Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗшкӗнсе (тĕпĕ: пӗшкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ итлетӗн-и мана? — ун патнех пӗшкӗнсе, ыйтрӗ Шурочка.

— Ты слушаешь меня? — спросила она, нагибаясь к нему.

XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ун пичӗ, Ромашов, хӑй ҫинелле пӗшкӗнсе, шанӑҫлах маррӑн та сехӗрленчӗклӗн: — Сывлӑх сунатӑп, Василий Нилыч, чӑрмантармарӑм-и эпӗ сире? — тесен те, хӑйӗн ыйхӑллӑ сӑнне пач улӑштармарӗ.

Его лицо совсем не изменило своего сонного выражения, когда Ромашов, наклоняясь над ним, говорил неуверенно и тревожно: — Здравствуйте, Василий Нилыч, не помешал я вам?

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Нимӗнле ҫутӑсӑр, пӑч тӗттӗмре ларатчӗҫ вӗсем, Ромашов ҫавсем пуррине шӑппӑн илтӗнекен хускану-чӑштӑртатуран кӑна асӑрхарӗ, вӗсем камсем иккенне те ҫывӑха пырса пӗшкӗнсе пӑхсан тин аран палласа илчӗ.

Они сидели без огня, в темноте, и только по едва слышной возне Ромашов заметил их присутствие и с трудом узнал их, подойдя вплотную и нагнувшись над ними.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Актриса! — Раиса патне ҫывӑхах пӗшкӗнсе, хӑйӑлчӑклӑн пӑшӑлтатрӗ Ромашов.

— Актриса! — хрипло зашептал Ромашов, наклоняясь близко к Раисе.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кӑшт аяккарах тата иккӗн тӑраҫҫӗ, хӑйсем ҫыхса пӑрахнӑ шурӑ ӳтлӗ ҫын ҫине пӗшкӗнсе пӑхаҫҫӗ.

Немного поодаль, наклонившись над связанным европейцем, стояли еще двое.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Учитель! — кӑшкӑрса ячӗҫ каялла таврӑннӑ ҫырсем те, вӗсем те шӑтӑкалла пӗшкӗнсе пӑхрӗҫ.

— Учитель! — закричали его вернувшиеся спутники, тоже наклонившись.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй ҫавӑнтах пӗшкӗнсе кӗмелли лутра алӑка та кӑтартрӗ.

указывая Огнянову на маленькую дверцу, такую низкую, что человек мог выйти через нее, только согнувшись в три погибели.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов ҫав хут татӑкне пӗшкӗнсе илчӗ.

Нагнулся и поднял его.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лешӗ пӗшкӗнсе тӑчӗ; кинжалӑн хӑрах енче, пуклак вӗҫӗ патнерехре, «Ирӗклӗх е вилӗм» тесе чӗркелесе ҫырса, ӳкерчӗкӗ те пур, тепӗр енче — килжал хуҫин ячӗ.

Тот нагнулся; на одной стороне клинка, близ тупого егокрая были выцарапаны завитушки и слова «Свобода или смерть», на другой — имя владельца кинжала.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла пӗр самант шухӑшласа тӑчӗ те, каллех пӗшкӗнсе суккӑра тем пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ.

Минуту он раздумывал, потом снова нагнулся и что-то прошептал слепому.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тепре перер, — терӗ те вӑл, каллех пӗшкӗнсе, тӗллеме тытӑнчӗ, хальхинче минута яхӑн та иртрӗ.

— Еще раз, — сказал он и, снова присев, стал целиться; теперь он целился почти минуту.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй ҫапах та пӗшкӗнсе тусанлӑ тенкел айӗнчен пуртӑ туртса кӑларчӗ, пурттине аллине илсе алӑкӗ патне пычӗ.

Но вот он быстро нагнулся и, вытащив из-под пыльной скамьи топор, встал с этим топором у двери, которая, казалось, готова была разлететься в щепы.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

И кравать айне пӗшкӗнсе пӑхрӗ, унта хаклӑ йышши чулсемпе ларакан пӗчӗк арча ҫук та иккен.

Он взглянул под кровать и тут увидел, что шкатулка с драгоценностями исчезла.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Сӗтеле вырӑнтан куҫарса, Чэнь хусӑкпа тӑватӑ пысӑк кирпӗчне хирсе кӑларчӗ, пӗшкӗнсе ларчӗ — умра тап-таса сарӑ хӑйӑр.

Отодвинув стол, Чэнь одним духом поднял четыре больших квадратных кирпича и присел на корточки — внизу, как всегда, оказался чисто-желтый мелкий песок.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Тепӗр виҫӗ эрнерен Ташкент ҫывӑхӗнчи совхозра хальтерех ҫеҫ ӗҫе пырса кӗнӗ Калашников хушаматлӑ ватӑрах счетовод патне пӗр ахаль кӑна, штатски тумланнӑ ҫын пынӑ та, сӗтел умне пӗшкӗнсе, лӑпкӑн каланӑ:

Спустя три недели в совхозе неподалеку от Ташкента к пожилому, недавно поступившему на работу счетоводу по фамилии Калашников подошел неприметный человек в штатском, наклонившись над столом, негромко сказал:

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ тепӗр икӗ картлашка ҫине пусса улӑхрӑм та, пӗшкӗнсе, чикмек тӑрах ҫӳлелле чупса кайрӑм, ҫи витти ҫине качака таки пек сикрӗм.

Когда я уже через две ступеньки, пригибаясь, побежал по лестнице вверх и, как козел, прыгнул на крышу.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара, амӑшӗ патне сиксе ӳксе, пӗшкӗнсе, савӑннипе тухнӑ куҫҫульне юхтарса, унӑн пӗркеленчӗк, нумай ҫул хушши ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫленипе хытса кайнӑ аллине чуп тума пуҫларӗ.

И, кинувшись к матери, низко склонившись, плача счастливыми слезами, стала целовать ее сморщенные, натруженные долголетней безустанной работой руки.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Улӑштаратпӑр-и? — пӑшӑлтатрӗ Давыдов, ун патнелле пӗшкӗнсе.

Наклонившись, Давыдов шепнул: — Меняться будем?

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ют кӗпе ҫумастӑп-ҫке-ха, хамӑн, тӑван ҫыннӑн… — таз ҫинелле пӗшкӗнсе, сасӑпа макӑрса ярасран аран тытӑнкаласа каларӗ хӗр.

— Так ведь не чужую рубаху стираю, а своего, родного… — склонив над тазом голову и сдерживая сдавленные рыдания, сказала девушка.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов питне ҫуса ячӗ те ҫакна курчӗ: темле ватӑрах, кукша-гражданин, аллисемпе сак ҫине тӗреннӗ те, пӗшкӗнсе, куҫне чарса, пӗр вӑтанмасӑр, ун хырӑмӗ ҫинчи ӳкерчӗке пӑхса тӑрать, хӑй, савӑннипе каҫса кайса, шӑппӑн ӗхӗлтетет.

Давыдов ополоснул лицо, увидел: некий пожилой, лысый гражданин, опираясь о лавку руками, изогнувшись, в упор, беззастенчиво рассматривал рисунок на животе Давыдова и, захлебываясь от восторга, тихо хихикал.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней