Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXII

Раздел: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Добавлен: 2019.12.16 22:06

Предложений: 188; Слово: 1861

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Хӑй ҫурчӗ патне пырса ҫитрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ Ромашов: ун пӳлӗмӗн пӗчӗк чӳречинче, ҫуллахи каҫӑн ӑшӑ-ӑшӑ тӗттӗмӗнче, аран ҫех палӑракан ҫутӑ чӗл-чӗл мӗлтлетет. «Мӗне пӗлтерет ку? — шиклӗн шухӑшларӗ те ирӗксӗрех уттине хӑвӑртлатрӗ вӑл. — Тен, ку ман секкундантсем дуэль йӗрки-мехелӗпе таврӑннӑ?» Пӑлтӑрта вӑл Гайнан ҫине пырса тӑрӑнчӗ, асӑрхаманччӗ ӑна, хӑраса кайрӗ, шарт сикрӗ те ҫилӗллӗн кӑшкарса ячӗ:

— Мӗн амакӗ ҫак! Эсӗ-и ку, Гайнан? Кам пур кунта? Тӗттӗмччӗ пулин те, вӑл Гайнан хӑйӗн хӑнӑхнӑ йӑлипе пӗр вырӑнта ташласа-тӑпӑртатса илнине туйрӗ.

— Сан пата унта улпут майри килнӗ. Ларать. Ромашов алӑка уҫрӗ. Лампӑра тахҫанах ӗнтӗ краҫҫын пачах юлман-мӗн те, халӗ вӑл, шартлаткаласа, юлашки хӑрӑмлӑ ялтлатӑвӗсемпе ҫунса пӗтесшӗн тертленет. Кравать ҫинче, сиккелекен йывӑр ҫурма тӗттӗмре аран палӑркаласа, ним хускалман хӗрарӑм кӗлетки ларать.

— Шурочка! — терӗ те пӳлӗнсе Ромашов, кравать патне темӗскершӗн асӑрханса, чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗ. — Шурочка, эсир-и ку?

— Шӑппӑнрах. Ларӑр, — хӑвӑрттӑн пӑшӑлтатса тавӑрчӗ лешӗ. — Лампӑна сӳнтерӗр.

Ромашов кӗленчене ҫиел енчен вӗрчӗ. Хӑравҫӑ кӑвак вут куҫӗ ҫӗтсе ҫухалчӗ те, пулӗмре ҫийӗнчех сӗм-тӗттӗм те шӑп-шӑпӑрт пулса кайрӗ, ҫав самантрах вара сӗтел ҫинчи халиччен асӑрхаман шӑнкӑравлӑ сехет васкавлӑн та хыттӑн шаккама пуҫларӗ. Ромашов Александра Петровнӑпа юнашар ларчӗ, пӗкерӗлсе те ун еннелле пӑхмасӑр. Хӑранин, пӑлханнин те чӗрере темӗн хытса кутӑрланнин ӑнланмалла мар туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ ӑна, калаҫма чарса, чӑрмантарса тӑчӗ.

— Юнашарта, стена хыҫӗнче, кам сирӗн? — ыйтрӗ Шурочка. — Унта илтӗнет-и?

— Ҫук, унта пушӑ пӳлӗм… кивӗ сӗтел-пукан… хуҫа столяр. Хыттӑнах калаҫма юрать.

Апла пулин те вӗсем иккӗш те ҫав-ҫавах шӑппӑн пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ, ҫак йывӑр, ҫӑп-ҫӑра тӗттӗмре илтӗнекен пусӑрӑнчӑк, татӑк-кӗсекле сӑмахсенче пурпӗрех хӑравҫӑлӑх, именӗҫлӗх те вӑрттӑн йӑпшӑнчӑклӑх туйӑмӗ нумайччӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне перӗннӗ пекех ларчӗҫ. Ромашов хӑлхисенче тӳрккесле талтлатусемпе юн шавларӗ.

— Мӗншӗн, мӗншӗн турӑр эсир ҫакна? — терӗ сасартӑк Шурочка шӑппӑн, анчах хӗрӳ ӳпкевпелен.

Вӑл хӑй аллине йӗкӗт чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ. Ромашов тум витӗр унӑн чӗрӗ, нервӑллӑ ӑшшине туйса илчӗ те, тарӑннӑн сывлӑш ҫавӑрса ярса, куҫне хӗссе лартрӗ. Кун пек тунипе те тӗттӗмленеймерӗ, куҫ умне, юмахри кӳлӗсем евӗр, кӑвак ялтӑравпа ункӑланнӑ тӑрӑхларах хура ҫаврашкасем ҫеҫ тухса тӑчӗҫ.

— Астӑватӑр пуль, эпӗ сиртен унпа тытӑнуллӑ пулма кирли ҫинчен ыйтнӑччӗ. Ҫук, ҫук, эпӗ ӳпкелешместӗп. Эсир харкашу-тӗртӗхӗве юри шыраман — куна эпӗ пӗлетӗп. Анчах нивушлӗ эсир хӑвӑрта тискер кайӑк вӑраннӑ вӑхӑтра, минутлӑха та пулин хуть, ман пирки аса илме те чарӑнса тӑма пултарайман. Эсир нихӑҫан та юратман мана!

— Эпӗ сире юрататӑп, — шӑппӑн каларӗ те Ромашов, чӗтӗрекен, хӑюсӑр пӳрнисемпе ун алли ҫумне ҫемҫен сӗртӗнчӗ.

Шурочка аллине илсе хучӗ, анчах ҫийӗнчех мар, хуллен, ӑна шелленӗ тата кӳрентересрен хӑранӑ евӗрлӗн.

— Ҫапла, эпӗ пӗлетӗп, эсир те, вӑл та ман ята асӑнман, анчах сирӗн рыцарьлӑхӑр ахаллӗнех сая кайрӗ: хула тӑрӑх пурпӗрех элек ҫӳрет.

— Каҫарӑр мана, эпӗ хама хам алла илеймен… Кӗвӗҫӳ суккӑрлатса лартрӗ мана, — йывӑррӑн хӗссе кӑларчӗ Ромашов.

Шурочка вӑрах та йӗпленчӗкрех кулӑпа кулса ячӗ.

— Кӗвӗҫӳ? Нивушлӗ вара эсир, ман упӑшка сирӗн ҫапӑҫӑвӑр хыҫҫӑн питӗ ыр кӑмӑллӑ пулнӑ та, пухӑва эсир ҫавӑн чух ӑҫтан пыни ҫинчен мана каласа кӑтартмасӑр чӑтса тӑрайнӑ, тесе шутлатӑр? Назанский пирки те каланӑ вӑл мана.

— Каҫарӑр, — терӗ Ромашов тепӗр хут, — Унта эпӗ ним начаррине те туман. Каҫарӑр.

Сасартӑк хытӑраххӑн, татӑклӑ та хаярланнӑ пӑшӑлтатупа калаҫма пуҫларӗ Шурочка:

— Итлесемӗр, Георгий Алексеевич, мана кашни минут хаклӑ. Эпӗ капла та сире сехет майлах кӗтрӗм. Ҫавӑнпа кӗскен те ӗҫ пирки ҫеҫ калаҫӑпӑр. Володя маншан мӗн иккенне эсир пӗлетӗр. Эпӗ ӑна юратмастӑп, анчах эпӗ уншӑн хам чунӑн пӗр пайне вӗлернӗ. Хама хам хисеплеслӗх манӑн уннинчен ытларах. Академие икӗ хут кӗме хӑтланса та, вӑл экзаменсенче путлана-путлана ларчӗ. Ку мана унран чылай нумайрах кӳрентернӗ те кулянтарнӑ. Генеральнӑй штаб тӗлӗшпе тытнӑ ҫак мӗнпур шухӑш йӑлт мана, пӗр мана ҫех тивӗҫет. Упӑшкана эпӗ пӗтӗм вӑйӑмран сӗтӗрнӗ, ӑна хистесе-хӑваласах тӑнӑ, унпа лара-лара пӑхмасӑр калама вӗреннӗ, репетицисем тунӑ, ун мӑнаҫлӑхне хӗтӗрте-хӗтӗрте ҫивӗчлетнӗ, хуйха ӳкнӗ минутсенче хӑпартлантарнӑ. Пӗр хама ҫех тивӗҫекен, юратса, чунӑма ыраттарса тунӑ ӗҫ ку вӑл манӑн. Ҫак шухӑшран эпӗ хам чӗреме уйӑрма пултараймастӑп. Мӗн кӑна пулмӗ-и те унта, анчах вӑл академие кӗретех.

Ромашов, самай аялах пӗкӗрӗлнӗччӗ те, пуҫне ывӑҫи ҫине хурса ларнӑччӗ. Сасартӑк вӑл Шурочка хӑйне аллипе ҫӳҫӗ тӑрӑх шӑппӑн та хуллен сӑтӑрса янине туйрӗ.

— Мӗн тума пултарайӑп-ха эпӗ? — йӳҫӗк аптӑравлӑхпа ыйтрӗ вӑл.

Шурочка ӑна мӑйӗнчен ыталарӗ те унӑн пуҫне ачашшӑн хӑй кӑкӑрӗ патнелле илӗртсе туртӑнтарчӗ. Вӑл корсетсӑрахчӗ. Ромашов, питҫӑмартине перӗнсен, унӑн пиҫӗ кӗлетки хирӗҫлесех кайманнине, ҫав ӳт-пӳрен ӑшӑ, техӗмлӗ, астармӑшла хӗрӳ шӑршӑ ҫапнине уйӑрса илчӗ. Вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра та каччӑ ун таткаланчӑкла сывлӑшне хай ҫӳҫӗ ҫинче туйсах тӑчӗ.

— Эс астӑватӑн, ун чухне… каҫалапа… пикникре. Эпӗ сана пӗтӗмпех тӗрӗсне каланӑ. Эпӗ ӑна юратмастӑп. Анчах та шутла: виҫӗ ҫул, шӑп та шай виҫӗ ҫул тӑтӑшшӑн шанса кӗтнӗ, шутласа, фантазилесе пурӑннӑ, планласа аппаланнӑ-ҫке-ха, ӗҫӗ те тата ҫав тери тертлӗ те ирсӗрскер! Эсӗ эп офицерсен ҫак мӗшченле, кӗлмӗҫле обществине чӗтреве ереслех курайманнине пӗлетӗн вӗт. Эпӗ яланах лайӑх, капӑр тӑхӑнасшӑн, хитре-илемлӗ, чечен-ҫепӗҫ пуласшӑн, мана пӑхӑнса пуҫ тайччӑр, манӑн влаҫ пултӑр! Сасартӑк акӑ — ниҫта шӑнӑҫман, ӳсӗрле ҫапӑҫу, офицерсен шӑв-шавлӑ хирӗҫӗвӗ — вара пӗтӗмпех-пӗтӗмпех пӗтсе ларчӗ, пӗтӗмпех тусан пулса вӗҫсе саланчӗ! О, мӗнлерех хӑрушӑ ҫакӑ! Эпӗ нихӑҫан та анне пулса курман, ҫапах та шухӑшпа хама ҫав вырӑнах лартатӑп: акӑ манӑн ача ӳсет — юратнӑскер, куҫ пек курса тӑраканскер, унра мӗн-пур шанчӑк, уншӑн тертленнӗ-тӑрӑшнӑ, куҫҫуль юхтарнӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрман… сасартӑк вара — айванлӑх, ӑнсӑртлӑх, хӑйпе хӑй тӗллӗн сиксе тухнӑ тискерле ӑнсӑртлӑх: вӑл чӳрече ҫинче вылять, нянька ҫаврӑнса тӑнӑ, курмасть, ача аялалла, чулсем ҫинелле персе анать. Чӳнӑмҫӑм, хам хуйхӑмпа тарӑхӑвӑма аннелӗхӗн ҫак шанӑҫсӑрла татӑлӑвӗпе ҫех танлаштарма пултаратӑп эпӗ. Анчах эпӗ сана айӑпламастӑп.

Ромашова пӗкӗрӗлсе те Шурочкӑна йывӑр тӑвасран хӑраса ларма меллех марччӗ. Анчах вӑл, темле ӑнланма ҫукла пӑчӑ ӳсӗрлӗхе путса, ун чӗри хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн та тӗп-тӗрӗссӗн тапнине ҫапла сехечӗ-сехечӗпе те итлесе лармашкӑн хавасчӗ.

— Эсӗ итлетӗн-и мана? — ун патнех пӗшкӗнсе, ыйтрӗ Шурочка.

— Ҫапла, ҫапла… Калаҫ… Пултараятӑп пулсассӑн, эс ыйтнине, эс хушнине эпӗ пӗтӗмпех тӑвӑп.

— Ҫук, ҫук. Вӗҫне ҫитиех итлесе пӗтер мана. Енчен те эсӗ ӑна вӗлеретӗн е енчен те ӑна экзаменран тӑратса хӑвараҫҫӗ — вара пӗтнӗ! Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, ҫав кунах пӑрахатӑп та ӑна, тухса каятӑп — ӑҫта пулсан та пурпӗрех — Петӗрпура, Одессӑна, Киева. Ан шутла, хаҫат романӗнчен илнӗ пуплев мар ку. Ҫакнашкал йӳнӗ эффектсемпе хӑратас теместӗп эпӗ сана. Анчах эпӗ пӗлетӗп — эпӗ ҫамрӑк, ӑслӑ, вӗреннӗскер. Хитре мар. Анчах эпӗ пысӑк йышлӑ балсенче илемшӗн мельхиор ывсӑ е музыкӑллӑ сехет евӗр парнесем илекен нумай-нумай хитрешкесенчен интереслӗрех те пулма пултаратӑп. Эпӗ хама хам мӑшкӑл тӑвӑп, анчах та, фейерверк пек, пӗр самант хушшинче те ялт-ҫуттӑн ҫунса кайӑп!

Ромашов чӳречерен пӑхрӗ. Ун куҫӗсем халӗ, теттӗме хӑнӑхнипелен, паллах мар, кӑшт ҫеҫ сӗмленекен рама урлашкисене чиперех тӗшмӗртрӗҫ.

— Ан кала ун пек… кирлӗ мар… маншӑн йывӑр, — терӗ вал салхуллӑн, — Ну, килӗшетӗн-и, ырӑн эпӗ тытӑҫӑва тухмастӑп та ун умӗнче каҫару ыйтатӑп? Тӑвас-и ҫапла?

Шурочка пӗр хушӑ нимӗскер те чӗнмерӗ. Шӑнкӑравлӑ сехет тӗттӗм пӳлӗмӗн мӗнпур кӗтессинех хӑйӗн тимӗрле пакӑлтатӑвӗпе тултарса лартрӗ.

— Эсӗ ҫакна сӗнессе эпӗ пӗлсех тӑнӑ, — терӗ юлашкинчен Шурочка, аран илтӗнесле, шухӑша кайнӑ пеклӗн, пусӑмласа, анчах Ромашов ун пӗлтерӗшне уйӑрса илеймерӗ.

Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, Шурочка ӑна аллипе мӑйӗнчен тытса, чарса тӑратчӗ пулин те, кравать ҫинче тӳрӗленчӗ.

— Эпӗ хӑрамастӑп! — терӗ Романюв хыттӑн та кӗскен татса.

— Ҫук, ҫук, ҫук, ҫук, — хӗрӳ, васкавлӑ, тархаслуллӑ пӑшӑлтатупа каласа хучӗ Шурочка. — Эсӗ мана ӑнланмарӑн. Килсем ман ҫывӑха… малтанхи пекех… Килсем ӗнтӗ!..

Вӑл ӑна икӗ аллипех ыталаса илчӗ, хӑйӗн ҫип-ҫинҫе ҫӳҫ пӗрчисемпе унӑн пит-куҫне кӑтӑклантарса та пичӗ ҫӑмарти ҫинелле вӗрин сывла-сывла пӑшӑлтатрӗ:

— Эсӗ мана ӑнланмарӑн. Пач урӑххиччӗ манӑн. Анчах мана сан умӑнта намӑс. Эсӗ питӗ-питӗ таса, ырӑ, эпӗ сана ун ҫинчен калама та вӑтанатӑп. Эпӗ ӑс-шутпа пурӑнаканскер, эпӗ ирсӗр…

— Ҫук, кала пӗтӗмпех. Эпӗ сана юрататӑп.

— Итлесем, — пуҫларӗ Шурочка, Ромашов ун сӑмахӗсене илтсе те мар, сӗмлӗхпе кӑна туйса, тавҫӑрса илчӗ. — Енчен те эсӗ калла тӑватӑн пулсассӑн, нумай-нумай кӳренӳ, мӑшкӑл та терт-асап ӳкет вӗт сан ҫине. Ҫук, ҫук, каллех ун пек мар-ха. Ах, турӑҫӑм-турӑ, ҫакнашкал минутра эпӗ сан умӑнта суйса тӑрассӑм ҫук. Ылттӑнӑм, ҫаксене вӗт эпӗ тахҫанах тӗплӗн шухӑшланӑ та виҫсе хунӑ. Калӑпӑр, эсӗ капла турӑн. Упӑшка чысӗ реанимациленчӗ. Анчах, ӑнлансам, килӗшӳ тунипе вӗҫленнӗ дуэльре яланах темӗскер юлать-ҫке… мӗнле каламалла-ши-ха?.. Ну, иккӗлентерекенни-и ӗнтӗ, мӗн-тӗр аптӑравлӑхпа юслӑха амалантарса хускатни-и… Ӑнланатӑн-ши эсӗ мана? — салху ачашлӑхпа ыйтрӗ те ӑна ҫӳҫӗнчен асӑрхануллӑн чуптурӗ вӑл.

— Ҫапла. Вара мӗскер?

— Кун пек тесен-тӗк, упӑшкана, ахӑртнех, экзаменсене кӗртмеҫҫӗ те пулӗ. Генеральнӑй штаб офицерӗн репутацийӗ пӗр кӑлтӑксӑр пулмалла-ҫке-ха. Ҫав хушӑрах, ак, эсир енчен те чӑн-чӑннипех перкелешсессӗнччӗ, кунта вара мӗскерле-тӗр паттӑрли, вӑйли пурахчӗ. Пӑшал кӗпҫи умӗнче хӑйсене хайсем тивӗҫлипе тытма пӗлекенсене нумай, питех те нумай тӗлӗшпе каҫараҫҫӗ. Унтан… дуэль хыҫҫӑн… эсӗ, кӑмӑлу пур-тӑк, каҫару ыйтма та пултарнӑ пулӑттӑн… Ну, ку ӗнтӗ сан хӑв ирӗкӳ.

Вӗсем таччӑн ыталаннӑччӗ те, пӗр-пӗрне пичӗсемпе тата аллисемпе сӗртӗне-сӗртӗне, пӗр-пӗри сывланине илте-илте, кӑварҫӑсем пекех пӑшӑлтатрӗҫ. Анчах Ромашов сасартӑк туйса илчӗ — вӗсем хушшине мӗскер-тӗр вӑрттӑнла, ирсӗрле те япӑлчӑкла япала, куҫа курӑнманскер, шуса иртрӗ, ҫавӑнтан унӑн чунне сивӗлӗх килсе ҫапрӗ. Вӑл каллех Шурочка аллисенчен хӑтӑласшӑн пулчӗ, анчах лешӗ ӑна ямарӗ.

— Турӑ пул, калаҫсам тӳррӗнтерех. Тем тума та сӑмах паратӑп эпӗ сана, — терӗ Ромашов типпӗн, ӑнланмалла маррине, вӗчӗхле тарӑхӑвне пытарма тӑрӑшса.

Йӗкӗт ҫӑварӗ патӗнчех хушса-хистесе калаҫса кайрӗ кун хыҫҫӑн Шурочка, сӑмахӗсем вара унӑн чӗтӗреве ертекен васкавлӑ чуптӑву пекехчӗ:

— Ыран эсир, тем тесен те, перӗшмеллех. Анчах сирӗнтен пӗри те аманмасть. О, ӑнлансам-ха, ӑнлансам мана, ан айӑпласа тӑксам мана! Хӑравҫӑсене эпӗ хам та кураймастӑп, — эпӗ хӗрарӑм. Анчах маншӑн тусам ҫакна, Георгий! Ҫук, упӑшка пирки ан ыйт, вӑл пӗлет. Эпӗ мӗн тӑвассине пӗтӗмпех, пӗтӗмпех, пӗтӗмпех тунӑ.

Халӗ Ромашовӑн, пуҫне чӑрсӑррӑн сулса, унӑн ҫемҫе те вӑйлӑ аллисенчен хӑтӑлма май килчӗ. Вӑл кравать ҫинчен тӑчӗ те:
— Юрать, ан тив, пултӑрах ҫапла. Эпӗ килӗшетӗп, — терӗ ҫирӗппӗн.

Шурочка та тӑчӗ. Тӗттӗмре, хусканӑвӗсене курса та мар, туйса, чухласа, Ромашов вӑл ҫӳҫне васкаваррӑн майланине ӑнланчӗ.

— Эсӗ каятӑн-и? — ыйтрӗ Ромашов.

— Сыв пул, — тавӑрчӗ Шурочка йӑваш сасӑпа. — Чуптусам мана юлашки хут.

Шелленипе те юратнипе йӑлтлатсах сиксе илчӗ Ромашовӑн чӗри. Сӗм-тӗттӗмре, аллисемпе хыпашлакаласа, вӑл Шурочка пуҫне шыраса тупрӗ те унӑн питҫӑмартисемпе куҫӗсене чуптума пикенчӗ. Шӑп-шӑпӑрт, ним сассӑр куҫҫуле пула Шурочкӑн пӗтӗм пичӗ йӗп-йӗпехчӗ. Ку Ромашова хумхантарса та пӑлхантарса ячӗ.

— Чунӑмҫӑм… ан йӗр… Саша… чунӑмҫӑм… — терӗ вӑл ҫине-ҫинех хурлӑ хӗрхенӳпе те ҫемҫен.

Шурочка сасартӑк аллисене хӑвӑрттӑн ун мӑйӗ хыҫнелле ывӑтрӗ, ачаш, хӗрӳ те вирлӗ хусканупа пӗтӗмӗшпех ун ҫумне ҫыпӑҫрӗ, вара, хӑйӗн вутла ҫунакан тутисене каччӑ ҫӑварӗнчен уйӑрмасӑрах, йӑлт чӗтреве ӳксе те йывӑррӑн сывла-сывла, таткаланчӑклӑн пӑшӑлтатрӗ:

— Эпӗ санпа кунашкал сывпуллашма пултараймастӑп… Эпир урӑх пӗр-пӗрне кураймастпӑр. Апла-тӑк, нимрен те хӑраса тӑмӑпӑр… Эпӗ ҫакӑ пултӑр, пултӑрах тетӗп. Пӗр хут… илӗр хамӑр телее… Чунӑмҫӑм, килсем ман пата, килсем, килсем…

Акӑ вара вӗсем иккӗш те, пӗтӗм пӳлӗм те, пӗтӗм тенче те ҫийӗнчех темӗнле чӑтмалла мар киленӗҫлӗ, ҫав тери вӗри аташупа тулса ларчӗҫ, Минтерӗн шурӑ лаптӑкӗнче Ромашов ҫеккунтлӑха хӑй ҫывӑхӗнче, питӗ-питӗ ҫывӑхра, Шурочкӑн ӑссӑрла телейпе ялтӑракан куҫӗсене юмахри уҫӑмлӑхпа ярт-уҫҫӑн курчӗ те ун тутисем ҫумне ҫӑткӑнлансах ҫыпӑҫрӗ…

— Ман сана ӑсатса яма юрать-и? — ыйтрӗ вӑл, Шурочкӑпа пӗрле алӑкран картишнелле тухнӑ май.

— Ҫук, туршӑн та, кирлӗ мар, чунӑмҫӑм… Кун пек ан хӑтлан. Эпӗ капла та сан патӑнта мӗн вӑхӑт пулнине пӗлместӗп. Миҫемӗш сехет?

— Пӗлместӗп, ман сехет ҫук. Ҫапса пӑрахсан та пӗлместӗп.

Шурочка кайма васкамарӗ-ха, алӑк ҫумне таянчӗ те, ҫапла сӗвӗннипеленех тӑчӗ. Сывлӑшра ҫӗрпе чулсенчен вӗри каҫӑн типӗ, хӗрӳ шӑрши йӑсланатчӗ. Тӗттӗмччӗ пулин те, Ромашов хура сӗм витӗрех Шурочкӑн пичӗ, лере, ращара чухнехи пекех, мрамор статуя пичӗ, тейӗн, ӑнланмалла мар шурӑ ҫутӑпа ялтӑранине курчӗ.

— Ну, сывӑ пулсам эппин, ман хаклӑскерӗм, — терӗ вӑл юлашкинчен ӗшеннӗ сасӑпалан. — Сыв пул.

Вӗсем чуптӑвӑшрӗҫ, Шурочка тути халӗ сивӗччӗ те ним хусканусӑрччӗ ӗнтӗ. Вӑл хапха патнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ, каҫхи ҫара тӗттӗм вара ӑна ҫавӑнтах ҫӑтса та ячӗ.

Ромашов калинкке чӗриклетсе иличчен те Шурочкӑн йӑпӑшшӑн пусса утакан ури сассисем шӑпланичченех итлесе тӑчӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл пӳлӗмне таврӑнчӗ.

Ӑна вӑйлӑ, анчах канлӗхле ӗшенӳ кӗтмен ҫӗртенех ҫавӑрса илчӗ. Вӑл аран-аран кӑна салтӑнса ӗлкӗрчӗ — унӑн калама ҫук ҫывӑрас килетчӗ. Минтертен ҫӑп-ҫӑмӑл, ачаш та ҫепӗҫ шӑршӑ — Шурочка ҫӳҫӗн, унӑн духин тата ҫамрӑк, питӗ хӳхӗм ӳт-пӗвӗн техӗмлӗ шӑрши кӗрсе тӑчӗ, — ыйхӑ умӗн асра сӑнарланнӑ юлашки чӗрӗ ӳкерчӗк пулчӗ вара ҫакӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней