Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрмантан сулхӑнтарах нӳрӗк сывлӑш, кӑмпа шӑрши туртӑнса тӑчӗ, ҫапӑҫу кӗрленине пула пӗр сассӑр пек вӗҫекен вӑрӑмтунасем лётчиксен пичӗсене, аллисене, мӑйӗсене сырса илсе ҫыртӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл йӑпӑр-япӑрах хыҫалти бортран тытса аллисемпе туртӑнса ҫӗкленчӗ те кузоз ҫинелле кӗрсе ӳкрӗ; кунта ӑна тусӗсен вӑйлӑ аллисем тытса илчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Муромски туртӑнса тӑма пултарайман, мӗншӗн тесен хӑйне хӑй вӑл ун умӗнче парӑмлӑ тесе шутланӑ, ҫапла вара Берестао киле питӗ чаплӑ тавӑрӑннӑ, вӑл мулкачӑ та тытнӑ тата хӑйӗн тӑшманне, аманнӑскере, тыткӑна илнӗ пекех ертсе пынӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӑши кӑрт! кӑна сикрӗ, ҫурӑм ҫинчи тирӗ туртӑнса илчӗ, кайри урисем тата хытӑрах шӑнӑрланчӗҫ.Зверь вздрогнул, кожа на спине его передернулась, задние ноги еще больше поджались.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Кун пирки эпир туртӑнса тӑмастпӑр.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кӗлетке йӑтассипе вӗсем иккӗмӗш пулнӑ, турник ҫинче туртӑнса, бассейнра ишсе тата 100 метра чупса виҫҫӗмӗш тухнӑ.
Чи ҫамрӑк команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 19.05.31
Почта еннех туртӑнса ӳснӗ хӗр пӗрчи Элӗк вӑтам шкулӗпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑнах телеграфиста вӗренсе тухнӑ.
«Эпир почтӑра ҫитӗннӗ» // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/%C2%ABepir-pochta ... C2%BB.html
Икӗ ура та шалтан туртӑнса ыратать.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ҫыран хӗрринче пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла туртӑнса тарма хӑтланчӗ.На берегу, желая освободиться, дёргался то вправо, то влево.
Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Шӗвӗ пылчӑк автомашинӑна енчен енне шутарчӗ, анчах «студебеккер» пӗтӗм кӳлепипе туртӑнса шав малалла ӑнтӑлчӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Учительсене те яланах туртӑнса, ҫине тӑрса ӗҫлеме хистет.
Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
11. Ҫавах эсӗ мӗскӗн ҫынна кӑмӑл ту, ӑна пулӑшасран туртӑнса ан тӑр; 12. Турӑ ячӗпе ан пӑрах мӗскӗн ҫынна, ӑна пушӑ алӑпа кӑларса ан яр.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурӑна-киле пӗчӗкскерсем енне пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑнса кайнӑ% библиотекӑран уйрӑлнӑ та – садике куҫнӑ.
Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11