Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIV. Силистра-Йолу

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 15:34

Предложений: 155; Слово: 1991

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Ҫапла калаҫҫӗ мӑнастир ҫырми хӗрринчи ӗшнене, ун тавра туратлӑ хӑвасем ӳсеҫҫӗ, ҫӳллӗ хурамасемпе мӑйӑр йывӑҫҫисем таврана хупӑрласа илнӗ. Ӗнтӗ кӗркунне те ҫитрӗ, ҫапах та ҫак чипер тӳлек кӗтес, ӗмӗр-ӗмӗр ҫурхи ҫӗршыв текен Калипсо нимфӗсен утравӗ пек ялан ем-ешӗл, уҫӑ. Ҫак ытарайми ӗшнерен ҫурҫӗр енче лапсӑркка йывӑҫ турачӗсен хушшипе Стара-планина ту тӑрӑхӗн икӗ тӳпи курӑнса тӑрать: Кривин та Остробирдо теҫҫӗ ҫав тӳпесене. Вӗсен хыҫӗнче инҫетри ту купаланчӑкӗсем палӑраҫҫӗ, унта чӑнкӑ чул катмаксемпе тарӑн варсам пур, тарӑн варсенче шыв шӑнкӑртатса юхать. Вӑрман уҫӑ ҫилӗ ешӗл ҫулҫӑпа ачашланса вылять, таса ту сывлӑшне, кӗрленкӗсен ӗмӗрхи шавне ҫакӑнта илсе ҫитерет. Ҫырма леш енче ҫӳллӗ чӑнкӑ сӑртсем пур, вӗсене туран шарласа анакан вӑйлӑ шывсем ҫийӗнтерсе чавса пӗтернӗ. Хӗвел шӑп кӑна ҫӳле хӑпарса ҫитнӗ, ун ҫути, ешӗл ҫулҫӑ хушшипе сӑрхӑнса, ӗшнене ылтӑнпа ҫуса тухнӑ пек чӑпарлатать. Ҫак поэтла кӗтес ытармалла мар тӳлек ӗнтӗ, ячӗ вара хӑйӗн йӑлтах прозӑллӑ — «Силистра ҫулӗ» теҫҫӗ, ку ят ӑна юрамасть. Пӗр якатнӑ ҫул та ҫук кунта — нимӗнле Силистра ҫулӗ те, мӗнле те пулин урӑхла ҫул та килсе кӗрейми Стара-планина тӑрӑхӗнчи ҫак илемлӗ вырӑнпа иртмест. Ҫак ӗшнене унӑн географилле вырӑнне пула мар, историлле йӑлишӗн ҫеҫ ҫапла, калама май пур. Вырӑнӗ, чӑн та, улах ӗнтӗ, илемлӗ, сывлӑш таса, халӑх ҫакӑнта тӗрлӗрен ӗҫкӗ-ҫикӗ те пикник уявӗсем ирттерме юратать. Ҫак Бяла Черквари Капуйӑра тӗрлӗрен вак-тӗвек сутӑҫсемпе ӑҫтиҫуксем, яка пырсем киле-киле чухӑна тухаҫҫӗ. Пур пек укҫисене тӑккаласа пӗтерсен вара пуян Силистра уесне таптараҫҫӗ, унта вӗсем хӑйсем валли укҫа та ӗҫ те тупаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри тата пуймашкӑн та хайла ҫитерет. Бяла Черкваран чи малтан килсе «мул шыраса» ӑнтарнисем ытти чухӑн кӳршӗсене те ҫак Силистра айлӑмӗнчи ҫӑтмаха килмешкӗн хӗтӗртсе янӑ.

Ҫавӑнпа Силистрӑра та, ун таврашӗнчи ялсенче те Бяла Черкваран пынӑ ҫынсем пайтах пурӑнаҫҫӗ; ҫак ҫӗнӗ ҫӗрте вӗсене «цивилизаци пионерӗсем» теҫҫӗ, вӗсем, чӑн та, ытти енӗсене шута илмесен, Силистра таврашне вунӑ пуп кӳчӗҫ, ҫирӗм икӗ учитель пачӗҫ. Ҫапла ӗнтӗ Бяла Черква халӑхӗн Силистрӑна каймалли чи тӳрӗ ҫул ҫакӑнтан иртет.

Ҫак Силистра-Йолу нумай-нумай ҫын шӑпине вӑта ҫӗртен татнӑ та, анчах унӑн чапӗ паянхи куна ҫитиех пырать-ха, вӑл халь те пулин ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерсе савӑнакансене илӗртет. Ун пек тума килӗшекенсем сахал та мар. Политикӑпа кӑмӑл-шухӑш еккине ярас вырӑна ҫирӗп пӑркӑчласа питӗрнӗ чух, ҫынсем хушӑран пӗр-пӗринпе сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ҫӗткеленсе те питлешсе халтан каяҫҫӗ, ҫавсене манса йӑпанас тесе вара кулленхи пурнӑҫра вак-тӗвек ырлӑх пекки шыранипех ҫырлахаҫҫӗ.

Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ. Пурнӑҫпа мӗнле те пулин хирӗҫес мар тесен, пусмӑрти халӑхсен хӑйсен философине хывмалла. Тепри, чӑлханса ҫыхланнӑ ҫын, ниҫтан ҫӑлӑнса тухаймасӑр перӗнсе вилет е пуҫне йӑлмака чикет. Анчах пусмӑрта пурӑнакан пӗр халӑх та хӑҫан та пулин ҫӗнӗ пурнӑҫ курас шанчӑкне ҫухатмасть. Вӑл ҫиет, ӗҫет, ача-пӑча ҫуратать. Хӑй майлӑ савӑнма пӗлет вӑл. Асӑра илӗр-ха халӑхӑн сӑвви-юррине, унта халӑх чунӗ, ҫыннӑн пурнӑҫӗпе шухӑшӗ хывӑннӑ. Ҫав сӑвӑ-юрӑра йывӑр хуйхӑ-суйхӑ та, чӑнкӑр-чанкӑр сӑнчӑр та, тӗттӗм тӗрмесемпе суран-шыҫӑсем те пур, вӗсемпе пӗрлех тата шаритленӗ така какайӗ те, кӑпӑкланса тӑран хӗрлӗ эрех те, хӑватлӑраххи те, эрни-эрнипе пыракан тав-шуйлӑ туйсем те, каҫхи асамлӑ вӑйӑсем те, ешӗл вӑрманпа сулхӑн кӗтес те — пурте, пурте халӑх сӑввине-юррине хывӑнса пысӑк тинӗс тунӑ.

Соколовпа Огнянов Силистра-Йолӑна ҫитнӗ ҫӗре унта савӑк ушкӑн хӗрсе шавлама тытӑннӑччӗ ӗнтӗ. Ӗҫкӗ халӑхӗ хушшинче Николай Недкович пур, вӑл пултаруллӑ каччӑ, вӗреннӗскер; вырӑс университетӗнче вӗренекен Кандов студент, кунта вӑл сывлӑхне сиплеме килнӗ, нумай вӗреннӗ, революциллӗ шухӑшлакан ҫын, социализм енне туртӑнаканскер; Фратю господин; Франгов учитель, вӗри пуҫлӑ ҫын теме кирлӗ; Попов — пӗтӗм чун хавалӗпе патриот; Димчо пуп патриот та, анчах ытла ӗҫме юратаканскер; тата Колчо-суккӑр. Колчо, пӗвӗпе лутра, сыпкаланипе сӑнсӑрланнӑ ҫын, терт чӑтса курнӑ сӑнарӗ кӑмӑллах курӑнать, хӑй сӗм-суккӑр. Вӑл флейтӑпа калама ӑста, хӑйӗн флейтипе ҫӳресе пӗтӗм Болгарие каснӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ пит ҫивчӗ те япшар, шӳтлеме юратать, ҫакӑн пек уҫӑ кӑмӑллисен ушкӑнне ҫитмесӗр пӗрре те сиктерсе хӑвармасть.

Курӑк ҫине витӗ сарнӑ та унта чӑпар чашӑксем ларта-ларта тухнӑ. Икӗ четвӗрт эрехне — пӗринче шурри, тепринче хӗрлӗ эрех — сивӗтме тесе арман пӗви шывне чикне. Тикан-вӑйӑҫӑсем сӗрме купӑс калаҫҫӗ, хӑйсемех тӗрӗк юррисене кӑшкӑрса юрлаҫҫӗ. Тата пӗр кларнет та шӑвӑҫ шӑнкӑравлӑ хӑнкӑрма — ҫаксем ӗнтӗ оркестр йышне ӳстереҫҫӗ. Апатланасси пит савӑк пырать. Ҫавӑн чухнехи йӑла йӗркипе, ларнӑ ҫынсем черечӗпе тав курки сӑмахӗсене ҫаптараҫҫӗ.

Ҫавӑн пек сӑмах каласси чи малтан Илийчо Ӑслая тивет:

— Тав сире, тусӑмсем! Кама мӗн кирлӗ, ҫавна турӑ патӑр; пире хаяр сунакана турӑ хур кӑтарттӑр, пире курайманни ырӑ ан курайтӑр!

Пурте курка шаккаҫҫӗ.

— Тӳрӗ компани сывӑ пултӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Франгов.

— Эпӗ Силистра-Йолӑшӑн та унта час-час килекенсен сывлахӗшӗн сыпатӑп! — терӗ Димчо пуп.

Попов черккине ҫӗклесе ҫакӑн пек каларӗ.

— Тӑванӑмсем, эпӗ Балкан арӑсланӗшнн ӗҫетӗп!

Оркестр калама кӑшт чарӑннӑччӗ, каллех ак, тав тӑвас сӑмаха пӳлсе, каласа ячӗ; анчах Фратю господин хӑй сӑмахне калама ӗлкӗрейменччӗ-ха, вӑйӑҫӑсене аллипе сулса чарчӗ те ура ҫине тӑчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, унтан черккине ҫӗклерӗ те, хыттӑн кӑшкӑрса:
— Тусӑмсем, Болгари liberte тав тума сӗнетӗп. Vivat! — тесе, черккине тӗпӗ курӑниччен ӗҫсе ячӗ.

Ыттисем ун сӑмахне чиперрӗн ӑнланса та юлаймарӗҫ унӑн ҫӗкленнӗ кӑмӑллӑ питне-куҫне курса, вӑл тата мӗн те пулин калать пуль-ха тесе, тулли куркисене тытсах тӑчӗҫ. Фратю господин, хӑй сӑмахне май хута кӗмесӗр шӑп ларнӑшӑн самай тӗлӗннӗскер, вӑтанчӗ те вырӑнне ларчӗ.

— Мӗн каласшӑнччӗ эсир, Фратю господин? — сивлеккӗн ыйтрӗ ӑна хирӗҫ ларакан Кандов. Фратю кӑмӑлӗ юлчӗ.

— Савнӑ государь, хам сӑмаха пит ӑнланмалла каланӑ пек туйӑнчӗ мана; эпӗ Болгари ирӗклӗхӗшӗн курка ҫӗклерӗм.

Ҫак сӑмахсене Фратю ытла шӑппӑн каларӗ, вӑл шикленсе тикансен енне пӑха-пӑха илчӗ.

— Мӗнле ӑнланатӑр эсир «ирӗклӗх» тенине? — чӑркӑшма чарӑнмарӗ студент.

— Ман шутпа, сӑмахран, санӑн Болгари чуралӑхӗшӗн ӗҫлемеллеччӗ, — сӑмаха кӗчӗ Соколов тухтӑр, — нимӗнле «Болгари ирӗклӗхӗ» те ҫук.

— Халлӗхе ҫук та, эпир ӑна тупатпӑр, хаклӑ тусӑм.

— Мӗнле майпа?

— Уншӑн эрех черкки ҫӗкленипе, — куҫ кӗрет тӑрӑхласа хушрӗ пӗри.

— Кӗрӗшсе тупатпӑр! — хӗрсе кайса каларӗ Фратю.

— Фратю, эс ҫакна ан ман: вӑкӑра мӑйракинчен ҫыхаҫҫӗ, ҫынна — чӗлхинчен! — шӳтлерӗ Илийчо Ӑслай.

— Эпир ӑна хӗҫпе тупатпӑр, тусӑмсем! — аллине ҫӗклесе каларӗ Фратю.

— Апла пулсан, эпӗ чурасен турришӗн — хӗҫ ҫивӗччишӗн ӗҫетӗп! — черккине ҫӗклерӗ Огнянов.

Ҫак сӑмахсем пӗтӗм ушкӑна ҫӗклентерсе ячӗҫ.

— Браво! — кӑшкӑрса ячӗ пӗри. — Вӑйӑҫӑсем! «Вӗҫкӗн Микихвер хӗрӗннине» каласа парӑр-ха!

Ун чухнехи вӑхӑтра ҫав юрӑ пӑлхарсен марсельези вырӑнне пулнӑ.

Оркестр калама тытӑнсан, пурте юрла пуҫларӗҫ. Юрӑри «Ҫӗршыв ирӗкӗшӗн кас та чик!» тенӗ ҫаврӑм патне ҫитнӗ чух кӑмӑл ҫӗкленӗвӗ чи ҫӳле хӑпарчӗ пулинех, ҫынсем, ҫӗҫӗпе сенӗҫке ҫӗклесе, сулкалашса юрлама тытӑнчӗҫ.

Фратю господин тем пысӑкӑш ҫӗҫӗ тытнӑ та ҫавна ҫӗклесе сулкалать. Сулӑнса кайнӑ май ӑнсӑртран, вӑл пӗр ача ҫӗклесе пыракан хӗрлӗ эрех кӗленчине тивертсе ҫӗмӗрчӗ. Тӑкӑннӑ эрех Фратю господинӑн ҫуллахи пиншакӗпе брюкине вараларӗ.

— Ашак эп! — хӑйне хӑй ятласа илчӗ Фратю.

— Фратю господин, ан ҫилленсем, — сӑмаха хутшӑнчӗ Димчо пуп, — касса чиккелешнӗ хушӑра юн тӑкмасӑр пулмасть ҫав ӗнтӗ!

Пурте тем пек хыттӑн кӑшкӑрашаҫҫӗ пулсан та, пӗрне-пӗри илтеймеҫҫӗ, оркестр тӗрӗксен темле маршне пуҫласа ячӗ, хӑнкӑрма шатӑртатса ҫапӑнни пӗтӗм шӑв-шава путарса хучӗ.

Огняновпа Кандов ҫак ушкӑнран пӑрӑнса пӗр йывӑҫ айне кайса ларчӗҫ, вӗсем тем пирки хӗрсе тава кӗнӗччӗ… Ҫав самантра унта Николай Недкович та пырса ларчӗ.

— Эсир мана кӗрешӳ пуҫласа ямалла тетӗр, — пуҫланӑ сӑмахне тӑсрӗ Кандов, — ирӗке кӗрешӳре илмелле тетӗр. Калӑр-ха, мӗнле ирӗклӗх пулать вара вӑл? Акӑ пирӗн каллех княҫ пулать, вӑл та султтан пекех-ҫке, унран кӑшт кӑна кӗҫӗнрех, чиновниксем яланхи пек ҫаратнипе ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, манахсемпе пупсем пирӗн шутпа ҫу хываҫҫӗ, салтаксем тесен, вӗсем халӑх пурӑнас сӗткенпе пурӑнаҫҫӗ! Ҫакӑ вара сирӗн шутӑрпа ирӗклӗх пулать-и? Ҫакӑн пек ирӗклӗхшӗн кача пӳрнери юнӑма та тумлам паман пулӑттӑм.

— Чимӗр-ха, Кандов господин, — ӑна хирӗҫ тӑчӗ Недкович, — сирӗн шухӑшӑра хисеплетӗп-ха эпӗ, анчах кунта вӗсем вырнаҫсах каймаҫҫӗ. Пире чи малтан политикӑлла ирӗклӗх кирлӗ, тепӗр сӑмахпа каласан, пирӗн хамӑр ҫӗрпе хамӑр шӑпасен чӑн хуҫи пулмалла.

Кандов ҫак шухӑшпа килӗшмесӗр пуҫне сулкаларӗ.

— Анчах эсир ак халь мана урӑххи пирки каласа патӑр. Эсир кивӗ хуҫана улӑштаракан ҫӗнӗ хуҫа шыратӑр; сире шейх-уль-ислам кирлӗ мар тетӗр, ҫавӑнпа тепӗр чура хуҫи ытамне кӗрсе ӳкесшӗн хӗрӗнетӗр, ун пек хуҫан титулӗ экзарх ӗнтӗ, тепӗр майлӑ каласан, эсир деспота тиранпа улӑштарасшӑн тӑратӑр. Эсир халӑха пуҫлӑхсем парса йӑпатасшӑн, анчах танлӑх шухӑшне пӗтӗмпе пӗтересшӗн; вӑйлисен хӑватне вӑйсӑррисене пӑхӑнтарасшӑн, ӗҫ тени капитала пӑхӑнтӑр тетӗр. Хӑвӑр кӗрешӗвӗре этемлӗхӗн хальхи ӗмӗчӗпе ҫыхӑнтарса пырӑр, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтӑлас тесе кӑна мар; хальхи принципсем ҫӗнтерччӗр тесе те кӗрешмелле, патша тытӑмӗ, религи, харпӑрлӑх мулӗ, вӑйлисен ҫеҫ хуҫа пулмалли йӗркесӗрлӗхсене йӑлт пӗтерсе тӑкмалла, халлӗхе вӗсене, ҫынсен социалла шухӑшӗ юлса пынине пула, тӗкӗнме юраман принцип вырӑнне хураҫҫӗ. Эсир Герценпа Бакунина вулӑр, Лассале вулӑр… Ҫак пӗчӗк патриотизмла шухӑшшӑн кӗрешессинчен сивӗнӗр, хальхи этемлӗхӗн ӑс-хакӑл ялавне ҫӗклӗр, наукӑна тӗренӗр… Вара эп сирӗнпе пӗрле пулатӑп…

— Эсир халь мӗн калани хӑвӑр нумай вуланине пӗлтерет, — хӗрсе хирӗҫ тӑчӗ ӑна Огнянов, — ҫаках вӑл эсир пӑлхар ыйтӑвне пӗлменнине те кӑтартать! Хӑвӑр ялавӑр айӗнче эсир пӗр пӗччен пулатӑр, халӑх сире ӑнланас ҫук. Ан манӑр, Кандов господин: хальхи вӑхӑтра эпир халӑх умне пӗртен пӗр ӑслӑ ӗмӗт лартма пултаратпӑр — тӗрӗксен пусмӑрне пӗтересси. Халлӗхе эпир пӗр тӑшмана ҫеҫ куратпӑр-ха, вӑл тӑшман — тӗрӗксем, вӗсене хирӗҫ ҫӗкленетпӗр те эпир. Эсир пире хӑна тӑвакан принципсем пирки калаҫас пулсан, вӗсем пирӗншӗн йӗркеллӗ ҫимӗҫ мар-ха, пӑлхарсен тавҫӑруллӑ шухӑшӗ унпа килӗшеймест, халь кӑна та мар, кирек хӑҫан пулсан та Болгарире уншӑн вырӑн пулмасть. Хальхи вӑхӑтра, ҫавӑн пек принципсене хыттӑн каласа, «хальхи этемлӗхӗн ӑс-хакӑлӗ ялавне ҫӗклӗр те, наукӑна тӗренӗр» тесе, ялав ҫӗклеттерни чи малтан тумалли ӗҫе пӗтерсе хуни пулать. Хальхи вӑхӑтра ху ҫуртна сыхласси, чысна упрасси, куҫ тӗлне пулакан ирсӗр жандармран ху пурнӑҫна сыхласси чи малтанхи ӗҫ пулмалла. Пӗтӗм этемлӗхӗн ыйтӑвне татиччен малтан е арпашнӑ проблемӑсене сӳтиччен малтан хамӑр сӑнчӑрсене татса касмӑкран тухмалла… Эсир мӗн вуланине ҫыракансем пирӗн ҫинчен, пирӗн нушасене пӗлмеҫҫӗ те пуль, вӗсем пирки шухӑшламаҫҫӗ те пуль. Эпир хамӑр халӑха шанатпӑр пулсан, эппин, хамӑр чорбаджисене те, кӗлӗ ҫыннисене те шанатпӑр: ҫавӑнпа пухӑнать вӑл пӗрлехи вӑй, апла пулсан, пирӗн вӗсен пулӑшӑвӗнчен те пӑрӑнмалла мар. Тӗрӗк жандармине пӗтерни вӑл халӑх хӑй идеалӗшӗн тӑрӑшни пулать! Енчен сирӗн урӑхла идеал пулсан халӑх ӑна манӑн тесе шутламасть.

Оркестр калама чарӑнчӗ, шӑв-шав илтӗнми пулчӗ. Суккӑр хӑйӗн флейтине кӑларчӗ те ытарма ҫук чаплӑ кӗвӗ шӑратса ячӗ.

— Килӗр-ха кунта, мӗн эсир текех философипе аппаланатӑр, — чӗнчӗҫ ыттисем йывӑҫ айӗнче ларакан ҫынсене.

Анчах кусем ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ, — ытла хӗрсе тава кӗнӗччӗ вӗсем.

Мухтавлӑ шӑплӑхра суккӑр хӑй флейтине калать; эрех сыпкаласа тем пек хӗрнӗ пулсан та, ҫав хура флейта сассине ниҫтан итлесе тӑранаймарӗҫ. Колчо сасартӑк калама чарӑнчӗ те ҫакӑн пек хушса хучӗ:

— Пӗлетӗр-и, мӗн куратӑп эп халӗ?

Пурте кулкаласа илчӗҫ.

— Пӗлӗр!

— Пӗлсен, мӗн паратӑн вара пире? Колчо? — илтӗнчӗҫ сасӑсем.

— Хамӑн пысӑклатса пӑхмалли трубана.

— Ӑҫта вара вӑл сан?

— Уйӑх ҫинче.

— Чимӗр-ха, эп пӗлтӗм: эсӗ халь Тодоркина Милкӑн хӗрелнӗ питне куратӑн, — терӗ Димчо пуп.

— Йӑнӑшрӑн; ҫавна чӗпӗтесси хӑйне курассинчен ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ маншӑн.

— Эс Фратю господина куратӑн, — терӗ Попов, шӑпах ҫак самантра Колчо умӗнче Фратю господин тӑратчӗ те, аллисемпе вӑйӑҫа сӑмсинчен сӗртӗнес пек сулкалашатчӗ.

— Ҫук, ӑҫтан курас ман ӑна?

— Эппин, хӗвеле куратӑн пуль эс?

— Ҫук-ҫке, эсир пӗлетӗр-ҫке эп унпа ятлаҫнине, эп ӑна, хам пурӑннӑ чух сана куҫӑм та ан куртӑр тесе, тупа турӑм.

— Ҫӗрлехи тӗттӗме куратӑн пуль эс? — ыйтрӗ тухтӑр.

— Ӑна та курмастӑп… Эпӗ хама черкке парасса куратӑп. Эх, эсир те ҫав, ман пирки йӑлтах манса кайнӑ!

Ҫавӑнтах ун валли пурте эрех тултарма тытӑнчӗҫ.

— Сирӗн сывлӑхӑршӑн! — терӗ те Колчо, хӑйне сӗннӗ куркине тӗппи ӗҫсе ячӗ. — Хӑвӑр пӗлейменшӗн мӗн пулать ӗнтӗ мана?

— Ху валли тултарнӑ ытти черккесем.

— Миҫе черкке?

— Шӑп кӑна ҫиччӗ, тасалӑх эрни.

— Эпӗ хӗрӗх асапҫӑ кунне ытларах хисеплетӗп, — тесе хучӗ Димчо пуп.

— Тавах сире!

— Сывлӑхна патӑр!

— Vive la Bulgarie, vive la repuвligue des Balcans! — тесе кӑшкӑрчӗ Фратю господин.

Колчо хӗр-манахсене тӑрӑхлакан чиркӳ юррине юрласа ячӗ.

Ӗҫкӗ мӗн каҫ пуличчен чарӑнмарӗ. Тӗттӗм пулас умӗн тин ҫынсем хулана таврӑнма шут тытрӗҫ.

— Тӑвансем, ас тӑвӑр, ыран шкула репетицие пырӑр, — терӗ Огнянов килӗсене каякан ҫынсене.

— Мӗнле спектакль лартатӑр? — ыйтрӗ студент Огняновран.

— «Геновева».

— Ӑҫтан тупнӑ вара ҫавӑн пек авалхи япалана?

— Ӑна эпир икӗ сӑлтава пула суйласа илтӗмӗр: пӗр енчен каласан, саккуна хирӗҫҫи унта нимӗн те ҫук, чорбаджисем «шанчӑклӑрах» япала пултӑр терӗҫ, тата ӑна пурте вуланӑ, сцена ҫинче мӗнле иккенне курасшӑн. Халӑх мӗн ыйтнине тивӗҫтермелле ҫав. Унтан тата эпир ытларах тупӑш курасшӑн тӑрӑшатпӑр-ҫке. Вулав ҫурчӗ валли хаҫатсемпе кӗнекесем кирлӗ, ытти туянмалли япаласем те пур, укҫа кирлӗ.

Ҫамрӑк ҫынсем хуланалла савӑнса таврӑнчӗҫ. Часах вӗсем каҫ ӗнтрӗкӗ хупӑрланӑ сад пахчисене кӗре-кӗре курӑнми пулчӗҫ. Тепӗр чӗрӗк сехетрен ҫав ушкӑн, пӑлхавҫӑсен юррине янӑратса, тӗттӗм хула урамне пырса кӗчӗ. «Пӑлхавҫӑсен утӑмӗ» хӗрарӑмсемпе ачасене хӑйсен хапхисем патне тухма илӗртрӗҫ.

Пӗр Огнянов ҫеҫ вӗсен хушшинче пулмарӗ. Ҫаран ҫинче чухнех ун патне пӗр хӗрача пынӑччӗ те, хӑлхинчен кӑна пӑшӑлтатса, тем каланӑччӗ. Огнянов юлташӗсене систермесӗр уйрӑлса юлчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней