Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Дан 10

Раздел: Библи –> Даниил пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 14:17

Предложений: 28; Слово: 444

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Кир, Перси патши, виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Даниила, Валтасар тесе чӗннӗскерне, малашне мӗн пуласси курӑннӑ — ҫакӑ вӑл аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен пӗлтернӗ чӑн хыпар пулнӑ. Даниил хӑйне мӗн курӑннине ӑнланса илнӗ.

2. Ҫав кунсенче эпӗ, Даниил, ӗнтӗ виҫӗ эрне хушши хуйхӑрса-хурланса пурӑнаттӑм: 3. тутлӑ апат ҫимен эпӗ; ҫӑварӑма аш-какайпа эрех те кӗмен, виҫӗ эрне кунӗсем иртиччен ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа та сӗрӗнмен. 4. Пӗрремӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара эпӗ аслӑ Тигр юханшывӗ хӗрринче пултӑм, 5. куҫӑма ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхрӑм та — курах кайрӑм: акӑ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ар тӑрать, пилӗкне Уфаз ылтӑнӗнчен тунӑ пиҫиххи ҫыхнӑ. 6. Ӳчӗ-пӗвӗ унӑн — топаз пек, сӑнӗ — ҫиҫекен ҫиҫӗм пек, куҫӗсем — ҫунакан ҫутаткӑҫ пек, алли-ури — ялтӑртатакан пӑхӑр пек, сассийӗ — халӑх шавӗ пек. 7. Ҫакна пӗр эпӗ ҫеҫ, Даниил, куртӑм, манпа пӗрле пулнӑ ҫынсем курмарӗҫ; анчах вӗсем темӗн тӗрлӗ сехӗрленсе ӳкрӗҫ те, пытанас тесе, пурте тарса пӗтрӗҫ. 8. Эпӗ ӗнтӗ пӗчченех юлса ҫакӑ аслӑ курӑнӑва пӑхса тӑтӑм, анчах та манӑн пӗтӗм вӑй-халӑм пӗтсе ларчӗ, эпӗ лӑштӑр кайрӑм. 9. Акӑ эпӗ унӑн сассине илтрӗм — унӑн сассине илтсенех, тӑнран кайса, ӳпне ӳкрӗм те питӗмпе ҫӗре перӗнсех выртрӑм. 10. Акӑ мана алӑ сӗртӗнсе илчӗ те ҫӳлелле ҫӗклерӗ — эпӗ ӗнтӗ, аллӑмсемпе ҫӗре тӗреленсе, чӗркуҫҫи ҫине тӑтӑм. 11. Мана вӑл ҫапла каларӗ: Даниил, суйласа илнӗскерӗ! Эпӗ хӑвна калакан сӑмаха ӑшна хыв. Уру ҫине тӑр, мӗншӗн тесессӗн паян мана сан патна янӑ, терӗ. Мана ҫак сӑмахсене каланӑ чухне эпӗ, чӗтресе, ура ҫине тӳрленсе тӑтӑм. 12. Вӑл мана каларӗ: ан хӑра, Даниил; эсӗ, хӑвӑн Турру умӗнче йӑвашланса, пӗлесчӗ, ӑнланасчӗ тесе чӗрӳне Турӑ еннелле ҫавӑрнӑ пӗрремӗш кунранах санӑн сӑмахна илтнӗ. Санӑн сӑмахна пула килтӗм те эпӗ. 13. Перси патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫирӗм пӗр кун мана хирӗҫ тӑчӗ. Эпӗ унта Перси патшисемпе куҫа-куҫӑн тӑтӑм — вара Михаил, пӗрремӗш пуҫлӑхсенчен пӗри, мана пулӑшма ҫитрӗ. Эпӗ ӑна Перси патшисем патӗнче хӑвартӑм. 14. Халӗ вара эпӗ юлашки вӑхӑтра санӑн халӑхна мӗн-мӗн пулассине пӗлтерме килтӗм, мӗншӗн тесессӗн эсӗ мӗн курни вӑл — ҫав кунсем ҫинчен, терӗ. 15. Вӑл мана ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫине ӳпне ӳкрӗм, чӗлхесӗр пулнӑ пекех выртрӑм. 16. Акӑ такам, сӑнран этем ывӑлӗсем евӗрлӗскер, манӑн тутана сӗртӗнсе илчӗ те, эпӗ ҫӑварӑма уҫрӑм, калаҫма пуҫларӑм, хамӑн умра тӑракана каларӑм: хуҫамӑм! ҫакна курнӑ чухне манӑн ӑшӑм-чиккӗм хускалчӗ, вӑй-халӑм пӗтсе ларчӗ. 17. Эпӗ, хуҫамӑн чури, хамӑн хуҫампа калаҫма пултарайӑп-ши? манӑн чӗптӗм вӑй та ҫук, сывлӑш ҫавӑрайми пултӑм, терӗм. 18. Унтан ҫавӑ, этем евӗрлӗскерӗ, мана каллех сӗртӗнчӗ те — мана вӑй-тӗрек кӗртрӗ. 19. Вӑл ҫапла каларӗ: ан хӑра, суйласа илнӗскерӗ! канӑҫлӑх пултӑр сана; тӗреклӗлен, тӗреклӗлен! терӗ. Вӑл ҫапла каланӑ хушӑра эпӗ тӗреклӗлентӗм те каларӑм: кала, хуҫамӑм! эсӗ мана вӑй-хал патӑн, терӗм. 20. Вӑл ҫапла каларӗ: эпӗ сан патна мӗншӗн килнине пӗлетӗн-и? Эпӗ халӗ Перси пуҫлӑхӗпе ҫапӑҫма каялла каятӑп; ҫав ҫапӑҫӑва вӗҫлесессӗн, акӑ Греци пуҫлӑхӗ килӗ. 21. Эпӗ сана Чӑнлӑх Кӗнекинче мӗн ҫырнине пӗлтерӗп; вӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мана сирӗн Михаил пуҫлӑхӑр ҫеҫ пулӑшать, унсӑр пуҫне никам та пулӑшмасть.

Сайт:

 

Статистика

...подробней