Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XVII сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Добавлен: 2019.11.21 22:47

Предложений: 307; Слово: 3423

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫӑрттан мучие аран-аран ӑсатсан, Давыдов шкула кайма, шкул ҫуртне вырсарникун тӗлне праҫникри пек илемлетме мӗн кирлине вырӑнта пӗлсе палӑртма шутларӗ. Унсӑр пуҫне унӑн заведующипе калаҫас килчӗ, — шкула юсама мӗн-мӗн япала мӗн чухлӗ кирлӗ пуласси, ҫурта вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле васкамасӑр та лайӑхрах юсаса ҫитерес тесен, ӗҫе хӑҫан тытӑнасси ҫинчен заведующипе калаҫса татӑлмаллаччӗ унӑн. Хӑй Шырланпуҫра пурӑнма тытӑннӑранпа чи хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ ҫитсе килнине Давыдов юлашки кунсенче ҫеҫ уҫҫӑн туйса илчӗ: утӑ ҫулса та пӗтермен-ха — ӗҫҫи килсе ҫитет, ыраш куҫ умӗнчех саралса пырать; унпа пӗрлех тенӗ пек урпа пулса ҫитет; ҫум курӑксем те ашкӑнсах ӳсеҫҫӗ; ҫавӑнпа та, уйрӑм хуҫалӑхсен анисемпе танлаштарсан, тем пысӑкӑш курӑнакан колхоз пуссисенчи хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе кукуруз хӑйсене ҫӑм курӑкӗнчен тасатасса кӗтсе лараҫҫӗ; тулӑ вырма та кӗҫех тухас пулать.

Тырӑ вырма тухиччен нумай ӗҫ тумалла: хутора май килнӗ таран нумайрах утӑ турттармалла, итемсене авӑн ҫапма хатӗрлемелле, ӗлӗкхи кулак амбарӗсене пӗр вырӑна куҫарса лартмалла, колхозра пӑспа ӗҫлекен пӗртен-пӗр молотилкӑна йӗркелесе ҫитермелле. Давыдов ҫине кунсӑр пуҫне те тем чухлӗ пысӑк е пӗчӗк ӗҫ тиенчӗ, кашни ӗҫшӗн вара хыпса ҫунмалла, кашнине тимлесе тумалла.

Кивелнипе чӗриклетекен картлашка тӑрӑх Давыдов шкул ҫурчӗн пысӑк крыльци ҫине улӑхрӗ. Алӑк патӗнче тӑракан пӗр вунӑ ҫулхи патвар та ҫирӗп хӗрача ун умӗнчен пӑрӑнчӗ.

— Эсӗ вӗренекен-и, хӗрӗм? — ӑшшӑн ыйтрӗ Давыдов.

— Ҫавӑ, — шӑппӑн хуравларӗ те хӗрача Давыдов ҫине хӑюллӑн аялтан ҫӳлелле пӑхса илчӗ.

— Сирӗн заведующи ӑҫта пурӑнать кунта?

— Килте ҫук вӑл, вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ ҫырма леш енче, пахчара, купӑста шӑвараҫҫӗ.

— Акӑ тата… Шкулта кам та пулин пур-и?

— Пирӗн учительница, Людмила Сергеевна.

— Мӗн тӑвать вара вӑл кунта?

Хӗрача йӑл кулчӗ:

— Вӑл вӗренӳре кая юлса пыракансене пулӑшать. Вӑл вӗсене кашни кунах, апат хыҫҫӑн пулӑшать.

— Апла вӑл вӗсене малалла туртса пырать?

Хӗрача шарламасӑр пуҫне сулчӗ.

— Ку аван вӑл! — ырласа илчӗ те Давыдов тӗттӗмрех ҫенӗхе кӗрсе тӑчӗ.

Вӑрӑм коридорӑн таҫти вӗҫӗнче ача-пӑча сасси илтӗнет. Пушӑ классене васкамасӑр та хуҫалла пӑха-пӑха тухса, Давыдов юлашки пӳлӗмӗн кӑштах уҫнӑ алӑкӗнчен пӗр вунна яхӑн ача курчӗ; вӗсем вырӑнтан сиктернӗ малти парттӑсем хушшинче ирӗклӗн лараҫҫӗ, вӗсен умӗнче — ҫамрӑк учительница тӑрать. Лутрарахскер, ырхан та ҫинҫескер, кӗскетсе кастарнӑ сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, вӑл учительница пек те мар, ҫитӗнсе ҫитмен хӗр евӗрлӗ.

Давыдов нумайранпа шкула кӗрсе курман, ҫавӑнпа та халӗ ӑна класс алӑкӗ умӗнче хӗвелпе шупкалнӑ кепкине чӑмӑртаса тӑраканскере, темле, хӑй те ӑнланман туйӑм ҫавӑрса илчӗ. Тахҫан ӗлӗк шкула юратни, тахҫан иртнӗ ача чухнехи ҫулсене самантлӑха аса илни ӑна пур япалана та мантарса ячӗ, салхулатрӗ.

Вӑл алӑка хӑюсӑррӑн уҫрӗ, вара, пырӗ кӗҫӗтмесӗрех ӳсӗркелесе илсе, учительницӑна шӑппӑн:
— Кӗме ирӗк парсамӑр? — терӗ.

— Кӗрӗр, — илтӗнчӗ хӗрӗн ҫинҫе сасси. Учительница Давыдов енне ҫаврӑнчӗ, тӗлӗннипе куҫ харшине сиктерсе илчӗ, анчах ӑна палласа илчӗ те именчӗклӗн:
— Кӗрсемӗрччӗ, — тесе хучӗ.

Давыдов ҫаврӑнӑҫусӑр пуҫ тайрӗ.

— Сывлӑх сунатӑп. Кансӗрленӗшӗн каҫарӑр, анчах эпӗ пӗр минутлӑха кӑна… Манӑн ҫак юлашки класа пӑхмалла, эпӗ — шкула юсас пирки. Эпӗ кӗтме те пултаратӑп.

Ачасем, ура ҫине тӑрса, пӑт-паттӑн саламларӗҫ, Давыдов вара, хӗр ҫине пӑхса ҫавӑнтах ҫапла шухӑшласа илчӗ: «Эпӗ шкулшӑн тӑрӑшакан нумай укҫаллӑ хыт кукар пек… Акӑ учителька та хӑраса ӳкрӗ, пичӗ хӗрелет. Тупнӑ вӑхӑт тата хам та кунта килме!»

Хӗр Давыдов патне утса пычӗ.

— Маларах иртсемӗр, Давыдов юлташ! Тепӗр темиҫе минутран урока пӗтеретӗп эпӗ. Ларсамӑрччӗ, тархасшӑн. Тен, Иван Николаевича чӗнмелле?

— Кам вӑл?

— Пирӗн шкул заведующийӗ — Иван Ннколаевич Шпынь. Эсир ӑна пӗлместӗр-и вара?

— Пӗлетӗп-ҫке. Ан чӑрманӑр, эпӗ кӗтетӗп. Эсир урок ирттернӗ вӑхӑтра мана кунта юлма юрать-и?

— Паллах юрать! Ларӑр, Давыдов юлташ.

Хӗр Давыдов ҫине пӑхать, унпа калаҫать, анчах именни ҫаплах иртсе каймасть унӑн; вӑл асаплӑн хӗрелет, унӑн йӗтес шӑммисем те хӗрелсе кайрӗҫ, хӑлхисем вара кӗп-кӗрен пулчӗҫ.

Давыдов ҫак япалана тӳсме пултараймасть! Вӑл акӑ мӗншӗн: мӗнле те пулин хӗрелекен хӗрарӑм ҫине пӑхса тӑнӑ чухне вӑл хӑй те темшӗн хӗрелме пуҫлать, ҫакна пула вара пушшех те аванмарланса, вӑтанса каять.

Вӑл пӗчӗк сӗтел умӗнчи хӑйне сӗннӗ пукан ҫине ларчӗ, хӗр, кантӑк патне кайса тӑрса, сӑмахсене пайӑн-пайӑн каласа вулама пуҫларӗ:

— Ан-не пи-ре вал-ли… Ҫыртӑр-и, ачасем? А-пат пӗ-ҫе-рет. «Пӗҫерет» сӑмах хыҫҫӑн пӑнчӑ лартӑр. Тепӗр хут вулатӑп…

Пуплеве икӗ хут ҫырсан, ачасем, тем пӗлесшӗн ҫунса, Давыдов ҫине пӑхма пуҫларӗҫ. Вӑл, уссине якаткалам пек пулса, пӳрнипе ҫӳлти тутине сӑтӑрса илчӗ те ачасене савӑнӑҫлӑн куҫ хӗсрӗ. Лешсем йӑл кулчӗҫ; пӗр-пӗрин хушшинче лайӑх ҫыхӑну йӗркеленме пуҫланӑччӗ, анчах учительница каллех сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса вулама тытӑнсан, ачасем тетрачӗсем ҫинелле ӳпӗнчӗҫ.

Класра хӗвелпе тусан шӑрши, сайра хутра кӑна уҫӑлтаракан пӳлӗмре пулакан пӑчӑ сывлӑш шӑрши кӗрет. Чӳречесене хупӑрласа илнӗ сиреньпе акаци тӗмӗсем те сулхӑн памаҫҫӗ. Ҫил вӗсен ҫулҫисене силлентерет, тикӗс мар урайӗнче хӗвел пайӑркисем куҫкалаҫҫӗ.

Куҫ харшисене ҫӗклентерсе, Давыдов шутлама пуҫларӗ: «Хыр хӑми икӗ кубометртан кая мар кирлӗ пулать — хӑш-пӗр урай хӑмисене улӑштармалла. Кантӑк рамисем лайӑх, анчах иккӗмӗш хучӗсем — мӗнле вӗсем, пур-и вӗсем? Пӗлес пулать. Пӗр ещӗк кӗленче туянмалла. Запаслӑх пӗр листа та ҫук пулӗ-ха, ачасене кантӑк ваттармалла мар — ку ниме юрӑхсӑр япала, факт! Шупка кӑвак сӑрӑ тупсан лайӑхчӗ, анчах маччана, кантӑк хушӑкӗсене, рамӑсене, алӑксене сӑрлама мӗн чухлӗ кирлӗ-ши ҫак япала? Платниксенчен ыйтса пӗлес пулать. Крыльца урайне ҫӗнӗрен сармалла. Хамӑр хӑмаран та юрать: икӗ йӑмра ҫур та — пулчӗ те. Юсав пире хакла ларать. Вутӑ сарайӗн тӑррине улӑмпа ҫӗнӗрен витмелле. Кунта ӗҫӗ темӗн чухлех, факт! Амбарсене куҫарса пӗтерсен, платниксен бригадине пӗтӗмпех кунта куҫаратӑп. Шкул ҫурчӗн тӑррине ҫӗнӗрен сӑрласчӗ… Укҫа ӑҫта? Вилеп, анчах шкул валли тупатӑпах! Факт! Йывӑрри ним те ҫук унта: бракланӑ икӗ вӑкӑра сутатпӑр та — укҫа пулчӗ те. Вӑкӑрсемшӗн райӗҫтӑвкомра ҫапӑҫма тивет, унсӑрӑн ӗҫ тухмӗ… Вӗсене вӑрттӑн сутсан япӑх пулать те ӗнтӗ, анчах ҫав-ҫавах хӑтланса пӑхатӑп. «Ниушлӗ Нестеренко пулӑшмӗ-ши вара?»

Давыдов ҫырмалли кӗнеке кӑларса, ҫырса хучӗ: «Шкул. Хӑма, пӑта, кӗленче — пӗр ещӗк. Тӑррине сӑрлама симӗс краска. Белилӑ. Олифа…

Питне тӗксӗмлетсе, вӑл ӗнтӗ юлашки сӑмаха ҫырса пӗтеретчӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра чӑмласа йӗпетнӗ пӗчӗк хут ҫӑмхи ун ҫамкине ҫемҫен ҫатлаттарса, ӳт ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗ. Ку кӗтмен ҫӗртен пулнипе, Давыдов шартах сикрӗ, ҫав самантрах ачасенчен тахӑшӗ, ҫӑварне алпа хупласа, ихлетсе илчӗ. Партӑсем хушшинче шӑппӑн кулни илтӗнчӗ.

— Мӗн унта? — хыттӑн ыйтрӗ учительница.

Ӑна хирӗҫ никам та чӗнмерӗ.

Ҫӑмхана хӑйпӑтса илнӗ май йӑл-йӑл кулса, Давыдов ачасем ҫине пӑхрӗ: вӗсем шурӑ, сарӑ, хура пуҫӗсене парта ҫине пӗшкӗртнӗ, анчах хӗвелпе пиҫнипе тӗксӗмленнӗ пӗр ал та саспалли ҫырмасть…

— Пӗтертӗр-и, ачасем? Халӗ ӗнтӗ тепӗр предложени ҫырӑр…

Кулакан куҫӗсене пӗшкӗртнӗ пуҫсем ҫинчен илмесӗр, Давыдов тӳсӗмлӗн кӗтсе ларчӗ. Акӑ арҫын ачасенчен пӗри пуҫне майӗпен-майӗпен ҫӗклерӗ те, Давыдов вара хӑй умӗнче тахҫанхи пӗлӗшӗ — хӑй пӗррехинче ҫуркунне уйра тӗл пулнӑ Федотка Ушаков ларнине курчӗ. Вӑл Давыдов ҫине куҫне хӗссе пӑхнӑ та, хӗрлӗ ҫӑварне тем пысӑкӑш карса, чарӑнаймасӑр кулать. Давыдов ачан чее пит-куҫӗ ҫине пӑхса илчӗ те хӑй те чутах сасӑпа кулса ямарӗ, анчах тӳсӗм ҫитерчӗ, вара ҫырмалли кӗнекинчен васкасах пӗр листа хут татса илчӗ, ӑна ҫӑварне хыпрӗ, учительница еннелле ҫине-ҫине пӑхса, Федоткӑна выляса куҫ хӗссе, чӑмлама тытӑнчӗ. Федотка ун ҫине куҫне чарса пӑхрӗ, анчах, куллине кӑтартас мар тесе, ҫӑварне аллипе хупларӗ.

Федоткӑн чӑтӑмлӑх ҫуккине курнипе хӗпӗртенӗ Давыдов чӑмласа йӗпетнӗ хутран тӑрӑшса, васкамасӑр чӑмакка турӗ, сулахай аллинчи пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине хучӗ, сулахай куҫне тӗлленӗ пек хӗсрӗ. Федотка пит ҫамартине вӗрсе хӑпартрӗ, пуҫне шиклӗн пӗшкӗртрӗ, — мӗнле пулсан та, чӑмакка пӗчӗк мар, чылаях пысӑк… Майла вӑхӑт тупса, Давыдов чӑмаккана Федотка ҫинелле персе ярсан, лешин ҫамки, пуҫне ҫав тери хӑвӑрт пӗшкӗртнипе, парттӑна ҫапӑнчӗ. Тӳрленсе ларсан, вӑл, куҫӗсене питӗ хӑраса ӳкнӗ чухнехи пек чарса, учительница ҫине пӑхма тата хӗрелнӗ ҫамкине сӑтӑрма тытӑнчӗ, Давыдов вара, ӑшӗнче кулнипе чӗтресе, пуҫне айккинелле пӑрчӗ, питне, яланхи пек, аллипе хупларӗ.

Паллах, ку вӑл ачалла, аван мар хӑтланни пулчӗ, хӑй ӑҫта ларни ҫинчен шутласа пӑхмаллаччӗ унӑн. Йӗркене кӗрсен, Давыдов куҫ хӳрипе учительница ҫине пӑхса илчӗ, анчах лешӗ те, куллине пытарасшӑн пулса, кантӑк патнелле ҫаврӑнса тӑнӑ-мӗн. Унӑн ырханкка хул пуҫҫийӗсем чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ, сӑмса тутри чӑмӑртаса тытнӑ алли кулнипе пӑчӑртанса тухакан куҫҫульне шӑлма туртӑнать.

«Акӑ сана шкулшӑн хытӑ тӑрӑшакан… — шухӑшларӗ Давыдов. — Пӗтӗм урока пӑсрӑм. Тухса шӑвас пулать кунтан».

Кулма чарӑнса, вӑл Федотка ҫине пӑхса илчӗ. Ртуть пек йӳрӗк ача, хӑй ҫӑварӗ ҫине тӗллесе кӑтартса, парта хушшинче чӑтӑмсӑррӑн сӗркеленет, унтан вӑл тутисене сарса пӑрахрӗ: тахҫан путӑк пулнӑ вырӑна унӑн ӳссе ҫитеймен икӗ пысӑк та шап-шурӑ шӑл тухса ларнӑ; вӗсем тавра икӗ енче те вӗтӗ-вӗтӗ шӑлсем курӑнаҫҫӗ. Ҫакна курсан, Давыдов ирӗксӗрех йӑл кулса илчӗ.

Ачасен сӑн-пичӗсем ҫине, партӑсем ҫинелле пӗшкӗннӗ тӗрлӗ тӗслӗ пуҫсем ҫине пӑхса ларнӑ май тахҫан вӑл ӗлӗк саспаллисем ҫырнӑ е ӳкернӗ чухне унӑн хӑйӗн те, ҫак Федоткӑпа юнашар ларакан ачанни пекех, пуҫне хытӑ пӗшкӗртсе, хӑйне ҫав ҫӑмӑл мар ӗҫре пулӑшма тӑрӑшнӑн, чӗлхе кӑларса ларас йӑла пулнине аса илчӗ, ҫак аса илӳсемпе йӑпанса ларчӗ. Вара ассӑн сывласа ячӗ те ҫуркунне, Федоткӑпа пуҫласа паллашнӑ чухнехи пекех, ҫапла шутларӗ: «Чӗппӗмсем, сире пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулать, пурнӑҫ халӗ те ҫӑмӑлланчӗ-ха, атту мӗншӗн ҫапӑҫнӑ тата эпӗ? Хам ача чухне курнӑ нушана эсир те курӑр тесе-и?»

Ун ӗмӗт-шухӑшӗсене ҫав Федотках пӳлчӗ: партӑ хушшинче тӗнӗл ҫинчи кустӑрма пек ҫаврӑнкаласа, вӑл Давыдова хӑй ҫине пӑхтарчӗ, аллипе паллӑ парса, лешин шӑлӗ халӗ мӗнлине кӑтартма ыйтрӗ, Учительница тепӗр еннелле ҫаврӑннӑ вӑхӑтра Давыдов, аллисене питӗ кӳреннӗн саркаласа, шӑлӗсене кӑтартрӗ. Давыдов ҫӑварӗнчи хӑй пӗлекен путӑка курсан, Федотка, ҫӑварне аллипе хупласа, ихиклетсе илчӗ, унтан, тем пекех савӑнса, йӑл кулчӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗпе вӑл: «Санран акӑ мӗнле иртсе кайрӑм эпӗ, пичче! Ман шӑлсем ӳснӗ, санӑн — ҫук!» — тенӗнех туйӑнчӗ.

Анчах тепӗр минутран пулса иртнӗ ӗҫе Давыдов тахҫан кайран та шиклӗн чӗтремесӗр аса илме пултараймарӗ. Ашкӑнакан Федотка, Давыдова каллех хӑй еннелле пӑхтарас тесе, хуллен партӑна шаккаса илчӗ, Давыдов ун ҫине тимлемесӗр пӑхсан, Федотка парта хыҫӗ ҫине мӑнаҫлӑн сӗвенсе, сылтӑм аллине йӗм кӗсйине чикрӗ, унтан алпа пемелли граната — «лимонка» туртса кӑларса, ӑна каллех кӗсйине хӑвӑрт чикрӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пӗр самантра пулса иртнишӗн Давыдов малтан тӗлӗннипе куҫне мӑчлаттарса илме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, унӑн пичӗ каярахпа ҫеҫ шуралма пуҫларӗ…

«Ӑҫтан тупнӑ вӑл ӑна?! Капсюль лартнӑ пулсан вара?! Ларкӑч ҫине шаклаттарӗ те… Ах, мур илесшӗ, мӗн тумалла-ха?!» — тем пекех хӑраса кайнипе куҫне хупса шутларӗ вӑл, ҫамки, янахӗ, майӗ ҫине сивӗ тар тапса тухнине те туймасӑр.

Халех мӗн те пулин тумалла унӑн. Анчах мӗн? Тӑрса гранатӑна вӑйпах туртса илмелле-и? Ача, хӑраса ӳксе, алран ҫӑлӑнса тухсан, хӑй те, ыттисем те вилме пултарасса пӗлмесӗр, гранатӑна ывӑтса яма ӗлкӗрсен вара?.. Ҫук, апла тума юрамасть. Ку шухӑша Давыдов ҫавӑнтах пӑрахрӗ. Куҫне ҫаплах уҫмасӑр, вӑл, ҫаплах асапланса, мӗн тӑвасси ҫинчен шутларӗ, шухӑшне васкатрӗ, анчах ун куҫне ирӗксӗрех граната шартлатса ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн юлнӑ сарӑ тӗтӗм, ачасен таткаланнӑ кӗлеткисем курӑнчӗҫ, шари ҫухӑрса яни илтӗнчӗ…

Ҫамка ҫинчи тар тумламӗсем сӑмса кӑкӗ хӗррисемпе майӗпен юхса анса куҫне вӗчӗлтеттерме пуҫланине халь ҫеҫ туйрӗ вӑл. Сӑмса тутри кӑларма тесе аллине кӗсьене чиксен, вӑл унта авалхи тусӗ парнеленӗ хуҫмалла ҫӗҫҫе хыпашласа тупрӗ. Давыдова шухӑш килсе кӗчӗ: вӑл сулахай аллипе тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ те сылтӑммипе ҫӗҫҫе туртса кӑларчӗ, ӑна хӑй ӗмӗрӗнче пирвайхи хут курнӑ пек ҫавӑркаласа пӑхма пуҫларӗ. Ҫак хушӑра куҫ хӳрипе хӑй Федоткӑна сӑнарӗ…

Ҫӗҫӗ ӗнтӗ кивелнӗ, хӑйранса пӗтнӗ, анчах айккине ҫыпӑҫтарнӑ чулсем хӗвел ҫинче тӗксӗммӗн ялкӑшаҫҫӗ, икӗ ҫӗҫӗсӗр, отверткӑпа штопорсӑр пуҫне унта тата пит лайӑх пӗчӗк хачӑ пур. Федотка ҫине хутран-ситрен кӑна пӑха-пӑха илсе, Давыдов ҫав япаласене пӗрин хыҫҫӑн теприне уҫа-уҫа хучӗ. Лешӗ, тӗлӗнсе, ҫӗҫӗ ҫинчен куҫне илме те пӗлмерӗ. Ку уншӑн ҫӗҫӗ кӑна мар, тем пек пысӑк пуянлӑх! Кун пек илемлӗ япалана курман та-ха вӑл. Анчах Давыдов, ҫырмалли пӗчӗк кӗнекерен хут листи ҫурса илсе, пӗчӗк хачӑпа хӑвӑрт кӑна лаша пуҫне касса тусан, — Федотка тӑнран тухас пекех савӑнса кайрӗ!

Часах урок пӗтрӗ. Давыдов Федотка патне пычӗ те пӑшӑлтатса:
— Ҫӗҫҫе куртӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

Федотка сурчӑкне ҫӑтса ячӗ, пӗр шарламасӑр пуҫне сӗлтрӗ.

— Улӑштаратпӑр-и? — пӑшӑлтатрӗ Давыдов, ун патнелле пӗшкӗнсе.

— Мӗне мӗнпе улӑштаратпӑр? — унран та шӑппӑнрах пӑшӑлтатрӗ Федотка.

— Ҫӗҫҫе сан кӗсьери тимӗрпе.

Федотка пуҫне ытла хытӑ сула-сула килӗшнипе, Давыдовӑн ӑна янахран ярса тытма тиврӗ. Вӑл Федоткӑна ҫӗҫӗ тыттарчӗ, хӑй, питӗ асӑрханса, ун гранатине илчӗ. Анчах унта капсюль пулман та иккен, вара Давыдов, пӑлханнипе васкавлӑн сывласа, тӑп тӳрленсе тӑчӗ.

— Сирӗн кунта темле вӑрттӑнла япала пур, — терӗ вӗсем тӗлӗпе иртсе пыракан учительница.

— Эпир пӗр-пӗрне тахҫанах пӗлетпӗр, анчах курманни нумай пулать… Эсир пире каҫарӑр, Людмила Сергеевна, — терӗ Давыдов хисеплӗн.

— Эсир ман урокра пулнишӗн эпӗ савӑнатӑп, — терӗ хӗр хӗрелерех.

— Шпынь юлташа пӗлтерӗр: вӑл паян каҫхине ман пата правление кӗтӗр, унччен мӗн юсамаллине, мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ пулассине шутласа хутӑр. Юрать-и? — терӗ Давыдов, вӑл вӑтаннине асӑрхамасӑр.

— Юрать, эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа парӑп. Эсир пирӗн пата урӑх кӗместӗр-и?

— Пушӑ вӑхӑт пулсан, мӗнле те пулса килсе куратӑпах, факт! — шантарса каларӗ Давыдов, вара ҫавӑнтах, малтан калаҫнипе пачах ҫыхӑнман ыйту пачӗ. — Эсир хваттерте кам патӗнче пурӑнатӑр?

— Агафия Гавриловна карчӑк патӗнче. Пӗлетӗр-и ӑна?

— Пӗлетӗп. Сирӗн ҫемьере миҫе ҫын?

— Аннепе икӗ шӑллӑм Новочеркасскра пурӑнаҫҫӗ. Анчах ҫакӑн ҫинчен мӗншӗн ыйтатӑр-ха эсир?

— Сирӗн ҫинчен мӗн те пулин пӗлме кирлӗ мана, эпӗ сирӗн хӗр ыйтӑвне тӗкӗнместӗп вӗт-ха? — шӳтлесе илчӗ Давыдов.

Крыльца умӗнче Федоткӑна ачасем сырса илнӗ, ҫӗҫӗ кураҫҫӗ. Давыдов ҫӗҫҫӗн телейлӗ хуҫине чӗнсе илчӗ те:
— Хӑв теттӳне ӑҫтан тупнӑ эсӗ, Федот Демидович? Хӑш вырӑнта? — тесе ыйтрӗ.

— Кӑтартас-и, пичче?

— Кӑтарт!

— Кайрӑмӑр. Халех каяр, кайран манӑн вӑхӑт пулмасть, — терӗ Федотка ӗҫлӗн.

Вӑл Давыдовӑн шӗвӗр пӳрнине пӑчӑртаса тытрӗ, вара, ахаль пиччене ҫеҫ мар, колхоз председательне хӑйне ертсе пынипе уҫҫӑнах мухтанса, хутран-ситрен юлташӗсем ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, урам тӑрӑх васкамасӑр утса кайрӗ.

Ҫапла, ытла васкамасӑр, вӑхӑт-вӑхӑт ҫеҫ пӗр-пӗрне сӑмах хушкаласа утрӗҫ вӗсем.

— Эсӗ каялла улӑштарма шутламастӑн-и? — ыйтрӗ Федотка, кӑшт маларах чупса иртсе, Давыдова куҫран шиклӗн пӑхса илсе.

— Мӗн эсӗ! Ӗҫӗ татӑлнӑ пирӗн, — лӑплантарчӗ ӑна Давыдов.

Пӗр пилӗк минут хушши вӗсем пӗр чӗнмесӗр пычӗҫ, — арҫынсем-ҫке! — унтан Федотка тӳсеймерӗ — Давыдов пӳрнине аллинчен вӗҫертмесӗрех каллех малалла туртӑнчӗ те, аялтан ҫӳлелле пӑхса, шӑппӑн:
— Эсӗ ҫӗҫҫе хӗрхенместӗн-и? Улӑштарнишӗн ӳкӗнместӗн-и? — тесе ыйтрӗ.

— Ним чухлӗ те ӳкӗнместӗп! — татӑклӑн хуравларӗ Давыдов.

Каллех чӗнмесӗр пычӗҫ. Анчах Федоткӑн пӗчӗк чӗрине ҫаплах тем ыраттарчӗ пулмалла, улӑштару Давыдовшӑн куҫкӗретех усӑллӑ мар, тесе шутларӗ пулмалла, ҫавӑнпа чылай шарламасӑр пынӑ хыҫҫӑн вӑл каллех:
— Тимӗр ҫумне хамӑн чул пӑшала хушса парсан, ӑна илетӗн-и? Илетӗн-и? — тесе ыйтрӗ.

Федоткӑшӑн ӑнланмалла мар ҫемҫе кӑмӑлпа Давыдов сӗнӳпе килӗшмерӗ.

— Ҫук, мӗн тума! Чул пӑшал хӑвӑнтах юлтӑр. Пуҫа-пуҫӑн улӑштартӑмӑр вӗт-ха? Факт!

— Мӗнле вӑл… пуҫа-пуҫӑн?

— Ну, хӑлхапа хӑлхана эппин, ӑнлантӑн-и?

Ҫук, Федоткӑшӑн пӗртте ӑнланмалла мар ку япала. Ҫитӗннӗ ҫын хӑй япалине ҫапла улталанса улӑштарни ӑна тӗлӗнтерсе те ячӗ. Ҫаплах тата сыхӑ пулма та хистерӗ темелле. Хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан чаплӑ ҫӗҫӗ те ниме юрӑхсӑр тимӗр чӑмакки — ҫук, кунта мӗн те пулин пурах ӗнтӗ! Пӑртакран ӑна-кӑна лайӑх ӑнланакан Федотка пынӑ ҫӗртех тепӗр сӗнӳ пачӗ:

— Ну, чул пӑшала илместӗн пулсан, сана куснасем хушса парас мар-и? Пӗлетӗн-и, мӗнлескерсем вӗсем ман? Ҫӗнӗ пекех, вӑт мӗнлескерсем!

— Сан куснусем те кирлӗ мар мана, — ассӑн сывласа, йӑл кулса каларӗ Давыдов. — Пӗр ҫирӗм ҫул каярах пулсанччӗ вӑт — ун чухне, тӑванӑм, эпӗ куснасене илме килӗшнӗ пулӑттӑм. Эпӗ вӗсене санран вӑйпах туртса илнӗ пулӑттӑм, халӗ ан пӑшӑрхан, Федот Демидович! Мӗн хумханатӑн эсӗ? Ҫӗҫӗ — ӗмӗрлӗхех санӑн, факт!

Каллех шӑпланчӗҫ. Темиҫе минутран каллех ыйту сиксе тухрӗ:

— Пичче, эпӗ сана панӑ тимӗр чӑмакки ӑҫтан вӑл? Тырӑ сӑвӑрмалли машинӑран мар-и?

— Эсӗ ӑна ӑҫта тупнӑ?

— Сарайӗнче, тырӑ сӑвӑрмалли машина айӗнче, халӗ эпир ҫавӑнта каятпӑр. Унта кивелсе кайнӑ машин ванчӑкӗ пур, тӳнсе кайнӑскер, ҫавӑн айӗнче выртать. Эпир пытанмалла выляттӑмӑр, эпӗ пытанма кӗрсе кайрӑм та, тимӗр чӑмакки унта выртать. Эпӗ ӑна ҫавӑнта илтӗм.

— Апла ку тырӑ сӑвӑрмалли машина пайӗ. Ун патӗнче пысӑк мар тимӗр патак выртнине курмарӑн-и?

— Ҫук, унта урӑх ним те ҫукчӗ.

«Ним те пулманнишӗн турра шӗкӗрех, пулнӑ пулсан, эсӗ мана леш тӗнчере те ӑнланса илме ҫук чӗмере кӑтартнӑ пулӑттӑн», — шухӑшларӗ Давыдов.

— Тырӑ сӑвӑрмалли машинӑн ҫак пайӗ сана питӗ те кирлӗ-и? — интересленсе ыйтрӗ Федотка.

— Питӗ кирлӗ ҫав.

— Хуҫалӑхра кирлӗ-и? Тепӗр машина валли-и?

— Паллах, факт!

Кӑшт чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн Федотка ҫапла каласа хучӗ:

— Хуҫалӑхра кирлӗ пулсан, апла, ан кулян, эсӗ манпа тӗрӗс улӑштарнӑ, хӑв валли ҫӗҫӗ эсӗ ҫӗннине туянӑн.

Ҫулне кура мар ӑслӑ Федотка ыйтӑва ҫапла татса пачӗ те, лӑпланса, йӑл кулчӗ. Унӑн чун-чӗри халь ӗнтӗ хӑй вырӑнне ларчӗ пулмалла.

Вӗсем пӗтӗм ҫул тӑршшӗпе калаҫни те ҫакӑ ҫеҫ пулчӗ, вӑл вара хаклӑ япаласем улӑштарнине татса пани пулчӗ…

Халӗ ӗнтӗ Давыдов Федоткӑ хӑйне ӑҫта ертсе кайнине лайӑх пӗлчӗ, сулахайри тӑкӑрлӑкра тахҫан Тимофей Рваный ашшӗн пулнӑ хуралтсем курӑнса кайсан, вӑл хӑмӑшпа витнӗ сарай ҫине тӗллесе:
— Ҫавӑнта тупрӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

— Епле час ӑнкӑртса илетӗн эсӗ, пичче! — тӗлӗннипе кӑшкӑрсах ячӗ те Федоткӑ Давыдов пӳрнине аллинчен вӗҫертрӗ. — Халӗ эсӗ мансӑр та ҫитетӗн ӗнтӗ, эпӗ вӗҫтертӗм, мӑнӑн вӑхӑт ҫук!

— Мана кунта ертсе килнӗшӗн спаҫҫибӑ сана, Федот Демидович, — терӗ Давыдов, ун пӗчӗк аллине ҫитӗннӗ ҫыннӑнни пекех чӑмӑртаса! — Эсӗ ман пата кӗрсе тух, пыркаласах тӑр, атту эпӗ сана тунсӑхлама пуҫлӑп. Эпӗ пӗччен пурӑнатӑп вӗт…

— Юрать, пӗрре-пӗрре кӗрсе тухӑп-ха, — темле ырӑ япала тума шантарнӑ пек каларӗ Федотка.

Вӑл пӗр ури ҫинче вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, тусӗсене чӗнсе пулмалла, икӗ пӳрнине ҫӑварне чиксе вӑрӑ-хурахла ши! шӑхӑрчӗ, унтан ҫил пек вӗҫтерчӗ, тусан витӗр унӑн хура ура тупанӗсем мӗлтлетни ҫеҫ курӑнса юлчӗ.

Дамасковсен килне кӗмесӗрех Давыдов колхоз правленине кайрӗ. Правлени ларӑвӗсем пулса иртекен тӗттӗмрех пӳлӗмре Яков Лукичпа кладовщик шашкӑлла выляҫҫӗ. Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ, ҫырмалли кӗнекерен ҫурса илнӗ хут листи ҫине: «Я. Л. Островнов завхоза. Манӑн ӗҫ кунӗсен шучӗпе Л. С. Егорова учительницӑна вӗтӗ авӑртнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ 32 кг., вир кӗрпи 8 кг., сысна ҫӑвӗ 5 кг. пар», — тесе ҫырчӗ. Ҫырни айне алӑ пусрӗ те, шӗвӗр янахне аллипе тӗрелесе, шухӑша кайса ларчӗ, унтан Островновран ҫапла ыйтрӗ:

— Ҫав хӗрача, пирӗн Егорова Людмила учительница, мӗнле пурӑнать-ха?

— Ҫӑкӑрпа квас ҫисе, — шашкине сиктерсе, кӗскен тавӑрчӗ Островнов.

— Эпӗ халӗ шкулта пултӑм, ремонт пирки интереслентӗм, учителькӑна та куртӑм… Ырхан, кӗрхи ҫулҫӑ пек, пӑхсан витӗр курӑнать. Апла-тӑк — апат ҫимест! Кунта мӗн ҫырнине паянах ун хваттер хуҫи патне ярса парӑр, факт! Ыран тӗрӗслетӗп. Итлетӗн-и?

Хушса ҫырнӑ хут таткине сӗтел ҫине хӑварса, Давыдов тӳрӗ ҫулпа Шалый патнелле утрӗ.

* * *

Вӑл тухса кайсанах, Яков Лукич хӑма ҫинчи шашкӑсене пӑтраштарчӗ те хулпуҫҫи урлӑ пӳрнипе алӑк ҫине тӗллесе кӑтартрӗ:

— Епле йыт аҫи? Малтан — Лушка Нагульновӑна, унтан Варька Харламовӑна ҫавӑрса илчӗ, халӗ, авӑ, учительница патне сиксе ӳкнӗ. Хӑйӗн мӗн пур йыт амине колхоз шучӗпе тӑрантарать… Салатса ярать вӑл пирӗн хуҫалӑха, пӗтӗмпех хӗрарӑмсем тӑрӑх салатать.

— Харламова валли нимӗн те ҫырса илмен вӑл, учительница валли — хӑй шучӗпе, — хирӗҫлерӗ кладовщик.

Анчах Яков Лукич йӑвашшӑн йӑл кулса илчӗ:

— Варькӑна вӑл укҫан тӳлет пулӗ-ха, учительницӑна мӗн илнишӗн вара колхозӑн тӳлемелле пулать. Вӑл вӑрттӑн хушнӑ тӑрӑх Лушка валли мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ тултрӑм тата эпӗ? Ҫапла ҫав!

Тимофей Рваный виличченех Лушкӑпа ӑна Яков Лукич колхоз кӗлетӗнчен апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ, кладовщике вара ҫапла каланӑ:

— Давыдов мана Лушкӑна хӑй ыйтнӑ таран апат-ҫимӗҫ пама хытӑ хушрӗ, ҫитменнине тата: «Эсӗ е кладовщик пӗр сӑмах та пулин каласан — Ҫӗпӗртен ҫӑлӑнса юласси ҫинчен ан та шутлӑр!» — тесе хӑратрӗ. Ҫавӑнпа эсӗ, тусӑм, ан шарла, сысна ҫӑвне, пыла, ҫӑнӑха виҫмесӗрех пар. Пуҫлӑхсем ҫинчен калаҫасси пирӗн ӗҫ мар.

Островнов мӗн ыйтнине кладовщик пӗтӗмпех панӑ, продуктсем тухманнине пытарма, вӑл сӗннипех, бригадирсене улталанӑ.

Май килсе тухнӑ чух халӗ Яков Лукичӑн мӗншӗн Давыдов ҫинчен татах усал сӑмах сармалла мар-ха?

Ӗҫсӗр аптранӑ Островновпа кладовщик нумайччен Давыдовӑн, Нагульновӑн, Разметновӑн «шӑммисене шӗкӗлчесе» ларчӗҫ.

Ҫав вӑхӑтра Давыдовпа Шалый хӑйсен ӗҫне турӗҫ: Фрол Рваный сарайӗнче ҫутӑрах пултӑр тесе, Давыдов ун тӑррине улӑхса кайрӗ те икӗ кашта хушшинчи улӑма сирчӗ.

— Ну, мӗнле унта, старик, халӗ ҫутӑрах-и? — ыйтрӗ вӑл ҫакӑн хыҫҫӑн.

— Ҫивиттине ҫӗтме ҫитӗ сана! Халӗ кунта картишӗнчи пекех ҫутӑ, — илтӗнчӗ сарайран Шалый сасси.

Давыдов хӗрринчи кашта тӑрӑх темиҫе утӑм турӗ те ҫӗрӗшнӗ, ҫемҫе ҫӗр ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.

— Ӑҫтан пуҫлӑпӑр, Сидорович?

— Ташӑ ӑстисем яланах кӑмака умӗнчен тытӑнаҫҫӗ, пирӗн те, иксӗмӗрӗн, шырама стена ҫумӗнчен тытӑнмалла, — терӗ ватӑ тимӗрҫ хулӑн сасӑпа.

Тимӗрҫ лаҫҫинче васкавлӑн тунӑ шӗвӗр вӗҫлӗ пӑлатна тимӗр патаксем тытса, вӗсем ҫӗре чиккелеме тытӑнчӗҫ. Чиккелеме стена патӗнчен пуҫларӗҫ, ҫапла майӗпен тепӗр енчи стена патӗнчи тырӑ сӑвӑрмалли машина патнелле куҫса пычӗҫ. Унта ҫитме темиҫе утӑм юлсан, Давыдовӑн тимӗр патакӗ тыткӑчӗ таранах ҫӗре ҫӑмӑллӑн кӗрсе кайрӗ, метала пырса тивсе, хуллен чӑнклатса илчӗ.

— Сан мулна тупрӑмӑр та акӑ, — йӑл кулчӗ Шалый, аллине кӗреҫе тытса.

Анчах Давыдов кӗреҫене хӑй патнелле туртрӗ.

— Пар-ха, Сидорович, эпӗ пуҫлам, эпӗ ҫамрӑкрах.

Метр тарӑнӑшӗнче вӑл темле пысӑк ҫыхӑ чавса кӑларчӗ. Ку вӑл ҫу сӗрнӗ брезентпа тирпейлӗн чӗркенӗ «максим» текен станоклӑ пулемет пулчӗ. Иккӗш ӑна шӑтӑкран туртса кӑларчӗҫ, брезента пӗр чӗнмесӗр уҫрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине ҫаплах ним чӗнмесӗр пӑха-пӑха, табак туртса ячӗҫ.

Икӗ хут ӗмсе илсен, Шалый:
— Рваныйсем совет влаҫӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхма чӑнласах хатӗрленнӗ… — тесе хучӗ.

— Пӑх-ха эсӗ, «максима» епле хуҫалла сыхласа усранӑ вӗсем: пӗр тутӑх та, пӗр пӑнчӑ та ҫук, ленттине хуть халех кӗртсе ларт! Шӑтӑкра татах шыраса пӑхам-ха, тен, тата мӗн те пулин тупӑпӑр….

Тепӗр ҫур сехетрен Давыдов шӑтӑк хӗррине пулемет лентисем хунӑ тӑватӑ цинк ещӗк, винтовка патронӗсем тултарнӑ уҫӑ ещӗк кӑларса лартрӗ, винтовка тата ҫӗрме пуҫланӑ клеенкӑпа чӗркенӗ капсюллӗ сакӑр граната хучӗ. Чул стена айӗнчи шӑтӑкра пиртен ҫӗленӗ йӗнӗ тупрӗҫ. Унӑн вӑрӑмӑшӗнчен унта тахҫан винтовка чиксе усрани палӑрчӗ.

Давыдовпа Шалый хӗвел аниччен тимӗрҫ лаҫҫинче пулемета салатса пуҫтарчӗҫ, ҫу сӗрчӗҫ. Тӗттӗмленме пуҫласан, каҫ умӗнхи шӑплӑхра Шырланпуҫ хыҫӗнче пулемет хыттӑн та хӑрушшӑн шатӑртатрӗ. Пӗрре — вӑраххӑн, иккӗ — кӗскен, унтан каллех вӑраххӑн, вара — хуторпа шӑрӑх кун хыҫҫӑн канса выртакан ҫеҫен хир, шаннӑ курӑкпа хӗрнӗ тӑпран тутлӑ шӑршине саракан ҫеҫен хир, каллех шӑпланчӗ.

Давыдов ҫӗр ҫинчен тӑчӗ те шӑппӑн:
— Лайӑх машинка! Ку машинкӑпа тем тума та пулать! — терӗ.

Ӑна хирӗҫ тарӑхнӑ Шалый хулӑн сасӑпа ҫапла мӑкӑртатса илчӗ:

— Халех тата Островнов патне каятпӑр, унӑн пӗтӗм кил картине, анкартине тимӗр патакпа чавса тухатпӑр! Ун килне те пӗтӗмпех ухтаратпӑр, шӑл йӗрме ҫитет ӑна.

— Эсӗ, старик, ӑсран тухрӑн-им! — сиввӗн каларӗ Давыдов. — Никам хушмасӑр ухтарма, пӗтӗм хутора пӑлхатма кам ирӗк патӑр-ха пире? Ҫук, эсӗ чӑнах та ӑсран тухнӑ, факт!

— Рванӑйӑнне пулемет тупрӑмӑр пулсан, Островновӑн итем ҫине ӑҫта та пулин виҫ дюймлӑ тупӑ пытарнӑ! Эпӗ мар ӑсран тухнӑ, эсӗ ӑслӑ ухмах пулма тӑрӑшатӑн, тӗрӗссипе вӑт мӗн калатӑп эпӗ сана! Тӑхта-ха, вӑхӑт ҫитсен, Лукич хӑйӗн туппине чавса кӑларӗ те сан хваттере тӳрех тӗллесе перӗ, вӑт сана факт пулӗ!

Давыдов ахӑлтатса кулса ячӗ, старике ыталаса илме тӑчӗ, анчах лешӗ вӑрт ҫаврӑнчӗ те, хытӑ тарӑхса, лач сурса хучӗ, вара, сывпуллашмасӑрах, мӑкӑртатса вӑрҫса, хутор еннелле утрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней