Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ачасем шарламарӗҫ, пуҫӗсене усса, хутран-ситрен пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа, ҫул ҫинчи кӑҫал пуҫласа сивӗннӗ тусана урисемпе эрешлӗн йӗрлесе тӑчӗҫ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем нумайччен пуҫӗсене пӑркаласа, йӗри-тавра пӑхкаласа ларчӗҫ, ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхрӗҫ; унтан аҫи кӗрен урисене йӗрӗннӗ пекрех те шукӑллӗн ҫӗклекелесе, мӑрье тавра сапнӑ вараланчӑк пурӑ ҫийӗпе утса иртрӗ, тӗршӗнсе, пуҫне каялла ывӑтрӗ те хӑюсӑррӑн кӑлтӑртатса илчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑмхана хӑйпӑтса илнӗ май йӑл-йӑл кулса, Давыдов ачасем ҫине пӑхрӗ: вӗсем шурӑ, сарӑ, хура пуҫӗсене парта ҫине пӗшкӗртнӗ, анчах хӗвелпе пиҫнипе тӗксӗмленнӗ пӗр ал та саспалли ҫырмасть…
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапах та, шутлас пулсан, хӑйсен пуҫӗсене хыртарнӑшӑн пирӗн миҫе ҫынна ӗмӗрлӗхе пылчӑк ӑшне таптаса пусарчӗҫ-ши?Между тем скольких людей растоптало общество лишь из-за бритой головы!
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Вӗсем шиклене-шикленех пуҫӗсене пӑрса пӑхрӗҫ те йывӑҫ ҫинче ларакан ҫӑхан ҫӳлелле сӑнӑ пек чашкӑрса вӗҫсе хӑпарнине курса юлчӗҫ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Вӗсем, такамӑн курӑнман алли туртса карӑнтарнӑ пек, пуҫӗсене каҫӑртса тӑраҫҫӗ.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Кукуруза е хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсене татса илетӗр те тунисем вырӑнтах ларса юлаҫҫӗ.Кочны с кукурузы сымете либо подсолнуховые шляпки поломаете, а будылья оставляете на месте.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Социализмшӑн чи паха ҫынсем хӑйсен пуҫӗсене хунӑ, эсӗ пур унтан кулса шӳтлеме пӑхатӑн!За социализм самый цвет людской погиб, а ты, дерьмо собачье, над ним вышучиваешься?
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пуҫӗсене аялалла чикнӗ, — куҫӗсене таҫта урисем айнелле, ушкӑн варринелле, тӗлленӗ.Головы наклонены вниз, — куда-то под ноги, внутрь круга, устремлены глаза.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Уншӑн пулсан, ама йытӑ ҫуратса янӑскершӗн, ҫулла килхушшинче кизяк касса хатӗрлесе хума вӑхӑт ҫук иккен, кахалӗ хӑйӗнчен те маларах ҫуралнӑ, алли ҫумне ҫыпӑҫать-ҫке-ха унӑн, анчах хӑй ҫакна тӑна илеймест: хӗвелҫаврӑнӑш тунисем, пуҫӗсене кӑна касса илсен, юр тытса хӑвараҫҫӗ, вӗсем хушшинче ҫил ытлашши асса ҫӳреймест, юра ҫырма-ҫатрасене вӗҫтерсе каяймасть.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Новороссийскра хӗрлисем пристаньсем ҫинче калмӑксен пуҫӗсене касатчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах офицерсемпе хуҫа-улпутсем пӑрахутсем ҫине ларса, ӑшӑ енчи ют ҫӗршывсене тарчӗҫ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑй членӗсен пуҫӗсене ҫавӑрнӑ та, пирӗнпе канашламасӑрах, куратпӑр, хайхискер, мотоциклне станцирен турттарса киле парать.Окрутил своих членов, с нами не посоветовался, глядим — везет со станции этую мотоциклу.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ни эрех, ни сикера тӗтрелетеймерӗ ассирсен ҫирӗп пуҫӗсене, салтаймарӗ вӗсен чее чӗлхисене.Ни вино, ни сикера не отуманили крепких ассирийских голов и не развязали их хитрых языков.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫынсем кулаҫҫӗ, музыканта ырласа, пуҫӗсене сулаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Тавралӑх йӑлтах ярӑнса-силленсе тарать, ҫуйӑхать, кӗмсӗртетет, ҫынсен пуҫӗсене ҫавӑрать, кӑмӑлӗсене ҫырлахтарса кичемлетсе ярать, вӗсен пуҫ мимисене арпашӑнса вӗлтӗртетекен ҫаврӑнӑҫпа тата ҫутӑсен йӑлтрипе ывӑнтарса ҫитерет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӗрисем — ӗҫлеҫҫӗ, темскер ҫӗлеҫҫӗ е, конторкӑсем ҫине пуҫӗсене пӗксе, темскер шутлаҫҫӗ; теприсем, кашни самантрах куҫ умӗнчен чупса иртекен вагонсене пӑхса, чӳрече умӗнче ним ӗҫсӗрех лараҫҫӗ е чӳрече ани ҫинче кӑкӑрпа таянса выртаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вара хапхаран кӗрсе ҫухалнӑ е, пуҫӗсене пӗшкӗртсе, ун ҫумӗнчен чупса иртсе кайнӑ, патрульсен начальникӗсем ӑна: — Эсир каллех урамра-и, монна Марианна? Астӑвӑр, сире вӗлерме пултараҫҫӗ, айӑплине вара никам та шырас ҫук, — тесе асӑрхаттарнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ун хыҫҫӑн куҫа курӑнман линейка тӑсӑлса пырса, салтаксен фронтне тикӗслетнӗ, темелле, вӗсем хырӑмӗсене пӑчӑрта-пӑчӑрта лартнӑ, кӑкӑрӗсене каҫӑртнӑ, аттисен пуҫӗсене пӑха-пӑха илнӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Анчах чылайӑшӗ хӑйсем хӗрсе кайнӑ вут-хӗм ӑшшипе салтаксене ӑшӑтса яма хӑтланнӑ, казарма пит хытӑ хӗссе лартнӑ салтак чӗрисене тата казеннӑй словестноҫа вӗренсе тем те пӗр ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ пуҫӗсене темле майпа хускатма хӑтланнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫынсем, пуҫӗсене усса, ун тӗлӗпе ирте-ирте кайнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.