Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Дан 2

Раздел: Библи –> Даниил пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 14:07

Предложений: 49; Слово: 963

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Навуходоносор иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне тӗлӗк тӗлленнӗ; вӑл шуйханса ӳкнӗ, унӑн ыйхи вӗҫнӗ. 2. Патша пӗлӗмҫӗсене, асамҫӑсене, вӗрӳҫӗсене тата халдейсен ӑрӑмҫисене хӑйӗн тӗлӗкне ӑнлантарса пама чӗнтернӗ. Лешӗсем килнӗ те патша умне тӑнӑ. 3. Патша каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм та, ӑшӑм вӑркать, ҫав тӗлӗке пӗлессӗм килет, тенӗ. 4. Халдейсем патшана арамейла каланӑ: патшамӑр! ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн! тӗлӗкне чурусене каласа парччӗ, эпир вара ун пӗлтерӗшне ӑнлантарӑпӑр, тенӗ. 5. Патша халдейсене ҫапла хуравланӑ: калас сӑмахӑм манӑҫрӗ; эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ, сирӗн ҫурт-йӗре аркатса тӑкӗҫ; 6. тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне каласа парсассӑн, сире манран тӗрлӗ парне те чыс-хисеп пулать; эппин, тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне калӑр, тенӗ. 7. Вӗсем ӗнтӗ иккӗмӗш хут хуравласа ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурисене ҫав тӗлӗке калинччӗ, эпир унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарӑпӑр, тенӗ. 8. Патша хуравласа каланӑ: пӗлетӗп эпӗ — тӗлӗкӗме аса илейменнине кура эсир вӑхӑта ҫеҫ тӑсасшӑн. 9. Эсир мана тӗлӗкӗм пӗлтерӗшне калаймастӑр иккен, апла эсир мана суйса-улталаса вӑхӑт ирттерме каварлашса хунӑ; ҫапла ӗнтӗ, тӗлӗкӗме каласа парӑр, вара эсир унӑн тупсӑмне те ӑнлантарса параясса ӗненӗп, тенӗ. 10. Халдейсем патшана ҫапла хуравласа каланӑ: ку ӗҫӗн уҫҫи-хуппине патшана калаян ҫын ҫӗр ҫинче ҫук; ҫавӑнпа нимӗнле аслӑ, хӑватлӑ патша та пӗр пӗлӗмҫӗрен те, асамҫӑран та, халдейсен ӑрӑмҫинчен те кунашкаллине ыйтман. 11. Патша тума ыйтакан ӗҫ ҫав тери йывӑр, унӑн уҫҫи-хуппине патшана турӑсемсӗр пуҫне никам та калаяс ҫук, вӗсем вара ҫын хушшинче пурӑнмаҫҫӗ, тенӗ. 12. Ҫакна илтсессӗн патша тарӑхса-урса кайнӑ та Вавилон ӑсчахӗсене пурне те тӗп тума хушнӑ.

13. Ӑсчахсене вӗлерме хушу тухсассӑн, Даниилпа унӑн юлташӗсене те шыранӑ, вӗсене те пӗтересшӗн пулнӑ. 14. Даниил вара Вавилон ӑсчахӗсене вӗлерме янӑ Ариоха — патша сыхлавҫисен пуҫлӑхне — канаш тата ӑс парас тесе унпа калаҫу пуҫарнӑ; 15. патшанӑн сумлӑ ҫыннинчен Ариохран ҫапла ыйтнӑ: патша мӗншӗн кун пекех хаяр хушу кӑларчӗ? тенӗ. Вара Ариох Даниила пӗтӗм ӗҫ-пуҫа каласа панӑ. 16. Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма пулса вӑхӑт ыйтса илнӗ. 17. Вӑл килне таврӑннӑ та ӗҫ-пуҫа хӑйӗн юлташӗсене Ананияна, Мисаила тата Азарияна каласа панӑ: 18. вӗсем Тӳпери Турра хута кӗме, ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса пама тархаслаччӑр — Даниилпа унӑн юлташӗсем Вавилонӑн ытти ӑсчахӗсемпе пӗрле пӗтмӗҫинччӗ. 19. Вара Даниила ҫӗрлехи курӑнура вӑрттӑнлӑх уҫӑлнӑ. Даниил ӗнтӗ Тӳпери Турра мухтавланӑ. 20. Вӑл ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр! Мӗншӗн тесен Унра — ӑслӑлӑхпа хӑват; 21. Вӑл вӑхӑта, ӗмӗре улӑштарать, патшана сирпӗтет, патшана лартать; ӑслисене ӑс, тӑнлине тӑн парать; 22. Вӑл тарӑнлӑха та вӑрттӑнлӑха уҫать, сӗмлӗхрине пӗлсе тӑрать, Унпа пӗрле ҫутӑ пурӑнать. 23. Сана, аттемӗрсен Туррине, аслӑласа мухтатӑп: Эсӗ мана ӑслӑхпа хӑват халалларӑн, эпир Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине Эсӗ мана уҫса патӑн: патша мӗн ҫинчен ыйтнине пире уҫса патӑн.

24. Ҫакӑн хыҫҫӑн Даниил Вавилон ӑсчахӗсене пӗтерме патшаран хушу илнӗ Ариох патне кайнӑ, ун патне кӗнӗ те каланӑ: Вавилон ӑсчахӗсене ан вӗлер; патша патне ертсе кай мана, эпӗ тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне уҫса парӑп, тенӗ. 25. Ариох вара Даниила тӳрех патша патне ертсе кӗнӗ те каланӑ: эпӗ Иудейӑран тыткӑна илнисен хушшинче патша тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне уҫса пама пултаракана тупрӑм, тенӗ. 26. Патша Даниила, Валтасар тесе ят хунӑскере, каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке тата унӑн пӗлтерӗшне эсӗ мана каласа параятӑн-и вара? тенӗ.

27. Даниил патшана ҫапла хуравласа каланӑ: патша ыйтакан вӑрттӑнлӑха ӑсчах та, пӗлӗмҫӗ те, вӗрӳҫӗ те, юмӑҫ та патшана уҫса параймӗ. 28. Анчах тӳпере вӑрттӑнлӑха уҫан Турӑ пур, юлашки кунсенче мӗн пулассине Навуходоносор патшана Вӑл уҫса пачӗ. Эсӗ хӑвӑн вырӑну ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тӗлӗкӳнте ҫакна тӗлленнӗ: 29. патшам, эсӗ: ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулӗ-ши? тесе шутласа выртнӑ — Вӑрттӑнлӑха Уҫаканӗ вара мӗн пулассине кӑтартнӑ сана. 30. Эпӗ ҫут тӗнчере пуринчен те ӑслӑрах пулнӑран мар, патшана ӑнлантарса пама уҫӑлчӗ ку вӑрттӑнлӑх мана — эсӗ хӑвӑн чӗрӳне мӗн пӑлхатнине пӗлӗн. 31. Эсӗ, патшамӑм, акӑ мӗн тӗлленнӗ: санӑн умӑнта темӗнле пысӑк кӗлетке, кӗрӗс-мерӗс кӗлетке пулнӑ, вӑл ялтӑр ҫуталса тӑнӑ, унӑн сӑнӗ чуна ҫӳҫентернӗ. 32. Ҫавӑ кӗлеткен пуҫӗ таса ылтӑн пулнӑ, кӑкӑрӗпе аллисем — кӗмӗл, хырӑмӗпе пӗҫҫисем — пӑхӑр, 33. ура тунийӗсем — тимӗр, ура лапписен пӗр пайӗ — тимӗр, тепӗр пайӗ — тӑм. 34. Кайран эсӗ акӑ мӗскер курнӑ: алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннӑ та ҫав кӗлеткене пырса ҫапнӑ, унӑн тимӗрпе тӑмран тунӑ урисем ҫине ӳкнӗ те вӗсене аркатса тӑкнӑ. 35. Вара пӗтӗмпе харӑсах саланса кайнӑ: тимӗрӗ, тӑмӗ, пӑхӑрӗ, кӗмӗлӗ те ылтӑнӗ ҫуллахи йӗтем ҫинчи хывӑх пек пулса тӑнӑ, вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайнӑ, йӗрӗ те юлман; кӗлеткене аркатнӑ чул вара аслӑ ту пулса пӗтӗм ҫӗре хупланӑ. 36. Ҫавнашкал тӗлӗк! Халӗ патша умӗнче унӑн пӗлтерӗшне каласа парӑпӑр. 37. Патша, эсӗ — патшасен патшийӗ; Тӳпери Турӑ сана патшалӑх, ирӗк, хӑват та чап панӑ; 38. Вӑл кирек ӑҫта пурӑнакан этем ывӑлӗсене, ҫӗр ҫинчи чӗрчунсемпе тӳпери вӗҫен кайӑксене сан аллуна панӑ, пурне те сана пӑхӑнтарнӑ. Ылтӑн пуҫ — эсӗ вӑл! 39. Сан хыҫҫӑн урӑх патшалӑх ҫӗкленӗ, санӑнне ҫитеймӗ; унтан виҫҫӗмӗшӗ — пӑхӑр патшалӑх — пӗтӗм ҫӗр ҫинче хуҫа пулса тӑрӗ. 40. Тӑваттӑмӗш патшалӑхӗ вара тимӗр пек ҫирӗп пулӗ: тимӗр пурне те ватса ҫӗмӗрнӗ пек, тӗпретнӗ пек, вӑл та, тӗппипе аркатакан тимӗр евӗр, аркатӗ те тӗпретӗ. 41. Эсӗ тата пӗр пайне чӳлмек тӑмӗнчен, тепӗр пайне тимӗртен тунӑ урасемпе ура пӳрнисене курнӑ, — апла ҫав патшалӑх пайланса каять; унӑн кӑштах тимӗр ҫирӗплӗхӗ те пулӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ чӳлмек тӑмӗпе хутӑшнӑ тимӗре курнӑ. 42. Ура пӳрнисен пӗр пайӗ тимӗр, тепӗр пайӗ тӑм пулнӑ пекех, ҫав патшалӑх та тӗллӗн ҫирӗп, тӗллӗн хавшак пулӗ. 43. Эсӗ чӳлмек тӑмӗпе хутӑшнӑ тимӗре курнӑ — апла пӗри тепӗринпе этем вӑрлӑхӗ урлӑ хутӑшӗ, анчах тимӗре тӑмпа пӗрле шӑратса хутӑштараймастӑн, ҫавӑн пек вӗсем те пӗр пӗтӗмлӗх пулаймӗҫ. 44. Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ, 45. ҫавӑнпа алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннине, вӑл тимӗре, пӑхӑра, тӑма, кӗмӗле те ылтӑна ватнине курнӑ та эсӗ. Аслӑ Турӑ малашне мӗн пулассине патшана ҫапла пӗлтернӗ. Ҫак тӗлӗк чӑн, ӑна ӑнлантарни те тӗрӗс! тенӗ Даниил. 46. Ҫавӑн чухне вара Навуходоносор патша ӳпне ӳксе Даниила пуҫҫапнӑ, ӑна парне парса тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе чыслама хушнӑ. 47. Патша Даниила ҫапла каланӑ: эсӗ ҫак вӑрттӑнлӑха уҫма пултартӑн пулсассӑн, сирӗн Туррӑр чӑннипех — турӑсен Туррийӗ, патшасен вӑрттӑнлӑха уҫакан Патшийӗ! тенӗ. 48. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша Даниила асла кӑларнӑ, ӑна темӗн чухлӗ сумлӑ парне панӑ, ӑна пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗн хуҫи тата мӗнпур Вавилон ӑсчахӗсен пуҫлӑхӗ туса хунӑ. 49. Даниил ыйтнипе патша Вавилон ҫӗршывӗнчи ӗҫсене тытса пыма Седраха, Мисаха тата Авденагона лартнӑ, Даниил вара патша килӗнчех юлнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней