Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Эф 4

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Эфес ҫыннисене янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 09:01

Предложений: 17; Слово: 421

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӗрмере ларакан ҫын, сире ӳкӗтлетӗп: эсир хӑвӑра чӗнсе илсе панӑ ята юрӑхлӑ пурӑнӑр: 2-3. кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр. 4. Пӗр тӑл-пӳ, пӗр Сывлӑш, ҫавӑн пекех сире пӗр шанчӑкпа тӑма чӗнсе илнӗ; 5. пӗр Ҫӳлхуҫа, ӗненни те, тӗне кӗни те пӗрех, 6. пӗр Турӑ, Вӑл — пуринӗн те Ашшӗ, Вӑл — пуринчен те аслӑ, Хӑйӗн вӑйне пуринӗн урлӑ та кӑтартать, пурсӑмӑр ӑшӗнче те тӑрать. 7. Пире пурсӑмӑра та, кашнинех, Христосӑн тулли ырӑлӑхӗнчен хӑйне уйрӑм ырӑлӑх панӑ. 8. Ҫавӑнпа Ҫыру ҫапла калать те: «ҫӳле ҫӗклентӗн, тыткӑна тыткӑнларӑн, этемсене ырӑлӑх патӑн» тет. 9. «Ҫӳле ҫӗклентӗн» тени малтан Вӑл ҫӗр тӗпӗнчи вырӑнсене аннине пӗлтермесен мӗне пӗлтерет тата? 10. Аяла аннӑскерӗ Хӑй пур ҫӗрте те, пурин ӑшӗнче те пулмашкӑн тӳперен те ҫӳле ҫӗкленнӗ. 11. Вӑл хӑшне — апостол, хӑшне — пророк, хӑшне — Ырӑ Хыпар пӗлтерекен, хӑшне — ҫын кӗтӳҫи, хӑшне вӗрентӳҫӗ тунӑ: 12. вӗсен сӑваплӑ ҫынсене Христос Тӑл-пӗвӗшӗн — Унӑн Чиркӗвӗшӗн — ӗҫлесе тӑма хатӗрлемелле, 13. ҫав ӗҫсене ӗнтӗ эпир пурсӑмӑр та пӗр тӗне кӗриччен, Турӑ Ывӑлне пӗлсе ҫитиччен, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитиччен, Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен туса тӑмалла; 14. вара эпир ачасем пек пулмӑпӑр: ҫын улталанипе, чее илӗртнипе ҫилпе хумханнӑ пек тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн ҫӳремӗпӗр. 15. Яланах чӑнлӑха юратса, пур тӗлӗшпе те Христос патне ҫывӑхарма тӑрӑшса ӳссе ҫитӗнӗпӗр. Вӑл — Пуҫлӑх, 16. пӗтӗм Тӑл-пӳ Ӑна пӑхӑнса тӑрать, вӑл пӗр-пӗринпе тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ, кашни пайӗ кирлӗ таран пӗр-пӗриншӗн юратса ӗҫленипе ӳссех пырать, тӗреклӗленет.

17. Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫана асӑнса калатӑп: эсир ӗнтӗ малашне ытти халӑхсем хӑйсен ниме тӑман ӑсӗпе пурӑннӑ пек ан пурӑнӑр; 18. вӗсен ӗнтӗ ӑстӑнӗ тайӑлнӑ, нимӗн те пӗлменнипе, чӗри туйми пулса ҫитнипе Турӑ пурӑнӑҫӗнчен ютшӑннӑ; 19. туйми пулса ҫитсе, вӗсем намӑс ӗҫе ярӑнчӗҫ, пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗн чиккине пӗлмесӗр аскӑнаҫҫӗ. 20. Сире Христос ҫинчен ҫапла вӗрентмен-ҫке, 21. эсир Ун ҫинчен илтнӗ, Унпа пӗрле пулса, Унра чӑнлӑх иккенне пӗлнӗ — 22. илӗртекен ӳт хыҫҫӑн кайнӑран пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлакан авалхи этемӗн ӗлӗкхи пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахмаллаччӗ, 23. сирӗн чунӑрпа, ӑстӑнӑрпа ҫӗнелмеллеччӗ, 24. сирӗн тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем пулмаллаччӗ.

25. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурсӑр та суяна пӑрахса хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калӑр: эпир пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем. 26. Ҫилленсе ҫылӑха ан кӗрӗр: ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр; 27. хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр. 28. Вӑрласа пурӑннӑскерӗ малашне ан вӑрлатӑр, ҫитменнипе асапланакана памалӑх та пултӑр тесе, аллипе усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑштӑр. 29. Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракансене вӑл ырӑлӑх кӳтӗр. 30. Туррӑн Таса Сывлӑшне ан хурлантарӑр: Вӑл сире хӑтарас кун валли паллӑ тунӑ. 31. Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та сирӗнтен аякра тӑтӑр; 32. пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней