Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ мана сӑмах патӑн, нихсан та…
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Мӗн чухлӗ патӑн?
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эсӗ мана ун чухне ӗмӗрлӗх ӑс патӑн.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Аллуна патӑн...
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Пӗррехинче эпӗ анне макӑрнипе вӑранса кайрӑм, анне такам пирки аттене: «Мӗншӗн ӑна ҫырса патӑн ҫӑнӑх, вӑл манран сахал вырать, мана памастӑн, ачасене хӑть авантарах ҫитерӗттӗм».
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Пӗркун «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ эфирта калаҫнӑ чухне эсех ман пирки ыйту патӑн пуль терӗм.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
6. Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; 7. Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ: 8. Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.
Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн. 7. Эсӗ ӑна вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн, ӑна мухтавпа хисеп кӳрсе чысларӑн; Хӑвӑн аллу мӗн пултарнине пӗтӗмпех ӑна патӑн, 8. пурне те пӑхӑнтарса, ун ури айне турӑн» тенӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа Ҫыру ҫапла калать те: «ҫӳле ҫӗклентӗн, тыткӑна тыткӑнларӑн, этемсене ырӑлӑх патӑн» тет.8. Посему и сказано: восшед на высоту, пленил плен и дал дары человекам.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Петр ӑна каланӑ: эй Анания! мӗншӗн эсӗ шуйттана хӑвӑн чӗрӳне пӑхӑнтарма ирӗк патӑн, ҫӗр укҫин пӗр пайне пытарса хӑвартӑн: эсӗ ӗнтӗ Таса Сывлӑша суйрӑн.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вара эпӗ Унран ҫапла ыйтрӑм: Эсӗ мана калама ирӗк патӑн, апла эпӗ калатӑп: Эсӗ мана каланӑ аннемӗр ҫаплах ҫамрӑк-и-ха е ватлӑхалла ҫывӑхарса пырать-и?
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑйӗн кӗллинче вӑл ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, иудейсен патши Езекия вӑхӑтӗнче Эсӗ Ангел ярса патӑн, вӑл вара Сеннахирим ҫарӗнчи ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкрӗ. 23. Эй тӳпе Ҫӳлхуҫи, халӗ те тӑшмансене хӑратма, сехӗрлентерме пирӗн умран пымашкӑн ырӑ Ангел ярсамччӗ. 24. Хӑвӑн сӑваплӑ халӑху ҫине усал шухӑшпа килекенсене Санӑн хӑватлӑ аллу тӗп тутӑр» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫапла каланӑ хушӑра эпӗ тӗреклӗлентӗм те каларӑм: кала, хуҫамӑм! эсӗ мана вӑй-хал патӑн, терӗм.И когда он говорил со мною, я укрепился и сказал: «говори, господин мой; ибо ты укрепил меня».
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ пире, аттемӗрсен сӑваплӑ хулине Иерусалима пур тӗлӗшпе те тӗрӗс айӑпларӑн: хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпир мӗне тивӗҫнине Эсӗ пире тӗрӗссипе тавӑрса патӑн; 29. эпир, Санран уйӑрӑлса, ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем турӑмӑр, пур тӗлӗшпе те айӑплӑ пултӑмӑр.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сана, аттемӗрсен Туррине, аслӑласа мухтатӑп: Эсӗ мана ӑслӑхпа хӑват халалларӑн, эпир Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине Эсӗ мана уҫса патӑн: патша мӗн ҫинчен ыйтнине пире уҫса патӑн.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ ӗмӗрӗпе хирӗҫсе, кураймасӑр тӑратӑн, Израиль ывӑлӗсене вӗсемшӗн хӗн-хурлӑ вӑхӑтра, тӗппипех пӗтнӗ вӑхӑтра, хӗҫ аллине патӑн: 6. ҫакӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — сана юн тӑвӑп, вара юн сана канӑҫ памӗ, хыҫран хӑвалӗ; эсӗ юна курайми пулмарӑн, ҫавӑнпа юн хыҫран хӑвалӗ ӗнтӗ сана.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Аскӑн ӗҫӳсем те санӑн хӗрарӑмсенни пек мар, пачах урӑхла пулчӗҫ: сан хыҫҫӑн чупмарӗҫ, эсӗ ху парнесем патӑн, сана парнесем памарӗҫ; ҫапла вара эсӗ ыттисенчен пачах урӑхла турӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ ӗнтӗ вӗсене Манӑн ывӑлӑмсене те пусса, вут-ҫулӑм витӗр кӑларса патӑн.21. Но ты и сыновей Моих заколала и отдавала им, проводя их через огонь.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эхер те эсӗ тӳрӗ ҫын ҫылӑха ан кӗтӗр тесе ӑна ӑс патӑн пулсан, вӑл чӑнах та ҫылӑха кӗмерӗ пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна ӑса кӗртнӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна ӑс патӑн пулсан, анчах та вӑл хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене пӑрахмарӗ пулсан, хӑйӗн йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗпех вилӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.