Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 24-мӗш сыпӑк

Раздел: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Источник: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.10.20 20:05

Предложений: 169; Слово: 1503

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

5-мӗш номерлӗ клетка

Халӗ ӗнтӗ Андрей Иванӑча чи интереслине кӑтартмалла. Ачасем ӑна сӑнавсем ирттерекен участока ертсе пычӗҫ.

Маша, алӑка ерипен уҫса, пурне те кӗртсе ячӗ. Векшин мучи йӑрансем хушшинче калчасем пӑхса ҫӳрет.

Маша ачасене пӳрнипе юнарӗ.

— Эсир шӑп… халех мӗн те пулин шухӑшласа кӑларӑпӑр.

Мӗн шухӑшласа кӑларассине хӗрача хӑй те пӗлмест-ха, анчах ӑна мӗн те пулин шухӑшласа кӑларасси паян иртенпех канлӗх памарӗ. Вӑл Захар патне чупса пычӗ те:
— Мучи… кунта пӗр ҫын килчӗ, пирӗн сӑнавсемпе интересленет, — терӗ.

— Мӗнле ҫын?

— Ҫар ҫынни… фронтран килнӗскер. Ҫӗнӗ сортсем мӗнлине ыйтать.

— Ӗлкӗрнӗ те, каласа пама та ӗлкӗрнӗ! — -кӳренчӗ Захар. — Мӗнле калаҫса татӑлнӑччӗ-ха эпир?

— Ку ҫынна кӑтартма юрать, мучи… — теме ҫеҫ пуҫланӑччӗ Маша, анчах старик пуҫне ҫӗклесе малалла утрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

— Кама куратӑп! Андрей Иванӑч! Хаклӑ ҫыннӑм! — унтан учителӗн ҫакӑнса тӑракан кӗпе ҫанни ҫине пӑхса илчӗ. — Хӑтарчӗҫ, апла пулсан сана, пуҫӗпех! Андрей Иванӑч Векшина ыталаса илчӗ.

— Документсем тӑрӑх пуҫӗпех, хама эпӗ халӗ урӑх фронта куҫнӑ тесе шутлатӑп.

— Тӗрӗс сан сӑмаху, — килӗшрӗ старик, — мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пур ҫут тӗнчере, Андрей Иванӑч? Пирӗн ҫарсем хӑш вырӑналла ҫитеҫҫӗ?

— Инҫете каяҫҫӗ вӗсем, Захар Митрич! Пирӗннисем Минска хӑтарнӑ, ӗнер приказ пачӗҫ.

— Ырӑ хыпар! Эсрелсен шӑпи тулать! — хӗпӗртесе ӳкрӗ Захар. — Текех ӑҫтахан тавраш пирӗн хӗвеле хуплаймӗ. Эпир те хамӑр пултарнӑ таран тӑрӑшӑпӑр, — старик аллипе участок ҫине кӑтартрӗ.

— Ҫакӑ-и ӗнтӗ вӑл сӑнавсем тумалли уй? — ыйтрӗ учитель.

— Каласса калаҫҫӗ те-ха ӑна, Андрей Иванӑч! Пӑхӑр укҫа пысӑкӑш кӑна вӗт вӑл, мӗн уй темелли пур ӑна? Эпир кунта чылай акрӑмӑр-ха. Пӗрчӗшерӗн те ывӑҫшарӑн пухрӑмӑр. Ку вӑрӑм йӗтӗн, кунта хӗл сиввине чӑтакан ыраш, унта урпа… Ку эсир панӑ парне… Ачасене ҫырупа ярса панине астӑватӑр пулӗ? — Захар шултра пуҫлӑ клевер ӳсекен лаптӑка кӑтартрӗ.

Учитель участок тӑрӑх васкамасӑр утрӗ. Кашни ӳсентӑрана курнине пӗр, нумай хушӑ вӗсене курмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн, сывлӑх суннӑ пек, пӗшкӗнсе вӗсен ҫулҫисем, чечекӗсем ҫумне сӗртӗне-сӗртӗне илчӗ.

Акӑ вӑл ҫынран та ҫӳлӗ ӳснӗ дагестан кантӑрӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Унпа юнашарах аллаппи пек сарлака хура-симӗс ҫулҫӑллӑ клешевина тӗмисем ӳсеҫҫӗ. Унтан малалла учитель пӗчӗк-пӗчӗк йӑрансем ҫинче амур сойине, кок-сагыза, арахиса палласа илчӗ. Арахисӑн аялти чечекӗсем ҫӗре шӑтарса кӗреҫҫӗ те «ҫӗр мӑйӑрӗсем» пулаҫҫӗ.

— Ҫак кӑнтӑр енчи ӳсентӑран мӗнле лекнӗ тата кунта? — ыйтрӗ Андрей Иванӑч.

— Кусем ҫинчен эсир ачасенчен ыйтӑр, — терӗ Захар мучи. — Вӗсем пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ.

— Эпир вӗсене сӑнаса пӑхма акрӑмӑр, Андрей Иванӑч, — ӑнлантарчӗ Алеша. — Вӑррисене шкултах тупрӑмӑр.

— Тӗлӗнӗн ҫав, — пуҫне пӑркаларӗ Захар, — Мана та хӑйсен вӑййине пӗчӗк ачана илӗртнӗ пек, илӗртрӗҫ.

«Мучи, мӗнле шӑвармалла, мӗнле апат-ҫимӗҫ памалла?» — тесе кӑна тӑраҫҫӗ. Вӗсен ыйтӑвӗсенчен ниепле те хӑтӑлма ҫук. Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, хам ӗмӗр тӑршшӗнче те ун пек ӳсентӑрансене курман. Кӑнтӑр енчен килнисене тӑм тивесрен, сивӗ ҫилсенчен епле сыхласа хӑварасси ҫинчен ушкӑнӗпе ларса шухӑшларӑмӑр. Хӑнасем хӑнӑхрӗҫ пек ӗнтӗ.

— Андрей Иванӑч, — терӗ Маша, — арахиса пирӗн хире акас-тӑк… Пӗлетӗр-и эсир, мӗнле хаклӑ культура вӑл! Кок-сагыза та хире акмалла.

Пахчана, лупас хыҫне виноградсем, дыньӑсем лартса ӳстерес пулсан, — терӗ Семушкин.

— Куратӑн-и, ӑҫталла туртаҫҫӗ вӗсем, Андрей Иванӑч! — кулса ячӗ Захар. — Вӗсен пуҫӗнче шухӑшсем — хӑяр ӑшӗнчи вӑрӑ пек нумай.

Андрей Иванӑч пиллӗкмӗш клеткӑри тӗмленсе ӳсекен тулӑ патне пычӗ. Сыпӑк-сыпӑклӑ ҫутӑ-ешӗл тунисем тӑрӑх ҫумӑр тумламӗ юха-юха анать, вӗсен хӑлчӑклӑ пучахӗсем нӳрӗ тусанпа витӗннӗ.

Кӗтмен ҫӗртенех пӗлӗтсем хушшинчен хӗвел курӑнчӗ, ҫумӑр хыҫҫӑн тасалнӑ тулӑ кӗленче пек ялкӑшма пуҫларӗ.

Учитель куҫӗсене хӗсрӗ, кукленсе ларчӗ.

— Мӗнле сорт вара ку сирӗн?

Захар, Андрей Иванӑча тулӑ курма ан кансӗрлӗр тесе каласшӑн пулнӑ пек, аллине ҫӗклесе ачасене систерчӗ, хӑй мӑйне тӑссах, ун ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхрӗ.

— Ара, Захар Митрич… ку вӗт… — учитель каялла ҫаврӑнса старике аллинчен тытрӗ, — Егор Платонӑч тулли? Тем каласан та ҫавӑ.

— Палларӑр-и? — ыйтрӗ Захар. — Ҫавӑ, Андрей Иванӑч, шӑп ҫавӑ.

— Мӗнле палламӑн-ха? Пур палли те куҫ умӗнче: ҫӳлӗшӗ те, пучахӗ те. Эпӗ ӑна темиҫе ҫӗр сорт хушшинчен те уйӑратӑп. Тӗлӗкре те миҫе хут курнӑ-ши? Ӑҫтан тупнӑ-ха эсӗ ӑна, Захар Митрич? — сасартӑк учитель Машӑна хӑй патне кӑчӑк туртса илчӗ те: — Эсир Санькӑпа иксӗр ман пата мӗн тесе ҫырнӑччӗ-ха? Тулӑ пӗтӗмпех пӗтнӗ, пӗр пӗрчи те сыхланса юлман, тенӗччӗ вӗт.

— Ҫырнӑччӗ… — хыпӑнса ӳкрӗ хӗрача, — чӑн та ҫавӑн пекчӗ ҫав. Эпир ӑна нумайччен шырарӑмӑр, нумай ҫынсенчен ыйтрӑмӑр… Никам та, нимӗн те пӗлмерӗ. Мучи те пӗтӗмпех пӗтнӗ терӗ… — Ҫапла вӗт, мучи?

— Ҫапла, ҫавӑн пекчӗ. — Захар темле пулса кайрӗ. Унтан, ӗнсине хыҫкаласа, Федьӑна хӑй патне чӗнсе илчӗ Ку вӗт пӗтӗмпех ҫакӑн урлӑ пулчӗ. Ӑна тав тумалла. Вара вӑл, куҫран пӑхсах, Андрей Иванӑч та, ачасем те, нимӗнех те тавҫӑрса илейменнине сиссе, мӑнукӗ ҫине пӑхрӗ, ҫак тулӑ пӗрчисем таҫта-таҫта пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

***

Нимӗҫсем Стожара ҫывхара пуҫласан, Захар Векшин хӑйӗн кивӗ берданкине авӑрласа вӑрмана партизансем патне кайнӑ.

Отряд командирӗ, МТС директорӗ пулнӑскер, старике курсанах, ҫиленсе ӳкнӗ, ӑна хӑвӑртрах каялла яла таврӑнса колхоз кӗтӳне хӗвелтухӑҫнелле хуса кайма хушнӑ.

Анчах та старик килӗшмен: выльӑхсене хӗрарӑмсемпе ачасем те хуса кайма пултараҫҫӗ, тесе шухӑшланӑ вӑл, мӗн пулсан та, арҫын-арҫынах, вӑрманти утма ҫулсемпе лаша ҫулӗсене пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пекех пӗлсе тӑрать, пӑшалпа та начарах пемест, темиҫе теҫетке тискер нимӗҫе «леш тӗнчене» ӑсатма шухӑшлать. Ҫитменнине тата Пушкин ячӗпе тӑракан колхозӑн ҫӗр аллӑ тӗпе яхӑн улмуҫҫи пур, кил-ҫурт тавраш, акнӑ тыра тӑрса юлать. Вӗсене вӗт, выльӑхсене хуса кайнӑ пек, хуса кайма ҫук.

— Колхоза хураллама юласшӑн-и? Нимӗҫсенчен хӑтарса хӑварма шутлатӑн-и? — тесе ыйтнӑ командир.

— Курӑпӑр-ха унта, — тенӗ старик.

Захар отрядран кайман. Ун валли те ӗҫ тупӑннӑ. Вӑл партизансенне тумтир юсама пуҫланӑ, апат пӗҫернӗ, чирлисене тӗрлӗ курӑкпа сыватнӑ.

Хӑш чухне тата вӑл, кӗлмӗҫ пек тумланса, ялсене ҫитсе ҫӳренӗ, унта нимӗҫсемпе полицайсем пуррине, совет ҫыннисене мӑшкӑллама кама старостӑна лартнине пӗле-пӗле килнӗ.

Пӗррехинче ҫапла вӑрманта Захар Федя Черкашина тӗл пулнӑ.

Захар ӑна ҫинчех отряда ертсе пынӑ.

Федя вара ӑна партизансен хуҫалӑхне майлаштарнӑ ҫӗрте пулӑшма пуҫланӑ, кӑмпа татма, ҫырла пухма, им-ҫам курӑкӗ пухма пулӑшнӑ. Ҫакӑнтан кайран вӗсем ялсем тӑрӑх та иккӗшех ҫӳреме пуҫланӑ. Ватӑрах ҫынна кӗҫ тӗлне пулма хӑрушӑ вырӑнсенче пӗчӗк Федя ҫӑмӑллӑнах кайса килкеленӗ.

Ачана отрядра пурте юратнӑ. Вӑл тӑлӑх иккенне пӗлсен, нумайӑшӗ ӑна хайсен ывӑлӗ вырӑнне илесшӗн пулнӑ. Эпӗ тӑлӑх мар. Манӑн атте пур… — тенӗ Федя.

Темле ҫапла вӗсем Стожара лекнӗ. Ялта нимӗҫсем туллиех пулнӑ. Уй- хире полицайсем сыхланӑ - вӑл ӗнтӗ ун чух темле нимӗҫ улпучӗн хирӗ пулнӑ имӗш. Тырӑ ҫав ҫулхине питӗ лайӑх пулнӑ. Ҫавӑнтах Захар Егор Платончӑн туллине те тупнӑ. Катерина ӑна темле тӑрӑшса таптаса лӳчӗркенӗ пулин те, хунавӗ пӗтӗмпех пӗтмен пулнӑ иккен, ҫитӗнсе ҫитсе пуҫ кӑларнӑ та пиҫсе ҫитнӗ, йывӑр пучахӗсене аран йӑтса ларнӑ.

— Ҫакӑн пек сорт ӳстертӗмӗр иккен те, кам валли пулать-ха! — суранӗ сурнӑ пек йынӑшнӑ Захар. — Тӑшман валли-и? Халӗ акӑ пӗр пучах та, пӗр пӗрчӗ те юлас ҫук, — тенӗ те вӑл ача ҫине тинкерсе пӑхнӑ. — Халиччен ют пахчасене кӗркеленӗ-и эс? — тесе ыйтнӑ.

— Кӗркеленӗ, — тенӗ Федя, именнӗ май.

— Сире арҫын ачасене, пурне те пӗр калӑппа тунӑ. Сахалах тарӑхтарман эсир мана. Халӗ, Федюша, эсӗ ҫав тери усӑллӑ ӗҫ тума пултаратӑн. Пӗр виҫӗ пучах та пулин илсе кил-ха. Пултаратӑн-и?

— Пултаратӑп, асатте. Эпӗ мӗн пуррине пӗтӗмпех татӑп, — тенӗ Федя.

Каҫпа вӑл тулӑ ани ҫине шуса кӗнӗ. Ирпеле старикпе ача лагере пӗр хутаҫ пучах йӑтса пычӗҫ, туллине шӗкӗлчесе тасатнӑ, сӑвӑрнӑ, хутаҫа ярса хунӑ.

Тырӑ акма ытла ир хатӗрленесшӗн-и вара асатте, — тенӗ ӑна партизансем. Нимӗҫсене хӑваласа яман-ха, эсӗ пур, вӑрлӑх ҫинчен те шухӑшлама пуҫларӑн.

— Шӑпах вӑхӑт ҫав. Ҫӗр вӑл — Гитлер хырӑмӗ мар. Вӑрлӑх пур - ҫӑкӑр пур. Ырӑ вӑрлӑх тӗлсӗрех пӗтес ҫук. Отряд командирӗ Захарпа Федьӑна хӑтӑрса илнӗ, тек ҫавӑн пек тухса ҫӳреме хушман, анчах тулӑ илсе килнӗшӗн питӗ савӑннӑ, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхласа усрама хушнӑ.

Ҫуркуннепе вара вӑйлӑ ҫапӑҫусем пуҫланнӑ. Фронт линийӗ партизансен районӗ патнелле ҫывхарнӑ. Хамӑр ҫарсемпе ҫыхӑнӑва майлаштармалла пулнӑ. Векшин мучи фронт линийӗ урлӑ каҫса каяссине хӑй ҫине илнӗ. Федя та унтан юлман.

— Эсӗ питӗ пӗчӗккӗ-ҫке, Федя, — пуҫне пӑркаланӑ вара отряд командирӗ. — Санӑн халӗ кусналла выляса, лупашкасем тӑрӑх кӑна чупса ҫӳремелле, ку ӗҫ ҫавӑн йышши… Хӑрушӑ вӗт, кунта темле хӑрушлӑха та кӗтсе тӑр.

— Эпӗ яланах хатӗр!

— Пионер эппин эсӗ… Ну, вӗҫтер тӑванӑм! — тенӗ те командир, ачана ыталаса илнӗ.

Захарпа Федя ҫапла отрядран тухса кайнӑ. Малтан шурлӑх урлӑ, унтан ҫилтӑвӑл ватнӑ вӑрман витӗр, пилӗк таран лачака ӑшне кӗрсе лара-лара утнӑ. Кайран вӗсем шыв хӗррине тухнӑ. Захар тепӗр енне каҫмалли вырӑн шырама кайнӑ. Федя ҫӑра курӑк ӑшӗнче ӑна кӗтсе ларнӑ. Кӗтмен ҫӗртенех тӗмсем хыҫӗнче темӗн чаштӑртатнӑ, кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗннӗ. Федя, сасӑ илтӗннӗ енне чупас тенӗ кӑна, ҫав вӑхӑтра сар кайӑк хурлӑхлӑн та вӑрӑммӑн юрласа янӑ. Ку вӑл — сигнал пулнӑ. «Эпӗ лекрӗ, хамӑраннисем патне пӗчченех кайма тӑрӑш», — тесе пӗлтернӗ ӑна Захар.

Федя аслашшӗ кутамккине илнӗ те пӗр хулӑн пӗрене ҫине утланса ларса шыв урлӑ каҫса кайнӑ.

Тепӗр икӗ кунтан совет ҫарӗсем тӑшман оборонине аркатса, нимӗҫсене хӗвеланӑҫнелле хӑваланӑ, нӳмай совет ҫыннисене, ҫав шутрах Захар Векшина та, вилӗмрен хӑтарчӗҫ.

Старик Федьӑна шырама пуҫланӑ. Анчах ача ниҫта та тупӑнман. Захар таҫта та ҫитсе, таҫтан та ыйтса пӑхнӑ, ҫапах та мӑнукӗ ӑҫтине пӗлеймен.

Тепӗр ҫур ҫултан, Стожарта пурнӑҫ мая кӗрсен, Захар Векшин инҫетри Ташкент хулинчен ҫыру илнӗ. Федя ҫав ҫырура донесение вырӑна ҫитерни, ӑна хӑйне кӑшт амантнӑ хыҫҫӑн госпитальте выртни ҫинчен пӗлтернӗ…

— …Нумай-и, сахал-и вӑхӑт иртрӗ, ман пата мӑнукӑм та персе ҫитрӗ, тулла та илсе килчӗ, — тесе пӗтерчӗ Захар хӑйӗн калавне.

— Ҫак таранччен нимӗн шарламасӑр пурӑннӑ! Эх, эсир те ҫав Захар Митрич! — терӗ учитель. — Ку вӗт ачасемшӗн темле халлап-юмахсенчен те хаклӑрах.

— Хӑрарӑм, Андрей Иванӑч, нумай выртнипе шӑтаймӗ терӗм. Чӑнах та, пӗрчӗсем пӑсӑлнӑ пулсан, вӗсен пурнӑҫӗ пӗтнӗ пулсан, мӗншӗн-ха вӑхӑт ҫитичченех ҫынсене улталас!

Участока уҫӑ ҫил варкӑшса кӗчӗ, калчасем ҫинчен чупса иртрӗ, тулӑ пучахӗсем чӑштӑртатса илчӗҫ, ҫакӑ вӑл: «эпир пурӑнатпӑр, пурӑнатпӑр» тесе каланӑ пекех пулчӗ.

— Халӗ ӗнтӗ хӑвӑрах куратӑр: тулӑ ырӑ-сывах, пуҫ кӑларчӗ, шӑркана ларать, кӗҫех пуҫтарса та кӗрӗпӗр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней