Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани

Раздел: Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем –> Иван Купала умӗнхи каҫ

Автор: Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин

Источник: Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Добавлен: 2020.02.02 15:42

Предложений: 374; Слово: 5409

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Фома Григорьевич темле, тӗлӗнмеллерех ҫынччӗ: пӗрре каланӑ халапа тепӗр хут каласа пама питӗ юратмастчӗ вӑл. Хӑш чух вара унтан мӗн те пулин тепӗр хут каласа пама ыйтсан, пӑхсах тӑр, е урӑх халап юптарма, е ҫав халапах уйӑрса илмелле мар урӑхлатса каласа пама тытӑнать. Пӗррехинче ҫав улпутсенчен пӗри — пирӗн пӗк ахаль ҫынсене мӗнле те пулин чӗнме те йывӑртарах вӗсене: ҫыруҫӑ тес, ҫыруҫӑсем мар; хайхи леш пирӗн ярмӑрккасенчи усламҫӑсем темелле ӗнтӗ. Темӗн те пӗр ыйтса пӗлсе, унтан та кунтан йӑкӑртса, вӑрласа тултараҫҫӗ те пуҫлаҫҫӗ вара кашни уйӑхрах, е эрнерех кирлӗ-кирлӗ мар, вак-тӗвек кӗнекесем пичетлесе кӑларма. Кӗнекисем букварьтен те хулӑм мар. Ҫав улпутсенчен пӗри ӗнтӗ Фома Григорьевичран шӑп ҫак халапа астарса ҫырса илнӗ те. Фома Григорьевич хӑй ун ҫинчен мансах кайнӑ. Анчах пӗррехинче Полтавӑран леш хайхи, ун ҫинчен каланӑччӗ-ха эпӗ сире, пӑрҫа тӗслӗрех сӑхман тӑхӑннӑ улпут ывӑлӗ килсе ҫитет, эсир ун пӗр повеҫне вуларӑр та пуль ӗнтӗ; хӑйпе пӗрле вӑл пӗр пӗчӗк кӗнеке илсе килнӗ те, ҫавна варринчен уҫса пире кӑтартать. Фома Григорьевич ӗнтӗ куҫлӑхне сӑмси ҫине утлантарса лартма шутланӑччӗ ҫеҫ, анчах ӑна чӗр ҫиппе чӗркесе ӑвӑспа сӗрсе тухманнине аса илчӗ те, кӗнекине мана тыттарчӗ. Вара эпӗ, кӑштах хут пӗлекенскер, куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳременскер, вулама тытӑнтӑм. Анчах икӗ страница та вулама ӗлкӗреймерӗм, вӑл мана алӑран кап! тытса вулама чарчӗ. «Тӑхтӑр-ха! малтан калӑр мана, мӗн вулатӑр эсир?» Тунмастӑп, вӑл ҫапла ыйтни мана самаях тӗлӗнтерчӗ. «Мӗнле мӗн вулатӑп, Фома Григорьевич? сирӗн пурнӑҫӑрта пулни-иртнисем ҫинчен, сирӗн сӑмахӑрсене вулатӑп». — «Кам каларӗ сире кусем ман сӑмахсем тесе?»  — «Курмастӑр-им, ҫырсах хунӑ вӗт-ха кунта: ҫав дьяк каласа пани», — тенӗ. «Сурӑр эсир ку кӗнекене пичетлесе кӑларакана питӗнчен! суять вӑл, йытӑ пичӗ. Ҫапла каларӑм-и эпӗ? Шуйттан пӗлет-и ун пек ҫынсен пуҫӗсенче мӗнле шухӑшсем пуррине! Итлӗр, халех каласа парам сире». Эпир сӗтел умнерех сиксе лартӑмӑр, вӑл вара халапне пуҫларӗ:

Ман асатте (леш тӗнчере ӑна тулӑ хӑпартусемпе пылпа мӑкӑньрен пӗҫернӗ икерчӗсем ҫеҫ ҫисе пурӑнмалла пултӑр!) юмах яма тӗлӗнмелле ӑстаччӗ. Пуҫлатчӗ вара калаҫма, кунӗпе вырӑнтан хускалмасӑр итлесе ларӑттӑн. Пӗр-пӗр хальхи мыскараҫӑ пек мар ӗнтӗ. Хальхи мыскараҫӑ тени пуҫлать вара пӗр-пӗр халап шухӑшласа кӑларма, тӑсать те тӑсать, чӗлхи мӗнле тата, виҫӗ кун апат ҫитермен тейӗн, ҫӗлӗкна ил те пӳртрен тухса шӑвӑн хуть. Хальхи пек астӑватӑп — ман ватӑ анне чиперех пурӑнатчӗ-ха ун чух — хӗллехи вӑрӑм каҫ, тулти шартлама сивӗ пирӗн пӳрт чӳречин хӗсӗк кантӑкӗсене пӗтӗмпех шӑнтса лартнӑ чух, кӗнчеле арлама ларатчӗ те вӑл, вӑрӑм ҫипе пӗтӗрнӗ май урипе сӑпка сиктере-сиктере юрлатчӗ, ҫав юрӑ халь те-ха илтӗнсе тӑнӑ пек туйӑнать мана. Шӑши куҫ лампи, темрен хӑранӑ пек, пӗрре чӗтренсе илетчӗ, тепре хытӑрах хыпса илсе пирӗн пӳрт ӑшчиккине ҫутататчӗ. Йӗки сӗрлетчӗ; эпир вара, ачасем, пурте пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса лараттӑмӑр та, ватӑ пирки пӗр пилӗк ҫул хушши ӗнтӗ хӑйӗн кӑмаки ҫинчен анман асатте халапӗсене итлеттӗмӗр. Анчах ӗлӗк-авалхи тӗлӗнмелле халапсем те, запорожецсем килсе тапӑнни ҫинчен, ляхсем ҫинчен, Подковӑпа Полтора-Кожухӑн, Сагайдачнӑйӑн маттурла ӗҫӗсем ҫинчен каласа панисем те пире пӗр-пӗр ӗлӗк пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен каласа пани чухлӗ илӗртейместчӗ, юлашкинчен асӑннӑ халапсене итленӗ чух кирек хӑҫан та шӑмшак ҫӳҫенсе илетчӗ, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑратчӗ. Хӑшпӗр чух вӑл халапсене итленӗ хыҫҫӑн ҫав тери сехре хӑпать, каҫ пулнӑ-пулманах вара мӗн пурри темскерле, хӑрушла тискеррӗн курӑнма пуҫлать. Ҫӗрле мӗн тума та пулин пӳртрен тула тухсан, пӗрмай шухӑшлатӑн, ман вырӑн ҫине ӗнтӗ пӗр-пӗр леш тӗнчерен килни кӗрсе выртрех пуль, тетӗн. Тепӗр хут каласа памалла ан пултӑрахчӗ куна, хӑш чух хам пуҫ айне хунӑ сӑхмана та чӑмӑртанса выртнӑ шуйттан вырӑнне хуни пулкаланӑ. Асатте калавӗсем ҫав енчен паха, хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл нихҫан та суйман, мӗн кӑна каласа парать, пурте чӑн, пурте шӑп вӑл каланӑ пек пулнӑ. Вӑл каласа панӑ ҫав тери тӗлӗнмелле историсенчен пӗрине халь сире тепӗр хут каласа парам. Пӗлетӗп, судсенче ҫыркаласа ларакан ӑслӑ пуҫсем пайтах тупӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, чиркӳ валли кӑларман кӗнекесене те вулаҫҫӗ вӗсем, хӑйсене ахаль часослов тыттарас-тӑк, пӗр саспаллине те лайӑххӑн тавҫӑрса илеймен пулӗччӗҫ, анчах намӑсне-мӗнне пӗлмесӗрех ҫын умӗнче шӑл йӗрме пӗлеҫҫӗ вара. Мӗн кӑна каласа ан пар вӗсене, вӗсемшӗн пулсан, пурте кулӑшла. Ӗненмен халӑх пек хунаса кайрӗ тӗнчере! Мӗн каламалли, — эхер те мана турӑпа таса хӗр Мария юратман пулсан! тен, эсир те мана ӗненмен пулӑттӑр: пӗррехинче темле асамҫӑ ҫинчен сӑмах хускатса пӑхрӑм — мӗн тейӗр? тупӑнчӗ каскӑн пуҫ, асамҫӑ пуррине ӗненмест! Тавах турра, ҫут тӗнчере пайтах пурӑнса куртӑм, ҫак таранччен пурӑнса эпӗ ҫылӑх каҫарттарнӑ чух пупа ним мар суйма пултараканнисене те курнӑ. Вӗсемшӗн пулсан пупа суясси вӑл пирӗншӗн нюххи табак туртассинчен те ҫӑмӑлрах; анчах вӗсем те асамҫӑ пуррине ӗненмеҫҫӗ. Тӗлӗкӗсенче мӗн те пулин курсан вара вӗсем, мӗн курасси ҫинчен каласа чӑрманассӑм килмест, мӗн калаҫмалли пур вӗсем ҫинчен.

Ҫӗр ҫул ытла иртнӗ ӗнтӗ унтан вара, каласа паратчӗ пире асатте. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пирӗн сала ун чух сала пек те пулман: хутор, чи чухӑн хутор! Пулсан пулнӑ пуль пӗр вунӑ пӳрт, вӗсем те пулин унта та кунта ҫеҫ, хир варринче сапаланса ларнӑ. Хальхи пек тӑм шӑлнӑ, килхушшинче ларакан пӳртсем пӗрре те пулман. Выльӑх-чӗрлӗх е лав тӑратма ни путлӗ ҫатан карти, ни сарайӗ пулман. Пуяннисем ҫавӑн пек пурӑннӑ-ха ун чух; пирӗн йышши чухӑнсем мӗнле пурӑннине курасчӗ: ҫӗре шӑтӑк алтнӑ та — вӑт сире пӳрт! Ҫав вырӑнта турӑ ҫынни пурӑннине тӗтӗм тухнинчен ҫеҫ чухласа илме май пулнӑ. Эсир ыйтма пултаратӑр, мӗншӗн апла пурӑннӑ-ха вӗсем? Чухӑн пирки мар ӗнтӗ; мӗншӗн тесен ун чухне кашни тенӗ пекех козакра ҫӳренӗ, ют ҫӗрсенчен сахал мар пурлӑх илсе килнӗ; вӗсем ҫавӑн пек пурӑнни пуринчен ытла вӑл вӑхӑтсенче тирпейлӗ ҫурт-йӗр ҫавӑрма кирлех те пулманнинчен килет. Мӗнле кӑна халӑх ҫапкаланса ҫӳремен пуль ун чух йӗри-тавра; Крымран килнисем те, ляхӗсем те, Литва ҫыннисем те! Тепӗр чух тата хамӑрӑннисем кӗпӗрленсе килсе хамӑрӑннисенех ҫаратса кайнисем те пулкаланӑ. Пурте пулнӑ.

Ҫав хуторта ӗнтӗ час-часах пӗр ҫын, урӑхларах каласан, этем сӑнарлӑ шуйттан курӑнкаланӑ. Ӑҫтискер вӑл, мӗн тума килсе ҫӳренӗ, ӑна вара никам та пӗлмен. Ӗҫкелесе ҫӳрет-ҫӳрет те сасартӑк, шыва путнӑ пек, ҫухалать. Сас-хура та ҫук ун ҫинчен. Унтан, пӑхатӑн та — каллех пӗлӗт ҫинчен татӑлса аннӑ тейӗн, сала урамӗ тӑрӑх ыткӑнса ҫеҫ ҫӳрет. Халь вӑл урамӑн йӗрри те ҫук ӗнтӗ, тен, вӑл Диканькӑран пӗр ҫӗр утӑмра ҫеҫ пулнӑ-тӑр. Хирӗҫ пулакан козаксене пухать те вара: ахӑлтатма, юрлама тытӑнаҫҫӗ, укҫи тӑкӑнса ҫеҫ тӑрать, эрехӗ шыв пек… Тепӗр чух тата чипер хӗрсем ҫумне ҫыпҫӑнать те: хӑюсем, ялкасем, тенкӗсем парса тултарать — ниҫта чикме ҫук! Унӑн та ӗнтӗ, ун парнисене илнӗ чух чипер хӗрӗсем кӑштах шухӑша кайнӑ пек те пулатчӗҫ, тет: кам пӗлет, тен, вӑл парнесем чӑнах та шуйттан алли витӗр тухнӑ. Асаттен тӑван аппӑшӗ калатчӗ, тет, ун парнисене эпӗ ҫак тӗнчере темле ырлӑх сӗнсен те илес ҫук, тетчӗ, тет. Асаттен тӑван аппӑшӗ ун чух хупах тытнӑ, хупахӗ хальхи Опошнянск ҫулӗ ҫинче пулнӑ, тет, унта хайхи шуйттанла этем, Басаврюк ятлӑ пулнӑ вӑл, тек-текех ӗҫме ҫӳренӗ-мӗн. Тепӗр тесен, мӗнле илмесӗр тӑрӑн-ха: вӑл хӑйӗн шӑрт пек куҫхаршийӗсене антарса пӗрре витӗртерех пӑхса илсен, кирек камӑн та сехри хӑпмалла, ҫӑва патне кӗрех кайтӑр, тарса ҫеҫ ӗлкӗресчӗ ӑҫта та пулин; илсен те ыррине ан кӗт — тепӗр каҫхинех, ҫӗрле, шурлӑхран тухнӑ пӗр-пӗр мӑйракалли хӑнана килсе ҫитет те пуҫлать мӑйран пӑвма, мӑйра тенкӗ-мӗн пулсан, пӳрнере ҫӗрӗ пулсан, пӳрнене ҫыртма тытӑнать, ҫивӗте хӑю янӑ пулсан — ҫивӗтрен туртать. Хӑяматне вара вӑл парнесемпе! Анчах инкек вӗт-ха — ниепле хӑтӑлма ҫук: шыва пӑрахатӑн — путмасть шуйттан ҫӗрри, тенки те путмасть, шывра ярӑнса ҫӳрет-ҫӳрет те каллех сан аллуна кӗрет.

Салара чиркӳ пулнӑ, аса илетӗп-ха кӑштах, Пантелей святой ячӗпе лартнӑскерччӗ пулас. Ун чух унта иерей, ҫӳлти патшалӑх пултӑр та-ха ӑна, Афанасий атте пурӑннӑ. Басаврюк мӑнкун кунне те чиркӗве ҫӳременнине асӑрхать те ҫав, хайхине хӑтӑрса пӑхма шутлать — чиркӳ ячӗпе наказани парас тет ӗнтӗ. Ӑҫта унта! Аран ҫеҫ тарса ӳкет. «Итле, паноче! — тет лешӗ хирӗҫ, мӑн сассипе. — Ҫын ӗҫне хутшӑниччен, хӑвӑнне лайӑхрах пӗл, качакалла карланкуна вӗри кутьяпа хупласа ларттарас килмест пулсан, ан шарла луччӗ». Мӗн тӑвӑн усалпа? Афанасий атте пурне те пӗлтернипех ҫырлахать вара: кам та кам Басаврюкпа хутшӑнать, ҫавна католик вырӑнне шутлатӑп, Христос чиркӗвӗпе пӗтӗм этем йӑхӗн тӑшманӗ вырӑнне хуратӑп, тет.

Салара пӗр Корж теекен козакӑн тарҫи пулнӑ ҫынсем ӑна Хурӑнташсӑр Петро тенӗ; ашшӗне амӑшне никам та астуманран каланӑ пуль. Чиркӳ старости каланӑ тӑрӑх, вӗсем Петро ҫуралсан тепӗр куннех чума чирӗпе вилнӗ; анчах ман асаттен аппӑшӗ вӑл каланине хӑлхана та чикесшӗн мар, Петро валли мӗнле те пулин хурӑнташ тупса парас тесе, мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшать. Лешне ӗнтӗ, чухӑнскерне, хурӑнташ тени, хамӑра пӗлтӗрхи юр кирлӗ пекех, кирлӗ. Асатте аппӑшӗ ӗнентерме тӑрӑшать: Петро ашшӗ халь те-ха Запорожьере, турккӑсем патӗнче тыткӑнта пулнӑ вӑл, унта тӗрлӗ асап курса пӗтнӗ хыҫҫӑн вара, темле тӗлӗнмелле майпа, евнухла тумланса, тарнӑ, тет. Анчах хура куҫлӑ хӗрсемпе ҫамрӑк хусах арӑмсем ун хурӑнташӗ пурри-ҫуккишӗн, питех хыпман. Ҫӗнӗ жупан тӑхӑнтартасччӗ вӑт ӑна, тата хӗрлӗ пиҫиххи ҫыхтарасчӗ, пуҫне шукӑль тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑнтарас, тӳпи кӑн-кӑвак пултӑр, хура путек тирӗнчен ҫӗлетнине, айккине турккӑсен хӗҫне ҫакса ярас, хӑрах аллине саламат тыттарас, тепӗр аллине эрешле чӗлӗм, вара вӑл мӗнпур таврари каччӑсенчен ирттерет, тенӗ вӗсем. Анчах инкек вӗт-ха, чухӑн Петруҫӑн мӗн пурри те кӑвак сӑхман пекки ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пулин ҫӗтӗлсе пӗтнӗскер, йӑлтах шӑтса пӗтнӗ шӑтӑкӗсене шутлас пулсан, тепӗр жид кӗсйинче злотых та унтан сахалтарах пулӗ. Ку та ытла пысӑк инкекех пулмӗччӗ; тепӗр инкек: ватӑ Коржӑн чипер хӗрӗ пур, ун пек чиперрине хӑҫан та пулин курма тӳр килнӗ-ши сире. Асатте аппӑшӗ каласа паратчӗ — хӗрарӑмӗ ӗнтӗ, ҫиленмелле ан пултӑр та-ха, хӑвӑрах пӗлетӗр, кама та пулин чипер хӗр, е чипер хӗрарӑм тесе каличчен, шуйттана чуптума ҫӑмӑлрах, — козачкӑн тулли питҫӑмартийӗсем чи ҫемҫе те шупкарах хӗрлӗ мӑкӑнь чечекӗ пек таса, ҫав тери ҫепӗҫ, ҫавӑн пек пулать мӑкӑнь чечекӗ ирсерен: тин ҫеҫ турӑ сывлӑмӗпе ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн, халь кӑна ҫӗкленнӗ хӗвел умӗнче ҫунса ҫеҫ тӑрать, ҫулҫисене тӳрлеткелесе чиперленет; куҫхаршийӗсем, хура та ҫинҫе хӑю пек. Хальхи хӗрсем ун пек ҫинҫе хӑюсене хӗрес е тенкӗ ҫакма тесе ялсем тӑрӑх коробкӑсемпе ҫӳрекен москальсенчен туянаҫҫӗ. Кӑштах пӗшкӗннӗ пек те ҫав куҫхаршисем, унӑн таса куҫӗсенчен пӑхаҫҫӗ пек; пӗчӗкҫеҫ тутине ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксем ун ҫине пӑхса тутисене ҫулакаласа илнӗ, юриех, шӑпчӑк юрри шӑрантарма тесех тунӑ тейӗн; ҫӳҫӗ вара ҫӑхан ҫунатти пек хура, ҫамрӑк йӗтӗн пек ҫемҫе (ун чух хӗрсем ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе хӑюсем яра-яра пӗчӗкҫӗ ҫивӗтсем туман-ха), илемлӗн кӑтраланса анать те вӑл ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ кунтушӗ ҫине выртать. Эх, халь тесен халь ҫав хӗре тытса чуптумалла, турӑ мана тек клирос ҫине тӑрса алилуя юрлама чартӑр. Пуҫ тӳпине витсе тӑракан ҫӳҫӗм кӑвакарма пуҫланӑ пулин те, карчӑкӑм, куҫ шурри пек, хам ҫумран хӑпма пӗлмест пулин те, халь тесен халь тытса чуптӑваттӑм. Каччӑпа хӗр пӗр-пӗринпе ҫывӑх пурӑнаҫҫӗ пулсан вара… хӑвӑрах пӗлетӗр, мӗн пулса тухнине. Пидорка хӑйӗн Петруҫӗпе савӑшса тӑнӑ вырӑнта тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах хӗрлӗ атӑ кӗли йӗррисем палӑраҫҫӗ. Корж мӗн те пулин ырӑ мар пуласса асра та тытас ҫукчӗ-и тен — куна ӗнтӗ, паллӑ, курӑнсах тӑрать, пӗр-пӗр шуйттанӗ илӗртнӗ — ҫенӗкре мӗн пурри-ҫуккине лайӑххӑн пӑхса ҫаврӑнмасӑрах, Петруҫ хайхи козачкӑна ярса илет те, ҫын каларӗш, пӗтӗм чунтан юратса, шупкарах хӗрлӗ тутинчен чуптуса илет, вара, леш хайхи шуйттанах, тӗлӗкӗнче турӑ хӗресне курмалла пултӑрах ӑна, йытта! ватсупнӑ кӑмӑлне ҫавӑрать те шӑп ҫав самантра пӳрт алӑкне уҫтарать. Хӑрах аллипе алӑка ярса тытнӑ Корж ҫӑварне карнипех шак хытса тӑрать. Пуҫран чукмарпа ҫапнӑпа пӗрех пулчӗ пулас ку уншӑн. Чуптунӑ сасӑ ӑна стенана макогонпа ҫапнинчен те хытӑрах янӑраса кайнӑн туйӑнать. Хальхи вӑхӑтра пирӗн мужик, фузейӑпа тар ҫук пирки, ҫавӑн пек макогонпа кутьяна хӑваласа ярать.

Тӑна кӗрсен, аслашшӗн стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан саламатне илет те ку мӗскӗн Петруҫа ҫурӑмран ҫаптарса илме шут тытать, анчах ҫак самантра, таҫтан-ҫке, Пидоркӑн ултӑ ҫулхи шӑлнӗ, Ивась чупса ҫитет те, хӑраса ӳкнӗскер, пӗчӗкҫӗ аллисемпе ӑна урисенчен ярса тытать, кӑшкӑрма пуҫлать: «атте, атте! ан хӗне Петруҫа!» Мӗн тӑвӑн? ашшӗн чӗри чул мар: саламатне ҫакать те ку, Петруҫа хуллен ҫеҫ пӳртрен ҫавӑтса тухать: «Хӑҫан та пулин хам пӳртӗмре курӑнсан сана, чӳрече умӗнче курӑнсан та, итле, Петро: тупата, хура мӑйӑхна та, ҫӳҫ тӑпкине те тӑпӑлтарса илетӗп, халь вӑл сан хӑлху тавра икӗ хут ҫавӑрса илмелӗх, Терентий Корж пулам мар, ҫавна тӑпӑлтарса илмесен!» Ҫапла калать те вӑл, ҫӑмӑл аллипе ӑна ӗнсерен тыттарса ярать, Петруҫ вара, ура айӗнчи ҫӗре курмасӑр, пӗрех таҫталла чикеленет. Вӑт сире чуптума! Хуйхӑрма пуҫлаҫҫӗ пирӗн ҫамрӑксем; ҫав вӑхӑтрах тата ял ҫинче хыпар сарӑлать, Корж патне темле лях ҫӳреме тытӑннӑ-имӗш. Ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ тумтир тӑхӑннӑ теҫҫӗ ӑна, мӑйӑхлӑ-имӗш, хӗҫпе, шпорсемпе ҫӳрет иккен, кӗсйисем, пӗчӗкҫӗ хутаҫӗнчи тенкисем шӑнкӑртатнӑ пирки ӗнтӗ, шӑнкӑрав пек янӑраҫҫӗ. Ун пек пӗчӗкҫӗ хутаҫпа пирӗн Тарас пономарь кунсеренех чиркӳре ҫӳрет. Ну, паллӑ ӗнтӗ, хура куҫлӑ хӗрӗ пулсан, ашшӗ патне мӗн тума ҫӳрени. Ҫапла ӗнтӗ пӗррехинче Пидорка, куҫҫуль юхтара-юхтара, хӑйӗн Иваҫне алла илет те ҫапла калать: «Ивасю чунӑм, юратнӑ Ивасю! Чуп-ха Петруҫ патне, ылтӑнӑм, ухӑ йӗппи пек вӗҫтер; каласа пар ӑна, йӑлтах каласа пар; хӑмӑр куҫӗсене юратӑттӑм, шурӑ-шурӑ питне чуптӑвӑттӑм, анчах шӑпам хушмасть. Вӗри куҫҫулӗпе пӗр алшӑлли кӑна мар ислетрӗм. Пӑчӑ мана. Чӗрем татӑлса тухать. Тӑван аттем те — тӑшман маншӑн: ирӗксӗрех юратман ляха качча парасшӑн. Кала эсӗ ӑна, туйне те хатӗрленеҫҫӗ, те, анчах пирӗн туйра кӗсле-тӑмра таврашӗ пулмасть, те; кобзасемпе сопилкӑсем вырӑнне дьяксем юрлӗҫ, те. Ташламастӑп эпӗ пулас упӑшкапа, ҫӗклесе кайччӑр. Тӗттӗм, пӑч-тӗттӗм пулӗ ман пӳртӗм: вӗрене йывӑҫран тунӑ пӳртӗм пулӗ, мӑрйи вырӑнне, ҫийӗнче хӗрес ларӗ!»

Пӗр айӑпсӑр ача Пидорка сӑмахӗсене пӑшӑлтатса каласа панине Петруҫ шак хытса, вырӑнтан хускалмасӑр итлесе ларать. «Эпӗ ӗнтӗ, мӗскӗн, Крыма тата Туречинӑна каяс тенӗччӗ, ҫавӑнта кайса ҫапӑҫнипе ылтӑн пухасшӑнччӗ те сан патна пурлӑхпа килсе кӗресшӗнччӗ, чиперккем! Пулмарӗ ӗнтӗ вӑл. Усал куҫ тӗлне пултӑмӑр эпир. Пулать, савнӑ чунӑмҫӑм, манӑн та туй пулатех: анчах дьяксем те пулмӗҫ вӑл туйра: пуп вырӑнне, ман ҫийӗмре ҫӑхан кӑранклатӗ; тӳрем хир пулӗ ман пӳртӗм; пӳрт ҫийӗ — кӑвак тӳпе пулӗ; хӑмӑр куҫӑмсене ӑмӑрткайӑк сӑхса кӑларӗ; козакӑн шӑммисене ҫумӑрсем ҫӑвӗҫ, ҫилсем типӗтӗҫ. Мӗн-ха эпӗ? кама кирлӗ? кама кайса калӑп хуйхӑм-суйхӑм ҫинчен? Турриех ҫапла пӳрнӗ-тӗр ӗнтӗ, пӗтес-тӗк, пӗтес!» — ҫапла калать те тӳрех хупаха уттарать.

Петруҫа хупахра курсан асаттен аппӑшӗ кӑштах тӗлӗннӗ пек пулать: вӑхӑчӗ те мӗнле? Ун пек вӑхӑтра ырӑ ҫынсем ирхи кӗлле ҫӳреҫҫӗ. Петро ҫур витрене яхӑн кӗрекен алтӑрпа эрех тултарса пама ыйтсан вара вӑл, тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ пек, куҫ-пуҫне чарсах пӑрахать. Анчах хӑйӗн хуйхи-суйхине кӑлӑхах эрехпе ирттерсе ярасшӑн каччӑ. Эрехе, вӗлтӗрен пек, чӗлхине чӗпӗтет, армутинчен те йӳҫӗ пек туйӑнать. Вӑркӑнтарать хайхи ку алтӑра ҫӗрелле. «Ҫитӗ сана хуйхӑрма, козак!» илтӗнсе каять ҫывӑхрах мӑн сасӑ. Ҫаврӑнса пӑхать: Басаврюк! у! тискер сӑн-пит! Ҫӳҫӗ — шӑрт пек, куҫӗсем — вӑкӑрӑнни пек! «Пӗлетӗп сана мӗн ҫитменнине: акӑ мӗн!» Ҫак самантра вӑл шуйттанла кулса ярать те пиҫиххийӗнчен ҫакса янӑ сӑран енчӗкне шанкӑртаттарса илет. Ҫӳҫенсех илчӗ Петро. «Ге, ге, ге! Мӗн пек йӑлкӑшат!» — кӑшкӑрса ярать те Басаврюкӗ, червонецсене ывӑҫӗ ҫине тӑкма тытӑнать. — Ге, ге, ге! сасси мӗнле! Пӗр купа ҫакӑн пек теттешӗн мӗнпурри те пӗр ӗҫ тума ҫеҫ хушатӑп вӗт-ха». — «Явал! — кӑшкӑрса ярать хайхи Петро. — Пар кунта! Кирек мӗн тума та хатӗр!» Аллисене хаплаттарса илеҫҫӗ. «Шӑп вӑхӑтра ӗлкӗртӗн эсӗ, Петро: ыран Иван Купала. Иван Купала ыран тенӗ чух, ҫӗрле, ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ чечеке ларать упасарри. Татмасӑр ан юл асту! Эпӗ сана ҫурҫӗрччен Упа варӗнче кӗтсе тӑрӑп».

Ман шухӑшпа, Петруҫ каҫ пуласса кӗтнӗ пек, хӗрарӑм тырӑ илсе тухса сапса парасса кӗтекен чӑхсем те кӗтмеҫҫӗ пуль. Пӗрмай пӑхать, йывӑҫ мӗлки вӑрӑмланмасть-ши, анма пуҫланӑ хӗвел хӗрелме тытӑнмасть-ши, мӗн чухлӗ ытларах кӗтет, ҫавӑн чухлӗ чӑтӑмӗ сахалтарах. Мӗнле-ха ку пит вӑраха кайрӗ! Ҫутӑ кун ӑҫта та пулин хӑйӗн вӗҫне ҫухатрӗ пулӗ. Ак хӗвелӗ те ҫук. Тӳпе хӑрах хӗрринчен ҫеҫ хӗрелсе килет. Вӑл та тӗттӗмленет ӗнтӗ. Уйра сивӗрех пула пуҫлать. Тӗттӗмленнӗҫем тӗттӗмленсех пырать — ак ӗнтӗ тӗттӗмленчӗ! Аран-аран! Халь сиксе тухас пек тапакан чӗреллӗ Петруҫ пуҫтарӑнса ҫула тухать те чӑтлӑх вӑрман витӗр асӑрханкаласа Упа варӗ текен тарӑн вара анать. Басаврюкӗ ӑна кӗтсех тӑрать. «Тӗттӗм, куҫран чиксен те курӑнмасть. Лачакаллӑ шурлӑх тӑрӑх вӗсем алран-ал тытӑнса, шӑлан тӗмисенчен ҫакланкаласа, кашни утӑмрах тенӗ пек такӑна-такӑна утаҫҫӗ. Ак ӗнтӗ тӳрем вырӑн. Петро ҫаврӑнса пӑхать: нихҫан та килсе курман вӑл ку вырӑна. Унпа пӗрлех Басаврюкӗ те чарӑнса тӑрать.

«Куратӑн-и, сан умӑнта виҫӗ тӳпем вырӑн. Нумай тӗрлӗрен чечек пулать вӗсем ҫинче; анчах, леш тӗнчери вӑй сыхлатӑрах сана, пӗрне те ан тат. Упасарри чечеке ларсан вара, тӳрех ярса ил те, хыҫӑнта кирек мӗн курӑннӑ пек туйӑнсан та, ҫаврӑнса ан пӑх».

Петро темскер ыйтса пӗлесшӗнччӗ… Пӑхать — ҫук хайхи. Виҫӗ тӳпем вырӑн патне пырса тӑрать; ӑҫта-ха чечекӗсем? Нимӗн те курӑнмасть. Йӗри-таврах хытхура ҫитӗнсе ларнӑ та мӗнпурне хупласа илнӗ. Ак ӗнтӗ тӳпере шевле ҫиҫсе илчӗ те чечексем курӑнса кайрӗҫ. Йӗрки-йӗркипе лараҫҫӗ. Пурте ытарма ҫук илемлӗ, халиччен курман чечексем; вӗсемпе пӗрлех хайхи упасаррин ҫулҫисем те. Петро иккӗленме пуҫларӗ, шухӑша кайрӗ, икӗ аллипе те айӑккисене тытать те хайхи, пӑхса тӑрать. «Мӗн халиччен курманни пултӑр кунта? Тепӗр чух, кунне вунӑ хут куратӑн кун пек курӑксене; мӗн тӗлӗнмелли? Манран кулма шут тытман-и вӑл, явӑл пуҫӗ?»

Пӑхать хайхи — чечекӗн пӗчӗкҫеҫ папакӗ хӗрелнӗҫем хӗрелсе пырать, чӗрӗ пек, хуллен мӗшӗлтетет. Чӑнах тӗлӗнмелле! Хускалнӑҫем пысӑкланса, пысӑкланса пырать, ытларах та ытларах, тӗлкӗшекен кӑвар пек, хӗрелет. Йӑлтӑр-р ҫутӑлса каять пӗчӗкҫеҫ ҫӑлтӑр, унтан ара, темскер ҫӑтӑртатса илет те, чечек, ҫулӑм пек, куҫ умӗнчех сарӑлса хӑй ҫывӑхӗнчи мӗнпур чечексене ҫутатма пуҫлать.

«Халь вӑхӑт ӗнтӗ!» шухӑшласа илет те Петро ҫав самантрах аллине малалла тӑсать. Пӑхать, хыҫалтан ҫӗршер ҫӑмламас алӑ кармашаҫҫӗ, пурте чечеке татса илесшӗн. Хӑй хыҫӗнчех тата темскер пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре чупкаласа ҫӳрет пек. Куҫне хытӑрах хупса, упасарри тунине ярса илсе карт! туртать те ку, чечеке ун аллинче тӑрса юлать. Халь шӑп ӗнтӗ. Йывӑҫ тункати ҫинче Басаврюк ларать пек, вилнӗ ҫын пек вӑл, йӑлт кӑвакарса кайнӑ. Хӑрах пӳрнине те пулин хускатинччӗ. Куҫӗсене вылятмасӑр, темскер ҫине, пӗр хӑйне ҫеҫ курӑнакан япала ҫине пӑхать вӑл; ҫӑварӗ кӑшт уҫӑ, пӗр сӑмах та чӗнмест. Таврара ним те хускалмасть. Ух, хӑрушӑ!… Ак шӑхӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, Петро чуннех пырса тиврӗ ку, халь ӗнтӗ ӑна тем те пӗр илтӗннӗн туйӑнать: курӑкӗ кӑшӑлтатма пуҫларӗ, чечекӗсем, пӗчӗкҫеҫ кӗмӗл шӑнкӑравсем пек, пӗр-пӗринпе ҫинҫе сассисемпе калаҫма тытӑнчӗҫ; йывӑҫӗсем кӗр-кӗрлесе ятлаҫма тапратрӗҫ… Басаврюкӑн пичӗ сасартӑк хӗрсе кайрӗ; куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ: «Аран-аран таврӑнтӑн, яга! — ятлаҫса илчӗ вӑл, шӑл витӗр. — Пӑх, Петро, халех ак сан умна чиперкке тухса тӑрать; вӑл мӗн тума хушать, пурне те туса пыр, унсӑрӑн ӗмӗрлӗхех пӗтетӗн!» Ҫак самантра вӑл хӑйӗн туратлӑрах туйипе шӑлан тӗмине икӗ еннелле сирчӗ те вӗсен умне вара, хай: каларӗш, чӑх уриллӗ пӳрт тухрӗ ларчӗ. Басаврюк чышкипе ҫапрӗ, стена тайӑлкаласа илчӗ. Хирӗҫех пысӑк хура йытӑ чупса тухрӗ те, нӑйӑклатса илсе, кушак пулчӗ тӑчӗ, унтан вара тӳрех кусен куҫӗсем патнелле сикме пуҫларӗ. «Ан ашкӑн, ан ашкӑн, ватсупнӑ, ан ашкӑн, шуйттан карчӑкки!» терӗ те Басаврюк, намӑс сӑмах лаплаттарчӗ! хучӗ, тепӗр ырӑ ҫын пулсан, вӑл сӑмаха итлес мар тесе, хӑлхине мӑкланӑ пулӗччӗ. Пӑхаҫҫӗ хайхи, кушак вырӑнне пӗҫернӗ панулми пек пӗркеленчӗк питлӗ карчӑк тӑра парать. Пӗкӗ пек авӑнчӑк хӑй, сӑмсине янахӗ мӑйӑр катмалли хыпкӑч пек. «Чиперкке темелӗх пур!» шухӑшларӗ те Петро, унӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса илчӗ. Асамҫӑ ун аллинчен чечекне туртса илчӗ те, кӑштах пӗшкӗнсе, чечек ҫине темле шыв пӗрӗхе-пӗрӗхе, чылайччен темскер пӑшӑлтатса тӑчӗ. Хӗм пӗрхӗнсе тухрӗ ун ҫӑварӗнчен; тутисем ҫинче кӑпӑк курӑнса кайрӗ. «Ывӑт!» терӗ вӑл, хайхи чечеке Петро аллине тыттарса. Петро ывӑтрӗ, ак тӗлӗнтермӗш? чечек тӳрех ҫӗре ӳкмерӗ, тӗттӗмре чылайччен тӗлкӗшекен кӑвар чӑмрашки пек курӑнса тӑчӗ, кимӗ пек, сывлӑшра ярӑнса ҫӳрерӗ; юлашкинчен вара майӗпен аялалла анса пычӗ те таҫта инҫете, пит инҫете кайса ҫӗре ӳкрӗ. Ӳкнӗ самантра ҫӑлтӑр пек ҫиҫсе пыракан чечек мӑкӑнь вӑрри пысӑкӑш ҫеҫ курӑнчӗ. «Ҫакӑнта!» уҫӑмсӑр сассипе хӑрӑлтатрӗ карчӑк; Басаврюкӗ вара, Петро аллине кӗреҫе тыттарса, хушса хучӗ: «Алт ҫакӑнта, Петро. Кунти чухлӗ ылтӑна эсир Коржпа иксӗр халиччен тӗлӗкре те курман. Петро, аллисем ҫине сурса илчӗ те, кӗреҫине ярса тытрӗ, ун ҫине урипе хытӑрах пусса алтма тытӑнчӗ. Пӗр кӗреҫе тӑпра ҫавӑрса хучӗ, тепӗр кӗреҫе, виҫҫӗмӗш, унтан тата тепре… Темскер, хытӑскер пур!.. Кӗреҫе чакӑртатать, анчах малалла кӗмест. Халь вӑл лайӑхах курчӗ, алтнӑ ҫӗрте пӗр пысӑках мар, тимӗрпе тыттарнӑ арча ларать-мӗн. Вӑл ӗнтӗ ӑна аллипе ярса илсе туртса кӑларасшӑнччӗ, анчах арча ҫӗр тӗпнелле путать те путать, путнӑҫем путсах пырать; хӑй хыҫӗнче тата ахӑлтатнӑ сасӑ илтӗнет, ҫӗлен чашкӑрнӑ пек. «Ҫук, этем юнне тупса памасӑр ылтӑн курасси ҫинчен ан та шухӑшла терӗ те асамҫӑ Петро патне пӗр ултӑ ҫулхи ача ҫавӑтса пычӗ. Ачине шурӑ пӗркенчӗкпе витнӗ. Асамҫи, аллипе кӑтарткаласа, ача пуҫне касса татма хушать. Шак хытса тӑчӗ Петро. Пӗр сӑлтавсӑрах ҫын пуҫне, ҫитменнине тата пӗр айӑпсӑр ача пуҫне касас-и! Хытӑ ҫиленсе кайнипе вӑл ача пуҫӗ ҫинчи пӗркенчӗке туртса антарчӗ те, мӗн-ха ку ? Ун умӗнче Иваҫ тӑра парать. Пӗчӗкҫӗ аллисене те хӗреслетсе тытнӑ мӗскӗн; пуҫне те уснӑ… Урнӑ пек сиксе ӳкрӗ Петро асамҫӑ ҫинелле, ҫӗҫҫине те ҫӗкленӗччӗ вӑл…

«Хӗршӗн мӗн пама пултӑн-ха эсӗ?..» кӗмсӗртеттерсе илчӗ Басаврюк мӑн сассипе, Петро ҫурӑмне вӑл пуля кӗртсе лартрӗ тейӗн. Асамҫӑ урипе тапрӗ: кӑн-кӑвак ҫулӑм явӑнса тухрӗ ҫӗр айӗнчен; ҫав ҫулӑм варри ҫуталса кайрӗ те хрустальтен шӑратса тунӑ пек пулса тӑчӗ; вара, ҫӗр айӗнче мӗн кӑна пур, пурте, ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек, курӑнма пуҫларӗ. Вӗсем тӑнӑ вырӑнта, ҫӗр айӗнче, арчасемпе хурансенче тӳпемиех червонецсемпе хаклӑ йышши чулсем йӑтӑнса выртаҫҫӗ. Петро куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ… ӑсӗ пӑтраннӑ пек пулчӗ. Ухмаха ернӗ ҫын пек, ҫӗҫҫине ярса тытрӗ те вӑл, айӑпсӑр ача юнӗ вара тӳрех пӗрхӗнсе унӑн куҫне лекрӗ… Йӗри-таврах шуйттанла кӗмсӗртеттерсе ахӑлтатнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Нӗрсӗр те пысӑк кӳлепесем ун умӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сиккелеме тапратрӗҫ. Асамҫӑ хайхи, пуҫне каснӑ ача кӗлеткине аллисемпе ҫатӑрласа тытрӗ те, кашкӑр пек юн ӗҫме пуҫларӗ… Петро пуҫӗнче йӑлтах арпашӑнса кайрӗ! Мӗнпур вӑйне пухса, вӑл тарма тапратрӗ. Чупать те чупать. Мӗн пурри йӑлтах хӗрлӗ курӑнать халь ӑна. Йывӑҫсем пурте юнлӑ, ҫунаҫҫӗ пек вӗсем, нӑйкӑшса илеҫҫӗ пек. Пӗлӗт, хӗрсе кайнӑ та, чӗтрет… Куҫ умӗнче ҫутӑ пӑнчӑсем ҫиҫӗм пек ҫиҫкелесе илеҫҫӗ. Вара вӑл, халран кайнӑскер, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ пӳртне чупса кӗчӗ те, кӗлте пек, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

«Икӗ кун та икӗ ҫӗр пӗр вӑранмасӑр ҫывӑрчӗ Петро. Виҫҫӗмӗш кунне вара, ыйхӑран вӑрансан, чылайччен пӳртри кӗтессене пӑхкаласа выртрӗ; анчах кӑлӑхах мӗн те пулин астуса илме тӑрӑшрӗ: пуҫӗ ун ватӑ хыткукар кӗсйи пек, ҫур пус та астарса кӑларса илеймӗн унтан. Кӑштах карӑнкаласа илсен, вӑл хӑйӗн ури вӗҫӗнче темскер шӑнкӑртатнине илтрӗ. Пӑхать: икӗ михӗ ылтӑн. Ҫак самантра тин вара, ыйхӑ витӗр тенӗ пек, хӑй темле ҫӗр айне пытарнӑ мул шыранине, вӑрманта хӑйне пӗччен хӑрушӑ пулнине астуса илнӗ пек пулчӗ… Анчах мӗнле майпа лекнӗ ҫав мул ун аллине, ӑна вара ниепле те ӑнланса илеймерӗ.

Михӗсене курсан — Коржӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсех кайрӗ: «Ҫавӑн пек ҫав вӑл Петруҫ, мӗн каламалли! ара, эпӗ юратман-и ӑна? тӑван ывӑл пек пулман-им вӑл маншӑн?» пуҫларӗ вара ватсупнӑ нихҫан пулманни ҫинчен супӗлтетме, Петруҫӑн куҫҫулӗ юхсах анчӗ. Ҫак самантра ӗнтӗ Пидорка Петруҫа иртсе ҫӳрекен цыгансем Иваҫа вӑрласа кайни ҫинчен макӑра-макӑра каласа пачӗ; анчах Петро ӑна астуса илме те пултараймарӗ: леш хайхи ылханлӑ шуйттанӗ ӑна ҫав териех арпаштарса янӑ-мӗн! Тӑхтаса тӑма сӑлтавӗ ҫук. Поляка икӗ пӳрне витӗр кӑтартрӗҫ те пуҫларӗҫ туй тума: туй ҫӑкрисем пӗҫерсе тултарчӗҫ, алшӑллисемпе тутӑрсем ҫӗлерӗҫ, эрех пички кустарса кӑларчӗҫ; хӗрӗпе пулас упӑшкине сӗтел хушшине кӗртсе лартрӗҫ; туй ҫӑкрине касрӗҫ; тӑмрасемпе кӗслесем тинкӗлтетме тытӑнчӗҫ, сопилка калама тапратрӗҫ — пуҫланса кайрӗ вара туй-ҫуй…

Ӗлӗкхи туйсене хальхипе танлаштарма ҫук. Ман асаттен аппӑшӗ каласа паратчӗ — итле ҫеҫ! Хӗрсем пуҫӗсене сарӑ, кӑвак, шупкарах хӗрлӗ хӑюсемпе эрешлесе пӗтернӗ калпак пеккисем тӑхӑнса яратчӗҫ, тет те, ҫиелтен ылтӑн ука ҫавӑрса ҫыхатчӗҫ, тет. Ҫинҫе пиртен ҫӗлетнӗ кӗпесемпе, кӗписен ҫӗввисене тӑршшӗпех вӗтӗ-вӗтӗ кӗмӗл чечексем тирсе тултарнӑ хӗрлӗ пурҫӑн ҫиппе тӗрлесе тухнӑ. Ҫӳлӗ тимӗр кӗлеллӗ сафьян аттисемпе акӑш пек, ярӑна-ярӑна, ҫавраҫил пек ҫаврӑнса та сиккелесе ташша илтеретчӗҫ, тет. Ҫамрӑк арӑмсем тата пуҫӗсем ҫине пӗчӗкҫеҫ карап евӗр ҫӗлӗк пеккисем лартса яратчӗҫ, тет. Ҫӗлӗкӗсен тӳписем йӑлтах ылтӑн та кӗмӗл тӗслӗ парчаран. Ҫав ҫӗлӗк пекки ӗнсе тӗлӗнче кӑштах ик еннелле уҫӑлса тӑратчӗ, тет, ҫав хушӑкран вара ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫ тыткӑчи курӑнатчӗ, тет. Вӗтӗ-вӗтӗ кӑтрашкаллӑ путек тирӗпе тыттарса тунӑ икӗ пӗчӗк мӑйрака пекки пурччӗ, тет, ҫавӑн ҫинче: пӗри малалла, тепри хыҫалалла тухса тӑратчӗ, тет, чи лайӑх пурҫӑнтан ҫӗлетнӗ кӑн-кӑвак та хӗрлӗпе тыттарнӑ кӗпе тӑхӑнса янӑскерсем вара пуҫлатчӗҫ, тет, ташлама. Аллисене айккисене тытса, мӑнаҫлӑнрах каҫӑрлса, меллӗн тӑпӑртатса гопак ташлатчӗҫ, тет. Каччисем вара козаксенни пек ҫӳле ҫӗлӗксемпе, чи ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ сӑхмансемпе, кӗмӗл ҫиппе тӗрлесе эрешленӗ пиҫиххийӗсене туртса ҫыхнӑ та, ҫӑварӗсене чӗлӗм хыпса, леш хайхисем умӗнче илӗртмелли сӑмахсемпе тем те пӗр перкелешсе ташлаҫҫӗ. Ҫамрӑксене кура ӗнтӗ, ватӑ Корж та хӑй ҫамрӑк чухнехине аса илмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, тет. Аллине тӑмра ярса тытрӗ тет те, чӗлӗмне паклаттара-паклаттара, ыттисемпе пӗрлех кӗвӗ каласа, пуҫларӗ, тет, хайхи ларса ташлама. Ҫамрӑкӗсем кӑшкӑраҫҫӗ, ватти — ташша илтерет. Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-тӗр хӗрӗнкӗ пуҫпа? Маскӑсем тӑхӑна-тӑхӑна яратчӗҫ тет те вара — ҫырлахтӑрах турӑ, этем сӑнарӗ ҫук! Хальхи туйсенче те апла-капла тумланса хӑтланкалаҫҫӗ, анчах ун чух хальхи пек-и. Халь мӗн? — цыган майри пек е москаль пек тумланаҫҫӗ те, ҫӳреҫҫӗ курнӑҫланса. Ҫук, ӗлӗк апла марччӗ, пӗри жидла тумланать, тепри шуйттанла. Малтан чуптума тытӑнаҫҫӗ, унтан вара пӗр-пӗрине вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисенчен ҫавӑрса тытаҫҫӗ… Хӑяматне кӗрех кайччӑр кулса вилмелле, вар-хырӑмна тытсах кулатӑн. Туркӑсемпе тутарсан кӗписене тӑхӑна-тӑхӑна яраҫҫӗ тата мӗнпурри хӗмленсе тӑрать вара, шӗл-кӑвар пек… Ухмахланма е шӳт тума тытӑнсан… ну, вара светуйсене пӳртрен кӑлар хӑть. Асаттен аппӑшӗпе ҫавӑн пек пӗр мыскара пулса иртнӗ, тет, ҫав туйра вӑл хӑй пулнӑ: тутарсен шалпар кӗпине тӑхӑнса янӑ та ӗнтӗ ку — туй халӑхне ӗҫтерсе ҫӳрет. Шуйттан астарнӑ-и тен пӗрине, тытать те асаттен аппӑшне хыҫалтан эрехпе чашлаттарать; тепри те маххӑ параканниех пулман иккен, ҫав самантрах ҫулупа ҫапса вут тивертет те хайхи эрехпе йӗпеннӗ кӗпене тивертет ярать… ҫулӑм хыпса илет, асаттен мӗскӗн аппӑшӗ вара, хӑраса ӳкнӗскер, пӗтӗм туй халӑхӗ умӗнчех кӗпине хывма тытӑнать… Пурте, ярмӑрккӑри пек, шавлама, ахӑлтатма, ун-кун чупкалама тытӑнаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, стариксем хӑйсен ӗмӗрӗнче ун пек хаваслӑ туй пулнине урӑх астумаҫҫӗ. Пидоркӑпа Петруҫ ӗнтӗ улпутпа майри пек пурӑнма пуҫларӗҫ. Пурте ҫителӗклӗ, пурте йӑлкӑшса та ҫиҫсе ҫеҫ тӑрать… Ҫапах та ырӑ ҫынсем вӗсен пурнӑҫне кураҫҫӗ те пуҫӗсене сулкаласа илеҫҫӗ: «Шуйттанран ырри пулас ҫук, — текелеҫҫӗ вӗсем пурте. — Чӑн тӗне ӗненекен ҫынсене астарса илӗртекен шуйттан аллинчен тухман пулсан, ӑҫтан килсе тухтӑр ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Ӑҫтан тупма пултартӑр-ха вӑл ун чухлӗ ылтӑн? Мӗншӗн-ха эппин вӑл пуйса кайнӑ кун Басаврюк, шыва путнӑ пекех, таҫта кайса ҫухалчӗ?» Пӑхӑр-ха эсир, мӗн шухӑшласа кӑлараҫҫӗ ҫынсем! Чӑн та ҫапла пулса тухрӗ вара, уйӑх та иртмерӗ, Петруҫа никам та палласа илеймест хайхи. Мӗн пирки ҫавӑн пек пулса кайнӑ вӑл, турӑ пӗлет. Ларать пӗр вырӑнта, кампа та пулин сӑмах хушинччӗ. Пӗрмай шухӑшлать, темскер аса илме хӑтланать тейӗн. Пидорка ӑна пӗр-пӗр япала ҫинчен калаҫтарма майне тупсан, вӑл хӑйӗн шухӑшне маннӑ пек пулать, калаҫма тытӑнать, хавасланмах пуҫлать темелле; анчах ӑнсӑртран михӗсем ҫине пӑхса илет те: «тӑхта, тӑхта, мантӑм!» тесе кӑшкӑрса ярать те каллех шухӑша каять, каллех темскер аса илме тӑрӑшать. Хӑшпӗр чухне, пӗр вырӑнта нумайччен ларнӑ чух, пурне те аса илме пуҫланӑ пек туйӑнса каять ӑна… Унтан вара каллех пӗтӗмпех таҫта кайса ҫухалать. Хупахра ларать пек хӑй; эрех илсе пырса параҫҫӗ ӑна; эрехӗ ҫунтарать ӑна; йӗклентерет ӑна эрех. Тахӑшӗ пырса тӑрать, ӑна хулпуҫҫийӗнчен хаплаттарса илет… ытти вара йӑлтах тӗтре ӑшне кӗрсе ҫухалать пек. Пичӗ тӑрӑх тар шӑпӑртатса юхма пуҫлать, вӑл вара, пӗтӗмпех халран кайса, каллех хӑй вырӑнне ларать.

Мӗн кӑна туса пӑхмарӗ пуль Пидорка: юмӑҫсемпе те калаҫса пӑхрӗ, шыва тӑхлан ярса та, сӳс ҫунтарса та хӑтланчӗ — нимӗн те пулӑшмасть. Ҫаплипех ҫу иртсе кайрӗ. Козаксенчен чылайӑшӗ урӑх ҫӗрелле кайса пӗтрӗҫ, чылайӑшӗ, ыттисенчен ытларах ҫӳреме юратаканнисем, похода та туха-туха кайрӗҫ. Пирӗн шурлӑхсенче ҫаплах-ха кайӑк кӑвакал ушкӑнӗсем кӗшӗлтетеҫҫӗ; анчах вӗлтӗрен кайӑкӗсем асра та ҫук ӗнтӗ. Ҫеҫенхирсем хӗрелчӗҫ. Хирсенче, унта та кунта, козак ҫӗлӗкӗ пек тырӑ ҫӗмелӗсем сапаланса лараҫҫӗ. Ҫул ҫинче хӑрӑк-харӑк е вутӑ тиенӗ лавсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Ҫӗр ҫийӗ хытрӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе шӑнтать. Тӳперен ӗнтӗ юр та ӳккелет, йывӑҫ турачӗсене мулкач ҫӑмӗ пек пас тытса лартнӑ. Ак ӗнтӗ уяр та сивӗ кун хӗрлӗ пӗсехеллӗ уйӑп, шукӑль тумланнӑ шляхтич пек, юр куписем ҫийӗпе уткаласа ҫӳренӗ май юр ӑшӗнчи тырӑ пӗрчисене сӑхкаласа илет, ача-пӑчасем пӑр ҫинче йывӑҫран тунӑ чӑмӑрккана пысӑк туйисемпе ҫапа-ҫапа хӑваласа ҫӳреҫҫӗ. Ашшӗсем ӗнтӗ, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр тенӗ пек, вӑхӑчӗсене кӑмака ҫинче выртса ирттереҫҫӗ, вӑхӑчӗпе ҫеҫ, чӗлӗмӗсене чӗртсе яраҫҫӗ те, тухкаласа ҫӳреҫҫӗ: е чапа тухнӑ шартлама сивве ятлаҫкаласа илеҫҫӗ вӗсем, е тата, уҫӑлмалла тенӗ пек, ҫенӗкре ҫапмасӑр тӑратса хӑварнӑ тырра ҫапма тухкаласа кӗреҫҫӗ. Юлашкинчен юр ирӗлме пуҫларӗ, ҫӑрттан та ӗнтӗ хӳрипе пӑра ҫапса ватрӗ, анчах Петро ҫав-ҫавах-ха, мӗн чухлӗ вӑхӑт ытларах иртет, ҫавӑн чухлӗ сивӗреххӗн пӑхакан пулса пырать. Пӗр вырӑна сӑнчӑрласа лартнӑ пек, пӗрмай урай варринче ларать, ури вӗҫӗнче хайхи михӗсем. Тискерленсех кайрӗ; ҫӳҫӗ тем вӑрӑмӑш, сухалӗ те ҫитӗнет; пӑхма хӑрушӑ; пӗрмай пӗр шухӑш унӑн, пӗрмай темскер аса илме тӑрӑшать, аса илеймен енне, ҫиленет те, тарӑхать те. Час-часах тискерленсе кайса вырӑнӗнчен тӑрать те, хӑлаҫланкаласа, темскер ҫине тинкерсе пӑхма тытӑнать, ҫав япалана ярса тытасшӑн тейӗн; тути хускалать, пӗр-пӗр тахҫан маннӑ сӑмаха каласшӑн-и тен вӑл — анчах ҫавӑнтах хускалми пулать… Ҫурма ӑслӑ ҫын пек, вӑл урса каять, хӑйӗн аллисене кӑшлама, ҫыртма тытӑнать, хытӑ тарӑхнипе, ҫӳҫне тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларать. Ҫапла вӑл ӑнран кайнӑ пек пулса шӑпланичченех, ҫӗре ӳкичченех тискерленет, унтан вара каллех асап. Мӗнле инкек-ши ку? Пурнӑҫ та пурнӑҫ мар ӗнтӗ Пидоркӑшӑн. Малтан ӑна пӳртре пӗччен юлма хӑрушӑччӗ; кайран хӑнӑхрӗ вара мӗскӗн хӑйӗн хуйхи-суйхине. Анчах халичченхи Пидоркӑна палласа илме ҫук ӗнтӗ. Питҫӑмартийӗсем хӗрлӗ мар, кулас-тӑвасси те ҫук; хытӑ хуйхӑрнипе йӑлт пӗтсе, ырханланса кайрӗ, таса куҫӗсем те тек йӑлкӑшмаҫҫӗ. Пӗрре тахӑшӗ ӑна, хӗрхенсе пуль ӗнтӗ, Упа варӗнче пурӑнакан тухатмӑш карчӑк патне кайса пӑхма сӗнчӗ. Чаплӑ карчӑк, теҫҫӗ ӑна, тӗнчере мӗнле кӑна чир пур, пуринчен те сыватма пултарать, тет. Пидорка кайса пӑхмах шут тытрӗ, тек нимӗнпе те юсаймӑн Петруҫа: сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, хайхи карчӑка хӑйпе пӗрле пыма ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех. Ку ӗҫ каҫ пулас умӗн, шӑпах. Купала ыран тенӗ чух пулнӑ. Ӑнран кайнӑ Петро вырӑнӗ ҫинче выртать, ҫӗнӗ хӑна килсе кӗнине те асӑрхамасть. Унтан вара, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех, ҫӗкленкелесе тинкеререх пӑхма тытӑнать. Сасартӑк чӗтресе ӳкрӗ хайхи, пуҫ касма хӑпартса тӑратнӑ ҫӗрти пек; ҫӳҫӗ вирелле тӑрса кайрӗ… унтан вара хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ те Пидорка ҫӳҫенсех илчӗ. Хытӑ хӑрарӗ вӑл. «Астурӑм, астурӑм!» тесе кӑшкӑрса ячӗ те Петро пӗтӗм тискер хаваслӑхӗпе, пурттине сулса ярса, мӗнпур вӑйӗпе карчӑк ҫинелле вӑркӑнтарчӗ. Пуртӑ юман алӑк ҫине икӗ вершук таран касса кӗрсе ларчӗ. Карчӑк ҫухалчӗ, ун вырӑнне вара урай варрине пӗр ҫичӗ ҫулхи ача тухса тӑчӗ. Шурӑ кӗпепе вӑл, хӑй ҫине шурӑ пӗркенчӗк витсе янӑ… Пӗркенчӗкӗ ӳкрӗ. «Иваҫ!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Пидорка ун патнелле ыткӑнчӗ; анчах тин ҫеҫ курӑнса кайнӑ ача, пуҫӗнчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех, юн ӑшне пулчӗ те пӗтӗм пӳрт ӑшчиккине хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатса ячӗ… Пидорка хӑранипе те ҫенӗке чупса тухрӗ; анчах, мӗн пулса иртнине чухласа илнӗ пек пулсан, ӑна пулӑшма тесе каялла кӗме тӑчӗ; кӑлӑхах! алӑкӗ ун хыҫҫӑн пит хытӑ хупӑнса ларнӑ-мӗн, ӑна уҫма вӑй та ҫитмест. Ҫынсем чупса ҫитрӗҫ: шаккама тытӑнчӗҫ; алӑкне кӑларса илчӗҫ: пӗр чун пулинччӗ хуть. Пӳрте туллиех тӗтӗм тухса тулнӑ, урай варринче ҫеҫ, Петруҫ тӑнӑ вырӑнта, кӗл купаланса выртать, кӗлӗнчен ҫаплах-ха пӑс тухкаласа тӑрать. Михӗсем патне ыткӑнчӗҫ: червонецсем вырӑнне чӳлмек ванчӑкӗсем ҫеҫ сапаланса выртаҫҫӗ. Куҫӗсене чарҫа пӑрахса, ҫӑварӗсене карса, мӑйӑхӗсене хускатма хӑяймасӑр, шак хытса тӑчӗҫ козаксем. Ҫав тери сехрисене хӑпартнӑ-мӗн ҫак тӗлӗнтермӗш.

Малалла мӗн пулнине астусах ҫитерейместӗп. Пидорка хӑйне хӑй турра кӗл тума каймашкӑн сӑмах пачӗ; ашшӗнчен юлнӑ пурлӑхне пуҫтарчӗ те, темиҫе кунтан вара вӑл, халиччен, ялта пулман пекех, таҫта кайса куҫран ҫухалчӗ. Ӑҫта кайнӑ вӑл, ун ҫинчен никам та калама пултарайман. Ҫын хутне кӗме юратакан карчӑксем ӗнтӗ ӑна хӑйсен шухӑшӗпе Петро кайнӑ ҫӗрех ӑсатнӑччӗ; анчах пӗррехинче Киевран таврӑннӑ козак урӑхларах каласа пачӗ. Унти лаврӑра вӑл пӗр монашкӑна курнӑ-мӗн, хӑй йӑлтах типсе, хӑрса кайнӑ, тет, шӑмми ҫеҫ тӑрса юлнӑ, тет. Пӗрмай кӗл тӑвать имӗш, вӑл каласа панӑ тӑрӑх вара ялти ҫынсем ҫав монашка Пидорка пулнине чухласа илчӗҫ; козак каланӑ тӑрӑх, вӑл никампа та сӑмах хушмасть; лаврӑна та ҫуранах пынӑ-мӗн, турамӑшне парне кӳме хӑйпе пӗрле хаклӑ та тӗрлӗ тӗслӗ чулсемпе эрешлесе пӗтернӗ чаплӑ матери илсе пынӑ, тет, ҫав чулсем ҫине пӑхсан ҫынсен куҫӗсем йӑмӑхаҫҫӗ, тет.

Чимӗр-ха, кунпах вӗҫленмерӗ-ха. Хайхи шуйттан Петруҫа хӑй патне илсе кайса пытарнӑ кун каллех Басаврюк сиксе тухрӗ; анчах халь ӗнтӗ унтан пурте тараҫҫӗ. Пӗлсе ҫитрӗҫ, вӑл мӗнле кайӑк иккенне: никам та мар вӑл, ҫӗр айӗнчи пурлӑха алтса кӑларас шухӑшпа этем сӑнарне йышӑннӑ шуйттан; ҫӗр айӗнчи пурлӑха таса мар алӑпа алтса кӑларма май ҫук та ӗнтӗ, каччӑсене илӗртсе астарать вӑл. Ҫав ҫулхинех пурте хӑйсен ҫӗр пӳрчӗсене пӑрахса яла пурӑнма куҫрӗҫ, анчах унта та хайхи ылханлӑ Басаврюк канӑҫ памасть. Асатте аппӑшӗ каласа паратчӗ, тет, пуринчен ытла вӑл ӑна кураймастчӗ, тет, леш хайхи Опошнянск ҫулӗ ҫинчи хупаха пӑрахса хӑварнӑшӑн тарӑхатчӗ, тет. Ҫавӑнпа вара мӗнпур вӑйӗпе ӑна тавӑрма тӑрӑшатчӗ, тет. Пӗррехинче ялти ватӑсем хупаха пухӑнса ларнӑ та, хай каларӗш, сӗтел хушшинче меллӗн те йӗркеллӗ калаҫса лараҫҫӗ. Сӗтелӗ ҫинче, шӑп варринче, пӗчӗккӗ теме ҫылӑх ӗнтӗ, шарикленӗ така выртать. Ун ҫинчен те кун ҫинчен, тӗрлӗрен тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Пӑхаҫҫӗ хайхи, ак тӗлӗнтермӗш! Пӗри ҫеҫ курнӑ пулсан татахчӗ хуть, пурне те курӑннӑ пек туйӑнать: така пуҫне ҫӗклерӗ, унӑн сӳрӗк куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ, самантрах шӑтса тухнӑ шӑрт пек хура мӑйӑхӗсене хускаткаласа илчӗ те вӑл хайхи ватӑсем ҫинелле пӑхрӗ. Пурте вара ҫавӑнтах палласа илчӗҫ: пуҫӗ така пуҫех, анчах сӑнарӗ Басаврюкӑн; халь эрех ыйтать ӗнте ку, тесе шухӑшларӑм, тет, ман асаттен аппӑшӗ… Ватӑсем хайхи, ҫӗлӗкӗсене илеҫҫӗ те, тӳрех килелле шутараҫҫӗ. Тепринче тата чиркӳ старостипе хӑйпе те мыскара пулса иртнӗ. Вӑхӑчӗпе вӑл асаттен черккине тытса пакӑлтатса ларма юрататчӗ, тет. Пӗр-ик черкке тӗппипе ӳпӗнтерме те ӗлкӗреймерӗ, тет, ку, пӑхать хайхи, черкке хӑйне пуҫ таять. Хӑяматне кӗрех кайтӑр, пуҫларӗ, тет, сӑхсӑхма!.. ҫавӑнтах тата унӑн арӑмӗпе те тӗлӗнмелле япала пулса иртет: пысӑк кӑвас чӗресӗ ҫинче тин ҫеҫ чуста ҫӑрма тытӑннӑччӗ, тет, ку, пӑхать хайхи, кӑвас чӗресӗ ялт! сикет. «Тӑхта, тӑхта!» ӑҫталла! Анчах кӑвас чӗресӗ, ик аллипе пилӗкрен тытса, курнӑҫланса, ташша яра парать. Ларсах ташлать… Кулӑрах, кулӑр; пирӗн асаттесен кулас шухӑшӗ пулман ун чух. Афанасий атте хайхи шуйттана турӑ шывӗпе сапа-сапа, мӗнпур урамсем тӑрӑх милӗкӗпе хӑваласа ҫӳретчӗ, тет, анчах, апла пулин те, ман асаттен аппӑшӗ ҫаплах хӑйне канӑҫ паманни ҫинчен калатчӗ. Каҫ пулсанах вара, такӑшӗ, е пӳрт тӑрринче шӑкӑртаттарса ҫӳреме тытӑнатчӗ, тет, е тата чӗрнисемпе стенана чӑрмалатчӗ, тет.

Мӗн каламалли! Халь вӑт ҫак вырӑнта, хамӑр ял ларнӑ вырӑнта, пурте лӑпкӑ пек, анчах нумаях та пулмасть вӗт-ха, ӑна ӗнтӗ ман ҫӗре кӗнӗ атте те астӑватчӗ, хам та астӑватӑп-ха, ишӗлчӗк хупах умӗпе ырӑ ҫынна иртсе ҫӳреме ҫукчӗ. Вӑл хупаха ӗнтӗ шуйттан ӑрӑвӗ кайран та чылайччен хӑй шучӗпе юсакаласа пурӑнчӗ. Хуралса ларнӑ мӑрйинчен тӗтӗм палкаса тухма тытӑнатчӗ, ҫав тери ҫӳле ҫӗкленетчӗ, пӑхсан ӗнтӗ — ҫӗлӗк ӳкмелле, ҫӗкленетчӗ те, шӗл-кӑвар пулса, пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх сапаланса каятчӗ, шуйттанӗ вара, ӑна ӗнтӗ, пӳтсӗре, асӑнма та кирлӗ марччӗ те-ха, хӑйӗн шӑтӑкӗнче ҫав тери хурланчӑклӑ сасӑпа ӗсӗклесе макӑрма тытӑнатчӗ, вӑл макӑрнине илтнипе хӑраса ӳкнӗ кураксем вара, ҫывӑхри юманлӑхран вӗҫсе хӑпарса, тискеррӗн кӑраклатса, тӳпере явӑнса ҫӳретчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней