Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ те, акӑ, вӑл ҫав ытлашши шанӑҫлӑ, вӑйлӑ ҫын хӑйне стена ҫумнелле асӑрхануллӑн шуҫтарса панӑ пукан ҫине лӑпкӑн майлашӑнса вырнаҫнине куҫ илмесӗр пӑхрӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ те халь ҫаплаллах тӑватӑп, господасем, — Шульгович ҫӗкленчӗ те салфеткине пукан ҫурӑмӗ ҫине хучӗ, — Нептун ытамнелле каятӑп.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Фу, шуйттан… мӗнлерех кӳренӗҫлӗ эсир… — пӑлханчӑклӑн хыпкаланса, пукан ҫине кӑтартать те пач кӗтмен ҫӗртенех тӳрккесле ӑшӑлӑхпа калать ӑна Шульгович.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пальттипе перчеткине хывмасӑрах, вӑл пукан ҫине вырнаҫрӗ, ҫакнашкал вара, аллине хӗҫ аври ҫинче тытса, Ромашов пӑлхана-пӑлхана, кирлӗ мар ҫӗртенех тӗркӗшсе-пӑтрашӑнса та хӑйӗн кӗпи тасах мар пулнӑшӑн кӳренсе-тарӑхса, мӗн тумланса ҫитичченех, чулланнӑ сӑнпала тӳп-тӳррӗн, ним хускалми ларчӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чӳрече патнерехри стена ҫумӗнче тӑвӑр, лутра, пӗкӗ пек, йӑлт авӑнса ӳкнӗ, питӗ имшеркке кравать ларать, калӑн, ун тимӗрӗсем ҫинче пурӗ те пӗртен-пӗр кӗрен пике утиял ҫех выртать; тепӗр стена ҫумӗнче — сӑрламан ахаль сӗтел те кӗрӗс-мерӗсле ик тӑваткал пукан.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӗрленкӗ тӗлӗнче, чӑн та, вӗҫлеке чулсем тухса тӑраҫҫӗ, вӗсене «Лутра пукан» теҫҫӗ.Действительно, над водопадом возвышалось несколько островерхих скал, названных «Малым стулом».
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кӗрленкӗ патӗнчи «Лутра пукан» тӗлне ҫитесси кӑна, — терӗ Соколов.— Только бы нам добежать до Малого стула, что над водопадом, — сказал Соколов.
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вара ҫавӑнтах леш мӗн каланине асне илчӗ те, жилет кӗсйине хыпашласа, тенкӗ тупрӗ, укҫине пукан ҫине хурсан, вӑл тухтӑр пӳлӗмӗнчен васкаса тухрӗ.
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тухтӑр иртме сӗннӗ хыҫҫӑн вӑл пӳлӗмри пӗртен пӗр пукан ҫине пырса ларчӗ.По приглашению доктора он сел на единственный стул в комнате.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тухтӑр пӳлӗм варринчи пукан ҫине лӑрчӗ.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ну, эпӗ те коридора тухрӑм, пукан ҫине тӑтӑм та кантӑк витӗр Лопухов пӳлӗмне пӑхатӑп.Ну, и я в коридор вышла, стала на стул, гляжу в его-то комнату через стекло.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Диван ҫинче ларакансене вӑл пурне те паллать; ученикӑн ашшӗпе амӑшӗ, амӑш ҫумӗнче, пукан ҫинче, ученик, унтан кӑшт леререх палламан ҫын — ҫӳллӗ те яштака кӗлеткеллӗ хӗр, унӑн пит-куҫӗ чылаях хура, ҫӳҫӗ те хура — «ҫӑра та хитре ҫӳҫлӗ».
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка хывӑнса платьине пуҫтарса хунӑ-хуманах, — ӑна пуҫтарса, чӑнах та, вӑхӑт нумай иртрӗ, мӗншӗн тесен Верочка пӗрмаях шухӑша кайса ларчӗ: суллине хыврӗ те нумайччен аллинче тытса ларчӗ, хӑлха алкине кӑларса илчӗ — вӑл каллех манса кайрӗ, вара хӑй ҫав тери ывӑннине, хӑй тӗкӗр умӗнче тӑма та пултарайманнине, хӑй пӳлӗмне ҫитнӗ-ҫитменех халтан кайнипе пукан ҫине тӗшӗрӗлсе аннине, хӑвӑртрах хывӑнса выртма кирлине аса иличчен вӑхӑт нумай иртрӗ, — Верочка вырӑн ҫине выртнӑ-выртманах пӳлӗме поднос йӑтнӑ Марья Алексевна кӗчӗ, поднос ҫинче ашшӗн пысӑк курки ларать, тата сухарисем выртаҫҫӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл чӳрече янаххи урлӑ ҫӑмӑллӑн кӑна ярса пусрӗ те тӳрех пукан ҫине кӗрсе ларчӗ, чышкипе чӗркуҫҫине ҫапса илчӗ.Он легко перекинул ногу через подоконник, с ходу присел на табурет и стукнул кулаком по колену.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Давыдов каллех пукан ҫине ларчӗ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юланутпа хӑвӑрт чуптарса килнипе тӑртаннӑ урисене юлхавлӑн хуҫлатса, Давыдов йывӑррӑн, шӑпах Нестеренко вырнаҫнӑ креслона хирӗҫле кивӗ пукан ҫине пырса ларчӗ, ҫак хӑваран ҫыхнӑ йӳнӗ тӑракан креслон лутӑрканса пӗтнӗ айккисем ҫине ним шутламасӑр пӑхса илчӗ, унтан, акаци тӗмӗсенчи ҫерҫисем пӗр чарӑнмасӑр чӗвӗлтетнине итленӗ май, Нестеренкӑн сарӑ пичӗ ҫине, унӑн тирпейлӗ сапланӑ ҫанӑллӑ кивӗ гимнастерки ҫине пӑхса, ҫапла каларӗ:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах тепӗр минутран, пӗтӗмпех шӑпланса ҫитсен, вӑл пукан ҫинчен сӑпса сӑхнӑ пек сиксе тӑчӗ, мӗншӗн тесен кайри ретсем хушшинче каллех Ҫӑрттан мучин янравлӑ та сӑрӑлтатса тухакан сасси илтӗнчӗ:
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Разметнов пукан хыҫӗ ҫине сӗвенсе ларчӗ те ахӑлтатсах кулса ячӗ:
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Суя хут тесе шутлатӑр-и? — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса ыйтрӗ те Бойко, сӗнессе кӗтмесӗрех, кантӑк патӗнчи пукан ҫине сарӑлса ларчӗ.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл пӗчӗк сӗтел умӗнчи хӑйне сӗннӗ пукан ҫине ларчӗ, хӗр, кантӑк патне кайса тӑрса, сӑмахсене пайӑн-пайӑн каласа вулама пуҫларӗ:
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.