Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мӑшкӑл сăмах пирĕн базăра пур.
мӑшкӑл (тĕпĕ: мӑшкӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ах тупата, епле мӑшкӑл! — йынӑшса каласа хучӗ Огнянов.

Боже, какой позор! — простонал Огнянов.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑшкӑл та иккен!

— Какой позор!

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Акӑ пире мӗнле мӑшкӑл кӑтартасшӑн пулчӗҫ?

— Так вот до чего нас довели!

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑшкӑл курни те ҫын сӑн-питне хӑрушлӑх курнӑ чухнехи пек илемсӗрлетеймест.

Позор и тот не отмечает лицо человека такой печатью подлости, как страх.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав ҫамрӑк хӗрӗн пурӑнас тенӗ кӑмӑлӗ хӗрсе вӗркесе илчӗ те ытти пур туйӑмне те хупӑрласа илчӗ, текех ӑна вилӗм те кирлӗ мар пулса тӑчӗ, вӑл ҫӑлӑнасшӑн пулчӗ, иртӗхнӗ юн ӗҫенсем хӑйне мӑшкӑл кӑтартасран сыхланса вӑл тарма шут тытрӗ.

Любовь к жизни с непреодолимой силой проснулась в этой молодой девушке, заглушила в ней все другие чувства, сломила всю ее решимость умереть, порожденную отчаянием, Рада бросилась бежать, чтобы спастись от смерти или от той позорной жизни, которую могли бы подарить ей кровожадные сластолюбцы…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вула, малалла вула, — тесе хушрӗ мӑшкӑл вӗҫне юлнӑ бей.

— Читай, читай дальше, — приказал посрамленный бей.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов унӑн тӑшманӗ иккенне манса, халь вӑл хӑй умӗнче мӑшкӑл куракан ҫынна ҫеҫ асӑрхарӗ.

Позабыв о том, что Стефчов его враг, он видел перед собой только жертву, раздавленную позором.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов Милкӑра хӑй янӑ ҫырусем пулма кирлине асне илчӗ те хӑраса ӳкрӗ: шӑпах туйӗ пулас умӗн Милка ӑна мӑшкӑл кӑтартма пултарать.

В этот день, накануне своего сватовства, Стефчов с тревогой вспомнил, что у Милки хранятся его письма, и подумал, что, узнав о ею предстоящей женитьбе, она, чего доброго, воспользуется ими и ему напакостит.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхарсем сӑрт-ту ҫамкине кӑна перетчӗҫ-ха, тӗрӗксем вара чӗрӗ ҫынсенех пере-пере пӑрахрӗҫ; пӑлхар хӗрӗ-хӗрарӑмӗ саккуна хирӗҫ юрланӑшӑн тӗрӗксем вӗсене мӑшкӑл кӑтартма тытӑнчӗҫ, шӑллӗсемпе пиччӗшӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пере-пере вӗлерчӗҫ.

На стрельбу болгар но голым обрывам турки отвечали выстрелами в живых людей; на крамольное пение болгарок — изнасилованием их сестер и убийством их братьев.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс мана вилӗмрен те, тепӗр пысӑк инкекрен те хӑтартӑн, ачана мӑшкӑл курасран ҫӑлса хӑвартӑн, ӗнтӗ шурнӑ ҫӳҫӗм те…

Ты спас меня от смерти и от еще большего зла: ты спас от позора мое дитя и мои седины…

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лӑп кӑна канса ҫывӑрам ӗнтӗ… мӑшкӑл ан кӑтартӑр, тархасшӑн.

Позвольте мне лечь спать… не позорьте.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑшкӑл тӑвас тесе, ҫиҫӗмпе сана кукша пуҫӑнтан ша-ап! тутарӗ те вара вырт эсӗ, Ҫӑрттан, чӗрнӳсене айккинелле сарса.

Возьмет и, потехи ради, саданет тебя молоньей в лысину, вот и ложись, Щукарь, откидывай копыта на сторону.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӑшкӑл ҫеҫ ку, пурнӑҫ мар: тӗлӗкре, пӑх-ха эсӗ, лапшана епле чаплаттаратӑн, ҫисе тӑрана пӗлместӗн, чӑн пурнӑҫра вара — карчӑк ҫӑкӑр туранӑ квас ҫитерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна, ҫав ылханлӑ ҫӑкӑр туранӑ кваса!»

Одна надсмешка, а не жизня: во сне, изволь радоваться, такую лапшу наворачиваешь, что ешь не уешься, а въяве — старуха тюрю тебе под нос сует, будь она трижды, анафема, проклята, эта тюря!»

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗсре хырӑмӗ, ҫул тӑрӑх мӑшкӑл йӗрӗ хӑварса, шӑп та шай Тубянские ҫитичченех вулкан пек пӗрӗхтерсе пырать.

Вулканическое извержение ее желудка не прекращалось до самого Тубянского, по дороге оставались позорные следы.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ну, ку вара мӑшкӑл!» — ахлатса ярать Щукарь, пуҫне ҫатӑрласа тытса.

«Ну, вот это — да!» — ахнул Щукарь, схватившись за голову.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Офир ҫӗршывӗнчи пылак тӗлленӳ паракан мӑкӑньӑн йӳҫӗ шывне пӗррехинче астивсе пӑхнӑ телейсӗрсем унран тек нихӑҫан хӑпайман, типӗтсе хӑврӑлтаракан ӑссӑрлӑх хӑйсен пурнӑҫне мӗн татичченех пӗр ҫавна ҫеҫ хакланӑ, хисепленӗ пекех, кусем те, ӑна тепре тытса чӑмӑртассишӗн, темле-темле ҫылӑха кӗме те, темӗнле-темӗнле мӑшкӑл тӳсме тата усал ӗҫ тума та хатӗр тӑнӑ.

Готовые ради нового обладания ею на всякий грех, на всякое унижение и преступление, они становились похожими на тех несчастных, которые, попробовав однажды горькое маковое питье из страны Офир, дающее сладкие грезы, уже никогда не отстанут от него и только ему одному поклоняются и одно его чтут, пока истощение и безумие не прервут их жизни.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӑшманран, шурӑ ҫӗлен-калтаран мӑшкӑл тӳссе ларма сӑмах паман эпӗ!

Я зароку не давал терпеть издевку от врага, от белого гада!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурте юнӗсене хутӑштарса пӗтерӗҫ те хайхи, вара ҫут тӗнчере ҫакнашкал мӑшкӑл — пӗри шурӑ ӳтлӗ, тепри сарӑ, виҫҫӗмӗшӗ хура пулни те пӗтӗ.

Все посмешаются, и не будет на белом свете такой страмоты, что один телом белый, другой желтый, а третий черный.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ арӑм ҫине мӗнле пӑхнине тата мӗн пирки ҫавнашкал мӑшкӑл тӳссе пурӑннине пӗлетӗн-и эсӗ?

Ты знаешь, как я на бабу взглядываю и через какую надобность терпел такое смывание?

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн пек мӑшкӑл кураччен, хӑвӑн мӑйна, икӗ уруна хуҫса пӑрахсан авантарах пулассӑн туйӑнса каять, ара кун ҫинчен ӗнтӗ пӗтӗм хула пӗлӗ, директор, попечитель патне ҫитӗ, — ай, мӗн те пулин сиксе тухминччӗ.

Лучше бы, кажется, сломать себе шею, обе ноги, чем стать посмешищем: ведь теперь узнает весь город, дойдет до директора, попечителя, — ах, как бы чего не вышло!

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней