Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXIX сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Добавлен: 2019.11.23 14:39

Предложений: 322; Слово: 3458

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Давыдов каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйӗн тӗпелти пӳлӗмне кӗчӗ те, почтӑран халтерех кӳрсе панӑ хаҫатсене пӑхса тухма тесе, сӗтел хушшине ларнӑччӗ кӑна, — чӳрече хашакӗнчен хуллен шаккани илтӗнчӗ. Давыдов чӳречене кӑшт уҫрӗ. Нагульнов, хӑрах урипе тӑпрас ҫине пусса, шӑппӑн каларӗ ӑна:

— Пуҫтарӑн, ӗҫе каймалла! Ну, пӑрӑн-ха, ху патна кӗрсех каласа парам…

Унӑн тӗксӗм пит-куҫӗ шуралнӑ, туртӑннӑ. Вӑл чӳрече янаххи урлӑ ҫӑмӑллӑн кӑна ярса пусрӗ те тӳрех пукан ҫине кӗрсе ларчӗ, чышкипе чӗркуҫҫине ҫапса илчӗ.

— Ну, вот, малтанах систертӗм-ҫке сана, Ҫемен, эпир шутланӑ пекех пулчӗ! Пӗрне хам куҫпах куртӑм: Островнов пӳрчӗ патӗнче икӗ сехет выртрӑм, пӑхатӑп — пӗр лутраскер килет, сыхланса утать хӑй, итле-итле пӑхать, ҫавсен хӑраххи ӗнтӗ, ҫав хурахсенчен пӗри… Эпӗ секрета каярах юлса ҫитрӗм ҫав, ытла тӗттӗмленчӗ. Каҫа юлмалла пулчӗ ман, хире кайса ҫӳрерӗм. Маларах тепри те килнӗ-и тен! Кӗскен каласан — кайрӑмӑр, ҫула май Разметнова чӗнӗпӗр, кӗтме вӑхӑт ҫук. Эпир унта, Лукич патӗнче, вӗсене чиперех ярса тытӑпӑр! Пурне те пулмасан та — ҫакна пӗрне те пулин ҫаклататпӑрах.

Давыдов аллине вырӑн ҫинчи минтер айне чикрӗ те пистолет туртса кӑларчӗ.

— Мӗнле тытӑпӑр-ха вӗсене! Айта кунтах калаҫса татӑлар.

Нагульнов, пирус чӗртсе, йӑл кулса илчӗ:

— Ун пек ӗҫе эпӗ ӗлӗкех хӑнӑхнӑ. Итле эппин: леш лутри алӑкран мар, ак ҫапла, эпӗ сан пата шакканӑ пек, чӳречерен шаккарӗ. Яков Лукичӑн пӳртӗнче кайри пӳлӗм пур, чӳречи килкартине тухать. Ҫав хурах, — те сӑхман, те плащ пекки тӑхӑннӑ вал, тӗттӗмре асӑрхаймарӑм, — чӳречерен шаккарӗ; тахӑшӗ, те Лукич, те Ҫемен ятлӑ ывӑлӗ, алӑка кӑшт уҫрӗ те, лешӗ пӳрте кӗрсе кайрӗ. Картлашкапа хӑпарнӑ чух — каялла пӗр хут, алӑкран кӗнӗ чух — тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӗ. Эпӗ ҫакна ҫатан хыҫӗнчен йӑлтах курса выртрӑм. Хӑвах шутла, Ҫемен, ырӑ ҫын ҫавӑн пек йӑпшӑнса, кашкӑрла ҫӳремест! Вӗсене тытма эп ҫакӑн пек план сӗнетӗп; эпир иксӗмӗр шаккаса уҫтаратпӑр, Андрей кил картинче чӳрече умне выртса юлать. Кам тухса уҫӗ — курӑпӑр унта, анчах пӳлӗм алӑкне эп пӗлетӗп, алкумне кӗрсен, сылтӑмра пӗрремӗш алӑк. Асту, вӑл питӗрӗнчӗк пулать, ӑна ҫапса уҫмалла. Эпир иксӗмӗр кӗретпӗр, хӑшӗ те пулин чӳречерен тухса тарас пулсан — Андрей ӑна персе ӳкерет. Каҫхи хӑнасене чӗрӗллех ярса тытӑпӑр, нимех те мар! Эпӗ алӑка ҫапса уҫатӑп, эсӗ ман хыҫран кӑшт каярах пыратӑн; мӗн те пулин, пӑтӑрмах-мӗн сиксе тухсан — пӗр сӑмахсӑрах пӳлӗмри сасӑ ҫине пер!

Макар, куҫӗсене кӑштах хӗссе, Давыдова куҫран пӑхса илчӗ, унӑн типӗ тутисем каллех йӑл кулӑпа хускалчӗҫ.

— Эсӗ ку теттене алӑра вылятса ан тӑр, эс обоймине тӗрӗсле, патронне ҫакӑнтах, вырӑнтах, кӗпҫене ӑсат. Кунтан чӳрече витӗр тухса кайӑпӑр, чӳрече хуппине хупса хӑварӑпӑр.

Нагульнов гимнастерка ҫинчи пиҫиххине тӳрлетрӗ, пирус тӗпне урайне пӑрахрӗ, тусанлӑ атӑ пуҫӗсем, вараланнӑ атӑ кунчисем ҫине пӑхса илчӗ те каллех йӑл кулчӗ:

— Ҫав ирсӗр йӑх-яха пула, анчӑк пек, йӑлт тусанланса пӗтрӗм, ӳпне те, темле те выртса пӑхрӑм, хаклӑ «хӑнасене» кӗтрӗм… Акӑ вӗсем ҫитрӗҫ те… Анчах эп ҫапла шутлатӑп: вӗсем пулсан пулӗҫ иккӗн е виҫҫӗн, унтан ытла мар. Пӗр взводах мар ӗнтӗ унта?

Давыдов, затвора уҫса хупса, кӗпҫене патрон кӗртсе лартрӗ те, пистолетне пиншак кӗсйине чиксе, ҫапла каларӗ:

— Мӗн эс, Макар, питӗ савӑнӑҫлӑ паян! Ман патра пилӗк минут ҫеҫ лартӑн, виҫӗ хут кулса та илтӗн…

— Савӑнӑҫлӑ ӗҫе каятпӑр, Ҫемен, ҫавӑнпа кулкалатӑп та.

Вӗсем чӳрече витӗр тухрӗҫ, чӳречине те, хуппине те хупрӗҫ, кӑштах тӑчӗҫ. Каҫӗ ӑшӑ, ҫырма енчен сулхӑн хӑпарать, хутор ыйха кайнӑ, кӑнтӑрлахи ӗшенчӗк ӗҫсем пӗтнӗ. Таҫта пӑру мӗкӗрсе илчӗ, хутор вӗҫӗнче йытӑсем хӑр-хар туни илтӗнчӗ, кӳршӗре, сехет шутне ҫухатса, автан ыйхӑ тӗлӗшпе вӑхӑтсӑр авӑтса ячӗ. Макарпа Давыдов, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, Разметнов пӳрчӗ умне ҫитрӗҫ. Макар, шӗвӗр пӳрнине хутлатса, чӳрече хашакӗнчен илтӗни-илтӗнми шаккарӗ, кӑштах тӑрсан, ӗнтрӗк ҫутинче Андрей питне асӑрхарӗ, тухма чӗнсе, аллине сулчӗ те наганне кӑтартрӗ.

Давыдов пӳртрен пусӑрӑннӑ, шухӑшлӑ сасӑпа каланине илтрӗ:

— Ӑнлантӑм сана. Халех тухатӑп.

Ҫав самантрах тенӗ пек пӗчӗк крыльца ҫине Разметнов тухрӗ. Хӑй хыҫӗнчен алӑк хупнӑ май вӑл кӳренсе каласа хучӗ:

— Пурне те пӗлмелле ҫак санӑн, Нюра! Ну, ял Советне ӗҫпе чӗнеҫҫӗ. Вӑййа чӗнеҫҫӗ тетӗн-им? Ну, ҫывӑр, ан кулян, халех таврӑнатӑп.

Вӗсем виҫҫӗн тачӑ тӑчӗҫ. Разметнов хавасланса ыйтрӗ:

— Ниушлӗ ярса тытрӑр?

Нагульнов ӑна хӑй мӗн курнине пӑшӑлтатса каласа пачӗ.

…Виҫҫӗн, ним шарламасӑр, Яков Лукич кил картине пырса кӗчӗҫ. Разметнов ӑшӑ никӗс ҫумне ҫурӑмӗпе тӗршӗнсе выртрӗ. Наган кӗпҫине вӑл асӑрханса чӗркуҫҫи ҫине хучӗ. Сылтӑм ал сыппине ахаль ывӑнтарас мар, терӗ вӑл.

Нагульнов крыльца картлашкисем тӑрӑх чи малтан хӑпарчӗ, алкум патне пырса, шашулккине шӑнкӑрт тутарчӗ.

Кил картинче те, Островнов ҫуртӗнче те питӗ шӑп. Анчах ҫак ырӑ мар шӑплӑх нумая пымарӗ, — алкумӗнчен кӗтмен ҫӗртен такам хытӑ сасӑ пачӗ:

— Кам ҫӳрет-ҫак ҫӗр хута?

Нагульнов ответ пачӗ:

— Лукич, каҫар мана, сӗм-ҫӗрле килсе вӑратма тиврӗ сана, ӗҫ пур, иксӗмӗрӗн халех совхоза каймалла. Питӗ васкавлӑ ӗҫ!

Пӗр самант шӑпах пулчӗ, никам та сӑмах чӗнмерӗ. Нагульнов тӳсеймесӗр ыйтрӗ:

— Ну, мӗн эс унта? Уҫ алӑкна!

— Хаклӑ Нагульнов юлташ, каҫхи хӑнам, тӗттӗмре кунта… Пирӗн сӑлӑпсене… часах шыраса та тупас ҫук, кӗрӗр.

Шалта тӗреклӗ тимӗр сӑлӑп сасси илтӗнчӗ, ҫӑт хупса лартнӑ алӑк кӑшт уҫӑлчӗ.

Нагульнов сулахай хул пуҫҫипе алӑка пӗтӗм вӑйран тӗкрӗ, Яков Лукича стена ҫумне сирпӗтсе ячӗ те алкумне сарлакан ярса пусрӗ.

— Кирлӗ пулсан, ҫапса пӑрах ӑна! — терӗ вӑл хул пуҫҫи урлӑ Давыдова.

Нагульнов сӑмсине пӳрт ӑшши, ҫӗнӗ хӑмла шӑрши кӳ-ӳ! пырса ҫапрӗ, анчах унӑн шӑрша-марша уйӑрса тӑма вӑхӑт пулмарӗ. Сылтӑм алӑра наган тытса, сулахай аллипе вӑл пӳлӗм алӑкне хӑвӑрт хыпашласа тухрӗ те пӗчӗк кӗле хунӑ алӑка урипе тапса сирпӗтрӗ.

— Ну, кам пур кунта, перетӗп!

Анчах пеме ӗлкӗреймерӗ: ун сасси ҫинех алӑк урати тӗлӗнче граната шартлатса ялтлатрӗ, каҫ шӑплӑхӗнче ручной пулемет шатӑртатни хӑрушшӑн янӑраса кайрӗ. Унтан — ҫапса ҫӗмӗрнӗ чӳрече чӑнкӑртатрӗ, кил картинче пӑшал сасси илтӗнчӗ, такам кӑшкӑрса ячӗ…

Граната ванчӑкӗсем лексе йӑлт аманса пӗтнӗ Нагульнов ҫав самантрах вилчӗ, пӳлӗмелле вирхӗннӗ Давыдов, тӗттӗмре ҫапах та икӗ хут пеме ӗлкӗрсе, пулемет пульлисем тӗлне пулчӗ.

Тӑнне ҫухатса, вӑл месерле кайса ӳкрӗ, тӳсме ҫук ыратнипе пуҫне каялла янӑ хӑй, сулахай аллипе алӑк янахӗнчен пуля хӑйпӑтса кӑларнӑ сӳсленчӗк турпаса чӑмӑртанӑ.

Давыдовӑн тӑватӑ тӗлтен витӗрех пуля тухса кайнӑ сарлака кӑкӑрӗнче пурнӑҫ час сӳнмерӗ, ах, епле хӗн пулчӗ ӑна… Ҫӗрле тусӗсем сӑмах чӗнмесӗр, тӗттӗмре такӑна-такӑна, анчах темле пулсан та суранӗсене хускатас марччӗ тесе, Давыдова алӑ вӗҫҫӗн килне ҫӗклесе кайрӗҫ, ҫавӑнтанпа вӑл пӗрре те тӑна кӗмерӗ, вун улттӑмӗш сехет ӗнтӗ вилӗмпе асаплӑн кӗрешет.

Тул ҫутӑлас умӗн, лашисене кӑпӑка ӳкерсе, районти врач-хирург ҫитрӗ, ҫамрӑк хӑй, ҫулне кура мар шухӑшлӑ ҫын. Вӑл Давыдов выртакан пӳлӗмре вунӑ минутран ытла тӑмарӗ. Кухньӑра Шырланпуҫри партячейкӑра тӑракан коммунистсем, Давыдова юратнӑ колхозниксем, партире тӑманнисем те, нумайӑшӗ пӗр сӑмах хушмасӑр ларчӗҫ. Ҫак вӑхӑтра пӳлӗмре пӗр хут кӑна Давыдов аран-аран, тытӑннӑ сасӑпа, тӗлӗкри пек, ахлатса яни илтӗнчӗ. Врач кухньӑна тухрӗ, шуралса кайнӑ, пӑхма лӑпкӑ, ҫаннисене тавӑрнӑ хӑй, ал шӑллипе шӑлӑннӑ май вӑл ним чӗнмесӗр ларакан Давыдов тусӗсен ыйтӑвне ответлерӗ:

— Шанчӑк ҫук. Ман пулӑшу кирлӗ мар. Анчах тӗлӗнмелле чӑтӑмлӑ! Ӑна хӑй выртакан ҫӗртен куҫарма ан шутлӑр, хускатма пачах юрамасть, Хуторта пӑр тупӑнсан… Ҫук, кирлӗ мар. Анчах ун умӗнче ялан ҫын пултӑр.

Врач хыҫҫӑн пӳлӗмрен Разметновпа Майданников тухрӗҫ. Разметновӑн тути хӗррисем чӗтреҫҫӗ, куҫӗ-пуҫӗ саланса кайнӑ, кухньӑра кӗпӗрленсе тӑракан хутор ҫыннисене те курми пулнӑ вӑл. Майданников пуҫне усса тухрӗ, тӑнлавӗ ҫинчи юн тымарӗсем хытӑ тӑртаннӑ унӑн, ҫамки тӑрӑх выртакан икӗ ҫӗвӗ чӗр суран пек хӗрелсе кайнӑ. Майданниковсӑр пуҫне, пурте ушкӑнпа крыльца ҫине тухрӗҫ, кил карти тӑрӑх ӑҫта килчӗ унта саланчӗҫ. Разметнов калинкке ҫине пырса уртӑнчӗ те пуҫне усрӗ, ҫурӑмӗ ҫинче кӑна хул калакӗсем чӗтренсе тӑчӗҫ: ватӑ Шалый, ҫатан ҫумне пырса, тайӑлса кайнӑ юман тӗкмене ним ӑнланмасӑр, урнӑ пек силлеме тытӑнчӗ, Демка Ушаков, айӑпа кӗнӗ шкул ачи пек, ампар стени ҫумне пырса ҫыпӑҫнӑ та ҫумӑрпа исленнӗ штукатурка тӑмне чӗрнипе тӑрмалать, пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннӑ куҫҫульне шӑлма та пӗлмест. Тусне ҫухатнӑшӑн вӗсем кашни хӑйне май хурланнӑ, анчах пурне те килсе пуснӑ арҫын хуйхи пуриншӗн те питӗ йывӑр пулнӑ…

Давыдов ҫӗрле вилчӗ. Вилес умӗн ӑна тӑн килсе кӗчӗ. Пуҫ вӗҫӗнче ларакан Ҫӑрттан мучи ҫине пӗр авӑк пӑхса илчӗ те чыхӑна-чыхӑна сӑмах хушрӗ:
— Мӗншӗн макӑратӑн, старик? — терӗ, анчах ҫӑварӗнчен ҫавӑнтах юнлӑ кӑпӑк хӑмпӑланса тухрӗ, вӑл ӑна темиҫе хут ҫӑтма хӑтланса, шурса кайнӑ питне минтер ҫумне пусса, аран-аран каласа пӗтерчӗ:

— Ан макӑр… — Хӑй кулса пӑхма та хӑтланчӗ. Унтан йывӑррӑн, вӑрӑммӑн йынӑшса ярса, тӑсӑлса выртрӗ те лӑпланчӗ…

…Акӑ ӗнтӗ ман чун савнӑ Давыдовпа Нагульнова Дон шӑпчӑкӗсем юрласа ӑсатрӗҫ, пулса ҫитекен сарӑ тулӑ пӑшӑлтатса ӑсатрӗ вӗсене. Шырлан варӗ пуҫӗнчен анакан ятсӑр юханшыв чулсем хушшинче шӑнкартатса ӑсатрӗ… Ҫапла килсе тухрӗ пурнӑҫ!

* * *

Икӗ уйӑх иртрӗ. Шырланпуҫ ҫийӗн, шӑрӑх ҫу кунӗсенче тӗсӗ кайнӑ ҫӳллӗ тӳпере, ҫаплах шурӑ пӗлӗтсем, халӗ ӗнтӗ кӗрхи пек ҫӑра пӗлӗтсем, шӑваҫҫӗ. Шырлан ҫырми хӗрринчи тирексен ҫулҫине хура-кӗрен тӗс ҫапрӗ, ҫырма шывӗ те ӗнтӗ тӑрӑрах та сивӗрех; шкултан инҫех мар, хуторти урам тӑваткалне пытарнӑ Давыдовпа Нагульнов тӑпри ҫине кӗрхи хевтесӗр хӗвел ӑшшинче шупка симӗс, имшеркке курӑк шӑтса тухрӗ. Ҫеҫен хиртен темле ятсӑр чечек те килсе ларнӑ, шитти ҫумне тӗршӗнсе, вӑл кая юлса та пулин хӑйӗн мӗскӗн пурнӑҫне тӑсасшӑн. Анчах августри ҫумӑрсем хыҫҫӑн вил тӑпри ҫывӑхне пырса шӑтнӑ виҫӗ хӗвелҫаврӑнӑш икӗ шит ӳсме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, урам тӑваткалӗнче аялтан ҫил вӗрнӗ чух вӗсем ҫӳҫенсе илеҫҫӗ.

Икӗ уйӑх хушшинче Шырлан ҫырминче пайтах шыв юхрӗ. Хуторта та улшӑнусем нумай пулчӗҫ. Хӑйӗн тусӗсене пытарнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи вӑйран ӳкрӗ, паллама ҫук улшӑнчӗ: ҫынпа хутшӑнма, калаҫма пӑрахрӗ вӑл, ӗлӗкхинчен те ытларах юншахлама пуҫларӗ… Давыдовпа Нагульнова пытарсан, Ҫӑрттан мучи килӗнче тӑватӑ талӑк вырӑн ҫинчен тӑмасӑр выртрӗ, ура ҫине тӑрсан карчӑкӗ, шикленнине пытармасӑр, упӑшкин ҫӑварӗ кӑштах чалӑшнине, сулахай пит ҫӑмарти пӗтӗмпех темле айккинелле пӑрӑнса ларнине асӑрхарӗ.

— Мӗн пулчӗ сана капла?! — хӑраса ыйтрӗ те аллине кӑкӑрӗ ҫине тытрӗ карчӑк.

Ҫӑрттан мучи ҫӑварӗн сулахай хӗррипе юхакан сӗлекине ал тупанӗпе шӑлса илчӗ те аран-аран ҫаврӑнакан чӗлхипе лӑпкӑн каларӗ:

— Нимех те мар-ҫке. Ав епле ҫамрӑксем ҫӗре кӗрсе выртрӗҫ, манӑн ӗнтӗ тахҫанах унта кайма вӑхӑт. Задача паллӑ пуль?

Анчах ерипен сӗтел патнелле шунӑ май сулахай урине сӗтӗрсе утни палӑрчӗ. Пирус чӗркенӗ чух сулахай аллине аран ҫӗклерӗ…

— Ахӑртне, карчӑкӑм, шалкӑм ҫапрӗ пулас, мур илесшӗ! Туятӑп, нумаях та пулмасть эп ун пек марччӗ-ха, — тесе, Ҫӑрттан хӑйне итлемен алли ҫине тӗлӗнсе пӑхкаларӗ.

Тепӗр эрнерен вӑл кӑштах самайланчӗ, ҫирӗпрех утма пуҫларӗ, сулахай алли те чиперех ҫӗкленекен пулчӗ, — анчах текех ямшӑк пулма пачах килӗшмерӗ. Колхоз правленине пырса, ҫӗнӗ председателе, Кондрат Майданиикова, ҫапла каларӗ:

— Ҫӳресе ирттертӗм эп, савнӑ Кондратушка, ӑйӑрсене тыткалама вӑй ҫитмест манӑн…

— Эпир Разметновпа сан ҫинчен шухӑшласа пӑхрӑмӑр, — ответлерӗ Майданников. — Эсӗ ялпона каҫхи хурала кӗрсен мӗнле пек? Хӗле кӗнӗ ҫӗре сана ӑшӑ будка туса парӑпӑр, унта тимӗр кӑмака лартӑпӑр, путмар тӑвӑпӑр, кӗлле тӑхӑнма кӗрӗк пиншак, тӑлӑп, ҫӑматӑ хатӗрлӗпӗр. Пурнӑҫ мӗнрен начар? Шалу та илетӗн, ӗҫӗ те ҫӑмӑл, нимрен те ытла — эсӗ ӗҫре пулатӑн. Ну, мӗнле, килӗшетӗн-и?

— Ан пӑрах Христос, ку мана ал ҫемми. Тавтапуҫ, старике манманшӑн. Пӗрех мар-и, каҫ-каҫ эп ҫавах канлӗ ыйхӑ курмастӑп, ку тӑруҫӑн пачах ҫывӑрайми пултӑм. Ачсемшӗн хурланатӑп-ҫке, Кондратушка, ҫавӑнпа ыйхӑ тарать те манран… Ну, каям-ха, хам ӑйӑрсемпе сывпуллашатӑп та — киле. Эсир вӗсене кама шанса парас тетӗр-ха?

— Бесхлебнов старике.

— Вӑл ҫирӗп старик, эпӗ ак хавшарӑм, Давыдовпа Макарушка мана халтан ячӗҫ, ман пурнӑҫа илсе кайрӗҫ…

Вӗсемпе пулсан, тен, эпӗ те пӗр-ик ҫул ытларах пурӑннӑ пулӑттӑм та, вӗсемсӗр мана ҫут тӗнчере ҫӳреме кичемрех… — терӗ хурланса Ҫӑрттан мучи, кивӗ картус тӑррипе куҫҫульне шӑлса илсе.

Ҫак каҫран тытӑнса вӑл хурал тӑма пуҫларӗ.

Давыдовпа Нагульнов тӑприсем тавра ҫӳллех мар карта ҫавӑрнӑ, инҫех мар, ялпо лавккине хирӗҫех. Ҫӑрттан мучи тепӗр куннех пуртӑпа пӑчкӑ илсе пычӗ те карта ҫумне пӗчӗк тенкел туса лартрӗ. Халӗ вӑл каҫсене ҫакӑнта ларса ирттерет.

— Ҫапах хам тӑвансем патне ҫывӑх капла… Вӗсене те манпа чухне выртма хавасрах, мана та вӗсем патӗнче ҫӗр кӗскетме кӑмӑллӑ. Ачасем ман, Андрюшенькӑ, ӗмӗрте те пулман, кунта ак икӗ тӑван ывӑлӑма харӑсах пытарнӑн туйӑнать… Ыратать-ҫке путсӗр чӗрем, кунӗн-ҫӗрӗн ыратать, ним канӑҫ та памасть вӑл мана! — тенӗ вӑл Разметнова.

Разметнов — партячейкӑн ҫӗнӗ секретарӗ — Майданникова шикленсе ҫапла каласа панӑ:

— Асӑрхатӑн-и эс, Кондрат, ҫак хушӑра пирӗн Ҫӑрттан мучи епле хӑрушла ватӑлса кайрӗ? Ачасемшӗн кулянать, пӗтӗм сӑнтан ӳкрӗ. Старик нумаях пурӑнаймасть, ахӑр… Халӗ ун пуҫӗ те чӗтрет, аллисене те хура тӗс ҫапнӑ. Туршӑн та, инкек кӑтартать-ха вӑл пире! Хӑнӑхнӑ ӑна, ват мыскараҫа, вӑл пулмасан, хутор пушанса юлнӑнах туйӑнӗ.

Кунсем кӗскелсех пычӗҫ, сывлӑш тасалчӗ. Хиртен вӗрекен ҫил ӗнтӗ вил тӑприсем патне йӳҫ армути тутине мар, хутор хыҫӗнчи итемсем ҫинчи тин ҫапнӑ улӑм шӑршине илсе килет.

Авӑн ҫапнӑ чух Ҫӑрттан мучие хавасрахчӗ: итемсем ҫинче каҫ пуличченех веялкӑсем кӗрлетчӗҫ, хытӑ ҫӗре чул катоксем тӳнккени илтӗнетчӗ, лашасем тулхӑратчӗҫ, ҫынсем ну-ну! тесе сасӑ паратчӗҫ. Унтан шӑпах пулчӗ. Ҫӗрсем вӑрӑмланчӗҫ, тӗттӗмленчӗҫ, халӗ ӗнтӗ ҫӗрле урӑх сасӑсем янӑраҫҫӗ: хуп-хура тӳпере тӑрнасем йынӑшса иртеҫҫӗ, казаркӑсем хурлӑхлӑ кӑшкӑраҫҫӗ, хушӑран кайӑк хурсем кикаклатни, кӑвакал ҫуначӗсем шӑхӑрни илтӗнсе каять.

— Кайӑк ӑшӑ вырӑна тапранчӗ, — тесе ассӑн сывлать пӗччен Ҫӑрттан мучи, кайӑк-кӗшӗк ҫӳлте шӑхӑрса шавланине итленӗ май.

Пӗрре каҫхине, тӗттӗмленсе ҫитсен, Ҫӑрттан патне хура тутӑрпа пӗркеннӗ хӗрарӑм лӑпкӑн пычӗ те сӑмах чӗнмесӗр чарӑнчӗ.

— Кама илсе килчӗ турӑ? — ыйтрӗ старик, килнӗ хӗрарӑма паллама кӑлӑхах тӑрӑшса.

— Эпӗ-ха ку, мучи, Варя…

Ҫӑрттан мучи тенкел ҫинчен вӑйӗ ҫитнӗ таран вӑр-вар сиксе тӑчӗ:
— Чӗкеҫӗм, ҫапах килме пӗлтӗн-и!
Эпӗ шутлатӑп, пире манчӗ ку, тетӗп… Ах, Варюха-горюха, мӗнле вӑл пире иксӗмӗре тӑлӑха тӑратса хӑварчӗ! Кӗр, чунӑм, алӑкне уҫса кӗр, ак унӑн тӑпри, хӗрринчи… Эсӗ унпа пул-ха, эпӗ лавкка тавра ҫаврӑнса килем, ҫӑрасене тӗрӗслем… Кунта ман темле ӗҫ те пур, хурал тӑратӑп, хам ватлӑхра ӗҫӗ ҫитет манӑн… Ҫитет, ырӑ йӑмӑкӑм.

Старик урам тӑваткалӗпе уксахла-уксакла хӑвӑрт кайрӗ, тепӗр сехетрен тин таврӑнчӗ вӑл. Давыдов тӑприн пуҫ вӗҫӗнче Варя чӗркуҫҫи ҫинче тӑратчӗ, анчах Ҫӑрттан мучи чипер ҫеҫ систерсе ӳсӗркеленине илтсен, вӑл ура ҫине тӑчӗ, калинккене уҫса тухрӗ те сулӑнса кайрӗ, хӑраса аллипе картаран ярса тытрӗ. Сӑмах чӗнмерӗ. Старик те шарламарӗ. Унтан Варя шӑппӑн каларӗ:

— Тавтапуҫ сана, мана ҫакӑнта пулма ирӗк панӑшӑн, унпа пӗрле, пӗччен пулма…

— Тав тумаллиех ҫук. Халӗ мӗнле ӗнтӗ эс, чунӑм?

— Килмеллех килтӗм. Паян ирпе ҫитрӗм, кунта каҫа юлса килтӗм, ҫынсем курасран…

— Вӗренесси мӗнле вара!

— Пӑрахрӑм. Пирӗннисем мансӑр пурӑнаяс ҫук.

— Пирӗн Ҫемен кӑмӑлсӑр пулнӑ пулӗччӗ, эпӗ ҫапла шутлатӑп.

— Мӗн тӑвас-ха манӑн, ырӑ мучиҫӗм! — макӑрас пек каларӗ Варя.

— Канаш пама пӗлместӗп сана, чунӑм, ху шутла. Анчах эсӗ ӑна ан кӳрентер, вӑл сана юратнӑ-ҫке, факт!

Варя хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те урам тӑваткалӗ урлӑ утса мар, чупсах каҫрӗ, кӗҫ-вӗҫ ӗсӗклесе ярасран аран тӳссе, вӑл старикпе сывпуллашма та пултараймарӗ.

Сӗм тӗттӗм тӳпере тӑрна картисем, йынӑшса, таҫта чӗнсе, шуҫӑм киличченех шавларӗҫ, тенкел ҫинче пӗкӗрелнӗ Ҫӑрттан мучи шуҫӑм киличченех куҫ хупмасӑр, ассӑн сывласа, сӑх-сӑхса, макӑрса ларчӗ…

* * *

Контрреволюциллӗ каварпа Дон ҫинче пулмалли восстанин ҫӑмхи майӗпенех, кунтан-кун сӳтӗлсе пынӑ.

Давыдов вилсен виҫҫӗмӗш кун ирхине Ростовран Шырланпуҫа крайри ОГПУ управленийӗнче ӗҫлекенсем килсе ҫитнӗ, вӗсем Разметнов персе вӗлернӗ, Островнов кил картинче выртакан ҫынна пӑхнӑ та вӑл тахҫанах шыракан преступник, ӗлӗк Ирӗклӗх ҫарӗнче подпоручик пулнӑ Лятьевский иккенне ҫӑмӑлах палласа илнӗ.

Тепӗр виҫӗ эрнерен Ташкент ҫывӑхӗнчи совхозра хальтерех ҫеҫ ӗҫе пырса кӗнӗ Калашников хушаматлӑ ватӑрах счетовод патне пӗр ахаль кӑна, штатски тумланнӑ ҫын пынӑ та, сӗтел умне пӗшкӗнсе, лӑпкӑн каланӑ:

— Аван вырнаҫнӑ эсир, Половцев господин… Ан шарла! Айта самантлӑха тухар, утӑр малтан!

Крыльца ҫинче вӗсене тепӗр ҫын кӗтсе илнӗ, унӑн та тумӗ штатски пулнӑ, тӑнлавӗсем кӑвакарнӑ. Ку ҫын хӑйӗн ҫамрӑк юлташӗ пекех ҫепӗҫ те лӑпкӑ пулман, — Половцева курсанах, вӑл малалла ярса пуснӑ, куҫне мӑч-мӑч хупнӑ, ҫилли килнипе шуралса кайнӑ.

— Ҫӗлен! Инҫете шуса килнӗ эс… — тенӗ вӑл. — Кунта, ҫак шӑтӑкра, пиртен пытанас терӗн-и? Ну, асту, Ростовра эп санпа калаҫӑп-ха! Ташлӑн-ха эс ман умра вилес умӗн…

— Ох, епле хӑрушӑ! Ох, сехре хӑпрӗ-ҫке ман! Эп сиксе чӗтретӗп, ӑвӑс ҫулҫи пек чӗтретӗп! — тӑрӑхласа тавӑрнӑ Половцев; крыльца ҫинче чарӑннӑ та йӳнӗ пирус тивертсе янӑ. Хӑй чекист ҫине, кулса та ылханса, куҫ айӗн пӑхнӑ.

Ӑна ҫакӑнтах, крыльца ҫинчех, ухтарнӑ, вӑл, ним хирӗҫмесӗр, енчен-енне ҫаврӑнкаласа тӑнӑ.

— Итлӗр, — тенӗ вӑл, — кӑлӑхах ан чӑрманӑр! Ман ҫумра пӑшал ҫук, кунта ӑна мӗншӗн хампа илсе ҫӳрес-ха ман? Маузера эп хваттере пытарса хӑварнӑ. Кайрӑмӑр!

Хваттере кайнӑ чухне Половцев тӑнлавӗсем кӑвакарнӑ чекиста лӑпкӑн ӑнлантарса пынӑ:

— Мӗнле хӑратма шутларӑн-ха эс мана, айван этем? Асаплантарса-и? Пулаймӗ, эп тем курма та хатӗр, теме те тӳсетӗп, мана асаплантарнин усси те ҫук, мӗншӗн тесен, ним пытармасӑр, ним ултавсӑр, хам мӗн пӗлнине пӗтӗмпех, йӑлтах каласа паратӑп! Ку — офицерӑн ҫирӗп сӑмахӗ. Эсӗ мана икӗ хут вӗлерес ҫук, вилме эп тахҫанах хатӗр. Пирӗн ӗҫ тухмарӗ, ҫавӑнпа маншӑн пурнӑҫ халӗ — нимӗн те мар. Ҫакна хитре сӑмах тесе ан шутлӑр — эп курнӑҫакан ҫын мар, каппайчӑк та мар, — ку вӑл пирӗншӗн пуриншӗн те хурлӑхлӑ чӑнлӑх. Чи малтан чыса пӗлес пулать: выляса ятӑн пулсан — тӳле! Выляса янине эп хам пурнӑҫпа тӳлеме хатӗр. Тупа та туршӑн, хӑрушӑ мар!

— Пӑрах палкама, ан чӗн, тавӑрас пирки ӗҫ чарӑнса тӑмӗ, — тенӗ ӑна лешӗ, Половцев хӑйӗн вӗҫкӗн сӑмахне итлеттерме тӑрӑшнӑ ҫын.

Хветтерте ухтарнӑ чухне, маузерсӑр пуҫне, ӑна айӑплама урӑх нимӗн те тупӑнман. Фанертан тунӑ чӑматанта унӑн пӗр хут татӑкӗ те пулман. Сӗтел ҫине вара Ленин сочиненийӗсен ҫирӗм пилӗк томне пурне те йӗркеллӗ майлаштарса хунӑ.

— Ку кӗнекесем санӑн-и? — ыйтнӑ Половцевран.

— Манӑн.

— Мӗн тума кирлӗ пулчӗҫ вӗсем сана!

Половцев мӑшкӑларах кулса илнӗ:

— Тӑшмана аркатма — ун хӗҫ-пӑшалне пӗлмелле… Вӑл хӑй сӑмахне тытнӑ: Ростовра допрос тунӑ чух Седой-Никольский полковникпе Казанцев ротмистр ҫинчен каласа панӑ, астунӑ тӑрӑх Шырланпуҫри тата таврари хуторсенчи хӑй организацийӗнче тӑнӑ пур ҫынсен ятне те пӗлтернӗ. Никольский ыттисем ҫинчен каласа панӑ.

Азовпа Хура тинӗс крайӗнче нумай ҫынна тытса хупнӑ. Ултӑ ҫӗр ытла казака — вӑрттӑн каварта пулнӑ рядовой ҫынсене, ҫав шутра Островновпа ывӑлне те. — Уйрӑм канашлура суд туса, тӗрлӗ срока хупса лартнӑ. Вӗсенчен террорла ӗҫе тӳрех хутшӑннӑ ҫынсене кӑна персе вӗлернӗ. Половцева, Никольские, Казанцева, Сталинград облаҫӗнчи Савватеев подполковникпа унӑн икӗ тусне, кусемсӗр пуҫне, Мускавра ют хушаматпа пурӑннӑ шурӑ гварди офицерӗсемпе генералӗсене тӑхӑр ҫынна персе вӗлермелле тунӑ. Мускавпа Мускав ҫывӑхӗнчи хуласенче арестленӗ тӑхӑр ҫын хушшинче Деникин ҫарӗнче чапа тухнӑ казаксен генерал-лейтенанчӗ те пулнӑ. Вӑл ҫак кавара хӑй ертсе пынӑ, ют ҫӗршыври шурӑ эмигрантсен ҫар организацийӗсемпе ялан ҫыхӑну тытнӑ. Мускавра ертсе пыракан центрта пулнӑ тӑватӑ ҫынна кӑна тытса хупайман, вӗсем тӗрлӗ майпа ют ҫӗршыва тухса тарнӑ.

Контрреволюци, ҫиллине шӑнараймасӑр, ҫӗршывӑн кӑнтӑр пайӗнче Совет влаҫне хирӗҫ восстани ҫӗклеме хӑтланни, истори малтанах пӗтме пӳрнӗскер, ҫапла путланнӑ.

* * *

Варя Харламова хутора килсен темиҫе кунтан Шахты хулинчен Андрей Разметнов таврӑнчӗ. Майданников ыйтнипе вӑл унта колхоз валли локомобиль туянма кайнӑччӗ. Каҫхине колхоз правленийӗнче виҫҫӗн: Майданников, Разметнов тата Иван Найденов — Шырланпуҫра туса хунӑ комсомол ячейки секретарӗ — нумайччен калаҫса ларчӗҫ. Разметнов мӗнле кайса килни, локомобиль туянни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ, юлашкинчен ҫапла ыйтрӗ:

— Варькӑ Харламова хутора таврӑннӑ, вӗренме пӑрахнӑ, теҫҫӗ. Дубцов патне пырса, бригадӑна илме те ыйтнӑ тет имӗш, тӗрӗс-и вӑл?

Майданников ассӑн сывласа илчӗ:

— Тӗрӗс. Амӑшӗн, ачасен мӗнпе те пулин пурӑнмалла вӗт? Ҫавӑнпа техникума пӑрахса килчӗ те вӑл. Хӗрачи пултаруллӑскер.

Разметнов, ахӑртнех, Варя пирки нумай шухӑшланӑ пулас, халӗ вӑл, хӑйпе килӗшессе шансах, калаҫма пуҫларӗ:

— Вӑл — ҫӗре кӗнӗ Ҫемен ҫураҫнӑ хӗр. Унӑн вӗренес пулать. Ҫемен ӑна вӗрентесшӗнччӗ. Ҫапла тумалла та. Ыранах ӑна чӗнсе илӗпӗр те калаҫса пӑхӑпӑр, каялла техникума ӑсатӑпӑр, ҫемйине колхоз пӑхӗ. Пирӗн хаклӑ Давыдов хамӑрпа пӗрле ҫук пулсан — айтӑр ун ҫемйине хамӑр пӑхар. Хирӗҫ сӑмах ҫук-и?

Майданников ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, хӗрӳ ача Иван Найденов Разметнов аллине тытса чӑмӑртарӗ те савӑннипе кӑшкӑрса ячӗ:

— Маттур эс, Андрей пичче!

Ҫак вӑхӑтра Разметнов сасартӑк аса илчӗ:

— Итлӗр-ха, атьсем, калама мансах кайнӑ… Пӗлетӗр-и, эпӗ лере, Шахты урамӗнче, кама тӗл пултӑм? Кама тесе шутлатӑр? Лушка Нагульновӑна! Пырать пӗр шыҫмак хӗрарӑм, унпа юнашар кукшарах мӑнтӑр арҫын… Лушӑ ҫине пӑхрӑм та — куҫ-пуҫ саланса кайрӗ: те вӑл, те вӑл мар! Пичӗ мӑнтӑр, куҫӗсем хуплансах ларнӑ, ыталама та ӑна виҫӗ алӑ кирлӗ. Утти-тӗрринченех куратӑп — вӑлах! Ҫывӑхарах пыратӑп, сывлӑх сунатӑп: «Лушаня, эсех-и ку?!» — тетӗп. Вӑл мана: «Гражданин, эп сире пӗлместӗп», тет. Эпӗ кулатӑп: «Ытла час маннӑ-ҫке эс хӑвӑр хутор ҫыннисене! Эсӗ Лушка Нагульнова вӗт?» — тетӗп ӑна. Вӑл, хулари пек шукӑлленсе, тутисене пӑркаларӗ те, ҫапла каларӗ: «Тахҫан Нагульнова пулнӑ пуль те, тахҫан Лушка тенӗ пуль те, халӗ Лукерья Никитична Свиридова. Ку акӑ манӑн упӑшка, сӑрт-ту инженерӗ Свиридов, паллашӑр», терӗ. Ну, эпӗ инженера алӑ патӑм, хӑй ман ҫине шуйттан пек пӑхать: эсӗ мӗн ман арӑмпа ахаль ҫын пек калаҫатӑн? — тет пулас. Ҫаврӑнчӗҫ те кайрӗҫ, иккӗшӗ те мӑнтӑр, иккӗшӗн те кӑмӑлӗ ҫитнӗ курӑнать; эп хам ӑшра шутлатӑп: «Ну, пултараҫҫӗ те хӗрарӑмсем! Ахальтен мар Макар ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӗсемпе ҫапӑҫрӗ! Иккӗшне — Тимошкӑпа Макара — пытарнӑ-пытарманах виҫҫӗмӗшӗ сиксе те тухнӑ!». Качча кайнинче мар-ха ӗҫ, хӑҫан вӑл ҫавӑн пек ӳт хушма ӗлкӗрнӗ?! Акӑ мӗнле шухӑша кайрӑм эп унта, урамра тӑнӑ чух. Ман чӗрере темле хурлӑхлӑ пулса кайрӗ, ӗлӗкхи Лушкӑна, ҫамрӑкскере, чӑрсӑрскере, хитрескере шел пулчӗ! Эп ӑна, ӗлӗкхи Лушкӑна, тахҫан-тахҫан тӗлӗкре курнӑ пек, унпа пӗр хуторта пурӑнман та пек туйӑнса кайрӗ… — Разметнов ассӑн сывласа илчӗ. — Акӑ вӑл, пирӗн пурнӑҫӑмӑр, атьсем, еплерех килсе тухать! Хӑш чухне ҫаврӑнса килет те вара — юри шухӑшласа та кӑларас ҫук! Ну, кайрӑмӑр-и?

Вӗсем крыльца ҫине тухрӗҫ. Дон леш енчен инҫетрен ҫумӑр пӗлӗчӗ капланса килет, пӗлӗте ҫурсах ҫиҫӗм ҫиҫет, кӑшт илтӗнмелле аслати хӑлтӑртатать.

— Тӗлӗнмелле, кӑҫал аслати питӗ кая юлса авӑтать, — терӗ Майданников. — Илемне курса савӑнар-и?

— Эсир курса савӑнӑр, эпӗ каятӑп, — тесе, Разметнов юлташӗсемпе сывпуллашрӗ те крыльца ҫинчен ҫамрӑкла чупса анчӗ.

Вӑл хутортан тухрӗ, кӑштах тӑчӗ, унтан васкамасӑр масар еннелле утрӗ, инҫетрен, ҫавра ҫулпа, аран палӑракан хӗрессем, вил тӑприсем, ишӗлсе анма пуҫланӑ чул карта тавра ҫаврӑнса кайрӗ. Вӑл хӑй ҫитес ҫӗре ҫитрӗ. Картусне хыврӗ, сылтӑм аллипе кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркине якатрӗ, пусӑрӑнса аннӑ вил тӑприн хӗррине пӑхса, хытах мар каларӗ:

— Ырӑ, чипер усраймарӑм-ҫке санӑн юлашки кил-ҫуртна, Евдокия… — Вӑл пӗшкӗнчӗ, типӗ тӑм катӑкӗ илчӗ те алӑ тупанӗ ҫинче тӗпретрӗ, халӗ ӗнтӗ ӑша кайнӑ сасӑпа илтӗни-илтӗнми хушса хучӗ:  — Эп сана халӗ те юрататӑп вӗт, асран кайми чунӑм, пӗрре ҫеҫ эсӗ ман пурнӑҫра… Куратӑн, ялан ӗҫре… Сайра курнӑҫатпӑр… Каҫарма пултарсан — каҫар мана, мӗн йывӑра илнине пӗтӗмпех каҫар… Сана, вилнӗскере, кӳрентертӗм пулсан — каҫар…

Вӑл тем итленӗ пек ответ кӗтнӗ пек, ҫара пуҫӑн, хускалмасӑр, ватӑ ҫын евӗр пӗкӗрӗлсе, нумайччен тӑчӗ. Ун питӗнчен ӑшӑ ҫил вӗрет, ӑшӑ сумӑр ӳккелет… Дон леш енче шевле вылять, Разметновӑн сивӗ, савӑнӑҫсӑр куҫӗсем халӗ аялалла мар, тӑван вил тӑприн ишӗлсе аннӑ кӗтесӗ ҫине мар, лере, куҫа курӑнман горизонт хӗррине пӑхаҫҫӗ: унта, ҫур пӗлӗте вут хыпнӑ пек, ҫиҫӗм чӳхенет, тӗлӗрекен ҫутҫанталӑка вӑратса, кӑҫал юлашки хут, шӑрах ҫу кунӗсенчи пек, хӑватлӑ та кӑра аслати килет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней