Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, куҫӗсене чарса, ҫӑварне карса, ун хыҫӗнчен нумайччен тинкерсе тӑчӗ, тӗмесем ҫинелле нумайччен пӑхрӗ…Долго он глядел ей вслед большими глазами, с разинутым ртом, долго поводил взглядом по кустам…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унпа уйӑрӑлсассӑн та ман пуҫран ватӑ пуҫлӑх нумайччен асра тӑчӗ, унӑн мӗскӗн Дуни ҫинчен те эпӗ нумайччен шухӑшларӑм…С ним расставшись, долго не мог я забыть старого смотрителя, долго думал я о бедной Дуне…
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Яков Лукич Островнов патне унӑн ӗлӗкхи сотеннӑй командирӗ пулнӑ есаул Половцев килнӗ каҫхине вӗсем нумайччен калаҫса ларчӗҫ.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫапла каларӗ те секретарь, ку ҫын мӗн тума пултарӗ-ши тесе хакланӑ пек, кӑштах тӑртанчӑкрах куҫ хупанкисем хушшипе Давыдова шӑпах куҫ шӑрҫисенчен тӗллесе, темӗнле ҫӗнӗлле, нумайччен сӑнаса пӑхса ларчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нумайччен калаҫма та кирлӗ мар унта.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
— Кунта нумайччен ыйтса тӑма та кирлӗ мар, — терӗ Очумелов.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Площадь, нумайччен аш ӑшаланӑ хыҫҫӑн ҫуса тасатман ҫатма пек, ҫаврака та вараланчӑк.Площадь кругла и грязна, как сковорода, на которой долго жарили мясо, но никогда еще нe чистили ее.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Халӑх горнист еннелле пӑхнӑ — питҫӑмартисене лешӗ темле ытлах та тӗлӗнмелле хӑпартса янӑ, куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑ, ун аллинчи горн чӗтрене-чӗтрене ытла нумайччен кӑшкӑрнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Вӑл урайне сарса пӑрахнӑ чӑпта ҫинче нумайччен тӑрмашрӗ, темиҫе хутчен сиксе тӑчӗ, туртрӗ, чӳрече патне пыра-пыра ларчӗ, каллех выртрӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн шухӑшлӑ, типшӗм сӑн-пичӗ темле тӗлӗнмелле пек, хытнӑн, тем ыйтнӑн туйӑнать мана, вӑл халӗ йӑлтах урӑхла пит-куҫпа, нумайччен ман енне пӑхса тӑрать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫӗре ӑна, тӑванӑм, аннӳ пекех нумайччен манмастӑн.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Радда аяккалла ывӑтса янӑ ҫӗҫҫе Данило илчӗ те, кӑвак мӑйӑхне чӗтреткелесе, нумайччен ҫав ҫӗҫҫе тинкерсе пӑхса тӑчӗ, — ҫӗҫҫи ҫинче Радда юнӗ хытса ларайман ха, ҫӗҫҫи кукӑр та пит ҫивӗчскер.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Анчах вӑл шывра нумайччен ларчӗ, хӑй Санькӑпа Федьӑна ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятласа тӑкрӗ.Но он еще долго сидел в воде и на чем свет ругал Федю и Саньку.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир ӑна нумайччен шырарӑмӑр, нумай ҫынсенчен ыйтрӑмӑр…
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӗтпе пӗҫернӗ лапшана юратса сыпа-сыпах, вӑл кӑмпа ҫинчен, мӑк уҫланкисем, чӑрӑш нумай ӳсекен вырӑнсем ҫинчен нумайччен каласа паратчӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нумайччен тӑчӗ Санька хурӑн умӗнче.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пӳртре татах нумайччен Катеринӑна хӑйӗн чир-чӗрӗсем ҫинчен каласа ларчӗ.Она долго еще сидела в избе, рассказывая Катерине о своих болезнях и недомоганиях.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпӗ, сан тунсӑхна сиснӗ пулин те, нумайччен шарламарӑм; мана та чӗнмесӗр шухӑшлама пар ӗнтӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем, шуҫӑмпа пӗрлех мар пулин те, ирех тӑраҫҫӗ; нумайччен чей ӗҫсе ларма юратаҫҫӗ, хӑш чухне, ӳркеннӗ пекех, сӑмах чӗнмеҫҫӗ, унтан харпӑр хӑй кӗтессине каяҫҫӗ е пӗрле ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, уя кайса ҫӳреҫҫӗ, музыкӑпа киленеҫҫӗ… ыттисем пекех, Обломов ӗмӗтленни пекех.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ун аллисене пичӗ ҫинчен хуллен сирчӗ те пуҫӗнчен чуптурӗ, вара нумайччен хӗр вӑтанчӑклӑхне юратса сӑнарӗ, унӑн куҫҫулленнӗ куҫӗсене пӑхса киленчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956