Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Дан 3

Раздел: Библи –> Даниил пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 14:13

Предложений: 92; Слово: 1582

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Навуходоносор патша ылтӑн кӗлетке тутарнӑ: унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ултӑ чике пулнӑ; ӑна вӑл Вавилон ҫӗрне, Дура? айлӑмне, лартнӑ. 2. Вара Навуходоносор патша, хӑй лартнӑ кӗлетке-йӗрӗхе чаплӑн уҫнӑ ҫӗре пуҫтарӑнччӑр тесе, сатрапсене, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсене, хула пуҫлӑхӗсене, канашҫӑсене, ҫарпуҫсене, аслӑ тӳресене, хысна управҫисене, саккун йӗркине тытса пыракансене, сут ӗҫӗн ҫыннисене, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шарине чӗнме ҫын янӑ. 3. Вара Навуходоносор патша лартнӑ йӗрӗхе пуҫҫапса чаплӑн уҫмашкӑн сатрапсем, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсем, хула пуҫлӑхӗсем, ҫарпуҫсем, аслӑ тӳресем, хысна управҫисем, саккун йӗркине тытса пыракансем, сут ӗҫӗн ҫыннисем, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шари пурте пуҫтарӑннӑ, Навуходоносор туса лартнӑ йӗрӗх умне пырса тӑнӑ. 4. Ҫавӑн чухне кӑшкӑрса пӗлтерекенӗ хыттӑн каланӑ: халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем, сире пӗлтереҫҫӗ: 5. трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнине илтсенех, ҫӗре ӳксе, Навуходоносор лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапӑр. 6. Кам та кам ӳксе пуҫҫапмасть, ӑна тӳрех ҫунакан кӑмакана тытса пӑрахӗҫ, тенӗ. 7. Ҫавӑнпа та трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай сасси янӑраса кайсассӑнах, пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем Навуходоносор патша лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе ӳксе пуҫҫапнӑ.

8. Шӑпах ҫав вӑхӑтра хӑш-пӗр халдейсем пынӑ та иудейсем ҫинчен элек панӑ. 9. Вӗсем Навуходоносор патшана ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн! 10. Патша, эсӗ кирек епле ҫынна та трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнине илтсенех ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапма хушнӑ; 11. кам та кам ӳксе пуҫҫапмасть, ӑна ҫунакан кӑмакана пӑрахмалла, тенӗ. 12. Кунта эсӗ Вавилон ҫӗршывӗнчи ӗҫсене тӗрӗслесе тӑма лартнӑ Иудея арӗсем пур: Седрах, Мисах тата Авденаго; ҫавӑ арсем, патша, эсӗ хушнине итлемеҫҫӗ, санӑн туррусене ӗҫлесе тӑмаҫҫӗ, эсӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапмаҫҫӗ. 13. Навуходоносор, тарӑхса та урса кайнӑскер, Седраха, Мисаха тата Авденагона илсе килме хушнӑ; вара ҫавӑ арсене патша патне илсе пынӑ. 14. Навуходоносор каланӑ вӗсене: Седрах, Мисах тата Авденаго, эсир манӑн туррӑмсемшӗн ӗҫлеместӗр, эпӗ лартнӑ кӗлеткене пуҫҫапмастӑр тени тӗрӗсех-и? 15. Эппин, ҫапла: е эсир трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнӑ-кайманах эпӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене ӳксе пуҫҫапма хатӗр тӑратӑр, е сире, пуҫҫапмасассӑн, халех ҫунакан кӑмакана ывӑтӗҫ; сире ун чухне манӑн алӑран мӗнле турӑ ҫӑлса хӑварӗ? 16. Седрах, Мисах тата Авденаго вара Навуходоносор патшана ҫапла хуравласа каланӑ: кун пирки пирӗн сана сӑмах тавӑрса калама кирлех те мар. 17. Эпир пуҫҫапса пурӑнакан Туррӑмӑр хӑватлӑ — пире ҫунса тӑракан кӑмакаран та ҫӑлса хӑварма пултарать, патша, санӑн аллунтан та хӑтарӗ. 18. Ун пек пулмасассӑн та, патша, пӗлнӗ пул: эпир санӑн туррусемшӗн ӗҫлемӗпӗр, эсӗ лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапмӑпӑр, тенӗ. 19. Навуходоносор ӗнтӗ тилӗрсех кайнӑ, Седрах ҫине, Мисахпа Авденаго ҫине хаяррӑн пӑхса илнӗ те кӑмакана унчченхинчен ҫичӗ хут хӗрӳрех хутма хушнӑ; 20. хӑй ҫарӗнчи чи вӑйлӑ арсене вӑл Седраха, Мисаха тата Авденагона ҫыхса пӑрахма, унтан вут-ҫулӑмпах хӗрсе ҫунакан кӑмакана ывӑтма хушнӑ. 21. Вара вӗсене мӗнле пур ҫаплипех — аялти-ҫиелти тумӗпех, пуҫ ҫыххине ҫыхнипех, ытти тумӗпех — ҫыхнӑ та хутса хӗртнӗ кӑмакана пӑрахнӑ. 22. Патша хытӑ хистенӗрен кӑмакана шутсӑр вӑйлӑ хӗртсе янӑ, ӗнтӗ Седраха, Мисаха тата Авденагона тытса пӑрахакансене ҫав вут-ҫулӑм ӗнтсе ярса вӗлернӗ. 23. Ҫавӑ виҫӗ ар — Седрах, Мисах тата Авденаго, ҫыхса пӑрахнӑскерсем, — кӗрлесех ҫунакан кӑмакана кӗрсе ӳкнӗ. [ 24 Вӗсем вут-ҫулӑм ӑшӗнче Турра мухтаса, Ҫӳлхуҫана аслӑласа утса ҫӳренӗ. 25. Азария вара чарӑнса тӑрса кӗлтунӑ та, вут-ҫулӑм варринчех ҫӑварне уҫса, кӑшкӑрса каланӑ.

26. «Эй Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ мухтавлӑ, Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та чаплӑ. 27. Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен мӗн туни — пӗтӗмпех тӗрӗс, Санӑн пур ӗҫӳ те — чӑнлӑх, Санӑн ҫулу-йӗрӳ — тӳрӗ, Эсӗ пурне те тӗрӗс сут тӑватӑн. 28. Эсӗ пире, аттемӗрсен сӑваплӑ хулине Иерусалима пур тӗлӗшпе те тӗрӗс айӑпларӑн: хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпир мӗне тивӗҫнине Эсӗ пире тӗрӗссипе тавӑрса патӑн; 29. эпир, Санран уйӑрӑлса, ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем турӑмӑр, пур тӗлӗшпе те айӑплӑ пултӑмӑр. 30. Санӑн ӳкӗтӳсене итлемерӗмӗр, вӗсене уямарӑмӑр; Эсӗ пирех ырӑлӑх кӳресшӗн мӗнле пурӑнма хушнӑ пек пурӑнмарӑмӑр. 31. Эсӗ пирӗн ҫине мӗн-мӗн яни, Эсӗ пире мӗн-мӗн кӑтартни — тӗрӗс сут туса айӑплани. 32. Пире ӗнтӗ усал тӑшмансен аллине, Турӑран хӑпнӑ, чи курайми ҫынсен аллине, ҫӗр ҫинчи чи усал та тӗрӗс сут мӗнне пӗлмен патша аллине ӳкертӗн. 33. Халӗ эпир ҫӑвар та уҫаймастпӑр; Санӑн чурусемшӗн, Сана хисеплекенсемшӗн эпир — намӑс кӑтартакансем, мӑшкӑл куракансем. 34. Анчах Ху ятушӑн пире ӗмӗрлӗхех тӑшман аллине ан парсамччӗ, Хӑвӑн халална ан пӑрахсамччӗ. 35. Хӑв юратнӑ Авраам ячӗшӗн, Хӑвӑн Исаак чуру ячӗшӗн, Хӑвӑн сӑваплӑ Израилӳ ячӗшӗн Хӑвӑн ырӑлӑхна пирӗн ҫинчен ан сирсемччӗ; 36. Эсӗ вӗсене каланӑ: сирӗн йӑхӑра тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ тӑвӑп, тенӗ. 37. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн эпир пур халӑхсенчен те кӗҫӗне юлтӑмӑр, пире пӗтӗм ҫӗр ҫинче хур турӗҫ, 38. халӗ ӗнтӗ пирӗн аслӑ пуҫлӑх та, пророк та, ҫулпуҫ та ҫук, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне парасси те, ытти парнесем кӳресси те, фимиампа тӗтӗресси те ҫук, Санран ырӑлӑх курасшӑн Сана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ те ҫук. 39. Пире, хуйхӑллӑ чӗреллисене, йӑваш кӑмӑллисене, хапӑл тусамччӗ. 40. Халӗ Сан умӑнта пирӗн парне — такасене, вӑкӑрсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ пек, самӑр путексене пиншерӗн кӳнӗ пек — кӑмӑллӑ пулинччӗ: Сана шанакансем намӑс курмӗҫинччӗ. 41. Халӗ эпир пӗтӗм чун-чӗрепе Сан хыҫҫӑн пыратпӑр, Санран хӑратпӑр, Санӑн сӑнна шыратпӑр. 42. Намӑса ан хӑварсам пире, мӗн кӑтартассине Хӑвӑн хӗрхенӳллӗ кӑмӑлупа, нумай ырӑлӑхупа кӑтартсам пире, 43. эй Ҫӳлхуҫа, кӗтретӳсен хӑвачӗпе хӑтарсам пире, Хӑвӑн ятна мухтава кӑларсам; 44. Санӑн чурусене усал тӑвакансем пурте намӑса юлччӑр, хӑйсем питӗ хӑватлӑ чухнех намӑса юлччӑр, вӗсен вӑй-хӑвачӗ аркантӑр, 45. пӗр Эсӗ ҫеҫ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, Эсӗ пӗтӗм тӗнчипе мухтавлӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр» тенӗ Азария.

46. Вӗсене тытса пӑрахнӑ патша тарҫисем ҫав хушӑра кӑмакана хӗртсех тӑнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр нефть, сӑмала, сӳс тата ҫапӑ ҫунтарнӑ; 47. ӗнтӗ кӑмака ҫийӗн хӗрӗх тӑхӑр чике ҫӳллӗш ҫулӑм ҫӗкленсе хӑпарнӑ, 48. ҫулӑм тата палка-палка тухнӑ, кӑмака ҫывӑхӗнче пулнӑ халдейсене ӗнтсе, ҫунтарса янӑ. 49. Азария патне, унпа пӗрле пулнисем патне вара кӑмакана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аннӑ, 50. вӑл вут-ҫулӑма кӑмакаран кӑларса янӑ, кӑмака варринче вӗрсе тӑракан евӗрлӗ нӳрлӗ ҫил тунӑ, вара вут-ҫулӑм вӗсене пачах та сӗртӗнмен, нимӗнле сиен те кӳмен, вӗсене шиклентермен те. 51. Вара ҫак ҫынсем виҫҫӗшӗ те, пӗр ҫын пек пулса, кӑмакара юрласа янӑ, Турра мухтанӑ та аслӑланӑ.

52. «Эй Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, ӗмӗр аслӑ, Санӑн яту чаплӑ та сӑваплӑ, ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑласа, мухтаса тӑраҫҫӗ. 53. Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ мухтавлӑхун Ҫуртӗнче мухтавлӑ, унта Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ. 54. Эсӗ тӗпсӗр вырӑнсене куратӑн, Херувимсем ҫинче ларса ҫӳретӗн, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ. 55. Эсӗ Хӑв патшалӑхун аслӑ пуканӗ ҫинче мухтавлӑ ларатӑн, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ. 56. Эсӗ тӳпере те мухтавлӑ, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ. 57. Ҫӳлхуҫанӑн пур ӗҫне те мухтӑр, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 58. Ҫӳлхуҫа Ангелӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 59. Пӗлӗтсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 60. Пӗлӗтсенчен те ҫӳлти шывсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 61. Ҫӳлхуҫанӑн хӑвачӗсем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 62. Хӗвел те, уйӑх та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 63. Тӳпери ҫӑлтӑрсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 64. Кирек хӑш ҫумӑр та, сывлӑм та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 65. Ҫилсем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 66. Вут та, кӑвар та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 67. Сивви те, шӑрӑххи те, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 68. Сывлӑм та, ӳкнӗ тӑм та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 69. Кун та, каҫ та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 70. Ҫутӑ та, тӗттӗм те, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 71. Пӑр та, шартлама сивӗ те, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 72. Пас та, юр та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 73. Ҫиҫӗм те, пӗлӗт те, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 74. Ҫӳлхуҫана ҫӗр те мухтаса юрлатӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑтӑр. 75. Тусемпе сӑртсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 76. Ҫӗр ҫинчи ӳсентӑрансем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 77. Ҫӑлкуҫсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 78. Тинӗссемпе юханшывсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 79. Китсем, шывра мӗн ишсе ҫӳрекенни пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 80. Тӳпери вӗҫен кайӑксем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 81. Тискер кайӑксем, мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 82. Этем ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 83. Израиль, Ҫӳлхуҫана мухта, юрла, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑла. 84. Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 85. Ҫӳлхуҫа чурисем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 86. Сывлӑшсем, сӑваплӑ ҫынсен чунӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 87. Тӳрӗ пурӑнакансем, йӑваш кӑмӑллисем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр. 88. Эй Анания, Азария тата Мисаил, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр; Вӑл пире тамӑкран туртса кӑларчӗ, вилӗм аллинчен ҫӑлчӗ, кӑмака варринче ҫунакан ҫулӑмран хӑтарчӗ, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен хӑтарчӗ. 89. Ҫӳлхуҫана мухтӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе. 90. Ҫӳлхуҫана хисеплекенсем, пурте турӑсен Туррине мухтӑр, юрлӑр, аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе».]

91. [Вӗсем юрланине илтсессӗн] Навуходоносор патша тӗлӗнсех кайнӑ, вара васкавар ура ҫине тӑнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: эпир вут-ҫулӑма виҫӗ ҫынна ҫыхса пӑрахмарӑмӑр-и-ха? тенӗ. Лешӗсем патшана хуравласа: патша, чӑнах та ҫапла! тенӗ. 92. Патша каланӑ вара: акӑ эпӗ вут-ҫулӑм варринче ҫӳрекен тӑватӑ ара куратӑп, вӗсене ҫыхман, вӗсем тӗрӗс-тӗкелех; тӑваттӑмӗшӗ Турӑ ывӑлӗ пекех курӑнать, тенӗ. 93. Навуходоносор вут-кӑварпа хӗрсе кайнӑ кӑмака ҫӑварӗ патне пынӑ та каланӑ: эй Седрах, Мисах тата Авденаго, Ҫӳлти Туррӑн чурисем! унтан тухӑр! тенӗ. Вара Седрах, Мисах тата Авденаго вут-ҫулӑм варринчен тухнӑ. 94. Ӗнтӗ сатрапсем, хула пуҫлӑхӗсем, ҫарпуҫсем тата патшана канаш парса тӑракансем пуҫтарӑннӑ та, пӑхнӑ та — ку арсене вут-ҫулӑм нимӗн те тӑвайман иккен: пуҫ ҫинчи ҫӳҫӗ те ӗнмен вӗсен, тумтирӗ те тӗрӗс-тӗкелех, ҫунӑк шӑрши те пулин кӗмест вӗсенчен. 95. Ҫавӑн чухне вара Навуходоносор каланӑ: Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагон Турри мухтавлӑ! Вӑл Хӑйне шанса тӑракан чурисене ҫӑлма — патша хушнине итлеменскерсене, хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх турра пуҫҫапма килӗшмесӗр, хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр вут-ҫулӑм ӑшне кӗнӗ чурисене ҫӑлма — Хӑйӗн Ангелне ячӗ! 96. Эпӗ пур халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене ҫапла хушатӑп: Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагон Туррине хурлакан ҫынна касса ваклаччӑр, унӑн ҫурт-йӗрне ишсе тӑкчӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫапла ҫӑлма пултаракан Турӑ урӑх ҫук. 97. Ҫавӑн хыҫҫӑн Седраха, Мисаха тата Авденагона патша Вавилон ҫӗршывӗнче аслӑ вырӑнсене лартнӑ, [вӗсене асла кӑларнӑ, хӑйӗн патшалӑхӗнчи мӗнпур иудейсӗн пуҫлӑхӗ туса хунӑ].

98. Навуходоносор патша — пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакан халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене: тӑнӑҫлӑх пултӑр сире! 99. Эпӗ сире Ҫӳлти Турӑ ман тӗлӗшӗмрен тунӑ хӑватсем, кӗтретсем ҫинчен пӗлтересшӗн. 100. Вӑл кӑтартнӑ паллӑсем мӗн тери аслӑ, Унӑн кӗтречӗсем мӗн тери хӑватлӑ! Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, пурте ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн аллинче.

Сайт:

 

Статистика

...подробней