Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унран (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Соломон, майра-патшан тытса чармалла мар туйӑмлӑхӗпе ывӑнса ҫитсе, унран сивӗннӗ хыҫҫӑн, кӑнтӑр хӗрӳлӗхӗн мӗнпур хӑвачӗпе тата кӳреннӗ хӗрарӑм кӗвӗҫӗн пӗтӗм хаярлӑхӗпе йӑлтах Изидӑна ушкӑнпа пухӑнса чыслассин аслӑ культне кӗрекен пӑсӑк аскӑнлӑхӑн вӑрттӑн оргийӗсене парӑннӑ вара Астис.

С тех пор как Соломон охладел к царице Астис, утомленный ее необузданной чувственностью, она со всем пылом южного сладострастия и со всей яростью оскорбленной женской ревности предалась тем тайным оргиям извращенной похоти, которые входили в высший культ скопческого служения Изиде.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кӗлӗҫсен ҫӗр айӗнчи гипостиллӑ залине вара унран та вӑйлӑрах капӑрлатнӑ.

Еще пышнее была устроена внутренняя подземная гипостильная зала для молящихся.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Юлашкинчен ҫакскер ӑна йӑлт йӑлӑхтарса ҫитернӗ те, кӳрентермеллех хаяррӑн кулнӑ вара унран Соломон.

И когда наскучила она наконец царю, он жестоко, обидно насмеялся над нею.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ман ӑслӑлӑх мар ку, Суламифь, Иакей ывӑлӗ Агур сӑмахӗсем кусем, вӗсене унран вӗренекенӗсем илтнӗ.

Это не моя мудрость, Суламифь, это слова Агура, сына Иакеева, слышанные от него учениками.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӑл та Аким ятлӑ, чӗнессе ӑна Кӗҫӗнни тесе чӗнеҫҫӗ, унран сылтӑмалла — арӑмӗ тата арҫыннинчен тӑлӑха юлнӑ, ватӑлсах ҫитнӗ хунямӑшӗ лараҫҫӗ.

Тоже Аким, по прозвищу Младший, по правую руку от него сидели жена и престарелая овдовевшая теща.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унашкал самантсенче Яков Лукич унран тата ытларах хӑрама, ҫавӑнпа пӗрлех ӑна ирӗксӗрех ытларах хисеплеме пуҫлать.

В такие минуты Яков Лукич испытывал к нему еще больший страх и невольное уважение.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак йӗкӗт вӗсем патне пырса тӑрсанах унран сасартӑк вӑйлӑн та тутлӑн хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн шӑрши мӗншӗн ҫапнине Давыдов каччӑ ҫапла каласан тин ӑнланса илчӗ: йӗкӗтӗн ҫуланса пӗтнӗ сӑран курткине ҫав сирсе сирӗлми тутлӑ шӑршӑ витӗрех витсе илнӗ-мӗн.

И только тут Давыдов понял, почему, когда подошел к ним парень, вдруг пахуче и сладко дохнуло от него подсолнечным маслом: его промасленная кожаная куртка была насквозь пропитана этим невыветривающимся вкусным запахом.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн туртса илетӗн ҫак эсӗ унран?

— Что ты у него отбираешь?

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ авантарах та-ха, мӗншӗн тесен, ахӑртнех, унран опытлӑрах.

Я даже лучше, потому что, наверно, поопытнее его.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хуп куҫна, эсӗ вара мана унран пач уйӑраймӑн.

Закрой глаза, и ты не отличишь меня от него.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Юра тытса хӑвармасан, вӑл ахалех ирӗлсе пӗтет, шыв-шурпа юхса каять, вара унран ҫынна та, ҫӗре те усси ҫук.

А не держи снег, он потает зря, жировой водой сольет, и нету от него ни человеку, ни землице пользы.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн коммунистсен партийӗ Сталин юлташ тавра ҫав тери тӑкӑс, ҫав тери таччӑн та ҫирӗп пӗрлешсе тӑрать тата ӑна ҫав тери хисеплет, ҫавӑнпа та кунта унран лайӑххине шухӑшласа тупма та ҫук.

Наша коммунистическая партия стоит вокруг товарища Сталина очень плотно, очень сплоченно и крепко объединившись и очень его уважает, поэтому здесь лучше этого не придумаешь.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев унран: «Йӗкӗчӗ шанчӑклӑскер-и?» — тесе ыйтсан, вӑл ним чӗнмесӗр пуҫне сулса илчӗ.

На вопрос Половцева: «Надежный ли парень?» — только молча кивнул головой.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анкарти патне ҫитсен тин Нагульнов унран: — Кӗске пӑшална паатӑн-и? Унсӑрӑн пурпӗрех туртса илетпӗр, — терӗ.

Но только когда подъехали к гумну, Нагульнов спросил: — Отрез-то отдашь? А то ведь отымем.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унран кулма тытӑнчӗҫ, вара, йывӑр сулмаклӑ тулла пӑтавккасене тултарнӑ чух та чылайччен тӑрӑхласа йӗкӗлтерӗҫ.

Его высмеяли и долго еще шутили, насыпая в меры тяжеловесную пшеницу.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫук, эсӗ, тархасшӑн, ӑнлантарса парсамччӗ пире, мӗнле ырлӑх куртӑн эсӗ унран?

— Нет, ты уж нам объясни, пожалуйста: какие милости от него получил?

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗншӗн тесен вӑл манӑн кӳршӗ тата эпӗ унран ырлӑхне те нумай курнӑ.

— Потому как он — мой сосед и я от него много добра видал.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫук, унран та начартарах…

— Нет, хуже…

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Апла пулин те патшалӑхӗнчи ҫыннисене никама та юратнӑ туррине парне кӳме чарман вӑл, унран та ытларах, питӗ хӳхӗм, шутлавлӑ Эллаан — маовитянка, ун чухне патшан чи савнӑ арӑмӗ пулнӑскер — ыйтнипе, хӑй те Ҫуллӑ ту ҫинче Хамос капищине, маовитсен йӗрӗнӗҫне, тутарнӑ-ха.

Но никому из подданных не воспрещал приношение жертв любимому богу и даже сам построил на Масличной горе капище Хамосу, мерзости моавитской, по просьбе прекрасной, задумчивой Эллаан — моавитянки, бывшей тогда возлюбленной женою царя.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унран ӗнтӗ хура сӑнӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ: чул, тимӗр, йывӑҫ, ҫынсен вараланчӑк ӳпкисем ҫӑтса янипе, таса сывлӑшӗпе ырӑ сулхӑнӗ ҫухалнӑ ун.

От нее осталась только тьма, — свежесть и прохлада исчезли, проглоченные камнем, железом, деревом, грязными легкими людей.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней