Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: V. Каҫ тӑсӑлать-ха

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.02 01:16

Предложений: 148; Слово: 1291

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Соколов тухтӑр хӑй ҫурчӗн хапхине шаккарӗ. Хуҫа карчӑкӗ тухса уҫсан, вӑл картишне кӗчӗ те васкаварлӑн кӑна:
— Клеопатра мӗн тӑвать? — тесе ыйтрӗ.

— Сан ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, — терӗ карчӑк.

Тухтӑр тӑрӑхла картишпе утса иртрӗ, пӳлӗмне кӗчӗ. Пӳлӗмӗнче ирӗк, ҫурт япалисем ҫукпа пӗрех, каминӗ пысӑк, стена ӑшне шкапсем тӑва-тӑва лартнӑ, кунта унӑн ӗҫлемелли пӳлӗмӗ те, аптеки те, ҫывӑрмалли вырӑнӗ те ҫакӑнтах. Ҫӳлӗкӗ ҫинче тӗрлӗрен эмел пур, пӗчӗк сӗтелӗ ҫинче пӗчӗк килӗ, медицина кӗнекисем выртаҫҫӗ; вӗсен хушшинче револьвер. Крават тӗлӗнче ик кӗпҫеллӗ пӑшалпа ягдташ ҫакӑнса тӑрать. Стена ҫинче Черногорин Никола княҫ портречӗ те, унтан аяларах тата темле актрисӑн фотографийӗ пур. Пӳлӗме тирпейлемен, шӑп та пушӑ; пӗрре пӑхса илсенех кунта авланман каччӑ пурӑнни паллӑ. Ҫурма уҫӑ алӑкпа чӑлана кӗме пулать.

Ҫав чӑланта пӗр виҫ ҫул каялла вӑхӑтсӑр вилнӗ Левский ҫывӑрнӑ-мӗн.

Тухтӑр фескипе пиншакне хыврӗ. Вӗсене ӑҫта килнӗ унта пӑрахрӗ те чӑланӗ патнелле утрӗ, унтан аллисене ҫупса:
— Клеопатра! Клеопатра! — тесе йыхӑрчӗ.

Хирӗҫ пӗр сас-чӗв те илтӗнмерӗ.

— Клеопатра, тух-ха, тусӑм!

Алӑк хыҫӗнче мӗкӗрни илтӗнчӗ.

Тухтӑр пӳлӗм варринчи пукан ҫине лӑрчӗ.

— Клеопатра, кил кунта! — йыхӑрчӗ вӑл каллех. Чӑлантан упа тухса тӑчӗ; чӑннипе каласан, упах та мар-ха вӑл, ҫури кӑна темелле.

Упа ури лапписемпе урайне мелсӗр шутаркаласа тухтӑр патнелле пычӗ; хаваслӑн мӗкӗрсе кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑчӗ, малти урисене хуҫа чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑсса хучӗ те ҫӑварне карса ҫивчӗ шӑлӗсене йӗрчӗ. Ама упа тухтӑр ҫумне йыт ҫури пек сӗртӗнсе ачашланчӗ. Тухтӑр ӑна ҫӑмӗнчен шӑлкаласа илчӗ. Клеопатра, ун аллине ҫулакаланӑ май, кӑштах ҫыртам пек тусан та, аллине туртса илмерӗ.

Ҫак упа ҫурине пӗр хресчен-сунарҫӑ Вӑтам-ту ҫинче пӗчӗклех тытнӑ пулнӑ та ывӑлне темле хаяр чиртен сыватнӑшӑн тухтӑра парнелесе панӑ. Тухтӑр ҫак упа ҫурине пит артакласа пӑхнӑ, ӑна ӳстересшӗн пулса нимӗн те хӗрхенсе тӑман. Соколов ҫапла чипер пӑхнипе Клеопатра пит аван ӳснӗ, тӗрлӗрен гимнастикӑсем тума вӗреннӗ, хуҫине кун иртмессерен ытларах та ытларах юратма тытӑннӑ. Клеопатра халь упа полькине ташлама пӗлет, тухтӑра ҫӗлӗк пырса пама пултарать. Ҫавӑнпа та, йытӑ пекех, пӳлӗмре хурал тӑрать, хӑш чух вара усси те унран, чӑн та, «упа усси» пекрех пулса тухать, мӗншӗн тесен вӑл ҫуртра пурӑнни килекен чирлӗ ҫынсене хӑратать. Тухтӑр ун пирки ытла шухӑшласах тӑмасть.

Клеопатра ташша хӗрсе ҫитсен мӗкӗрме тытӑнать те, вара таврари пур халӑх та тухтӑр упи ташланине лайӑх пӗлсе тӑрать. Уҫӑ кӑмӑллӑ тухтӑр хӑй те упипе пӗрле ташлама тытӑнать.

Ҫак каҫхине Соколов тухтӑрӑн Клеопатрӑпа «чипертерех» пулас кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ. Вӑл ӑна алӑ вӗҫҫӗнех какай татӑкӗ хыптарчӗ.

— Ҫи, тусӑм, ҫи. «Выҫӑ хырӑмпа ӑҫтан ташласси пултӑр» теҫҫӗ-ҫке ваттисем, акӑ халь эпӗ сана принцессӑсем ташланӑ пек хам валли ташлаттарасшӑн.

Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине упа ӑнкарса илчӗ пулмалла, вӑл мӗкӗрсе ячӗ. «Эпӗ хатӗр!» тенине пӗлтерчӗ ӗнтӗ ку. Тухтӑр шӑвӑҫ питлӗх ҫапма тытӑнчӗ, хаваслӑн юрласа та ячӗ:

Дмитра-пикем, чиперккем,
Эс аннӳне кала-ха:
«Йӑмӑк-шӑллӑм тек ан пултӑр!..»
Хавасланнӑ Клеопатра чӗвен тӑчӗ, мӗкӗрме чарӑнмасӑрах ташша илтере пуҫларӗ.
Анчах вӑл сасартӑк чӳрече патнелле сикрӗ те хаяррӑн мӗкӗрсе ячӗ. Картишне такамсем кӗнине тухтӑр тӗлӗнсе асӑрхарӗ:
— Кам унта? — терӗ вӑл хыттӑн, револьверне ярса тытса.
Клеопатрине чарасшӑн пулса тӗксе ячӗ.

— Тухтӑр, конака пырӑр-ха, — илтӗнчӗ сасӑ тул енчен.

— Эс-и унта, Шериф-ага? Мӗн шуйттанне чӗнеҫҫӗ мана унта? Чирлемен-и кам та пулин?

— Малтан упуна питӗрсе ил.

Тухтӑр аллине ҫӗклерӗ те, Клеопатра, кӑмӑлсӑр пулса, чӑланалла утрӗ. Тухтӑр алӑкне хупса илчӗ.

— Пирӗн сана конака илсе каймалла. Сана арестленӗ, — терӗ онбаши хаяррӑн.

— Мӗншӗн арестленӗ? Кам арестлет мана?

— Пӗтӗмпех унта пӗлӗн. Ут хамӑрпа пӗрле.

Темле инкек пуласса сиснӗ тухтӑра, йӑлт аптраса та пӑшӑрханса ӳкнескере, полицейскисем ертсе кайрӗҫ.

Хапхаран тухнӑ чух тухтӑр Клеопатра хаяррӑн мӗкӗрнине илтсе юлчӗ, упа ача пек макӑратчӗ пулас.

Конакра лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. Тухтӑра бей патне ертсе кӗчӗҫ.

Бей яланхи пекех хӑй кӗтессинче ларать, унпа юнашар Кирияк Стефчов вырнаҫнӑ; вӑл темле хутсем вулакалать, конак канашӗн членӗ Нечо Пиронков ун енне пӑхкаласа илет.

Бей утмӑлалла ҫитнӗ старик, тухтӑра сивӗ кӑмӑлпа пӑхкаласа илчӗ, ҫапах та ларма сӗнчӗ. Айӑплас тенӗ ҫынсене тунсах ан тӑччӑр тесе, тӗрӗксем кирек хӑҫан та ҫавӑн пек меслетпе пуҫласа яраҫҫӗ. Ҫийӗнчен тата Соколов вӑл бейӗн килти тухтӑрӗ-ха, старик ӑна хисеплет.

Тухтӑр конакра енчен енне пӑхкаларӗ те диван ҫинче хӑйӗн куртки выртнине курах кайрӗ, ҫак курткӑна вӑл ӗнер Краличе панӑччӗ-ҫке. Ҫак япала вара ӑна кунта мӗншӗн чӗнтернине пӗтӗмпех пӗлтерчӗ.

— Кала-ха, тухтӑр, ҫак курткӑ санӑн-и? — ыйтрӗ бей.

Соколовӑн тунас кӑмӑлӗ те ҫукчӗ, тунма шутламарӗ те, вӑл манӑн терӗ.

— Мӗншӗн ху патӑнта мар?

— Эпӗ ӑна ӗнер пӗр чухӑн ҫынна парсаччӗ.

— Ӑҫта пулчӗ вара ку ӗҫ?

— Хаджи-Шадовой урамӗнче.

— Миҫемӗш сехетре?

— Тӗрӗксен вӑхӑчӗпе шӑп кӑна икӗ сехетре.

— Эсӗ паллатна ҫав ҫынна?

— Палламастӑп та, хӗрхентӗм ӑна эпӗ. Вӑл кӑтьӑр-катьӑр ҫеҫ тумланнӑччӗ.

— Епле улталать, мӗскӗн! — тесе хучӗ Нечо, йӗрӗнсе.

— Мӗн тӑвас тен, Нечо? — пӑшӑлтатрӗ ун кӳрши. — Путса вилекен ҫын улӑм пӗрчинчен те пулин тытӑнать. — Бей куштанланса кулса илчӗ, ҫапла улталасах хӑй шухӑшне арпаштарас ҫук тенӗ пек турӗ ӗнтӗ вӑл. Ҫак курткӑна тухтӑртанах ҫӑлса илнӗ пирки вӑл нимӗн чухлӗ те иккӗленмерӗ. Стражниксем те ҫапла каларӗҫ.

— Кирияк-эфенди, куртка кӗсйинче мӗн тупнине пар-ха мана… Ҫакна пӗлетне эс?

Тухтӑра «Независимость» хаҫатӑн номерне кӑтартрӗҫ, унтах тата пичетленӗ вӑрттӑн листовка та пур.

— Ҫаксене кам хунӑ вара сан кӗсйӳне?

— Курткӑма пӗр палламан ҫынна патӑм терӗм-ҫке сире. Ҫав ҫын хунӑ пуль вӗсене.

Бей татах кулкаласа илчӗ. Ӗҫ начарлана пуҫланине тавҫӑрса илчӗ тухтӑр: ӑна пӑлхавҫӑсемпе ҫыхӑннӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ.

Акӑ кам пулчӗ иккен-ха ӗнер курнӑ ҫын! Тухтӑр ҫавна пӗлнӗ пулсан, инкек-синкекрен ӑна та, хӑйне те хӑтарнӑ пулӗччӗ.

— Аманнӑ Османа кунта чӗнсе кӗртӗр-ха! — хушрӗ бей.

Жандарм килсе кӗчӗ, аллине чавсинчен ҫӳлерех винтпа ҫавӑрса ҫыхнӑ. Краличрен куртка ҫӑлса илекенни ҫаках пулнӑ иккен. Йӗрленӗ хушӑра ӑнсӑртран ӑна тепӗр полицейски персе тивертнӗ. Осман вара, йӑнӑшпа-и, кураймасӑрах-и, хӑйне ҫав пӑлхавҫӑ печӗ тесех ӗнентерет.

Осман тухтӑр патне пычӗ.

— Шӑп кӑна ҫакӑ, эфенди, — терӗ вӑл.

— Эс ҫавӑн курткине ҫӑлса илтӗн-и? Палласа илтӗн-и ӑна?

— Вӑл мана амантрӗ. Петканчово урамӗнче.

Ҫак элеке илтнипе аптранӑ тухтӑр жандарма шӑтарас пек пӑхрӗ. Йывӑр та ултавлӑ айӑп ун чӗринче вут та тӑвӑл хускатса ячӗ.

— Вӑл этем ӗренкинчен тухнӑ ҫын, кур-ха, епле суять!

— Тух-ха, Осман-ага!.. Ну, тата мӗн калӑн, — каллех Соколов енне ҫаврӑнса тӑчӗ бей, хальхинче унӑн пит-куҫӗ кулмарӗ, — ҫаксене ӗнтӗ пӗтӗмпех тунас тетне?

— Ултав та элек кунта! Эпӗ нихҫан та револьверпе ҫӳреместӗп, Петканчово урамӗнче ӗнер эп пулса та курман.

Онбаши лампа патнерех ҫывхарчӗ, тухтӑра арестленӗ чух илсе тухнӑ револьвере пӑрахрӗ, тарӑн шухӑшлӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Тӑватӑ пульӑ… пиллӗкмӗшӗ ҫук.

Бей пуҫне сулкаласа илчӗ.

— Йӑнӑшатӑр! Ӗнер эп револьверсӑрах тухрӑм.

— Ӗнер каҫпа ӑҫтаччӗ-ши вара эс, ҫак пӑтӑрмах пулнӑ чухне, тӗрӗксен вӑхӑчӗпе виҫ сехет тӗлнелле?

Ҫак кӗтмен ыйту Соколовшӑн тӑр уяр кунхине аслати кӗрленӗ пек илтӗнсе кайрӗ. Тухтӑр хӗп-хӗрлӗ пулса тӑчӗ, сасси хӑйӗн ҫапах та чипер илтӗнчӗ:

— Виҫ сехетре эп Марко Иванов патӗнчеччӗ, — ун ачи чирленӗ.

— Марко чорбаджи патне эс шӑпах тӑват сехет ҫитеспе пынӑ; эпир ун патӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн пулнӑ, — терӗ онбаши. Тухтӑра вӑл Марко ҫурчӗ умӗнче хирӗҫ пулчӗ.

Тухтӑр хӑй йӑнӑшне ӑнкарса сӑмах чӗнмерӗ. Ӗҫӗ пӗтӗмпех ӑна хирӗҫ пырать иккен. Вӑл хӑех арпаштарса янине тин сисе пуҫларӗ.

— Эсӗ пире нимӗн тунмасӑр каласа пар; Хаджи-Шадавой урамӗнче хӑвӑн курткуна панӑ хыҫҫӑн Марко чорбаджи патне кӗриччен ӑҫта пултӑн эс? — тесе ыйтрӗ бей.

Тӳррӗн ыйтнине хирӗҫ тӳррӗнех каламалла. Анчах Соколов тухтӑр чӗнмерӗ. Хӑйӗн туйӑмне пытарайманнине пула ӑш-чикӗ ытла тарӑхса ҫитни сӑнӗ-питӗнче те палӑра пуҫларӗ.

Сӑмах чӗнменни те сӑнран шурса кайни мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех пӗлтерет. Хӑйне хирӗҫ тупӑннӑ сӑлтавсем тата ытларах пухӑнаҫҫӗ. Тухтӑр айӑпӗ пирки бей нимӗн чухлӗ те иккӗленмерӗ, хӑй ҫапах та юлашки хут ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ:

— Кала-ха, ӑҫта пултӑн ҫав хушӑра?

— Калама пултараймастӑп, — шӑппӑн татса хучӗ тухтӑр.

Ун сӑмахӗ пурне те тӗлӗнтерсе ячӗ. Нечо-советник Стефчов енне чеен куҫ хӗссе илчӗ: «Таппа хӑех ҫакланчӗ-ха!» — тесшӗнччӗ пуль ӗнтӗ вӑл.

— Кала! Ӑҫта пултӑн эс ҫавӑн чух?

— Ҫакна эп ниепле те калаймастӑп… Вӑл вӑрттӑн ӗҫ, тухтӑр енӗпе те, этем енӗпе те каласа пама пултараймастӑп ҫавна. Анчах эп Петканчово урамӗнче пулса та курман.

Бей хӑй сӑмахӗ ҫинех тӑчӗ, вӑл тухтӑр каласса кӗтрӗ, каласа паманни йывӑр инкеке кӗртме пултарасса систерчӗ. Тухтӑр хӑй мӗн калас тенине каласа пӗтернӗ пекех канӑҫлӑн пӑхкаларӗ.

— Апла эс каласшӑн мар иккен?

— Мӗн калассине каласа пӗтертӗм ӗнтӗ.

— Апла пулсан, эс кӗҫӗр пирӗн хӑна пулатӑн… Леҫӗр ӑна тӗрмене! — хушрӗ бей кӑра сасӑпа.

Аптраса ӳкнӗ тухтӑр, хӑйне айӑпланипе пӑшӑрханса, салхуллӑн тухрӗ. Хӑй ӑҫта пулнине калама юраманнипех вӑл ҫав айӑпсенчен хӑтӑлаймарӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней