Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куҫне хӗссе, кӗҫҫеленсе кайнӑ пӗчӗк сухалне яланхи пек якаткаласа, старик тавраналла — хуторти кӑткӑс мар пурнӑҫӑн чӗрене пырса тивекен сӑнарӗсем ҫине пӑхса пырать; пӗр хутчен, ӳркевне сиркелесе, вӑл чӑпӑрккипе урапа айӗнче ҫине тӑрсах ҫапӑҫакан ҫерҫисене те хӑмсарчӗ, анчах, Антип Грач ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух ун сӑмсине кӑмакаран тин ҫеҫ кӑларнӑ ҫӑкӑр тата кӑштах ҫуннӑ купӑста ҫулҫин тутлӑ шӑрши пырса кӗчӗ те — Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине лартаҫҫӗ — вӑл сасартӑк ӗнерхи кӑнтӑрларанпа апат ҫименнине аса илчӗ, хӑйне ытла выҫӑ туйнипе, шӑлсӑр ҫӑварӗ унӑн ҫавӑнтах сӗлекепе тулса ларчӗ, хул айӗнче темскер туртӑнса ыратнӑ пек пулчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Нервсем… — уҫӑ мар сасӑпа, шалкӑм ҫапнӑ пек, темле селӗпрех каласа хучӗ вӑл, унӑн пичӗ, кулнӑ чухнехи евӗр, аяккинелле туртӑнса ларчӗ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Яков Лукич, сурчӑкне ҫӑтнӑ пек, туртӑнса илчӗ, ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ: ку хӗҫе вӑл палларӗ, ӑна вӑл малтанхи хут пин те тӑхӑр ҫӗр вун пиллӗкмӗш ҫултах Австри фронтӗнче ҫамрӑк та маттур Половцев хорунжий аллинче курнӑччӗ…
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пичӗ-куҫӗ хуп-хура хӑйӗн, ҫилпе куштӑрканӑ, ырханланса ҫитнӗ пирки питҫӑмарти шӑммисем ҫинчи ӳт-тирӗ хытӑ туртӑнса карӑннӑ, куҫӗсем тарӑн путса кӗнӗ, типсе шурса кайнӑ тути хӗррисем ҫинче кӑпӑшка пӗчӗк мӑйӑхсем кӑмрӑкпа ӳкерсе хунӑ пекех хуп-хура ӳссе вӑрӑмланнӑ.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов ҫумӗнче вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни, ҫамрӑк йӗкӗт, пушшине шартлаттарса илчӗ те, тӗпри вӑкӑрсем пӗр харӑссӑн туртӑнса малалла утрӗҫ.Погоныч Давыдова, молодой парнишка, щелкнул арапником, и головные быки дружно взяли упор.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Майра-патшан тӗттӗм куҫ харшисем туртӑнса пӗркеленсе илнӗ, симӗс вӑрӑм куҫӗсем унӑн, хӑрушӑ шухӑша пула, сасартӑк тӗксӗмленсе ларнӑ.Темные брови царицы сдвинулись, и ее зеленые длинные глаза вдруг потемнели от страшной мысли.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах, пурӑнан урамсенче вӑл пӗлменни, ҫӗнни нумай пулин те, пурте яланхи пекех, вӑл тек юхать, хӗлӗх пек туртӑнса тӑракан курайманлӑха, такама тытса ҫапса лапчӑтас кӑмӑла тӗкӗнмесӗр, ҫумран вӗлтлетсе иртсе каять.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫаксем пурте куҫа курӑнми сасӑпа, туртӑнса таракан хулӑн хӗлӗх сассипе хутшӑнса каяҫҫӗ, эхер те ҫак шӑв-шава ҫын сасси кӗрсе каяс пулсан, вӑл хӑра-хӑра пӑшӑлтатса калаҫнӑ пек кӑна илтӗнӗччӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Куҫӗсем те унӑн пӗчӗк ачанни пекех таса, — ҫавӑнпа та унӑн сӑмсасӑр пичӗ ҫӳлелле туртӑнса тӑракан тута хӗрри, йӗрӗлсе тӑракан шӑлӗсем пушшех илемсӗррӗн курӑнаҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Малтанах вӑл хӑраса ӳкрӗ пулас, — ман хыҫран шавламасӑр, шӑпах пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетки ҫулӑмӗпе туртӑнса, сылтӑм аллине вӗҫертрӗ те, мана кӑкӑртан чышса, кӑшкӑрса ячӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ҫав хушӑра хай хӑмпӑ ҫурӑлчӗ те, ача пуҫӗ тухрӗ, — эпӗ хӗрарӑмӑн туртӑнса сиккеленекен урисене тытса чарма тӑрӑшатӑп, ачана тухма пулӑшатӑп, хӗрарӑм хӑйӗн карӑлса кайнӑ ҫӑварне курӑкпа пӑкӑласран асӑрхатӑп…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Нумай ҫын тата пичӗсемпе ҫӳлелле пӑхса та, ӳппӗн те, хӑяккӑн та выртнӑ, кусем пурте, вилӗм ярса тытнӑ ӳчӗсем вилӗм аллинчен туртӑнса хӑтӑлма хӑтланнӑ пекех, темле карӑнса тӑсӑлса выртнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Салтаксем, пӑшалӗсене урисем ҫумне тытса, пӗр тапранмасӑр тӑнӑ; пичӗсем те вӗсен тапранман, питҫӑмарти тирӗсем хытӑ туртӑнса ларнӑ, шӑммисем ытла тухса кайнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Копёр ҫатӑртатать, чӗтрет, ҫынсен пуҫӗ ҫинче, вӗренпе пӗрле туртӑнса, хӗвелпе ҫунса хуралса кайнӑ, сарӑ та ҫӑмлӑ алӑсем ҫӗкленеҫҫӗ; мускулсем хӑмпӑланса, кӑвакарса каяҫҫӗ, анчах хӗрӗх пӑтлӑ тӑваткал чугун чукмар сахалтан сахалтарах хӑпаракан пулать, йывӑҫ свай пуҫне йӑвашран йӑвашрах ҫапӑнать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫавӑнтах вӑл сӑнчӑр туртӑнса тӑран купӑс хӗлӗхӗ пек чӗтременнине, янраманнине туйса илчӗ.И сразу почувствовала неладное: цепь не вздрагивала и не звенела, как туго натянутая струна.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӑр ҫук вырӑна ҫитрӗ те сыпса тунӑ кантӑран пӗр вӗҫне мӗн пур вӑйран туртӑнса хӗрачана персе пачӗ.Остановился у самого края разводья и, размахнувшись, с силой бросил девочке конец ремня.
6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑҫта? — туртӑнса тӑрса каларӗ Обломов.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ лашана каялла хӑвӑрттӑн ҫавӑртӑм та, нимӗн курман, ним ҫинчен шутламан тата нимрен хӑраман ухмахла хаярлӑх ярса илнипе карт туртӑнса, нухайкка аврине хыттӑн ҫатӑрласа тытрӑм.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Обломовкӑра пурӑнакансем ӑш вӑрканине те ӗненмен, ӗмӗрӗпех таҫта, темшӗн туртӑнса, вӗҫӗмсӗр тӑрмашнине те пурнӑҫ вырӑнне шутламан: шухӑш-кӑмӑл туртӑмӗнчен вутран хӑранӑ пекех сехӗрленнӗ; тепӗр вырӑнти ҫынсен шалти туйӑмне, чунӗсен вут-ҫулӑмне пула часах ӳчӗсем ҫунса кайнӑ пулсан, Обломовка ҫыннисен чунӗ лӑпкӑн та пӗр чӑрмавсӑр тачка ӳтре киленнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫурҫӗр тӗлӗнче асап тӳсекенсем ҫинчен-и, е хӑйӗн касса илнӗ чӑн-чӑн урисене шыраса ялсем тӑрӑх ҫӳрекен йывӑҫ ураллӑ упа ҫинчен юмах пуҫланать-и — сехӗрленсе ӳкнӗ ачан ҫӳҫӗ вирелле тӑрать; кӑмӑлӗ пӗрре лӑпланать, тепре вӗреме пуҫлать; вӑл вара тертленет, савӑнать, унӑн нервисем хӗлӗх пекех туртӑнса тӑраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956