Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXI

Раздел: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Добавлен: 2019.12.16 22:03

Предложений: 373; Слово: 4366

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Назанский, яланхи пекех, килӗнчеччӗ. Вӑл йывӑр мухмӑрлӑ ыйхӑран тин ҫеҫ вӑраннӑччӗ те, аллисене пуҫӗ айне хунӑскер, халӗ кравать ҫинче аялти тум вӗҫҫӗн кӑна выртатчӗ, Куҫӗсенче унӑн сӳрӗк, ывӑннӑ пӑтрашӑнчӑкчӗ. Ун пичӗ, Ромашов, хӑй ҫинелле пӗшкӗнсе, шанӑҫлах маррӑн та сехӗрленчӗклӗн:
— Сывлӑх сунатӑп, Василий Нилыч, чӑрмантармарӑм-и эпӗ сире? — тесен те, хӑйӗн ыйхӑллӑ сӑнне пач улӑштармарӗ.

— Сывлӑх сунатӑп, — тавӑрчӗ Назанский хӑйӑлтирех йӑваш сасӑпа. — Мӗн аванни пур? Ларӑр.

Вӗри, нӳрӗ аллине вӑл Ромашов енне тӑсрӗ, анчах ун ҫине пӗрре те хӑй умӗнче юратса, юп курса тӑракан интереслӗ юлташӗ евӗр мар, тахҫанхи кичем тӗлӗкӗн хӑнӑхнӑ курнӑҫӑвӗ пулнӑн ҫеҫ пӑхрӗ.

— Чирленӗ-и-мӗн эсир? — хӑюсӑррӑн ыйтрӗ Ромашов, кравать ҫине, ун ури вӗҫне ларнӑ май. — Апла пулсан, эп сире чӑрмантармастӑп. Эпӗ каятӑп.

Назанский пуҫне минтер ҫийӗнчен кӑшт хӑпартрӗ те, пит-куҫне йӑлт пӗркелентерсе лартса, Ромашов ҫине вӑйпа тертленсе пӑхрӗ.

— Ҫук… Тӑхтӑр. Ах, пуҫ мӗнлерех ыратать! Итлӗр-ха, Георгий Алексеич… сирӗн темӗскер пур… пур… мӗскер-тӗр халиччен пулманни. Чимӗр, эпӗ шухӑшсене пуҫтараймастӑп. Мӗн пулнӑ сире?

Чӗмсӗр хӗрхенӳпе пӑхрӗ ун ҫине Ромашов. Ҫак икӗ офицер пӗр-пӗрне курман хушӑра Назанский сӑн-пичӗ пӗтӗмпех ӑнланмалла мар улшӑнса кайнӑ. Куҫӗсем тем тарӑнӑшне путса кӗнӗ те йӗри-таврашӗпех хуралнӑ, тӑнлавӗсем сарӑхнӑ, яках мар, вараланчӑк ӳтлӗ питҫӑмартийӗсем аялалла йӑтӑнса аннӑ та михӗленнӗ тата шӗвӗ кӑна кӑтра ҫӳҫ пӗрчисемпе илемсӗррӗн витӗнсе ларнӑ.

— Нимӗскерех те пулман, манӑн ахаль ҫеҫ сирӗнпе курнӑҫас килнӗччӗ, — тирпейсӗррӗн тавӑрчӗ Ромашов. — Ыран эпӗ Николаевпа дуэльре ҫапӑҫатӑп. Киле кайма йӗрӗнӗҫлӗ мана. Ку, тепӗр тесен, пурӗпӗрех-ха. Сывӑ пулӑр. Манӑн, куратӑр-и, никампах та калаҫма ҫукчӗ те… Чуна йывӑр.

Назанский куҫне хупрӗ те пичӗ унӑн асаплӑн пӗркеленсе, илемсӗрленсе кайрӗ. Вӑл тӑнне этемле мар тармаклӑхпа хӑй патне тавӑрни курӑнсах тӑчӗ. Куҫӗсене уҫса янӑ ҫӗре вара вӗсенче тимлӗхлӗ ӑшӑ хӗлхемсем ҫуттӑн ялтӑрама пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.

— Ҫук, тӑхтӑр… акӑ мӗскер тӑвӑпӑр эпир. — Назанский аякӗ еннелле йывӑррӑн ҫаврӑнчӗ те чавси ҫине тӗренчӗ. — Илсемӗр-ха унтан, шкафран… эсир пӗлетӗр… Ҫук, панулми кирлӗ мар… Унта пӗтнӗкпе пӗҫернӗ пашалусем пур. Тавтапуҫ, тӑванӑм. Акӑ мӗскер тӑвӑпӑр эпир… Фу, мӗнешкел ирсӗрлӗх!.. Илсе кайсамӑр мана ӑҫта та пулин уҫӑ сывлӑшалла — кунта йӗрӗнӗҫлӗ, кунта эпӗ хӑратӑп та… Тӑтӑшах ҫав тери хӑрушӑ галлюцинацисем. Кайӑпӑр та кимӗпе ярӑнӑпӑр, калаҫӑпӑр. Килӗшетӗр-и?

Вӑл, калама ҫук йӗрӗннӗ пек ҫӳҫенсе, пӗркелене-пӗркелене, черкке хыҫҫӑн черкке ӗҫрӗ. Ромашов вара ун сенкер куҫӗсем майӗпен-майӗпенех пурнӑҫпа ҫунса хӗмленме пуҫланине, каллех илемленсе пынине курчӗ.

Килтен тухсан, вӗсем лав тара тытрӗҫ те хула тулашне, ҫырма хӗррине кайрӗҫ. Унта, пӗвен пӗр енче, еврейсен турбинӑллӑ арманӗ ҫӗкленсе ларать — питех те пысӑк хӗрлӗ ҫурт тепӗр енче — шыва кӗрекенсен хӳшшисем вырнаҫнӑ, ҫавӑнтах вӑхӑтлӑха усӑ курма кимӗсем те параҫҫӗ. Ромашов кӗсменсем патне ларчӗ, Назанский шинелӗпе пӗркенчӗ те хӳре вӗҫне тайӑлсарах тӗршӗнчӗ.

Ҫырма, пӳлсе хунине пула, анлӑн сарӑлса ейӗлнӗ те, пысӑк пӗве шывӗ пек, нимӗн хускалмасть. Ҫыранӗсем унӑн икӗ енӗпе те ҫӳлелле вашмӑккӑн та пӗр тикӗссӗн хӑпарса каяҫҫӗ. Вӗсенче курӑк яп-якан, яр-уҫҫӑн та ҫав тери техӗмлӗн курӑнать, ҫавӑнпа ӑна аякранах алӑпа тыта-тыта пӑхас килет. Ҫырансен айӗнче, шывра, хӑмӑш симӗссӗн ешерет, йӑвӑ, тӗттӗм, ҫаврака ҫулҫӑсем хушшинче кӑкшӑм курӑкӗн пысӑк пуҫӗсем ҫуттӑн шуралса тӑраҫҫӗ.

Ромашов хӑйӗн Николаевпа пулса иртнӗ хирӗҫӳ историпе тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Назанский ӑна шухӑшлӑн итлерӗ, пуҫне тайнӑччӗ те ҫӑра хумӗсен ярӑмӗсене, шӗвӗ кӗленче евӗр, йӑлтӑртаттарса-вылянтарса кимӗ сӑмсинчен анлӑшпе те, вӑрӑмӑшпе те сӑрӑлтара-сӑрӑлтара яракан шывалла пӑхнӑччӗ.

— Чӑнне калӑр, хӑрамастӑр-и эсир, Ромашов? — ыйтрӗ Назанский шӑппӑн.

— Дуэльрен-и? Ҫук, хӑрамастӑп, — хӑвӑрттӑн тавӑрчӗ Ромашов. Анчах вӑл ҫав самантрах шӑпланчӗ те пӗр ҫеккунт хушшинчех хӑй Николаева хирӗҫ питӗ ҫывӑхра мӗнлерех тӑма пултарнине тата унӑн тӑсса хунӑ аллинчи револьверӗн хуп-хура кӗпҫе шӑтӑкӗ аялалла мӗнлерех анса-анса пынине куҫӗ умне чӗп-чӗррен кӑларса тӑратрӗ. — Ҫук, ҫук, — васкавлӑн хушса хучӗ Ромашов, — хӑрамастӑп тесе, суяс мар. Паллах, хӑрушӑ. Анчах, пӗлсе тӑратӑп, эпӗ сехӗрленсе ӳкместӗп, пӑрахса тармастӑп, каҫару ыйтмастӑп.

Назанский пӳрни вӗҫӗсене каҫхи ӑшӑ, кӑшт ӳпкеленӗн мӑкӑртатакан шывалла антарчӗ те, минутсерен ӳсӗре-ӳсӗре илсе, йӑваш сасӑпа васкамасӑр калаҫма пуҫларӗ:

— Ах, савнӑскерӗм манӑн, савнӑ Ромашовӑм, мӗскершӗн тӑвасшӑн эсир ҫакна? Шутласамӑр: эхер те эсир хӑвӑр хӑраманнине ҫирӗп пӗлетӗр пулсассӑн, — эхер те пач ҫирӗп пӗлетӗр пулсан, — апла-тӑк хӑюллӑнах тытасси те каялла тӑвасси темиҫе хут та ҫӑмӑлтарах вӗт-ха.

— Вӑл мана ҫапрӗ… питрен! — терӗ те Ромашов чӑркӑшлӑн, вара унра каллех вӗтелекен ҫилӗ йывӑррӑн йӑшӑлтатса хускалчӗ.

— Ну, ҫапла, ну, ҫапнӑ, — евӗк ҫепӗҫлӗхпе хирӗҫлерӗ те Назанский, хурланчӑк, ачаш куҫӗсемпе Ромашов ҫине пӑхрӗ. — Унра-и-ха ӗнтӗ ӗҫӗ? Тӗнчере мӗнпурӗ иртет, иртсе кайӗ сирӗн ыратни те, сирӗн курайманлӑхӑр та. Эсир хӑвӑрах манса каятӑр кун ҫинчен. Анчах хӑвӑр вӗлернӗ ҫынна эсир нихӑҫан та манаймастӑр. Вырӑн ҫинче те, сӗтел хушшинче те, пӗчченлӗхре те, халӑх тӗркӗшӗвӗнче те сирӗнпех пулать вӑл. Пуш хӑмпӑсем, фильтрланнӑ тӑмпайсем, пӑхӑр ҫамкасем, тӗрлӗ тӗслӗ попугайсем шантарма пӑхаҫҫӗ: дуэльре вӗлерни — вӗлерни мар-мӗн. Мӗнешкел лапӑрчӑклӑх! Анчах ҫавсемех тата вӑрӑ-хурахсене хӑйсем вӗлернӗ ҫынсен мимисемпе юнӗсем тӗлӗкре курӑннине ытлашши ҫепӗҫлӗхпех ӗненеҫҫӗ. Ҫук, вӗлерӳ — яланах вӗлерӳ. Тӗппи кунта ырату, вилӗм, пусӑхлӑх, юнран та виле ӳтрен лӗкленсе йӗрӗнни мар, — ҫук, чи хӑрушши вӑл — эсир этемрен унӑн пурнӑҫ савӑнӑҫне туртса илни. Пурнӑҫӑн калама ҫук пысӑк, аслӑ савӑнӑҫне! — терӗ сасартӑк Назанский куҫҫуллӗ сасӑпа тепӗр хут хыттӑн. — Никам та вӗт — ни эсир, ни эпӗ, ах, мӗн каласси ӗнтӗ, ҫак ҫӗр ҫинче пӗр никамах та леш тӗнчери нимӗскерле пурнӑҫа та ӗненмест. Ҫавӑнпа вилӗмрен пурте хӑраҫҫӗ; хавшак чунлӑ тӑмсайсем, малашлӑхра ҫап-ҫутӑ та йӑлтӑр-ялтӑр садсемпе кастратсен тутлӑ-пылак юррисем пулассине ӗненсе, хӑйсене хӑйсем улталаса йӑпанкалаҫҫӗ-ха, вӑйлисем вара кирлин чикки урлӑ тытаҫҫӗ те ним чӗнмесӗр ярса пусаҫҫӗ. Эпир — вӑйлисем мар. Эпир хамӑр вилнӗ хыҫҫӑн мӗн пулассине шухӑшлатпӑр та, пирӗн умма пушӑ, сивӗ те тӗттӗм нӳхреп тухса тӑрать. Ҫук, хаклӑ ҫыннӑм, ку пурте суя: нӳхреп телейлӗ ултав, савӑнӑҫлӑ йӑпану ҫеҫ пулма пултарӗ. Анчах хӑвӑр умра пач нимӗскер те, пӗр нимӗскер те пулмасть текен шухӑшӑн пӗтӗм хӑрушлӑхне кӑларса тӑратӑр-ха, ни тӗттӗмлӗх, ни пушӑлӑх, ни сивӗ… ҫакӑн пирки шутланиех те пулмасть-ҫке ун чух, хӑрани-сехӗрленни те юлмасть! Хӑрасси те пулин! Шухӑшлӑр!

Ромашов кӗсменсене бортсен ҫумне пӑрахрӗ. Кимӗ шыв ҫийӗпе майӗпен кӑна куҫса пычӗ, ҫакӑ симӗс ҫырансем хыҫалалла шӑппӑн шуса юлнинчен ҫех палӑрса тӑчӗ.

— Ҫапла, нимӗскер те пулмасть, — терӗ Ромашов шухӑшлӑн.

— Пӑхсамӑр, ҫук, пӑхсамӑр ҫеҫ эсир, мӗнешкел хитре, мӗнешкел астармӑшла та илӗртмӗшле вӑл пурнӑҫ! — аллисене хӑй тавра анлӑн сарӑлтарса хурса, кӑшкӑрса ячӗ Назанский. — О савнӑҫ, о пурнӑҫӑн чи капӑр, чи чаплӑ илемӗ! Курсамӑр: кӑн-кӑвак тӳпе, каҫхи хӗвел, шӑп-шӑпӑрт шыв — вӗсем ҫине пӑхатӑн та, хӑпартланнипе чӗтӗресех каятӑн-ҫке, — ав лере, инҫетре, ҫил арманӗсем ҫуначӗсемпе хӑлаҫланаҫҫӗ, йӑп-йӑваш, лӑпкӑ-лӑпкӑ симӗс курӑк, ҫыран таврашӗнчи шыв каҫ шуҫӑмӗпе кӗп-кӗрен, кӗп-кӗрен пулса тӑнӑ. Ах, мӗнешкел асамлӑ пурте, мӗнле ачаш та телейлӗ пӗтӗмпех!

Назанский сасартӑк аллисемпе куҫӗсене хупларӗ те йӗрсе ячӗ, анчах вӑл хӑйне хай ҫавӑнтах хытарса лартрӗ, вара, куҫҫулӗ пурринчен вӑтанмасӑрах, Ромашов ҫине ялтӑртатакан нӳрӗ куҫӗсемпе пӑхса, каллех калаҫма пуҫларӗ:

— Ҫук, эхер те эпӗ пуйӑс айне лекетӗп иккен, ман хырӑма урлӑ каҫах татса пӑрахаҫҫӗ, ман ӑшчикрисем хӑйӑрпа хутӑшса та кустӑрма ҫумне шанса каяҫҫӗ, эхер те ҫав юлашки самантра манран: «Ну, мӗн, пурнӑҫ халӗ те илемлӗ-и?» — тесе ыйтаҫҫӗ пулсан, эпӗ тав тусах, хавхалансах: «Ах, вӑл мӗнлерех илемлӗ!» — тейӗп. Пӗр курма пултараслӑх кӑна та мӗн чухлӗ савнӑҫ парать пире! Музыка, чечексен шӑрши, хӗрарӑмӑн пылак юратӑвӗ пур вӗт-ха тата! Пур нимӗнле шут-виҫене пӑхӑнман питӗ-питӗ пысӑк киленӳ — пурнӑҫӑн ылттӑн хӗвелӗ, этем шухӑшлавӗ! Манӑн савнӑ Юрочка!.. Хӑвӑра ҫапла чӗннӗшӗн каҫарӑр эсир мана. — Назанский, ӳкӗннӗ пек пулса, чӗтӗрекен аллине инҫетрен ун еннелле тӑсрӗ. — Калӑпӑр, сире ӗмӗр-ӗмӗрлӗхех тӗрмене хупса лартнӑ, эсир пӗтӗм пурнӑҫӑр тӑршшӗпе ҫурӑкран пурӗ те кивелсе ҫийӗннӗ ик кирпӗче ҫех курса тӑраятӑр… ҫук, ун пек те мар-ха, калӑпӑр, сирӗн тӗрмӗрте пӗр хӗлхем ҫутӑ, пӗр сасӑ пӗрчи ҫук — нимӗскер те! Апла пулин те, ҫакна вилӗмӗн питех те хӑрушӑ тискерлӗхӗпе танлаштарма май пур-и вара? Шухӑшлав, ӑс сӑнарлӑхӗ, тӑнпуҫ, пултарулӑх юлать сирӗн — кунпалан та пурӑнма пулать-ҫке. Сирӗн тата пурнӑҫ савӑнӑҫӗпе хавхаланса хӑпартланмалли минутсем те пулма пултараҫҫӗ-ха.

— Ҫапла, пурнӑҫ ҫав тери илемлӗ, — терӗ Ромашов.

— Питӗ илемлӗ! — хӗрӳллӗн каласа хучӗ Назанский. — Акӑ вара икӗ ҫын, пӗри теприне ҫапнӑшӑнах, е ун арӑмне чуптунӑшӑн, е ахаль ҫеҫ, ун умӗпелен иртнӗ чух, мӑйӑх пӗтӗркелесе, ун ҫине кӑшт хисеплемесӗртерех пӑхнӑ, — ҫак икӗ ҫын пӗрне-пӗри перет, пӗр-пӗрне вӗлерет. Ах, ҫук, вӗсен суранӗсем, вӗсен терчӗ-асапӗ, вӗсен вилӗмӗ — пурте ҫӑва тӗпне кусем! Ара, вӑл хӑйне вӗлерет-и-мӗн — этем ятлӑ куҫкалакан мӗскӗн чӑмакка? Вӑл хӗвеле, хӗрӳ, савӑк хӗвеле, ҫутӑ тӳпене, ҫутҫанталӑка — пурнӑҫӑн нумай-нумай енлӗ пӗтӗм илемне, калама ҫук пысӑк-пысӑк киленӗҫпе мӑнаҫлӑха — этем шухӑшлавне вӗлерет! Каялла нихӑҫан та, нихӑҫан та, нихӑҫан та ҫаврӑнса кӗтме пултарайманнине вӗлерет вӑл. Ах, ухмахсем, ухмахсем.

Назанский, вӑрӑммӑн сывласа, пуҫне салхун сулкаларӗ-сулкаларӗ те ӑна аялалла усрӗ. Кимӗ хӑмӑшсем ӑшне кӗчӗ. Ромашов кӗсменсене каллех алла тытрӗ. Ҫӳллӗ, симӗс, хытӑ тунасем, борт ҫумӗпе чӑшӑлтатса сӑтӑрӑнса, мӑнаҫлӑн та васкамасӑр пуҫ тая-тая пычӗҫ. Кунта уҫӑ ҫӗртинчен тӗттӗмтерех те сулхӑнтарах.

— Мӗн тумалла эппин манӑн? — ыйтрӗ Ромашов тӗксӗммӗн те тӳрккестереххӗн. — Запаса каймалла? Ӑҫта пырса ҫапӑнма пӗлӗп эпӗ?

Назанский йӑвашшӑн та ӑшшӑн кулса илчӗ.

— Тӑхтӑр, Ромашов. Пӑхсамӑр мана куҫран. Ак ҫапла. Ҫук, эсир ан ҫаврӑнкалӑр, тӳп-тӳррӗн пӑхӑр та таса кӑмалтан хуравлӑр. Эсир, мӗн, хӑвӑр интереслӗ, лайӑх, усӑллӑ ӗҫшӗн службӑра тӑратӑп тесе ӗненетӗр-и вара? Эпӗ сире аван пӗлетӗп, ыттисенчен пуринчен те аванрах, тата сирӗн чунӑра та туятӑп. Эсир вӗт пачах та ӗненместӗр ҫакна.

— Ҫук, — тавӑрчӗ Ромашов ҫирӗппӗн, — Анчах ӑҫта кайӑп эпӗ?

— Чимӗр, ан васкӑр. Пӑхсамӑр-ха эсир пирӗн офицерсем ҫине. О, балсенче ташлакан, французла калаҫакан та ашшӗ-амӑшсемпе саккунлӑ арӑмӗсен шучӗпе пурӑнакан гвардеецсем пирки каламастӑп эпӗ. Ҫук, пирӗн ҫинчен, телейсӗр армеутсем, ҫар пехоти, вырӑссен мухтавлӑ та хастар войскин ҫак тӗп йӗтри пирки шухӑшлӑр эсир. Ӑпӑр-тапӑр, ҫӗтӗк-ҫурӑк, каяш-пӑйӑш вӗт ҫакӑ пӗтӗмпех. Лайӑх тенӗ ҫӗрте те — уксах-чӑлах капитансен ывӑлӗсем кӑна-иҫ. Ытларах пайӗ вара — ӑслӑлӑхран хӑраса тарнӑ гимназистсем, реалистсем те вӗренсе пӗтереймен семинаристсем ҫеҫ. Тӗслӗхшӗн эпӗ сире хамӑр полка илсе паратӑп. Кам-ха пирӗн службӑра аван та вӑрах хушӑ тӑрать? Ҫемье нуши пӑвса лартнӑ чухӑнсем, пур чухне те чакма, кирек мӗнле усал ӗҫ тума та, вӗлересси таранчченех, салтак пусӗсене ҫаратма хатӗр тӑракан ыйткалакансем, — ҫакӑ вӗт пӗтӗмпе те хӑйӗн пӗр чӳлмек купӑста яшкишӗн. Ӑна приказ параҫҫӗ: пер, вӑл тытать те перет, — кама, мӗншӗн? Тен, кӑлӑх, вырӑнсӑр? Уншӑн пурпӗрех, вӑл уйласа тӑмасть. Вӑл пӗлет, килӗнче унӑн хытса-шакӑртатса кайнӑ, рахитлӑ ачисем йӗрмӗшсе нӑйкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл куҫне тавӑрса хунӑ та: «Тупа!» — таккать, улатакка пек, пӗр сӑмаха тӑнсӑррӑн. Талант пуррисем, пултаруллисем, тусеймеҫҫӗ — ӗҫке ереҫҫӗ. Пирӗн офицерсен ҫитмӗл пилӗк проценчӗ сифилиспа чирлӗ. Пӗр телейлӗскерӗ — ку пилӗк ҫулта пӗрре пулать — академие вӗренме кӗрет, ӑна вара ҫисе ярасла курайманлӑхпа ӑсатаҫҫӗ. Япшаркка-йӑпӑлтисемпе протекциллисем тӳрех шантара каяҫҫӗ е пысӑк хулари полици приставӗн вырӑнӗ пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Дворянсемпе пӗчӗкрех мул-пурлӑхлисем земски начальниксем пула-пула тӑраҫҫӗ. Калӑпӑр, тимлӗ, сисӗмлӗ чӗреллисем юлаҫҫӗ, анчах мӗн тӑваҫҫӗ-ха вӗсем? Служба вӗсемшӗн — уҫҫи-хуппи ҫукла йӗрӗнчӗклӗх, хӑмӑт, пӑвса тӑракан тискер мӑйкӑч. Кирек кам та хӑйне валли мӗнле те пулин урӑхла интерес шутласа кӑларма тӑрӑшать, ҫав ӗҫ вара ӑна ним хӑвармиех ҫӑтса ярать. Пӗри коллекцилессине аппаланать, нумайӑшсем часрах каҫ пултӑрччӗ тесе ҫех чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, ун чухне вӗсем килӗнче, лампа умӗнче, йӗп тытса ларӗччӗҫ те канва тӑрӑх хӗрессемпе пӗр-пӗр ниме тӑман кавир пекки тӗрлӗччӗҫ е вӗтӗ шӑллӑ пӑчкӑна хӑйсен портречӗсене лартма чӗнтӗрленӗ рамӑсем каса-каса кӑларӗччӗҫ. Вӑрттӑн пылак савӑнӑҫ пекех ӗмӗтленсе тӑраҫҫӗ вӗсем кун пирки службӑра чухне. Картла выляссине хӗрарӑмсене ҫавӑрса илеслӗх тӗлӗшпе пыракан мухтанчӑкла спорт ҫинчен эпӗ каламастӑп та ӗнтӗ. Пуринчен ирсӗртереххи — служба чапӗшӗн ҫунни, пӗчӗк, хаяр, вӗчӗхле чапшӑн. Хӑйсен салтакӗсен шӑлӗсемпе куҫӗсене ҫапа-ҫапа кӑларакан Осадчипе унӑн компанийӗ ку. Пӗлетӗр-и, Арчаковский хӑйӗн тиншӗкне ман умрах ҫав тери вӑйлӑ хӗнесе тӑкрӗ, эпӗ аран-аран кӑна уйӑртӑм ӑна. Юн кайран стенасем ҫинче кӑна мар, маччара та пурччӗ. Мӗнпе вӗҫленнӗ тетӗр ҫакӑ, пӗлессӗр килет-и? Тиншӗк чӑтайман та рота командирӗ патне ҫӑхавлама чупнӑ, рота командирӗ ҫавна ҫырупалан фельдфебель патне янӑ, фельдфебель вара ӑна кӑвакарса, шыҫса кайнӑ питӗнчен тата ҫур сехет хушши хӗненӗ. Ҫав салтак инспекторла тӗрӗслевре икӗ хутчен ҫӑхав парса пӑхнӑ, анчах нимӗн усси те пулман.

Назанский калаҫма чарӑнчӗ те тӑнлавӗсене ывҫисемпе нервӑллӑн сӑтӑрма пикенчӗ.

— Чимӗр… Ах, шухӑшсем мӗнлерех чупаҫҫӗ… — терӗ вӑл канӑҫсӑррӑн. — Мӗн тери киревсӗрле ҫакӑ, шухӑша эсӗ мар, вӑл сана ертсе пырать пулсассӑн… Э, аса илтӗм! Халӗ малалла. Пӑхсамӑр эсир ытти офицерсем ҫине. Ну, акӑ сире, тӗслӗхшӗн, Плавский штабс-капитан. Мӗн ҫисе пурӑннине шуйттан ҫех пӗлсе пӗтерӗ — керосинка ҫинче хайне валли хӑех тем лапӑркки хатӗрлет, ҫӗтӗк ластанкипе тенӗ пекех ҫӳрет, анчах хӑйӗн хӗрӗх сакӑр тенкӗ шалӑвӗнчен кашни уйӑхрах ҫирӗм пиллӗкшерне хӑварса пырать. Охо-хо! Банкра унӑн икӗ пине яхӑн выртать ӗнтӗ, вӗсене вӑл ӳсмешкӗн тискерле пысӑк процентпа юлташӗсене вӑрттӑн парса тӑрать. Ҫуралнӑ чухнехи хыт пӑрҫалӑхех, теместӗр пулӗ те эсир ҫакна? Ҫук, ҫук, ӑҫта та пулин канмалли, ҫар службин йывӑр та ӑнланмалла мар ӑссӑрлӑхӗнчен тарса пытанмалли май-меслет ҫеҫ ку вӑл… Стельковский капитан — ӑслӑ, вӑйлӑ, хӑюллӑ ҫын. Мӗскер иккен-ха ун пурнӑҫӗн тӗп тӗшши? Вӑл хресчен хӗрӗсене, опытсӑрскерсене, астарса пӑсать. Юлашкинчен, Брем подполковника илӗр эсир. Ырӑ кӑмӑллӑ, хӳхӗм тӗлӗнтермӗш, калама ҫук ҫепӗҫ чун-чӗре — ытарса тӑранаймӑн, — вӑл та акӑ пӗтӗмӗшпех хӑй кайӑкӗсене пӑхасси ӑшне путрӗ. Мӗскер уншӑн служба, парадсем, ялав, выговорсем, чыс? Пурнӑҫри пӗчӗк, кирлӗ мар вак-тӗвеклӗхсем.

— Брем — тӗлӗнсе каймалла лайӑхскер, эпӗ ӑна юрататӑп, — лартса хучӗ Ромашов.

— Ҫаплипе ҫапла-ха, паллах, ырӑ, — ӳркевлӗн килӗшрӗ Назанский. — Пӗлетӗр-и эсир, — терӗ вӑл сасартӑк, тӗксӗмленсе кайса, — пӗлетӗр-и, мӗнлерех штука курнӑ эпӗ пӗррехинче маневрсенче? Ҫӗр хута утнӑ хыҫҫӑн эпир атакӑна каяттӑмӑрччӗ. Ураран ура та иртми пулнӑччӗ ҫавӑн чух хамӑрӑн, ывӑннӑ, пурин те нервисем хускалнӑ: офицерсен те, салтаксен те. Брем горнҫа атакӑламалли ҫинчен евитлеме хушать, лешӗ, турӑ пӗлет-и мӗншӗнне, тытать те темӗскершӗн резерв чӗнессине кӗрлеттерсе ярать. Пӗр хут та, иккӗ те, виҫҫӗ те. Вара ҫак — шӑпах савнӑ, ырӑ, тӗлӗнтермӗшле Брем сасартӑк лашипе горнҫӑ патне сиктерсе пырать те, — лешӗ кӑкӑрне ҫӑварӗ умӗнче тытса тӑратчӗ, — шарт ҫех тутарать кӑкӑра чышкипе пӗтӗм вӑйран! Ҫапла. Горнҫӑ тӗпренсе саланнӑ шӑлӗсене ҫӗр ҫине юнпалан хутӑш мӗнле сурса пӑрахнине эпӗ хам куҫпах куртӑм.

— Ах, турӑҫӑм-пӳлӗхҫӗм! — йӗрӗнсе, йынӑшса ячӗ Ромашов.

— Пурте ҫакнашкал акӑ вӗсем, чи-чи аван, чи ҫепӗҫ тесе тӑраканнисем таранчченех, питӗ лайӑх аттесемпе тимлӗ-кӑмӑллӑ упӑшкасем, — службӑра вӗсем пуртех те ирсӗр, хӑравҫӑ, хаяр, айван тискер кайӑксем пула-пула тӑраҫҫӗ. Эсир ыйтма пултарӑр: мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсенчен нихӑш те службӑна ӗненмест, ҫав службӑн ӑслӑ-тӑнлӑ тӗллевне курмасть, — шӑп та шай ҫакӑншӑн. Ачасем вӑрҫӑлла выляма питӗ юратнине эсир пӗлетӗр вӗт-ха? Историре те вӗресе тӑракан ачалӑх вӑхӑчӗ пулнӑ, чӑрсӑр ашкӑнчаклӑ та хаваслӑ ҫамрӑк ӑрусен вӑхӑчӗ. Ун чухне ҫынсем ирӗклӗ шайккӑсемпе ҫӳренӗ, вӑрҫи вара пӗтӗмӗшле ӳсӗр савӑнӑҫ, юнлӑ та хастар йӑпану пулнӑ. Начальника чи хӑюлли, чи вӑйли те чеескерри суйланнӑ, ун влаҫне пуртех те, ӑна хӑйне пӑхӑнса тӑраканӗсемех пӗрре-пӗрре тытса вӗлериччен, чӑн-чӑннипех турӑран килнӗ пекех йышӑннӑ. Анчах этемлӗх акӑ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫултан-ҫулах вӑйлӑран вӑйлӑ ӑслӑланса пырать, ачасен шавлӑ вӑййи вырӑнне ун шухӑшӗсем кунсеренех витӗмленсе те тарӑнланса пыраҫҫӗ. Нимрен хӑраман авантюристсем шулерсем пулса тӑчӗҫ. Салтак халӗ ҫар службине хаваспа та ҫаратуллӑ ремесла вырӑнне хурса каймасть ӗнтӗ. Ҫук, ӑна текех мӑйне пӑяв тӑхӑнтартса сӗтӗреҫҫӗ, вӑл кутӑнланса тапкаланать, хирӗҫлет, йӗре-йӗре ылханать. Начальниккисем те хаяр, ытарайми, хӗрхенӳсӗр те ҫав тери хисеплӗ утамансенчен хӑйсен юрлӑ шалӑвӗпе хӑравҫӑллӑн пурӑнкалакан тӳре-шара кӑна пулса кайрӗҫ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ — ята ҫӗртнӗ паттӑрлӑх. Ҫар йӗрки те — хӑратнипе тунӑ йӗрке — ик енлетсе курайманнипе ҫыхӑннӑ. Илемлӗ хир чӑххисем тӗкне тӑкнӑ, тӗсне ҫухатнӑ. Ҫакнашкаллине этемлӗх историйӗнче пурӗ те пӗр тӗслӗх ҫех пӗлетӗп эпӗ. Манахлӑх ку. Пуҫламӑшӗ унӑн йӑваш, илемлӗ те чуна пырса тивесле ҫепӗҫ пулнӑ. Ҫакӑ, тен, — ӑҫтан пӗлейӗп, — пӗтӗм тӗнчене кирлипе килсе тухнӑ-и? Анчах ӗмӗрсем шӑва-шӑва иртнӗ, мӗн куратпӑр-ха ӗнтӗ эпир. Ҫӗршер пинӗн ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен пӑсӑлнӑ-тусӑлнӑ ҫирӗп-паттӑр мӑнаккайсене, вӗсене текех вӑхӑтран-вӑхӑта чун пусаркалама кирлӗ тесе тӑракансем те пулин кураймаҫҫӗ. Пурте-пурте вара ҫаксем тулаш формӑпа, кастӑн шарлаттанла паллисемпе, тахҫанах сӗвӗрӗлнӗ кулӑшла йӑла-йӗркесемпе хупӑнса, витӗнсе ларнӑ. Ҫук, манахсем пирки эпӗ ахальтен мар калаҫу пуҫларӑм, савӑнсах пӗлтерме пултаратӑп, ман танлаштару вырӑнлӑ. Шутласамӑр ҫех, пӗрешкеллӗхӗ мӗнле нумай. Лере — рясӑпа кадила, кунта — мундирпа кӗмсӗр-кӗмсӗр кӑрал; лере — йӑлт сапӑрлашса парӑнни, намӑс-симӗсе пӗлмен ултавлӑ хашлату, ытлашшиех пылаклатнӑ сӑмах-юмах, кунта — юри тунӑ хастарлӑх. «Сасартӑк мана кам та пулин кӳрентерет?» тесе, вӗҫӗмсӗррӗн куҫӗсене ҫавӑрттаракан мӑн кӑмӑллӑ чыс, мӑкӑрӑлтарса хунӑ кӑкӑр, тӑвӑрттарса лартнӑ чавса, хӑпарттарнӑ хулпуҫҫисем. Анчах пӗри те, тепри те паразитла пурӑнаҫҫӗ, ҫакна хӑйсем пӗлеҫҫӗ-ха, тарӑнра, чунӗсен тӗпӗнче пӗлеҫҫӗ, анчах ӑна ӑстӑнпа, пуринчен ытла — пурнӑҫ урлӑ тишкерме хӑраҫҫӗ. Мӑнтӑр пыйтӑсем пекех вӗсем, ют ӳт-пӳ мӗн чухлӗ нумайрах пӑсӑлса юхӑнать, кусем те ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах ҫие-ҫие кӳпӗнеҫҫӗ.

Назанский сывлӑша сӑмсипе ҫилӗллӗн вӗрсе кӑларчӗ те шӑпланчӗ.

— Калаҫӑр, калаҫӑр, — йӑлӑннӑ пекех ыйтрӗ Ромашов.

— Ҫапла вӑхӑт килсе ҫитет, вӑл ӗнтӗ хапха умӗнчех. Аслӑ юслӑх-ӳпкевлӗхне хӑрушла хаклашу вӑхӑчӗ. Астӑватӑр пулӗ, этемлӗхӗн самана куҫне курӑнман ним шеллевсӗр генийӗ пурӑнать, тенӗччӗ эпӗ пӗррехинче сире. Ун саккунӗсем тӗп-тӗрес те ӳкӗтсӗр. Этемлӗх мӗн чухлӗ вӑйлӑрах ӑслӑланса пырать, вӑл вӗсен ӑшне ҫавӑн чухлӗ ытлараха та тарӑнраха кӗрет. Шансах тӑратӑп эпӗ: ҫав ҫирӗп саккунсем тӑрӑх акӑ тӗнчере, хальтерех-и е каярах-и, мӗнпурӗ пӗр шайлӑха килмелле. Чуралӑх ӗмӗрсем хушшине тӑсӑлчӗ пулсассӑн, ун арканӑвӗ вара ҫав тери хӑрушӑ пулмалла. Хӗсӗрлевӗ мӗнлерех пысӑк пулнӑ, тавӑрӑвӗ те ҫавнашкалах нумай юнлӑ пулӗ. Эпӗ чун-чӗрепеленех тарӑннӑн та ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп — вӑхӑт ҫитет те акӑ, пиртен, патентланнӑ маттурсенчен, сирсе яма ҫукла илӗртӳҫӗсенчен, питӗ чаплӑ вӗҫкӗн-куштансенчен, хӗрарӑмсем вӑтанса йӗрӗнме пуҫлӗҫ, юлашкинчен салтаксем те итлеми пулса тӑрӗҫ. Ҫакӑ вара пулатех, пулӗ вӑл эпир хӳтӗленме пултарайман ҫынсене юнпа пӗвениччен хӗне-хӗне пӑрахнӑшӑн кӑна мар, мундир ячӗпе витӗнсе, хӗрарӑмсене кӳрентерни нимӗнле айӑплавсӑр иртнӗшӗн кӑна та, эпир, ӳсӗрӗлсе лартса, хупахсенче кирек кама та тыта-тыта урлӑ-пирлӗ ҫуркаланӑ-таткаланӑшӑн кӑна та мар. Паллах, уншӑн та, куншӑн та-ха, анчах пирӗн вӗсенчен чылай хӑрушӑ, халь тин ӗнтӗ нимӗнпе тӳрлетейми айӑпӑмӑр пур. Ку вӑл — эпир мӗнпурин тӗлӗшпеленех курмӑш та илтмӗш пулни. Тахҫантанпах ӗнтӗ, ӑҫта-тӑр, эпир тӑракан таса мар, шӑршлӑ вырӑнсенчен аякра, питӗ-питӗ пысӑк, вӗр-ҫӗнӗ, шуҫӑм пек ҫутӑ пурнӑҫ аталанса, ҫӗкленсе пырать. Ҫӗнӗ, хӑюллӑ, мӑнаҫлӑ ҫынсем палӑрчӗҫ, ӑстӑнсенче вут-ҫулӑмлӑ ирӗк шухӑшсем хыпса хӗмленме тапратрӗҫ. Мелодрамӑн юлашки пайӗнчи евӗр, ишӗлсе арканаҫҫӗ кивӗ башньӑсемпе ҫӗр хӑвӑлӗсем, вӗсен хыҫӗнчен ӗнтӗ куҫа шартаракан ҫиҫӗм ялтӑравӗ курӑнать. Эпир вара, инди автанӗсем пек, шӑмарса лартнӑ та, куҫсене ҫеҫ мӑч-мӑч хупкалатпӑр, мӑнкӑмӑллӑн ҫухӑрашатпӑр: «Мӗн? Ӑҫта? Шӑп пул! Пӑлхав! Персе пӑрахатӑп!» Шӑпах ҫакна, этем тӑвӑлӗн ирӗклӗхӗнчен кӑрккалла йӗрӗнсе курайманнине, каҫармаҫҫӗ те ӗнтӗ пире нихӑҫан — ӗмӗр-ӗмӗрех.

Кимӗ пӗчӗк кӑна лӑпкӑ, вӑрттӑн уҫланкӑна ишсе тухрӗ. Ӑна, ҫаврака симӗс стена пулса, йӗри-таврашӗпех ним хускалман ҫӳллӗ хӑмӑш таччӑн хупӑрланӑ. Кимӗ пӗтӗм тӗнчерен татӑлнӑ та кунта пытанса ларнӑ, тейӗн. Ун ҫийӗпе чарлансем кӑшкӑра-кӑшкӑра явӑнчӗҫ, хӑш чухне питӗ ҫывӑхран, ҫуначӗсемпе Ромашова кӑшт ҫеҫ перӗнеймесӗр, ҫавӑнпа вӑл вӗсен вӑйлӑ вӗҫевӗн хумне туйсах тӑчӗ. Вӗсен кунта, ӑҫта-тӑр, хӑмӑш чӑтлӑхӗнче, йӑвисем пур пулас. Назанский хӳрере месерле выртнӑччӗ те ҫӳлелле, тӳпенелле, вӑрахчен пӑхрӗ, унта пач хускалман ылттӑн пӗлӗт катрамӗсем кӗренленме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.

— Эсир ывӑнман-и? — йӑвашшӑн самӑх хушрӗ Ромашов. — Тата калаҫӑр.

Назанский вара, хай шухӑшӗсене саспа тӑсать тейӗн, ҫавӑнтах калаҫма та пуҫларӗ:

— Ҫапла, вӗр-ҫӗнӗ, тӗлӗнсе каймалла чаплӑ вӑхӑт килсе ҫитет. Эпӗ вӗт ирӗкре нумай пурӑннӑ, хӑш та пӗр япаласене нумай вуланӑ, нумай тӳснӗ тата курнӑ. Шкул саккинчен пуҫласа ҫак тарана ҫитичченех: «Ҫывӑх ҫынна, хӑвна юратнӑ пекех, юрат, пӗлсе тӑр, йӑвашлӑх, итлеслӗх тата ҫӳҫенӳ-шикленӳ — этем чыс-хисеплӗхӗн чи пӗрремӗш тивӗҫӗ», — тӳнккенӗ пире ватӑ ҫӑхансемпе чавкасем. «Алӑран алла тытӑпӑр та кайса вилӗпӗр, анчах пулас ӑрусемшӗн ҫутӑ та ҫӑмӑл пурнӑҫ хатӗрлесе парӑпӑр», — тенӗ пире тӳрӗрех кӑмӑллисем, вӑйлӑраххисем те ҫӑткӑнтараххисем. Анчах эпӗ ҫакна нихӑҫан та ӑнланман. Мӗн енӗпе ҫыхӑннӑ пулать эпӗ ҫав — шуйттан пуҫтарса майлатӑринех ӑна! — хамӑн ҫывӑхрипе, ирсӗр чурапа, чир-чӗрлӗ вараланчӑкпа, идиотпа, кам таса та уҫӑ ӗнентерӳпе кӑтартса, ҫирӗплетсе парӗ мана? О, мӗнпур легендӑран эпӗ чи-чи ытларах — пӗтӗм чӗремпе, пӗтӗм йӗрӗнме пултараслӑхӑмпа — Юлиан Милостивӑй ҫинчен ҫӳрекен легендӑна кураймастӑп. Юхан-суранлӑскер калать: «Эпӗ сиксе чӗтӗретӗп, вырӑн ҫине манпа юнашаррӑн выртсам. Эпӗ шӑнса ӗнтӗркенӗ, хӑвӑн тутусене манӑн пӑнтӑх ҫӑвар патне ҫывӑхарт та ман ҫинелле сывла», — тет. Ух, кураймастӑп! Кураймастӑп юхан-суранлисене, юратмастӑп ҫывӑххисене. Унтан вара, мӗнле интерес хистеме пултарайӗ мана хам пуҫа вӑтӑр иккӗмӗш ӗмӗрти ҫынсен тӗлӗйӗшӗн ҫапса ҫӗмӗрмешкӗн? О, темлелле тӗнче чунӗ, тата тивӗҫ ҫинчен ҫӳрекен чӑх аташӑвне пӗлетӗп эпӗ. Анчах эпӗ ҫакна, ӑспа шанса тӑнӑ чухне те, чӗрепелен пӗр хут та туйман. Тӑнласа пыратӑр-и эсир мана, Ромашов?

Ромашов Назанский ҫине именӳллӗ тавлӑхпа пӑхса илчӗ.

— Эпӗ сире йӑлтах, йӑлтах ӑнланатӑп, — терӗ вӑл. — Эпӗ пурнӑҫран каятӑп пулсассӑн, вара пӗтӗм тӗнче те пӗтсе ларать? Ҫакна калатӑр вӗт эсир?

— Шӑпах ҫакна. Ҫапла, ара, этемлӗхе юратаслӑх, тетӗп эпӗ, ҫынсен чӗрисенчен ӗнсе-ҫунса та тӗтӗмленсе-йӑсӑрланса тухса кайнӑ. Ун вырӑнне, ӑна улӑштарма, вӗр-ҫӗнӗ, питӗ чаплӑ, калама ҫук хӑватлӑ ӗненӳ килет, вӑл тӗнче вӗҫленсе ларичченех вилӗмсӗр пулӗ. Хӑвна ху, хӑвӑн хитре ӳт-пӗвне, хӑвӑн пур енӗпе те пултаракан ӑсна, хӑвӑн туйӑмусен вӗҫӗ-хӗррисӗр пуянлӑхне юратни ку. Ҫук, — шутласамӑр, шутласамӑр, Ромашов: хӑвӑртан кам-ха хаклӑрах та ҫывӑхтарах сире?  — Никам та. Эсир — ҫутӑ тӗнче патши, унӑн мӑнаҫлӑхӗне илемӗ. Эсир — пӗтӗм пурнаканӑн турри. Эсир мӗн курни, илтни, туйни — пӗтӗмпех сирӗн, вӑл хӑвӑра ҫех тивӗҫет. Мӗн тӑвассӑр килет — тӑвӑр. Йӑлтах, пӗтӗмпех илӗр хӑвӑра килӗшнине. Пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗнче те никамран ан хӑрӑр, мӗншӗн тесен сирӗн ҫийӗрте никам ҫук тата сирӗнпе никам та тан мар. Вӑхӑт ҫитӗ, хӑвӑн Эпӗ тенине хӑватлӑн, питех те пысӑккӑн ӗненесси, таса сывлӑшӑн вут чӗлхисем евӗр, мӗнпур ҫыннӑн пуҫнех килсе ҫапӗ, ун чухне вара ни чурасем, ни хуҫасем, ни чӑлахсем, ни шеллеслӗх, ни сӑлӑк-кӑлтӑк, ни ҫилленеслӗх, ни ӑмсану-кӗвӗҫӳ пулмӗҫ. Ун чухне ҫынсем турӑсем пулса тӑраҫҫӗ. Шутласамӑр, ара, мӗнле хӑю ҫитерӗп-ха эпӗ ун чух ҫынна — хампа пӗр таннӑн туякан ҫутӑ турра — кӳрентерме, тӗксе яма, улталама? Ҫав тери лайӑх пулать ун чухне пурнӑҫ. Ҫӑмӑл, ҫутӑ ҫуртсем ӳсе-ӳсе ларӗҫ пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх, нимӗнле киревсӗрлӗх, ирсӗрлӗх кӳрентермӗ пирӗн куҫа, пурнӑҫ сӗтеклӗ те техӗмлӗ ӗҫе, ирӗклӗ наукӑна, тӗлӗнсе каймалла музыкӑна, ӗмӗрлӗхех хаваслӑ та ҫӑп-ҫӑмӑл уява ҫаврӑнӗ. Юрату, харпӑрлӑхӑн тӗттӗм ҫӑрӑлчӑкӗнчен ирӗке тухса, пач та вӑрттӑн, улах кӗтесри, енчен еннелле пӑхкалашса, йӗрӗнсе тӑвакан мӑшкӑллӑ ҫылӑх мар, тӗнчен ҫап-ҫутӑ тӗнӗ пулса тӑрӗ. Ӳт-пӗвӗмӗрсем те хамӑрӑн, ялтӑр-уҫӑ та чӑн-чӑннипех селӗм тум тӑхӑннӑскерсем, ҫутӑ, вӑйлӑ, хитре пула-пула кайӗҫ. Килсе ҫитекен ҫав пурнӑҫа, турӑ евӗрлӗ ҫав пурнӑҫа, — аллисене ҫӳлелле савӑнӑҫлӑн ҫӗклесе, кӑшкӑрса ячӗ Назанский, — хам ҫийӗмри ак ҫак каҫхи тӳпене шаннӑ пекех, ҫирӗппӗн шанса тӑратӑн эпӗ!

Пӑлханса, тӗлӗннипе йӑлт хумханса кайнӑ Ромашов шурса кӑвакарнӑ тутисемпе мӑкӑртатуллӑн пӑшӑлтатрӗ:

— Назанский, ӗмӗт ку, фантази ку!

Назанский шӑппӑн та ытарлӑн кулса илчӗ.

— Ҫапла, — терӗ вӑл кулӑллӑ сасӑпах, — догматикӑлла богословин е классикӑлла филологин пӗр-пӗр профессорӗ урисене уйӑрса тытӗ те аллисене сарса пӑрахӗ, вара: «Анчах кунта чи-чи вӑйлӑ индивидуализм палӑрса тӑрать!» — тейӗ, пуҫне айккинелле тайӑлтарса хурса. Ӗҫӗ хӑрушӑ сӑмахсенче мар, ман хаклӑ ачамҫӑм, ӗҫӗ акӑ мӗнре: ҫав фантастсенчен кирлӗреххи, усӑллӑраххи тӗнчере урӑх нимӗскер те ҫук, вӗсем пирки вара халлӗхе сахаллӑшсем кӑна ӗмӗтленеҫҫӗ-ха. Ҫав фантазисем-ҫке ҫыхса, пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ ҫынсене, вӗсем — чи тӗрӗс те чи шанчӑклӑ тӗвӗ сыпписем. Хамӑр ҫар этемми иккенне манӑпӑр. Эпир — шпаксем. Акӑ, урамра ҫам тӑрать, хаваслӑ, икӗ пуҫлӑ ҫам. Кам кӑна иртмест ун умӗнчен, вӑл ӑна тӳрех пит-куҫран ҫатлаттарать, ҫавӑнтах ҫатлаттарать. Халлӗхе вӑл мана ҫапман-ха, анчах вӑл мана ҫапма, ман юратнӑ хӗрарӑма кӳрентерме, ман ирӗкӗме пуҫтахлӑн пӗтерсе хума пултарать, тесе шутланиех, — ҫак пӗртен-пӗр шухӑшах манӑн мӗнпур мӑнаҫлӑхӑма туртӑнтарса хӑпартать, чӗвен тӑратать. Пӗччен эпӗ ӑна ҫӗнме пултараймастӑп. Анчах манпа юнашар хам пекех хӑюллӑ та хам пекех мӑн кӑмӑллӑ ҫын тӑрать, эпӗ ӑна калатӑп: «Атя, — тетӗп, — иксӗмӗр каятпӑр та ҫавскертен сана та, мана та ҫапмалла мар туса хуратпӑр». Эпир каятпӑр та. О, паллах, тӳрккесле тӗслӗх ку, схема ку, анчах эпӗ ҫав икӗ пуҫлӑ ҫамра пӗтӗмпех-пӗтӗмпех хам хӑвата ҫыхса тӑраканнисене, ман ирӗкӗме пусахлаканнисене, эпӗ хама хисепленине мӑшкӑллаканнисене куратӑп. Ҫавӑн чухне-ҫке ҫывӑхрине пӑрулла шеллени мар, хама хам турӑлла юратни пӗрлештерсе ярать те ӗнтӗ ман вӑя ыттисен, хампа пӗр тан хаваллӑ ҫынсен вӑйӗ-хӑвачӗпелен!

Назанский шӑпланчӗ. Ахӑртнех, хӑнӑхман нервӑ ҫӗкленӗвӗ ӗшентерсе ячӗ пулас ӑна. Темиҫе минутран тин вӑл калаҫӑва ӳркевлӗ, анса ларнӑ сасӑпа малалла тӑсрӗ:

— Ҫапларах акӑ, ман хаклӑ Георгий Алексеевич. Пирӗн ҫумрах питӗ пысӑк, кӑткӑс, йӑлт вӗресе тӑракан пурнӑҫ юхса выртать, турӑлла таса та вут-ҫулӑмлӑ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, ылттӑнланӑ кивӗ идолсем арканаҫҫӗ. Эпир вара, чышкӑсемпе вӗчесене тӗревлетсе, хамӑр пӳлмексене кӗрсе тӑнӑ та, ахӑратпӑр: «Ах эсир, идиотсем! Шпаксем! Тыта-тыта ҫурмалла сире! Ҫакӑншӑн пурнӑҫ пире нихӑҫан та каҫармӗ…

Вӑл тӑрса ларчӗ, пальтти айӗнче тӗршӗнкелесе илчӗ те:
— Сивӗ… Килелле кайӑпӑр… — терӗ ӗшенчӗклӗн.
Ромашов хӑмӑшсем ӑшӗнчен авӑса-авӑса тухрӗ. Хӗвел хулан аякри ҫурчӗ тӑррисем хыҫне анса ларчӗ, каҫ шуҫӑмӗн хӗрлӗ ярӑмӗнче вара вӗсем пушшех хуран та пушшех пайӑрланса чӑмӑрланнӑн курӑнчӗҫ. Хӑшпӗр ҫӗрте чӳрече кӗленчисем хӑйсем ҫине ӳкнӗ хуҫкаланчӑк ҫутӑна вут-хӗмӗн ялтӑраса вылянчӗҫ. Шыв шуҫӑм еннелле кӗрен, тип-тикӗс те хаваслӑччӗ, анчах кимӗ хыҫӗнче вӑл ҫӑралнӑ, кӑвакланнӑ та пӗркеленнӗ ӗнтӗ.

— Эсир тӗрӗсне калатӑр, — терӗ Ромашов кӗтмен ҫӗртенех; хӑй шухӑшӗсене хирӗҫ хуравласа. — Эпӗ запаса каятӑп. Ҫакна мӗнле тӑвассине хам та пӗлместӗп-ха, анчах кун ҫинчен эпӗ маларах та шухӑшланӑ.

Назанский пальттипе чӗркенкелерӗ, хӑй, сивве пула, чӗтрене-чӗтрене илчӗ.

— Кайӑр, кайӑр, — терӗ вӑл ачаш салхулӑхпа. — Сирте темӗскер пур, темӗнле шалти ҫутӑ… кун ятне эпӗ калама та пӗлместӗп. Анчах пирӗн йӗнӗре ӑна сӳнтереҫҫӗ. Тытса сурса хураҫҫӗ те ун ҫине, пӑчлантараҫҫӗ. Чи хакли — пурнӑҫран ан хӑрӑр эсир, пӗртте ан хӑрӑр: хаваслӑ, тӗлӗнмелле кӑсӑк та ытарма ҫукла япала вӑл — ҫав пурнӑҫ. Ну, юрать, сирӗн ӑнӑҫмасть — эсир пӑсӑлса каятӑр, кӗлмӗҫлӗхе, ӗҫкӗлӗхе ҫити анса ларатӑр. Анчах та, тӑванӑмҫӑм, кирек мӗнле ҫапкаланчӑк та, тупата туршӑн, Адам Иваныч Зегржтран е Слива капитанран вунӑ пин хут туллирех те интереслӗрех пурӑнать. Унта-кунта ҫӳретӗн ҫӗр тӑрӑх, хуласене, ялсене куратӑн, ӑнлансах пӗтмелле мар, тимлӗхсӗр, кулӑшпа нумай-нумай ҫынпа паллашатӑн, пӑхатӑн, шӑршлатӑн, илтетӗн, сывлӑмлӑ курӑк ҫинче ҫывӑратӑн, сивӗсенче шӑнатӑн, пӗр нимӗскерпе те ҫыхӑнман, никамран хӑрамастӑн, ирӗклӗ пурнӑҫа чун-чӗрӳн мӗнпур пӗрчипелен саватӑн… Эх, мӗн каласси ӗнтӗ, пӗтӗмпе илсен, ҫынсем мӗнлерех сахал ӑнланаҫҫӗ! Пурпӗрех мар-им: вуплӑ ҫиетӗн-и е трюфельпе хир качакин ӗнси ашне, шур эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлетӗн-и е шампански, пӗр-пӗр чатӑр айӗнче вилетӗн-и е полици участкинче. Пурте кусем детальсем, пӗчӗк канлӗх-хӑтлӑхсем, час иртсе каякан хӑнӑхусем. Вӗсем пурнӑҫӑн чи хаклӑ та питӗ пысӑк пӗлтерӗшне хупласа ҫех тӑраҫҫӗ, йӳнетеҫҫӗ. Капӑрчӑкла пытарусене час-часах пӑхатӑп акӑ эпӗ. Кӗмӗл ещӗкре, ухмахла султансен айӗнче, пӗр вилӗ упӑте выртать, ытти чӗрӗ упӑтисем, тути-ҫӑварӗсене тӑсса хунӑ та, хӑйсем ҫине умӗнче те, хыҫӗнче те кулӑшла ҫӑлтӑрсемпе шӑкӑрккасем ҫакса тултарса, ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ… Ҫак мӗнпур-мӗнпур визитсем, докладсем, ларусем тата… Ҫук, тӑванӑмҫӑм ман, пурӗ те пӗртен-пӗр ҫирӗп, ҫав тери илемлӗ те нимӗнле улӑшӑнман япала ҫех пур — ирӗклӗ чун, унпалан пӗрле тата пултарулӑх шухӑшӗ те пурнаслӑхӑн хыпса-ҫунса тӑракан хаваслӑхӗ. Трюфельсем пулма та, пулмасса та пултараҫҫӗ — ку вӑл ӑнсӑртлӑхӑн юнтармӑшла та самаях ула-чӑлалла вылявӗ. Кондуктор, эхер те вӑл пач айван пулмасан, пӗрер ҫултан питех те лайӑх хуҫаланма вӗренсе ҫитет, тата тивӗҫлӗхсӗр те мар. Анчах каретӑра ларакан ҫитерсе самӑртнӑ, мӑн кӑмӑллӑ та тӑмпайла упӑте, мӑнтӑр хырӑмӗ ҫине кӗленче татӑк-кӗсӗкӗ хунӑскер, нихӑҫан та ирӗклӗхӗн мӑнаҫлӑ чеченлӗхне ӑнланаймасть, хавхалану савӑнӑҫне туйма-чухлама пултараймасть, хӗрлӗ хӑва туратти ҫинче кӑп-кӑпӑш кӑчкӑсем кӗмӗлленнине курса, хӑпартлануллӑ тӗлӗнӗвӗн пылак куҫҫулӗпе йӗреймест!

Назанский ӳсӗрме пуҫларӗ те вӑрахченех ӳсӗрчӗ. Унтан, кимӗ хӗрринелле сурса пӑрахса, малалла калаҫрӗ вӑл:

— Кайӑр, Ромашов. Куна эпӗ сире ирӗклӗхе хам тутанса курнӑран ҫапла калатӑп, эхер те каялла, вараласа тултарнӑ читлӗхе ҫӗнӗрен килтӗм пулсассӑн, айӑпӗ кунта… ну, юрӗ-ҫке эппин… пурпӗрех, эсир ӑнланатӑр. Хӑюллӑнах чӑмӑр пурӑнӑҫ ӑшне, вӑл сире улталамӗ. Вӑл пин-пин пӳлӗмлӗ темӗн пысӑкӑш ҫурт евӗр,пӳлӗмӗсенче унӑн ҫап-ҫутӑ, юрӑ-кӗвӗ, тӗлӗнмелле хитре ӳкерчӗксем, ӑслӑ, хӳхӗм ҫынсем, кулӑ, ташӑ, юрату — искусствӑра мӗн аслипе хаярри пур, ҫавсем пӗтӗмпех. Эсир вара ҫак керменре халиччен пурӗ те ҫӳп-ҫаппа тата эрешмен картисемпе тулса ларнӑ пӗртен-пӗр тӗттӗм, тӑвӑр чӑлана ҫех курнӑ, — хӑвӑр ҫаплах унтан тухма хӑратӑр.

Ромашов пристань ҫумне пырса чарӑнчӗ те Назанские кимӗрен тухма пулӑшрӗ. Вӗсем Назанский хваттерне ҫитнӗ ҫӗре тӗттӗмленнӗччӗ ӗнтӗ. Ромашов юлташне вырӑн ҫине вырттарчӗ те ӑна хӑех ҫиелтен утиялпа тата шинельпе витсе ячӗ.

Назанский ҫав тери хыттӑн чӗтӗретчӗ, ҫавна май шӑлӗсем унӑн шакӑлтатсах шаккатчӗҫ. Тӗршӗне-тӗршӗне пӗр ҫӗре купаланса та пуҫӗпе минтер ӑшнелле шӑтарса кӗрсе, ачанни евӗр, мӗскӗн, хевтесӗр сасӑпа калаҫрӗ вӑл:

— О, мӗн тери хӑратӑп эпӗ хам пӳлӗмрен… Мӗнлерех тӗлӗксем, мӗнлерех тӗлӗксем!

— Килӗшетӗр-и, эпӗ ҫӗр каҫма юлатӑп? — сӗнчӗ Ромашов.

— Ҫук, ҫук, кирлӗ мар. Ярсамӑр, тархасшӑн, бром илмешкӗн… тата… кӑштах шурӑ эрех. Эпӗ пӗр укҫасӑр…

Ромашов ун патӗнче вунпӗр сехетчен ларчӗ. Майӗпен-майӗпенех Назанские чӗтӗрев лӑскама чарӑнчӗ. Вӑл сасартӑк пысӑк, ялтӑркка, сивчирлӗ куҫӗсене уҫрӗ те татса-татса, татӑклӑн каларӗ:

— Халӗ кайӑр. Сыв пулӑр.

— Сыв пулӑр, — салхуллӑн тавӑрчӗ Ромашов.

Унӑн: «Сыв пулӑр, вӗрентекен», — тесе каласси килетчӗ, анчах вӑл хӑй сӑмахӗсенчен вӑтанчӗ, ҫавӑнпа шӳтленӗ пек кӑна хушса хучӗ:

— Мӗншӗн — сыв пулӑр? Мӗншӗн тепре куриччен мар?

Назанский хӑрушла, тӑрлавсӑр, кӗтмен кулӑпа ахӑлтатса ячӗ.

— Мӗншӗн курӑлтӑк-мурӑлтӑк мар? — кӑшкӑрчӗ вӑл ухмаха ернӗ ҫыннӑн тискер сассипе.

Ромашов вара хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче сехӗрленӗвӗн чӗтревлӗ хумӗсем йӑркама тапратнине туйса илчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней