Корпус чувашского языка

Короткие

Малтанах куҫӗ ҫывӑхри шултра, пӗве кӗнӗ, сарӑхса тӗксӗмленнӗ кӗр тумӗллӗ йывӑҫ-тӗмӗсен хапи-ӗлкисене тӗсмӗрткелерӗ-ха, шаларах кӗрсен вара йӑлтӑрккине ҫухатнӑ «кӗмӗл» яштак хурӑнсемсӗр пуҫне (хура хутӑшра вӗсене те уйӑрайми пулчӗ) нимӗн те курмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Программӑн тӗп тӗллевӗ - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ йышри ҫынсенчен патшалӑх тата муниципалитет шайӗнчи влаҫ органӗсенче, патриотла воспитани тата ҫамрӑксемпе ӗҫлессин тытӑмӗнче, корпоративлӑ сферӑра ӗҫлеме компетентлӑ ертӳҫӗсене хатӗрлесси.

Помоги переводом

Паттӑрсем гражданкӑра та стройра // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/53026-patt ... ta-strojra

Производство ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ (1977 ҫул), Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1999), Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ гражданинӗ (2000 ҫул) Пантелеймон Михайлович Ермошкин (28.01.1933) 90 ҫул каялла Каншелӗнче ҫуралнӑ.

Помоги переводом

Пирӗн ентеш // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44268-pir-n-entesh-73

Ют ялти ют хапха умӗнче тӑрсан-тӑрсан, ҫӑмламас кушака тепӗр хут ачашласа: «Юрӗ, Муркка, пӳрте кӗрсен, Левене салам кала. Тӑчӗ-тӑчӗ те, кӗме хӑю ҫитереймесӗр, кукамӑшӗсем патне кайрӗ тесе пӗлтер», — пӑшӑлтатать Тамара, юра натӑртаттарса, пӑрӑнса утать.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тап-тап утса пыраканскер, Лена чӗпписен клеткисем патне ҫитсен, хӑйӑрпах ҫуса тасатнӑ шап-шурӑ урайне пусма хӑяймасӑр пӗр хушӑ тӑпах чарӑнса тӑчӗ, унтан хӗрӗн ӗҫӗнче мӗнле те пулин кӑлтӑк шыраса тупас шутпа патваррӑн малалла таплаттарса кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Йӗрӗх кӳлепине (пуканине) хӗрарӑм тумӗ тӑхӑнтарнӑ, ӑна пӳрт таврашӗнче е кӗлетре упранӑ. Йӗрӗх — йӑха хӳтӗлекен чунӑш. Нумай музейсенче хӗрарӑм сӑнлӑ, хӗрлӗ ҫыхӑллӑ, татӑк-кӗсӗкрен е улӑмран тунӑ пуканесене Йӗрӗх тесе кӑтартаҫҫӗ»,— ҫырать тӗпчевҫӗ.

Помоги переводом

Йӗрӗх ҫырмисенче эрех юхтарнӑ-и? // Владимир ШАКРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... uhtarna-i/

Авловшӑн пулсан ҫак хӗрсен ӗҫӗ ҫав тери кӑткӑс ӗнтӗ, «салтак пирне» тӗлӗнсе каймалла хӑвӑрт тӗрӗслени, миллиметрсене пайланӑ линейкӑпа виҫсе шайлаштарни, алӑ тӳрчӗпе сирсе, питӗ хӑвӑрт сийӗн-сийӗн шутлани — ҫаксене татах та куҫ тулли пӑхас килчӗ ун.

Помоги переводом

Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хусана каялла илсе каяс — ку вӑл хана мӑшкӑллани пулать, уншӑн Шигалей пуҫа кастармасан та ярлӑка туртса илме пултарать, тепӗр хут Чалӑма ҫитес — ку вӑл пушӑлла ҫул туни, парнесене ҫав ҫармӑс вӑрманӗнчи кашкӑра парса хӑварни пулать, урӑх ним те мар».

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Пӗве кӗрсе ҫитеймен» вулӑсем пире йӑтса-чӑтса тӑма пултарайманни, тӗреклӗхне ҫитерейменни тӳрех паллӑ пулчӗ: вӗсем ухӑнчӗҫ, силленчӗҫ, «урлӑ-пирлӗ аял пуҫ тайкаласа», ярр! авӑнкаларӗҫ, ҫамрӑк, черченкӗ тураттисем чӗрӗлкелерӗҫ, хуҫӑлнисем те пулчӗҫ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫак вӑхӑтра пусма картлашкисем сӗрмен урапа кустӑрмисем пек чӗриклетни-чӑкӑртатни илтӗнчӗ, хыҫҫӑнах пӳлӗме элес-мелес тапчам кӗлеткеллӗ, вар ӳтлӗ, ватӑ хурама хуппи пек ҫуркаланчӑк сӑн-питлӗ, лашман сӑмсаллӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын йӑтӑнса кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эп ҫывхарнине сисменскер, вӑл ман еннелле палт! ҫаврӑнчӗ те хӑйӗн вичкӗн хӑмӑр куҫӗпе мана сӑнӑ пек тирӗнчӗ, шиклӗн, шанмасӑртараххӑн тимлерӗ, вара сӑмах-юмах ҫӑрса тӑмасӑрах мӑнттай ҫулӑкне катари ик енӗпе те тӳп-тӳрӗ хула урамӗ еннелле ярт! ҫӗклерӗ:

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӑкӑрӗ-ҫурӑмӗ ҫине те медальсем ҫакса тултарнӑ хастар разведчик хӑвӑрт шӑвӑнса ҫитет унта, хӗвел ҫаврӑнӑш тунине — элес-мелес хӑрушӑ гранатӑна — ывӑтать те тӑшмансен аманнӑ генералне, Варук Вали ятлӑскерне, хамӑрӑннисем патне вӑйпах ҫавӑтса каять.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Станислав Андреевич ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхне аталантарас енӗпе нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ вӑй хунӑшӑн «Мичуринец» хуҫалӑх агрономне Галина Васильевна Власована (вӑл ҫав хушӑрах Мӑн Шетмӗ ял старости те) район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысларӗ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Унта темиҫе тӗрлӗ кулӑшла ӳкерчӗк: занятирен тухса тарнисене, урок сиктерсе ҫӳрекенсене, киле панӑ ӗҫе хӑйсем тумасӑр ҫынран «чепчетсе» илекенсене, «мухмӑрла пуҫпа» урока килекенсене тӑрӑхланӑ, ӳкерчӗксен айӗнче татах ҫав икӗ пӗчӗк саспалли «Н. А.».

Помоги переводом

Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Валет текенни, хӑйне хула ҫынни пек тыткалама тӑрӑшаканскер, Антун ларакан тӗле пычӗ, сулахай аллине шӑлавар кӗсйине чиксе, ҫӑварне йӗрӗнчӗклӗн йӗрсе, пушмак пуҫӗпе урайне шаплаттарса тӑчӗ-тӑчӗ те, сасартӑк туртӑнса, пӗррех! сулса ячӗ сылтӑм чӑмӑрне.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нина, Иван Гаврилович хӗрӗ, ку яхӑна Мукуҫ мучи патӗнче тӗпленнӗскер, ҫын патӗнче пурӑнма «тертленсе» ҫитсе тӑван ашшӗ килне хуралтӑн-мӗнӗн пайлама шухӑш тытать те (сакунпа хӑйне мӗн тивӗҫнине) йӳҫсе тулнӑ кӑмӑлӗ пирки вара халӑх судне кайса евитлет.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекенсем, ӗҫ стажне тӗрӗслеттерес текенсем, йӑх тымарӗпе интересленекенсем, предприяти-организаци пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем тата ытти тӗрлӗ ыйту хуравне тупас тӗллевпе те ҫул хываҫҫӗ муниципалитет округӗн архив пайне.

Помоги переводом

Архив заведующийӗ Ирина Сафьяновӑна редакци тӗпелӗнче // Альбина АСТРАХАНЦЕВА . https://avangard-21.ru/gazeta/53786-arkh ... t-pel-nche

Руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тата медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшменшӗн 57 водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе пирӗн сотрудниксем ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ, рейдсем йӗркелеҫҫӗ, операцисем ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Манпа юнашар, пулассинче хура-шур витӗр канлӗ ватлӑх ҫулне-йӗрне йӗрлекен тӗксӗм кӑвак куҫӗпе малалла тирӗнсе, ҫӑм ҫипрен ҫыхнӑ симӗс кофта тӑхӑннӑ, пуҫне чечеклӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑ тапчам хӗрарӑм, шӑл шурри те кӑтартмасӑр, шӑпӑрт итлерех ларса пырать.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хунӑшӑн тата пысӑк ҫитӗнӳсене тивӗҫнӗшӗн Эльза Яковлевӑна Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин хисеп грамотипе, «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят тата ытти сумлӑ наградӑсем парса чысланӑ.

Помоги переводом

Тӑван хуҫалӑхра — хӗрӗх ҫул ытла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%82a%d0 ... %bb%d0%b0/

Сайт:

 

Статистика

...подробней