Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: V. Сутни

Раздел: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.05 00:42

Предложений: 212; Слово: 2255

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Стефчов конака пырса кӗрсен, бей патӗнче пӗр ҫынна кӑна курчӗ, вӑл Заманов пулчӗ.

Бейпе иккӗш вӗсем таблла вылятчӗҫ.

Христаки Заманов, тӗрӗк влаҫӗсене тӗрлӗ хыпар-хӑнар пӗлтерсе тӑракан ҫын, хӑй ӗҫленӗшӗн ӑна Пловдиври конакран укҫан тӳлеҫҫӗ. Вӑл хӗрӗх пилӗк ҫулта, сӑн-сӑпатран пӑхсан ватӑрах та курӑнать. Сарлака типшем хура пичӗ вӑхӑтсӑрах пӗркеленнӗ, хура куҫӗ канӑҫа пӗлмесӗр выляса йӑлкӑшать, хӑй темле усал ҫын пек, ун патне ним чухлӗ те кӑмӑл туртмасть. Кӗскетсе кастарнӑ мӑйӑхӗ йӑлт шуралнӑ, ҫӳҫӗ те шурӑ, ӑна тураса якатман, таса мар фески айӗн ҫӳҫӗ пайӑркан-пайӑрхан туха-туха тӑрать, тӑнлавӗ тӗлӗнче тӑкӑннӑ, ҫамки ҫийӗн кукшаланма та тытӑннӑ. Заманов килте тӗртсе ҫӗлетнӗ кӑвак тӑла сӑхманпа ҫӳрет, сӑхманӗ кивелсе якалса пӗтнӗ. Хӑй вӑл ҫӳллӗ те яштака, ҫӳрессе вара ҫын йӗрӗннипе лӑпчӑннӑ пек пуҫне чиксе ҫӳрет. Кирек хӑш енчен пӑхсан та ӗнте чухӑн та намӑса пӗлмен ҫын пек курӑнать. Пурӑнасса вӑл Пловдивра ытларах пурӑнать, анчах таврари хуласене те тӑтӑшах тухкаласа ҫӳрет. Бяла Черкавра ҫуралса ӳснӗскер, хулара пурне те пӗлет, паллать, ӑна хӑйне те пурте паллаҫҫӗ. Вӑл ҫак хушӑра хулана килни пӑшӑрханаканнисене самай пӑшӑрхантарма тытӑнчӗ. Татах мӗнле те пулин лайӑх мар ӗҫпе килсе ҫитни паллах пулчӗ. Заманов хӑй ӑҫта пулсан та ҫынсене йӗрӗнтерет, ҫавна вӑл хӑй те пӗлессе пӗлет, ҫапах та именсе тӑмасть. Хӑйне йӗрӗнсе пӑхнине те вӑл намӑс-симӗсе туймасӑр йышӑнать: «Эсир мӗн тӗлӗнетӗр? Ӗҫ вӑл ӗҫ пулать ӗнтӗ! Манӑн та пурӑнмалла-ҫке», тенӗ пек пӑхать вӑл.

Заманов хулари паллӑ ҫынсемпе курнӑҫма та ӗлкӗрчӗ, вӗсенчен кивҫен укҫа та ыйткаларӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пек чӑкӑлтӑш ҫынна, «хамӑр енчи» ҫынна, памасӑр тӑма та хӑяймаҫҫӗ. Заманов Бяла Черквара ӗҫсем мӗнле пынине пӗлмесӗр пултараймасть, урампа иртсе пынӑ чух кашни ҫамрӑк ҫынна чарса, ҫакӑн пек йӗкӗлтесе ыйтать:

— Ну, мӗнле-ха эсир, хӗҫ-пӑшалланатӑр-и? — Вара хӑйпе калаҫакан ҫынна йӑлтах арпаштарас тесе, хуллен кӑна ҫапла хушса хурать:  — Ним чухлӗ те ӑнӑҫмасть сирӗн ӗҫӗр, — тет те, ҫамрӑк ҫынна ҫапла аптрамалла хӑварса, хӑй ҫулӗпе малалла каять.

Виҫӗм кунхине вӑл вырӑнти комитет председательне те ҫак сӑмахсенех каларӗ. Ҫакӑн пек тӑнӑҫсӑрланса ытла уҫҫӑн калаҫни ҫынсене хӑратсах хӑратать, вӗсем вара унпа тӗл пуласран тепӗр урамалла тарса урӑх ҫулпа утаҫҫӗ.

Бей патӗнче ҫакӑн пек пысӑк пултаруллӑ юлташне курсан, Стефчов хӗпӗртесе ӳкрӗ. Вылякансене вӑл кулкаласа сывлӑх сунчӗ, Заманова хӑй ҫынни вырӑнне хурса алӑ пачӗ, вылянине пӑхса тӑма вӗсен ҫумне ларчӗ.

Ватӑ бей хура сюртукпа, тӳмисене пӗтӗмпех тӳмеленӗ, Стефчова пуҫне сӗлтсе кӑна сывлӑх сунчӗ, каллех калама ҫук тӑрӑшса выляма пикенчӗ. Вӑйӑ пӗтсен, Стефчов конака хӑй мӗн сӑлтавпа килсе кӗни ҫинчен каласа пама ӗлкӗрчӗ. Бяла Черквара революциллӗ ҫӗкленӳ мӗнле пынине вӑл пит те тӗплӗн кала-кала кӑтартрӗ.

Пусмӑрти пӑлхарсем мӗн хӑтланнине бей хӑй те хӑлха хӗррипе илткеленӗ-ха, анчах вӑл ӑна ача вӑййи пек кӑна хӑтланаҫҫӗ пуль тесе шутланӑ та ытлах вырӑна хуман, ҫавӑнпа ним чухлӗ те пӑшӑрханман, вӑл вӑхӑтра тӗрӗксен пур влаҫӗ те пӑлхав тавраш ҫӗкленессе шухӑша илсех кайман.

Халь тесен, Стефчов куҫ уҫтарсан, ӗҫ епле тарӑна кӗрсе кайнинчен тӗлӗнсе, старик куҫне чарса пӑрахрӗ.

— Епле-ха апла, Христаки-эфенди, — терӗ вӑл, Заманова тинкеререх пӑхса, — санпа эпир таблла вылятпӑр иккен те, хамӑр таврара пӗтӗмпе вут хыпса илнӗ-и?

— Эпӗ кунта иртнӗ кунсенче кӑна килтӗм те, анчах пурин ҫинчен те Кириякран ытларах пӗлетӗп, — тавӑрчӗ Заманов.

— Пӗлетӗн те мана каламасӑр тӑратӑн?.. Султан ӗҫне лайӑх туса пыратӑн-ҫке! — кашкӑрса каларӗ кӑмӑлӗ юлнӑ бей. — Стефчовах ак хӑйне престолӑн шанчӑклӑ хуралҫи пек кӑтартрӗ.

— Вӑл ман тивӗҫ-ҫке, бей-эфенди, — терӗ Стефчов.

Заманов ҫамки ҫине шултра тар тумламӗсем сӑрхӑнса тухрӗҫ.

— Кунта ача-пӑча вӑййи пек кӑна-ха, ытти ҫӗрте ӗҫсем ҫӗр хут начар, — терӗ вӑл ҫилленчӗклӗ кӑмӑлпа. — Кунта улӑм пӗрчи кӑна тӗлкӗшет, Панагюриште таврашӗнче вара утӑ капанӗсем ҫунаҫҫӗ, анчах пирӗн правительство хӑлхасӑр та мар, суккӑр та мар… Тӗтӗмне курать вӑл, шарламасть-ха… Ҫапла тумашкӑн унӑн хӑйӗн шухӑшӗ пур… Эпир кунта чи малтанах шӑв-шав ҫӗклесен, йӑнӑш пулать, мӗншӗн пирӗн хамӑра хамӑр инкек кӑтартмалла. Эпир Бяла Черквара мӗн курни ҫулӑм ҫутатни кӑна-ха, ытти ҫӗрте ҫав ҫулӑм пӗлӗт патне ҫити ҫӗкленнӗ… Ман шухӑшпа, васкамалла мар пек, ӗҫсем мӗнле пырасса сыхланса кӑна кӗтсе тӑмалла.

Ҫак сӑмахсем бейӗн чунне пырса вырнаҫрӗҫ, вӑл хӑй те канӑҫлӑх пултӑр тетчӗ-ха, ответ тытасран хӑраса тӑрасси ҫук.

Стефчов ҫакна асӑрхарӗ те ҫилленсе кайрӗ. Заманов патшалӑх ӗҫӗнчи хӑйӗн начар енӗсене тӳрре кӑларас тенипе ҫапла чееленсе шухӑшласа кӑларни паллахчӗ ӗнтӗ.

— Христаки-эфендийӗн кунта хӑйӗн ҫемйи те пурлӑхӗ те ҫук, ҫавӑнпа вӑл хӑй пек шухӑшлать те, — йӗплесе хучӗ Стефчов. — Пирӗн кунта ыран вут хыпса илсен, мӗн ҫухатать вӑл?

— Чимӗр-ха, савнӑ государь! — ҫилле хывса хӗрсе кая пуҫларӗ Заманов та.

— Эс тӗрӗс калатӑн, Кирияк, эпӗ ҫав ӑншӑртсен мӑйӗсене пӑра-пӑра ывӑтатӑп! — кӑшкӑрса ячӗ бей.

Стефчов хӑй ҫӗнтернӗ пек енчен енне пӑхкаласа илчӗ.

— Чӑн та, тӗрӗс калатӑр, шухӑшласа пӑхрӑм та, хам та ҫавӑн пек шухӑшпа килӗшетӗп… Ҫав йӗксӗксене пӗтӗмпе тытса пӗтермелле! — каллех каласа хучӗ Заманов, пит-куҫӗ каллех ҫиллесленсе кайрӗ унӑн.

— Эппин пурсӑмӑр та пӗр шухӑша килтӗмӗр тесе шутлӑпӑр! — терӗ бей, сывлӑш ҫавӑрса.

— Вӗсене пӗтӗмпе тытса хупмалла, паян каҫхинех! — терӗ Заманов.

— Ӑҫта пуҫтарӑнаҫҫӗ вӗсем? — ыйтрӗ бей.

— Мичо Бейзаде патӗнче.

— Бейзаде патӗнче-и?.. Эппин пӗтӗмпе ӑнланмалла. Бейзаде вырӑссенчен те вырӑсрах, султана юратма пултараймасть вӑл… Пуҫлӑхӗ кам-ха вӗсен?

— Соколов тухтӑр, — терӗ Стефчов.

— Каллех Соколов-и? Апла вӑл «консул» вырӑнне юлнӑ пулать?

— Тӗрӗс, бей-эфенди, анчах «консул» ӗҫӗсем, Соколовӑннипе танлаштарсан, ача-пӑча вӑййисем кӑначчӗ-ха.

— Ыттисем камсем?

— Ӗҫрен кӑларнӑ учительсем те тата темиҫе ирсӗр ҫын.

Бей сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ.

— Вӗсем халь унтах-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Унтах, нӳхрепре. Ҫанталӑк лайӑх чухне вӗсем садра пуҫтарӑнаҫҫӗ… Эрех ӗҫеҫҫӗ те каварлашаҫҫӗ…

— Мӗн тума канаш паратӑн вара эс?

— Мичо патӗнчен вӗсем кирек хӑҫан та тӗттӗм пулсан саланаҫҫӗ. Ҫывӑхра вӗсене ҫавӑрса илмелле те кайма тухнӑ чухне пӗтӗмпе тытмалла; жандармсем пӗтӗм ушкӑнне тытса тӳрех конака илсе килӗҫ.

— Ун пек юрамасть, — хирӗҫ пулчӗ Заманов. — Урамра тытсан вӗсем мӗншӗн пухӑннине пӗлсе пӗтерме ҫук, вӗсем тӳрре тухма пултараҫҫӗ. Пирӗн Мичо ҫуртне тапӑнса кӗмелле, хӑйсем канашлакан пӳлӗмрех тытмалла вӗсене, — пит те вырӑнлӑ пулать Пӗтӗм хучӗсемпе, протоколӗсемпе, докуменчӗсемпе тытмалла… Вара лайӑх та пулать, ал лаппи ҫинчи пек, нимӗн пытармалли те пулмасть вӗсен… Кайран тӳрре тухса пӑх-ха: «Пӗлместӗп, илтмен те, курман та…» тесе тӑр. Чи малтан эпӗ хам вӗсене тӗпчесе ыйтма тытӑнатӑп.

Ҫак канаш бее пит килӗшрӗ. Стефчов та ҫапла тумалла тенинчен каҫса кайрӗ. Вӗсен умӗнчи шпион халь пӗтӗм хӑйӗн чапӗпе курӑнса кайрӗ. Заманов тӗшмӗртни хӑй тӑрӑшма пултарнӑ пекех вырӑнлӑ иккен.

— Анчах ҫак ӗҫсене пӗтӗмпе тӗттӗм пулнӑ чухне кӑна тума тытӑнмалла, хушса хучӗ Заманов. — Ҫавӑн пек тытнӑ чух тӗттӗмре ӗҫленине нимӗн те ҫитмест.

— Калаҫса татӑлтӑмӑр! — сӑмаха мухтавлӑн пӗлтерчӗ те бей, аллисене ҫупса илчӗ.

Жандарм килсе кӗчӗ.

— Онбаши кунта-и?

— Шериф-ага час таврӑнать.

— Таврӑнсанах кӗтӗр-ха ман пата! — хушрӗ бей.

Полицейски тухса кайрӗ.

— Кӑштах манса кайман, — пуҫларӗ Стефчов, ларнӑ Заманов енне ҫаврӑнса. Заманов, тем, ҫамкине пӗркелентернӗ, хӑйӗн тӗттӗм шухӑшӗсемпе те ӗмӗчӗсемпе тертленетчӗ пулас.

Стефчов, кӑкӑр кӗсйинчен ҫыру кӑларса, ӑна уҫма тытӑнчӗ.

— Мӗн ку? — сасартӑк вӑраннӑ пек ыйтрӗ Заманов.

— Соколов ҫырӑвӗ, Панагюриштене ярасшӑн пулнӑ.

— Ав мӗнле иккен!

— Ӑна пушта леҫекенӗ ӳкерсе хӑварнӑ пулмалла… Эп паян ҫакна хӑта пӳрчӗн алӑкӗ умӗнче тупрӑм.

— Мӗн ҫырнӑ унта? — ҫырӑва пӑхса ыйтрӗ Заманов.

— Вӑрттӑнлатса ҫырнӑ ӑна; темле Лука Нейчев ячӗпе янӑ пулнӑ. Ҫынни вӑл тем мар, Панагюриштере атӑ ҫӗлекенни кӑна. Эрнесерен вӑл К. хулине пасара ҫӳрет те Бяла Черква урлӑ иртет. Ӗҫӗ ун пирки мар-ха, — ҫырӑвне кама та пулсан урӑххине ҫырнӑ пек туйӑнать мана, Панагюриштери комитет валли пуль тетӗп.

— Мӗнле хут ку? — ыйтрӗ бей те интересленсе.

Замановпа Стефчов пӑлхарла калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа старик пӗр ӑнланмасӑр юлчӗ.

Стефчов ӑна пӗтӗмпе ӑнлантарса пачӗ.

— Вула, вуласа пар, пӑхар-ха эппин, — терӗ бей, итлеме пикенсе.

Стефчов ҫакӑн пек вуласа кӑтартрӗ: «Лука бай!

Сирӗн килӗрте пурте сывах тӑраҫҫӗ пуль тетӗп-ха, мӑшӑрӑр та сывӑлса ҫитрӗ пуль; ҫапах та вӑл хам парса янӑ пилюлисене ҫӑттӑр. Суту-илӳ мӗнле пырать сирӗн? Сана курманранпа ик эрне те ҫитрӗ, — темшӗн эс пирӗн енне кӗрсе тухмастӑн; чир-чӗр кансӗрлемест пуль тетӗп сана килме. Кунталла килнӗ чух Янков аптекне кӗрсе ман валли вунӑ грошӑлӑх белладоннӑ курӑкӗ илсе кил, ман хатӗрлени пӗтрӗ. Килтисене пурне те салам. Соколов».

— Нимӗн иккӗленмелли те ҫук, вӑрттӑнлатса ҫырнӑ, — терӗ Заманов.

— Халь ҫавна тӗрӗкле куҫарса пар-ха, — хушрӗ бей.

— Шухӑшламасӑр пӑхсан, унта нимӗн те ҫук пек, анчах шухӑшласарах пӑхсан, иккӗленмелли пит нумай, — терӗ те Стефчов, бей еннелле пӑхса, ҫырӑвне тӗрӗкле куҫарма тытӑнчӗ.

— Чим-ха, — чарса тӑчӗ ӑна бей, — чи малтанах унта пилюли пирки каланӑ; ӑна пульӑ тесе ӑнлӑнма пулать!

— Апла та пулма пултарать, — килӗшрӗ Заманов.

Бей кӑвак табак тӗтӗмӗ вӗрсе кӑларчӗ те енчен енне мӑнаҫлӑн пӑхса илчӗ, татах итлеме пикенчӗ.

Стефчов малалла куҫарма тытӑнчӗ.

— Чарӑн-ха, — терӗ ӑна бей каллех, — суту-илӳ пирки ыйтать-и? Пӗлмеҫҫӗ терӗҫ пуль! «Хатӗрленӳ мӗнле пырать!..» тесе пӗлесшӗн вӑл. Пире те чӳпӗкрен туман-ҫке!

Бей темӗн пӗлтерес пек Заманова куҫ хӗссе илчӗ: «Хӳсни-бей ватӑ тесе ан тӑр-ха эс, вӑл чее тилӗ пек, ӑна улталаймӑн!» тесе калассӑнах туйӑнчӗ вӑл.

Стефчов малалла вуларӗ. Ак ҫак вырӑна ҫитсен: «Чир-чӗр кансӗрлемест пуль тетӗп сана килме», тенине вуласан, бей ӑна каллех чарса тӑчӗ.

— Христаки-эфенди, — терӗ вӑл Заманова, — ак ҫак чир-чӗр пирки те сывлӑх пирки каланине кӑштах тӑна илме йывӑр. Ҫак сӑмахсене эс мӗнле ӑнланатӑн? — тесе ыйтрӗ.

— Чир-чӗр тесе сыввине калать пуль-ха вӑл, сывлӑх пирки каланӑ чух чир-чӗр пирки калать пуль тетӗп эпӗ, — пит те ӗҫлӗн тавӑрса пачӗ Заманов.

Ҫакӑн пек ӑслӑ сӑмах мӗне пӗлтерессе тӗшмӗртесшӗн пулнӑ пек, бей тарӑн шухӑша кайса тӑчӗ.

— Халь пӗтетпех ӑнланмалла! — тесе хучӗ вара вӗҫкӗнленсе.

Кирияк татах вулама тытӑнса, «беллдоннӑ» сӑмах патне ҫитсен, бей ӑна савӑнса кӑшкӑрса каллех пӳлчӗ:

— Кунта вара вӑл каламаллипех каласа хучӗ, «Дебела Бона» терӗ-и? Вӑл та вӗсен ушкӑнӗнче иккен!.. Ҫав буйвол амине курмассерен мана ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗрет, ҫав калама ҫук мӑнтӑр хӗрарӑмра шуйттан туллиех пуль; правительствӑна хирӗҫ вӑл темӗн шухӑшлатех.

Бей сӑмахӗ утмӑл ҫулхи мӑнтӑр карчӑка Бона кинемее тиврӗ ӗнтӗ, чиркӗве кайнӑ чух вӑл ирхине те конак умӗнчен иртмесӗр пӗрре те сиктерсе хӑвармасть.

Стефчовпа Заманов йӑл кулса илчӗҫ. Кайран бее ӑнлантарса пачӗҫ вара вӗсем, сӑмахӗ кунта эмел тумалли чечек ҫинчен пырать терӗҫ.

— Вула, малалла вула, — тесе хушрӗ мӑшкӑл вӗҫне юлнӑ бей.

Стефчов малалла вуларӗ:

— «Килтисене пурне те салам. Соколов»… Пӗтрӗ.

— Килтисене пурне те салам! — кӑшкӑрса ячӗ бей. — Пит те ӑнланмалла! Пӗр сӑмахпа каласан, ку ҫырура пуҫламӑшӗнчен тытӑнса мӗн вӗҫне ҫитичченех пӑлхав ҫинчен сӑмах пырать.

— Ҫапах та кунта татӑклӑнах нимӗн те пӗлме ҫук-ха, — кӑмӑлсӑр асӑрхаттарса хучӗ Стефчов.

— Пӗлме ҫукрах ҫав, чӑн та, пӗлме ҫукрах, — килӗшрӗ унпа бей, — пире ҫапах та пӑтраштарма ҫук; хамӑр мӗн пӗлейменне тухтӑр хӑех пире ӑнлантарса парӗ-ха.

— Чимӗр-ха, ҫак ҫыру мӗне пӗлтернине пирӗн халех пӗлме кирлӗ, — хушса хучӗ Заманов, ҫырӑва тинкеререх пӑхса. — Пар-хӑ ӑна мана, эп тупӑп унта мӗнле вӑрттӑнлӑх пуррине, пӑлхавҫӑсен ҫырӑвне мӗнле вулама пӗлмелли йӗрке пур манӑн.

Ҫырӑва хӗвне илсе чикрӗ вӑл.

— Тӑрӑшса пӑх, Христаки-эфенди, тӑрӑшса пӑх, — терӗ бей.

Стефчов кайма хатӗрленсе пуҫне тайсаччӗ.

— Эппин калаҫса татӑлтӑмӑр терӗмӗр, ҫапла-и? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Пӗтӗмпех паян каҫхине туса пӗтеретпӗр, — шантарчӗ бей. — Кайса канах лӑпланса, Юрдан чорбаджие салам кала.

Стефчов бей патӗнчен телейлӗ те савӑнӑҫлӑ тухса утрӗ. Конак хапхи умӗнче ӑна Заманов хуса ҫитрӗ.

— Эпир санпа паян каҫхине курнӑҫатпӑр-и? — ыйтрӗ Стефчов. — Ҫав ҫынсене тытас ӗҫпе эсӗ ертсе пыратӑн-ҫке.

— Ӗҫ пулса пӗтнӗ темелле, хам ҫине илтӗм-ҫке, — терӗ лешӗ.

— Кирияк, эс мана кивҫен пар-ха ыранччен пӗр лира; пит те кирлӗ, — хушса хучӗ вӑл васкавлӑн.

Стефчов салхуланчӗ, ҫапах та жилет кӗсйине хыпашларӗ.

— Ил акӑ икӗ тенкӗ, урах ҫук манӑн. Заманов укҫине илчӗ те шӑппӑн кӑна:
— Пар ӗнтӗ, пар тата, памасан сыхланса кӑна тӑр, — терӗ шӑппӑн, — Странджова пӗр сӑмах кӑна систересси, эс паян мӗнле ӗҫ хускатса ятӑн тесе; ҫамкуна пульӑ лартса ярӗҫ.

Стефчова шӳтленӗ пек кӑна хӑратнӑ пек туса, Заманов кулкаласа илчӗ.

Стефчов ӑна пӑшӑрханса пӑхрӗ.

— Заманов, ҫав Соколовпа унӑн юлташӗсем кутузкӑра ларнине ыран пӗлсен, эпӗ сана вунӑ лирӑ тутӑрпах чӗркесе парӑп! — терӗ вӑл хӗпӗртесе.

— Юрӗ. Халлӗхе эс мана апатланмалӑх виҫ-тӑватӑ грошӑ ваккине пар эппин, паян каҫхине тенкӗсене ваклас мар тетӗп… Тавтапуҫ, тепре куриччен!

Христаки тепӗр урамалла, хӑй чарӑннӑ трактир еннелле пӑрӑнса кӗчӗ. Цачов хаджисен ҫурчӗ патӗнчен пӑрӑнса кӗрсен, вӑл Ставри пупа курчӗ те ӑна чарса тӑчӗ.

— Турӑ сывлӑх патӑр, пачка! — тесе, вӑл пуп аллине тутипе сӗртӗнчӗ. — Ну, ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ ку чухне? Мӗнле пурӑнатӑр? Кӗл туса укҫа чылай илетӗр-и? Мӗнле халь кунта сирӗн, — ҫуралакансем ытларах-и, вилекенсем-и?

— Ытларах минчете тӑраҫҫӗ! — терӗ старик, юри кулкаласа, провокатор ҫапла ҫине тӑрсах тинкерсе пахнинчен шикленсе, хӑвӑртрах хӑтӑлса каясшӑнччӗ те, Заманов ӑна аллинчен тытса тӑчӗ, ҫаплах тинкерсе пӑхса, ҫакӑн пек ыйтрӗ:
— Тӗрӗс те, халь шӑпах туй вӑхӑчӗ, ыран-паян тенӗ пек, турӑ тепӗр хут анма пултарать-ҫке… — тем пӗлтерес пек куҫне хӗссе илсе, вӑл сасартӑк сӑмахне тепӗр мая ҫавӑрчӗ:
 — Пачка, ыранччен сан ҫукчӗ-ши пӗр алла грошӑ, укҫа пит кирлӗччӗ.

Старик салхуланчӗ.

— Пупӑн ӑҫтан укҫи пултӑр!.. Кирлех пулсан, ак пиллеме пултаратӑп.

Ставри пуп каллех ҫапла шӳтленипе хӑтӑлӑп тесе шутланӑччӗ, анчах Заманов ӑна шӑтарас пек пӑхса илчӗ те шӑппӑн кӑна:

— Пар аллӑ грошӑна. Эп пӗлетӗп-ҫке, сан Ганчо унта комитет секретарӗ… Ҫавӑн ҫинчен асӑнтарасси кӑна ман кама та пулин, вара сире пит кансӗр килет!

Старик шурса кайрӗ. Хӑвӑртрах кӗмӗл укҫа кӑларчӗ те Заманова тыттарса сыв пуллашрӗ.

— Тепрӗ куриччен, пачка, кӗл тунӑ чух пире те манса ан хӑвар.

— Анафемӑ! — мӑкӑртатрӗ пуп, хӑй ҫулӗпе утнӑ май. Ҫумӑр ҫаплах чарӑнмарӗ… Заманов хӑй пӳлӗмне пырса кӗчӗ.

— Эй, ачамккӑ, кӑвар илсе килсе кӑмакана хур-ха, — хушрӗ вӑл тарҫа.

Тарҫӑ тӗлӗнсе пӑхрӗ те, хӑй ӑшӗнче вӑл: «Кулӑшла ҫын иккен! Ҫакӑн пек шӑрӑх чухне ӑшӑнасси килет!» тесе те шухӑшларӗ пуль.

— Илсе кил терӗм-ҫке сана! — хыттӑн каласа хучӗ те Заманов, йӗпеннӗ пиншакне хывса ҫакрӗ.

Тарҫӑ пӗр ӑскӑч кӑварлӑ кӑмрӑк илсе килсе пӗчӗк кӑмакана хучӗ.

— Халь кайма та пултаратӑн! — терӗ Заманов, ун хыҫҫӑн алӑк хупса.

Заманов тинех Стефчов панӑ ҫырӑва хӗвӗнчен кӑларса уҫкаларӗ, хӳтӑн ҫырман енне кӑвар умӗнче ӑшӑтмалла тытрӗ те чӑтӑмлӑн кӗте пуҫларӗ. Хучӗ ӑшӑнса ҫитсен, вӑл ӑна ҫӗклесе пӑхрӗ, пит-куҫӗ хӗпӗртенӗ пек пулчӗ, вӑл савӑнчӗ: халь ҫеҫ тап-таса шурӑ хут ҫинче темле тӗттӗм сарӑ йӗркепе ҫырнӑ сӑмахсем палӑра пуҫларӗҫ. Паллах ӗнтӗ, комитетсем урӑхла йышши чернилпа ҫыратчӗҫ, ҫырнӑ хута вут ӑшшинче тытсан, унта мӗн ҫырнине пӗлме май пур. Тепӗр енне вара нимӗне тӑман сӑмахсем кӑна ҫыркалаҫҫӗ, ҫапла тӗрӗк влаҫӗсене, енчен ҫакӑн пек хут вӗсен аллине лекес пулсан, улталаса ҫыратчӗҫ. Инкек пулмасть-и вара, пӗр-пӗр вӑрттӑна икӗ ҫынран ытла пӗлекенсем пулсан, ӑна вӑрттӑн теме те ҫук, ҫак вӑрттӑнлӑха Заманов та лайӑх пӗлет.

Ҫырура Бяла Черквари комитетӑн ӗҫӗсемпе шухӑшӗсем ҫинчен ҫырнӑ пулнӑ, ӑна Соколов председатель алӑ пуснӑ.

Заманов ҫак саккуна хирӗҫ ҫырнӑ йӗркесене тӗплӗн вуласа тухрӗ те, унӑн илемсӗр пичӗ йӑл кулкаласа илчӗ. Вара кӑранташне кӑларса, председатель хушамачӗ айӗнче ирӗкрех вырӑн тупса пӗр паллӑ туса хӑварчӗ.

Унтан васкаса тухрӗ те конакалла кайрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней