Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: X сыпӑк

Раздел: Суламифь

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Добавлен: 2019.11.09 22:03

Предложений: 96; Слово: 1884

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Семья

Ватн-эль-Хав тӑвӗ ҫинчи Изида храмӗнче кӗҫӗн хутӑшури ӗненекенсене те кӗртекен аслӑ вӑрттӑнлӑх кӗллин пӗрремӗш пайӗ тин ҫеҫ вӗҫленнӗ. Черетлӗ мӑчавӑр, — шурӑ тумлӑ, пуҫне хырнӑ, мӑйӑхсӑр та сухалсӑр авалхи ватӑ, — алтарь тӳпинчен халӑх енне ҫаврӑннӑ та:
— Килӗшӳлӗхре пулсамӑр, ман ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсем, — тенӗ ывӑннӑ, йӑваш сасӑпа.
— Паттӑрлӑхра туптанса ӑсталанӑр. Мухтава кӑларӑр ама-турӑ ятне. Ӗмӗр-ӗмӗрех пултӑр ун пехилӗ сирӗн ҫинче.

Пиллесе, халӑх ҫийӗн ҫӗклесе тытнӑ вӑл аллисене. Вӑрттӑнлӑхӑн кӗҫӗн чинне явӑҫтарнисем вара ҫавӑнтах пурте урайне тӑсӑлса выртнӑ, унтан, шӑппӑн тӑрса, ниш шарламасӑр алӑк патнелле хускалнӑ.

Озириcпа Изида мистерийӗсене халалланӑ Египет уйӑхӗн, Фаменотӑн, ҫиччӗмӗш кунӗ пулнӑ паян. Ҫутаткӑҫсемпе, пальма ҫулҫисемпе те амфорӑсемпе, турӑсен вӑрттӑнлӑхлӑ символӗсемпе те Фаллусӑн таса сӑнӗсемпе виҫӗ хутчен ҫаврӑннӑ савнӑҫлӑ процесси храм тавра каҫ пулттипе. Ушкӑн варринче, мӑчавӑрсемпе иккӗмӗш пророксен хулпуҫҫийӗсем ҫинче, хаклӑ йывӑҫран тунӑ, ӗнчӗсемпе, пил шӑммипе те ылтӑнпа илемлетнӗ хупӑ «наос» ҫӗкленсе тӑнӑ. Ама-турӑ хӑй ларса пынӑ унта. Вӑл — Курӑнманскер, Ҫӗр пурлӑхне параканскер, Пытарӑнчӑкскер, турӑсен Амӑшӗ, Аппӑш-Йӑмӑкӗ тата Арӑмӗ.

Усал-вӗчех Сет хӑйпе пӗртӑвана, турӑланнӑ Озириса, ӗҫкӗ-ҫике ултавпа илӗртсе кӗнӗ те чеелӗхпе ӑна чаплӑ, капӑр тупӑка хистесе вырттарнӑ, вара, ун ҫийӗн ҫивиттине шалтлаттарса хупса, тупӑка аслӑ турӑ ӳчӗпе пӗрле Нила кайса пӑрахнӑ. Тунсӑхлӑн тилмӗрсе те куҫҫулӗ тӑкса, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх шыраса ҫӳрет Изида, халь ҫеҫ Гора ҫуратнӑскер, хӑй упӑшкин ӳтне, вӑрахчен тупаймасть. Юлашкинчен пулӑсем тупӑка хумсем тинӗселле юхтарса кайни, Библос ҫумне пыртарса ҫапӑнтарни, ун тавра калама ҫук пысӑк йывӑҫ ӳссе ларса, туррӑн ӳт-пӗвӗпе унӑн ишсе ҫӳрекен ҫуртне хӑй вулли ӑшне пытарса хуни ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Ҫав ҫӗршыв патши, унта Озирис турӑ, аслӑ пурнӑҫ параканҫӑ хӑй упранса выртнине пӗлменскер, ҫак питӗ пысӑк йывӑҫран хӑйне валли хӑватлӑ колонна тума хушнӑ-мӗн. Изида Библоса каять, ӗҫес килнипе аптӑраса та чуллӑ ҫул йывӑрлӑхне пула ҫав тери ӗшенсе пырса ҫитет унта. Тупӑка вӑл йывӑҫ варринчен кӑларать, ӑна хӑйпе пӗрле йӑтса каять те хула стени патне ҫӗр айне пытарса хурать. Анчах Сет Озирис ӳтне каллех никама систермасӗр вӑрлать, вунтӑватӑ пая касса уйӑрса, ӑна Турипе Анатри Египетӑн мӗнпур хулисемпе ялӗсем тӑрӑх сапаласа ярать.

Каллех, калама ҫук пысӑк хуйхӑпа та ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрса, тухса каять вара Изида хӑй упӑшкин тата тӑванӗн таса пайӗсене шырама. Ун йӗрмӗшӗвӗ ҫумне хӑй кӳренӳ-ҫӑхавӗсене хутӑштарать йӑмӑкӗ, Нефтис ама-турӑ, хӑватлӑ Тоот та, ҫутӑ Гор та, Горизит, ама-турӑ ывӑлӗ.

Ҫакнашкал пулнӑ паянхи процессин вӑрттӑн пӗлтерӗшӗ таса кӗллӗн пӗрремӗш пайӗнче. Халӗ, ахаль ӗненекенсем кайса пӗтсен те пӑртаклӑха канса илсен, аслӑ вӑрттӑнлӑхӑн иккӗмӗш пайӗ пулса иртмелле. Пысӑк ят илнисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ храмра — мистагогсем, эпоптсем, пророксем те мӑчавӑрсем.

Шурӑ тумлӑ арҫын ачасем кӗмӗл ывӑссемпе аш, ҫӑкӑр, типӗтнӗ улма-ҫырла та тутлӑ пелуз эрехӗ валеҫсе ҫӳренӗ. Теприсем тӑвӑр ҫӑварлӑ Тир савӑчӗсенчен сикера яра-яра парса тӑнӑ, ӑна вӑл вӑхӑтсенче, ҫирӗплӗх ҫӗклентӗр тесе, усал ӗҫ тунисене асаплантарса вӗлерес умӗн панӑ-мӗн, ҫакӑнпа пӗрлех унӑн ҫынсенче таса ӑссӑрлӑх вутне амалантарса хӑпартас тӗлӗшпе те хӑвачӗ калама ҫук пысӑк пулнӑ.

Черетлӗ мӑчавӑр паллӑ панӑ хыҫҫӑн арҫын ачасем вӑштӑринех тухса ҫухалнӑ. Мӑчавӑр-хапхаҫӑ шалтах питӗрсе илнӗ мӗнпур алӑка. Унтан вӑл, питсене тимлӗн тинкерсе пахса та паянхи ҫӗр ҫакӑнта кӗме ирӗк паракан вӑрттӑн сӑмахсемпе ыйтса, юлнисене тӗплӗн тӗрӗслесе тухнӑ. Тепӗр ик мӑчавӑрӗ, кашни колонна таврах хутласа, кустӑрмаллӑ кӗмӗл кадильнӑна храм тарӑх туртса ҫаврӑннӑ. Храм кӑвак, ҫӑра, ӳсӗртекен ароматлӑ фимиампа тулса ларнӑ, ҫутӑ чулсенчен тунӑ лампадӑсен, — ылтӑнран каса-каса хитрелетнӗ те вӑрӑм кӗмӗл сӑнчӑрсемпе маччаран ҫакса янӑ лампадӑсен, — тӗрлӗ тӗслӗ вучӗсем аран кӑна курӑнма пуҫланӑ вара тӗтӗм сийӗсем витӗр. Ку вӑхӑталла ытла пӗчӗк те чухӑн пулнӑ-ха Озириспа Изидӑн ҫак храмӗ, ту ӑшне хӑвӑл евӗр чакалтаса тунӑскер. Тул енчен ун патне ҫӗр айӗнчи тӑвӑр хушӑк ертсе кӗнӗ. Анчах Соломон патшара ларнӑ кунсенче, мӗнпур тӗне вӑл, ачасемпе чӳклекеннисемсӗр пуҫне, хӑй хӳттине илнӗ хыҫҫӑн, тата Астис майра-патша, Египетран тухнӑскер, тӑрӑшнине пула, храм вӑрӑмӑшпе те, ҫӳллӗшпе те чылай ӳссе кайнӑ, пуян парнесемпе илемленнӗ.

Ӗлӗкхи алтаре тӗкӗнмен, вӑл, хӑй таврашӗнчи темӗн чухлӗ пӳлӗмсемпе пӗрле, — вӗсенче мулсем, чӳк япалисем те кӗлӗ хатӗр-хӗтӗрӗсем упраннӑ, ҫаплах тата мистикӑлла чи вӑрттӑн оргисем вӑхӑтӗнче уйрӑм тӗллевсен техӗмӗсене тупнӑ, — малтанхи сивлек ансатлӑхӗпех тӑрса юлнӑ.

Ун вырӑнне чӑннипех те чаплӑ пулнӑ Гатор ама-турӑ ячӗпе лартнӑ пилонсемлӗ те ҫирӗм тӑватӑ колоннӑран тӑракан тӑват енлӗ колоннадӑллӑ тулашри картиш. Кӗлӗҫсен ҫӗр айӗнчи гипостиллӑ залине вара унран та вӑйлӑрах капӑрлатнӑ. Ун мозаиклӑ урайне йӑлтах пулӑсен, тискер кайӑксен, ҫӗрте-шывра пурӑнакан та шуса ҫӳрекен чӗрчунсен ӗнерлӗ кӗлеткисемпе эрешлесе тултарнӑ. Маччине сенкер глазурьпе витнӗ, унта ылтӑн хӗвел ҫиҫнӗ, кӗмӗл уйӑх ҫуталнӑ, шутласа кӑларма ҫук нумай ҫӑлтӑр мӗлтлетнӗ, ҫуначӗсене яри сарнӑ вӗҫен кайӑксем ярӑннӑ. Урайӗ ҫӗр вырӑнӗнче пулнӑ, маччи — тӳпе, вӗсене пӗр-пӗринпе, кӗреш йывӑҫсен вуллисем евӗр, ҫаврака тата нумай кӗтеслӗ колоннӑсем ҫыхса, пӗрлештерсе тӑнӑ. Мӗнпур колонна лотосӑн ачаш чечекӗ е папирусӑн ҫӳхе ҫыххи манерлӗ капительсемпе вӗҫленнӗрен, чӑн-чӑннипех ҫӑмӑллӑн та сывлӑш пеклӗнех — тӳпе тейӗн — курӑннӑ вӗсен ҫинчи мачча.

Стенасене этем пӗвӗ ҫӳллӗшне ҫити хӗрлӗ гранит плитасем ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсене, Астис майра-патша кӑмӑлне кура, Фивран кӳрсе килнӗ, унти ӑстасем вара гранита тӗкӗр евӗр яка та тӗлӗнсе каймалла ялтӑрти тума пӗлнӗ. Ҫӳлелле, мачча таранах, стенасем, колоннӑсем пекех, ик Египетӑн та шараҫласа тата сӑрласа пӗтернӗ туррисен символӗсемпе чӑп-чӑпӑррӑн тулса ларнӑ. Фаюмэре крокодил вырӑнне хурса хисоплекен Себех те пулнӑ кунта, Тоот та, уйӑх турри, Хмуну хулинче ибис евӗр тӑва-тӑва хунӑскер, хӗвеллӗ Гор турӑ та, Эдфура ӑна ыйхӑ шӑмми халалланӑ, Бубасри Баст та, кушак пекскер, Шу, сывлӑш турри — арӑслан, Пта — вӑкӑр, Гатор — хаваслӑх турри — ӗне, Анубис, бальзамлассин турри, шаккал пуҫлӑскер, Гермонри Монту та, коптсен Минувӗ те, Саисри тӳпе ама-турри Нейт та, юлашкинчен вара овн сӑнлӑ хӑрушӑ турӑ, ун ятне сасӑпа каламан, Хентиементу тенӗ ӑна, «Анӑҫра пурӑнакан» тенине пӗлтернӗ ку.

Пӗтӗм храм ҫийӗн ҫурма тӗттӗм алтарь ҫӗкленсе тӑнӑ, ун ӑшӗнче, чи шалта, Изида сӑнӗсене пытарса хуплакан таса ҫуртӑн стенисем ылтӑн тӗспе тӗксӗммӗн ҫуталнӑ. Чиркӗве виҫӗ хапха — пысӑкки, вӑтамми тата айккинчи икӗ пӗчӗкки — ертсе кӗнӗ. Вӑтамми умӗнче эфиопсен обсидианӗнчен тунӑ таса чул ҫӗҫӗллӗ чук вырӑнӗ тӑнӑ. Картлашкасем алтарь патне илсе хӑпартнӑ, вӗсем ҫине кӗҫӗн мӑчавӑрсемпе хӗрарӑм-кӗлӗҫсем тимпансемпе, систрӑсемпе, флейтӑсемпе те хӑнкӑрмасемпе тӑра-тӑра тухнӑ.

Астис майра-патша вӑрттӑн пӗчӗк пӳлӗмре мӑнаҫлӑн саркаланса выртнӑ. Алтарь еннелле туп-тӳррӗн йывӑр карӑпа ӑста хупланӑ пысӑках мар тӑваткӑл шӑтӑк тухнӑ, ун витӗр, хӑв пуррине никама систермесӗр, чиркӳре мӗн пулса иртнине, вакки-тӗвекки таранчченех, сӑнаса тӑма меллӗ пулнӑ. Майра-патша ӳт-пӳне, аллисене хулпуҫҫи таран та ури хырӑмӗсене ҫурри таран ҫара хӑварса, йӗтӗн газӗнчен ҫӗленӗ тӑвӑртарах ҫӑмӑл платье, кӗмӗлпе тӗрлаттерсе тӗртнӗскер, ҫат тытса тӑнӑ. Ҫӳхе матери витӗр кӗреннӗн ҫуталнӑ унӑн ӳчӗ тата пӗтӗмпех курӑнса-палӑрса тӑнӑ ун йӑрӑс пӗвӗн мӗнпур таса йӗрӗсемпе мӑкӑрӑлчӑкӗсем; ӳт-пӗвӗ вара майра-патшан, вӑтӑр ҫула ҫитнине пӑхмасӑр, хӑйӗн пиҫӗлӗхне, илемӗпе сатурлӑхне ҫаплах ҫухатман-ха. Кӑвака пӗветнӗ ҫӳҫне вӑл хулпуҫҫийӗсемпе ҫурӑмӗ тӑрӑх сапалантарса янӑ, ун вӗҫӗсене ҫеҫ ароматлӑ шутсӑр нумай чӑмаккасемпе пухса хунӑ. Питне питӗ вӑйлӑ писевленӗ тата шуратнӑ, тушьпе ҫӳхен ҫавӑрттарса илнӗ куҫӗсем пысӑккӑн курӑннӑ, тӗттӗмре вӗсем, кушак йӑхӗнчи вӑйлӑ тискер кайӑкӑнни евӗр, вутла хӗмленсе ҫуннӑ. Ҫурма ҫара кӑкӑрӗсене уйӑрса, мӑйӗнчен унӑн сӑваплӑ ылтӑн уреус уртӑнса тӑнӑ.

Соломон, майра-патшан тытса чармалла мар туйӑмлӑхӗпе ывӑнса ҫитсе, унран сивӗннӗ хыҫҫӑн, кӑнтӑр хӗрӳлӗхӗн мӗнпур хӑвачӗпе тата кӳреннӗ хӗрарӑм кӗвӗҫӗн пӗтӗм хаярлӑхӗпе йӑлтах Изидӑна ушкӑнпа пухӑнса чыслассин аслӑ культне кӗрекен пӑсӑк аскӑнлӑхӑн вӑрттӑн оргийӗсене парӑннӑ вара Астис. Халӑх умӗнче вӑл яланах хӑйне йӗри-тавра хӳпӗрленӗ кастаркӑҫ-мӑчавӑрсемпе курӑннӑ, халӗ те пулин, акӑ, вӗсенчен пӗри ун пуҫне турткӑш тӗкӗсенчен тунӑ вӗрттеркӗчпе тикӗссӗн сула-сула уҫӑлтарса тӑнӑ вӑхӑтра, теприсем урайне ларнӑ та куҫӗсемпе майра-патша ҫине ӑссӑрла киленӗҫпе тӑрӑннӑ. Ун ӳт-пӗвӗнчен хӑйсем патнелле вӗрекен аромата пула сӑмси шӑтӑкӗсем вӗсен сарӑла-сарӑла кайнӑ, йӑлтлата-йӑлтлата сикнӗ, чӗтрекен пӳрнисемпе вӗсем унӑн кӑшт хумханакан ҫӑмӑл тумӗн вӗҫне те пулин систермесӗр сӗртӗнсе пӑхасшӑн тӗмсӗлнӗ. Чамасӑр ҫӑтӑх, нихӑҫан тӑранса курман кӑмӑл хастарлӑхӗ вӗсен шутлав хастарлӑхне калама ҫук вӑйлӑн ӳстерсе, виҫесӗр аскӑнлӑхпа ҫивӗчлетсе янӑ. Киббелӑпа Ашера киленӗҫӗсене тӗрлӗ майлӑ сӑнарласси вара вӗсен этем пултараслӑхӗн мӗнпур чиккинченех иртсе кайнӑ. Пӗр-пӗринчен, пӗтӗм хӗрарӑмран, арҫынран тата ача-пӑчаран кӳлешсе, хӑйӗнчен хӑйне те пулин кӗвӗҫсе, майра-патшана Изидӑран нумайрах пуҫҫапнӑ вӗсем, пылак та хаяр тертсен нихӑҫан пӗтми вутла ҫӑлкуҫӗ вырӑнне хурса, юратнӑ хушӑрах курайман ӑна.

Тӗттӗм, тискер, хӑрушӑ та тыткӑнласа лартакан сас-хура ҫӳренӗ Иерусалимра Астис майра-патша пирки. Илемлӗ арҫын ачасемпе хӗрсен ашшӗ-амӑшӗсем хӑвӑртрах пытарма тӑрӑшнӑ ун куҫӗсенчен хӑйсен ачисене; ирсӗрлӗхпе синкер палли пек шутласа, унӑн ятне мӑшӑрлӑх тӳшеке ҫинче сасӑпа калама хӑранӑ. Анчах пӑлхантаракан, ӳсӗртсе яракан кӑсӑклӑх чунсене пурпӗр ун патнеллех туртӑнтарнӑ та ӳт-пӗве пурпӗр ун ирӗкнех панӑ. Кам та кам ун юнлӑ хаяр ачашлӑвне хуть пӗр хут кӑна тутанса курнӑ пултӑр, ҫавӑ нихӑҫан та манайман ӑна, унашкалсем вара ӗмӗрлӗхех унӑн сирсе ывтӑнтарнӑ мӗскӗн чурисем ҫех пулса юлнӑ. Офир ҫӗршывӗнчи пылак тӗлленӳ паракан мӑкӑньӑн йӳҫӗ шывне пӗррехинче астивсе пӑхнӑ телейсӗрсем унран тек нихӑҫан хӑпайман, типӗтсе хӑврӑлтаракан ӑссӑрлӑх хӑйсен пурнӑҫне мӗн татичченех пӗр ҫавна ҫеҫ хакланӑ, хисепленӗ пекех, кусем те, ӑна тепре тытса чӑмӑртассишӗн, темле-темле ҫылӑха кӗме те, темӗнле-темӗнле мӑшкӑл тӳсме тата усал ӗҫ тума та хатӗр тӑнӑ.

Майӗпен варкӑшнӑ вӗри сывлӑшра вӗрттеркӗч. Нимле сассӑр хавхалӑхпа ялкӑшса тинкернӗ хӑйсен хӑрушӑ хуҫи ҫине мӑчавӑрсем. Анчах лешӗ вӗсем кунта пуррине пач маннӑ тейӗн. Каркӑҫа кӑшт сирсе хунӑ та хирӗҫелле, алтарӗн тепӗр еннелле, — унта, ылтӑнпа тыттарнӑ ӗлӗкхи чаршавӑн тӗттӗм хутламӗсем хыҫӗнче, хӑҫан-тӑр Израиль патшин илемлӗ, ҫап-ҫутӑ сӑнӗ курӑна-курӑна кайнӑ, — куҫ илмесӗр пӑхнӑ вӑл. Хӑйӗн ҫулӑмлӑ та пӑсӑк чӗрипе пӗр ӑна ҫех юратнӑ-ҫке пӑрахӑҫланнӑ майра-патша, хаяр та ясаркка Астис. Ун куҫӗсене самантлӑха ҫеҫ курма, ачаш сӑмахне илтме, ун аллисен сӗртӗнӗвне туйма ӗмӗтленнӗ вӑл пур ҫӗрте те, анчах пултарайман. Майра-патша та патша хӗрӗ пулнӑ май, савӑнӑҫлӑ тухусенче, керменри апатланусемпе суд кунӗсенче чыс-хисеп кӳркеленӗ ӑна Соломон, анчах чунӗ ун ҫав хӗрарӑмшӑн вилӗ пулнӑ. Мӑн кӑмӑллӑ майра-патша вара, керменти халӑх кӗпӗрленӗвӗ хушшинче Соломонӑн мӑнаҫлӑ, асран тухми хитре питне хуть аякран, хуть вӑрттӑн, наҫилккен йывӑр каррисем витӗр те пулин курас тесе, палӑртнӑ сехетсенче хӑйне час-часах Ливан ҫурчӗ умӗпе йӑттара-йӑттара ирттерттернӗ. Чӑннипе, патша патне туртӑнакан юратӑвӗ тахҫанах вӗтелекен курайманлӑхпа таччӑн ӳссе ларнӑ ӗнтӗ унӑн, ҫакна хӑй ҫеҫ уйӑрма пӗлеймен Астис.

Ӗлӗкрех, пысӑк уяв кунӗсенче, Соломон та Изида храмне пыра-пыра ҫӳренӗ, ама-турра парнесем те кӳнӗ, Египет фараонӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш пулса, унӑн чи аслӑ мӑчавӑрӗ ятне те йышӑннӑ. Анчах «Пӗтӗҫленеслӗхӗн юнлӑ парнин» хӑрушла вӑрттӑнлӑхӗсем ун ӑсӗпе чӗрине турӑсен амӑшне пуҫҫапассинчен йӗрӗнмеллех йӑлӑхтарса ҫитернӗ.

— Пӗлмесӑр, е вӑйпа, е ӑнсӑртран, е чирпе кастаркӑҫ пулса юлни — турӑ умӗнче мӗскӗне тухни мар, — тенӗ патша. — Анчах хӑйне хӑй пӑсса чӑлахлантарни вара хӑйшӗнех калама ҫук пысӑк хурлӑх.

Акӑ пӗр ҫулталӑк хушши пуш-пушах тӑнӑ ӗнтӗ храмри ун вырӑнӗ. Кӑлӑхах ҫӑткӑнланса пӑхнӑ халӗ майра-патшан ҫулӑмпа ҫунакан куҫӗсем ним хускалман каркӑҫсем ҫине.

Ҫав вӑхӑтрах эрех, сикера та анратакан тӗтӗм ытларах та ытларах пусса пынӑ храма пухӑннисене. Кӑшкӑрни, кулни тата чул урайне ӳксе чӑнкӑртатакан савӑт-сапа сасси илтӗнме пуҫланӑ часран-часах. Ҫывхарсах-ҫывхарсах килнӗ юнлӑ парнен аслӑ та вӑрттӑнлӑхлӑ минучӗ. Экстаз ҫавӑрса илнӗ ӗненекенсене.

Сапаланчӑк куҫпа пӑхса ҫаврӑннӑ майра-патша хрампала кӗлӗҫсене. Нумай пулнӑ кунта Соломон свитинчи хисеплӗ те паллӑ ҫынсемпе унӑн ҫарпуҫӗсенчен: Бен-Гевер, Аргови облаҫӗн пуҫлӑхӗ, Ахимаас та, Васемафи патшан хӗрне качча илнӗскер, ҫивӗч ӑслӑ Бен-Декер та, Зовуф та, тухӑҫри йӑла тӑрӑх, «патша тусӗ» текен пысӑк ятпа ҫӳрекенскер, Соломонӑн пӗртӑванӗ, Давидӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен юлнӑ Далула та, ытлашши мула та ӗҫке пула вӑхӑтсӑрах тӑмсайлӑха кӗрсе ӳкнӗ, хавшака, ҫурма вилӗ ҫын. Изидӑна хисеп курса тӑракансем пулнӑ вӗсем пурте — хӑшӗ ӗненсех, хӑшӗ пайталӑха хапсӑнса, хӑшӗ ыттисене курса, хӑшӗ тата аскӑнлӑх тӗллевӗсемпе килнӗ.

Акӑ вара, пикенсех шухӑшласа та вӑраххӑн тимлесе, Элиавӑн, — патша сыхлавҫисен начальникӗсенчен пӗрин, — ҫап-ҫамрӑк илемлӗ пичӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ майра-патша куҫӗсем.

Йӗкӗтӗн кӗре пичӗ мӗншӗн ҫак териех хыпса ҫуннине, вутла ялкӑшакан куҫӗсем мӗншӗн кунталла, каркӑҫсем ҫинелле, вӗри тунсӑхпа тинкерсе пӑхнине пӗлнӗ майра-патша, — ҫав карӑсем ун шурӑ ҫепӗҫ аллисем сӗртӗннипе куҫкалаҫҫӗ-ҫке-ха палӑри-палӑрми. Шӳтлесе тенӗ евӗр, самантлӑхӑн юнтармӑшла вылявне парӑнса, киленӗҫлӗ ҫӗре пӗтӗмпех хӑй патӗнче каҫтарнӑччӗ вӑл пӗррехинче Элиава. Ирхине ӑна кӑларса янӑччӗ, анчах ҫавӑнтан вара, ӗнтӗ нумай-нумай кун тӑтӑш, юратса пӑрахнӑ ик куҫа курнӑ вӑл пур ҫӗрте те — керменре, храмра, урамра; парӑнуллӑн та тунсӑхлӑн пӑха-пӑха ӑсатнӑ вӗсем ӑна пур ҫӗрте те.

Майра-патшан тӗттӗм куҫ харшисем туртӑнса пӗркеленсе илнӗ, симӗс вӑрӑм куҫӗсем унӑн, хӑрушӑ шухӑша пула, сасартӑк тӗксӗмленсе ларнӑ. Аллипе аран ҫеҫ палӑрмалла сулса, кастрата вӗрттеркӗчне антарма хушнӑ та:
— Пурсӑр та тухӑр, — тенӗ вӑл шӑппӑн.
— Хушай, эсӗ каятӑн та Элиава, патша хуралӗн пуҫлӑхне, ман пата чӗнетӗн. Ан тив, пӗччен кӑна килтӗр вӑл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней