗрле пухӑнсан, кунтан тухса кайса, тинӗс хӗрринчи пӗр-пӗр ҫӗршыва ҫитме май тупнӑ пулӑттӑмӑр, унтан вара хамӑр ҫӗршыва та ҫитӗттӗмӗр, терӗм. Анчах мана пӗр япала кӑна шиклентерет; вӗсене кунта чӗнсе илнипе эпӗ хама вӗсен аллине паратӑп. Вӗсем, манӑн ырӑ кӑмӑла шута хумасӑр, мана улталасан, эпӗ мӗн тӑвӑп-ши? Ырӑ тунӑшӑн хӑшпӗр ҫынсем пачах тав тумаҫҫӗ. Вӗсем ун пек тусан, маншӑн ытла та кӳренмелле пулӗччӗ: ҫынсене хурлӑхран ҫӑлатӑн та ху Ҫӗнӗ Испани тыткӑнне кӗрсе ӳкетӗн. Пупсен хаяр аллине лекиччен е инквизиторсем патӗнче вутра ҫуниччен тискер этемсем ҫисе яни лайӑхрах пулӗ. Сирӗн юлташӑрсем кунта килсен, — терӗм эпӗ малалла, — эпир темиҫе ҫын пӗрле пысӑк карап тунӑ пулӑттӑмӑр, вӑл караппа эпир кӑнтӑралла — Бразилие е, ҫурҫӗрелле кайса, Испани ҫӗрне ҫитнӗ пулӑттӑмӑр. Анчах та эпӗ вӗсен аллине пӑшал парсан, вӗсем тав тӑвас вырӑнне ҫав пӑшалпа хама хирӗҫ тухсан тата, хӑйсем манран вӑйлӑрах пулнипе, манӑн ирӗке пӗтерсен, — манӑн хам тунӑ ырӑ ӗҫсемшӗн ӳкӗнме ҫеҫ тивӗ.

Испанец ним пытармасӑрах ҫапла каларӗ:  — Ман юлташсем ытла та пысӑк асап курса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫне нимӗнле те ҫӑлма ҫуккине вӗсем лайӑхах пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та хӑйсене тыткӑнран ҫӑлӑнса тухма пулӑшакан ҫынна вӗсем усал тӑвӗҫ тесе эпӗ пӗрре те шухӑшламастӑп. Килӗшетӗр пулсан, — терӗ вӑл малалла, — эпӗ ҫак старикпе пӗрле вӗсем патне кайса сирӗн сӑмахӑрсене каласа пама тата ответ илсе килме пултаратӑп. Вӗсем эсир каланипе килӗшсен, эпӗ вӗсене эсир кӑтартса панӑ ҫӗршыва кайма тата килӗсене таврӑничченех сире ҫулпуҫ тата пуҫлӑх вырӑнне хурса итлесе пурӑнма ҫирӗп сӑмах партарӑп. Эсир мӗн тума хушнине эпир пурне те тӑвӑпӑр. Кирлех пулсан, эпир хут ҫырса килӗшӳ тӑвӑпӑр, ун ҫине кашниех алӑ пусӗ. Вӑл килӗшӗве эпӗ сире кӳрсе парӑп.

Унтан вӑл кирек хӑҫан та маншӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме сӑмах пама хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Эпӗ хам вилсе куҫ хупичченех сире итлесе пурӑнма сӑмах паратӑп, — тесе пӗтерчӗ вӑл хӑйӗн хӗрӳллӗ сӑмахне. — Эсир манӑн пурнӑҫа ҫӑлтӑр, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн пурнӑҫа сире паратӑп. Эпӗ юлташсене тимлӗн сӑнасах тӑрӑп, вӗсем сире панӑ сӑмаха пӑссан, эпӗ, вӗсене хирӗҫ тӑрса, сирӗншӗн ҫапӑҫма яланах хатӗр пулӑп, — терӗ.

Ҫак чунтан тухакан сӑмахсене итленӗ хыҫҫӑн манӑн иккӗленесси пӗтрӗ, эпӗ вара ҫав ҫынсене вилӗмрен хӑтарас ӗҫе тытӑнса пӑхма шутларӑм. Эпӗ вӗсем патне испанеца тата ватӑ дикаре яратӑп, терӗм.

Анчах, ҫула тухса кайма пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, испанец ку ӗҫе темиҫе уйӑха е ҫулталӑка хӑварсан лайӑхрах пулӗччӗ теме тытӑнчӗ.

— Ҫынсене илсе киличчен, пирӗн вӗсем валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлесси ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла, — терӗ вӑл.

Испанец калани пӗтӗмпех тӗрӗс. Апат-ҫимӗҫ пирӗн сахалччӗ, ҫимӗҫсем тӑватӑ ҫын валли те аран-аран ҫитетчӗҫ. Хӑнасем килсен, пӗтӗм ҫимӗҫе эрне хушшинче ҫисе яма пултараҫҫӗ. Хамӑр вара выҫӑ ларса вилсе пӗтӗпӗр, — терӗм эпӗ.

— Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗнтен ҫӗнӗ ҫӗр сухаламашкӑн ирӗк ыйтатӑп, — терӗ испанец. — Ку ӗҫе тума пире виҫсӗмӗре хушӑр, эпир халех чавма тытӑнӑпӑр, мӗн чухлӗ вӑрлӑх парӑр, ӑна пӗтӗмпех акса хӑварӑпӑр. Унтан вара тырӑ пуласса кӗтӗпӗр; тырӑ пулсан, ӑна пухса кӗртӗпӗр. Ҫӗнӗ ҫынсене тӑрантарса усрама тырӑ ҫителӗклӗ пулсан, эпӗ Эрне ашшӗпе ҫав ҫынсене илме кайӑп. Вӗсем ку утрав ҫине халех килсен, пысӑк инкек курӗҫ, ку вара ырӑ япала мар, мӗншӗн тесен нушана пула вӗсем харкашса кайӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ.

Испенецӑн ӑслӑ шухӑшӗ мана килӗшрӗ. Вӑл маншӑн чӑннипех тӑрӑшнине, мана чунтан-чӗререн парӑннине куртӑм эпӗ.

Эпир ҫакӑн хыҫҫӑн часах ҫӗнӗ уй чавса сухалама пуҫларӑмӑр. Ҫӗре йывӑҫ кӗреҫепе чавса ҫемҫетрӗмӗр. Тепӗр уйӑхран вара, тырӑ акмалли вӑхӑт тӗлне, пирӗн алтса ҫемҫетнӗ пысӑк участок пулчӗ, вӑл участок ҫине ҫирӗм икӗ бушель урпа, вунултӑ бушель рис акрӑмӑр, урӑхла каласан, вӑрлӑха пӗтӗмпех акса хӑвартӑмӑр.

Халӗ, эпир тӑваттӑн чухне, тискер этемсем питӗ нумай, килсен ҫеҫ пирӗншӗн хӑрушӑ пулма пултарать. Эпир ӗнтӗ халӗ тискер этемсенчен хӑрамасӑр утравӑн пур вырӑнӗсенче те ҫӳрекен пултӑмӑр. Эпир пурте кунтан мӗнле каясси ҫинчен кӑна шухӑшлаттӑмӑр, ҫавӑнпа кашниех, ҫак ӗмӗте пурнӑҫа кӗртес тесе, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатчӗ. Утрав тӑрӑх ҫӳренӗ чухне карап тума юрӑхлӑ йывӑҫ тӗл пулсан эпӗ паллӑ туса хӑвараттӑм. Эрнепе ашшӗ тата испанец ҫав йывӑҫсене касса пыратчӗҫ.

Эпӗ вӗсене иртнӗ ҫулсенче пысӑк йывӑҫсенчен мӗнле майпа хӑмасем тунине кӑтартса патӑм Халӗ ӗнтӗ тӑваттӑн пӗрле хӑмасем хатӗрлеме тытӑнтӑмӑр. Ҫапла эпир вунӑ-вуникӗ хӑма туса хутӑмӑр, вӗсем пурте юман хӑмасемччӗ. Хӑмисен тӑршшӗ — вӑтӑр пилӗк фут, анлӑшӗ — икӗ фут, хулӑнӑшӗ — икӗ-тӑватӑ фут таран. Ҫав ӗҫре эпир мӗн чухлӗ вӑй хунине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.

Ҫав вӑхӑтрах эпӗ хамӑн пӗчӗк кӗтӗвӗн йышне те ӳстерме тӑрӑшаттӑм. Ҫавӑнпа та пирӗнтен иккӗшӗ кашни кунах хир качаки путеккисем тытма ҫӳретчӗ. Ҫапла вара пирӗн кӗтӳри качакасен йышӗ ҫирӗм пуҫа яхӑн хутшӑнчӗ.

Кунсӑр пуҫне пирӗн тата тепӗр кирлӗ ӗҫ тумалла — иҫӗм ҫырли хатӗрлемелле пулчӗ, мӗншӗн тесен иҫӗм ҫырли ӗнтӗ пиҫсе ҫитрӗ. Эпир иҫӗм ҫырли питӗ нумай пухса типӗтрӗмӗр. Ҫӑкӑрпа иҫӗм ҫырли — пирӗншӗн яланхи апат-ҫимӗҫ вырӑнӗнчеччӗ. Эпир пурте иҫӗм ҫырли ҫиме юрататпӑр. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ унран лайӑхрах тутӑ тытакан ҫимӗҫ урӑх пӗлместӗп.

Тырӑ вырмалли вӑхӑт ҫитрӗ. Риспа урпа аванах пулчӗҫ. Эпир тырӑ тата лайӑхрах пуласса шаннӑччӗ, анчах ку та ҫителӗклӗ, ҫак тырӑпа аллӑ ҫын та тӑрантарса усрама пултаратпӑр. Эпир акнӑ вӑрлӑхран вунӑ хут нумайрах тырӑ пухса илтӗмӗр. Кун чухлӗ тырӑ-пулӑ пирӗн ушкӑна ҫӗнӗ тырӑччен пурӑнма ҫеҫ мар тата тинӗсе хӑюллӑнах тухса кайма, Кӑнтӑр Америкӑн кирек хӑш ҫыранӗ таран ишме те ҫитмелле.

Анчах ку риспа урпана ӑҫта хумалла-ха? Вӗсене валли пысӑк карҫинккасем кирлӗ пулчӗҫ. Эпир вара ҫийӗнчех карҫинккасем тума тытӑнтӑмӑр. Испанец карҫинккасем тума питех те ӑста иккен.

Килес хӑнасем валли ҫителӗклӗ таран аш-какай тата ҫӑкӑр хатӗрлесен, эпӗ испанеца вӗсене илмешкӗн кимӗпе кайма хушрӑм. Эпӗ ӑна хистесех ҫапла каларӑм: тупа тутармасӑр пӗр ҫынна та илсе ан кил, кашнинех мана ним чухлӗ те усал тумастӑп, пӑшалпа тапӑнмастӑп, ӑна пур тӑшмансенчен те хӳтӗлӗп, тесе сӑмах патӑр, терӗм. Ку сӑмахсене вӗсем хут ҫине ҫырса паччӑр, кашни алӑ пусса патӑр, терӗм.

Ҫавӑн чухне эпӗ ҫав испанецсен перо та, чернил та пулманнине темӗнле майпа пачах манса кайнӑ.

Эпӗ испанецпа ватӑ тискер этеме ҫавӑн пек вӗрентсе каланӑ хыҫҫӑн вӗсем, кимӗ ҫине ларса, ҫула тухса кайрӗҫ. Вӑл кимӗпе вӗсене кунта ҫынҫиенсем илсе килнӗччӗ.

Вӗсене ҫула кӑларса яма хатӗрленни мана тем пекех савӑнтарчӗ! Ҫирӗм ҫичӗ ҫул утрав ҫинче тыткӑнра пурӑннӑ вӑхӑтра эпӗ ҫакӑнтан ирӗке тухассине чи малтанхи хут шанма тытӑнтӑм. Испанецпа старике иҫӗм ҫырли тата ҫӑкӑр ытлашшипех парса ятӑм, вал ҫимӗҫсем вӗсемшӗн те, кунта килекен хӑнасемшӗн те ҫителӗклехчӗ.

Ҫул ҫинче кирлӗ япаласене пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, испанецпа ватӑ тискер этеме кимӗ ҫине лартрӑм та ырӑ сунса кӑларса ятӑм. Сывпуллашса уйрӑлнӑ чухне эпӗ вӗсемпе ҫакӑн пек калаҫса татӑлтӑм: испанецсене кунта илсе килнӗ чухне, уҫӑ тинӗсре пынине пире инҫетренех систерес тесе, кимӗ ҫине ялав ҫакӑр, терӗм.

Вӗсем утравран уҫӑ ҫил вӗрсе тӑнӑ чухне, уйӑх тулнӑ кун, октябрьте уйрӑлса кайрӗҫ. Анчах ку мӗнле числора тата хӑш ҫулта пулнине кӑтартса пама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ пӗррехинче кунсемпе эрнесен шутне манса кайнӑччӗ те тепӗр хут астуса илеймерӗм.

Манӑн ҫулҫӳрекенсем тухса кайнӑранпа пайтах вӑхӑт иртрӗ. Эпӗ вӗсене кунран-кун кӗтме тытӑнтӑм. Вӗсем вӑхӑтра килмеҫҫӗ пек, ҫич-сакӑр кун каяллах каялла ҫаврӑнса ҫитмеллеччӗ пек туйӑнма пуҫларӗ мана. Пӗррехинче сасартӑк кӗтмен ӗҫ пулса иртрӗ, ун пекки эпӗ утрав ҫинче пурӑнма тытӑннӑранпа нихҫан та пулманччӗ.

Пӗр ирхине ирех, эпӗ тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Эрне ман пата чупса кӗчӗ те:
— Килеҫҫӗ! Килеҫҫӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
Эпӗ сиксе тӑтӑм та пӗр самантрах тумлантӑм, хӳме урлӑ каҫрӑм, унтан, хӑрассине-мӗнне манса, вӑрмана чупса тухрӑм (ман вӑрман, сӑмах май каласан ку вӑхӑт тӗлне ытла та вӑйлӑ ӳссе кайрӗ).

Эпӗ хӑрушлӑх ҫинчен пачах маннипе нимӗнле пӑшал та илмерӗм. Эпӗ хытӑ шансах: ку ӗнтӗ испанец хӑйӗн тусӗсемпе килет пулӗ, терӗм.

Анчах тинӗсре, ҫырантан пӗр пилӗк миля инҫетрех, палламан кимме курсан, эпӗ питӗ хытӑ тӗлӗнтӗм!

Кимӗ ҫине виҫӗ кӗтеслӗ парӑс карнӑ. Кимми, тӳрех утрав еннелле ҫул тытса, ҫил майла вӗрнипе питӗ хӑвӑрт ишсе килет. Вӑл материк енчен мар, утравӑн кӑнтӑрти вӗҫӗ енчен килет.

Пӗр сӑмахпа каласан, ку эпир темиҫе кун кӗтсе пурӑнакан кимӗ мар.

Вӑл-ку пуласран хӳтӗленмешкӗн хатӗрленмелле пулчӗ.

Эрнене вӑрмана пытанса ларма, кимӗпе килекен ҫынсене тимлӗн сӑнаса тӑма хушрӑм, мӗншӗн тесен вӗсем — пирӗн туссем е тӑшмансем пулнине эпир калама пултараймастпӑр. Унтан эпӗ киле таврӑнтӑм та, пӑхмалли труба илсе, ту ҫине хӑпартӑм; пӗтӗм таврана, килекен ҫынсем куриччен, пӑхса ҫаврӑнас терӗм; тӑшмансем килсе тапӑнас хӑрушлӑх пур чухне эпӗ яланах ҫавӑн пек тӑваттӑм.

Ту ҫине улӑхса ҫитичченех эпӗ тинӗсре карап куртӑм. Вӑл утравӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи вӗҫӗнче, ман ҫуртран сакӑр миля инҫетре, якӑр ярса ларнӑ. Ҫыранран шутласан, карап патне ҫитме пилӗк мильӑран ытла мар.

Ним иккӗленмелли те ҫук, ку — Англи карапӗ, кимми те акӑлчан баркасӗ-мӗн, — ҫакна халӗ эпӗ лайӑхах асӑрхарӑм.

Вӗсене курсан, ман пуҫӑма мӗнле шухӑшсем пырса кӗнине каласа пама халӑм та ҫитмест.

Карап курнипе, уйрӑмах — Англи карапне курнипе савӑнни, часах хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене (апла пулсан, туссене) курӑп тесе савӑнни темӗнрен те вӑйлӑ пулчӗ.

Ҫав вӑхӑтрах чун темшӗн шикленсе кайрӗ (мӗншӗнне ниепле те ӑнлантарса пама пӗлместӗп), ҫапла шикленнипе сыхӑрах пулма тӑрӑшрӑм.

Чи малтан хамран хам ҫакӑн пек ыйтрӑм: Англи купцисен карапӗ ку вырӑна, акӑлчансен суту-илӳ тума ҫӳремелли пур ҫулсенчен те аякра выртакан вырӑна, мӗн шыраса килтӗр-ха? Эпӗ пӗлетӗп: вӑл карапа ҫил-тӑвӑл хӑваласа килме пултарайман, мӗншӗн тесен юлашки вӑхӑтра ҫил-тӑвӑл пулман. Карап ҫинче чӑннипех те акӑлчансем пулсан та,манӑн вӗсен куҫне тӳрех курӑнмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем кунта ырӑ ӗмӗтпе килменни паллӑ. Шанчӑксӑр ҫынсене шанса, темӗнле вӑрӑсемпе ҫынвӗлеренсен аллине лекиччен манӑн малашне те ҫак утрав ҫинчех пурӑнас.

Утрав патнелле ҫывхарса килекен кимме эпӗ ту тӑрринчен сӑнаса тӑтӑм.

Кимӗ сасартӑк чарӑнчӗ те эпӗ тахҫан-ӗлӗк сулӑсемпе чарӑннӑ пӗчӗк бухта еннелле, ҫыран хӗррипе ишсе кайрӗ. Кимӗ ҫинче ларса пыракан ҫынсем хӑш вырӑнта чарӑнма авантарах пулнине сӑнаҫҫӗ курӑнать. Вӗсем бухтӑна асӑрхамарӗҫ пулмалла, урӑх вырӑнта, бухтӑран ҫур миля инҫерех, чарӑнчӗҫ.

Ку вырӑнта чарӑнни маншӑн питӗ аван пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, ҫав пӗчӗк бухтӑна кӗнӗ пулсан, ман кил-ҫурт умӗнчех пулнӑ пулӗччӗҫ, — кам пӗлет! — мана крепоҫран хӑваласа кӑларса, пӗтӗм пурлӑхӑма ҫаратса пӗтернӗ пулӗччӗҫ.

Кимӗ ҫинчи ҫынсем ҫырана анчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ куҫӑмпа курса тӑратӑп: вӗсем, пурте мар пулсан та, нумайӑшӗ акӑлчансем.

Пӗр-иккӗшне эпӗ Голланди ҫыннисем пулӗ, терӗм, анчах кайрантарахпа вара эпӗ йӑнӑшни паллӑ пулчӗ. Пӗтӗмпе вунпӗр ҫын шутласа кӑлартӑм.

Вӗсенчен виҫҫӗшне кунта тыткӑна илсе килнӗ пулмалла,мӗншӗн тесен вӗсен хӗҫпӑшал таврашӗ ҫуккине куртӑм, урисене пӑявсемпе ҫыхнӑ пек туйӑнчӗ. Вӗсене ҫыран ҫине малтантарах сиксе аннӑ пилӗк ҫын сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Тыткӑнрисенчен пӗри темӗскер ыйтрӗ, аллисемпе сулчӗ, вӑл темӗскер тархаслани, йӑлӑнни курӑнать. Вӑл пӗтӗмпех хӑраса ӳкнӗ пулмалла. Унӑн икӗ юлташӗ те тархасласа темскер ыйтаҫҫӗ, аллисене ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ, анчах вӗсем лӑпкӑрах, хурланнине ытла та хытах палӑртмаҫҫӗ.

Эпӗ вӗсем ҫине нумайччен пӑхса тӑтӑм, анчах нимӗн те ӑнланаймарӑм. Эрне сасартӑк кӑшкӑрса мана:
— Эй Робин Крузо! Пӑх-ха: шурӑ этемсем те ҫынсене ҫиеҫҫӗ, вӗсем тискер этемсем пекех, — терӗ.

— Эрне эсӗ ухмаха ертӗн пулӗ! — терӗм эпӗ. — Нивушлӗ вӗсем ҫав ҫынсене ҫиеҫҫӗ тесе шухӑшлатӑн?

— Паллах, ҫиеҫҫӗ, — терӗ вӑл.

— Ҫук, ҫук. Эрне, эсӗ йӑнӑш калатӑн, эпӗ акӑ мӗншӗн хӑратӑп: ман шутпа, вӗсем ҫав ҫынсене вӗлерме пултараҫҫӗ, анчах ҫиме ҫимӗҫ, — терӗм эпӗ.

Эпӗ хам умра мӗн пулса иртнине ҫаплах ӑнланса илеймерӗм-ха, анчах юнлӑ ӗҫ халех пуласси ҫинчен шухӑшласа хӑранипе пӗтӗмпех чӗтрене ертӗм.

Вӑрӑ-хурахсенчен пӗри тыткӑнри ҫын пуҫне темскерле хӗҫпе, вӑрӑм ҫӗҫӗ е шпага евӗрлӗскерпе, касма тытӑннӑ пек туйӑнчӗ мана.

Манӑн пӗтӗм ӑшӑм-чикӗм вӑркаса кайрӗ, мӗскӗне ӗнтӗ халех вӗлереҫҫӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ. Хампа пӗрле испанецпа Эрне ашшӗ пулманнишӗн ҫав самантра тем пекех хытӑ пӑшӑрхантӑм.

Варӑ-хурахсен пӗрин те пӑшал таврашӗ пулманнине асӑрхарӑм эпӗ.

Халӗ ҫавӑнта йӑпшӑнса пырса, вӗсене ҫывӑхранах персе пӑрахма, тыткӑна лекнӗ ҫынсене хӑтарсан, — мӗн тери лайӑх пулӗччӗ», — тесе шухӑшларӑм. Анчах ӗҫсем урӑхла пулса тӑчӗҫ.

Вӑрӑ-хурахсем тыткӑна илнӗ ҫынсене вӗлерме шутламаҫҫӗ курӑнать. Вӗсене хӑратнӑ тата мӑшкӑлланӑ хыҫҫӑн ирсӗр хурахсем утрав тӑрӑх кайрӗҫ, мӗнле вырӑна килсе тухнине пӗлес теҫҫӗ пулмалла.

Тыткӑнрисене асӑрхама вӗсем икӗ ҫын хӑварчӗҫ. Анчах вӗсем ӳсӗр пулмалла: ыттисем курӑнми пулсанах, кимӗ ҫине кӗчӗҫ те иккӗшӗ те, выртса, ҫийӗнчех ҫывӑрса кайрӗҫ.

Ҫапла вара, тыткӑнри ҫынсем хӑйсем ҫеҫ юлчӗҫ. Май килнӗ чухне тарас вырӑнне вӗсем хӑйӑр ҫинче, ним тума аптраса, йӗри-тавра пӑхкаласа ларчӗҫ.

Ку мана ҫак утрав ҫинче хам пӗрремӗш куна мӗнле пурӑнса ирттернине аса илтерчӗ. Ун чухне эпӗ те ҫыран ҫинче, вӗсем пекех, унталла-кунталла хӑравҫӑллӑн пӑхкаласа лартӑм. Эпӗ те хама пӗтнӗ ҫын вырӑнне шутланӑччӗ. Ун чухне хама тискер кайӑксем турткаласа ҫурса тӑкӗҫ тесе хӑранӑччӗ, йывӑҫ тӑррине хӑпарнӑччӗ те унта ҫӗрӗпех ларнӑччӗ. Малтанхи вӑхӑтра ман куҫа темӗн чухлӗ хӑрушлӑхсем курӑнатчӗҫ. Ҫапах та вӑл ҫулсене эпӗ пӗр шикленмесӗрех пурӑнса ирттертӗм. Анчах халӗ мӗн килсе тухассине эпӗ ун чухне чухлама пултарайман.

Сайт:

 

Статистика

...подробней