Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXXVII. Икӗ юханшыв

Раздел: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.07 03:25

Предложений: 104; Слово: 1161

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Огнянов ҫавӑн чухне инҫетри тусем ҫинчеччӗ.

Окопсем патӗнчен вӑл чи юлашкинчен кайрӗ. Тӗрӗксен пӗр ушкӑнӗ ун патнелле пере-пере хӑпаратчӗ ӗнте, вӗсен тепӗр ушкӑнӗ ҫывӑхри тӳпе тӑрринчен персе те Огнянов хӑй йӑлтах юнланса пӗтнӗ, тар тӗтӗмӗпе хуралнӑ, тумтирне икӗ ҫӗртен персе шӑтарнӑ, тӑшман пулинчен ӑнсӑртран ҫеҫ ҫӑлӑнса, ун серепинчен хӑтӑлчӗ… Вилӗм шыранӑччӗ вӑл хӑйне, анчах ҫавӑн пек самантра ҫеҫ хускалан пурӑнас туйӑм ӑна хӑтарчӗ.

Халь ӗнтӗ Огнянов Вырлиштницӑ тӑвӗн чул хушшинчи сулахай хысакӗнче тӑрать, аялта шыв юхса выртать.

Тусанланнӑ юнлӑ пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатса.

Огнянов йӗрет.

Хӑй ҫара пуҫӑнах, революци епле ӑнӑҫсӑр пӗтнине салхуллӑн пӑхса тӑрать.

Аялта, айлӑмра, пӑлхавҫӑсен пӑтрашнӑ ушкӑнӗсем, хӗрарӑмсем, ачасем хӑраса ӳкнипе ҫӑлӑнӑҫ шыраса ту хушшинелле тараҫҫӗ. Ҫав телейсӗрсен кӑшкӑрашса йӗнӗ сассисем кунта ҫити илтӗнеҫҫӗ.

Ун умӗнче вут-ҫулӑм ярса илнӗ Клисурӑ курӑнса выртать.

Огнянов ӑнсӑртран хӑйӗн юнпа вараланнӑ сылтӑм аллине пӑхрӗ те вӑл Кандов юнӗ иккенне асне илчӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн шухӑшӗ Кандовран Рада ҫине куҫрӗ… Вара ҫӳҫенсе илчӗ; аллине кӗсйине чикрӗ, лӳчӗркенсе пӗтнӗ хайхи ҫырӑва кӑларса сарса майларӗ. Рада ҫырӑвӗ иккен.

Кӑранташпа ҫырнӑччӗ ҫырӑвне; вӑл ҫакӑн пек йӗркесем вуласа тухрӗ:

«Бойчо,
Эс мана курайми пулса пӑрӑнтӑн.
Эпӗ сансӑр пурӑнма пултараймастӑп. Тархасшӑн, пӗр виҫ сӑмахпа та пулин ҫырса яр… Пурӑнма калатӑн пулсан, эпӗ сывах юлма тӑрӑшатӑп… Эпӗ айӑплӑ мар… Бойчо, ҫырса яр мана. Эпӗ ҫав тери хытӑ пӑшӑрханатӑп… Килӗшместӗн пулсан, сывӑ юл, чунтан савнӑ ҫыннӑм. Эпӗ Клисурӑ ишӗлчӗкӗсен айне хама пытаратӑп.

Рада».

Огнянов калама ҫук пысӑк хуйха ӳкрӗ. Вӑл хула ҫинелле пӑхса илчӗ. Пушар араслансах пырать. Тӗрлӗ ҫӗрте ҫурт тӑррисенче вут-ҫулӑм ҫӑмхисем хутшӑнсах пыраҫҫӗ, хӗрлӗ ҫулӑм ҫӳлелле хӑпара-хӑпара тӳпене ҫулать. Хура тӗтӗм юпаланса хула ҫийӗн ҫӗкленет те пӗлӗтпе хупланса пӗтӗм таврана карса илет; каҫ ӗнтрӗкӗ те паян яланхи пек мар, ҫӑрарах та тӑкӑскӑ. Ҫулӑм пур еннелле те хӑвӑрт сапаланса кайрӗ. Унӑн ҫути Рибарицӑн чуллӑ сӑрт ҫыран хӗррипе те Стара шывӗн хумӗсене те хӗрлӗн ялкӑштарса ҫутатать. Муратлийскисем пурӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта Огнянов часах шыраса тупрӗ, вӑл Рада пӳлӗмен икӗ чӳречине те палласа илчӗ. Ку ҫурта вут хыпса илеймен-ха, анчах вут часах ун патне те ҫитет, юнашарти ҫуртсем ҫунаҫҫӗ ав.

— Ах турӑ! Вӑл мӗскӗн халь те ҫавӑнта-ши!.. Ҫӗр ҫӑттӑрах кунӑма!

Огнянов айлӑмалла чупса анчӗ йывӑҫ тӗмисем урлӑ сике-сике каҫса вӑл каялла чупрӗ, Клисурӑ патнелле юхакан шыв хӗррине тухрӗ.

Вырлиштницӑ хушлӑхӗнче ҫапса хӗснӗ пек халӑх: арҫынни, хӗрарӑмӗ, ватти-вӗтти, ачи-пӑчи. Шуйханса ӳкнӗ ҫынсем пӗтӗм шыв хӗррипе тӑсӑлса, хӑй те сарӑлса юхан шыв пек курӑнать, анчах вӑл юхасса тӑвалла кӑна юхать. Хӑрушӑ вӑхӑт пӗр сехет хушшинче пӗтӗм Клисурӑна пушатса хӑварчӗ те ту хушшине халӑхпа тултарчӗ. Пурте чупаҫҫӗ, пурте ҫаплах малалла ыткӑнаҫҫӗ, хыҫалтан такам йӗрлесе чупнӑ пек хӑйсем ҫын иккенне манса васкаҫҫӗ. Пӗрисем хӑйсен ҫийӗнчи тумӗсемпе ҫеҫ тухнӑ, теприсем витӗнмеллисем тытнӑ, хуҫалӑхри тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑка йӑтнӑ, хӑшӗсем тата пӗр кирлӗ мар япаласем ҫӗклесе пыракансем те пур. Хӑш-пӗринчен каҫса кайса кулма та пулать. Акӑ пӗр пуян хуҫа, ҫурчӗпе килти пӗтӗм туприне пӑрахса хӑварса, хул хушшине стена сехечӗ кӑна ҫӗкленӗ, ҫав япала кун пек чухне ним тума та кирлӗ мар… Акӑ ун хыҫҫӑн пӗр хӗрарӑм хӑйне чупма кансӗрлекен алапа пырать… Карчӑксемпе хӗрсем чул ҫийӗн ҫарранах чупаҫҫӗ, ура сырмаллисене ҫӗкленӗ… Огнянов кашни ярса пусмассерен ҫакӑн пек ушкӑнсемпе тӗл пулать, хушӑран вӑл ҫӗр ҫинче выртакан ҫурри вилнӗ-ҫурри вилеймен хӗрарӑмсенчен такӑна-такӑна иртет; лешсем пулӑшу кӗтсе акӑш-макӑш кӑшкӑраҫҫӗ те, анчах вӗсене никам та пырса тӑратмасть… Ҫак тискерлӗхе курнӑ май Огняновӑн ҫӳҫӗ вирелле тӑрать, хӑй ҫара пуҫӑнах, ҫаплах хуланалла чупать, пӗртен пӗр шухӑшӗ те Радӑна ҫӑласси кӑна. Вӑл хӑй асне илмесӗрех ӑна ҫак ушкӑнсенче шырарӗ. Сехрисем хапнӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсене ҫав Рада мар-и тесе тинкерсе пӑхса малалла та малалла чупать. Анчах ҫак ҫынсем халь уншӑн пурте ют; мӗлке пек кӑна курӑна-курӑна юлаҫҫӗ, уншӑн вӗсем ҫукпа пӗрех. Вӗсем мӗншӗн ҫапла тарнӑ пирки те вӑл шухӑшне илмерӗ, — вӑл шухӑшламарӗ те вӗсем ҫинчен, лешсем те ун ҫинчен шухӑшламарӗҫ. Пӗтӗм халӑх хуларан тарнӑ чух вӑл мӗншӗн хулана чупнӑ пирки никам та тӗлӗнмерӗ, пӗр сӑмах ыйтмарӗ… Вӑл нимӗн пирки те шухӑшламарӗ: хӑвӑртрах хулана ҫитсе кӗрессе кӑна пӗлчӗ вӑл!

Кашни ярса пусмассерен ӑна тискертен тискер сӑн-сӑпат курӑна-курӑна каять. Пӗр чуллӑ сӑрт хӗррипе пӑрӑнса кӗнӗ чух Огнянов ҫырмана ӳкнӗ ачана асӑрхарӗ, юнланса пӗтнӗ ача, чупа-чупа халран кайнӑскер, хӑраса ӑсран каясса ҫитнӗ май, вӑл чӗрене хайӑрса кӑларас пек кӑшкӑрать. Тата кӑшт леререх ҫул хӗрринче пӗр кӑкӑр ачи выртать, йӗре-йӗре кӑвакарса та кайнӑ вӑл — амӑшӗ тарма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе пӑрахнӑ пулмалла. Карчӑксем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, вӑл макӑрнине илтмен пек пулса, ҫав мӗскӗн ача урлӑ асӑрхамасӑрах сике-сике каҫаҫҫӗ. Кашни хӑй ҫинчен кӑна шухӑшлать. Хӑрушлӑх пӗтӗм чӗре хӑватне мӑкатса хӑварать, тискерлетет. Мӑшкӑл курни те ҫын сӑн-питне хӑрушлӑх курнӑ чухнехи пек илемсӗрлетеймест. Огнянов ирӗксӗрех пӗшкӗнчӗ те пӗчӗк ачана алла илсе малалла утрӗ. Ҫулран кӑшт аяккарах, тӗме айӗнче, темле хӗрарӑм вӑхӑт ҫитмесӗрех ача ҫуратнӑ иккен те ытла йывӑр пулнипе сӑнсӑрланса, чупса иртекен ҫынсем еннелле алӑ тӑсса выртать. Йынӑшса улани, ача макӑрни, хӑрӑлтатса кӑшкӑрашнӑ сасӑ пӗтӗм ту хушшинче янраса тӑрать.

Ҫитменнине тата ҫумӑр та чӗреслетсе ҫума тытӑнчӗ. Юхтарса ҫӑвакан тӑвӑллӑ ҫумӑр вӑйсӑрланса ҫитнӗ халӑха чӑм шыв туса хучӗ. Аслати авӑтса аҫа ҫапни ту хушшинче ян та ян каять. Ахӑрашнӑ ҫумӑр минут иртмессерен инкек ҫине синкек хушать. Сӑрт ҫамкисенчен ҫырманалла пӑтранчӑк шыв кӗрлесе анать, мӗскӗн таркӑнсене шӑмма витерессе ҫити шӑнтать, ӗнтӗркетет, ҫумӑр питрен ҫапать. Амӑшӗсенчен уртӑннӑ ачасем, урисемпе аран тӗнкӗлтетсе, ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ те шыв илнине пула ура ҫинчен ӳкеҫҫӗ… йӗни те йынӑшса кӑшкӑрни хытӑрах та хытӑрах илтӗнсе тӑрать.

Ту хушшинче ҫакӑна-ҫакӑна тӑракан чулсем ҫав кӑшкӑрашнӑ сасса та чарӑна пӗлмен аслати авӑтнине пӗтӗм таврана янӑратаҫҫӗ.

Огнянов чӗреслетсе ҫӑван ҫумӑр витӗр хирӗҫ пыракан халӑх хушшинче кӗтмен ҫӗртен пӗр паллакан хӗрарӑма курах кайрӗ. Муратлийский арӑмӗ иккен, аллине вӑл кӑкӑр ачи тытнӑ, аслисем — тата виҫҫӗшӗ — ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Огнянов пӑтранчӑк шыв урлӑ каҫрӗ те ҫав ӗшеннӗ хӗрарӑм патне хашкаса ҫитрӗ.

— Рада ӑҫта? — тесе ыйтрӗ вӑл.

Тӗлӗннӗ хӗрарӑм ҫӑвар карса пӑрахрӗ, унтан ывӑннипе аран сывлӑш ҫавӑрчӗ те пӗр сӑмах калаймасӑрах хула еннелле тӑсса кӑтартрӗ.

— Вӑл сирӗн патӑрта-и? — каллех ыйтрӗ Огнянов.

— Унта, унта, васкӑр хӑвӑртрах, — аран илтӗнмелле мӑкӑртатрӗ вӑл.

Тепӗр чух ӗнтӗ ҫак сывлӑхран йӑваш хӗрарӑм ҫакнашкал кансӗр ҫула чӑтас та ҫукчӗ пулӗ. Тинкерсе пӑхнӑран куҫӗ чарӑлса кайнӑ. Анчах хевтине пула ҫапах та ҫӳрет-ха… Ӑна пулах ачисем те пыраҫҫӗ.

— Ку ачана ӑҫта илсе каятӑн? — ыйтрӗ Муратлийский арӑмӗ, ҫумӑра пула унӑн сасси те ытла йӑваш илтӗнчӗ.

Огнянов тӗлӗнсе кайрӗ. Таҫта тупнӑ ачана тытса пынине вӑл халь кӑна асӑрхарӗ. Ҫак пӗчӗк ачан йывӑрӑшне те тинех туйса пӗлсе илчӗ.

Вӑл Муратлийский арӑмне ним каламасӑрах пӑхкаларӗ.

— Пар ӑна мана! Пар кунта!.. — терӗ лешӗ.

Огняновран ачана илсе ӑна хӑй йӗпе кӑкӑрӗ ҫумне тытрӗ те хӑй ачине тепӗр аллипе тытса малалла утрӗ.

Огнянов Вырлиштницӑ шывӗ патне ҫитиччен тӗттӗм те пулса тӑчӗ. Клисурӑ кунтан алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать. Ҫумӑр пушара сӳнтернӗ, унта-кунта кӑна ҫурт тӑрри айӗсене, чӳречесем витӗр вут ялкӑшни палӑркалать те, тӗттӗм хула тӗллӗн-тӗллӗн хӗрелсе ҫуталса каять… Ишӗлсе анакан ҫуртсем ӳкни илтӗнет. Ҫулӑм пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта хыпа-хыпа илет. Сасартӑк Огнянова хулан кӑнтӑр енче тем пысӑкӑш пушар хускални курӑнса кайрӗ. Ҫулӑмлӑ хӗм шатӑртатса таҫта ҫӳле хӑпарать те сывлӑшрах пӗрчӗкленсе саланать. Шӑпах ҫав вырӑналла Муратлийскисен ҫурчӗ пуррине асне илчӗ Огнянов… Чӑн та, шӑпах ҫав пӳрт ҫунать… Ҫав самантрах ҫуртӑн иккӗмӗш хучӗ, пӗтӗм таврана вут-хӗм сапса, йӑтӑнса та анчӗ. Рада пурӑнакан пӳлӗм шӑпах ҫавӑнта, ҫӳлти хутӗнчеччӗ!

Огнянов пуҫне ярса тытса кӑварлӑ урам тӑрӑх чупрӗ, туллиех хӗвӗшекен тӗрӗксен хушшине кӗрсе куҫран ҫухалчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней