Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIX

Раздел: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Источник: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Добавлен: 2019.12.28 11:20

Предложений: 126; Слово: 1457

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Озеров капитан ҫӗрӗпех батальонсенче ҫӳрерӗ. Оборонӑра кӑлтӑк тупаймарӗ вӑл, анчах шухӑшласа пӑшӑрханасси иртмерӗ. Тул ҫутӑлнӑ чух ӑна команднӑй пункта чӗнтерчӗҫ.

Пынӑ чух вӑл мӑн ҫулсем патӗнче хыттӑн пеме тытӑннине илтрӗ. Ку Озерова тӗлӗнтерсех ячӗ.

Фуфайкине связноя тыттарчӗ те вӑл, васкасах полк командирӗн блиндажӗ патнелле утрӗ. Аттисем унӑн тӑмпа лапӑртанса пӗтнӗ. Шатраллӑрах пичӗ тарланӑ та тусанпа вараланнӑ. Ҫӗр каҫиччен питҫӑмартийӗсем ҫине хӗрлӗрех тӗслӗ ҫӑра шӑрт тапса тухнӑ.

Волошин майор, кӑштах пӗкӗрӗлсе, тунката ҫинче ларать. Хӑй килни ҫинчен пӗлтерсен, Озеров капитан тӳссе тараймарӗ, тӳрех хӑйне хӑй чарсарах ыйтрӗ:

— Майор юлташ, юрать-и? Мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем Болотинпа Журавский? — Вӑл рубеж еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ. — Мӗн тӑваҫҫӗ унта?

— Пӗлместӗн-и, мӗн тунине? — чалӑшшӑн пӑхса ыйтрӗ Волошин.

— Ӗненсе тӑратӑп, разведка ҫеҫ ку, — терӗ Озеров. — Урӑхла пулма та пултараймасть. Мӗн, пирӗн комбатсен чӑтӑм ҫитмест-и? Е вӗсем ухмаха ернӗ? Ма-ха вӗсем пирӗн пӗтӗм вут-ҫулӑм системине тӑшмана кӑтартса параҫҫӗ? — Озеровӑн куҫӗсем, кӑн-кӑвак тӗслӗ пулса, ҫилӗллӗн ҫутӑлса илчӗҫ. — Вут-ҫулӑм системине пӗлсерех тӑвасчӗ, ҫапӑҫу пуҫланиччен ӑна тӑшмантан пытарса тӑрасчӗ тесе, ҫӗрӗпе тӑрмашрӑмӑр, а вӗсем ӑна — кӑтартса пачӗҫ! Ҫитменнине тата ӑҫта? Мӑн ҫулсем ҫинче! Нимӗҫ разведчикӗсене шӑп ҫавӑ кирлӗ те! Ҫавна пӗлме килнӗ те вӗсем кунта. Халь ӗнтӗ вӗсем…

— Ҫитӗ! — пӳлсе хучӗ ӑна Волошин. — Эпӗ ҫавӑн пек приказ патӑм. Ӑнлантӑн-и? Пӗлместӗп, — пирӗнни пек лару-тӑрура мӗн усӑллӑрах: вут-ҫулӑм системине нимӗҫсене кӑтартни-и, кӑтартманни-и?

Озеров именсерех чӗн пиҫҫихине тӳрлетрӗ.

— Пытарса тӑни вӑл — тата тепӗр хӗҫ-пӑшал.

— Ку ӑҫтан? Каллех Клаузевицран? — Волошин йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ, Озеров ҫине пӑхмасӑр калама пуҫларӗ. — Эсир мана кирлӗччӗ. Вазуза ҫинчи каҫҫа аркатса тӑкнӑ. Ӑна юсаҫҫӗ, хӑҫан каҫма тытӑнасси паллӑ мар. Пур ӗҫсене те унта Бородин генерал ертсе пырать. Ун приказӗ тӑрӑх, пирӗн тылсен дивизипе пӗрле Вазуза урлӑ каҫса каймалла. Халех кайӑр та тӗрӗслесе пӑхӑр: пирӗн тылсем Вазуза хӗррине пурте пуҫтарӑннӑ-и? Генералтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлӗр: дивизи хӑҫан каҫма тытӑнать, ытти ӗҫсене хӑҫан пӗтереҫҫӗ унта? Ыйтса пӗлӗр те хӑвӑртрах таврӑнӑр.

— Есть, майор юлташ!

— Кайма пултаратӑр.

Тепӗр виҫ-тӑват минутран Озеров капитан Вазуза еннелле сиккипех вӗҫтерчӗ. Ҫул ҫинче вӑл хӑйӗн ылтӑн тӗслӗрех ӑйӑрне ҫине-ҫине саламачӗпе чашлаттарса пычӗ. «Пӗтӗм ӗҫӗ те ҫакӑнта, — шухӑшларӗ вӑл, — кирлӗ пек ҫапӑҫма пӗлейместпӗр! Ҫакӑ пӗтерет те-и тен пире. Волошин пеккисем вӗсем ӗҫе пӑсаҫҫӗ кӑна. Пур енчен те нимӗҫсенчен ӑслӑрах эпир. Ку паллах ӗнтӗ. Мӗншӗн-ха вӑрҫӑра та вӗсенчен ӑслӑрах пулас мар пирӗн?» Тата нумай шухӑшласа пычӗ Озеров, шухӑшланӑ хушшӑра вӑл хӑй пӗрмай ҫаптарса пыракан ӑйӑрӗ шап-шур кӑпӑка ӳкнине те, кӑпӑкӗ сирпӗнсех пынине те асӑрхамарӗ.

Полкӑн команднӑй пункчӗ вырнаҫнӑ вӑрманти ҫул, тӑвалла улӑхса, ҫаралса юлнӑ хире илсе тухрӗ, — ҫуртрисене вырса пуҫтарнӑ кунта. Мирлӗ вӑхӑт пулнӑ пулсан ӗнтӗ, ҫак хир тин ҫеҫ сухаланине, талкӑшӗпех хуран курӑнса выртмалла, анчах халь кунта пӗр суха касси те курӑнмасть; хӑш-пӗр ҫӗрте тата хуҫисем пӑрахса хӑварнӑ лапчӑк сӗлӗ ҫӗмелӗсемпе хуратул ҫӗмелӗсем те курӑнкалаҫҫӗ. Хирти ҫул часах, сӑртсем урлӑ каҫса, анаталла анса кайрӗ: Вазуза хӗрринчи хура вӑрман патне ҫитиех, пӗтӗмӗшпех тенӗ пек, курӑнса выртать вӑл.

Уй тӳпине хӑпарса ҫитсен, кӑштах лӑпланнӑ пек пулсан, Озеров хӑйӗн утне кантарма кирлине туйса илчӗ. Чӗлпӗрне ярса, Озеров малалла пӑхрӗ, пӑхрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ — кун пек анлӑ та ытарма ҫук илемлӗ ҫӗр талкӑшне вӑл, хальхи пек, ҫӳлӗ вырӑнтан пӗрре пӑхсах, нихҫан та курман. Пысӑк айлӑмра, чӑнкӑ ҫыранӗсене ик еннелле сирсе, ирхи ҫутӑпа хӗрелсе, тӗтреллӗ те илемлӗ Вазуза юхса выртать. Кӑнтар енче — шыв тӑрӑх тӑвалла — горизонт патне ҫитиех вӑрмансем кӗпӗрленсе лараҫҫӗ, — ирхи тӳлек ҫутӑра вӗсем, хӑш-пӗр ҫӗрте, ҫутӑ пӑхӑр тӗслӗн тата кӗрхи парча пек йӑлкӑшаҫҫӗ. Ҫурҫӗр енче — шыв тӑрӑх анаталла та — горизонт патне ҫитиех сӑртлӑрах уйсем сарӑлса выртаҫҫӗ, унтах, тӗллӗн-тӗллӗн, пӗчӗкҫеҫ ялсем курӑнаҫҫӗ, уй тӳписенче вара, пӗчченшерӗн, ҫӗр ҫулхи юмансем шухӑша кайнӑн тӗлӗрсе лараҫҫӗ. Сӑрт хӗррисемпе ҫӳрекен кӗтӳсене — пӗчӗк ращасене сыхлакан кӗтӳҫӗсем пекех туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Тӳрех, Вазуза леш енче вара, Мускав енче, пӗтӗм хӗвелтухӑҫ енчи пӗлӗте хӗретсе, ылтӑн тӗспе йӑлкӑшса, шурӑмпуҫ хӑпарать. Ирсерен шурӑмпуҫ хӗрелсе хӑпарнине пӗрре ҫеҫ мар курнӑ ӗнтӗ Озеров, анчах хальхи пек, вӑрмансемпе хырсем, ялсем ҫинелле меллӗн те хӑватлӑн хӑпаракан чаплӑ шурӑмпуҫне халиччен курман пек туйӑнчӗ ӑна.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑван ҫӗршывӑн шурӑмпуҫ килнӗ вӑхӑтри чаплӑ та тӗлӗнмелле илемне курни Озерова сасартӑках лӑплантарчӗ. «Ҫук, кун пек ҫӗршыва никам та, нихҫан та ҫӗнтереймӗ! — хавассӑн ҫӗкленсе шухӑшларӗ вӑл. — Пурне те тӳссе, чӑтса ирттерӗпӗр! Пулатех вӑл, пулатех — кӗҫех ак эпир те, каялла ҫаврӑнӑпӑр та, хӗвеланӑҫ хӗрелнине пӑхса киленӗпӗр! — Ҫапла шухӑшларӗ те вӑл, утне анаталла уттарчӗ.

Вазуза хӗрринчи вӑрмана нимӗҫ авиацийӗ пӗтӗмпех тӑпӑлтарса пӗтернӗ, — вӑрман ҫийӗпе калама ҫук хаяр ҫил-тӑвӑл иртсе кайнӑ тейӗн. Йывӑҫ тӑррисене хуҫа-хуҫа антарнӑ, турачӗсене ҫунтарса пӗтернӗ. Ҫапӑҫу хирӗнче вилсе выртнӑ паттӑрсем пек выртаҫҫӗ йывӑҫсем. Йывӑр аманнӑ пӗр ҫамрӑк юмана икӗ паттӑр хурама, санитарсем пек, хул айӗсенчен тытса, вӑрман хӗрринелле илсе тухнӑн туйӑнать. Вӑрман хӗрринче ларнӑ виҫ-тӑватӑ пӳрте бомбӑсем никӗс пӗренисем таранах салатса, ывӑтса пӗтернӗ, тӗреклӗ кӑмакасем те ишӗлсе аннӑ, йӗри-таврах кирпӗч тӗпренчӗкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Юнашарах, хуҫӑлкаласа пӗтнӗ хурӑн тӑрринче, пӗр лутӑрканса, тутӑхса кайнӑ шуҫ листи ҫакӑнса тӑрать. Темле майпа пӗр-пӗр пӳрт ҫинчен пырса лекнӗскер ӗнтӗ ку. Вӑрманӗнче те, вӑрман таврашӗнче те, пур ҫӗрте те, воронкӑсем курӑнаҫҫӗ, ҫунӑк машина кӗлеткисем, кӳлсе кайнӑ лаша виллисем тата урапа тенелӗсемпе кустӑрмисем йӑванкаласа выртаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте виле тӑприсем хуран курӑнкалаҫҫӗ; вӗсем ҫинче пӗчӗкҫеҫ хӑма татӑкӗсем ҫапса хунӑ ҫӗнӗ юпасем лараҫҫӗ; хӑмисем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе тӗрлӗрен вырӑсла ятсем ҫыра-ҫыра хунӑ.

Чӗррисем пурте ҫакӑн пек хӑрушӑ вырӑнтан, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, аяккалларах тармалла пек ӗнтӗ. Анчах тустарса тӑкнӑ вӑрманне те, ун ҫывӑхӗнчи варсене те, Вазуза хӗррине те пӗтӗмпех ҫынсем вырнаҫса тулнӑ, тупӑсем, машинӑсем, повозкӑсем, полевой кухньӑсем, санитарнӑй урапасем лартса тултарнӑ. Пур ҫӗрте те кӑвайт мӑкӑрланать, тӗрлӗрен ҫын сасси кӗрлесе, янраса тӑрать, шӑхӑртни, кӑшкӑртни илтӗнет, ут кӗҫенни, ӗне мӗкӗрни, пуртӑ сасси, урапасем чӗриклетни, ача-пӑча макӑрни илтӗнсе тӑрать… Ҫак лагерьте пур ҫӗрте те ӑнланса илме ҫук хускалу пурри палӑрать, анчах ҫав хускалу пӗтӗмпех пӗр тӗллеве, ҫакӑнти этемсем хушшинче пуҫ пулса тӑракан пӗр шухӑша пӑхӑнни сисӗнет, Вазуза патнелле ҫывхарнӑҫемӗн лагерьти хускалу, шӑв-шав вӑйлӑлансах пырать. Ҫакӑнта пухӑнса, кӗрлесе тӑракан этемсемпе машинӑсем тата повозкӑсем, вӑрмантан тухма пӗр ҫул ҫеҫ тупнӑ пек, пурте, ҫине тӑрсах, каҫӑ патнелле туртӑнаҫҫӗ.

Озеров ӑнланса илчӗ: каҫҫа юсаса пӗтернӗ иккен, — вара вӑл пӗтӗм кӑкӑрӗпе ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ.

Анчах шыв патнерех пырса тухсан, вӑл курчӗ, каҫӑ патӗнче ҫапӑҫу пырать тейӗн, мӗнпурӗ кӗрлесе те шавласа тӑрать. Машинӑсемпе тупасем тата повозкӑсем умлӑ-хыҫлӑн ансӑр кӗпер ҫийӗпе Вазуза урлӑ хӗвелтухӑҫ еннелле кӗмсӗртеттерсе каҫаҫҫӗ, унта тин вара, ирӗке сиссе, тӗрлӗ ҫӗрелле сапаланса каяҫҫӗ. Кӗпертен тӑварахра паромпа, сулӑсемпе, кимӗсемпе тата ахаль ишсе те ҫуран ҫар каҫать. Кӗпертен анатарахра беженецсем: каҫаҫҫӗ; мӗнле май килнӗ ҫапла каҫакан ҫынсем хушшинче лашасемпе ӗнесем те пур. Вӗсем пуҫӗсене ҫӗклесе, тулхӑрса та ӗнерсе, ишсе пыраҫҫӗ, мӗнпур вӑйне пухса шыв юххипе кӗрешеҫҫӗ. Темиҫе пин ҫын хӗвел тухиччен Вазуза леш еннелле каҫса кайма васкать.

Кунта мӗн пулса иртнине курсан, Озеровӑн ӑшчикӗ вӑркама тытӑнчӗ. Анчах кӗпертен пӗр виҫҫӗр метр тӑварахра, Вазузӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринче Бородин генерала шыраса тупсан, вӑл часах хӑй ахалех пӑшӑрханнине ӑнланса илчӗ: каҫнӑ ҫӗрте ӗҫ йӗркеллӗ ҫеҫ мар, лайӑхах та пырать пулмалла.

Генерал ҫӗре сарса хунӑ плащ-палатка ҫинче, пӗчӗк кӑвайт умӗнче, ҫӗрӗк варӑллӑ сарлака хурама тункати ҫумне ҫурӑмӗпе сӗвенсе ларнӑ. Урисене вӑл шинельпе витсе янӑ, аттисем кӑвайт умӗнчи пӗчӗкҫеҫ патак ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Генерал хӑйӗн кӑвакрах ҫӳҫлӗ ҫара пуҫне тата лайӑх пӗтӗрнипе чӑнк тӑракан мӑйӑхне, парадри пек, тӳп-тӳрӗ тытса ларать, анчах сӑн-питӗнче пӑлханни-туни палӑрмасть, юханшыв хӗрринчен тӗрлӗрен сасӑ илтӗнсе килнине, кӗмсӗртетнине вӑл ним вырӑнне те хумасть тейӗн. Шурӑмпуҫ еннелле ҫаврӑнса ларнӑ та вӑл, куҫне хупнипех ларать. Бородин генерал ҫывӑрать-мӗн. Пӗр ҫамрӑк боец, кӑвайт хӗррине кукленнӗ те, унӑн пир тӑлине, ҫине-ҫинех ҫавӑркаласа, типӗтсе ларать.

Бородин генерал хытӑ ҫывӑрнӑ иккен, анчах кӑвайт умӗнче ют ҫын пуррине сиссен, хӑвӑртах вӑранчӗ. Вӑл Озерова тӗлӗнмелле лӑпкӑн та кӑмӑллӑн йышӑннӑ пек туйӑнчӗ. Урине пир тӑла чӗркенӗ май, вӑл ҫапла каларӗ:

— Пӗлтерме кирлӗ мар, хаклӑ юлташӑм, эсӗ мӗншӗн килнине хамах пӗлетӗп, — терӗ. Боец аллинчен аттине илсе, пуҫӗпе сулса, вӑл юханшыв хӗрринелле кӑтартрӗ. — Куратӑн-и? Каҫ тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр те — ӗҫ кайрӗ. Вуниккӗ тӗлне ҫыран пӗтӗмӗшпех тасалса ҫитет пуль, тетӗп. Иртерех те тасалса ҫитме пултарӗ тен. Сирӗн полк тылӗсем пурте кунта, вӗсем дивизипе пӗрле кайӗҫ. Чакасси ҫинчен сире радиопа приказ парӗҫ. Чакнӑ чух условисем йывӑр пулсан… — вӑл куҫхаршийӗсене выляткаласа тепӗр аттине тытрӗ… — ҫав териех йывӑр пулсан, эп сире ҫак каҫӑ тӗлне чакса килме хушмастӑп. Кунта вырӑнӗ те уҫӑ, шывӗ те тарӑн. Вӑрманпа чаксан авантарах пулӗ. Ҫак каҫӑран чылай тӑварах кайса, шыв хӗррине тухма пулать. Паян эпӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлтӗм: унта каҫма лайӑх, ӑшӑх вырӑнсем пур, тет. — Вӑл аттине тӑхӑнчӗ те мӑйӑхне пӗтӗрсе тӳрлетрӗ. — Картӑ парӑр-ха…

Картӑ сарса хунӑ хушӑра вӑл темиҫе хутчен те пуҫне ҫӗклесе Озеров ҫине пӑхкаларӗ, унтан, сиввӗнтерех пӑхса, хӑйне тем килӗшмен пек, мӑйӑхне чӗтреткелесе илчӗ. Генерал хӑй ҫине мӗншӗн ҫавӑн пек пӑхнине Озеров тӳрех чухларӗ. Именнӗ пек пулса, вӑл янахне пӳрнисемпе тӗрткелесе илчӗ:

— Виноват, генерал юлташ! — терӗ вӑл.

— Доклад тума ҫавӑн пек сӑн-питпе килсе кӗни — пит те лайӑх мар йӑла вӑл, — терӗ Бородин сиввӗн. — Пит лайӑх мар, капитан юлташ! Астӑвӑр: тепринче те кун пек пулсан, эп пӑхса тӑмӑп.

Ҫак минутсенче Озеров капитанӑн чун-чӗри савӑнӑҫпа ҫӗкленчӗ, пӗтӗм чуна ялкӑштарса ҫутатакан савӑнӑҫ пулчӗ ку. Темӗнле, генерал асӑрхаттарса каланӑ пирки мар, пачах урӑх сӑлтавпа, паян ир иккӗмӗш хут килсе тухрӗ ку савӑнӑҫ. Ҫитес вӑхӑтрах вӑрҫӑ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайӗ, ун чух вара вырӑс ҫыннисен лӑпкӑ та аслӑ, вилӗмсӗр чун-хавалне нимӗнле нимӗҫ вӑйӗ те парӑнтараймӗ, шухӑшларӗ Озеров.

Сайт:

 

Статистика

...подробней