Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ин 17

Раздел: Библи –> Иоанн ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 12:55

Предложений: 25; Слово: 419

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: эй Аттем! вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлна мухтава кӑлар, Ывӑлу та Сана мухтава кӑлартӑр. 2. Эсӗ пур этеме те Ун аллине панӑ, Хӑв панисене Вӑл пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр, тенӗ. 3. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни. 4. Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе туса ҫитертӗм. 5. Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана Хӑвӑн патӑнта мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар. 6. Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; 7. Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ: 8. Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ. 9. Эпӗ вӗсемшӗн йӑлӑнатӑп: пӗтӗм тӗнчешӗн йӑлӑнмастӑп, Мана Хӑв панисемшӗн йӑлӑнатӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Санӑн; 10. Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпе — Санӑн, Санӑнни — Манӑн; Эпӗ вӗсем урлӑ мухтава тухрӑм. 11. Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчере, Эпӗ Сан патна пыратӑп. Эй Святой Аттем! Эсӗ Мана панисене Хӑвӑн ятупа упрасам, вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр. 12. Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере пулнӑ чухне вӗсене Санӑн ятупа упрарӑм; Ху Мана панисене Эпӗ сыхласа хӑвартӑм, пӗтес ывӑлсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те пӗтмерӗ. Ҫапла Ҫырури сӑмах вырӑна килчӗ. 13. Халӗ ӗнтӗ Сан патна пыратӑп: вӗсен ӑшӗнче Манӑн савӑнӑҫӑм тулли пултӑр тесе, ҫакна Эпӗ тӗнчере чухне калатӑп. 14. Эпӗ вӗсене Санӑн сӑмахна каласа патӑм, тӗнче вӗсене курайми пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар. 15. Вӗсене тӗнчерен ил тесе йӑлӑнмастӑп, усал-тӗселтен сыхласа тӑр тесе йӑлӑнатӑп. 16. Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар. 17. Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа тасат: Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх. 18. Эсӗ Мана тӗнчене янӑ пек, Эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм; 19. вӗсем те чӑнлӑхпа тасалччӑр тесе, вӗсемшӗн Эпӗ Хама паратӑп. 20. Вӗсемшӗн анчах йӑлӑнмастӑп, вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекенсемшӗн те йӑлӑнатӑп, 21. пурте пӗр пулччӑр: эй Аттем! Эсӗ — Ман ӑшӑмра, Эпӗ Сан ӑшӑнта пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗн ӑшра пӗр пулччӑр — Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр. 22. Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, Эсӗ Мана панӑ мухтава вӗсене патӑм. 23. Эпӗ — вӗсен ӑшӗнче, Эсӗ — Ман ӑшӑмра; вӗсем те пӗр-пӗтӗм пулччӑр; Мана Эсӗ янине, Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр. 24. Эй Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрле пулччӑр, Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава курччӑр. 25. Эй тӳрӗ Аттемӗм! тӗнче Сана пӗлмерӗ; Эпӗ пӗлтӗм Сана, вӗсем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ; 26. Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп, тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней