Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑшра хӗрӳлӗх пуррине е шухӑш вӑйлӑланнине кӑтартни мар-ха ку: куҫа йӑмӑхтариччен ҫутатать те, ҫапах та сиввӗн пӑхать, яка хурҫӑ ҫути евӗрлӗ вӑл, нумайччен те пӑхса тӑмасть хӑй, анчах тинкерсе, йывӑррӑн пӑхса илет те именмесӗр каланӑ сӑмах намӑслантарнӑ пек вӑтантарать, нимӗн туйӑмсӑр лӑпкӑ кӑмӑлпа пӑхмасан, ӑна чӑрсӑр пӑхать теме те пулать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нумайччен сӑнанӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ун пичӗ ҫинче пӗр-пӗрин урлӑ каҫса каякан пӗркеленчӗк йӗрӗсене асӑрхама пулать, тарӑхнӑ е пӑшӑрханнӑ самантсенче вӗсем лайӑхрах та палӑраҫҫӗ пулӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта вара вӑл, кичем аса илӳсене пусарас тенипе пулас, ҫӗнӗ хыпарсене ҫулталӑк кайран пӗлни мӗн тери кӑмӑллӑ марри ҫинчен нумайччен каласа пачӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Печорин нумайччен сывлӑхсӑр пурӑнчӗ, начарланса ҫитрӗ, мӑнтарӑн; анчах ҫавӑнтан вара эпир Бэла ҫинчен нихҫан та сӑмах пуҫарман: ун ҫинчен калаҫни хӑйшӗн лайӑх мар пулассине туяттӑм эпӗ, мӗншӗн калаҫас-ха?
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Аллӑмӑрсене ҫурӑм хыҫнелле тытрӑмӑр, пӗр сӑмах вакламасӑр, эпир юнашарӑн нумайччен каллӑ-маллӗ утса ҫӳрерӗмӗр: унӑн пит-куҫӗ ҫинче пӑшӑрханнӑ паллӑ ҫук та, ҫавӑнпа эпӗ йӑлтах кӳренсе ҫитрӗм: хам ун вырӑнӗнче пулас пулсан ӗнтӗ — кулянсах вилмелле.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манӑн ӑна вилес умӗн тӗне кӗртес шухӑш та пурччӗ; ҫавӑн ҫинчен каларӑм та ӑна, вӑл ман ҫине иккӗленсе пӑхрӗ, нумайччен сӑмах хушаймарӗ: юлашкинчен вара ӗнтӗ мӗнле тӗнпе ҫуралнӑ, ҫав тӗнпех вилем, терӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ пӗррехинче Печорин мана хӑйпе пӗрле хир сысни тытма кайма тимлерӗ; эпӗ нумайччен турткаланса тӑтӑм: мӗне кирлӗ иккен мана!
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫапла вӑл нумайччен калаҫрӗ, сӑмахӗсем варӑ асра нихҫан манӑҫми тӑрса юлчӗҫ, мӗншӗн тесен унашкал калаҫнине эпӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пӗрремӗш ҫынран илтрӗм, урӑхран илтес те ҫук-и, тен…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каҫхине эпӗ унпа нумайччен калаҫрӑм; вӑл ҫав мӗскӗн хӗр ҫине урӑх куҫпа пӑхма пуҫлани кӳрентерчӗ мана; ҫуршар кун сунарта ҫухалса ҫӳрет, килсен те Бэла ҫине сиввӗн пӑхакан пулчӗ; хутран-ситрен кӑна ӑна ачашлакалатчӗ; Бэла пӗтсе кайрӗ, чечен пит ҫӑмарти путса кӗчӗ, куҫӗ тӗксӗмленчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Вӑл хыпара эпир нумайччен пытарса тӑтӑмӑр, хӑнӑхса ҫиттӗр, терӗмӗр, унтан каларӑмӑр та, вӑл пӗр-икӗ кун хушши макӑрчӗ, каярахпа лӑпланчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей ҫав куҫсене нумайччен пӑхса ларчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл халь нумайччен тӑвайманнине турӗ: хӑйӗн машинипе пӗрлешрӗ, ӑна хӑйӗн кӗлеткине туйнӑ пекех туйса ҫитрӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолётпа тӑп-тӑп пӗтӗҫсе ҫитме, ӑна протезсен металӗпе сӑранӗ витӗр туякан пулма, вӑл нумайччен, ҫине тӑрсах вӗҫрӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пысӑк пӳрнескисем ӑшне ҫав алшишсене нумайччен тӑхӑнса ҫӳреме сунса, ҫырусем ҫырса чикрӗм.В большие пальцы положила записки с пожеланием долго носить.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Учебно-тренировочнӑй шкулта Мересьев нумайччен ҫав тери тӑрӑшса, ҫине тӑрса вӗренчӗ.Свыше пяти месяцев занимался Мересьев в учебно-тренировочной школе.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей унпа кашни каҫах телефонпа нумайччен калаҫса, хӑйӗн ӗҫӗсем савӑнмалла мар пулса пыни ҫинчен пӗлтернӗ.С ней Алексей ежевечерне он подолгу болтал по телефону, докладывая ей о невеселом ходе своих дел.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексее асӑрхаман пек пулса, вӑл сӗтелӗнче нумайччен чакаланчӗ, хут папкисене кӑларса хӑй умне саркаласа хучӗ, такам патне телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ, хӗрарӑм-секретарьпе «личнӑй ӗҫсене» мӗнле номерласа пырасси ҫинчен тӗплӗн калаҫрӗ, унтан таҫта тухрӗ те час таврӑнмарӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫине карчӑк нумайччен тӗлӗнсе, шанмасӑр пӑхса тӑчӗ, вал кам пулнине, кам патне килнине тата хушаматне ыйтса пӗлчӗ.Алексея долго рассматривали с недоверием и любопытством, спросили, кто он, к кому и как его фамилия.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ӑна Алексей тухса кайнӑ хыҫҫӑн комисси членӗсем нумайччен ун ҫинчен калаҫни ҫинчен, военврач: Мересьев — тӗлӗнмелле йӗкӗт, тен вӑл — кам пӗлет! — чӑнах та вӗҫекен пулӗ, — вырӑс ҫынни мӗн кӑна тума пултармасть вӑл, тени ҫинчен каласа пачӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев нумайччен ҫырӑва алӑра тытса ларчӗ.