Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 3 Езд 5

Раздел: Библи –> Ездрӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 17:52

Предложений: 50; Слово: 1029

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Паллӑсем пирки ҫапла калатӑп: ҫӗр ҫинче пурӑнакансене нумайӑшне сехӗрленӳ ярса илӗ, ун чухне чӑнлӑх ҫулӗ хупӑнӗ, тӗнчере ӗненӳ чакӗ, 2. вара эсӗ халӗ курса тӑракан, илтессе те тахҫанах илтнӗ тӳрӗмарлӑх ӳссе кайӗ. 3. Халӗ пуҫ пулса тӑракан ҫӗршыва ҫаратса хӑварӗҫ, ҫынсем вӑл пушхир пулса юлнине курӗҫ. 4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.

6. Ун чухне ҫӗр ҫинче пурӑнакансем кӗтменскерӗ патшара ларӗ, вӗҫен кайӑксем урӑх вырӑна вӗҫсе кайӗҫ. 7. Содом тинӗсӗ пулла сирпӗнтерсе кӑларӗ, ҫӗрле нумайӑшӗ пӗлмен сасӑ илтӗнӗ; анчах унӑн сассине пурте илтӗҫ. 8. Нумай ҫӗрте пӑлхав пула-пула иртӗ, тӳперен тӑтӑшах вут-ҫулӑм анӗ; тискер кайӑксем хӑйсем пурӑнакан вырӑна улӑштарӗҫ, ҫуратма пултаракан хӗрарӑмсем хӑрушӑ чӗрчунсем ҫурата-ҫурата парӗҫ. 9. Пылак шывсем тӑварланӗҫ, туссем пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑрӗҫ; ун чухне ӑс ҫухалӗ, ӑс-хакӑл хӑйӗн управӑшне кайса пытанӗ. 10. Нумайӑшӗ ӑна шырӗ те — тупаймӗ, вара ҫӗр ҫинче тӳрӗмарлӑхпа чарусӑрлӑх ӳссе кайӗ. 11. Пӗр ҫӗршыв кӳршӗри тепӗр ҫӗршывран: «сан ҫийӗн тӳрӗлӗх е тӳрӗ пурӑнакан ҫынсем иртсе каймарӗҫ-и?» тесе ыйтӗ. Лешӗ: «ҫук» тейӗ. 12. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем ӗмӗтленсе-шанса тӑрӗҫ — кӗтни пулаймӗ, ӗҫлӗҫ — ӑнӑҫу пулмӗ. 13. Сана ҫак паллӑсем ҫинчен калама ирӗк панӑ мана, анчах хальхи пекех тепре йӗре-йӗре кӗлтусассӑн, ҫичӗ кун типӗ тытсассӑн, кунтан ытларах та илтейӗн, терӗ Ангел.

14. Вара эпӗ вӑрантӑм — ӳтӗм-пӗвӗм сиксе чӗтретчӗ, чунӑм та, вӗҫне ҫитнӗ пек, йӑлт халран кайнӑччӗ. 15. Анчах хам патӑма килнӗ Ангел мана пулӑшрӗ, мана вӑй кӗртрӗ, ура ҫине тӑратрӗ. 16. Унтан ҫапла пулчӗ: иккӗмӗш каҫхине ман патӑма халӑха ертсе пыракан Фалтиил килчӗ те ҫапла ыйтрӗ: ӑҫта пулнӑ эсӗ, мӗншӗн сӑну ытла та хурлӑхлӑ санӑн? 17. Эсӗ пӗлместӗн-им, хӑйне куҫарса кайнӑ ҫӗршывра Израиле сана шанса панӑ. 18. Апла тӑр та апат ларса ҫи — пире, кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне пӑрахса хӑварнӑ пек, усал кашкӑрсен аллине пӑрахса ан хӑвар, терӗ. 19. Эпӗ ӑна: кай ман ҫумран, ҫичӗ кун хушши ман патӑма ан ҫывӑхар, ман патӑма ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ кил, терӗм; вӑл, ҫакна илтсен, манран пӑрӑнса кайрӗ. 20. Эпӗ вара, Уриил ангел хушнӑ пек, йӗрсе те хуйхӑрса, ҫичӗ кун типӗ тытрӑм.

21. Ҫичӗ кун хыҫҫӑн та ӑшӑмри шухӑшӑмсем маншӑн каллех ҫав тери йывӑр пулчӗҫ; 22. анчах эпӗ йӑл илтӗм те каллех Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма пуҫларӑм, 23. ӗнтӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ. 28. Халӗ вара, эй Ҫӳлхуҫамӑм, мӗншӗн-ха пӗртен-пӗррескерне ыттисене сутрӑн, пӗр тымара ытти тымарсенчен ытларах сивлерӗн, мӗншӗн Хӑвӑн пӗртен-пӗр халӑхна ытти халӑхсем хушшине салатса ятӑн? 29. Эсӗ пама пулнине хирӗҫлекенсем Санӑн халална ӗненекенсене нимӗн вырӑнне те хумарӗҫ. 30. Ӗнтӗ Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ҫав териех курайми пулса ҫитнӗ пулсассӑн, вӑл ӗнтӗ хасине те Санӑн аллунтан тӳстӗрччӗ, терӗм.

31. Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне ман патӑма унччен ҫӗрле килнӗ Ангела ярса пачӗҫ, 32. вӑл мана каларӗ: итле мана — эпӗ сана вӗрентӗп; тӑнла мана — эпӗ сана ытларах та каласа кӑтартӑп, терӗ. 33. Эпӗ: кала, хуҫамӑм, терӗм те, вӑл мана каларӗ: Израиль ҫинчен тинкерлӗ ӑсупа шухӑшласа эсӗ ытла та шала кӗрсе кайнӑ; ара, эсӗ Израиле ӑна Пултараканран та ытларах юрататӑн-им? терӗ. 34. Ҫук, хуҫамӑм, терӗм эпӗ, хӗн-асапӑм пысӑк пулнӑран каларӑм. Ҫӳлти Туррӑн ҫулне пӗлес, Унӑн сучӗн пӗр пайне те пулин ӑнланса илес тесе тӑрӑшнӑ чухне эпӗ яланах пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗмпе асапланатӑп, терӗм. 35. Вӑл: пултараймастӑн, терӗ. Эпӗ ҫапла ыйтрӑм: мӗншӗн пултараймастӑп-ха, хуҫамӑм? Иакова тертлентернине, Израиль йӑхне хавшатса ҫитернине куриччен манӑн ҫуралмалла та марччӗ, аннемӗн варӗ маншӑн тупӑк пулни аванрахчӗ, терӗм. 36. Вара вӑл мана каларӗ: килсе ҫитменнине шутласа пар-ха мана, сапаланнӑ тумламсене пуҫтарса пар, хӑрнӑ чечексене чӗртсе тӑрат; 37. питӗрсе лартнӑ управӑшсене уҫ та унта хупнӑ ҫилсене кӑларса яр, мана тата сасӑ сӑнне кӑтарт, вара эпӗ сана ху курас тесе тӗмсӗлнине кӑтартӑп, терӗ. 38. Эпӗ ҫапла хуравларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! кам пӗлме пултарӗ ҫакна? ҫынсемпе пӗрле пурӑнманскерӗ пулсан ҫеҫ. 39. Эпӗ вара ӑссӑр, Эсӗ манран мӗн ыйтнийӗ ҫинчен эпӗ мӗнле калаҫма пултарӑп? терӗм. 40. Вӑл мана каларӗ: халӗ каланине нихӑшне те тума пултарайман пек, эсӗ Манӑн сутӑма та, Эпӗ халӑхӑма пама пулнӑ юратӑвӑн чиккине те пӗлме пултараймастӑн, терӗ. 41. Эпӗ ҫапла хуравларӑм: акӑ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ тӗнче пӗтнӗ тӗле чӗрӗ юлнисене ҫывӑх, манран малтан пулнисем е эпир хамӑр, е пирӗн хыҫҫӑн килекенсем мӗн тӑвӑпӑр вара? терӗм. 42. Вӑл мана каларӗ: Манӑн сутӑм кӑшӑл евӗрлӗ пулӗ; юлашкисем кая юлмӗҫ, малтанхисем мала тухмӗҫ, терӗ. 43. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: малтан пултарнисене те, халӗ пурӑнаканнисене те, ӳлӗм пулассисене те Эсӗ пӗрле пуҫтарса ҫыхӑнтараймӑн-и, ҫапла вӗсене хӑвӑн суту ҫинчен хӑвӑртрах пӗлтерме пултараймӑн-и? терӗм. 44. Вӑл мана хуравларӗ: мӗн пултарнийӗ хӑйне Пултаракана васкатма пултараймӗ, ҫак тӗнче те ӳлӗмрен пултарассине пурне те пӗрле шӑнӑҫтараймӗ, терӗ. 45. Вара каларӑм эпӗ: мӗнле-ха апла, Эсӗ Хӑвӑн чуруна каланӑ-ҫке: Хӑв мӗн пултарнине пурне те пӗр вӑхӑтра чӗртсе тӑратма пулнӑ; ҫавӑн чухне вӗсем пурте тӗнчене шӑнӑҫма пултараяҫҫӗ пулсассӑн, апла халь пурӑнакансем те пурте шӑнӑҫмалла-ҫке, терӗм. 46. Вӑл мана каларӗ: хӗрарӑмран ыйт, кала ӑна: эсӗ вунӑ ача ҫурататӑн пулсан, мӗншӗн-ха вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫурататӑн вӗсене? те, эсӗ ӑна вуннӑшне те пӗр харӑс ҫуратса пама ыйт, терӗ. 47. Эпӗ ӑна: ун пек майӗ ҫук, пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ пулмалла, терӗм. 48. Вӑл вара мана каларӗ: Эпӗ те ҫӗр варне мӗн акнине хӑйӗн вӑхӑтӗнче ҫитӗнмелле тунӑ. 49. Пӗчӗк ача ҫуратма пултарайман пек, ватӑлнӑ хӗрарӑм урӑх ҫуратма пултарайман пек, Эпӗ те Хам пултарнӑ тӗнчене ҫапла пайланӑ, терӗ. 50. Вара эпӗ Унран ҫапла ыйтрӑм: Эсӗ мана калама ирӗк патӑн, апла эпӗ калатӑп: Эсӗ мана каланӑ аннемӗр ҫаплах ҫамрӑк-и-ха е ватлӑхалла ҫывӑхарса пырать-и? 51. Вӑл мана ҫапла каларӗ: ҫакӑн ҫинчен ҫуратаканран ыйт, вӑл калӗ сана. 52. Кала ӑна: «эсӗ халӗ ҫуратакан ачусем мӗншӗн ӗлӗкрех ҫуралнисем пек мар, мӗншӗн вӗсем пӗвӗпе пӗчӗкрех?» те. 53. Вӑл сана ҫапла калӗ: «пӗрисене эпӗ ҫамрӑк вӑйӑм ҫирӗп чухне ҫуратнӑ, тепӗрисене вара ватлӑх ҫитеспе, варӑм хӑйӗн вӑйне ҫухатма пуҫласан, ҫуратнӑ» тейӗ. 54. Шухӑшла хӑвах: эсир халӗ кӳлепепе хӑвӑртан маларах ҫуралнисенчен пӗчӗкрех; 55. сирӗн хыҫҫӑн ҫуралакансем вара сирӗнтен те пӗчӗкрех пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пултарнӑ япаласем ватӑлса пыраҫҫӗ, яшлӑх ҫирӗплӗхӗ иртсе кайнӑ, терӗ. 56. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуҫамӑм, тархасласах ыйтатӑп: эхер те эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑв пултарнӑ тӗнчене кам урлӑ сут тунине кӑтартсамччӗ Хӑвӑн чуруна, терӗм.

Сайт:

 

Статистика

...подробней