Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 23:27

Предложений: 105; Слово: 1040

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Колчо пусма тӑрӑх патаккипе тӗккелесе хыпашласа анчӗ те картишне тухсан васкасарах та шанчӑклӑрах утма тытӑнчӗ. Чиркӳ крыльцине хӑпарса ҫитсен, вӑл Шериф-ага патӗнче чарӑнса тӑчӗ, тутӑр шыранӑ пек пулса кӗсйисене хыпашларӗ: вӑл онбаши мӗн-мӗн тума хушнине итлесшӗн пулчӗ.

— Хасан-ага, — терӗ Шериф-ага хуллен кӑна. — Пурне те ҫивчӗ пӑхса тӑма хуш. Вӑл хирӗҫме пӑхсан, хам хушмасӑрах пӑшалпа перӗр…

Колчо ӑна итлесе тӑчӗ.

— Пенко, тӑванӑм, хӑвӑртрах кайса Графа чӗнсе тух-ха, Огнянов учителе эппин… «Сана унта пӗр ҫын чӗнет», тесе кала, — хушрӗ пӗр ачана Филчо полицейски, суккӑр ӑна сасӑранах уйӑрса илчӗ.

Огнянов патне хӑйӗнчен малтан ҫитекен пуласран шикленсе, Колчо чиркӳ алӑкӗн йывӑр карӑмне сирсе уҫрӗ те шала кӗрсе кайрӗ. Шалта ҫапса хӗснӗ пек халӑх. Атанаси хаджи «Херувимскине» юрласа пӗтеретчӗ ӗнтӗ, кӗл тӑвас вӑхӑт иртсе пыратчӗ. Халӑх тӑп-тулли, панихидӑ ирттерме пынӑ ҫынсем причасти тӑватчӗҫ, ҫавӑнпа ниҫта тӑмашкӑн та вырӑн ҫук. Ҫын хушшипе иртсе пыма ан та шутла. Колчо сӗм вӑрманти чӑтлӑхри пек тӗттӗмре аташса та кайрӗ. Ҫапах та ӑҫта каймаллине чухларӗ-ха вӑл, анчах унталла мӗнле иртмелле. Ҫавӑн пек хыткан та вӑйсӑр суккӑр ҫын ӑҫтан-ха Огнянов тӑракан алтарь патнелле иртейтӗр. Ун пек тума паттӑр та килӗшес ҫук! Колчо кӑштах кӑна малалла хӗсӗнсе иртрӗ, ырса ҫитрӗ те чарӑнчӗ. Вӑл сылтӑмалла тӗкӗнчӗ, сулахаялла тӗкӗнчӗ — усси нимӗн чухлӗ те пулмарӗ: халӑх хӳми урлӑ ҫаплах иртме ҫук. Хӑшӗ-пӗри, ӑна ҫилленсе, вырӑнтах тӑма канаш пачӗҫ, унсӑрӑн ӑна хӗссе-лапчӑтса вӗлерме пултараҫҫӗ. Такамӑн тимӗр чавсисем ӑна хӗстерсе хучӗҫ те, унӑн аяк пӗрчи те шатӑртатнӑ пек пулчӗ. Колчо халран та кайрӗ. Халь-халь ак юлашки сӑмахсем илтӗнӗҫ: «Турӑран хӑраса ӗненме ан пӑрахӑр!» — тени илтӗнессӗн туйӑнчӗ, вара пӗтӗм халӑх кӗпӗрленсе тухма хускалать те, хӑйпе пӗрле ӑна та хӗссе кӑларать. Огнянов пӗтет вара! Кам пӗтет тата, тен, ҫак самантрах Бойчо патне хайхи ача мӗнле те пулин хӗсӗнкелесе ҫитӗ те, Бойчо хӑйне тытасса сисмесӗрех ун хыҫҫӑн пыма пултарӗ. Вӑл Колчона чавсипе сӗртӗнсех иртме пултарать те, Колчо ӑна пӗлеймест-ҫке. Суккӑр хӑй тавҫӑрса илеймесӗрех патӗнчи ҫынсене хыпашлама тытӑнчӗ, ҫав ача ӑна ҫакланассӑнах туйӑнчӗ. Акӑ ун алли такама пӗрне, ачанах пулас-ха, сӗртӗнчӗ, хӑраса ӳкнӗ суккӑра ҫак ача шӑпах полицейскисем Огнянова чӗнме янӑ ача пек туйӑнчӗ. Колчо ӑсран каяс пек ӑна аллинчен ярса тытрӗ, хӑй патнелле туртрӗ, васкаварлӑн ҫакӑн пек мӑкӑртатрӗ:

— Эс-и-ха, ача? Мӗн ятлӑ эс, ача? Чаран-ха кӑшт кӑна!

Анчах халӑх вӗсене ҫавӑнтах уйӑрчӗ. Колчо йӑлт аптраса ҫитрӗ. Унӑн ырӑ чунӗ татӑлса асапланчӗ. Огняновӑн пурнӑҫӗ ҫӳҫ пӗрчи вӗҫҫӗн кӑна тытӑнса тӑнине ӑнланчӗ вӑл, ҫав ҫӳҫ пӗрчи Колчо хӑех иккен-ха, начаркка та имшер, йышлӑ халӑх хушшинче пӗр палӑрми ҫухаласса ҫитнӗ Колчо кӑна-ҫке. Ӗнтӗ «Херувимскине» те юрласа пӗтерчӗҫ… Ҫак Атанаси хаджи яланах васкамасӑр тӑсса юрлатчӗ те, хальхинче суккӑра вӑл юрланӑ пек те туйӑнмарӗ, ытла хӑвӑрт такмакланӑ пекех туйӑнчӗ. Мӗн тумалла? Йывӑр килнӗ самантра этем темӗн туса хума хатӗр. Колчо вара чӑтайми сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

— Халӑх, мана ирттерӗр ӗнтӗ! Ҫул парӑр! Ах, вилетӗп, ах, вилӗм ҫитсех ҫитрӗ иккен мана… сывлӑш тухми пулчӗ… аннеҫӗм! — терӗ те хӑй умӗнче тӑракан ҫынсене тӗксех тӗкме тытӑнчӗ.

Лешсене те пит йывӑр килчӗ, ҫапах та вӗсем, ҫак мӗскӗн суккӑр куҫ умӗнчех ан вилсе кайтӑр тесе, ирттерсе ямашкӑн май ҫитерчӗҫ. Ҫапла вара Колчо, аран сывлӑш ҫавӑрса, Огнянов тӑракан алтарь патне сӗкӗнсе ҫитрӗ-ҫитрех. Суккӑр ыттисем пулӑшмасӑрах ӑна тупрӗ, — курман ҫынсен асамлӑ хӑвачӗ ҫавӑн пек пулать ҫав. Вӑл пӗрне тумтирӗ аркинчен хытах туртрӗ те майӗпен кӑна ыйтса пӗлчӗ:

— Эсир-и ку, Бойчо бай?

— Мӗн кирлӗ сана? — сасӑ пачӗ Огнянов.

Колчо ӑна хӑлхинчен каласшӑн пулчӗ, Огнянов пӗшкӗнчӗ. Анчах вӑл акӑ часах пуҫне ҫӗклерӗ. Сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн йӑлт шурса кайрӗ, тӑнлавӗнче юн тымарӗ хӑпарчӗ — тем те пӗр шухӑшне илчӗ ӗнтӗ вӑл. Ҫапла пӗр самант шухӑшласа тӑчӗ те, каллех пӗшкӗнсе суккӑра тем пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ.

Унтан сасартӑк малалла туртӑнчӗ, алтарь умӗнче тӑракан причастниксен хушшинче курӑнми те пулчӗ. Ҫав самантра алтарӗн патша алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ, Никодим пуп хӗресне ҫӗклесе юлашки кӗлӗ сӑмахӗсене каласа хучӗ.

— Турӑ сыхланипе…

Кӗлӗ пӗтрӗ. Халӑх, пӗве татса кайнӑ шыв пек, алӑк патнелле талпӑнчӗ. Ҫур сехетрен чиркӳ пушанса та юлчӗ — юлашки карчӑксем те тухса кайрӗҫ.

Алтарьте кӑна тумтирӗсене хывса тӑхӑнакан пупсем юлнӑччӗ-ха.

Шӑпах ҫав вӑхӑтра чиркӗве жандармсемпе полицейскисем пырса кӗчӗҫ. Урнӑ пек пулса ҫитнӗ онбаши ҫиллине шӑнараймарӗ — Огнянов урамра курӑнмарӗ. Эппин вӑл чиркӳрех пытанса тӑрать. Алӑксене шалтан питӗрсе илчӗҫ те ухтарма тытӑнчӗҫ. Полицейскисен пӗр ушкӑнӗ хӗрарӑмсен решеткепе пӳлсе хунӑ пӳлӗмне хӑпарса пӑхрӗ, тепӗр ушкӑнӗ аялта пӗр пӑхман кӗтес те пӗр тӑкӑрлӑк хӑвармарӗ, виҫҫӗмӗш ушкӑнӗ алтарӗн аяккинчи алӑкӗсенчен кӗрсе пӑхса ҫӳрерӗ. Вӗсем йӑлт арпаштарса пӗтерчӗҫ, ҫитмен вырӑн хӑвармарӗҫ, амвон ҫине те улӑхрӗҫ, аналоя куҫарса пӑхрӗҫ, алтарьти престол айӗнче шырарӗҫ, чиркӳ ӑпӑр-тапӑрне хуракан шкапсене, кивӗ турӑшсем тултарнӑ арчасене, чӳрече хушлӑхӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, Огнянова ниҫта та тупаймарӗҫ. Вӑл ҫӗр тӗпне аннӑ пекех ҫухалчӗ. Огнянов ниҫта пытанма пултарайманнине пӗлсе, вӑрттӑн пӳлӗмсем тӑрӑх пономарь хӑй ертсе ҫӳрерӗ. Никодим пуп та, алтарь тӑрӑх пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре ҫитсе, лешсемпе пӗрле аптраса ҫӳрерӗ. Вӑл пупсен тумтирӗсене тыта-тыта пӑхрӗ, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра вырӑнтан вырӑна куҫара-куҫара лартрӗ, престол ҫинчи кӗнекесене арпаштарчӗ. Вӑл ҫаплах тӑрӑшнинчен онбаши те тӗлӗнсе кайрӗ. Миал полицейски ӑна:
— Ҫакӑн пек шырасан, ҫын мар, чӗпӗ те пытанса юлма пултараймасть, — терӗ.

— Эпӗ урӑх япала шыратӑп-ха! — терӗ аптрасах ӳкнӗ Никодим пуп.

— Мӗн шыратӑр вара?

— Кӗрӗк таҫта-ха манӑн, камилавкӑ та ҫухалнӑ, унта кӑвак куҫлӑх та пурччӗ.

Мӗскӗн старик шӑнса чӗтреве ӳкнӗччӗ.

— Халь пӗтӗмпе паллӑ ӗнтӗ, Шериф-ага! — кӑшкӑрса каларӗ Миал.

Йӑлтах тарласа ҫитнӗ Шериф-ага, сывлӑшне аран ҫавӑрса, ун патне пычӗ.

— Хурах вӑл хурахах ҫав ӗнтӗ, — терӗ полицейски йӗкӗлтешнӗ сасӑпа. — Асӑра кӑна илӗр — пупӑн тумтирне вӑрласа тарнӑ!

Шериф-ага тӗлӗнсе кайрӗ.

— Чӑн калатӑн-и, пачка? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Кӗрӗк те ҫук, камилавкӑ та ҫук, куҫлӑх та ҫук — шыва путарнӑ пек ҫухалчӗ, — терӗ Никодим пуп, тӗлӗннипе аптранӑскер.

— Эппин вӗсене пӗтӗмпех Граф вӑрланӑ! — терӗ Шериф-ага, темле ӑслӑ шухӑша пӗлтернӗ пек.

— Вӑл кӑна, урӑх никам та мар! Кӗрӗкне уртса янӑ ӗнтӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартнӑ, хамӑр ҫумранах иртнӗ пулсан та, эпир палласа илеймесӗр юлнӑ, — терӗ полицейски.

— Ҫаплах пулма кирлӗ ҫав, — килӗшрӗ Никодим пуп та. — Эп причасти туса ирттернӗ чух такам ман япаласене пӗтӗмпех вӑрласа кайнӑ.

— Алӑкран тухнӑ ҫӗрте курсаттӑм эпӗ кӑвак куҫлӑхлӑ пӗр пупа, — терӗ жандармсенчен пӗри.

— Мӗншӗн тытмарӑн вара ӑна, — хӑр-хар кӑшкӑрса пӑрахрӗ жандармсен пуҫлӑхӗ.

— Ӑҫтан пӗлнӗ пулӑттӑм ӑна? Эпир пупа тытма килмен-ҫке, ахаль ҫын тухасса кӗтеттӗмӗр, — тӳрре тухрӗ лешӗ.

— Вӑлах пулнӑ эппин ҫавӑ! Эс те ҫав, ҫук чун! — мӑкӑртатса илчӗ тӗлӗннӗ Миал. Ҫавӑнпа йӑлт пӗркенсе пӗтнӗ иккен вӑл, куҫлӑхӗ кӑна курӑнчӗ… Тӑван ашшӗ те ӑна палласа илеймен пулӗччӗ…

Алӑка шак-шак шаккарӗҫ. Шериф-ага уҫма хушрӗ. Филчо полицейскипе хуралҫӑ кӗчӗҫ.

— Шериф-ага! Графа тытатпӑр! — кӑшкӑрса пӗлтерчӗ Филчо.

— Хӗрарӑмсен мӑнастирне пытаннӑ вӑл, унта ӑна куракансем те пулнӑ, — хушса хучӗ хуралҫӑ та.

— Васкар эппин мӑнастире! — хушрӗ онбаши. Пурте урамалла тухрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней