Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫитес вырсарнирен тепринче килетпӗр.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Халь ӗнтӗ Вакула асӑрхарӗ, Пацюк умӗнче ҫӑмах чашки те, катка та ҫук; анчах ун вырӑнне урайӗнче икӗ йывӑҫ тирӗк ларать; пӗрин ҫинче туллиех хуран кукли, тепринче хӑйма.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тепринче тата чиркӳ старостипе хӑйпе те мыскара пулса иртнӗ.В другой раз с самим церковным старостой приключение случилось.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсенчен пӗринче командующи полкри салтаксемпе командирсене правительствӑн пысӑк наградисене илнӗ ятпа саламлать; тепринче — Озерова тата пӗтӗм полка юлашки ҫапӑҫусенче тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн тав туни ҫинчен пӗлтерет, «уйрӑммӑнах сирӗн 264,3 сӑрт ҫинче пулнӑ ҫапӑҫури хӑюллӑ пуҫарӑва паллӑ тӑватӑп», — тенӗ командарм Озерова.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Николай Петрович е тачанка, е машина патне пынӑ, унтан теприн патне; вӑл арҫынсене е хӗрарӑмсене сывлӑх сунса, вӗсемпе калаҫма пуҫлани, вӗсенчен ыйта-ыйта пӗлни тӑрӑх, хӑй паллакан пит-куҫсем ҫине тимлесех, пӗринче йӑл кулса, тепринче куҫхаршийӗсене сиввӗн сиктеркелесе, пӑхни тӑрӑх ӑна пӗр шухӑш лӑплантарманни палӑрнӑ: ҫак ҫынсем станицӑсене тавӑрӑнсан татах тепӗр ҫӑмӑл мар задачӑна епле пурнӑҫа кӗртме пултарассине пӗлес килнӗ унӑн.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Варвара Сергеевна юриех хытӑ ӳсӗрчӗ, алӑк урата урлӑ хытӑ утса каҫса, малтан пӗр пӳлӗмӗнче, унтан — тепринче ҫутӑ ҫутрӗ.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пуҫа тӗрлӗрен шухӑш пырса кӗрет тата: пӗррехинче — самӑр Квейс комендант хускалса илнӗ пек туйӑнать, тепринче — алкумӗнче выртакан салтак йынӑшнӑ пек.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Арманпа юнашар сарай пек хуралтӑ ларать, анчах унӑн икӗ чӳрече пур — ку вӑл икӗ пӳлӗмлӗ кантур; пӗр пӳлӗмӗнче арман директорӗ Федор Лукич Хохлаков, тепринче — счетовод, типшӗм те пысӑк пуҫлӑ, сӑмси вӗҫнех антарса лартнӑ куҫлӑхлӑ старик ӗҫлет.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев акӑ мӗншӗн савӑнать: кӑҫал та кӗҫ-вӗҫех акӑ ҫеҫенхир тӗрлӗ сасӑпа кӗрлеме-шавлама пуҫлать, ҫак ҫулсем тӑрӑх, шыв ҫулӗсем ҫинчи пек, элеваторсенелле тырӑ куҫма тытӑнать, урапа кустӑрмисене йывӑррӑн латӑртаттарса, лавсем кайма пуҫлаҫҫӗ, сарӑ тырӑ тиенӗ тусанлӑ грузовиксем чупса иртеҫҫӗ; вӑл тата акӑ мӗншӗн салху та кӑштах шикленерех панӑ: ҫак кунсенче вӑхӑт темшӗн яланах хӑвӑрт иртнипе ӑна хӑваласа ҫитме те йывӑр, — пӗр колхозӗнче йӗтемсем кайса хатӗрлеме ӗлкӗреймен, тепринче — тырӑ кӗртмелли хуралтӑсене юсас ӗҫе кая хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — урапасемпе лаша кӳлмелли ытти хатӗрсене хатӗрлесе ҫитермен.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Астӑвӑр: тепринче те кун пек пулсан, эп пӑхса тӑмӑп.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— С. хулине таврӑнсан ҫеҫ, хам ҫав тери кулӑшла ҫын иккенне ӑнлантӑм, — пӗрре шӳтлесе, тепре чӑнласах тенӗ пек сӑмах хушрӗ Вэй-фу; хӑрах аллинче унӑн пирус, тепринче — эрех тултарнӑ черкке.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Темӗнле ҫын, хӑрах аллинче — чӗркенӗ ковёр, тепринче — ҫирӗп ҫыхнӑ ҫаврака ҫыхӑ йӑтса пырать, ҫыхӑ ӑшӗнчен балалайка грифӗ курӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тепринче эпӗ Гомерӑн «Илиадине» илсе килӗп те, уксах тимӗрҫӗ Гефест Ахиллес валли нимӗнле сӑнӑ витейми тимӗр тумсем туни ҫинчен вуласа парӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗчӗкҫеҫ ҫыру сӗтелӗ ҫинче ларакан кӗрен тюльпан-калпаклӑ лампа, унпа юнашар васкаса таккакан шӑнкӑравлӑ сехетлӗ мопс евӗрлӗ чернил савӑчӗ; стена ҫине кравате тӑрӑххӑн ҫакнӑ тигрлӑ та сӑнӑпа тӑракан юланутҫӑ-араблӑ кӗҫҫе кавир; пӗр кӗтесре кӗнекесем хунӑ лӗнчӗркке этажерка та тепринче шалт тӗлӗнтермелле ӗмӗлкеллӗ виолончель хупӑлчи; пӗртен-пӗр чӳрече тӑрринелле труба евӗр чӗркесе хӑпартнӑ улӑм каркӑҫ; алӑк патӗнчи ҫипуҫа хуплаттарса карнӑ простынь.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗр кӗленчинче — эрех , тепринче — ром.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Акӑ халӗ каютӑра куҫӑма пӗр пӗчӗк шкап курӑнса кайрӗ; шкапӑн икӗ ещӗк; пӗринче виҫӗ бритва, пӗр хачӑ тата вуннӑ ытла лайӑх ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем тупрӑм; тепринче укҫа сиксе тухрӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем — Европӑра ҫӳрекен, теприсем — Бразилире ҫӳрекен ылтӑнпа кӗмӗл укҫасем, пӗтӗмпе вӑтӑр ултӑ кӗрепенкке стерлинг таран пухӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Икӗ четвӗрт эрехне — пӗринче шурри, тепринче хӗрлӗ эрех — сивӗтме тесе арман пӗви шывне чикне.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Икӗ мастерской та пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑ, вӗсенчен пӗринче ӗҫ ытлашши, тепринче — ҫителӗксӗртерех пулсан, ытлашшине вӑл теприне панӑ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ вӑл Дмитрий Сергеич сывални пӗр эрне иртнӗ хыҫҫӑн Лопуховсем патӗнче иккӗмӗш хут пулчӗ, 9 сехетчен ларчӗ — юрать, килсе ларнӑ пек туса ирттерчӗ ӗнтӗ вӑл; тепринче Кирсанов вӗсем патне тата икӗ эрнерен килӗ: вара ҫӳреме пӑрахма та юрать темелле.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тӑванӗ, лашапа килмелле тенӗскер, ҫуранах килнӗ, ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхса калаҫнӑ та ялан тенӗ пекех кӑмӑлсӑр юлнӑ; пӗр ҫемьере хӑйсене ытлашши мӑнаҫлӑ тыткалаҫҫӗ; тепринче — амӑшӗ лайӑх, ашшӗ ухмах, виҫҫӗмӗшӗнче вара — пачах тепӗр майлӑ, т. ыт. те, хӑшпӗрисенче пурӑнма та юрамалла, анчах условисем Верочкӑшӑн юрӑхлӑ мар: е акӑлчанла калаҫмалла, — Верочка калаҫма пӗлмест; е, гувернантка мар, нянька кирлӗ; е ҫынсем пур енчен те лайӑх, анчах хӑйсем чухӑн тата вӗсен хваттерӗнче гувернантка валли пӳлӗм ҫук — ача-пӑча пӳлӗмӗ ҫеҫ, унта вӗсен икӗ пысӑк ача, икӗ пӗчӗк ача, нянька тата ӗмӗртекен хӗрарӑм пурӑнаҫҫӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.