Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Январӗн 9-мӗшӗ

Автор: Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер

Источник: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Добавлен: 2019.10.28 10:21

Предложений: 631; Слово: 6896

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

… Халӑх малтанхи ҫил-тӑвӑл тапхӑрӗ кӑшт ҫеҫ вӑратса янӑ океанӑн хура хумӗ пек туйӑннӑ; вӑл малалла хуллен юхнӑ, ҫынсен кӑвак сӑн-пичӗсем кӑпӑклӑ, пӑтранчӑк хум тӑрри пек пулнӑ.

Куҫсем йӑлтӑртатнӑ, анчах ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине, хӑйсем сӑмах тытнине ӗненмен пек, хӑйсенчен хӑйсем тӗлӗннӗ пек пӑхнӑ. Сӑмахсем, пӗчӗк кӑвак кайӑксем пек, шӑппӑн, ним кулмасӑр калаҫнӑ.

— Урӑх тӳсме май ҫук, акӑ мӗншӗн тухрӑмӑр…

— Ахалех халӑх тапранмасть…

— «Вӑл» ӑна тӑнласа илмӗ-и вара?.. — тенӗ.

Пуринчен ытла «ун» ҫинчен калаҫнӑ, — «вӑл» ырӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑскер — пурне те ӑнланса илӗ, — тенӗ пӗр-пӗрне… Анчах «ун» сӑнне ӳкернӗ сӑмахсенче сӑрсем пулман. «Ун» ҫинчен нихҫан та лайӑххӑн шухӑшламанни, ӑна пурӑнакан чӗрӗ ҫын пек шутламанни сисӗннӗ, «вӑл» мӗн тума кирлине, мӗн тума пултарассине те лайӑххӑн ӑнланман. Анчах ҫак кун «вӑл» кирлӗ пулнӑ, пурте «вӑл» мӗнлине ӑнланса илме васканӑ, чӑннипе мӗнлескер пулнине пӗлмесӗр, ирӗксӗрех хӑйсен шухӑшӗпе ӑна темле пысӑкскер туса хунӑ. Шанчӑксем пысӑк пулнӑ, вӗсен тӗреклӗхӗ валли те пысӑкскер кирлӗ пулнӑ.

Вӑхӑчӗпе халӑх хушшинче чӑрсӑр ҫын сасси илтӗннӗ:

— Юлташсем! Ан улталӑр хӑвӑра хӑвӑр…

Анчах хӑйсене хӑйсем улталани кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та халӑх хӑракаласа, ҫилленсе кӑшкӑрнисем ҫын сассине хупла-хупла лартнӑ.

— Эпир уҫҫӑн тӑвас тетпӗр…

— Ан чӗн эсӗ…

— Ҫитменнине Гапон атте…

— Вӑл пӗлет мӗн тумаллине…

Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ… Мӗне ӗненменнине пытарма тӑрӑшнӑ, анчах пултарайман. Халӑх ытла пысӑккӑн хускалса кайни, темшӗн пӑшӑрханни, сас-чӗвсене темле ытла питӗ сиссе тӑни палӑрнӑ. Утса пынӑ чух сыхланса итленӗ, малалла пӑха-пӑха илнӗ, куҫӗсемпе темскере хытӑ шыранӑ. Хӑй тулашӗнчи вӑя мар, хӑй ӑшӗнчи вӑйне ӗненекенсен сассисем халӑха хӑратса, ҫиллентерсе янӑ, хӑй курасшӑн пулнӑ вӑйпала куҫкӗретӗн тытӑҫма тивӗҫлине ӗненекен ҫыншӑн ҫав хӑрани, ҫилленнисем пӗрре те килӗшмен.

Анчах, урамран урама юхса, халӑх пит хӑвӑрт нумайланса пынӑ. Ҫав тулашӗнчен ӳсни ерипен шалта ӳснине сисӗнтернӗ, чура халӑхӑн хӑй нушине влаҫа астутарма тивӗҫ пурри ҫинчен шухӑшлаттарнӑ.

— Кирек мӗнле пулсан та, эпир те ҫынсемех…

— Вӑл ӑнланса илет пулӗ-ҫке, — эпир ыйтатпӑр.

— Ӑнланса илме кирлӗ!.. Пӑлханмастпӑр эпир…

— Тата Гапон атте те…

— Юлташсем! Ирӗке ыйтса илмеҫҫӗ…

— Ах, туршӑн та!..

— Чарӑн-ха эсӗ!..

— Хӑвалӑр ӑна, усала, аяккалла!..

— Гапон атте лайӑхрах пӗлет мӗн тумаллине…

Хура пальтоллӑ ҫӳлӗ ҫын, хулпуҫҫисене хӗрлӗрех саплӑк лартнӑскер, юпа ҫине хӑпарса тӑнӑ та, кукша пуҫӗнчен ҫӗлӗкне хывса, хыттӑн, чаплӑн калама тытӑннӑ. Куҫӗсем вут пек йӑлтӑртатнӑ, сасси чӗтренӗ. Вӑл «ун» ҫинчен, патша ҫинчен, каланӑ.

Анчах сӑмахӗсенче те, епле каланинче те малтан темле юри ҫӗкленсе калани сисӗннӗ, ун сӑмахӗнче ыттисене ерме пултаракан, ҫынна хӑватлантаракан шухӑш илтӗнмен. Тахҫанах шутран тухнӑ, вӑхӑт киветсе пӑрахнӑ сӑнсӑр япалана тепӗр хут чӗртсе аса илме хӑтланса, ҫын хӑйне хӑй ирӗксӗрленӗ пек пулнӑ. «Вӑл» яланах пӗтӗм ӗмӗр тӑршшӗпех ҫынтан аякра тӑнӑ, анчах халӗ кирлӗ пулса ларнӑ — ун ӑшне ҫын хӑй шанчӑкӗсене кӗртесшӗн пулнӑ.

Ҫав шанчӑксем вилӗскере хуллен-хулленех вилӗмрен чӗртсе пынӑ. Халӑх лайӑх итлесе тӑнӑ — ҫын хӑй сӑмахӗсенче халӑх ӗмӗчӗсене каланӑ, халӑх ӑна сиснӗ. Анчах «ун» вӑйне юмахри пек шутлани «ун» сӑн-сӑпачӗпе пӗртте килӗшмен пулсан та, пурте ун пек вӑй пуррине, пулма кирлине пӗлнӗ. Ҫав вӑя хӑвӑртрах шыраса тупмалла пулнӑ — оратор ӑна календарьсенчи картинӑсем тӑрӑх пурте пӗлекен ҫын пек туса хунӑ, юмахсем тӑрӑх пӗлекен сӑнпа пӗрлештернӗ, юмахсенче ҫав сӑн этемлӗх пулнӑ. Ораторӑн хытӑ янӑракан ӑнланмалла сӑмахӗсем — пӑхӑнтаракан, ырӑ, тӗрӗс тӑвакан, халӑх нушине ашшӗ-амӑшӗ астӑвакан ҫын сӑнне ӑнланмалла ӳкерсе панӑ.

Ӗненӳ ҫӗнтере пуҫланӑ, вӑл, ҫынсен иккӗленсе шӑппӑн пӑшӑлтатнине сирсе ярса, чуна хавхалантарнӑ… Ҫынсем хӑйсем тахҫанах кӗтнӗ кӑмӑл-шухӑша парӑнма васканӑ, вӗсем, пӗр-пӗрне пӑчӑртаса, пӗр шухӑшлӑ кӗлеткесенчен тем пысӑкӑш купа тунӑ пек пулнӑ; тачӑ тӑнӑ, хулпуҫҫисемпе аяксем ҫывӑххи чӗресене ӑшӑтнӑ, тата ӗҫ ӑнассине шанни те ӑшӑ панӑ.

— Кирлӗ мар пире хӗрлӗ ялавсем! — тесе кӑшкӑрнӑ кукша пуҫлӑ ҫын. Ҫӗлӗкӗпе сулкаласа, вӑл халӑх пуҫӗнче пынӑ, унӑн ҫара пуҫчашкийӗ тӗксӗммӗн ҫуталнӑ, ҫын куҫӗ умӗнче ярӑна-ярӑна хӑй еннелле пӑхтарнӑ.

— Эпир атте патне каятпӑр!..

— Мӑшкӑллама памӗ!..

— Юлташсем! Хӗрлӗ тӗс — пирӗн юн тӗсӗ, — тесе, халӑх ҫинче пӗр-пӗччен уҫӑ сасӑ кутӑнлашса янӑраса тӑнӑ.

— Хӑй вӑйӗсӗр пуҫне, халӑха ирӗке кӑларакан урӑх вӑй ҫук.

Кӑмӑлӗ-шухӑшӗпе ӳсӗрӗлсе кайнӑ халӑх, юлашкинчен кӑмӑлӗ килсе чунне хыттӑн ыталанӑран хӗпӗртесе кайнӑскер, харкашса тӑнӑ.

— Кирлӗ мар!..

— «Вӑл» ӑнланӗ.

— Акӑ ҫын, эх, эсӗ…

— «Ун» патне яраҫҫӗ пулсан…

— Халӑха пӑтратакансем, шуйттансем!..

— Гапон атте хӗреспе, вӑл — ялавпа.

— Ҫамрӑк-ха, ҫапах пуҫ пуласшӑн…

— Эпир килӗшӳллӗ тӑвасшӑн!

Сахалтарах ӗненнисем, хыҫалтарахра пырса, ҫилленкелесе те хӑракаласа кӑшкӑрнӑ:
— Хӑвалӑр ӑна, ялавлине! — тенӗ.

Халь хыттӑн, ним иккӗленмесӗрех шунӑ, кашни утӑм тумассеренех хӑйсене хӑйсем улталаса тенӗ пек, тата хытӑрах пӗр-пӗрне ертсе пынӑ. «Унӑн» халь анчах туса хунӑ сӑнӗ ӗлӗк пулнӑ ырӑ паттӑрсен мӗлкисене — ача чухне илтнӗ юмахсенчен кӑшт тӑрса юлнӑскерсене — хыттӑн аса илтернӗ, ҫын чунӗ ӗненме тӑрӑшнӑ чӗрӗ вӑйпа тулса пынӑ та, ҫав сӑнар пуҫра пӗр чарӑнми ӳснӗ…

Тахӑшӗ:
— «Вӑл» пире юратать, — тесе кӑшкӑрнӑ.

Халӑх хӑй халь кӑна тунӑ япала хӑйне юратнине чӑнахах чӗререн ӗненнӗ.

Халӑх урамран шыв хӗррине, Троицкий кӗперӗ патне юхса тухса, хӑйне кӗпер ҫине кӗме пӳлсе тӑракан салтаксем хуҫкаланчӑк линипе тӑсӑлса тӑнине курсассӑн, — ҫынсем ҫав ҫӳхе, кӑвак карта пирки чарӑнса тӑман. Кӑвак-ҫутӑ сарлака ҫырма умӗпе лайӑх курӑнса тӑракан салтак кӗлеткисенчен пӗрре те хӑрамалли пулман; шӑннӑ урисене ӑшӑтмашкӑн вӗсем сике-сике илнӗ, аллисене сулкаланӑ, пӗрне пӗри тӗрте-тӗрте янӑ. Малта, юханшыв леш енче, ҫынсем пӗр тӗттӗм ҫурт курнӑ — унта вӗсене «вӑл», хуҫи, кӗтнӗ. Аслӑ та вӑйлӑскер, ырӑ та юратаканскер, вӑл хӑй салтакӗсене: ман пата халӑха, мана юратаканскере, хӑй нуши ҫинчен манпа килӗшӳллӗн калаҫасшӑнскере, ан яччӑр тесе хушма пултарайман ӗнтӗ.

Анчах, ҫапах та нумай ҫын сӑн-питӗнче темскере тавҫӑрса илейменни палӑрнӑ, малта пыракансем вӑраххӑн утма тытӑннӑ. Хӑшӗ каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ, хӑшӗ аяккалла кайса тӑнӑ, пурте пӗр-пӗрне: салтаксем ҫинчен пӗлетпӗр, вӑл пире тӗлӗнтермест тесе кӑтартасшӑн пулнӑ. Хӑшӗ ҫӳлте, кичеммӗн курӑнакан крепость тӗлӗнче йӑлтӑртатакан ылтӑн ангел ҫине пӑхкаланӑ, хӑшӗ кулкаланӑ. Такам:
— Салтаксене сивӗ… — тесе шеллесе илнӗ.

— Ҫап-ла…

— Тӑрасах пулать!

— Салтаксем — йӗрке тытма…

— Лӑпланӑр, ачасем!.. Тӑп тӑрӑр!

— Ут, ут!..

— Урра, салтаксем! — тесе кӑшкӑрнӑ тахӑшӗ. Хулпуҫҫисенчен сарӑ башлык ҫыхнӑ офицер хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ та, ӑна сывлӑшра сулкаласа, халӑха хирӗҫ темскер кӑшкӑрнӑ. Салтаксем, хулпуҫҫипе хулпуҫҫи тӑрса, ним чухлӗ те хускалман ӗнтӗ.

— Мӗн-ха вӗсем апла? — тесе ыйтнӑ пӗр самӑр хӗрарӑм. Ӑна хирӗҫ никам та чӗнмен. Пурне те темле, сасартӑк, утма йывӑр пулса ларнӑ.

— Каялла! — тесе офицер кӑшкӑрни илтӗннӗ. Пӗр-ик-виҫ ҫын каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ — вӗсен хыҫӗнче тӑп-тачӑ халӑх тӑнӑ, урамран ун ӑшнелле каллех ҫынсем татти-сыпписӗр хура шыв пек юхнӑ. Халӑх, вӑл хӗстернине парӑнса, кӗпер ҫумӗнчи лаптӑка тулса сарӑлса кайнӑ. Пӗр ик-виҫ ҫын мала тухнӑ та, шурӑ тутӑрсемпе сулса, офицера хирӗҫ утнӑ.

— Эпир — хамӑр патша патне…

— Пӗрре те пӑлханмастпӑр…

— Каялла! Эпӗ пеме хушатӑп!..

Офицер сасси халӑх патне ҫитсен, халӑх, тӗлӗннипе, ӑна хирӗҫ кӗр! кӗрлесе янӑ. Халӑх хушшинче малтан тахӑшӗ: «ун» патне ярас ҫук, тесе калакаланӑ, анчах «ун» патне лӑпкӑн, «унӑн» вӑйӗпе ырлӑхне ӗненсе пыракан халӑха пӑшалпа пересси ҫав ҫынсем хӑйсем тунӑ сӑнара пӑсса янӑ.

«Вӑл» — пур вӑйран та аслӑ вӑй, «унӑн» никамран та хӑрамалли ҫук, «унӑн» хӑй ырлӑхне штыксемпе те пульӑсемпе хӑйӗнчен сивӗтме ниме те кирлӗ мар…

Выҫӑ сӑнлӑ, хура куҫлӑ, вӑрӑм типшӗм ҫын сасартӑк ҫапла кӑшкӑрса янӑ:
— Пересшӗн-и? Пеме пултараймастӑн! — тенӗ.

Унтан, халӑх еннелле ҫаврӑнса пӑхса, ҫилленсе хыттӑн каланӑ:

— Мӗн? Каларӑм вӗт эпӗ, — ярас ҫук вӗсем…

— Камсем? Салтаксем-и?

— Салтаксем мар, ав — лере…

Хӑй таҫталла инҫетелле аллипе сулса кӑтартнӑ.

— Аслисем… Аха! Эпӗ каларӑм вӗт!

— Вӑл паллӑ мар-ха…

— Мӗн тума пынине пӗлсессӗн — ярӗҫ!..

Шав вӑйлансах пынӑ. Ҫилӗллӗн кӑшкӑрнисем, тӑрӑхласа каланисем илтӗннӗ. Чипер ӑс-тӑн, ниме кирлӗ мар вӗрлӗке перӗнсе, саланса кайнӑ та шарлами пулнӑ пекех туйӑннӑ. Ҫынсем хытӑрах хускалса тӑра пуҫланӑ; ҫырмаран витӗр сивӗ ҫапнӑ. Штык тӑррисем те тапранмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ.

Пӗр-пӗрне чӗнкелесе тата хыҫалтан чышнипе, ҫынсем малалла шунӑ. Тутӑрсем тытса пыракансем, аяккалла пӑрӑнса кӗрсе, халӑх хушшинче ҫухалнӑ. Анчах малтисем пурте — арҫынсем, хӗрарӑмсем, ҫитейменнисем те — шурӑ тутӑрсемпе сулнӑ.

Пӗр ҫулланнӑ ҫын, кӑвакара пуҫланӑ сухаллӑскер, ҫапла калаҫнӑ:
— Мӗн унта пӑшалпа пемелли? Мӗне кирлӗ вӑл? — тенӗ.
— Вӗсем кӗпер ҫине анчах ямаҫҫӗ, тӳрех пӑр ҫийӗпе кайӑр, теҫҫӗ…

Ҫавӑнтах сасартӑк сывлӑшра темскер шӑтӑр-шатӑр туса тӑкӑнса кайнӑ та янӑраса илнӗ, халӑха куҫа курӑнман темиҫе теҫетке пушӑпа ҫапнӑ пек пулнӑ. Пӗр секунда хушши сасӑсем сасартӑк шӑнса ларнӑ пек пулнӑ. Халӑх хуллен малаллах шунӑ.

Пӗри те ыйтса, те ахаль:
— Пушшипе печӗҫ, — тенӗ.

Анчах унта та кунта йынӑшнисем илтӗннӗ; халӑх ури айӗнче темиҫе ҫын выртнӑ. Пӗр хӗрарӑм, хыттӑн ахлатса, аллипе кӑкӑрӗнчен ярса тытнӑ та, малалла, хӑйне хирӗҫ тӑсӑлса тӑракан штыксем патнелле, хӑвӑрт утса кайнӑ. Ун хыҫҫӑн ытти ҫынсем чупма пуҫланӑ, унтан татах, ун тӗлӗпе ирте-ирте, мала чупса тухнӑ.

Унтан татах, тата хӑвӑртрах, харӑс пенӗ пӑшал сасси шӑтӑртатса кайнӑ. Хӳме патӗнче тӑракансем хӑмасем чӗтресе кайнине илтнӗ, — тахӑшӗн курӑнман шӑлӗсем хӑмасене ҫилленсе ҫыртнӑ пек пулнӑ. Пӗр пули тата, хӳме хӑми тӑрӑх шуҫса кайса, ҫын пичӗсем ҫинелле вӗт турпас татӑкӗсем силлесе тӑкнӑ. Ҫынсем виҫшерӗн, темиҫешерӗн пере-пере ӳкнӗ, хырӑмӗсене тыта-тыта, ҫӗр ҫумне кукленсе ларнӑ, уксахласа таҫталла чупнӑ, юр ҫийӗпе упаленнӗ, — пур ҫӗрте те юр ҫинче ҫутӑ-хӗрлӗ пӑнчӑсем пит нумай хыпса тухнӑ. Вӗсем сарӑлнӑ, куҫа хӑйсем ҫинелле пӑхтарса, пӑсланса тӑнӑ. Халӑх каялла чакнӑ, кӑшт чарӑнса тӑнӑ та хытса кайнӑ; унтан сасартӑк темиҫе ҫӗр ҫын пӗр сасӑпа тискеррӗн, чуна чӗтретмелле уласа янӑ. Ҫав уланӑ сасӑ ҫуралнӑ та, хытӑ ыратнине, тавӑрас килнине, хӑраса ӳкнине, хирӗҫ тӑнине, нимне пӗлмесӗр хуйхӑллӑ пулнине, пулӑшма чӗннине пӗлтерекен сасӑсем пулса, сывлӑшра вӑйлӑн чӗтренсе пыракан татти-сыпписӗр ула пӗлӗт пек юхса кайнӑ.

Пуҫӗсене чиксе, ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн малалла, вилнисемпе аманнисене пуҫтарма чупнӑ. Аманнисем те кӑшкӑрнӑ, чӑмӑрӗсемпе юнанӑ: пур ҫын пичӗ те сасартӑк урӑхланса кайнӑ, пур куҫсем те темле ухмаха ернӗ чухнехи пек йӑлтӑртатнӑ. Анчах пӗтӗм хура хӑрушлӑха кӑтартакан паника пулман, — ҫынсене сасартӑк тултан та шалтан та ярса илекен, типӗ ҫулҫӑсене ҫил шӑлса купаланӑ пек, ҫынсене куҫа курӑнман тетел ӑшне шӑлса кӗртсе таҫталла сӗтӗрекен, тата хӑйсенчен хӑйсем тарса пытанма тӑрӑшнӑ тискер ҫавраҫил ӑшӗнче таҫта хӑваласа каякан паника пулман. Усал хӑрушлӑх пулнӑ, анчах вӑл, сивӗскер, шӑннӑ тимӗр пек пӗҫертекенскер, чӗрене пӑрлантарнӑ, ӳт-пӗве пӑчӑртаса лартнӑ, юн ҫӑтакан юр ҫине, юнланса пӗтнӗ питсем, алӑсем, тумтирсем ҫине, тата, чӗррисем хӑраса кускаласа ҫӳренӗ хушӑра, хӑрамалла канлӗн выртакан ҫын виллисем ҫине куҫсене чарса пӑрахса пӑхтарнӑ. Хыттӑн тарӑхса кайни, хуйхӑллӑ вӑйсӑр ҫилӗ, аптранипе ытла ним тума пӗлменни палӑрнӑ, темле пӗртте вылянман куҫсем нумай пулнӑ, салхуллӑн усӑнса аннӑ куҫхаршисем, хытӑ чӑмӑртанӑ чӑмӑрсем, тытамак тытнӑ пек алӑ сулнисем тата вичкӗнӗн каланӑ сӑмахсем нумай пулнӑ. Анчах, пуринчен ытла, ҫын ӑшне чуна вӗлерекен сивӗ тӗлӗнтерӳ кӗрсе тулнӑн туйӑннӑ. Хӑйсен каймалли тӗлне лайӑх курса, вӗсем кӑшт пӗр ик-виҫ минут малтан анчах ҫӑмӑллӑн утса пынӑ; вӗсем умӗнче патшан юмахри сӑнӗ чаплӑн курӑнса тӑнӑ, вӗсем ӑна пӑхса хӗпӗртенӗ, юратса кайнӑ, унӑн хӑйсемех тунӑ илемне пӑхса ӳсӗрӗлнипе чӗрисенче пит пысӑк шанчӑксем усранӑ. Икӗ хутчен харӑс пӑшал пени, юн, вилӗсем, йынӑшнисем — вара ҫынсем пурте, вӑйсӑрскерсем, ҫурса пӑрахнӑ чӗреллӗскерсем, тӗпсӗр, тӗксӗм пушӑ вырӑн умне пырса тӑнӑ.

Темле, татса пӑрахма пулман япалана ҫыхса лартнӑ пек, ҫынсем тем ӗҫ ҫинчен шухӑшланӑ пек, пӗр вырӑнта тӑнӑ, хӑшӗсем ним чӗнмесӗр аманнисене йӑтнӑ, вилӗсене пуҫтарнӑ; ыттисем, тӗлӗк курнӑ пекех, анраса кайса, темле, ним тума пӗлмесӗр, лешсем ӗҫленине пӑхса тӑнӑ. Нумайӑшӗ салтаксене кӑшкӑрса ӳпкеленӗ, вӑрҫнӑ, аллисемпе сулкаланӑ, ҫӗлӗкӗсене хыва-хыва, тем тума пуҫҫапнӑ, такамӑн хӑрушӑ ҫиллипе хӑратнӑ.

Салтаксем, пӑшалӗсене урисем ҫумне тытса, пӗр тапранмасӑр тӑнӑ; пичӗсем те вӗсен тапранман, питҫӑмарти тирӗсем хытӑ туртӑнса ларнӑ, шӑммисем ытла тухса кайнӑ. Пур салтаксен те куҫӗсем шурӑ, тутисем шӑнса ҫыпӑҫнӑ пек туйӑннӑ…

Халӑх хушшинче такам уланӑ пек хыттӑн кӑшкӑрнӑ:

— Йӑнӑш! Йӑнӑш пулчӗ, тӑвансем… Урӑххисем вырӑнне йышӑнчӗҫ. Ан ӗненӗр!.. Каяр, тӑвансем, — ӑнлантарса парас пулать!.. Эх, турӑ, турӑ… мӗн пулчӗ-ха ку?

— Гапон — ултавҫӑ! — тесе ҫухӑрнӑ пӗр ача, фонарь ҫине хӑпарса.

— Мӗнле, юлташсем, куратӑр-и, епле хирӗҫ тухса илеҫҫӗ сире?..

— Тӑр-халь, ку йӑнӑш! Апла пулма пултараймасть, ӑнлан эсӗ ӑна! Е эсӗ этем мар?

— Эсир хӑвӑр ӑна этем мар, эсир сурӑхсем, кӗтӳ, акӑ мӗнле сире…

— Ирттерсе яр… пӑрӑн…

— Ҫул пар аманнӑ ҫынна!..

Икӗ рабочипе хӗрарӑм пӗр типсе кайнӑ вӑрӑм ҫынна ҫавӑтса пынӑ; ҫынӗ пӗтӗмпех юрланса пӗтнӗ, пальто ҫанни ӑшӗнчен юн юхнӑ. Пичӗ кӑвакарса тата пушшех шӗвӗрӗлсе кайнӑ, хуралнӑ тутисем, аран тапранкаласа, хуллен ҫапла каланӑ:

— Эпӗ каланӑччӗ, — ямаҫҫӗ тесе… Вӗсем ӑна пытарса усраҫҫӗ, — мӗн вӗсене халӑх! — тенӗ.

— Ачасем… утлӑ ҫар!

— Тарӑр!

Стена пек пулса тӑракан салтаксем хумханса илнӗ те, ҫав стена икӗ еннелле уҫӑлакан йывӑҫ хапха пек уҫӑлса кайнӑ; ун хушшипе, ташласа та хартлатса утсем юртса тухнӑ та, офицер кӑшкӑрни илтӗннӗ, утлӑ ҫар ҫинче, сывлӑша ҫурса, хӗҫсем вылянса илнӗ, кӗмӗл лентӑсем пек йӑлтӑртатса кайнӑ, пурте пӗр еннелле хӑмсарнӑ. Халӑх ӗненмесӗр, мӗн пулассине кӗтсе, хумханса та шуйӑхса тӑнӑ.

Сасӑсем чарӑна пуҫланӑ:
— Ма-арш! — тесе шутсӑр хытӑ кӑшкӑрса яни илтӗннӗ.
Ҫынсем питне ҫавраҫил пырса ҫапӑннӑ пек, урисем айӗнчен ҫӗр те ҫаврӑнса кайнӑ пек, пурте тарма тытӑннӑ, пӗр-пӗрне чыша-чыша ӳкернӗ, аманнисене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ, вилӗсем урлӑ сике-сике каҫнӑ. Лашасен йывӑр ури сассисем хӑваласа ҫите пуҫланӑ, салтаксем уланӑ, вӗсен лашисем аманнисем, ӳкнисем, вилнисем урлӑ каҫа-каҫа кайнӑ, хӗҫӗсем йӑлтӑртатнӑ, вӑхӑчӗпе хурҫӑ шӑхӑрса илсе, шӑмӑ ҫумне ҫапӑнни илтӗннӗ… Ҫынсем кӑшкӑрни вӑрӑммӑн янӑракан йынӑшнӑ сасӑ пулса тӑнӑ…

— А-а-а!..

Салтаксем, хӗҫӗсемпе хӑмсарса, вӗсене ҫын пуҫ тӑррисем ҫинелле янӑ, хӗҫпе каснӑҫем вӗсен кӗлеткисем хӑрах айӑккинелле чалӑшнӑ. Сӑнӗсем вӗсен, шыҫса кайнӑ пек, хӗрлӗ пулнӑ, куҫӗсем курӑнман. Лашисем шӑлӗсене пит хӑрушла кӑтартса пуҫӗсене сулла-сулла кӗҫеннӗ…

Халӑха урамсене хӑваласа кӗртнӗ… Ҫавӑнтах вара, лашасем тапӑртатни инҫете кайса ҫухалсанах, ҫынсем хашка-хашка чарӑнса тӑнӑ, чарӑлса кайнӑ куҫпа пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илнӗ. Нумайӑшӗн пичӗсем ҫинче айӑплӑн кулни палӑрнӑ, тахӑшӗ кулса янӑ та:
— Ну, тартӑм та эпӗ!.. — тесе кӑшкӑрнӑ.

— Тарӑн унта!.. — тенӗ ӑна хирӗҫ.

Ҫавӑнтах сасартӑк пур енчен те тӗлӗнсе, хӑраса, ҫилленсе каланисем сирпӗне пуҫланӑ.

— Мӗн пулчӗ-ха ку, тӑвансем, э?

— Вӗлереҫҫӗ, православнӑй халӑх!

— Мӗншӗн?

— Акӑ правительство те вара!

— Касаҫҫӗ вӗт, э? Утсемпе таптаҫҫӗ…

Ниме пӗлмесӗр пӗр вырӑнта чышӑнса тӑнӑ, хӑйсем ҫилленсе, тарӑхса кайнӑ пирки никам та килелле утман, шухӑшсем арӑш-пирӗшленсе кайнинчен темле ҫул уҫса тухас тесе пулмалла, кашниех теприн ҫумне пӑчӑртаннӑ, тем ҫинчен пӗлесшӗн пулса, пӗр-пӗрне чӑл-чал пӑхкаланӑ, анчах ҫапах та, хӑранинчен ытла тӗлӗнсе кайнӑскерсем — теме кӗтнӗ, итлекеленӗ, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. Тӗлӗннипе пурте ытла пӗтсе, пусӑрӑнса ларнӑ, тӗлӗнни пур шухӑшран та ҫӳлте тӑнӑ; ҫак кӗтмен-туман хӑрушӑ та ӑссӑр, ниме кирлӗ мар минутсенче — айӑпсӑррисен юнӗ юхнӑ минутсенче — хӑй йӗркипе пыракан шухӑш-кӑмӑла та вӑл пӗрлешме чарса тӑнӑ…

Ҫамрӑк ҫын вӑйлӑ сасӑпа:
— Эй, аманнисене илме! Аманнисене пуҫтарма каяр! — тесе чӗннӗ.

Пурте хускалса илнӗ, ҫырмана тухмалли ҫӗрелле хӑвӑрттӑн уттарнӑ. Вӗсене хирӗҫ, урамалла, аманса пӗтнӗ ҫынсем юр ҫийӗпе упаленсе, урисем ҫинче тайкаланса пынӑ, хӑйсем юнланса та юрланса пӗтнӗ. Вӗсене алӑсем ҫине хурса ҫӗкленӗ, извозчиксене чарса, ларса пыраканӗсене хӑваласа антарнӑ та аманнисене таҫта турттарса кайнӑ. Пурте ӗҫлӗ пек, салху, чӗнми пулнӑ. Аманнисене куҫпа виҫнӗ пек пӑха-пӑха илнӗ, ним шарламасӑр темскер виҫнӗ, танлаштарса пӑхнӑ, хӑйсем умне темле паллӑ мар, кӗлеткесӗр, хура мӗлке пек тухса тӑракан хӑрушӑ ыйтӑва хирӗҫ мӗн калассине шухӑша кайса шыранӑ… Ҫав ыйту халь анчах шухӑшласа кӑларнӑ геройӑн, ырлӑх паракан уҫӑ кӑмӑллӑ патшан сӑнне пӗтӗмпех хупласа пӗтерсе лартнӑ. Ҫав сӑн пӗтсе ларни ҫинчен хӑшӗ-хӑшӗ анчах сӑмахпа калама хӑйнӑ. Ун ҫинчен калама йывӑра килнӗ, — апла калани вӑл хӑвӑн пӗртен-пӗр шанчӑкна ҫухатни пулнӑ…

Хӗрлӗрех саплӑклӑ пальто тӑхӑннӑ кукша пуҫлӑ ҫын утса пынӑ; унӑн тӗксӗм пуҫчашкийӗ халӗ юнпа сӑрланнӑ; вӑл хулпуҫҫипе пуҫне уснӑ, урисем аран утнӑ. Ӑна кӑтра пуҫлӑ, ҫӗлӗксӗр, сарлака хулпуҫҫиллӗ йӗкӗтпе ҫурса пӑрахнӑ кӗрӗклӗ, чунсӑр-вилӗ сӑнлӑ хӗрарӑм ҫавӑтса пынӑ.

— Чим-ха, Михайло, — епле ӗнтӗ ку? — тесе мӑкӑртатнӑ аманнӑ ҫынӗ. — Халӑха пӑшалпа пеме юрамасть!.. Апла пулмалла мар, Михайло, — тенӗ.

— Пулнӑ вӑл! — тесе кӑшкӑрнӑ йӗкӗчӗ.

— Печӗҫ те… Касрӗҫ те… — тенӗ хуйхӑллӑ хӗрарӑмӗ.

— Апла пулсан, Михайло, пемешкӗн приказ пулнӑ…

— Пулнӑ ҫав! — тесе ҫилленсе кӑшкӑрнӑ йӗкӗчӗ. — Санпа калаҫса тӑраҫҫӗ, тетӗн-и эсӗ? Пӗр стакан эрех тыттарӗҫ, тетӗн-и?

— Чим-ха, Михайло…

Аманнӑ ҫынӗ чарӑнса тӑнӑ та, ҫурӑмӗпе стена ҫумне тайӑнса, хыттӑнтарах кӑшкӑрса янӑ:

— Православнӑйсем!.. Мӗншӗн пире вӗлереҫҫӗ? Мӗнле закон тӑрӑх? Кам хушнипе? — тенӗ.

Ҫынсем, пуҫӗсене усса, ун тӗлӗпе ирте-ирте кайнӑ.

Тепӗр ҫӗрте, хӳме патӗнче, кӗтесре темиҫе теҫетке ҫын пухӑннӑ та вӗсен хушшинче такамӑн хӑвӑрттӑн тухакан, пӑчлана-пӑчлана ларакан сасси ҫилӗллӗн янӑранӑ:

— Гапон ӗнер министр патӗнче пулнӑ, вӑл мӗн пулассине пурне те пӗлнӗ, апла пулсан — вӑл пирӗн ултавҫӑ, — вӑл пире вилме илсе кайрӗ!

— Мӗн усси ӑна?

— Эпӗ пӗлетӗп-и-мӗн?

Пур ҫӗрте те хумхану хыпса иле пуҫланӑ, пурин умне те уҫах мар ыйтусем сике-сике тухнӑ, анчах вӗсем пысӑккине, тарӑннине, хаяррине, вӗсем хирӗҫ ответ хыттӑн ыйтнине кашниех сиснӗ. Таҫтан пулӑшассине ӗненни, нушаран хӑватлӑн хӑтаракана шанни хумхану вучӗ ӑшӗнче тата хӑвӑртрах ҫунса кӗлленсе пӗтнӗ.

Урам варрипе пӗр тулли ӳтлӗ, начар тумлӑ, ырӑ амӑшӗ сӑнлӑ, хуйхӑллӑ пысӑк куҫлӑ хӗрарӑм пынӑ. Вӑл, юнланса пӗтнӗ сулахай аллине сылтӑммипе тытса, макӑрнӑ та ҫапла каланӑ:

— Мӗнле ӗҫлӗп? Ачасене мӗнле тӑрантарас?.. Кама ман кайса ӳпкелес?.. Православнӑйсем, патша та хирӗҫ пырать пулсассӑн, ӑҫта-ши халӑх хутне кӗрекенсем? — тенӗ.

Унӑн уҫҫӑн та хыттӑн каланӑ сӑмахӗсем ҫынсене вӑратса, хускатса янӑ пек пулнӑ. Ун патне хӑвӑрт ута-ута пынӑ, пур енчен те чупнӑ, чарӑнса тӑрса, ун сӑмахӗсене салхуллӑн тӑнласа итленӗ.

— Апла, халӑх хутне кӗрекен закон ҫук эппин? Хӑшӗсем йывӑррӑн сывласа илнӗ. Ыттисем хуллен вӑрҫнӑ. Таҫтан хыттӑн, ҫилленсе кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ.

— Пулӑшу илтӗм — ывӑл урине ватрӗҫ… — тенӗ.

— Петӗре вӗлерсех пӑрахрӗҫ!..

Кӑшкӑрашусем нумай пулнӑ; вӗсем ҫынсене хӑлхаран пыра-пыра ҫапнӑ, ҫав хытӑ сасӑсем ҫынсен тавӑрас шухӑшне вӑратнӑ, вӗлерекенсенчен сыхланма кирли ҫинчен аса илтернӗ. Шуралса кайнӑ питсем ҫинче темле шухӑш палӑра пуҫланӑ.

— Юлташсем! Эпир ҫапах та хулана кайӑпӑр… Тен, мӗн те пулин тӑвӑпӑр… Айтӑр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн!

— Вӗлерсе пӗтереҫҫӗ…

— Давай салтаксене калӑпӑр, — тен, вӗсем халӑха вӗлерме закон ҫуккине ӑнланса илӗҫ.

— Тен, пур, — эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Ушкӑн-ушкӑн ҫынсем хуллен, анчах пӗр чарӑнмасӑр улшӑнса, чӑн-чӑн халӑх пулса тӑнӑ. Ҫамрӑксем пӗчӗк-пӗчӗк ушкӑнӑн саланнӑ, вӗсем пурте пӗр еннелле, каллех ҫырманалла утнӑ. Пурте аманнисене, вилнисене йӑтнӑ; ӑшӑ юн шӑрши кӗнӗ, йынӑшнисем, сӑмахласа илнисем илтӗннӗ.

— Зимин Якуне — лӑп ҫамкаран…

— Тавтапуҫ патша-аттене!

— Ҫапла-а, — хирӗҫ тухса илчӗ вӑл!

Пӗр виҫ-тӑват намӑс сӑмах янӑраса кайнӑ. Пӗр чӗрӗк сехет маларах ҫавӑн пек пӗр сӑмахне каланӑ пулсассӑн та, халӑх ҫав ҫынна татса-ҫурса пӑрахнӑ пулӗччӗ.

Пӗр пӗчӗк хӗрача, чупса ҫӳресе, пурне те:
— Аннене курмарӑр-и? — тесе кӑшкӑрнӑ.

Ҫынсем пӗр чӗнмесӗр ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ та ӑна ҫул панӑ.

Унтан аманнӑ алӑллӑ хӗрарӑм сасси:
— Кунта, кунта эпӗ… — тенӗ.

Урам хушши пушансах пынӑ. Ҫамрӑксем утнӑҫем хытӑрах утса кайнӑ. Ҫулланнӑ ҫынсем те, ҫамрӑккисем хыҫҫӑн куҫ айӗн пӑхса, таҫта икшерӗн, виҫшерӗн васкамасӑр, салхуллӑн утнӑ. Сахал калаҫнӑ… Хӑш чухне анчах, кам та пулин, ӑшчик тӑвӑрланса ҫитнине тӳсеймесӗр, хуллен ҫаплакаланӑ:
— Халӑха аяккалла тӗртсе ячӗҫ пулать ӗнтӗ? — тенӗ.

— Ылхану ҫиттӗр вӗсене, ҫын вӗлерекенсене! Вӗлернӗ ҫынсене шелленӗ, ҫавӑн пекех тата пӗр йывӑр, чуралла шухӑш вилнине сиснӗ те ун ҫинчен шарламасӑр тӑнӑ; ӑшри хуйхӑпа ҫилле тапратас мар тесе, хӑлхана чавакан ята та текех асӑнман…

Тен тата, вилни вырӑнне урӑххине тупса кӑларасран хӑранипе те ун ҫинчен шарламан пулӗ…

… Патша пурӑнакан ҫурт йӗри-тавра салтаксем татти-сыпписӗр тачӑ тӑрса тухнӑ, дворец чӳречисем умӗнчи площаде утлӑ ҫар вырнаҫнӑ. Дворец тавра утӑ, тислӗк тата лаша тарӗ шӑрши сарӑлнӑ, хӗҫсемпе шпорсем чӑнкӑртатни, команда панӑ сасӑ тата урасем тапӑртатни илтӗнсе тӑнӑ.

Тем чухлӗ ҫын, тарӑхса-хаярланса кайнӑ темиҫе вунӑ пин ҫын, пур енчен те таччӑн кӗпӗрленсе пырса, салтаксем ҫинелле сӗкӗннӗ. Вӑл ҫынсем лӑпкӑн калаҫнӑ, анчах сӑмахӗсем темле раснах вирлӗнтерех тухнӑ, — ҫӗнӗ сӑмахсемпе, ҫӗнӗ шанчӑксемпе калаҫнӑ, тен, ҫак ҫӗнӗ шанчӑкӗ хӑйсемшӗн те паллах пулайман пулӗ. Пӗр рота салтак, хӑрах флангӗпе ҫурт стени ҫумне, теприпе йывӑҫ пахчин тимӗр решетки ҫумне тӗренсе, дворец патне тухмалли ҫула картласа илнӗ. Ҫак рота патӗнчех, ӑна хирӗҫ пите-питӗнех, халӑх тӑнӑ, — шутсӑр нумай, ним те шарламан хура халӑх.

— Саланӑр, господа! — тенӗ фельдфебель хуллентереххӗн. Вӑл, фронт умӗпе утса, аллисемпе те хулпуҫҫийӗпе тӗрткелесе, ҫынсене салтаксенчен сирнӗ; хӑй пӗртте ҫынсен пичӗсем ҫинелле пӑхасшӑн пулман. Ҫынсем унран:
— Мӗншӗн эсир пире ямастӑр? — тесе ыйтнӑ.

— Ӑҫта?

— Патша патне!

Фельдфебель пӗр самантлӑха чарӑнса тӑнӑ, унтан хуйхӑрнӑ майлӑрах кӑшкӑрса янӑ:

— Калатӑп вӗт эпӗ сире — вӑл ҫук тесе.

— Патша ҫук-и?

— Ара, ну! Каланӑ сире — ҫук, тесе, ҫавӑнпа та — кайӑр, тетӗп!

— Вуҫех ҫук-и вара патша? — тесе, ҫине-ҫинех ыйтнӑ пӗри тӑрӑхлакан сасӑпа.

Фельдфебель каллех чарӑнса тӑнӑ та аллине ҫӗкленӗ.

— Кун пек сӑмах каланӑшӑн… сыхлан! — тенӗ. Унтан сассине урӑхлатнӑ та:
— Халь хулара мар вӑл, — тесе ӑнлантарса панӑ.
Халӑх хушшинчен ӑна хирӗҫ ҫакӑн пек сӑмахсем сирпӗннӗ:

— Ниҫта та ҫук!

— Пӗтнӗ!..

— Персе вӗлернӗ эсир ӑна, шуйттансем!

— Эсир, халӑха вӗлеретпӗр, тесе шутларӑр пулӗ?

— Халӑха вӗлерсе пӗтерес ҫук!.. Вӑл тем валли те ҫитӗ…

— Эсир патшана вӗлерсе пӑрахрӑр, ӑнлантӑр-и ҫавна?

— Чакӑр, господа! Ан калаҫса тӑрӑр!

— Кам эсӗ? Салтак-и? Салтак кам вӑл?

Тепӗр тӗлте тата шӗвӗр сухаллӑ старик хӗрсе кайсах ӑнлантарнӑ салтаксене:
— Эсир — ҫынсем, эпир те — ҫынсем! — тенӗ.
— Эсир халь шинельсемпе, кайран — сӑхмансем тӑхӑнӑр. Ӗҫлесшӗн пулӑр, ҫиес килекен пулӗ. Ӗҫ ҫук, ҫимелли те ҫук. Сирӗн те вара, ачсемӗр, акӑ пирӗн пекех тумалла пулӗ… Сире те апла пӑшалпа пемелле пулать? Хӑвӑр выҫӑ ларнӑшӑн вӗлермелле пулать сире, э?

Салтаксене сивӗ пулнӑ. Вӗсем урисене сиктеркелесе тӑнӑ, ҫӗр ҫумне ура кӗлисемпе ҫаптаркаланӑ, пӑшалӗсене пӗр алӑран тепӗр алла яра-яра тытса, хӑлхисене сӑтӑркаланӑ. Халӑх хушшинче мӗн каланисене итлесе, вӗсем ассӑн сывлакаланӑ, куҫӗсене унталла-кунталла выляткаланӑ, шӑннӑ тутисене пӗркеленӗ. Шӑнса кӑвакарнӑ сӑн-пичӗсене пӑхсассӑн, вӗсем пурте темле пӗр пек салхуллӑ пулни, ним тума аптрани, анкӑ-минкӗ евӗрлерех пулса кайни палӑрнӑ, куҫӗсене мӑли-мали мӑчлаттаркаласа, пытаркаласа пӑхнӑ. Хӑш-пӗр салтакӗсем ҫеҫ, таҫта теме пемешкӗн тӗлленӗ пек, куҫӗсене хӗссе, шӑлӗсене хыттӑн ҫырта-ҫырта лартнӑ, — ҫак халӑх пирки шӑнса тӑма тивнӗшӗн вӗсем хӑйсен ҫиллине аран-аран анчах шӑнарса тӑраҫҫӗ пулас. Ку сӑрӑ тумлӑ салтаксен кичеммӗн курӑнакан ретне ывӑннӑ сӑн, салху сӑн ҫапнӑ.

Ҫынсем салтаксене хире-хирӗҫех тӑнӑ, хӑйсене хыҫалтисем тӗртнӗ пирки, хутран-ситрен вӗсем салтаксем ҫинелле сӗкӗннӗ.

— Хуллен! — тенӗ сӑрӑ тумлӑ ҫын майӗпен кӑна. Хӑшӗсем, салтаксене тем ҫинчен хӗрӳллӗн каласа, вӗсене аллисенчен яра-яра тытнӑ.

Салтаксем кусене куҫӗсене мӑч-мӑч тутарса итленӗ, сӑн-сӑпатне темле нимӗн те пӗлмелле мар туса пӗркелесе илнӗ тата ҫавӑнтах вӗсен сӑнӗсем темле хӑравҫӑлла, мӗскӗнле пек курӑна-курӑна кайнӑ.

— Ан тив пӑшала! — тенӗ пӗр салтакӗ лапсӑркка калпаклӑ ҫамрӑк ҫынна. Лешӗ салтака кӑкӑрӗнчен пӳрнипе тӗксе ҫапла каланӑ:

— Эсӗ палач мар, салтак… Сана Российӑна тӑшмансенчен сыхламашкӑн илнӗ, анчах сана халӑх ҫинелле пӑшалпа пертересшӗн… Тӑнла! Халӑх — вӑл Россия пулать те ӗнтӗ!

— Эпир — пеместпӗр! — тенӗ салтакӗ.

— Кур — акӑ Россия тӑрать, Россия халӑхӗ! Вӑл хӑйӗн патшине курасшӑн…

Такам, ун сӑмахне пӳлсе:
— Курасшӑн мар! — тесе кӑшкӑрса янӑ.

— Халӑх хӑй ӗҫӗсем пирки патшапа калаҫасшӑн пулнипе мӗн лайӑх марри пур-ха унта? Ну, кала, э?

— Пӗлместӗп эпӗ! — тенӗ салтак сурса.

— Пире калаҫма хушман… — тенӗ унпа юнашар тӑракан салтакӗ. Ассӑн сывласа илсе, куҫӗсене ҫӗрелле пӑхтарнӑ.

Пер салтакӗ тата хӑй умӗнчи ҫынтан сасартӑках ҫемҫен ҫапла ыйтнӑ:
— Земляк, Рязань кӗпӗрнисем мар-и эсӗ? — тенӗ.

— Псков кӗпӗрнинчен… Мӗн калас тетӗн? — Ахаль… эпӗ — Рязань кӗпернисем…

Салтак вара йӑл кулса ярса, шӑннӑ майӗпе хулпуҫҫийӗсене чӗтретсе илнӗ.

Сӑрӑ тикӗс стена пек тӑракан салтаксем умӗнче ҫынсем хумханмаллах хумханнӑ, шыв хумӗсем ҫыран хӗрринчи чулсем ҫинелле ҫапӑннӑ пек, вӗсем ҫав стена ҫинелле пыра-пыра тӑрӑннӑ. Каялла чака-чака кайнӑ, унтан каллех малалла чышӑна-чышӑна килнӗ. Хӑйсем кунта мӗншӗн килнине, хӑйсене мӗн кирлине, хӑйсем мӗне кӗтнине ӑнланаканнисем нумаях та пулман пулӗ. Чӑннипе мӗн тума шутласа хуни паллӑ пулман. Хӑйсене кӳрентернӗ, тарӑхтарнӑ пирки чунӗсем ыратнӑ, нумайӑшӗн тата — тавӑрас кӑмӑл пулнӑ, ҫавӑ ӗнтӗ пурне те пӗрле ҫыхӑнтарса урамра тӑратнӑ, анчах ҫав хӑйсен чунӗсем ыратнӑшӑн никама тивме, никама тавӑрма та пулман… Салтакӗсем ҫиллентермен, тарӑхтарман, — вӗсем шӑнса хытнӑскерсем, анӑрасем, мӗскӗнсем ҫеҫ пулнӑ; чылайӑшӗ ҫан-ҫурӑмӗ чӗтренине ниепле те чарайман, сиксе чӗтренӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ.

— Иртенпе, тӑватӑ сехетренпе тӑратпӑр! — тенӗ вӗсем. — Аптрамалла капла!

— Вырт та вил…

— Каясчӗ сирӗн, э? Эпир те вара ӑшӑ ҫӗре, казармӑсене, каяттӑмӑр.

— Мӗн чухлӗ вӑхӑт халь? Икӗ сехет патнелле пулнӑ.

— Мӗн эсир пӑшӑрханатӑр? Мӗн кӗтетӗр? — тенӗ фельдфебель.

Унӑн сӑмахӗсем, патмар сӑн-пичӗ тата хӑй ним кулмасӑр-тумасӑр витӗмлӗ калаҫни ҫынсене сивӗте-сивӗте янӑ. Вӑл мӗн каланинче пуринчен те раснах хӑйне уйрӑм шухӑш, унӑн ахаль сӑмахӗсенчен тарӑнрах шухӑш пур пекле туйӑннӑ.

— Ним кӗтсе тӑма та кирлӗ мар!.. Ҫара ҫеҫ сирӗн пирки хӗн курма лекет…

— Пирен ҫинелле пӑшал перетӗр-и? — тесе ыйтнӑ унран башлык тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын.

Фельдфебель кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ та лӑпкӑн кӑна:
— Хушсассӑн — перетпӗр! — тенӗ.

Ҫавна илтсен, тӳрех ӳпкевлӗ сӑмахсем, ятлаҫса илнисем, мӑшкӑлласа кулнисем кӗрлесе кайнӑ.

— Мӗншӗн? Мӗншӗн пемелле? — тесе пуринчен те хытӑрах кӑшкӑрнӑ пӗр хӗрлӗ сухаллӑ вӑрӑм ҫын.

— Начальниксем каланисене итлеместӗр! — тесе ӑнлантарнӑ фельдфебель, хӑлхисене сӑтӑркаласа.

Салтаксем, халӑх калаҫнине итлесе, куҫӗсене салхуллӑн мӑч-мӑч тутаркаланӑ. Пӗри хуллен:
— Халь мӗн те пулин вӗри япала кирлӗччӗ!.. — тенӗ.
Ман юн кирлӗ мар-и сана? — тесе ыйтнӑ унран тахӑшӗ ҫилӗллӗ, хурлӑхлӑ сассипе.

Салтак кӳреннӗ пек пулнӑ та:
— Эпӗ — тискер кайӑк мар! — тенӗ салху сасӑпа.
Вӑрӑм лини туса тӑрса тухнӑ салтаксен сарлака та лапчӑк пичӗ ҫинелле тем чухлӗ куҫ пӑхнӑ, — ҫынсем сиввӗн, ним чӗнмесӗр интересленсе тата кураймасӑр, йӗрӗнсе пӑхса тӑнӑ. Анчах чылайӑшӗ хӑйсем хӗрсе кайнӑ вут-хӗм ӑшшипе салтаксене ӑшӑтса яма хӑтланнӑ, казарма пит хытӑ хӗссе лартнӑ салтак чӗрисене тата казеннӑй словестноҫа вӗренсе тем те пӗр ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ пуҫӗсене темле майпа хускатма хӑтланнӑ. Чылайӑшӗ мӗн те пулин тӑвасшӑн, хӑйсен кӑмӑлӗсемпе шухӑшӗсене епле те пулин пурнӑҫа кӗртесшӗн пулнӑ, — вӗсем ҫак сивӗ сӑрӑ чулсем ҫинелле чӑкӑлташсах пыра-пыра ҫапӑннӑ, чулӗсем мӗн пурӗ те пӗр япалашӑн — хӑйсен ӳчӗсене ӑшӑтасшӑн ҫеҫ ҫуннӑ.

Сӑмахсем янӑранӑҫем хӗрӳллӗрех янӑранӑ, сирпӗннӗҫем уҫӑмлӑрах сирпӗннӗ.

— Салтаксем! — тенӗ пысӑк сухаллӑ та кӑвак куҫлӑ патмар арҫын. — Камсем эсир? Эсир Россия халӑхӗн ачисем. Чухӑна тухрӗ халӑх, манӑҫа юлчӗ вӑл, хӳтӗсӗр, ӗҫсӗр, ҫӑкӑрсӑр тӑрса юлчӗ. Акӑ вӑл паян патшаран пулӑшу ыйтма тухрӗ, анчах патша сире пирӗн ҫинелле пеме, пире вӗлерме хушать. Салтаксем! Халӑх — сирӗн аҫӑрсемпе тӑванӑрсем — пӗр хӑйсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗншӗн ҫеҫ мар, сирӗншӗн те тӑрӑшать. Сире халӑха хирӗҫ кӑларса тӑратаҫҫӗ, аҫӑрсене, тӑванӑрсене вӗлерме хӑвалаҫҫӗ. Шухӑшлӑр-ха, эсир хӑвӑра хирӗҫ кайнине ӑнланмастӑр-им вара?

Ҫак лӑпкӑн та тикӗссӗн юхакан сасӑ, аван сӑн-пит, сухалӗнчи кӑвак пӗрчӗсем, ҫыннӑн пӗтӗм сӑн-сӑпачӗ тата унӑн ӑнланма ҫӑмӑл тӗрӗс сӑмахӗсем салтаксен кӑмӑлӗсене хускатса ячӗ курӑнать. Вӑл пӑхнӑ чух куҫӗсене илсе вӗсем вӑл каланине лайӑх итленӗ, хӑшӗ-пӗри пуҫне сулласа, ассӑн сывла-сывла илнӗ, ыттисем куҫхаршисене хӗскеленӗ, хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхнӑ, тахӑшӗ тата хуллентерех каласа канаш панӑ:
— Чак шалалла, — офицер илтет! — тенӗ.

Пысӑк мӑйӑхлӑ вӑрӑм сарӑ офицер фронт умӗпе ерипен утса пынӑ, сылтӑм аллине перчетке тӑхӑнтарса, шӑлӗ витӗр:
— Салан! Сирӗлӗр аяккалла! Мӗн? Калаҫ-ха хытӑрах, эпӗ сана калаҫтарам!.. — тенӗ.

Пичӗ хӑйӗн самӑр, хӗрлӗ, куҫӗсем ҫаврака, ҫутӑ, анчах ялтӑртатмаҫҫӗ. Вӑл, урисемпе ҫӗр ҫине тӗреклӗн ҫаптарса пырса, васкамасӑр утнӑ; вӑл килсессӗн, вӑхӑт хӑвӑртрах шума тытӑннӑ, — темскер кӳрентерекен, йӗрӗнмелле япала тулса ларасран хӑранӑ пек, кашни секундах часрах иртсе кайса ҫухалмашкӑн васканӑ, темелле. Ун хыҫҫӑн куҫа курӑнман линейка тӑсӑлса пырса, салтаксен фронтне тикӗслетнӗ, темелле, вӗсем хырӑмӗсене пӑчӑрта-пӑчӑрта лартнӑ, кӑкӑрӗсене каҫӑртнӑ, аттисен пуҫӗсене пӑха-пӑха илнӗ. Хӑш-пӗрисем куҫӗсене хӗссе — ҫынсене офицер ҫинелле тӗллеттерсе пӑхтарнӑ, ҫилленчӗк питсем тӑва-тӑва кӑтартнӑ. Фланга ҫитсе чарӑнса:
— Смирно-о! — тесе кӑшкӑрнӑ офицер.
Салтаксем хусканса илнӗ те тӑпах пулса тӑнӑ.

— Саланма хушатӑп! — тенӗ те офицер, васкамасӑр йӗнӗрен хӗҫне кӑларнӑ.

Саланмашкӑн ниепле те май килмен: пӗчӗк уҫлӑха халӑх лӑках тулнӑ, урамран халӑх хыҫне татах та татах ҫынсем пынӑ.

Вӗсем офицер ҫине кураймасӑр пӑхнӑ, ун хӑлхине хӑйӗнчен мӑшкӑлласа кулнисем, хӑйне вӑрҫнисем пыра-пыра кӗнӗ, анчах вӑл, ҫавсене илтсен те, пӗр хускалмасӑр, ҫирӗппӗн тӑнӑ. Ротӑна вӑл вилӗ куҫпа пӑха-пӑха илнӗ, куҫхаршийӗсем кӑшт ҫеҫ тапранкаланӑ. Халӑх шавланӑ, офицер пӗртте этемле марри, вӑл ҫакӑн пек вӑхӑтра та кӑлт та хускалманни ӑна тарӑхтарнӑ.

— Ку пемешкӗн команда пама пултармалласкер.

— Вӑл команда памасӑр та турама хатӗр…

— Куратӑн-и, туртса кӑларчӗ хӑй селедкине…

— Эй, улпут! Вӗлерме — хатӗр-и?

Ашкӑнса тӑрӑхласси вӑйланса пынӑ, ним ҫинчен шухӑшламасӑр, нимле шанчӑк тытмасӑр иртӗхсе сатурланасси килнӗ, кӑшкӑрнӑ сасӑсем вирлӗнтерех тухма пуҫланӑ.

Фельдфебель офицер ҫине пӑхса шарт сиксе илнӗ, кӑвакарса кайнӑ, вара вӑл та часрах хӗҫне туртса кӑларнӑ.

Горн сасси сасартӑк пит усаллӑн янӑрама тытӑннӑ. Халӑх горнист еннелле пӑхнӑ — питҫӑмартисене лешӗ темле ытлах та тӗлӗнмелле хӑпартса янӑ, куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑ, ун аллинчи горн чӗтрене-чӗтрене ытла нумайччен кӑшкӑрнӑ. Сӑмсапа кӑшкӑрнӑ пек тухакан пӑхӑр горн сассине ҫынсем хыттӑн шӑхӑра-шӑхӑра уласа янисем, ҫухӑрнисем хупласа лартнӑ, — ҫынсем ылхана-ылхана ятлаҫнӑ, ӳпкелешнӗ, хӑйсем вӑйсӑррипе хурлӑхлӑн йынӑша-йынӑша илнӗ, ҫитес самантрах хӑйсем вилме пултарассине тата вилӗмрен хӑтӑлса юлма май ҫуккине сиссе, ним тума пӗлмесӗр, пӗтӗм чун хавӑлӗпе харсӑрланса ҫухӑрнӑ. Вилӗмрен ниҫта та тарса ҫӑлӑнма май килмен. Хура тӑхӑннӑ темиҫе ҫын часрах ҫӗр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ; хӑшӗсем пичӗсене аллисемпе хупласа татнӑ, мӑн сухаллӑ пӗр ҫынӗ тата ҫавӑнтах пальтоне йӳле янӑ та, салтаксем ҫинелле кӑвак куҫӗсемпе пӑхса, пуринчен малта тӑнӑ. Салтаксене тем каланӑ вӑл, пӗрмай каланӑ, анчах унта-кунта ним майсӑр кӑшкӑрнӑран, вӑл мӗн калани илтӗнмен! Салтаксем пӑшалӗсене ывтӑнтарса илнӗ те пеме тӗлленӗ, — халӑх патнелле штыкӗсене тӑсса, пурте сыхӑ, пурте пӗр евӗрлӗ шак хытса, пӑрланса кайнӑ пек тӑнӑ.

Сывлӑшра штыксен линийӗ пӗр тикӗс хумханни куҫа курӑннӑ — хӑшпӗр штыкӗсем ытла пи ҫӳлелле хӑпарса тӑна, хӑшӗсем ҫӗрелле тайӑлнӑ, хӑш-пӗрисем ҫеҫ ҫынсене тӳрех шӑп кӑкӑрӗнчен тӗлленӗ, пурте вӗсем ҫемҫескерсем пек туйӑннӑ, чӗтренӗ, ирӗлсе пӗтессӗнех туйӑнса кайнӑ, авӑнкаланӑ.

Тахӑшӗ пӗри сехӗрленсе те йӗрӗнсе хыттӑн ҫухӑрса янӑ: — Мӗн тӑватӑр эсир капла? Ҫын вӗлерекенсем! — тенӗ. Штыксем хыттӑн, кӑр-кар чӗтренсе илнӗ, салтаксем пӑшалӗсене хӑранӑ евӗр кӗрӗслеттерсе янӑ; пульӑсем шӑхӑрса пырса ҫапӑннипе тата вилнисемпе аманнисем ҫӗрелле пере-пере аннипе, ҫынсем каялла сулӑнса кайнӑ. Хӑш-пӗрисем ним шарламасӑр сад решетки урлӑ сике-сике каҫма тапратнӑ. Татах пӑшалсем шатӑртатса илнӗ… Унтан тата тепре.

Пӗр ача, сад решетки тӑррине хӑпарса ҫитсен, пуля пырса тивнипе, сасартӑк хуҫланса аннӑ та, урисене ҫӳлелле тӑратса, ҫаплипех ҫакӑнса ларнӑ. Ӗлкен кӑна ҫӳҫлӗ яштака вӑрӑм хӗрарӑм хуллен ахлатса янӑ та ҫав ача патне ерипен кӑна пырса ӳкнӗ.

— Ылхан ҫитменскерсем!.. — тесе кӑшкӑрнӑ тахӑшӗ. Кӑшт ирӗклӗрех те лӑпкӑ пулса кайнӑ. Кайра тӑракансем урамсене, кил хушшинелле тара-тара кӗнӗ, халӑх пӗрне-пӗри тӗртнипе каялла йывӑррӑн чакса пынӑ. Салтаксемпе халӑх хушшинче темиҫе чалӑш сарлакӑш уҫӑ вырӑн пулса тӑнӑ, ку уҫӑ вырӑнта пӗтӗм талкӑшпех этем кӗлеткисем выртнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем, ура ҫине тӑрса, халӑх патнелле хӑвӑрт чупа-чупа кайнӑ, теприсем аран-аран ҫеҫ тӑркаланӑ та хӑйсем хыҫҫӑн юн паллисем хӑварнӑ, кусем те сулӑнкаласа таҫталла сӗнклетнӗ, хыҫалтан юн юхса пынӑ. Нумай ҫын тата пичӗсемпе ҫӳлелле пӑхса та, ӳппӗн те, хӑяккӑн та выртнӑ, кусем пурте, вилӗм ярса тытнӑ ӳчӗсем вилӗм аллинчен туртӑнса хӑтӑлма хӑтланнӑ пекех, темле карӑнса тӑсӑлса выртнӑ.

Юн шӑрши сарӑлнӑ. Ҫав шӑршӑ каҫхи тинӗсӗн ӑшӑ, тӑварлӑрах сывлӑшӗ пек пулнӑ, вӑл, вӗри кун хыҫҫӑн, сиенлӗ, пуҫа ӳсӗртсе ярать, хӑйне вӑрахчен, нумай сывлас килтерекен туса ҫӑткӑнлантарса ярать. Вӑл шухӑш-туйӑма йӗрӗнмеллех пӑсать, ҫакна аш каскаласа сутса пурӑнакансем, салтаксем тата ытти ҫавӑн пек ҫын вӗлерекенсем пӗлеҫҫӗ.

Халӑх ахлата-ахлата каялла чакнӑ, ылханнисем, вӑрҫа-вӑрҫа илнисем, ыратнипе ҫухӑра-ҫухӑра янисем, шӑхӑрнисемпе, ахлатнисемпе тата йынӑшнисемпе пӗрле хутӑш ҫӗмӗрӗлсе ҫеҫ тӑнӑ; салтакӗсем тӗреклӗн тӑнӑ, вилнӗ ҫынсем пекех, нимӗн те хускалман вӗсем. Пичӗсем вӗсен тӗксӗмленнӗ, тутисене хыттӑ пӑчӑртаса хӗстерсе лартнӑ, — ку ҫынсем те пурте кӑшкӑрасшӑн, шӑхӑрасшӑн пулнӑ пекех туйӑннӑ, анчах вӗсем хӑяйман, хӑйсене хӑйсем чарса тӑнӑ пек туйӑннӑ. Вӗсем, куҫӗсене хытӑ чарса пӑрахса, тӳрех хӑйсем умнелле пӑхса тӑнӑ, паҫӑрхи пек ӗнтӗ куҫӗсене мӑч-мӑч тутарман. Кун пек пӑхнинче ним те этемле майӗ пулман, — вӗсем, — тӑсӑкла кӑвак питсем ҫинчи ҫак пушанса юлнӑ тӗксӗм пӑнчӑсем, нимех те курман пек пулнӑ. Курасшӑн мар вӗсем, тен хӑйсем тӑкнӑ ӑшӑ юна курсан, татах та юн тӑкас килекен пуласран хӑранӑ пулнӑ. Аллисенче пӑшалӗсем чӗтренӗ, штык вӗҫӗсем чӗтреннӗ, вӗсем сывлӑша пӑраланӑн туйӑннӑ. Ҫынсем тӗмсӗлсе, антӑраса кайнӑ пек пулнине ҫав салтаксен тӑлпӑвӗ чӗтрени те сирсе яраймӑн, — ирӗкне пусмӑрлани ҫынсен чӗрисене сӳнтерсе лартнӑ, пуҫ мимийӗсене йӗрӗнмелле ҫӗрӗк ултавпала хыттӑн хупласа хунӑ. Мӑн сухаллӑ, кӑвак куҫлӑ ҫын ҫӗр ҫумӗнчен хӑпартланса тӑнӑ та, пӗтӗмпе чӗтрекелесе, каллех макӑрнӑ пек сасӑпа калама тапратнӑ:

— Мана — вӗлереймерӗҫ. Мӗншӗн тесен эпӗ сире чӑн тӗрӗслӗхе каларӑм… — тенӗ.

Халӑх, вилнисемпе аманнисене пуҫтара-пуҫтара, каллех хуллен те салхуллӑн малалла шуса пынӑ. Пӗр виҫ-тӑват ҫын, ҫав салтаксене калаканпа юнашар чарӑнса тӑнӑ та, унӑн сӑмахне пӳле-пӳлех, ним ҫилленмесӗр-тумасӑр, хуйхӑрса, асапланса кӑшкӑрнӑ, ӳкӗтленӗ. Сассисенче халь те акӑ тӗрӗс сӑмах ҫӗнтерсе илессине айванла ӗненни сисӗннӗ, ун пек усаллӑн хӑтланни ниме кирлӗ маррине, вӑл ӑссӑрла япала иккенне кӑтартса парас килнӗ, тата пит пысӑк йӑнӑш тунине чухласа илтерме тӑрӑшни палӑрнӑ. Салтаксем, ирӗксӗр пулсан та, ҫавнашкал хӑтланни ытла та намӑсла, йӗрӗнчӗкле япала пулса тӑнӑ; ку виҫ-тӑват ҫынӗ ҫавӑн ҫинчен салтаксене тӑна кӗртесшӗн пулнӑ, тӑна кӗртме тӑрӑшнӑ…

Офицер йӗнӗрен револьвер кӑларнӑ, ӑна лайӑххӑн пӑхкаласа илнӗ те ҫак ҫынсем патнелле утнӑ. Ту ҫинчен хуллен йӑванса анакан чултан ҫынсем епле васкамасӑр пӑрӑнаҫҫӗ, кусем те офицертан ҫавӑн пекех васкамасӑр аяккалла пӑрӑннӑ. Мӑн сухаллӑ, кӑвак куҫлӑ ҫын вырӑнтан тапранман, офицера пӑхса, хыттӑн ӳпкеле-ӳпкеле каланӑ, йӗри-таврари юн ҫинелле аллипе сара-сара кӑтартнӑ:

— Кун пек хӑтланнӑшӑн мӗн каласа тӳрре тухас, шутлӑр-ха? Нимпе те тӳрре тухмалли ҫук! — тенӗ.

Офицер ун умне пырса тӑнӑ, куҫхаршисене темле пит шухӑшлӑ ҫын пек хӗссе лартнӑ, аллине тӑсса янӑ. Пенӗ сасӑ илтӗнмен, тӗтӗм кӑна курӑннӑ, — вӑл ҫак ҫын вӗлерекенӗн аллине пӗр хут, иккӗмӗш хут, унтан тата тепӗр хут хупласа илнӗ. Виҫҫӗмӗш хыҫҫӑн ҫыннин урисем кукленсе ларнӑ, хӑй вӑл, сылтӑм аллипе сулласа илсе, каялла тайӑлса кайса ӳкнӗ. Ҫын вӗлерекенӗ патне пур енчен те чупса пынӑ, вӑл хӗҫӗпе хӑмсарса чакма пуҫланӑ, пурин ҫинелле те хӑйӗн револьверне чыша-чыша тӗлленӗ… Пӗр темле ача ун умне персе ӳкнӗ, офицер ӑна хырӑмӗнчен хӗҫпе тӑрӑнтарнӑ. Мӗкӗрнӗ сасӑпа кӑшкӑрнӑ, чӑхӑмҫӑ лаша пек, пур еннелле те сике-сике илнӗ, тахӑшӗ ӑна питӗнчен ҫӗлӗкпе пенӗ, ун еннелле юнланнӑ юр чӑмӑрккисем ывтӑннӑ. Штыкӗсене малалла тӗллесе тытса, ун патне фельдфебельпе темиҫе салтак чупса пынӑ, — тапӑнаканӗсем вара тарса пӗтнӗ. Ҫӗнтерекенӗ вӗсем хыҫҫӑн хӗҫӗпе юнанӑ, унтан хӗҫӗпе сасартӑк ҫӗрелле сулса янӑ та хӑй урисем патӗнче юн юхтарса упаленекен ачана тата тепӗр хут тирнӗ.

Горн каллех сӑмса витӗр кӑшкӑрнӑ пек кӑшкӑрса янӑ. Ҫынсем ҫав сасса илтсе площадьрен хӑвӑрт тасала пуҫланӑ, горн сасси ҫинҫен кӑна илтӗннӗ, вӑл офицер паттӑрлӑхне, унӑн хӗп-хӗрлӗ вӗҫлӗ хӗҫне, арӑш-пирӗшленсе кайнӑ мӑйӑхне ӳкерсе кӑтартас ӗҫе туса пӗтернӗ, темелле…

Чӗп-чӗрӗ ҫеҫ хӗрлӗ юн тӗсӗ куҫсене йӑмӑхтарса хӑй патнелле туртнӑ, ӳсӗртсе ҫитерсе, хӑйне тата нумайтарах, хӑйне пур ҫӗрте те куртарас килтернӗ. Салтаксем темле, сасартӑк, теме кӗтнӗ пек хатӗрленсе тӑнӑ, мӑйӗсене тапраткаланӑ, хӑйсен пульлисене тивертмешкӗн тата чӗрӗ япала ҫук-ши тесе, пӑхкала-пӑхкала шыранӑ пек туйӑннӑ…

Офицер флангра тӑнӑ, хӗҫне сулла-сулла, сӑмахсене пӑтӑртаттарса, темскер ҫилӗллӗн те тискеррӗн кӑшкӑрнӑ. Ӑна хирӗҫ унтан-кунтанах:
— Палач!

— Мерзавец! — тесе кӑшкӑрнисем илтӗннӗ. Офицер мӑйӑхне юсакалама тытӑннӑ. Пӑшалсемпе татах тепре… тепре кӗрӗслеттерсе янӑ. Михӗсене тырӑ чышса тултарнӑ пекех, урамсенче тӑп-туллиех халӑх кӗпӗрленсе тӑнӑ. Кунта рабочисем сахалтарах, вак сутуҫӑсем, служащисем ытларах пулнӑ. Ку ҫынсем хушшинчен хӑшӗсем юнпа вилӗсене курса килнӗ ӗнтӗ, хӑшӗсене полици тытса хӗненӗ. Килтен урама вӗсем темскер хӑрамалли сас-хурана илтсе тухнӑ; вӗсем акӑ, ҫак куншӑн тулашӗнчи сехӗрлӗхне ытлашши ӳстере-ӳстере ярса, ҫав хӑрамалли сас-хурана пур ҫӗрте те сарнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ачасем — пурте темрен шикленкелесе, унталла-кунталла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ, тимлесе итленӗ, тем пуласса кӗтнӗ. Ҫынсене вӗлернисем ҫинчен пӗр-пӗрне кала-кала кӑтартнӑ, хутран-ситрен пӑшӑлтатсах калаҫма тапратнӑ, вара пӗр-пӗрне темскер вӑрттӑн япала ҫинчен темчченех каласа тӑнӑ. Никам та пӗлмен мӗн тумаллине, никам та киле каякан пулман. Ҫав вӗлерӳсем ырра пӗлтерменнине туйса, чухласа илнӗ; ҫав темиҫе ҫӗр ют ҫынна вӗлернипе амантнинчен те пысӑкрах ӗҫ хӑйсене тата хӑвӑртрах пырса тивекен ҫав тери хӑрушӑ япала килсе тухасса сиссе илнӗ пек пулнӑ вӗсем.

Ҫав кунччен вӗсем ытлашши ним ҫинчен те шутламасӑр пекех пурӑннӑ; власть, закон, пуҫлӑхсем ҫинчен тата хӑйсен прависем ҫинчен тӗмсӗрткелесе ҫеҫ, хӑйсем сисмесӗрех тахҫан тепле пулса кайнӑ шухӑшсемпе кӑна пурӑннӑ. Ҫак шухӑшсем йӗркеленсех ҫитеймен пулсан та, вӗсем ҫапах та ҫынсен пуҫ мимине ҫӑра, тачӑ карӑпах карса илнӗ, шуҫкаланакан хулӑн хытӑ хупӑпа хупласа хунӑ, — пурнӑҫра хайсен хутне кӗрекен, хӑйсене хӳтӗлесе тӑма пултаракан пӗр вӑй пур, тесе шухӑшлама хӑнӑхнӑ ҫынсем. Ҫавӑн пек хӑнӑхни шикленмесӗр пурӑнма шанчӑк парса тӑнӑ, канлӗ мар шухӑшсем аптратасран сыхланӑ. Ун пек хӑнӑхупа пурӑнмашкӑн начарах пулман; пурнӑҫ ҫынна унтан та кунтан пӗчӗккӗн тире-тире, чӑрмала-чӑрмала, чыша-чыша илнӗ пулин те, хӑш-пӗр чух тата ҫав тӗтреллӗ шухӑшсене хыттӑнах тиверте-тиверте илнӗ пулин те, вӑл тӗтреллӗ шухӑшсем ҫапах та ҫирӗп ҫыпӑҫакан шухӑшсем пулнӑ, вилӗ халлӗн аплипех тӑнӑ; ҫурӑксем чӑрмаланӑ вырӑнсем пурте хӑвӑртрах ҫӗнӗрен тӳрлене-тӳрлене ларнӑ.

Ҫак кун вара пуҫ мими сасартӑках ҫаралса кайнӑ, чӗтренсе илнӗ, ӑша темскер хӑратса тӑнӑ, сивӗ ҫапнӑ. Тӑрӑлса ларса ҫитнӗ, хӑнӑхнӑ япала пӗтӗмпех ӳпӗнсе кайнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ, куҫ умӗнчен ҫухалнӑ. Ним намӑса пӗлмен, правӑпа закон таврашне ниме те пӑхман тискер вӑя кура, пурте хӑйсене хӑйсем хуйха ӳкнӗ пек, ытла та пат пӗччен, пӗр хӳтӗсӗр тӑрса юлнӑ пек пулнӑ. Этем пурнӑҫӗсем пурте ҫав вӑй аллинче тӑнӑ, халӑх хушшине вӑл вӑй ним шутламасӑр-тумасӑрах вилӗм яма пултарнӑ, чӗррисене хӑй мӗнле пӗтерес тенӗ тата хӑй мӗн чухлӗ пӗтерес тенӗ, ҫавӑн пек пӗтерме пултарнӑ. Никам та ӑна тытса чарма пултарайман. Никампа та вӑл калаҫасшӑн пулман. Вӑл тем те тума пултарнӑ: ӑссӑрла хӑтланса, хула урамӗсене вилӗсемпе тултарса, юн юхтарса, вӑл хӑйӗн ним виҫесӗр влаҫӗ пуррине лӑпкӑнах кӑтартнӑ. Унӑн юн ӗҫме юратакан ӑссӑрла йӑнтарчӑкӗ аванах палӑрса тӑнӑ. Ҫавӑ пурне те пӗр харӑсах шутсӑр шиклентернӗ, хытӑ хӑратнӑ. Пуҫ тӑнне ҫавӑ ҫине-ҫине тӑрсах чӗрӗ сывлӑш вӗре-вӗре кӗртнӗ, ирӗксӗрех ӑна этеме ҫӗнӗ майлӑ хӳтӗленмелли пурнӑҫа сыхламашкӑн ҫӗнӗ крепоҫсем лартмалли плансем тутарттарнӑ.

Пуҫне ҫӗрелле усса, юнланса пӗтнӗ аллисене сулкаласа, пӗр темле кӗрнеклӗ ҫын утса пынӑ. Пальто умӗ унӑн ҫара юн пекех пулнӑ.

— Эсир аманнӑ-и-мӗн? — тесе ыйтнӑ унран.

— Ҫук.

— Юнӗ ӑҫтан лекнӗ тата?

— Ман юн мар вӑл! — тенӗ ҫынӗ чарӑнмасӑрах. Унтан сасартӑк чарӑнса тӑнӑ, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та темле тӗлӗнмелле хыттӑн калаҫма тапратнӑ:
— Ку ман юн мар, господа, — ҫав ӗненсе пурӑннисен юнӗ вӑл! — тенӗ.

Сӑмахне каласа пӗтермесӗрех, каллех пуҫне чиксе малалла утнӑ.

Нухайккасемпе хӑмсарса, халӑх хушшине утлӑ ҫар отрячӗ пырса кӗнӗ. Кусенчен пур еннелле те тара-тара ӳкнӗ, пӗрне-пӗри таптанӑ, стенасем ҫине хӑпара-хӑпара кайнӑ. Салтакӗсем ӳсӗр пулнӑ; йӗнерӗсем ҫинче тайӑлкаласа, вӗсем ухмахла кулкаланӑ; хушӑран, ӳркенкеленӗ пекле, ҫынсене пуҫсемпе хулпуҫҫисенчен ҫапа-ҫапа илнӗ. Ҫапса ыраттарнӑ пӗр ҫынӗ ҫӗре персе ӳкнӗ, унтан ҫавӑнтах ура ҫине сиксе тӑнӑ та:
— Ма ҫапрӑн? Э-эх, эсӗ тискер кайӑк! — тенӗ.

Салтак хулпуҫҫи хыҫӗнчен винтовкине хӑвӑртрах ярса илнӗ те, лашине тӑратмасӑрах, ҫав ҫынна тӗллесе пенӗ. Ҫынӗ каллех кайса ӳкнӗ, салтак кулса янӑ.

— Мӗн хӑтланаҫҫӗ? — тесе, хӑраса кӑшкӑрнӑ пӗр лайӑх тумланнӑ хисеплӗ господин; хӑй сехри хӑпнӑран улшӑннӑ пичӗпе пур еннелле те ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ… — Господа! куратӑр-и! — тенӗ.

Сасӑсем, хускалса кайса, сӗрлесе шавлани татти-сыпписӗр илтӗнсе тӑнӑ: хӑраса асапланнӑ хушӑра, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр шиклӗн ирттернӗ вӑхӑтра пӗр япала ҫуралнӑ; вилӗмрен чӗрӗлсе тухнӑ, ӗҫлеме хӑнӑхман, пӗлмен шухӑша ҫав япала сисмелле мар хуллен-хулленех пӗр ҫӗрелле пуҫтарса пынӑ.

Анчах килӗшӳ кӳме юратакан ҫынсем те тупӑннӑ.

— Чимӗр-ха, мӗншӗн вӑл салтака вӑрҫса тӑкрӗ?

— Салтакӗ ҫапнӑ ӑна!

— Унӑн пӑрӑнмалла пулнӑ!

Урамран шаларах кӗрсе тӑракан хапха умӗнче икӗ хӗрарӑмпа пӗр студент рабочин аманнӑ аллине ҫыхнӑ; унӑн алли витӗр пуля тухса кайнӑ. Рабочи, йӗри-тавралла салхуллӑн пӑхкаласа илсе, ыратнипе питне-куҫне хӗскеленӗ. Хӑй тавра тӑракан ҫынсене вӑл ҫапла каланӑ:

— Нимле вӑрттӑн шухӑш тытасси те пулман пирӗн, кун ҫинчен пӗр киревсӗр усал ҫынсемпе сыщиксем ҫеҫ калаҫҫӗ. Эпир ним пытанмасӑрах пынӑ. Эпир мӗн пирки пынине министрсем пӗлнӗ, вӗсем патӗнче пирӗн петици копийӗсем пур. Каласчӗ хӑть усалсен — юрамасть, ан кайӑр, тесе. Пире ӑна каламалӑх вӑхӑт пулнӑ, — эпир пӗр паян анчах сасартӑк хатӗрленсе тухман… Эпир каяссине полици те, министрсем те — пурте пӗлнӗ. Вӑрӑ-хурахсем…

Пӗр типшӗмрех кӑна кӑвак ҫӳҫлӗ старик, шухӑшларах пырса, ним кулмасӑрах:
— Мӗн ыйтнӑччӗ эсир? — тенӗ.

— Халӑх хушшинчен суйланӑ ҫынсене патша чӗнсе илтӗр те ӗҫсене чиновниксемпе мар, ҫав ҫынсемпе пӗрле канашласа туса тӑтӑр, тесе ыйтнӑччӗ. Юхӑнтарса ячӗҫ Российӑна, ирсӗрсем, ҫаратрӗҫ пурне те.

— Чӑнахах та… контроль кирлех вӑл! — тенӗ старик. Рабочин суранне ҫыхса пӗтернӗ, тумтир ҫаннине хуллен антарса лартнӑ.

— Тавтапуҫ, господа! Каларӑм эпӗ юлташсене — ахалех каятпӑр! Ним усси те пулмасть, терӗм… Халь ӗнтӗ паллӑ пулчӗ вӑл.

Рабочи хӑйӗн аллине пальто тӳммисем хушшине асӑрханкаласа хуллен чикнӗ те васкамасӑр, аяккалла утнӑ.

— Илтетӗр-и, мӗнле калаҫҫӗ вӗсем? Ку ӗнтӗ, ачам…

Н-да-а… Анчах, ҫапах та, этеме кун пек вӗлерттерни….

— Паян — ӑна, ыран — мана та вӗлерме пултараҫҫӗ…

— Н-да-а…

Тепӗр вырӑнта хӗрсе кайсах тавлашнӑ:

— «Вӑл» пӗлмест те пулӗ!

— Апла — мӗн тума-ха «вӑл»?

Ҫапах та, вилнӗскере чӗртме хӑтланакан ҫынсем ӗнтӗ сайра ҫеҫ тӗл пулнӑ, питех палӑрман вӗсем. Вилнӗ сӑнара тепӗр хут чӗртме хӑтланнипе ҫав ҫынсем ыттисене ҫиллентернӗ. Кусене тӑшмана тапӑннӑ пекех тапӑна-тапӑна илнӗ, вӗсем вара хӑраса ӳкнипе часрах аяккалла пӑраха-пӑраха тарнӑ.

Урама артиллери батарейӗ пырса кӗнӗ, ҫынсене вӑл хӗстерсе лартнӑ. Салтакӗсем, шухӑша кайнӑ пек, хӑйсем умнелле, ҫын пуҫӗсем урлӑ малалла пӑха-пӑха, лашасем ҫинче ларса пынӑ. Халӑх кусене ҫул парса, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр пӑчӑртаннӑ, салхулланса, ним те шарламан. Ут таврашӗсем чӑнкӑртатнӑ, ещӗкӗсем кӗмсӗртетнӗ; тупӑсем, хӳрисене пӑркаласа, ҫӗре шӑршланӑ пекех, аялалла тинкерсе пӑхнӑ. Ку батарея килсе кӗни ҫын пытарма кайнӑ чухнехи пекех туйӑннӑ.

Таҫта шатӑртаттарса персе яни илтӗнсе кайнӑ. Ҫынсем ҫавӑнтах хытса кайнӑ пек пулса тӑнӑ, сас-хура илтӗнессине итленӗ.

Тахӑшӗ хуллен кӑна:
— Татах переҫҫӗ!.. — тенӗ.

Урамра вара сасартӑк сас-чӗвсем хускалса, чӗрӗлсе кайнӑ.

— Ӑҫта? Ӑҫта?

— Утрав ҫинче… Васильевский утравӗ ҫинче…

— Илтетӗр-и эсир?

— Чӑнах-и?

— Тупата! Хӗҫ-пӑшал магазинне ярса илнӗ…

— Охо?

— Телеграф юписене каса-каса ӳкернӗ, баррикада туса лартнӑ…

— Н-да-а,.. Акӑ епле?

— Йышлӑн-и вӗсем?

— Йышлӑн!

— Эх ним айӑпсӑр ҫынсен юнне тӑкнӑшӑн тавӑрасчӗ хӑть!..

— Айтӑр унта!

— Иван Иванович, кайӑпӑр, э?

— Н-да-а… Ку япала, пӗлетӗр-и…

Халӑх тӗлне ҫӳле пӗр этем кӗлетки тухса тӑнӑ, унӑн сасси вара тӗттӗмре уҫҫӑн янӑраса кайнӑ:

— Кам ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫасшӑн? Кам халӑхшӑн, кам этемӗн пурӑнмалли тивӗҫӗпе ӗҫлемелли правишӗн кӗрешесшӗн? Кам малашнехи пурнӑҫшӑн ҫапӑҫса вилес тет — пире пулӑшма килӗр!

Пӗрисем ун патнелле кайнӑ, урам варринче вара ҫынсем пӗр ҫӗрелле таччӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ; теприсем васкасах таҫта аяккалла шунӑ.

— Куратӑр пуль, халӑх епле тарӑхса кайнӑ.

— Тивӗҫлӗрен ҫав, тивӗҫлӗрен!

— Ӑсран тухса иртӗнессисем пулаҫҫех ӗнтӗ… ай-ай-ай!

Ҫынсем, каҫхи тӗттӗмре хуллен-хулленех курӑнми пулса, куҫран ҫухалса пӗтнӗ, килӗсенелле саланнӑ, хӑйсем халиччен курман шиклӗхпе таврӑннӑ; хӑрамалла пат пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ вӗсене; хӑйсен пурнӑҫӗнчи драмӑна, хӑйсен пурнӑҫӗ вӑл — чурасен ним правӑсӑр, ухмахла пурнӑҫӗ иккенне кӑшт чухласа илнӗ пек пулнӑ… унтан тата хӑйсене мӗн усӑллӑ пек, мӗн аван пек пулать, ҫавӑнпа пуринпе те майлашса пурӑнма хатӗр пулнӑ…

Урамра хӑрушӑ пула пуҫланӑ. Ҫынсен хушшинчи ҫыхӑнӑва каҫхи тӗттӗм пӗтерсе хунӑ. Камӑн ӑшра вут-кӑвар ҫук, ҫавӑн пек ҫынсем пурте хӑйсен пӗрре хӑнӑхса ҫитнӗ кӗтессисене часрах тарса кӗме васканӑ.

Тӗттӗмленсех пынӑ. Ҫапах та хӑйӑ ҫутисем ҫутӑлман…

— Драгунсем! — тесе кӑшкӑрса янӑ пӗри урмӑш сасӑпа. Урам кӗтессинчен сасартӑк утлӑ ҫарӑн пӗр пӗчӗк ҫеҫ отрячӗ сиксе тухнӑ: учӗсем темиҫе секунда хушши хӑяймасӑр пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнӑ, вара сасартӑках ҫынсем ҫинелле вӗҫтерсе кӗрсе кайнӑ: темскер, этем сасси пек мар, тӗттӗм, суккӑр вӑй-хӑват тата темле, ӗмӗт татӑлса хурланнӑ евӗрлӗ япала сисӗннӗ вӗсен сассинче. Тӗттӗмре ҫынсем те, лашасем те пӗчӗкреххӗн, хурараххӑн курӑннӑ. Хӗҫсем ҫуттӑнах йӑлтӑртатман, кӑшкӑрни-тунисем сахалтарах пулнӑ, ҫапнӑ сасӑсем ытларах илтӗннӗ.

— Юлташсем! Мӗн алла лекнӗ, ҫавӑнпа парӑр вӗсене! Юншӑн — юн тӑкӑнтӑр, — перӗр лайӑхрах!

— Чуп!..

— Ан ҫулӑх, салтак! Эпӗ саншӑн мужик мар!

— Юлташсем, чулсемпе парӑр!

Хура пӗчӗк ҫынсен кӗлеткисене тӳнтере-тӳнтере пӑрахса, лашасем тапа-тапа сикнӗ, кӗҫеннӗ, хартлатнӑ; хурҫӑ сасси, команда пани илтӗннӗ:

— От-деление…

Труба васкаса та чӗтренсе кӑшкӑртнӑ. Пӗр-пӗрне чыша-чыша ҫынсем чупнӑ, пере-пере ӳкнӗ. Урам хушши пушанса пынӑ, урам варринче хура тӗмесем туха-туха ларнӑ, таҫта аяккарахра, урам кӗтессипе ҫаврӑнса кайнӑ ҫӗрте, лашасем хӑвӑрттӑн та йывӑррӑн тӑпӑртатни илтӗннӗ…

— Эсир аманнӑ-и-мӗн, юлташ?

— Хӑлхана касса татрӗҫ… пулмалла…

— Мӗн тума пулать-ха пушӑ алӑпа!..

Таҫта пӑшал пени пушӑ урамалла яилатса янӑ.

— Ывӑнса ҫитмен иккен, — шуйттансем.

Шӑпах. Вӑрт-варт васкаса утни илтӗннӗ. Темле пит тӗлӗнмелле пек, — ҫак урамра сас-хура сахал, никам та ҫӳремест. Хулана тинӗс шывӗ юхса кӗнӗ пекех, пур енчен те нӳрлӗ шав кӗрлесе килнӗ.

Таҫта, ҫывӑхрах, тӗттӗмре хуллен йынӑшни илтӗнкеленӗ… Тахӑшӗ пӗри хыттӑн хашкаса, йывӑррӑн сывласа чупнӑ.

— Мӗн, аманнӑ-им эсӗ?.. Якку? — тесе хӑракаласа ыйтнӑ юлташӗ.

— Тӑхта-ха, ним те мар! — тенӗ ӑна хирӗҫ урмӑш сасӑпа. Драгунсем кайнӑ урам кӗтессинчен каллех халӑх сиксе тухнӑ та пӗтӗм урам талкӑшпех ҫӑп-ҫӑра хура шыв пек юхса пынӑ. Пӗри, тӗттӗмре халӑхран татӑлмасӑр чи малта пыраканни, ҫапла каланӑ:
— Паян пиртен юн кӑларсах обязательство илчӗҫ — паянтан малашне пирӗн граждансем пулмалла, — тенӗ.

Ӗсӗклесе илсе, ӑна тепри пӳлсе лартнӑ:

— Ҫапла, пирӗн аттесем хӑйсем мӗнлине кӑтартса пачӗҫ!

Тахӑшӗ тата ҫапла юнаса каланӑ:
— Манмастпӑр эпир ку куна! — тенӗ.

Тачӑ ушкӑнпа хӑвӑрттӑн утса пынӑ, сӑмахсене нумайӑшӗ пӗр харӑс кала-кала янӑ; сасӑсем, ним йӗркесӗр пӗрлешӗнсе, тӗттӗмри салхуллӑ шав пулса кайнӑ. Хутран-ситрен хӑшӗ-пӗри, кӑшкӑрнӑ чухнехи майлах сассине вӑйлатса ярса, пӗр самантлӑха пурне те хупласа лартнӑ.

— Мӗн чухлӗ ҫын пӗтерчӗҫ!

— Мӗншӗн?

— Ҫук! Эпир манма пултараймастпӑр ку куна!..

Пӗр ҫӗрте пуҫланнӑ урмӑш сасӑ, малалла мӗн пуласса пӗлсе каланӑ пекех, аякран усаллӑн кӑна янӑраса килнӗ.

— Манса каятӑр, чурасем! Мӗн вӑл сирӗншӗн — ют ҫын юнӗ?

— Ан шарла, Якку…

Тата тӗттӗмрех, тӳлекрех пулса кайнӑ. Ҫынсем, ҫав сасӑ илтӗннӗ еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, мӑкӑртатса утнӑ.

Ҫуртран чӳрече витӗр урамалла сарӑ ҫутӑ ӳкнӗ. Ҫутӑ ӳкнӗ вырӑнта, фонарь патӗнче, икӗ ҫын курӑннӑ. Пӗри ҫӗр ҫинче фонарь юпи ҫумне ҫурӑмӗпе сӗвӗнсе ларнӑ, тепри ун патнелле пӗшкӗннӗ, ӑна тӑратасшӑн пулмалла. Вӗсенчен та-хӑшӗ пӗри каллех пит уҫҫӑнах мар, хурлӑхлӑн:
— Чурасем… — тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней