Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XX сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Добавлен: 2019.11.21 23:10

Предложений: 225; Слово: 2571

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Утӑ ҫулас, тыр-пул пухса кӗрес кампание хатӗрленес ӗҫ ҫинчен ҫырнӑ сводка ҫине алӑ пусса, ӑна райӗҫтӑвкома юланутҫӑпа яма тесе, Андрей Разметнов ял Советне ирхине ирех пычӗ. Вӑл бригадӑсенчен мӗн пӗлтернине пӑхса тухма та ӗлкӗрейменччӗ — такам хыттӑн алӑка шаккаса илчӗ.

— Кӗр! — кӑшкӑрчӗ Разметнов, куҫне хутсем ҫинчен илмесӗр.

Икӗ палламан ҫын кӗчӗҫ, пӳлӗм вара лӑк тулнӑ пекех туйӑнчӗ. Вӗсенчен пӗри, резинӑллӑ япаларан ҫӗленӗ ҫӗнӗ пальто тӑхӑннӑскер, нимӗнпе те палӑрса тӑман яп-яка хырса тасатнӑ ҫаврака питлӗ, плаща та кӗрнеклӗ ҫын, йӑл кулса, сӗтел патне пычӗ, Разметнова чул пек хытӑ аллине тӑсса пачӗ.

— Рабочисене валли таварпа апат-ҫимӗҫ тӑратакан кооперативӑн Шахтинскри уйрӑмӗн хатӗрлевҫи Поликарп Петрович Бойко, ку — манӑн помощник, хушамачӗпе Хижняк, — Вӑл алӑк патӗнче тӑракан юлташӗ ҫине тирпейсӗррӗн, хулпуҫҫи урлӑ пуҫ пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ.

Ҫийӗнчен пӑхма лешӗ шӑпах кӗтӳҫӗ е выльӑхпа суту-илӳ тӑвакан ҫын пек: вараланса пӗтнӗ пашликлӗ брезент плащ тӑхӑннӑ, уринче — шалпар кунчаллӑ сӑран атӑ, пуҫӗнче — лапчӑк сӑрӑ кепка, аллинче — икӗ сӑран шерепеллӗ капӑр чапӑркка — ҫаксем пурте вӑл мӗн ӗҫлесе пурӑнни ҫинчен пӗр сӑмахсӑрах пӗлтереҫҫӗ. Анчах Хижнякӑн сӑн-пичӗ унӑн ҫи-пуҫӗпе пӗрре те килӗшсе тӑмасть: тимлӗн пӑхакан ӑслӑ куҫсем, ҫӳхе тута хӗрринчи кулӑ йӗрри, теме тӑнланӑ пек, сылтӑм куҫхаршине каҫӑртас йӑла, пӗтӗм сӑн-пуҫра палӑракан интеллигентлӑх — тимлесе пӑхакана ҫаксем пӗтӗмпех ку ҫын выльӑх-чӗрлӗх хатӗрлес ӗҫпе ял хуҫалӑх ӗҫӗсенчен инҫетре тӑнине уҫҫӑнах пӗлтереҫҫӗ. Хӑй ӑшӗнче ҫакна палӑртрӗ те ӗнтӗ Разметнов. Тепӗр тесен тата, вӑл Хижняк пичӗ ҫине куҫ хывса ҫеҫ илчӗ, вара часах унӑн ҫав тери сарлака хулпуҫҫийӗ ҫине пӑхса, ирӗксӗрех йӑл кулчӗ: «Ну хатӗрлевҫӗсем те вара: ятарласа суйласа илнӗ вӑрӑ-хурахсем пек… Хатӗрлев ӗҫӗпе аппаланмалла мар вӗсен, ҫӗрле ӑҫта та пулин кӗпер айӗнче тӑмалла, йывӑҫ йӗппе совет купцисен ҫухависене ҫӗлемелле…»

— Ман пата мӗн ӗҫпе? — ыйтрӗ вӑл, кулса ярасран аран-аран чӑтса.

— Колхозниксенчен хӑйсен килӗнче усракан выльӑха сутӑн илетпӗр. Мӑйракаллӑ шултра тата вакӑ выльӑха та, ҫавнашкалах сыснасем те илетпӗр, кайӑк-кӗшӗкпе халлӗхе интересленместпӗр. Тен, хӗлле — ун чухне урӑх шут, анчах халлӗхе кайӑк-кӗшӗке илместпӗр. Хакӗ кооперативри пек, выльӑхӗ самӑр пулсан — хушса тӳлетпӗр. Председатель юлташ, шахтер ӗҫӗ йывӑррине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн рабочи-шахтерсене ҫителӗклӗ таран тӑрантармалла, унтан катӑк мар.

— Документсем. — Разметнов сӗтеле хуллен ал тупанӗпе шаккаса илчӗ.

Хатӗрлевҫӗсем иккӗшӗ те командировка хучӗсене сӗтел ҫине хучӗҫ. Пурте йӗркеллех: штампсем, пичетсем, анчах Разметнов хӑйне панӑ документсене вӑрахчен те тимлӗн пӑхса тухрӗ, ҫав вӑхӑтра Бойко хӑй помощникӗ еннелле ҫаврӑнса ӑна куҫ хӗснине, вара вӗсем иккӗшӗ те йӑл кулса илсе ҫав самантрах шӑпланнине асӑрхамарӗ.

— Суя хут тесе шутлатӑр-и? — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса ыйтрӗ те Бойко, сӗнессе кӗтмесӗрех, кантӑк патӗнчи пукан ҫине сарӑлса ларчӗ.

— Ҫук, сирӗн хутсем суя тесе шутламастӑп… Анчах эсир мӗншӗн шӑпах пирӗн колхоза килнӗ-ха? — Разметнов халӗ ӗнтӗ шӳтлесе мар, сиввӗнрех калаҫма пуҫланӑ.

— Мӗншӗн шӑпах сирӗн пата-и? Эпир сирӗн пата ҫеҫ мар, сирӗн колхозра ҫеҫ пулма шутламастпӑр. Эпир ӗнтӗ кӳршӗри ултӑ колхозра пултӑмӑр, аллӑ пуҫа яхӑн выльӑх туянтӑмӑр, вӑл шутра бракланӑ ватӑ вӑкӑрсем виҫӗ мӑшӑр, пӑрусем, сӗт паман ӗнесем, сурӑхсем, вӑтӑра яхӑн сысна…

— Вӑтӑр ҫиччӗ, — хӑй пуҫлӑхне тӳрлетсе каларӗ алӑк патӗнче тӑракан сарлака хул пуҫҫиллӗ хатӗрлевҫӗ.

— Тӗп-тӗрӗс, вӑтӑр ҫичӗ сысна илтӗмӗр, йӳнӗ хакпах тата. Сирӗн патӑртан хуторсем тӑрӑх каятпӑр.

— Укҫине тӳрех парса тататӑр-и? — пӗлесшӗн пулчӗ Разметнов.

— Ҫийӗнчех! Тӳрех калас пулать, хамӑр ҫумра укҫа нумай мар пирӗн: пӗлетӗр-и, Разметнов юлташ, вӑхӑчӗ лӑпкӑ мар, тем те пулма пултарать… Ҫавна шута илсе, эпир аккредитив нумайрах илтӗмӗр.

Разметнов пукан хыҫӗ ҫине сӗвенсе ларчӗ те ахӑлтатсах кулса ячӗ:

— Неушлӗ укҫӑра туртса илесрен хӑратӑр вара? Эсир хӑвӑр кирек кам кӗсйине те ҫаратма, хуҫин тумтирне сӗвсе илме пултаратӑр!

Бойко шӑппӑн йӑл кулчӗ. Унӑн хӗрлӗ пит ҫӑмартисем хӗрарӑмӑнни пек путӑкланчӗҫ. Хижняк, вӗсен калаҫуне илтмен пек пулса, кантӑкран пӑха-пӑха илчӗ. Халӗ анчах, вӑл кантӑк еннелле ҫаврӑнсан ҫеҫ, Разметнов ун питӗнче янахран пуҫласа хӑлха вӗҫне ҫитиччен тӑсӑлакан вӑрӑм путӑк ҫӗвӗ пуррине асӑрхаса илчӗ.

— Пит ҫӑмартинчи паллӑ вӑрҫӑран юлнӑ-и? — ыйтрӗ Разметнов.

Хижняк ун еннелле вӑрт ҫаврӑнчӗ те йӑл кулчӗ.

— Вӑрҫӑран мар, каярахпа тупрӑм ӑна…

— Ҫапла пулмалла ҫав, — хӗҫпе тивретнӗ пек мар. Арӑму тӑрмаларӗ пулӗ-ха?

— Ҫук, вӑл йӑваш манӑн. Кӑна ӳсӗрле, пӗр юлташ ҫӗҫӗпе пашлаттарчӗ…

— Самай хитре каччӑ эсӗ, ҫавӑнпа эпӗ арӑму саваланӑ, вӑл мар пулсан, апла хӗрарӑмсем пирки юратушӑн тивнӗ пулӗ тесе шутларӑм, — йӑл кула-кула илсе, уссине якаткаласа, пӗр чееленмесӗр тенӗ пек калаҫрӗ Разметнов.

— Эсӗ тавҫӑруллӑ ҫын, председатель… — Хижняк мӑшкӑлласарах кулса илчӗ.

— Мана хамӑн вырӑн тавҫӑруллӑ пулма хушать…

Санӑн ҫӗвӗ ҫӗҫӗрен мар, хӗҫрен юлнӑ, ӑна пӗлетӗп эпӗ, хӑв эсӗ, пӑхатӑп та сан ҫине, манашкал архирей пек хатӗрлевҫӗ… Санӑн сӑн-пит те ахаль ҫын сӑн-пичӗ пек мар, аллусем те урӑхларах: вӗсем вӑкӑр мӑйракине нихҫан та тытса курман пулмалла, таса алӑсем… Пысӑк пулсан та шап-шурӑ… Сан вӗсене, хуралччӑр тесе, хӗвел ҫинче хӗртмеллеччӗ, тислӗкпе вараламаллаччӗ, вара эсӗ хатӗрлевҫӗ пулнине эпӗ ӗненнӗ те пулӑттӑм. Унсӑрӑн эсӗ чӑпӑрккапа ҫӳрени — усӑсӑр вӑл, мана чӑпӑрккапа улталайрас ҫук эсӗ!

— Эсӗ тавҫӑруллӑ, председатель, — тепӗр хут каларӗ Хижняк, анчах хальхинче вӑл кулмарӗ. — Ҫапах та пӗр енӗпе ҫеҫ тавҫӑруллӑ эсӗ: ман ҫӗвӗ чӑнах та хӗҫпе каснинчен юлнӑ, анчах ҫавна йышӑнас килмерӗ манӑн. Тахҫан шуррисем патӗнче пулсаттӑм, ҫавӑнта туянтӑм эпӗ ҫав палла. Ун пеккине камӑн аса илес килтӗр? Алсене илес пулсан, эпӗ кӗтӳҫӗ мар вӗт-ха, выльӑх сутӑн илекен, ман ӗҫ — пӑру хӳрисене пӗтӗресси мар, укҫа шутласси. Сана, Разметнов юлташ, ман сӑн-пит килӗшмест апла? Анчах эпӗ хатӗрлевҫӗре нумай пулмасть кӑна ӗҫлеме пуҫланӑ вӗт-ха. Унччен агрономра ӗҫленӗ, анчах унтан ӗҫнӗшӗн кӑларчӗҫ те вырӑнне улӑштарма тиврӗ… Халӗ ӑнланмалла-и, председатель юлташ? Мана уҫҫӑн калама хистерӗн те эсӗ, сан умра пӗтӗмпех каласа пама тиврӗ…

— Йытта пилӗк ура кирлӗ мар, сан чӑн сӑмаху та маншӑн ҫаплах. Санран ГПУра ыйтса пӗлччӗр, ҫылӑхӑра каҫарччӑр, мана кирлӗ мар вӑл, — терӗ Разметнов. Вара вӑл вырӑнтан тапранмасӑрах:
— Марье! Кунта кил-ха! — тесе кӑшкӑрчӗ.
Юнашарти пӳлӗмрен пӗр хӗр — ялсоветри дежурнӑй — хӑюсӑр утса тухрӗ.

— Нагульнова кайса чӗн-ха. Кала: Совета ҫил пек вӗҫтерсе килтӗр, васкавлӑ ӗҫ пур, те, — хушрӗ Разметнов, вара малтан Хижняк ҫине, унтан Бойко ҫине шӑтарас пек пӑхса илчӗ.

Хижняк, ним ӑнланман пек, кӳреннӗ пек пулса, хӑйӗн ҫав тери сарлака хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ, сак ҫине ларса, пуҫне айккинелле пӑрчӗ, Бойко, куллине чарайманнипе студень пек чӗтресе, юлашкинчен ҫинҫе сассипе кӑшкӑрса ячӗ:

— Вӑт ку — тимлӗх! Вӑт ҫакна юрататӑп эпӗ! Лекрӗ-и, Хижняк юлташ? Яшкана лекнӗ чӑх пек лекрӗн!

Вӑл хӑйӗн мӑнтӑр чӗркуҫҫине аллипе ҫапа-ҫапа, малалла ӳпӗне-ӳпӗне илчӗ. Вӑл ытла та чӑнласа кулнипе, Разметнов ун ҫине хӑй тӗлӗннине пытармасӑр пӑхрӗ.

— Эсӗ, шыҫмак, мӗнрен кулатӑн ҫак? Асту, сирӗн иксӗрӗн те станицӑра макӑрмалла ан пултӑр! Хуть те мӗн тӑвӑр та, хуть ҫилленӗр, хуть ан ҫилленӗр — эсир камсем пулнине пӗлме эпӗ сире района ӑсататӑпах. Эсир, хатӗрлевҫӗ юлташсем, мана темшӗн шанчӑксӑр ҫынсем пек туйӑнатӑр.

— Документсем? Эсӗ тӗрӗслерӗн вӗт, вӗсем тӗрӗҫ мар тетӗн-и вара?! — ыйтрӗ Бойко, куҫӗнчен пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫульне сӑтӑрса, тачка тутисене ҫаплах кулӑпа чалӑштарса.

— Документсем, документсем вӗсем, сӑн-пуҫ вара, сӑн-пуҫ, — тӳркессӗн тавӑрчӗ те Разметнов васкамасӑр пирус чӗркеме пуҫларӗ.

Часах Макар Нагульнов ҫитрӗ. Сывлӑх сунмасӑрах, вӑл, хатӗрлевҫӗсем еннелле пуҫне тайса, Разметновран:
— Мӗнле ҫынсем? — тесе ыйтрӗ.

— Эсӗ вӗсенчен хӑв ыйт.

Нагульнов хатӗрлевҫӗсемпе калаҫрӗ, вӗсен ӗнентерӗвӗсене пӑхрӗ, вара Разметнов енне ҫаврӑнчӗ:

— Ӗҫ мӗнре-ха капла? Мана мӗншӗн чӗнтӗн эсӗ? Ҫынсем выльӑх хатӗрлеме килнӗ пулсан, хатӗрлеччӗрех.

Разметнов хӗрӳленсе кайрӗ, анчах самаях лӑпкӑн ҫапла каларӗ:

— Эпӗ вӗсем камсем пулнине тӗрӗсличчен вӗсем хатӗрлеме пултараймаҫҫӗ. Ҫак ҫынсем килӗшмеҫҫӗ мана, ӗҫӗ акӑ мӗнре! Вӗсене халех станицӑна ӑсататӑп, унта тӗрӗслеҫҫӗ те, вара хатӗрлеччӗрех.

— Разметнов юлташ, хӑвӑн дежурнӑя кунтан тухма кала-ха. Калаҫу пур, — терӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Бойко шӑппӑн.

— Санпа мӗнле вӑрттӑн калаҫу пултӑр-ха манӑн?

— Мӗн каланине ту эсӗ, — ҫаплах шӑппӑн, анчах халӗ ӗнтӗ хушса каларӗ Бойко.

Разметнов пӑхӑнчӗ. Пӳртре вӗсем хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан, Бойко пиншакӑн шалти кӗсйинчен пӗчӗк хӗрлӗ кӗнеке туртса кӑларчӗ, ӑна Разметнова тыттарса, йӑл кулчӗ:

— Вула, чармак куҫлӑ шуйттан! Пирӗн маскарад ӑнӑҫлӑ пулмарӗ пулсан — тӗрӗснех калас пулать. Ӗҫ акӑ мӗнре, юлташсем: эпир иксӗмӗр те ОГПУ крайри управленийӗнче ӗҫлекенсем, сирӗн пата пӗр ҫынна — политикӑлла усал тӑшмана, каварҫа, хаяр контрреволюционера — шыраса тупма килтӗмӗр. Ҫынсем ҫакна ан сисчӗр тесе, эпир хатӗрлевҫӗсем пулса тӑтӑмӑр. Капла ӗҫлеме ансатрах пире: килрен киле ҫӳретпӗр, халӑхпа калаҫатпӑр, халех е каярах ҫав контрикӑн йӗрӗ ҫине ӳкессе шанатпӑр.

— Глухов юлташ, хӑвӑр камсем пулнине мӗншӗн ҫийӗнчех каламарӑр-ха эсир мана? Ниепле ятлаҫу та пулас ҫукчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Разметнов.

— Вӑрттӑнлӑхшӑн, хаклӑ Разметнов! Сана кала, Давыдовпа Нагульнова кала, тепӗр эрнерен эпир камсем пулнине вара пӗтӗм Шырланпуҫ пӗлӗ. Эсир, тархасшӑн, ан кӳренӗр, кунта ӗҫ эпир сире шанманнинче мар, анчах пирӗншӗн пит пысӑк пӗлтерӗшлӗ операцие тӗп тума право ҫук пирӗн, — ӑнлантарса пачӗ Бойко-Глухов, Нагульнов та курнӑ хӗрлӗ кӗнекине кӗсьене чиксе.

— Эсир кама шыранине пӗлме юрать-и? — ыйтрӗ Нагульнов.

Бойко-Глухов пысӑк сӑран пӑртманетӗнче пӗр шарламасӑр темскер шырарӗ, хӑйӗн шыҫмак алли ҫине паспорт ҫине ҫыпӑҫтаракан карточка пысӑкӑш фотографи кӑларса хучӗ.

Разметновпа Нагульнов сӗтел ҫинелле пӗшкӗнчӗҫ. Пӗчӗк тӑваткӑл хут ҫинчен вӗсем ҫине чылай ҫула ҫитнӗ, кӑмӑллӑн кулакан, тӳп-тӳрӗ хул пуҫҫиллӗ, вӑкӑрӑнни пек платна мӑйлӑ ҫын пӑхать. Анчах вӑл юриех кӑмӑллӑн кулма тӑрӑшни унӑн ҫамки кашкӑрӑнни майлӑ пулнипе тарӑнра ларакан салхуллӑ куҫӗпе, тӑваткал пысӑк янаххипе пачах килӗшсе тӑмасть, ҫавна курса Нагульнов йӑл кулса илчӗ, Разметнов, пуҫне сулла-сулла, ҫапла каларӗ:

— Да-а, ҫынни ку мӗнех мар…

— Ҫак ҫынна шыратпӑр та ӗнтӗ эпир, — шухӑша кайнӑн каласа хучӗ Бойко-Глухов, фотоӳкерчӗке хӗррисем сӳсленнӗ шурӑ хут листипе чӗркесе, пӑртманита тирпейлӗн чикнӗ май. — Унӑн хушамачӗ Половцев, ячӗ — Александр Анисимович. Шурӑ ҫарта есаул пулнӑскер, каратель, Подтелковпа Кривошлыков отрядне вӗлерсе пӗтерме хутшӑннӑ ҫын. Юлашки вӑхӑтра ют хушаматпа пытанса пурӑннӑ, учительте ӗҫленӗ, унтан хӑйӗн станицинче пурӑннӑ. Халӗ — вӑрттӑн пурӑнать. Совет влаҫне хирӗҫ восстани хатӗрлес тӗлӗшпе активлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри. Пирӗн агентсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл таҫта сирӗн районта пытанса пурӑнать. Ҫак усал ҫинчен акӑ мӗн калама пулать. Пирӗн калаҫу ҫинчен Давыдова пӗлтерме пултаратӑр, урӑх никама та пӗр сӑмах та каламалла мар! Сире шанатӑп эпӗ, юлташсем. Халӗ — сывӑ пулӑр-ха. Кирлӗ мар пулсан, пирӗнпе тӗл пулас марччӗ, пирӗншӗн интереслӗ ӗҫ тупӑнсан — мана ял Советне кӑнтӑрла чӗнӗр, кӑнтӑрла ҫеҫ, атту хутор ҫыннисем ман пирки тем шутлама пултараҫҫӗ. Юлашкинчен акӑ мӗн: сыхлануллӑ пулӑр! Ҫӗрле ҫӳреме кирлӗ мар сире. Половцев террорла ӗҫ тӑвас ҫук, хӑйне палӑртасшӑн мар вӑл, анчах сыхлануллӑ пулни кансӗрлемест. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗрле ҫӳреме юрамасть сире, кайма кирлех пулсан, пӗччен каймалла мар. Хӗҫ-пӑшал яланах хӑвӑрпа пӗрле пултӑр, эсир ӑна ахаль те алран ямастӑр пулмалла-ха. Мӗнле пулсан та, эсӗ, Разметнов юлташ, Хижнякпа калаҫнӑ чухне шӑлавар кӗсйинче наган параппанне пӗр-икӗ хут пӑркаласа илнине сисрӗм эпӗ. Ҫапла мар-и?

Ыйтӑва пачах илтмен пек пулса, Разметнов куҫне хӗссе илчӗ те пуҫне пӑрчӗ. Ӑна Нагульнов пулӑшрӗ.

— Мана пӑшалпа пенӗ хыҫҫӑн эпир хӳтӗленме хатӗрлентӗмӗр, — терӗ вӑл.

Чеен кулса, Бойко-Глухов ҫапла каларӗ:

— Хӳтӗленме ҫеҫ мар, тапӑнма та пулас… Чӑннипе илсен, Нагульнов юлташ, эсӗ вӗлернӗ Тимофей Дамасков, тӑрӑхласа каласан Рваный, пӗр вӑхӑтра Половцев организацийӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ, ун организацийӗн членӗсем сирӗн хуторта та пур, — сӑмах май аса илчӗ пурне те пӗлекен «хатӗрлевҫӗ». — Анчах каярахпа ҫав организацирен паллӑ мар сӑлтавпа тухнӑ. Сана вӑл Половцев хушнипе пемен, кунта хӑвӑра ҫеҫ тивекен япала пулнӑ пулмалла.

Нагульнов, килӗшсе, пуҫне сулчӗ, Бойко-Глухов вара, лекци вуланӑ пек, васкамасӑр та лӑпкӑн малалла каласа кайрӗ:

— Тимофей Дамасков, тем сӑлтавпа Половцев ушкӑнӗнчен пӑрӑнса кайса, тӑр-пӗччен вӑрӑ-хурах пулса кайнине ҫакӑ та ҫирӗплетсе парать: Дамасковсен сарайӗнче граждан вӑрҫиренпех сыхланса усраннӑ, кайран Давыдов тупнӑ станковӑй пулемета вӑл Половцевпа пӗр майлисене паман. Анчах ӗҫӗ кунта мар. Хамӑр ӗҫ ҫинчен темиҫе сӑмах калам-ха: пирӗн Половцева кӑна ярса тытмалла, тата, мӗнле пулсан та, чӗррӗн тытмалла. Халлӗхе вӑл пире чӗрри кирлӗ. Унӑн ушкӑнӗнчи ытти членсене кайран тытӑпӑр. Тата ҫакна хушса калама пултаратӑп: Половцев пысӑк сӑнчӑрӑн пӗр сыппи кӑна-ха вӑл, анчах пӗчӗк сыпӑ мар. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑна шыраса тупса, тытса хупас ӗҫе районти уйрӑмра ӗҫлекенсене мар, пире хушнӑ.

Сирӗн мана кӳренмелле ан пултӑр тесе, юлташсем, ҫакна калатӑп: эпир сирӗн район территорийӗнче пулнине ОГПУн сирӗн районти уйрӑмӗн начальникӗ ҫеҫ пӗлет. Нестеренко та пӗлмест. Вӑл — райком секретарӗ, вак-тӗвек хатӗрлевҫӗсемпе мӗн ӗҫ пур-ха унӑн? Хӑй районӗнче парти ӗҫне ертсе пытӑрах, эпир хамӑр ӗҫе тӑвӑпӑр… Калас пулать, эпир сирӗн пата киличчен пулнӑ колхозсенче пире чӑнах та хатӗрлевҫӗсем тесе шутларӗҫ, эсӗ кӑна, Разметнов юлташ, Хижнякпа эпӗ чӑн-чӑн хатӗрлевҫӗсем пулнине ӗненмерӗн. Ку, паллах, эсӗ ҫивӗч куҫлине пӗлтерет. Кирек мӗнле пулсан та, эпир чӑннипе камсем пулнине пӗр-икӗ кунтан сире пӗлтермех тиветчӗ, акӑ мӗншӗн пӗлтерме тиветчӗ: Половцев таҫта сирӗн хуторта сулланса ҫӳренине профессилле туйӑм систерет мана… Германипе пулнӑ вӑрҫӑра, граждан вӑрҫинче унпа пӗрле пулнисене тупма тӑрӑшӑпӑр. Половцев мӗнле-мӗнле чаҫсенче пулни пире паллӑ, вӑл ҫарта хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пӗрин патне килсе тухнӑ пулӗ-ха. Кӗскен каласан, ҫакӑ ҫеҫ. Тухса каяс умӗн эпир курнӑҫӑпӑр-ха, халлӗхе — сывӑ пулӑр!

Алӑк патӗнче чарӑнса тӑрса, Бойко-Глухов Нагульнов ҫине пӑхса илчӗ:

— Хӑв арӑмун кун-ҫулӗпе интересленместӗн-и? Макарӑн пичӗ кӗрен пӑнчӑсемпе чӑпарланчӗ, куҫӗнче темскер хуралса килчӗ.

— Вӑл ӑҫтине пӗлетӗр-и эсир? — хуллен ыйтрӗ вӑл, ӳсӗркелесе илсе.

— Пӗлетӗп.

— Ну?

— Шахты хулинче.

— Унта мӗн тӑвать вӑл? Унта никам та ҫук-ҫке унӑн — тӑвансем те, паллакансем те.

— Сан арӑму ӗҫлет.

— Мӗнле ӗҫре? — салхуллӑн кулса илчӗ Макар.

— Шахтӑра откатчицӑра ӗҫлет. Пирӗн органта ӗҫлекенсем ӑна ӗҫ тупма пулӑшрӗҫ. Анчах вӑл, паллах, хӑйне ӗҫ тупма кам пулӑшнине сисмест те… Калас пулать, вӑл пит лайӑх ӗҫлет, эпӗ калама ҫук аван ӗҫлет тенӗ пулӑттӑм! Хӑйне сӑпайлӑ тыткалать, ҫӗнӗрен никампа та паллашмасть, халлӗхе ун патне паллакансем те кӗрсе тухмаҫҫӗ.

— Кам кӗме пултарать ун патне? — шӑппӑн ыйтрӗ Нагульнов.

Ҫиелтен пӑхма вӑл питех те лӑпкӑ пек туйӑнать, унӑн сулахай куҫ хупанки ҫеҫ чӗтре-чӗтре илет.

— Паллакансем сахал-и… Тимофея паллакансем пыма пултараҫҫӗ. Е эсӗ ун пек пулас ҫук тесе шутлатӑн-и? Анчах мана ҫав хӗрарӑм хай пурнӑҫне улӑштарнӑ, ашкӑнма пӑрахнӑ пек туйӑнать, ҫавӑнпа, Нагульнов юлташ, эсӗ ун пирки ан пӑшӑрхан.

— Эпӗ уншӑн пӑшӑрханнине ӑҫтан куратӑн вара эсӗ? — пушшех те шӑппӑнрах ыйтрӗ те Нагульнов, вӑрӑм ал тупанӗпе сӗтел хӗррине тайӑнса кӑштах маларах ӳпӗнчӗ.

Унӑн пичӗ вилнӗ ҫынӑнни пек шуралса кайрӗ, пит шӑмми айӗнче ҫаврашка мӑкӑльсем кускаласа илчӗҫ. Вырнаҫуллӑ сӑмахсем шыраса, вӑл яланхи пек мар, майӗпен калама пуҫларӗ:

— Эсӗ, сӑмах ҫаптарма юратакан юлташ, ӗҫ тума килнӗ-и? Апла пулсан, ӗҫне ту, мана лӑплантармасан та юрать, эсӗ лӑплантарни кирлӗ мар мана! Эсӗ хӑратни те кирлӗ мар пире: кӑнтӑрла ҫӳремелле-и пирӗн, е ҫӗрле-и — ку пирӗн ӗҫ. Ухмахла вӗрентсе каланисӗр те, пирӗншӗн тӑрӑшнисӗр те пурӑнӑпӑр-ха! Ӑнланатӑн-и эсӗ? Апла пулсан, тухса сирпӗн кунтан. Атту эсӗ ытла пакӑлтататӑн, тӳнтерле тавӑрӑнатӑн, чекист тетӗн тата хӑвна, эпӗ вара ӑнланми пултӑм: е эсӗ чӑнах та крайри ОГПУ ответлӑ работникӗ, е выльӑх-чӗрлӗх сутӑн илекен, йӑпӑлти, пирӗн пек каласан — шибай кӑна…

Чӗмсӗр Хижняк хӑйӗн кӑштах именнӗ пуҫлӑхӗ ҫине савӑннӑ пекрех кулса пӑхса тӑчӗ. Нагульнов сӗтел хушшинчен тухрӗ те гимнастерки ҫинчен ҫыхнӑ пиҫиххине тӳрлетсе, алӑк патнелле кайрӗ, — яланхи пекех тӑпӑл-тӑпӑл хӑй, тӳрӗ, тата кӑштах вӗҫкӗнрех те пек.

Вӑл тухса кайсан, пӳлӗмре пӗр минут пек аван мар шӑплӑх тӑчӗ.

— Ӑна арӑмӗ ҫинчен каламалла марччӗ пулӗ, — терӗ Бойко-Глухов, сӑмса кӑкне кача пӳрнин чӗрнипе хыҫса. — Вӑл арӑмӗ тухса кайнишӗн ҫаплах кулянать пулмалла-ха…

— Кирлӗ марччӗ ҫав, — килӗшрӗ Разметнов. — Пирӗн Макар — шӑртлӑ ача, хӑйӗн чун-чӗрине вараланчӑк атӑпа кӗнине питех те юратмасть…

— Ну, нимех те мар, иртсе каять, — лӑплантарас тесе каларӗ Хижняк, алӑк хӑлӑпне ярса тытса.

Аванмарлӑха мӗнле те пулин сирсе яма тӑрӑшса, Разметнов унран:
— Глухов юлташ, ӑнлантарса пар-ха мана: выльӑх сутӑн илес ӗҫ мӗнле? Эсир ӑна чӑнах та илетӗр-и е килрен-киле хаклашса ҫеҫ ҫӳретӗр-и? — тесе ыйтрӗ.

Ҫакнашкал айванла ыйту панипе Бойко-Глухов савӑнчӗ, унӑн тӑртанчӑк пит ҫӑмартинче каллех путӑк палӑрчӗ:

— Чӑн-чӑн хуҫана тӳрех пӗлме пулать! Выльӑха чӑннипех илетпӗр, укҫине те туллин тӳлетпӗр. Эпир илнӗшӗн ан пӑшӑрхан эсӗ: выльӑха Шахты хулине хӑваласа кайӗҫ, пуснӑ выльӑха шахтерсем кӑп-капах ҫисе ярӗҫ. Ҫисе ярӗҫ те пире спаҫҫибӑ та каламӗҫ, мӗншӗн тесен хӑйсене валли ҫав самӑр выльӑха мӗнле пысӑк учреждени хатӗрленине пӗлмӗҫ те вӗсем. Ӗҫсем ҫапла, тӑванӑм!

Хӑнасене ӑсатса ярсан, Разметнов сӗтел ҫине чавсаланса, пит шӑммине алпа тӗрелесе, нумайччен ларчӗ. Ӑна пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ: «Ҫак ылханлӑ офицер ҫумне пирӗн хутор ҫыннисенчен кам хутшӑнма пултарнӑ-ши?» Вӑл хӑй ӑшӗнче Шырланпуҫри казаксене пурне те аса илсе тухрӗ, анчах пӗрин ҫине те чӑн-чӑн шанӑҫсӑрлӑх хывма пултараймарӗ…

Шӑм-шакне кӑшт тӳрлеткелеме Разметнов сӗтел хушшинчен тухрӗ, алӑк патӗнчен кантӑк патне ҫитиччен виҫӗ хут каллӗ-маллӗ утса ҫаврӑнчӗ, вара, курӑнман чӑрмав ҫине пырса тӑрӑннӑ пек, пӳлӗм варринче сасартӑк чарӑнса тӑчӗ те шиклӗн шухӑшларӗ: «Ҫав шыҫмакӗ Макар чунне пӑлхатрӗ. Лушка ҫинчен мӗн амакшӑн каларӗ-ха вӑл! Макар, тунсӑхлама пуҫласа, ӑна курма Шахтыне вӗҫтерсен вара? Салхуланса ҫӳрет вӑл ҫак яхӑнта, палӑртмасть, анчах каҫ-каҫ шарламасӑр, пӗччен сыпкалать пулмалла…»

Темиҫе кун хушши Разметнов Макар пирки шикленсе пурӑнчӗ. Шӑматкун каҫхине Давыдов умӗнче Нагульнов райком ирӗк парсан Мартыновски станцине — Донра чи пирвай уҫнӑ МТСсенчен пӗрине вӑл епле ӗҫленине курма каясси ҫинчен каласан, Разметновӑн чӗри шар! ҫурӑлчӗ: «Пӗтрӗ Макар! Вӑл Лушка патне каять! Ӑҫта кайса ҫухалчӗ-ши унӑн арҫынла мӑнаҫлӑхӗ?..»

Сайт:

 

Статистика

...подробней