Короткие
Кӗҫени, Шупашкар больницинче операци хыҫҫӑн уйӑх ҫурра яхӑн выртса хӑрушла хухнӑскер, юр тӑрӑх пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ те ҫӑматтисемпе (ҫӑматтисене, тухмалли хыпарне пӗлсен, Матви хурса пынӑччӗ тӗп хулана), чарӑнса, умри ҫутҫанталӑка тӑранайми сӑнарӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Калатӑп ҫав, кӑтӑкӗ урӑххинче. — Шухӑшланӑ ҫӗртех вӑл кӑкӑр кӗсйине хыпашласа пӑхрӗ, Укҫи чылаях, хутаҫри япаласем ҫурӑм хыҫӗнче. — Ӑҫта пурӑннине ыйтса пӗлесчӗ. Тен, килӗнче ҫӗлесе пама килӗшӗ?» — пӑшӑрхансах ҫӳрерӗ-ха кин кӗртме ӗмӗтленнӗ кил хуҫи.
Туйра тукмак йӑванать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 133–144 с.
Таҫта ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑнма ӗлкӗрнӗскер юлашки мода хушнӑ пек ҫӗлетнӗ чечеклӗ кӗпе пахалӑхне кӑтартас тенӗ пек пӳлӗмре калла-малла кумнӑ хыҫҫӑн диван ҫине Герасим Федотовичпа юнашар ларчӗ, унран ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курни ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫав виҫӗ ҫын хӑйсем патне пырасса ял ҫыннисем малтанах кӗтсе тӑраҫҫӗ: пуяннисем пурҫӑн тутӑрсем, хӗрсем хитре тӗрленӗ катанпир пит шӑллисем, сӑмса тутӑрӗсем, енчӗксем, кил хуҫи хӗрарӑмӗсем теҫетки-теҫеткипе ҫӑмарта тата тем-тепӗр парса яраҫҫӗ вӗсене.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пухӑва ертсе пыраканни, комбинат директорӗн приказне вуласа, Тольӑна Хисеп грамотипе хаклӑ парнесем панӑ, тухса калаҫакансем ӑна, вӗренӳре те ӗҫри пекех хастар та пултаруллӑ пулма, комбината килсе ҫӳреме, коллективпа ҫыхӑну тытма сӗнсе, сывлӑх суннӑ.
Ҫутӑ хуҫи // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 65–91 с.
Чӗлтӗрти курӑк пуснӑ ҫерем ҫинче, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫапнӑ, симӗс сӑрпа сӑрланӑ хӑма карта ҫывӑхнерех, пӗр кӑнттам, элес-мелес хура йытӑ, пойнтер, хырӑмӗпе выртса хӳрине ҫекӗлле авса хунӑ та киленсех умӗнче шуррӑн-тӗксӗммӗн купаланса выртакан шӑмӑсене тӗшӗрет.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӗр остановка кӑна кайнӑччӗ, ҫаннисене хул тӗпне ҫити тавӑрса янӑ, аллисем ҫине тӗрлӗрен ҫӗлен-калтасем йӗплесе ӳкернӗ, вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ патвар этем, «халӑха пӑлхатса пыран» тесе, ӗнсерен ярса илчӗ те троллейбусран вӗлт! кӑна сирпӗтсе антарчӗ мана.
Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.
«Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламларӗ патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракан.
Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/
Матви таврӑнас умӗн вара вӑл, савнийӗ таврӑнсан сӑмах-юмахӗ кӗске пултӑр тесе, ку таранччен тытса пынӑ, ӳстернӗ, шӑварнӑ шанӑҫ туратне пуртӑпа лачӑрах касса антарчӗ: хӑй унран сивӗнни, ӑна качча тухма евӗкӗ ҫукки, пӗр-пӗрне манмалли пирки ҫыру ӑсатрӗ…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йыш пӗчӗкрех пулассипе килӗшме тиветех ӗнтӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ пӗчӗккӗн вӑй илнӗ май /ҫакӑн паллисем пур. Ютран, чикӗ леш енчен, кӳрекен апат-ҫимӗҫ самаях хӗсӗннӗ май патшалӑх тинех хамӑрӑн хресчен еннелле ҫаврӑнчӗ пек туйӑнать/ ял та ура ҫине тӑратех.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
«Эпир хамӑр ӗҫе турӑмӑр, кунта ҫӳреме хатӗр. Виҫҫӗмӗш хутра ресторан туса пӗтересси кӑна юлчӗ. Кунта тем те тума пулать, пире интеореслӗ мероприятисемпе савӑнтарасса шанатӑп. Чи кирли кунта ачасемпе ҫамрӑксем ялан ҫӳреччӗр», – терӗ Рустам Минниханов.
Галиаскар Камал театрӑн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре Раҫҫейӗн паллӑ кино тата театр актерӗ Владимир Машков килчӗ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/ga ... askov-kilc
Республикӑри ятарлӑ пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн авӑнӑн 1-мӗшӗнчен округри 10 шкулта тӗрлӗ енлӗ вӗренӳпе производство класӗсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ, ҫав шутра «Медицина», «Ҫӗвӗ ӗҫӗ», «Строительство», «Ял хуҫалӑхӗ», «Экономика тата управлени» тата ыттисем те.
Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/
Проект тӑрӑх ҫак участокра кивелсе юрӑхсӑра тухнӑ сийсене ҫӗнетмелле, кӑлтӑксене пӗтермелле, ҫул-йӗр «тумӗн» конструктивлӑ сийӗсен усӑ курмалли срокне тӑсмалла», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров.
Нацпроектпа килӗшӳллӗн ҫул юсанӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/14/%d0%bd%d0%b ... %bd%d3%91/
Ҫакӑн хыҫҫӑн Павӑлӑн инкек вӑраххӑн асаплантарса хӑртакан пурнӑҫӗ рульсӗр-парӑссӑр кимӗ пек тӗлсӗр-йӗрсӗр шума, енчен енне сулӑнкалама пуҫларӗ: пӗчченлӗх тунсӑхӗ асар-писер тинӗс хумӗ евӗр киле-киле ҫапсан, ҫӑлӑнӑҫа вӑл каллех эрех черккинче шырарӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Иртӗ-и уйӑх хыҫҫӑн уйӑх, ҫулталӑк хыҫҫӑн ҫулталӑк, кунтах юп курӗ-и Дина, малалла ӑс пухма аякка-аякка тухса кайӗ-и — пурпӗрех нихӑҫан-нихӑҫан та манмӗ хӗр тӑван амӑшне, вӗҫӗм-вӗҫӗмех унӑн сӑлайлӑ ӑшӑнчӑкӗне ӑшӑнӗ, тараватлӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе хавхаланӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах кам та кам: поэта хӑйӗн пултарулӑхне халӑх пултарулӑхӗпе пӗрлештерме ҫӑмӑл, тет, — вӑл йӑнӑшать, мӗншӗн тесен халӑх сӑмахлӑхне, халӑх пултарулӑхне ҫавӑн пек (Тилли юррисем пек!) чӗртсе яма, чун кӗртме, ҫунат пама пысӑк талантлӑ поэт ҫеҫ пултарать.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Уйӑхра пӗрре республика ҫуртӗнче «Транспорт сехечӗ» — правительство членӗсемпе, специализациленӗ предприятисемпе, хуласемпе районсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттереҫҫӗ, унта транспорт тата ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантармалли ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.
Пушкӑртра Уфа-Чишма ҫулӗсене асфальт сараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3893831
Ҫӗршывра ҫӗнетӳ текен тапхӑр пуҫлансан, вӑтам вӑйпа пурӑнакан Ургалкинсем пурнӑҫ хӗснипе килти ӗнине (ӑна усрама, чӑнах, тӑкӑнса тӑракан вӑй-халах кирлӗ ҫав) сутнӑ та качака туяннӑ (ку килти выльӑх ӗнтӗ ал-урана пурантарсах, салтаймиех кӑрӑн ҫыхмасть).
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Анатолий Николаевич Хурӑнкасси, Анатри Панкли, Тури Панкли ялӗсенче пурӑнакансем иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнчи пӑрлӑ ҫумӑр синкерне пӗтерме активлӑ хутшӑнни пирки асӑнчӗ, йывӑр самант сиксе тухсан пӗр шухӑшлӑ пулнӑшӑн ял ҫыннисене тав сӑмахӗ каларӗ.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
Амӑшӗ вырӑнӗнче пулса тӑнӑ Валя аппӑшне /Афанасьевсем ҫемьене йышӑннӑ ачасене хӑйсене «атте», «анне» тесе калаттармаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ пур ҫӗртех капла чӗнтерни тӗрӗс маррине ӑнланаҫҫӗ/ ял ҫыннисем умӗнче намӑс кӑтартасран асӑрханса ашкӑнса ҫӳремеҫҫӗ.
Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.


